Комментари хушас

4 Нарăс, 2025

Хыпар 8 (28325) № 04.02.2025

Харăссăн утсан эпир çĕнеймен йывăрлăхсем çук

Эрнекун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Ăна итлеме «Волга Опера» театр залне Чăваш Ен парламенчĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, общество пĕрлешĕвĕсен, тĕрлĕ предприяти-учреждени, массăллă информаци хатĕрĕсен ертӳçисемпе представителĕсем, ыттисем хутшăнчĕç. 100 минута тăсăлнă сăмахĕнче Олег Николаев иртнĕ тапхăрти ĕçе пĕтĕмлетрĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2025 çулхи тĕллевĕсене палăртрĕ. «Хыпар» хаçат Çырăва туллин пичетлет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Алексеевич Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2025 ҫулта янӑ Ҫыру

Хисеплӗ депутатсем, савăнăçлă пухăва хутшăнакансем, Чӑваш Енре пурӑнакансем! Календарь листине 2025 çулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мĕш кунӗ тӗлне уҫса эпир кашниех, йăлана кĕнĕ тăрăх, ҫĕнĕ çула кӗтӗмӗр тата ӗмӗт семпе харпăр хăй тĕллевĕсене палӑртрӑмӑр. Ҫӗршыв масштабӗпе илсен пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗлӗхсем пулса иртрӗҫ, вӗсене Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ тата вӗсем пурнӑҫӑн мӗн пур сферинех йӗркеллӗн аталантарма пулӑшма тивӗҫ. Ҫӗнӗ наци проекчӗсене хута янӑ, вӗсене пӗлтӗр вӗҫленӗ проектсен никӗсӗ ҫинче тата ӗҫре тунӑ кӑтартусене, пухӑннӑ опыта, куҫ умне пулнӑ ыйтусемпе проблемӑсене шута илсе туса хатӗрленӗ. Вĕсем çĕршыва технологи тӗлӗшӗнчен мала тухма, граждансен тупăшӗсене пысӑклатма, çуратаслӑха тата пурнăç тăршшĕне ӳстерме, пурнăç пахалăхне лайӑхлатма, кашнинех хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫмалли майсем туса пама пулӑшмалла. Чӑваш Ен маларах вӑйра пулнӑ наци проекчӗсене кӑтартуллӑн вӗҫлерӗ, халӗ ҫӗннисене кал-кал ӗҫлесе шанчӑклӑн пурнӑҫлама тытӑнать. 2020 ҫултан пуҫласа 2024 çулхи тапхӑрта пĕтĕм регион продукчĕ 1,8 хут ытла ӳснӗ. Республика бюджечӗн хӑйӗн тупӑшӗсем 2,1 хут ытла пысӑкланнă. Бюджета кӗрекен пӗтӗмӗшле укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗнче вӗсен тӳпи 58,8 процентран 68 процента ҫити ӳснӗ. Урӑхла каласан, бюджетӑн кашни пӗр тенкинчен 68 пусне эпир хамӑр ӗҫлесе илнӗ. Региона экономика тӗлӗшӗнчен аталантармалли тарӑннӑн шутласа палӑртнӑ тӗп ҫул-йӗрӗн, промышленноç политикине ӑнӑҫлӑн пурнăçланин, агропромышленноç комплексне пулăшса пынин кӑтартӑвӗ ҫакӑ. Юлашки 5 ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 291 обĕектне тунӑ тата комплекслӑ майпа юсанӑ. Ҫакӑ вӑл ҫӗнӗ поликлиникӑсем, пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗсем, врач амбулаторийӗсем, фельдшерпа