Комментари хушас

24 Кăрлач, 2025

Хыпар 5 (28322) № 24.01.2025

Çăмăллăхпа СВОна хутшăннисем пурте усă курĕç

Министрсен Кабинечĕн республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ юнкунхи черетлĕ ларăвĕ пуçланасса та йăлана кĕнинчен иртерех, 8 сехет çурăрах, пуçланчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене те пухăннисем нихçанхинчен хăвăрт, çур сехетре, тишкерчĕç. Çак кун Вăрнар округĕнче Правительство кунне ирттерме палăртни васкатрĕ-тĕр — регион ертӳçин те, министрсен те унта çитмелле...

Транспортшăн налук тӳлемĕç

Виçĕ саккун проектне, Министрсен Кабинечĕн темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртессине, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах — налуксемпе çыхăннă саккун проекчĕ. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков Чăваш Енре республикăн çар комиссариатĕнчен службăна кайнă ентешсене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене, 150 лаша вăйĕ таран хăватлă пĕр автомобильшĕн транспорт налукĕнчен туллин хăтарнине аса илтерчĕ. Çак норма асăннă категорие хайхи çăмăллăхпа туллин тивĕçтермест. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе саккуна кĕртмелли улшăнусене хатĕрленĕ — вĕсемпе килĕшӳллĕн СВОна хутшăннă ентешсем асăннă çăмăллăхпа ăçта контракт тунине пăхмасăр усă курма пултарĕç. 2024 çулшăн транспорт налукне вĕсен те тӳлемелле пулмĕ. Михаил Геннадьевич уçăмлатнă тăрăх, асăннă çăмăллăхпа çыхăннă тӳрлетĕве симĕс çутă панă май республикăн пĕрлехи бюджечĕн тухса ӳкекен тупăшĕ 200 пин тенкĕ патнелле пулĕ. Çавăн пекех саккун проекчĕ республика территорийĕнче вăйра пулнă тепĕр çăмăллăха, çут çанталăк газĕпе ĕçлекен автобуссемпе тата груз турттаракан автомобильсемпе усă куракан организацисемпе предпринимательсен транспорт налукне 50% чакараканскере, тата виçĕ çуллăха — 2028 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен тăсассине çирĕплетет. Ку сĕнĕве те министр цифрăсемпе сăлтавларĕ: виçĕ çул каялла республикăра мотор топливи вырăнне çутçанталăк газĕпе усă куракан 993 автомобиль пулнă. 2024 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вара унашкаллисен шучĕ 1,2 пинрен иртнĕ. «Автотранспорт паркĕ çуллен хушăнса пыни хуласенчи экологи ларутăрăвне çивĕчлетет. Çавна май топливо вырăнне сиенĕ пĕчĕкрех çутçанталăк газĕпе ытларах усă курни вырăнлă. Акă мĕншĕн транспорт налукĕпе çыхăннă çак çăмăллăх усăллă пулмалла», — терĕ Михаил Геннадьевич. Хастар тата вăрăм Кун йĕркинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту — «Хастар вăрăм пурнăç» программа. Аслă ăрури çынсем тĕлĕшпе тимлĕ пулма 2025-2030 çулсем валли хатĕрленĕскерпе ĕçлев министрĕ Алена Елизарова паллаштарчĕ. Ăна Раççей Правительствин премьерĕ Михаил Мишустин «Çемье» стратеги сессийĕнче тăратнă сĕнӳпе килĕшӳллĕн хатĕрленĕ. Документ çулланнă çынсен пысăк йышне пырса тивмелле, вĕсен ватлăхри хастар пурнăçне тивĕçтерме пулăшмалла. Алена Геннадьевна пăшăрханса палăртрĕ: халăх ватăлсах пырать. Республикăра пурăнакан 284 пин çын — халăхăн 24,4% — ĕçлеме пултаракан çулсенчен аслăрах. Çак условисенче вĕсен хастар çулĕсене тăсни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апла тăк ку ыйту пырса тивекен кашни ведомство çак енĕпе çине тăрса ĕçлеме тивĕç. Йышăнакан мерăсем çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 2030 çул тĕлне 77,48 çула çитерессине тивĕçтермелле. Танлаштарма: халь ку кăтарту 73,21 çул шайĕнче. Çак тĕллеве пурнăçламашкăн çулланнă çынсене спортпа туслашма пулăшмалла, волонтер ĕçне явăçтармалла, инвалидсемпе çыхăннă тимлĕхе ӳстермелле тата ытти те. «Программа çулланнă çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине, вĕсене пулăшассине тĕпе хурать. Вĕсен культура, вĕрентӳ, спорт пурнăçне хутшăнмалли майсем пулмалла, çакă ватăсене çĕнĕ хăнăхусене алла илме, сывлăха çирĕплетме пулăштăр», — терĕ министр. Паллах, çакăн валли тивĕçлĕ инфратытăма та аталантармалла. Ку енĕпе те ĕçсем палăртнă. Калăпăр, Улатăр округĕнчи Атратьри интернат-çуртăн иккĕмĕш черечĕн строительствине планланă. Ăна кăçал вĕçлемелле. 2030 çулччен çавăн пекех Патăрьел округĕнчи Турханти тата Муркаш округĕнчи Шомикри интернатсенче те курăмлă улшăнусем пулмалла. «Манăн социаллă центр» брендпа йĕркеленĕ центрсен тытăмне малалла аталантарасшăн. Паянах республикăра çавнашкал 13 центр ĕçлет ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра Муркаш, Тăвай округĕсенче тата иккĕ уçăлмалла. 2030 çул тĕлне вара унашкал центрсем кашни муниципалитет округĕнчех пулмалла. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Вăрнарсем лайăхрах ĕçлеме пултараççĕ»

Муниципалитет пĕрлĕхĕсен рейтингĕнче Вăрнар округĕ 5-мĕш вырăн йышăнать. Вăл республика экономикине хывакан тӳпене 2023 çул кăтартăвĕсем тăрăх 6 процент шайĕпе хаклаççĕ. Çакна асăннă тăрăхра юнкун ирттернĕ Правительство кунĕнче палăртрĕç.

