Комментари хушас

29 Кăрлач, 2025

Хресчен сасси 3 (3043) № 29.01.2025

Хула хĕрĕ выльăх-чĕрлĕхе сиплет

Елена Симурзина Çĕнĕ Шупашкар хулинче çуралса ӳснĕ, çапах вăл ял хуçалăх ĕçĕнчен ютшăнмасть. Шкулта биологие юратса вĕреннĕскер шăпине аграрипе çыхăнтарнă, ĕçпе наукăра лайăх çитĕнӳсем тунă. Ахальтен мар пулĕ çамрăк ученăя кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине парса хавхалантарнă.

Германие — стажировкăна

— Ман аттепе анне — Шăмăршă тăрăхĕнчен, çавăнпа ялтан нихăçан та ютшăнман. Каникулсенче асатте-асанне патĕнче пурăнаттăм. Ялта выльăхчĕрлĕх нумай тытатчĕç, вĕсене пăхма пулăшаттăм. Картара ĕне те пурччĕ — сĕт сума вĕрентĕм. Пахчара та сахал мар тăрмашнă. Çакăнпах-и, тен, алла аттестат илсен Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине /халĕ — аграри университечĕ/ вĕренме кĕтĕм. Ветеринар специальноçне суйласа илтĕм, — калаçу сыпăнма пуçларĕ çамрăк доцентăн.

Аслă шкулта вĕреннĕ чухне Елена мăйракаллă шултра выльăха тĕпчеме-сăнама тытăннă. «Ветпрактика пĕр хуçалăхра иртрĕ. Унта ĕнесене тимлерĕм. Тĕп ветеринар мана ĕçе явăçтарчĕ, вĕрентсе пычĕ. Вăл пулăшса пынипе мĕн хушнине çăмăллăнах тăваттăм. Выльăхран шикленместĕм. Унта куçпа курса кăна мар, алăпа тытса пăхма та юратчĕ. Интересленсе кайрăм. Хулари ветклиникăра та ĕçлесе курнă эпĕ. Унта ку енĕпе кăткăсрах: чĕр чун хуçисем ирĕк памасăр нимĕн те тума юрамастчĕ. Ветеринари станцийĕнче те ĕçлеме тӳр килчĕ. Унта ытларах экспертиза тăваттăмăр, справкăсем çырса параттăмăр. Тӳрех ăнлантăм — ку ĕç ман валли мар. Мана тĕпчев, сăнав ĕçĕ килĕшетчĕ, çĕнĕлĕх илĕртетчĕ. Виççĕмĕш курсра чухне Германие стажировкăна кайса килтĕм. Унта та мăйракаллă шултра выльăх çумне çирĕплетрĕç. Эпĕ ĕçленĕ фермăра лару-тăру çăмăлах марччĕ: витисем кивĕччĕ, экохуçалăх шутланнипе выльăх-чĕрлĕхе фитотерапи мелĕпе курăксемпе сиплетчĕç. Виçĕ уйăхран тепĕр хуçалăха куçарчĕç. Унта лайăхрахчĕ: чăхсемпе сурăхсем мобильлĕ витесенче пурăнатчĕç. Тĕрлĕ инфекци, чир-чĕр ан сарăлтăр тесе вырăнтан вырăна куçаратчĕç. Унашкаллине эпĕ пĕрремĕш хут куртăм. «Эс лутра, ĕнесемпе ĕçлемелли çын мар», — тенĕччĕ пĕр пуçлăх. Вăл каланине эпĕ ăса хывмарăм», — çав тапхăра савăнса аса илчĕ Елена Павловна. Ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан çамрăк специалист Ольтикассинчи хуçалăх ферминче ветеринари тухтăрĕнче икĕ çула яхăн тăрăшнă. «Юлашки курссенче наукăпа кăсăкланма пуçланăччĕ. Мана аспирантурăна кайма сĕнчĕç, Владимир Семенов профессор наука ертӳçи пулса тăчĕ. Диссертаци çырма тытăнтăм. Вăл та мăйракаллă шултра выльăхпа çыхăннă. Биопрепаратсем шухăшласа тупас енĕпе сăнавсем ирттертĕм. Ĕнесем çинче çĕнĕ препаратсене тĕрĕслерĕм», — сăмах çăмхине сӳтрĕ Елена Симурзина. 2021 çулта вăл ветеринари наукисен кандидачĕн степеньне тивĕçнĕ. Фермăра сăнавсем ирттереççĕ Хальхи вăхăтра вăл Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вăй хурать. «Фермăна чун туртать, студентсене вĕрентме пĕлӳ çеç мар, практика та кирлĕ. Мăйракаллă шултра выльăх кашни округрах пур, фермерсем те ĕне-вăкăр усраççĕ. Республикăри пысăк хуçалăхсенче час-час пулатпăр, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашатпăр, сăнавсем ирттеретпĕр. Унта пулас ветеринарсем ветпрактика тухаççĕ. Тĕпчев ĕçĕсем çырса конкурссене хутшăнаççĕ. Хальхи çамрăксем, шел те, ялалла туртăнмаççĕ. Аслă курссенчех лабораторисемпе ветклиникăсене вырнаçаççĕ. Пуласлăха та çавăнтах кураççĕ. Яла ĕçлеме каякан сахал. Фермăра ĕçлеме çăмăлах мар. Унта канмалли кунсем те çук тесен те юрать. Чылайăшĕ ĕне-вăкăрпа ĕçлеме шикленет. Тĕрĕссипе, хальхи выльăх-чĕрлĕх ытларах чирлет. Германирен, Чехирен илсе килнĕскерсем сĕт нумай параççĕ, анчах вĕсем, «çемçешкесем», кунти çанталăк улшăнăвĕсене хăнăхман. Çавăнпа ветеринарсен ĕçĕ ансат мар. Студентсен йышĕнче унччен ял ачи ытларах пулнă тăк халĕ хуларисен шучĕ пысăк. Анчах хăшĕ-пĕри ĕне те курман! — терĕ Елена Павловна. Çамрăк доцент конференцисене час-час хутшăнать, тĕрлĕ семинарпа курссенче пĕлĕвне ӳстерет. Наука статйисем çырма ĕлкĕрет, вĕсем тĕрлĕ регионти ăслăлăх журналĕсенче пичетленеççĕ. Ют çĕршыв ученăйĕсен статйисене тишкерет, унти çĕнĕлĕхсене тĕпчет. Сăмах май, вăл ялти выльăх-чĕрлĕхпе хулари чĕр чунсене сиплеме вăхăт тупать. Педагог студентсемпе те нумай ĕçлет. Вĕсем валли вĕренӳпе воспитани мероприятийĕсем йĕркелет. Университетра çавăн пекех шкул ачисем валли олимпиадăсем, квизсем тата ытти ирттереççĕ. Ученăйсем хăйсен шухăш-тĕллевне пурнăçа кĕртес тĕллевпе проектсем те çыраççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Медицина учрежденийĕсем çĕнелеççĕ

