Сӗнтӗрвӑрри округӗнче Правительство кунӗ иртрӗ
Районти культурӑпа туризм ҫуртӗнчи тӗлпулӑва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уҫрӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл муниципалитет юлашки ҫулсенче хӑш-пӗр тытӑмра курӑмлӑ ӳсӗм тунине палӑртрӗ.
Округ ертӳҫи Владимир Петров тӗплӗ доклад турӗ. Вӑл муниципалитетри ҫивӗч ыйтусене те палӑртрӗ. "Туризм кластерне хатӗрлетпӗр, алюмини тата тимӗр япаласем тумалли завод ҫӗклеме палӑртрӑмӑр, хӑмла лаптӑкӗсене ӳстеретпӗр. 2025-2030 ҫулсенче 7 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртме палӑртрӑмӑр", - терӗ вӑл.
Унтан Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Волкова, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗн заместителӗ Максим Иванов, Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова, Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов, Чӑваш Республикин финанс министрӗ Михаил Ноздряков тухса калаҫрӗҫ. Вӗсем республика ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ, округ ҫакӑнта мӗнле тӳпе хывнине асӑнчӗҫ.
Сӑмах май, Сӗнтӗрвӑрринче чи нумай вулакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Юсаса ҫӗнетнӗ библиотекӑсенче пурнӑҫ вӗресе тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах шухӑша яракан ыйтусем те пур. Владимир Степанов вӑй питти ҫынсем вилесси юлашки ҫул 14% таранах ӳснине палӑртрӗ. Сӑлтавне те асӑнчӗ - ӗҫ вырӑнӗсем ҫителӗксӗр, спорт лапамӗсем пушӑ.
"Округӑн аталанмалли майсем пур. Эпир сирӗн пуҫарусене тӗрев пама хатӗр", - терӗ тӗлпулӑва пӗтӗмлетнӗ май Олег Николаев.
www.hypar.ru Ольга КАЛИТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2025/01/5goqvd2d4h8.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2025/01/dv9w6omqxta.jpg)