Округ ертӳçи Надежда Никандрова Вăрнар тăрăхĕн 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем тата 2025-2030 çулсенчи тĕллевсем çинчен каласа кăтартрĕ. Кашни сферăри ĕç-хĕле тишкерчĕ, малашнехи плансемпе паллаштарчĕ. Республика министерствисемпе ведомствисем палăртнă тăрăх, 2020 çултанпа Чăваш Ен Пуçлăхĕн шайĕнче хускатнă çивĕч ыйтусенчен чылайăшне округра татса пама май килнĕ. Сăмахран, шкулсенче чӳрече блокĕсене улăштарнă, Вăрнарти тĕп больницăн çуртне, пӳлĕмĕсене, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене комплекслă е суйлавлă майпа тĕплĕ юсанă, Ленин урамĕнче 20 хваттерлĕ пурăнмалли çурт, культура çурчĕсем, 3 ĕне вити, техника валли ангар /Вăрнар аш-какай комбиначĕ/ хăпартнă, ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли хутăшсен производствине реконструкциленĕ, суту-илӳ предприятине çĕнетнĕ, оборудовани туяннă. Çавăн пекех Кушар Юнтапара, Çăлкас Кăкшăмра, Пăваялĕнче, Малтикаспа Кивĕ Мĕлĕшре, Услапа Нурăсра, Çăкаллă Явăшра, Туçи Çармăсра, Шĕнер Ишекре, Кивĕ Шуртанра ФАПсем, Ярмушкапа Çĕньял Хапăсра пĕтĕмĕшле практика врачĕн çĕнĕ уйрăмĕсене уçнă. Паллах, тумалли татах та пур. 2025 çулта Вăрнарти ăшă тытăмĕпе котельнăя юсаса çĕнетмелле, шывпа тивĕçтермелли тытăма юсамалла, блокпа модуль котельнăйне тумалла, гидротехника сооруженине тĕплĕ юсав ирттермелле. Çивĕч ыйтусен шутĕнче — юхăннă кивĕ çурт-йĕртен /Вăрнарти нумай хваттерлĕ 15 çуртран тата Калининăри нумай хваттерлĕ 1 çуртран/ граждансене куçарасси. Çак тĕллевпе Строймин тивĕçлĕ программа туса хатĕрлĕ. — Чылай ыйтăва, уйрăммăн илсен, шкулсемпе больницăсене ăшăпа, электроэнергипе тата шывпа тивĕçтерессине эпир республика шайне çĕклерĕмĕр тата хальхи стандартсене тивĕçтерес тĕллевпе тӳррĕнех укçа уйăратпăр. Çын ăçта пурăннине пăхмасăр кашнинех пĕр тан майсем туса парас тесе 28 пин çын пурăнакан, инфратытăмпа, промышленноçпа пуян, ял хуçалăх тĕлĕшпе аталаннă муниципалитет пĕрлĕхне тата мĕн кирлине шухăшласа пăхар-ха, — канашлăва хутшăннисене чĕнсе каларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Вăрнар округĕ, паллах, лайăх аталанать, япăх ĕçлет теме çук. Çапах та ыттисемпе танлаштарсан, ман шухăшпа, Вăрнарсем тата та лайăхрах ĕçлеме пултараççĕ. Асăннă тăрăх унччен малтисен ретĕнче пулнă. Паянхи кун вара хăш-пĕр кăтартупа ытти округран каярах — вуннăмĕш вырăнта е тата та аяларах. Ман шухăшпа, вырăнта пурăнакансен çак саманта туйса илмелле, малашне лайăхрах ĕçлесси пирки шухăшламалла. Çавăн чухне çеç пысăк ӳсĕмсем тума май килĕ. Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2030 çулчченхи комплекслă программинче Вăрнар округĕ нумай ĕç тума пултарнине палăртатпăр. Сăмахран, вырăнта пурăнакансем те, Ял хуçалăх министерстви те çакăнта хăмла туса илессипе хăвăрт ĕçлесе кайма пултарассине шанаççĕ. Мĕншĕн тесен ку ĕçе сăра тăвакан «Балтика» компани те хутшăнать. «Симĕс ылтăна» çитĕнтернисĕр пуçне тирпейлесе унран тĕрлĕ продукци хатĕрлессине аталантарас шухăш пур. Сăмах май, «Балтика» ĕçе тытăннă ĕнтĕ. Вырăнтах аграри техникумĕ пур. Ку процеса вăл та явăçма пултарать: ĕçе кадрсем хатĕрленинчен пуçласах тĕплĕ йĕркелемелле. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Пĕчĕк йышăн пысăк ĕçĕ

Шупашкар округĕнчи Кӳкеç поселокĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли виçĕ вырăнта маскировка сетки çыхаççĕ. Вĕсенчен пĕри — «Росгосстрах» страхлав компанийĕ вырнаçнă çуртра. Ăна «Росгосстрахăн» вырăнти агентство центрĕн ертӳçи Альбина Иванова ертсе пырать. Вăлах кунта хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи шутланать.

— Ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшас шухăш манăн тахçанах çуралнă. Галя аппан ывăлĕ те унта 2022 çултанпах хутшăнать. Çавăнпа та çак туйăм тата та вăйлăрах-тăр. Çавна май «Росгосстрах» филиалĕн пуçлăхĕпе Алексей Пирожковпа сăмах пуçартăм та — вăл пире çакăнта пӳлĕм уйăрса пачĕ. Наталия Миронова Шупашкар округĕн хĕрарăмсен канашĕн ертӳçипе Наталья Ердуковăпа хĕрарăмсене йыхравласа тĕрлĕ çĕрте пĕлтерӳсем вырнаçтартăмăр, социаллă сете лартрăмăр. Çапла майпа саккăрăн пуçтарăнтăмăр. Маскировка сеткисĕр пуçне хĕрарăмсем нуски те çыхаççĕ. Çиппине хăйсемех туянаççĕ. Ăна-кăна илме укçа та пуçтаратпăр. Материалсем туянма пире малтанхи вăхăтра Шупашкар округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци ертӳçи Сергей Ефремов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Виктория Вышинская пулăшрĕç. Вĕсене уншăн тав тăватпăр. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен çеç эпир çитĕнӳ тума пултаратпăр, — терĕ Альбина Леонидовна. Ушкăнри хĕрарăмсенчен пĕрисем «бантик» çыхаççĕ, теприсем ăна сетка çине çирĕплетеççĕ. Акă 6х3 метрлă хӳтĕлев хатĕрне çыхса пĕтернĕ. «Ку — хĕллехи сетка», — ăнлантарчĕ Зоя Евдокимова. Шурă юр çинче хура тăпра муклашкисене, хăрнă хăмăр йывăç-курăка сăнланă. «Мĕнлерех сетка кирлине салтаксем хăйсемех çырса яраççĕ, — калаçăва хутшăнчĕ Апашра пурăнакан Ольга Ерилеева. — Альбина Леонидовна та ку енĕпе сăнаса тăрать. Сетка тĕпне Светлана Черновăпа Людмила Чумбакова çирĕп /джи схемăпа/ çыхаççĕ. Ку хӳтлĕх хатĕрĕ танксене витме аван. «Бантикĕсене» те ытлашши хĕрхенместпĕр, йăвă çыхатпăр. Дронсем ан асăрхаччăр тесе тăрăшатпăр». Çак ушкăнри виçĕ хĕрарăм сетка çыхнисĕр пуçне районти культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен халăх хорне çӳрет, вĕсен шутĕнче Ольга Ерилеева та пур. Вăлах — Апашри халăх театрĕн режиссерĕ. Чăнах — хастар çын хастарах çав. Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать Ольга Андрияновна. «Çак ĕçе пĕри тумасан, тепри пурнăçламасан салтаксене кам пулăшĕ? Раççей халăхĕ хăйĕн ывăлĕсене пулăшма кар тăчĕ. Çакăнпа мăнаçланмалла пирĕн. Салтаксене тылри халăх пулăшмасан пире усал-тĕсел таптама та пултарать. Ытти çĕршыв пусмăрĕнче пулас марччĕ. Çавăнпа та çар çыннисене мĕн пур вăйран пулăшмалла. Çак девизпа ĕçлетпĕр те эпир», — малалла тăсăлчĕ калаçу. Людмила Чумбакова та салтаксене пулăшас тĕллевпе малтан Шупашкарти Чăн тĕншĕн асап тӳснĕ çветтуйсене халалланă чиркӳ территорийĕнчи пункта çӳренĕ. Сетка тĕпне çирĕп çыхма унта вĕреннĕ. Ку пĕлӳ вара каярахпа та кирлĕ пулнă. «Джи схемăпа çыхнисем çирĕп пулаççĕ. Ун çине «бантиксем» те вырнаçтаратпăр — йывăç-курăка сăнлаканнисене», — сăмах хушрĕ Людмила Васильевна. Кӳкеçре пурăнакан Роза Краснова ку ушкăна малтисенчен пĕри пулса хутшăннă. «Альбина Леонидовнăпа тĕл пулса калаçнă хыççăн килтĕм, — терĕ вăл. — Виççĕн ĕçлеме тытăнтăмăр, унтан ыттисем килчĕç. 2024 çулхи кĕркунне ĕçе пуçăнтăмăр. Каярахпа, юпа уйăхĕнче, ывăлăм Сергей контрактпа СВОна кайрĕ. Юлташĕсем унта — вĕсенчен юласшăн пулмарĕ. Паллах, малтан хирĕçлерĕмĕр, каярахпа килĕшме тиврĕ. Халĕ телеграм-канал урлă çыхăнатпăр. Çуркунне отпуска килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр». Ĕçе кайнă пекех кашни кунах маскировка сетки çыхма çӳреççĕ хĕрарăмсем. Ятарлă табель те хатĕрленĕ. «Хирĕç тăру пурпĕрех пĕтет вăл. Эпир еплерех ĕçлени вара хут çинче асăнмалăх юлать. Манăн 88 çулти ватă анне пур. Çакăнта килмессерен мана пил парса ярать. «Эсĕ кашни кун салтаксене пулăшма çӳретĕн, ывăнатăн. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр», — тет. Чăнах та, эпир пĕр-пĕринпе туслашрăмăр, килĕштерсе ĕçлетпĕр. Хамăр мĕн ĕçлени çинчен ятарлă альбома çырса пыратпăр. Çакă — пирĕн истори. Салтаксене мĕн чухлĕ те пулсан пулăшу кӳрес, вĕсене вилĕмрен çăлас тесе тăрăшатпăр», — палăртрĕ Светлана Чернова. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


СВО уншăн – виççĕмĕш вăрçă

«Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕ пухнă укçапа туяннă стройматериал СВОри танк взводне ĕçмелли таса шывпа тивĕçтернине, çăвăнса тасалмалли пӳлĕм йĕркелеме май панине пĕлтĕмĕр, унăн командирне Александр Ильин лейтенанта дронсемпе кĕрешмелли РЭБ туянма укçа парса ятăмăр.