акушер пункчӗсем тата ытти инфратытӑм. Вӗсенчен 207 обĕекта – «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ шайӗнче, 84-шне – республика бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе ҫӗнетнӗ. Вӗренӳ отраслӗнче 9 шкул тунӑ, 111 шкула, 38 ача садне, 3 техникума, 94 шкул спорт залне тӗпрен юсанӑ. Аса илтерес тетӗп: шкулсене тӗпрен юсас ӗҫ, 2021 çулта йышăннă республика программине пула, пирĕн шкул ачисемпе вĕрентекенсем валли хальхи чи ҫӗнӗ стандартсем тӑрӑх пачах ҫӗнӗ вӗренӳ хутлӑхĕсем йĕркелессине тӗпе хурать. Шкул çурчĕсене тĕпрен юсанисӗр пуҫне эпир вĕсен территорийĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртетпĕр, физкультура занятийӗсем, пултарулăх ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем ирттерме майсем туса паратпӑр, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн шухӑш-кăмăлне шута илсе кану вырăнĕсем йĕркелетпĕр. Физкультурӑпа спорта аталантарма тӗрлӗ калӑпӑшлӑ тата тӗллевлӗ 98 обĕект тунӑ тата ҫӗнетнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енри чи пысӑк спорт обĕекчӗсенчен пӗрне – «Атӑл» стадиона. Ӗҫре тата ытти пысӑк пӗлтерӗшлӗ обĕектсем: Шыв спорчӗн тӗсӗсен центрӗнче строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗн роллерлӑ йӗлтӗр трасси, хупӑ футбол манежӗ – хута ярас тапхӑрта. Культура сфери самаях ҫӗнелчӗ. Халь ӗҫлекен 452 обĕектра строительствӑпа юсав тата ҫӗнӗ шайра пуянлатас ӗҫсем пырасҫӗ. Ҫав шутра «Культура» наци проекчӗ, регионӑн «Культура» программи тата пуҫаруллӑ бюджет шайӗнче 35 ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тунӑ. Ҫынсене социаллă пулӑшу парас тата пулӑшса пырас ӗҫре те пысăк кăтартусем тунă. Иртнӗ ҫул пире пурне те хавхалантаракан питĕ пӗлтерӗшлӗ пулăмпа вĕçленчӗ. Ку вăл – ятарлă çар операцийĕн тӗллевӗсене пурнăçлас ӗҫри татӑклӑ улшӑну. Пирĕн аттесемпе пиччесем, аннесемпе аппасем, ывӑлсемпе хӗрсем чӑн вырăс территорийĕсене ирĕке кăларса вăрçă хирĕнче ăнăçăва йӗркеллӗн малалла аталантараççĕ. Пирӗнтен кашниех хӑйӗн ӗҫӗсемпе, ӗҫ вырӑнӗнчи тивӗҫӗсене пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа пырса, пирӗн салтаксене мӗн кирлипе туллин тивӗҫтерсе тӑма пулӑшса Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнать. Ку ӗҫе эпир ҪӖНТЕРӖВЕ кӗтсе иличченех пурнӑҫласа пырӑпӑр. Пирӗн пин-пин ентеш Раҫҫейри мӗн пур халӑх ҫыннипе ҫума-ҫумӑн тӑрса шӑпах ҫак самантра ҫапӑҫу хирӗн тӗрлӗ лаптӑкӗнче алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫапӑҫать. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе вӗсенчен хӑшӗ-пӗри, шел пулин те, пуҫ хунӑ та ӗнтӗ. Вӗсене самантлӑха шӑп тӑрса хисеп тума ыйтатӑп. Тавтапуҫ. Эпир кашнинех асра тытӑпӑр. Астӑвӑм тивӗҫлипе упрантӑр, вӗсен паттӑрлӑхӗ вара, геройсен паттӑрлӑхӗ ҫитӗнекен ӑрушӑн гражданла тивӗҫе парӑннине тата Тăван çĕршыва юратнине кӑтартакан ырӑ тӗслӗх пултӑр тесе мӗн кирлине пурне те тӑвӑпӑр. Эпир ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене те, вӗсен ҫемйинчи ҫынсене те пулӑшу памалли майсене туллин пурнӑҫа кӗртрӗмӗр. Контракт тунӑ вырăна пăхмасăр, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен пӗтӗм категорийĕ тата вĕсен çемйинчи ҫынсем пулăшу илеççĕ. Ҫапах та кунта, пӑтта ҫу пӑсмасть тенӗ пек, пулӑшу нихӑҫан та ытлашши пулманнине асра тытмалла. Ашшĕ е амăшĕ вăрçă хирĕнче пуç хунă ачасене уйрăмах пулӑшма тӑрӑшмалла. Пирĕн тивĕç – çакăн пек çемьесене ачасем хăйсем тĕллĕн пурӑнма тытӑничченех пур енлĕн пулăшса тӑрасси. Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкӗ шайӗнче эпир пысӑк та тухӑҫлӑ ӗҫ туса ирттернине тӗпе хурса граждансене пулӑшу памалли патшалӑх тытӑмӗнче пирӗн ҫавӑн пек тумаллине шута илме майсем пур тесе шутлатӑп. Вӑйра тӑракан пулӑшу майӗсемпе ҫынсем вӑхӑтра тата чӑрмавсӑр усӑ курма пултарни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ӗҫлев министерствине «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» фондпа, муниципалитетсемпе пӗрле ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе, вӗсен ҫемйинчи ҫынсемпе тӑтӑшах тӗл пулса тӑрассине тивӗҫтерме тата маларах тунӑ йышӑнусене кирлӗ улшӑнусемпе тӳрлетӳсене вӑхӑтра кӗртме е ҫӗнӗ пулӑшу майӗсем палӑртма ыйтатӑп. Республикӑна аталантармалли плансем патне таврӑннӑ май аса илтерес тетӗп: ҫӳлерех асӑннӑ кӑтартусем – планлас ӗҫ ҫине комплекслӑ пӑхнин, хальхи ӗҫсемпе пуласлӑхри аталанӑвӑн тулли ӳкерчӗкне йӗркелемелли нумай сӑлтава шута илнин, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама укҫатенкӗ уйӑрмалли тӗрлӗ ҫӑлкуҫа пӗр харӑс ӗҫлеттерессине тивӗҫтернин пӗтӗмлетӗвӗ. Сӑмах, паллах, Чӑваш Республикин Экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн 2020-2025 ҫулсенчи комплекслӑ программи пирки пырать. Ӑна эпир сирӗнпе пӗрле хатӗрлесе йышӑнтӑмӑр. Ҫӳллӗ шайри тӗп кӑтартусен пӗр пайне ҫӗршыв Президенчӗн ҫӗршыва 2030 ҫулччен аталантармалли ҫӗнӗ тӗллевсем ҫинчен калакан указӗсене пурнӑҫланӑ май 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑхах пурнӑҫланине, ҫапла пулса тухрӗ, асӑннӑ программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ опыта шута илсе эпир Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025-2030 ҫулсенчи комплекслӑ программине ырласа йышӑнтӑмӑр. Асӑннӑ документ стратегисен стратегийӗ шутланать, мӗншӗн тесен унта 25 отраслӗн стратегине кӗртнӗ. <...>