Патшалăх программисене ĕçе кĕртнĕренпе медицина пулăшăвĕ илмелли майсем çултан-çул лайăхланса пыраççĕ. Етĕрне округĕнче те ку енĕпе пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă.

2018 çултанпа Етĕрне тăрăхĕнче 20 ФАП, пĕтĕмĕшле тухтăр практикин уйрăмĕ хута кайнă, 8 медпункт, поликлиника çурчĕсене юсаса çĕнетнĕ. Сывлăх сыхлавĕн пирвайхи тытăмне çĕнетмелли программа пулăшнипе район больницин автопаркĕ икĕ çулта хальхи йышши 8 автомашинăпа пуянланнă. Сергей Никитин тĕп тухтăр каланă тăрăх, çĕнĕ техникăна ялсенчи медучрежденисем çумне çирĕплетнĕ. «Вырăнти медиксем вĕсемпе кунсерен çула тухма пултараççĕ. Васкавлă медпулăшу кӳреççĕ, сусăр тата ватă çынсем патне çитеççĕ, пациентсене тĕп больницăна илсе килеççĕ», — терĕ ертӳçĕ. Çавăн пекех «Сывлăх сыхлавĕнче пĕрлехи цифра тытăмне йĕркелесси» проектпа килĕшӳллĕн ФАПсене, тухтăрсен ĕç вырăнĕсене ятарлă оборудованипе тивĕçтернĕ. «Телемедицина вырăнти медиксен ĕçне çăмăллатать. Диагностика даннăйĕсене ĕçтешĕсем патне вăхăтра çитерме май пур. Цифра технологийĕсемпе усă курса пациентсем ниçта каймасăрах тухтăрсенчен консультаци илееççĕ», — ăнлантарчĕ тĕп тухтăр. Çĕнĕлĕхе çынсем те ырлаççĕ. Акă Тури Ачакра пурăнакан Ираида Никитина чир аптратнипе тĕп больницăна час-час хутланă, халĕ вăл ФАПра кардиологпа онлайн мелпе çыхăнать. «Унччен унта кайса килсе пĕр кун иртсе каятчĕ, халĕ 15 минутрах кирлĕ сĕнӳ илетĕп. Çавăнпа медпункта хаваспах çӳретĕп. Пирĕн фельдшерĕ те ырă кăмăллă», — терĕ хĕрарăм. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Сĕт мĕн хак?

Паянхи кун халăхран пĕр литр сĕте 26-32 тенкĕпе йышăнаççĕ, фермерсенчен 40 тенкĕпе туянаççĕ. Мĕншĕн кун пек уйрăмлăх?