Элĕк районĕнчи Мăн Вылă ялĕнче çуралса ӳснĕскер çак уйăхра «Хыпарта» хăнара пулчĕ. Раççей çарĕнче вăл 2003 çултанпах: малтан Урал леш енчи танк чаçĕнче — 2 çул, ун хыççăн РФ Оборона министерствипе контракт çирĕплетсе Чечняра хĕсметре тăнă. Танк механик-водителĕпе наводчик специальноçĕсене алла илнĕ, танкăн темиçе модификацине çӳретме вĕреннĕ. Хăйне Чăваш Ен туртнăран Шупашкара таврăнса шалти çарсен чаçĕн БТР водителĕ тата командирĕ пулнă. Прапорщик званине панăранпа — Раççей гвардийĕн Йошкар-Ола хулинчи чаçĕн оперативлă дежурнăйĕн пулăшуçи. Унта Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе 5 çул пурнăçланă. 2023 çултанпа — лейтенант, СВОна хутшăнать. Александр Ильин — I тата II степень «Çарти хастарлăхшăн», «Тӳрĕ кăмăллă службăшăн», «Кавказри террористсене хирĕçле операцие хутшăннăшăн», «СВОна хутшăнакана» медальсен кавалерĕ. СВОра взвод умне лартнă задание епле пурнăçламаллине, пĕр позицирен тепĕрне мĕнле тата хăш вăхăтра куçмаллине, задание хăш экипажа ямаллине, çывăхра тăшман артиллерийĕ, танка вут хыптарма пултаракан ытти хатĕр тăманнине çирĕплетсен çеç техникăна уçă территорие кăларма юранине пĕлет. Унăн командир опычĕ Чечня тата Кăнтăр Осети вăрçисенчех пухăннă. СВО уншăн — виççĕмĕш вăрçă. Чечняри террористсене хирĕçле ятарлă çар операцийĕнче танксем пĕр вырăнтан тепĕрне уçă вырăнтах атакăна кĕнĕ. Халĕ СВОра вĕсене снаряд, ракета е дрон лекесрен сыхланса малтан тавралăха тĕпчеме тивет. — «Хыпара» вулакансем дрон çинчи видеоаппаратпа ӳкернĕ тăшман автотранспортне, салтакĕсене, вĕсенчен бомба е снаряд çакса янă дрон чул пек ӳкнине телевизорпа курнах ĕнтĕ. Алă лаппи çинчи пек вырăнта пирĕн танксене вĕсем çăмăллăнах çулăм хыптарма пултараççĕ, — терĕ Александр Викторович. — Вĕсенчен сиен курас мар тесе ытларах вăрман тăрăхĕнче е катара пытанса ларатпăр, задани пурнăçлама уçă вырăна тухса пире пĕлтернĕ координатпа перетпĕр те «кайăксем» асăрхиччен хамăр вырăнах таврăнатпăр, маскировка сеткипе хупланатпăр. Хĕлле вăл шурă йăрăмли кирлĕ, çуркунне тĕсне улăштарăпăр. СВОра дронсене РЭБпа аташтарса çĕре ӳкерме тытăнчĕç. Вăл пирĕн подразделенин çук-ха. Александр командирсен заданине танкистсем епле — Украина Донбасран вырăссене хĕссе кăларма, хăйне хирĕç тăракансене вĕлерсе пĕтерме тĕллев тытнине, Раççей çеç вĕсен хутне кĕрессине хăçан ăнласа илтĕр? — 2016 çулта, ВСУн йывăр артиллерийĕ Донецка, Луганска, Донбасри ытти хулана персе салатнă, тăнăç халăх юнне юхтарнă чухнех. Çакăн çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенчен çеç мар, Çĕнĕ Шупашкартан Донецка хӳтĕлеме 2014 çулта кайнисенчен те пĕлтĕм. Пулăшма унта 2023 çулта Дон çинчи Ростов хули урлă кайрăм. Эпĕ малтан РФ Оборона министерствипе çĕртме уйăхĕнче 6 уйăхлăха контракт çирĕплетессине те, заявлени çырса ĕçрен кайнине те, инçе çула тухма хатĕрленнине те мăшăра пĕлтермерĕм. Киле шурă-симĕс тумтир туянса килсен Марина «ĕçлеме каять» тесе шухăшланă. Пурпĕр чăннине калама тиврĕ: куçне чарса пăрахрĕ те шăтарасла пăхрĕ, унтан кăшкăрсах йĕрсе ячĕ, хăйĕнпе канашламаншăн ӳпкелерĕ. Макăрса хваттер тăрăх кумрĕ — лăплантараймарăм. Икĕ каç çывăраймарĕ, виççĕмĕш кун куççулĕ типрĕ, лăпкăн калаçма тытăнчĕ, тутлă апат пĕçерсе çитерчĕ. Вăрçа мана кӳрентерсе ямарĕ, ачасемпе пĕрле чĕрĕ-сывă таврăнма ырă сунса ăсатрĕ. — Хăш подразделение лекрĕр? — Донбасс доброволецĕсен штурмлакан 7-мĕш бригадине. Вăл тăшмана федерацин çĕнĕ территорийĕнчен хăваласа кăларассишĕн халĕ те паттăррăн çапăçать. 2023 çулта пирĕн боецсене апат- çимĕçпе, тумтирпе, хĕç-пăшалпа аван тивĕçтерчĕç. Çĕртме-çурла уйăхĕсенче Д-30 гаубицăн аслă наводчикĕ пултăм. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Донецк Республикинчи Сăнав поселокĕ патĕнче йывăр задани пурнăçларăмăр. Эпир 3 гаубицăпаччĕ, тăшман снарячĕ лекнĕрен пĕри çапăçăва кĕрсенех стройран тухрĕ. Пирĕн пата координат çитерсен иккĕшĕпе харăсах петĕмĕр, кайран тĕл лектернине телефонпа систерчĕç. Гаубицăна маскировкăлама, тимĕр-бетон цехне кĕрсе пытанма хушрĕç. Çĕрле пирĕн çума хамăрăн танк килсе ларчĕ, хăйне пĕлтернĕ координатпа мĕн пур снарядне кăларса ячĕ те кайрĕ. Натовецсем танк ăçтан пенине çӳлтен курчĕç, снаряд-минăпа пире «хăналама» тытăнчĕç. 27-мĕшĕнче иккĕ пенĕ хыççăн цеха кĕрсе çухалтăмăр çеç — тăшман артиллерипе хурав пачĕ. Цех çине пĕр снаряд ӳксенех ишĕлсе анассине пĕлеттĕмĕр. Телей пирĕнпех çӳрерĕ — айне пулмарăмăр. Тепрехинче цех çине кассета бомби пăрахрĕç — Хусан каччи айне пулчĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Михаил СТЕПАНОВ: «Цифра пурнăçа ансатлатать, хăвăртлатать»

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн министерстви пĕлтĕр цифра трансформацийĕн тĕллевĕсене тухăçлă пурнăçланă, «Цифра экономики» наци проекчĕн тĕп кăтартăвĕсемпе курăмлă çитĕнӳ тунă. Цифровизаци сферинчи ĕç-хĕл пирки Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ.