♦   ♦   ♦


Контрактсене алă пусассине хăвăртлатмалла

Чăваш Енĕн адреслă инвестици программин кăçалхи тăкакĕсем 11,5 миллиард тенкĕпе танлашĕç. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов пĕлтерчĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова пуçларĕ — ку эрнери мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ. Вĕсен шутĕнче — виçĕ округри Правительство кунĕсем, регион ертӳçи АПК ветеранĕсемпе тĕл пуласси, ытти мероприяти. Республикăн адреслă инвестици программи пирки сăмах илнĕ май Строймин ертӳçи Владимир Максимов 2024 çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕ. Программа тăкакĕсем 12,7 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çак виçен çуррине яхăн пайĕ — федераци укçи, вăл виçĕм çулхинчен 35% пысăкланнă. Укçан 83,4% усă курнă. Хута янисен шутĕнче — Шупашкарти тата округсенчи шкулсем, фельдшер-акушер пункчĕсем, котельнăйсем, тасатакан сооруженисем, ытти объекта. Владимир Михайлович пăшăрханса палăртрĕ: планланă 12 объекта, шел те, вăхăтра хута ярайман. Паян вĕсенчи ĕçсене вĕçлессине васкатнă — çывăх вăхăтра пăнчă лартмалла. Программăн 2025 çулхи «енчĕкĕ» 11,5 миллиард тенкĕпе танлашать. Ку хутĕнче республика тӳпи чылай пысăкрах, Мускав параканни 2,9 миллиард тенкĕ шайĕнче çеç. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан республика программăна хывакан укçа виçине ӳстерес ыйту тăнине те палăртрĕ. Хайхи пĕлтĕр вĕçлейменнисемпе пĕрле шутласан кăçал хута ямалли объектсен шучĕ 77-пе танлашать. Вĕсем тĕрлĕ отрасльте: шкулсем, сывлăх сыхлавĕн, культура объекчĕсем. 18-шĕ тĕлĕшпе контрактсене алă пуснă ĕнтĕ. Ыттисемпе те ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах 10-шĕ тĕлĕшпе патшалăх экспертизи çук-ха — çак документа илессине хăвăртлатмалла — ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне подрядчиксемпе контракт тăвассине вĕçлемелле. Контрактсене вăхăтра алă пусмасан объектсенчи ĕçсем тăсăлса каясси те часах. Çак самант пирки Олег Николаев та асăрхаттарчĕ: «Хальлĕхе укçа çителĕксĕр 10 объектпа çыхăннă ĕçе вăйлатмалла. Ку ыйтăва уйрăммăн пăхса тухмалла — контрактацие май пур таран туллин тивĕçтермелле. Пĕлтĕр хута ярайман об±ектсен ыйтăвне те питĕ тимлĕ пăхса тухмалла. Кун пирки Патшалăх Канашне янă Çырура каламарăм пулсан — яваплисен ĕçне кирлĕ пек хак памалла». Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров шкулсен «Çăлтăрпа ирттерекен зарядка» проектне пуçарасси çинчен пĕлтерчĕ. Тĕрĕссипе, вăл пуçланнă ĕнтĕ. Çăлтăрсене явăçтарса ачасен тĕрлĕ ӳсĕмĕ валли видеороликсем хатĕрленĕ, вĕсене интернета вырнаçтарнă — кашниех усă курма пултарать. Паллă спортсменсем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем, çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх шутланакан ытти çын шкулсене пыраççĕ, ачасемпе зарядка ирттереççĕ — пĕчĕккисем те, аслă классенче вĕренекенсем те вĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. Ятарласа ыйтăм ирттернĕ те — ачасен 93% зарядкăсене ырлать-мĕн. Кăрлачра кăна проекта республикăри шкулсен 100 пин ытла вĕренекенĕ хутшăннă. Министр тепĕр саманта та палăртрĕ: çăлтăрсемпе йĕркелекен зарядкăсене ашшĕ-амăшне те явăçтарас шухăш пур — йыш хушăнасса та кĕтме пулать. Спорт темине спорт министрĕ Василий Петров тăсрĕ — нарăсăн 8-мĕшĕнче, шăматкун, Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу иртесси çинчен пĕлтерчĕ. Çуллен йĕркелекен тупăшу кăçал чăрмавлă — юр çуккине пула чылай регионта ăна каяраха куçарнă. Чăваш Енре те юлашки кунсенче çанталăк ăшă пулчĕ — юр ирĕлчĕ. Çапах, министр палăртнă тăрăх, синоптиксем çанталăк çитес кунсенче кăшт сивĕтесси пирки калаççĕ — чупу валли условисем пулас шанчăк пур. Ăмăртусене ирттермелли вырăнсене палăртнă. Çанталăка кура ку енĕпе «тӳрлетӳсем» пулма пултарĕç, тен, дистанцисене кĕскетме тивĕ. Шупашкарта чупăва 2-мĕш спорт шкулĕ, спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрĕ, йышăнĕ. Спорта юратакансем çĕнĕ биатлон-йĕлтĕр комплексĕн йĕлтĕр йĕрĕ çинче тупăшĕç. Хăйĕн сăмахне министр республика Пуçлăхне те чупăва хутшăнма йыхравланипе вĕçлерĕ. «Пурин те йĕлтĕр сырса старта тухас кăмăл çуралчĕ пуль. Çĕк-ленӳллĕ кăмăлпа тупăшăва хутшăнар, сывă пурнăç йĕркипе туслă пулар», — ĕçтешĕсене хавхалантарчĕ Олег Николаев. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.