Вăрнарти «СОМ» предприяти директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Федор Волков каланă тăрăх, уйрăмлăхĕ — сĕт пахалăхĕнче. Килти хуçалăхсенче тĕрлĕ ăратлă ĕне усраççĕ, халăхран пуçтаракан сĕте шыв хушаççĕ, хăймине пуçтарса илеççĕ. Фермерсем вара технологине çирĕп пăхăнаççĕ, паха сĕт параççĕ. Вĕсен выльăх апачĕ те уйрăлса тăрать. Хуçалăх ертӳçисен яваплăхĕ те ытларах пулни куçкĕрет. «Кольцовка» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Наталья Ермолаева сăмахĕпе, сĕте тĕрлĕ шĕвек хушаймастăн, лаборант ĕçченĕ çакна тӳрех асăрхать. Ирĕксĕрех выльăх рационне улăштарма, лайăхлатма тăрăшатăн. Паллах, фермерсен сĕт сутса тупăш илес шанчăк пысăкрах. Патшалăх енчен вĕсен валли тĕрлĕ тĕрев пур. Акă, калăпăр, пĕр ĕне туянмашкăн 70 пин тенкĕ таран параççĕ. Ĕне усракансене пĕр выльăх пуçне 7,5 пин тенкĕ уйăраççĕ. Унсăр пуçне сурăх е качака туянас текенсем валли 5 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсене тытса тăма 500 тенкĕ параççĕ. Округсенче сĕт мĕн хак-ха? Статистика çакна çирĕплетет. Тĕслĕхрен, Элĕк округĕнче — 28 тенкĕ /«Новый путь» хуçалăх 32 тенкĕпе йышăнать/, Патăрьел округĕнче — 27 тенкĕ, Вăрнар округĕнче — 28-32 тенкĕ, Йĕпреç округĕнче — 28-29 тенкĕ, Канаш округĕнче — 27-28 тенкĕ, Куславкка округĕнче — 26 тенкĕ, Комсомольски округĕнче — 28-32 тенкĕ, Красноармейски округĕнче — 27-28 тенкĕ, Хĕрлĕ Чутай округĕнче — 28 тенкĕ, Сĕнтĕрвăрри округĕнче — 30 тенкĕ, Çĕрпӳ округĕнче — 30 тенкĕ, Шупашкар округĕнче — 28-30 тенкĕ, Шăмăршă округĕнче – 26-27 тенкĕ, Çĕмĕрле округĕнче — 28-30 тенкĕ, Муркаш округĕнче — 27 тенкĕ, Пăрачкав округĕнче — 26-27 тенкĕ, Вăрмар округĕнче — 27 тенкĕ, Етĕрне округĕнче — 27 тенкĕ, Елчĕк округĕнче — 27-28 тенкĕ, Тăвай округĕнче — 26-28 тенкĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Мĕншĕн шавлатăн, вĕлле хурчĕ?

Хĕлле йăвари вĕлле хурчĕсем пĕрле пуçтарăнса лараççĕ. Сивĕре хурт çăмхи чăмăртанать, ун ăшĕнче ăшă тăрать. Çанталăк ăшăтсан çăмха пысăкланать, хуртсем пыл патне туртăнаççĕ. Хĕлле вĕсем пыллă рамăсем çине пухăнаççĕ. Пыл çисе пынă май çӳлелле хăпараççĕ, çӳлтен хыçалалла куçаççĕ, айккинелле каймаççĕ. Çуркунне рамăсем тăрринче е хыçалта пулсан — вĕсен апат пĕтнĕ.

Малтанхи уйăхсенче вĕлле хурчĕсем сахал çиеççĕ, виçĕ уйăхра пĕрер килограмм пыл кăна пĕтет. Çуркунне апат çитменнипе аптăраççĕ, выçăпа вилеççĕ. Омшанникре е пĕр-пĕр хуралтăра хĕл каçакан вĕллесене тĕттĕмлĕхпе шăплăх кирлĕ. Вĕсем патне пĕр уйăхра 1-2 хут кăна кĕрсе тухмалла. Пыл хурчĕсем хĕл каçакан çуртра ытла çутă пулмалла мар, çавăнпа хĕрлĕ лампочка çакмалла. Çутă çук тăк хунарпа усă курмалла. Вĕлле хурчĕсем кун таврăннине, çуркунне çывхарнине аван туяççĕ. Кĕçех ама çăмарта тума пуçлать. Йăвари ăшă 35 градус таран хăпарать. Çĕнĕ хуртсем тухсан «аслисем» вĕсене тăрантарма тытăнаççĕ, хăйсем те ытларах çиеççĕ, çавăнпа пыл хăвăрт чакать. Нарăс уйăхĕнче вĕллесене сăнама тытăнмалла: сĕрлемеççĕ-и? Омшанникре шăппăн çӳремелле. Вĕллере сасă хуллен илтĕнет тĕк йăлтах йĕркеллĕ. Пыл хурчĕсем апат çитменнипе кăна мар, вĕллере ăшă пулнăран та шавлама пултараççĕ. Çанталăк ăшăтнăçемĕн вĕлле шăтăкĕсене пысăклатмалла, ăшă тытмалли япаласене çӳхереххипе улăштармалла. Хăш-пĕр çемьене, уйрăмах вăйсăррисене, сивĕ пулать, çавăнпа хулăн япалапа витмелле. Вĕллене шăши кĕресрен те асăрхаса тăмалла. <...>

Александр МИХАЙЛОВ, утарçă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.