— Цифра трансформацийĕ — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе палăртнă пилĕк наци тĕллевĕнчен пĕри. Михаил Владимирович, çĕршыв ертӳçин хушăвне ĕçе кĕртес тĕлĕшпе Чăваш Енре мĕнле ĕçсем пурнăçланаççĕ? — Указа пурнăçлама Чăваш Енре 2021 çулта экономика, социаллă сфера тата патшалăх управленийĕн отраслĕсен цифра трансформацийĕн стратегине çирĕплетнĕ. 2024 çулта документа çĕнетнĕ. Вăл 18 отрасле пырса тивет, 142 проектран тăрать, çак шутран 123-шне ĕçе кĕртнĕ. Виçĕ çулта çак тĕллевпе 2,65 миллиард тенкĕ уйăрнă. Цифра трансформацийĕн стратегийĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020-2024 çулсенчи уйрăм программипе килĕшӳллĕн пурнăçланакан проектсене те шута илнĕ. Ку программăна экономика, социаллă сфера тата патшалăх управленийĕн отраслĕсене цифра трансформацийĕн мероприятийĕсене кĕртни регионăн «цифра пиçĕлĕхĕн» шайĕн ӳсĕмне хăвăртлатассипе çыхăннă. Çак проектсене ĕçе кĕртме 2022-2024 çулсенче 300 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавна май отрасльти вăтам ĕç укçинчен пысăкрах шалуллă 235 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Регионти тĕп отрасльсен «цифра пиçĕлĕхĕн» шайĕ 87,38 процентпа танлашнă. 2021 çулта — 50 процент, 2022 çулта — 73, 2023 çулта 79,8 процент пулнă. Тăватă çулти ӳсĕм — 37,4 процент. Уйрăмах пысăк кăтартусемпе сывлăх сыхлавĕн тата патшалăх управленийĕн отраслĕсем палăрнă. — Цифра аталанăвĕн министерствин ĕçĕ-хĕлĕнче, паллах, патшалăх управленийĕн отрасльне цифра çине куçарасси тĕп вырăн йышăнать… — Республикăра федераци списокĕпе палăртнă социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшу ĕçĕсене электрон формата куçарнă. Çакă граждансене патшалăх учрежденийĕсене каймасăрах пулăшупа усă курма, вăхăта перекетлеме май парать. Электрон пулăшу майĕсене вăйлатасси региона цифра çине куçармалли тата халăх пурнăçне лайăхлатмалли пĕлтерĕшлĕ утăм шутланать. Электрон меслет халăха кирлине цифрăсем аван çирĕплетеççĕ. 2024 çулта Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче регистрациленнисен 71 проценчĕ унпа усă курнă. 2023 çулта ку кăтарту 62 процент пулнă. Пĕлтĕр социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшу ĕçĕсемпе электрон мелпе тивĕçтернин кăтартăвĕсем 91,9 процентпа /2023 çулта — 79,9 процент/ танлашнă. Федераци шайĕнче планпа палăртнă кăтарту — 50, республика шайĕнчи — 65 процент. Çак хисепсем граждансем цифра патне туртăннине, патшалăх сервисĕсемпе усă курма меллĕ тата тухăçлă пулнине çирĕплетеççĕ. Патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ тĕсĕсене электрон формата куçарас тĕлĕшпе кăçал та çине тăрса ĕçлĕпĕр. Халăхпа çыхăну йĕркелеме, информаципе тивĕçтерме влаç органĕсен порталĕпе анлă усă кураççĕ. Официаллă информацин электронлă çăлкуçĕ республикăра 1997 çултанпа ĕçлет. Паян cap.ru влаç органĕсен, патшалăх учрежденийĕсемпе организацийĕсен пин ытла сайтне пĕрлештерекен питĕ пысăк интернет-ресурс шутланать. — Республикăра анлă усă куракан тепĕр платформа — «Патшалăх пулăшăвĕ. Пĕрле татса паратпăр». Кун пирки те тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха. — Информаци ресурсĕ граждансен виджет ятарлă форма е мобильлĕ приложени урлă тĕрлĕ ыйту çĕклеме, ыйтăмсене, сасăлавсене, уçă итлевсене хутшăнма майсем туса парать. Ăна граждансен çивĕч ыйтăвĕсене хăвăрт татса парас тĕллевпе туса хунă. Хальхи вăхăтра платформăпа ĕç тăвакан, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентӳ, культура, социаллă сфера, нумай хваттерлĕ çуртсен ĕçне йĕркелекен 1367 организаципе учреждение çыхăнтарнă. Портал урлă пĕлтĕр 31,7 пин ыйту /2023 çулта — 24 пин/ йышăннă. Республика çыннисене пăлхантаракан тĕп ыйтусем: медицина, автоçулсем, çурт картишĕсене, общество вырăнĕсене хăтлăлатасси, тухтăр патне электрон мелпе çырăнасси. — Чăваш Ен сăнавлă проектсене ĕçе кĕртмелли хăйне евĕрлĕ лапам пулса тăчĕ. Юлашки вăхăтрисенчен пĕри — управляющи компанисен лицензи ĕç- хĕлĕн сервисне йĕркелемелли проект. Мĕнле ĕçсене тĕпе хурать вăл? — Раççейĕн «ГосТех» цифра платформнче йĕркелесе аталантармалли проект федераци пĕлтерĕшлĕ, унпа кайран ытти суб±ектра усă курĕç. Сервис тытăмне çак ĕçсем кĕреççĕ: предпринимательсен нумай хваттерлĕ çуртсен управленийĕн ĕç-хĕлне лицензилесси, пӳлĕмсен планировкине улăштарассине йĕркелесси, пурăнмалли çурта пурăнмалла маррисен шутне кĕртесси, садри пӳрте пурăнмалли пӳрт шутне кĕртесси, çурт-йĕр фондне приватизацилесси тата ытти те. Кунпа пĕрлех республикăра «Хăтлăлăх картти» отраслĕн цифра платформи» тата «ЖКХ управленийĕ тата коммуналлă инфратытăм» сервиссемпе ĕçлеççĕ. Чăваш Енре даннăйсен управленийĕн политикине ĕçе кĕртесси те ăнăçлă пулса пырать. Даннăйсемпе ĕçлени улшăнусене хăвăрт асăрхама, çĕнĕ сервиссем йĕркелеме, управлени хакĕсене пĕчĕклетме, мĕн пур отрасльте тивĕçлĕ йышăнусем тума май парать. Ĕç тăвакан влаç органĕсенче даннăйсен управленийĕшĕн яваплă çынсене палăртнă, регион концепцине çирĕплетнĕ. Дашбордсем хатĕрлемелли 40 ытла проекта пурнăçланă, «Çулсем» тата «Хуçасăр чĕр чунсем» регион инциденчĕсене ĕçлеттерсе янă. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Хурт-хăмăрçăн çĕнĕ çулĕ хăçан пулать?

Хĕлле кăçал пуш уйăхĕнчи пек ăшă çанталăк тăрать. Çакăн пек çанталăк вĕлле хурчĕсене мĕнле витĕм кӳрет? Мĕнле хĕл каçаççĕ вĕсем? Ыйтусен хуравĕсене тупма паллă хурт-хăмăрçă, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Пирожков пулăшрĕ.

Хурт амисене пĕлсе туянмалла. Кĕçех кăрлач уйăхĕ вĕçленет, анчах хĕлле хальлĕхе пулмарĕ-ха. Малашне епле пулĕши? Çанталăк кун пек тăни ирĕкре хĕл каçакан пыл хурчĕсемшĕн лайăхах мар. Хĕл хĕл пек, çулла çу пек пулмалла. Паян интернетра хурт-хăмăр ĕçĕпе çыхăннă темĕн тĕрлĕ информаци те пур. Çавна май хурт-хăмăрçăсем вĕлле хурчĕн амисене таçтан та, такамран та туянаççĕ. Е интернет урлă çырăнса илеççĕ. Юлашки вăхăтра утарçăсем кăнтăрти хуртсен ăрачĕсене — бакфаст, карника — тата ыттине те туянаççĕ. Бакфаст, тĕрĕссипе, ăрат та мар — ăрат ушкăнĕ кăна. Вăл хаяр мар, пылак сĕткене лайăх йăтать. Анчах ку пыл хурчĕ пирĕн тăрăх валли мар. Пирĕн патри хуртсен хĕл каçмалли тапхăрĕ 5-6 уйăхпа танлашать. Бакфастăн пыршăлăхĕ хăвăртрах тулать. Мĕншĕн тесен вăл хĕл каçмалли тапхăр вăрăм пулнине хăнăхман. Чăваш Республикинче вырăнти вăтам вырăс тата карпат ăрачĕсем «районланисен» шутне кĕреççĕ. «Районланă» ăратсем тени мĕне пĕлтеретха? Вĕсем — Чăваш Республикинче усрама сĕннĕ тата ирĕк панă ăратсем. Ытти пыл хуртне эпир çак йĕркене пăсса тытатпăр. Эпĕ те хăй вăхăтĕнче çак йĕркене уяман. Германирен карника илсе килнĕччĕ. Вăтам вырăс ăрачĕ хаяртарах пулни тепĕр чухне чăрмав кӳрет. Çунатлисем кӳршĕсене сăхаççĕ. Кун пек чухне хирĕçӳ тухать. Чылайăшĕ килти хушма хуçалăхра тытма хаяр мар хурт ами ыйтать… Бакфаст ăрачĕллĕ хурт çемйи аçа хуртсем кăларать. Тепĕр 10-15 çултан мĕн пулать — никам та калаймасть. Ама нумай пурăнаймасть. 3 çултан тепĕр ăру каять. Унтан тата тепри. Вунă çулта виçĕ ăру улшăнать. Тăваттăмĕш ăру чухне мĕн пулать? Саратов облаçĕнчи утарçăсем каланă тăрăх, вăл питĕ усалланса каять. Амасем сывлăшра пĕтĕçеççĕ. Ку вара катастрофа пулать. Йĕркене пăсса тем тĕрлĕ ама илсе килни япăххи патне илсе çитерет. Бакфаст вăтам вырăс ăратĕнчен те хаяртарах пулать-мĕн. Йытăсемпе кушаксене те тапăнать... 1-мĕш тата 2-мĕш ăрурисем сăхмаççĕ, вĕсем йăваш. Виççĕмĕшĕнчи урăхланать, пылак сĕткен пухасси чакма тытăнать. УтарÇăсен Çĕнĕ Çулĕ. Çĕнĕ çул хуртхăмăрçăшăн календарьтипе пĕр килмест. Урăхла каласан, кăрлачăн 1-мĕшĕ мар вăл. Çĕнĕ çул хурт-хăмăрçăсемшĕн çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнать. Мĕншĕн тесен çак тапхăрта вĕлле хурчĕсен çемйисене хĕл каçарма тĕрĕс хатĕрлесси пуçланать. Пыл пуçтарас вăхăт вĕçленсен сахăр шерпечĕ пама тытăнмалла, пыл саппасне ӳстерме пулăшмалла. Кăçал çурла уйăхĕнче вĕлле хурчĕсем пылак сĕткен «сĕтĕрчĕç». Çĕнĕ çул тени çавăнпа каярах куçрĕ. Кĕркунне вăрах ăшă пулчĕ. Пыл хурчĕсем лайăх вĕçрĕç. Вăрманта вырнаçнă утарсенче вырăн-вырăнпа çулçă пылне пуçтарчĕç. Ман пата паян чылай утарçă шăнкăравлать. Хуртсем нумай вилни пирки калаççĕ. Маларах асăнтăм: кĕркунне вăрăм пулнипе ылтăн хуртсем юпа уйăхĕнче те вĕçрĕç. Ытти çул вĕсем юпа уйăхĕнче лăпланса, пуçтарăнса лараканччĕ. Кăçал çанталăк ытти çулти пек пулманнине кура юпа уйăхĕнче те вĕллерен тухкаларĕç. Вĕлле хурчĕ юпа, чӳк уйăхĕсенче вĕçет тĕк унăн организмĕ хавшать, кивелет. Тĕрĕссипе, ватăлать темелле. Ватă хуртсем хĕл каçма юлчĕç. Çавăнпа вĕлле тĕпĕсенче вилнĕ хурт нумай. «Кăçалхи пеккине ĕмĕрне те курман, вилнĕ хурт питĕ нумай», — теççĕ утарçăсем. Халĕ хĕл каçмалли тапхăрăн малтанхи виçĕ уйăхĕ кăна иртрĕ. Чи йывăрри — иккĕмĕш тапхăрĕ. Хĕл каçмалли тапхăр пыл хурчĕ кĕркунне юлашки хут вĕçнĕренпе пуçласа çуркуннехи пĕрремĕш вĕçевччен тăсăлать. Кăçалхи пек хĕле эпĕ те курман. Вилнĕ хурт питĕ нумай. Летокран патакпа туртатăп та — вĕлле тĕпĕнче вилнĕ хуртсем. Ку питĕ начар. Çавăнпа кăçал хĕл каçнă чухне нумай хурт çемйи вилме пултарать. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Ачалăх ытамĕнчи çыравçăсем

Расна кăмăл-туйăмлă тата тĕллевлĕ, тĕрлĕ ӳсĕмри çыравçăсене мĕн пĕрлештерме пултарать? Паллах, пĕлтерĕшлĕ пĕр-пĕр шухăша тĕпе хунă коллективлă сборник. Унта кама мĕн хумхантарни, кăсăклантарни яр уççăн тухса тăрать.

Çулсем иртнĕçемĕн тата хаклăрах «Как мы пишем: Писатели о литературе, о времени, о себе» кĕнеке вуласа тухнăччĕ. Унта Раççейри паянхи кун тухăçлă ĕçлекен вун-вун çыравçă очеркĕсем кĕнĕччĕ. Кĕнеке питĕ килĕшнĕччĕ. Ара, çыравçăсем литература çулĕ çине еплерех тăни, хăйсем мĕнле тата мĕн çинчен çырни, мĕне хаклани, мала хуни пирки уççăн каласа параççĕ. Пĕр хуплашка айĕнче – мĕн чухлĕ ят! Кун пеккине ăçта тупăн тата? «Чăваш çыравçисене пухса çакăн евĕрлĕ кăларăм хатĕрлесен мĕн тери аван пулĕччĕ!» – тесе пĕлтернĕччĕ ун чухне Ольга Федорова ĕçтешĕме. Чăваш поэчĕсемпе прозаикĕсен хайлавĕсене тупса вулаятпăр-ха, анчах хăйсем çинчен материал сахалрах. Классиксене самай тĕпченĕ тейĕпĕр. Паянхи авторсем çинчен вара сайра хутра хаçат-журналта тухнă интервью-хаклавсăр пуçне темех тупаймăн. Çав хушăрах писательсем хăйсем çинчен каласа пани ĕмĕрлĕхе упранса-çырăнса юлать-çке. Çулсем иртнĕçемĕн ку паха материал тата хаклăрах. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Асамлă ачалăх» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – тĕп редакторăн çумĕ Ольга Федорова, ӳнерçи – Наталия Андреева. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Кăларăмра XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литературинче ырми-канми тăрăшакан çыравçăсем ачалăхне, асра юлнă вĕрентекенĕсене, пĕрремĕш хайлав çырнине, вăл хăçан кун çути курнине аса илеççĕ. Пурĕ вăтăр çичĕ автор кĕнĕ. «Çыравçăсене çуралнă çулĕсене кура вырнаçтарса тухнă. Темиçе автор пĕр çултах çуралнă пулсан – уйăхне кура. Çапла майпа вĕсем ӳснĕ вăхăт уççăн курăнать. Чылайăшĕн пирвайхи хайлавне илсе панă. Вĕсене е автор аса илсе çырнă, е хаçат-журналта пичетленнине тĕпе хунă. Пичетленнĕ хайлавсене улăштармасăрах кĕртнĕ, çавăнпа та аслă çулти çыравçăсен сăвви-калавне вăл вăхăтри пекех хăварнă. Кĕнекере çыравçăсен биографийĕсем пур. Кăларăма Чăваш, Тутар, Пушкăрт республикисенчи, Чĕмпĕрпе Самар облаçĕсенчи чăваш çыравçисен аса илĕвĕсене кĕртнĕ», – пĕлтерет ум сăмахра Ольга Леонидовна. Кунта çавăн пекех писательсен архивĕсенчи сăн ӳкерчĕксене курса киленме пулать. Хăш-пĕр пулăм çинчен хальччен ниçта та çырман, чылай аса илӳ «Асамлă ачалăх» кĕнекере пĕрремĕш хут пичетленнĕ. Асамлăх-ши? Вулакан чи малтанах Юхма Мишшипе «паллашĕ». Михаил Николаевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ача пулнă. Пĕррехинче вăл юлташĕсемпе кĕрхи вăрмана çул тытнă. Пурте выçă. Çулçине йăлтах татса пĕтермен çăка е йĕкеллĕ йывăç шыраса утсан-утсан ачасем улмуççи асăрханă. Пан улмийĕсем тем пысăкăш, витĕр курăнаççĕ. Улма çисе тăраннă ача-пăча яла таврăнсан аслисене пĕтĕмпех каласа кăтартнă. Анчах çитĕннисем ĕненмен: унта нимĕнле улмуççи те çитĕнмелле мар-çке. «Мĕн асамлăхĕ пулчĕ вăл? Паян кун та пĕлейместĕп. Анчах çырса кăтартни пĕтĕмпех тĕрĕс. Çавăн чухне çав ытарайми пан улмине çисе, тен, эпир выçса вилесрен çăлăнса юлтăмăр пулĕ…» – пĕтĕмлетет сумлă çыравçă. Тата тепринче вăл утлă çар асăрхать, анчах юлташĕсем нимĕн те курмаççĕ. Каярахпа асламăшĕ çапла ăнлантарать: «Ку вăл Ылтăнпик патша çарĕпе хăй çĕршывне пăхса çаврăнма тухнă. Ăна таса чунлă, пуласлăхшăн ăнтăлакан ачасем кăна курма пултараççĕ…» Çапла, Юхма Мишши мĕн пĕчĕкренех тĕлĕнтермĕшсемпе тĕл пулнă. Ку енĕпе Патăрьел районĕнче кун çути курнă тепĕр çыравçа та ăннă темелле. Пиллĕкри Владимир Степанов пĕррехинче тусĕпе Федьăпа вăрман хĕрринчен çухрăмра пек вырнаçнă Мăчавăшни /Мунча ĕшни/ çырми хĕрринчи уçланка çитсе килме шут тытнă. Юлташĕ «теçеткене яхăн пиçнĕ çырла тыткăнне» лекнĕ хушăра пĕчĕк Володя уçланка тухнă. Анчах тепĕр самантранах: «Таратпăр кунтан! Часрах!» – тенĕ те Федьăна – ялалла вирхĕннĕ. Ăна темĕн хăратнă иккен. Хăй мĕн асăрханине тусне каярахпа тин каласа панă: «Уçланкă вĕçĕнче, çыран хĕрринче, мĕскер-темĕскер çиçсе-йăлтăртатса тăратчĕ. Ăна кĕленчерен тунă тейĕн, витĕр курăннăн шалтан тухакан çутăпа çиçетчĕ. Çӳллĕшĕпе пысăк марччĕ – метр çурă еннелле…» Тен, шăпах çак тĕлпулу ун пултарулăхне каярахпа пысăк витĕм кӳнĕ? Фэнтези-фантастика жанрĕсем Владимир Васильевича ахальтен мар илĕртме пуçланă пуль … Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат та ача чухне хăйне евĕрлĕ пултарулăхĕпе палăрнă. Сăвă шăрçалассипе пачах çыхăнман ку. «Пĕррехинче пирĕн клуба гипнотизер килсе кайрĕ. Сцена çине тухнисене çывратса ярса тем те туса кăтартрĕ. Эпĕ те тухнăччĕ сцена çине, анчах çывăрса каймарăм. Каярах, пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне, хамăн вăя тĕрĕслесе пăхас терĕм: уроксем хыççăн юлса юлташсене гипноз тума пуçларăм. Чăнах та, хăшĕсем çывăрса каятчĕç, пуринчен те хăвăртрах Надя Макарова ыйха путатчĕ…» – аса илет Светлана Васильевна. Гипноз сеансĕсене вăл шкулта вĕреннĕ çулсенче Красноярск крайĕнчи Шира кӳлли хĕрринчи, Кавказри Железноводскри санаторисенче те ирттернĕ. Паллах, аслисене килĕшме пултарайман ку. Ăна чарăнма хушнă. Çавăнтанпа гипнозпа аппаланма пăрахнă Светлана Васильевна. Ача чух, айван чух… Пĕчĕк чухне эпир юмахсене ĕненетпĕр, Хĕл Мучи патне çыру çыратпăр, аслăраххисем каланине чăнлăх вырăнне йышăнатпăр. Лидия Саринене пĕринче пиччĕшĕ хурăн шывĕ ĕçтернĕ. Арçын ача юлташĕпе пĕрле пулнă. Хурăн шывне вĕсем ăçтан тупнине пĕлес килнĕ хĕрачан. «Ну, ав çав хурăнсен айĕнче», – тенĕ арçын ачасем. Пĕчĕк Лидия, шкул çулне те çитменскер, кӳршĕри тантăшĕпе пахчана васканă. Пылчăк çăрса хурăнсем патне çитнĕ, анчах пылак шывĕ ăçтине тавçăрайман хĕр пĕрчисем. Йывăçсен айĕнчи кӳлленчĕксенчи шыва тутанма пикеннĕ. Пылак мар! «Пĕр кӳлленчĕкри шыв уйрăмах тăп-тăрă курăнать. Эпир сывлама та чарăнтăмăр пулас. Çав тери асăрханса, пĕр пăтратмасăр ăсатпăр хайхи шыва. Унтан тутанса пăхатпăр… Çăварта çурхи шыв кăчăртатать…» – аса илет Лидия Михайловна. Ольга Васильева вуннăмĕш класра вĕреннĕ чухне паллă çыравçă... Ольга Васильева çинчен калав çырнă-мĕн, ăна вĕрентекенне, чăваш халăх çыравçине Георгий Краснова, вулама панă. Георгий Васильевич хăй сăмахне лăпкăн та витĕмлĕн пĕлтернĕ: «Эпĕ литературăра чылай япала тĕл пулнă, анчах кун пеккине, хăйне мухтаса çырнине, хальччен курманччĕ-ха». Лариса Петрова сăвăç ача чухне ыттисем кирек мĕн каласан та ĕненнĕ-мĕн. «Инопланетянсем каçсерен йывăçсен айне анса лараççĕ тесен те ĕнентĕм. Тен, чăнах та анаççĕ-ха? Тӳпере вĕçекен текерлĕк ачасене пуçран тапма юратать тенине те ĕнентĕм», – тет вăл. Пĕррехинче вара вăрман енче тем кĕрленине илтсен йăлт канăçне çухатнă. Юлташăн кӳрши: «Аçтаха килет!» – тенĕ-çке. Мĕн пирки сăмах пынине кĕнекере вуласа пĕлме пулать. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

♦   ♦   


«Сумлă çынсен çавра çул çулталăка тăсăлсан та йăлăхтармасть»

Валентин Урдаш поэт-юрăç çуралнăранпа 100 çул çитнине аса илтернĕ май çак сăмахсем çинче уйрăммăн пусăм туса калаçрĕ Тутарстанри Раккассинче пурăнакан чăвашлăх хастарĕ, çур ĕмĕре яхăн çамрăк ăрăва вĕрентнĕ Раиса Козлова. Мухтавлă ентешĕмĕр палăкĕ умне çав- çавах хĕрлĕ гвоздикăсемпе чечек кăшăлĕ хуракансем пур. Пĕрисем юбилей хăçан пулни пирки маларах пĕлеймен, теприсен унта çав кун килме май килмен ахăр.

Кирек мĕнле уявра та чăн чăвашла тумланакан, тĕрленĕ хушпу-шӳлкеме тăхăнакан, ыттисене хăй пек пулма хавхалантаракан çыннăн пĕчĕккисенчен пуçласа аслисем таранах тăван чĕлхепе калаçма-юрлама хистекен сăмахĕсене илтрĕм те — хамăн та уяв-юбилейра хĕрӳленсех калаçнине пăхмасăр çавра çулталăка малалла тăсса тенĕнех ăшри кăмăл-туйăма яриех уçас килчĕ. Тӳрех çакна пайăррăн палăртам-ха. Пуриншĕн те сумлă çавра çула таçтан та, тĕрлĕ республикăпа облаç, хула элчисем, пултарулăх коллективĕсем килнĕччĕ: Чĕмпĕртен, Шупашкартан, Хусантан, Мускавран, Самар тăрăхĕпе Çĕпĕртен... Мухтавлă поэт-юрăçа хисеплесе лартнă палăк тавра кăна мар, çывăхри урамсенче те халăх лăк тулли. Аякранах хăй патне туртакан палăка лартаканĕсем — ялта çуралса ӳснисем. Укçа-тенкĕ пухса проект хатĕрлеме тата ĕçлекенсене пулăшма уйрăмах милици полковникĕ, нумай çул Чĕмпĕр облаçĕн Шалти ĕçсен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă Петр Петровпа унăн тусĕсем тăрăшнă. Чаплă палăка вара шăпах Валентин çуралса ӳснĕ çурт вырăнне вырнаçтарнă. Вун саккăр тултарнă-тултарманах хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа каякан каччă, пулас паттăр, сумлă юрăç-поэт тата юрăç-кĕрешӳçĕ тăван кил умĕнче ашшĕ-амăшĕпе, тăванĕсемпе, ял-йышпа сыв пуллашса çирĕппĕн каланă: «Эпĕ çĕнтерӳпе таврăнатăп!» Çак йĕркесен авторĕ Çĕнтерӳпе тăван килне çитнĕ тата чаплă палăка тивĕçнĕ паттăр çинчен хĕрӳ сăмах каланă хыççăнах Раиса Леонидовна пуçарнипе çавра çула пухăннă халăх Валентин Урдашăн темиçе юррине хавхаланса юрларĕ. Унтах Валентин Андреевичăн тăванĕ, ертӳçĕ ĕçĕнче Чăваш Енре кăна мар, Раççейĕпех палăрнă Анатолий Князев тухса калани пурин кăмăлне те кайрĕ. Вăл хăй пуçарса Валентин Урдашăн Шупашкарти масарти вил тăпри çине çĕнĕ палăк лартасси çинчен пĕлтерсен çавăнтах укçа сĕнекенсем те тупăннă. Çакă мар-и-ха Урдаша ял-йыш тата пин-пин çын нимĕнле пысăк йышăну-документсăрах чăн-чăн халăх юратăвĕ пулнине çирĕплетекенни! Элшелти шкулта иртнĕ тепĕр тĕлпулура Тутар АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, СССРăн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ Николай Зимин каланинче те — пысăк тĕрĕслĕх: «Халăх çыравçи» ятне тивĕçнисенчен хăшнепĕрне хăйсен тăрăхĕнче те пĕлсех каймаççĕ. Валентин Урдаша вара кирек ăçта та çĕр çултан та асра тытаççĕ кăна мар, унăн сăввиюррине Шупашкарпа Атăл тăрăхĕнче çеç мар, Мускавпа Çĕпĕрте те, Инçет Хĕвел тухăçĕнче пурăнакансем те кăмăл тăраниччен юрласа савăнаççĕ». Паллă ĕнтĕ, иртнĕ çул вĕçĕнче чăвашсем пурăнакан вун-вун ял-хулара «Урдаш вулавĕсемпе» ытти тĕлпулусем иртрĕç. Вĕсене литературăпа чăн-чăн поэзие юратакансем йышлăн хутшăнчĕç. Паллă поэт çуралнă Раккасси ялĕнче, Элшелти вăл вĕреннĕ шкулта, Хусанта чăвашла тухса тăракан «Сувар» хаçат редакцийĕнче, Шупашкарти çыравçăсемпе пултарулăх коллективĕсенче те унăн çĕр çуллăхне анлăн паллă турĕç. Характерĕпе, никамăннипе те танлаштарма çук пултарулăхĕпе палăрса тăракан хăюллă та пуçаруллă кĕрешӳçĕ-трибун шăпипе мăнаçлăхĕ чăвашлăха юратакан пин-пин çынна хумхантарать. Анчах, шел те, çав мероприятисем пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче информаци сахалрах пулчĕ. Валентин Урдашăн янăравлă сăввисене автор хăй те, ытларахăшне Александр Сергеевпа ытти композитор кĕвĕленĕ. Чăваш пурăнакан кашни ял-хулара пĕлекен юрă-сăвă — «Укăлча умĕнче шурă хурăн», «Шупашкарăн лăпкă каçĕсем», «Тавах, анне, çуратнăшăн», «Тăван çĕршыв, сана юратрăм» тата ыттисем — вăл вăхăтри ватти-вĕттине çеç мар, паянхи çамрăксене те чăн-чăн юратупа туслăх, патриотизм туйăмĕпе тыткăнлаççĕ. Шăпах çавна пула ĕнтĕ чылай библиотекăра «Урдаш çĕр çуллăхĕ» стенд умĕнче паян та тĕрлĕ çулти вулакансен тĕлпулăвĕсем иртеççĕ. Хĕллехи каникул вĕçленнĕренпе шкулсенче «Урдаш урокĕсем» йĕркелени те — ырă пулăм. Ку чухнехи программăсемпе килĕшӳллĕн унăн пĕр-икĕ сăввине кăна пăхмасăр калама вĕреннĕ пулин те ачасем класĕ-класĕпе унăн юррисене шăрантараççĕ. <...>

Анатолий ТИМОФЕЕВ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Валентин Яковлев премийĕн лауреачĕ, Раккасси ялĕн хисеплĕ гражданинĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.