Хыпар 4 (28321) № 21.01.2025
Кашни ветеран патне çитмелле
Президент Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне уявлас тĕлĕшпе çĕнĕ тĕллевсем палăртнă — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕсем çинчен каланинчен пуçларĕ.
Промышленноç ӳсĕмлĕ
«Президент вăрçа хутшăннă кашни çынпа курнăçма, патшалăхăн пулăшу мерисем вĕсем патне туллин çитнипе кăсăкланма сĕнчĕ, — терĕ Олег Алексеевич. — Йăла условийĕсене те пăхăпăр. Вĕсем нумаййăн мар — 50 çын кăна юлнă. Тата — блокадăра нушаланнисем, ыттисем... Çав çынсене пула паян эпир пурăнатпăр, çĕршыва аталантаратпăр — хисеп тумаллах. Çак уйăх вĕçленичченех вĕсене пулăшу кӳмелли хушма мерăсем тĕлĕшпе йышăну тăвăпăр». Республика Пуçлăхĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова йăлана кĕнĕ йĕркепе ку эрнери мероприятисем çинчен каларĕ. Çав шутра — юнкун тата шăматкун Вăрнар, Йĕпреç, Куславкка округĕсенче Правительство кунĕсем йĕркелесси. Регион ертӳлĕхĕ округсенче пулса вĕсем республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ултă çуллăх комплекслă программинче палăртнă çулпа утассине тишкерĕ. 2024 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне вара экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Рафикова пĕтĕмлетрĕ. Тӳрех асăрхаттарчĕ: чылай кăтарту — çулталăк тин вĕçленнине кура малтанлăха палăртнисем, хăшĕ-пĕри улшăнма та пултарĕ-ха, анчах вĕсем те пĕтĕмĕшле лару-тăрăва уçăмлă хаклаççĕ. Промышленноç кал-кал ĕçлени савăнтарать. Унăн производство ииндексĕ пĕлтĕр 113% танлашнă. Тирпейлекен промышленноç кăтартăвĕ тата пысăкрах — 115% шайĕнче. Çак кăтартусемпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче те малтисен шутĕнче. Республикăри промышленноç предприятийĕсем 2024 çулта хăйсем туса кăларнă продукцие 550 миллиард ытла тенкĕлĕх тиесе ăсатнă — виçĕм çулхинчен 28% нумайрах. Çав шутра 92% — тирпейлекен производствăсен продукцийĕ. Система йĕркелекен 44 предприяти производствăна палăрмаллах ӳстерме пултарнă. Ял хуçалăхне илес тĕк — çăмарта туса илессине 23% пысăклатнă, çавăн пекех сĕт суса илесси те 2,4% хушăннă. Аш-какай кăтартăвĕ вара, шел те, 2023 çулхине çитеймен — 2% сахалрах. Çапах АПКра та система йĕркелекен 11 предприятире производство ӳсĕмлĕ пулнине палăртма кăмăллă. Строительсен вара мухтанмалли çукрах. 67,9 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — 2023 çулхин 89,5% шайĕнче. Мĕн пур çăл куç укçипе пурăнмалли 786,5 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма планланă — виçĕм çулхинчен кăшт ытларах. Чăн та, çак кăтартăва тӳрре кăларнă-и — Лариса Анатольевна уçăмлăн каламарĕ. Çĕнĕ çула тин кăна кĕнине кура строительство компанийĕсем, уйрăм çынсем пĕлтĕр мĕн чухлĕ çурт-йĕр тунине туллин пĕтĕмлетсе ĕлкĕреймен пулинех... Пĕчĕк тата вăтам бизнес ăнăçлă аталанать. МСП суб±екчĕсен республикăри йышĕ 122,2 пине çитнĕ. Çак сферăра паян 235,3 пин çын вăй хурать. Çакă та пулăшать пуль: бюджетăн налуксенчен капланакан тупăшĕ 73 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Ку виçĕм çулхинчен 20%, юлашки пилĕк çулти вăтам кăтартупа танлаштарсан вара икĕ хут пысăкрах. Кулянтараканни — инфляци пысăкки: вăл 11% танлашнă. Уйрăмах апат-çимĕç нумай хакланнă — 12,8% чухлĕ. Уйăхри вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 59,2 пин тенке çитнĕ — 19,5% хушăннă. Инфляцие кăларса шутласан чăн ӳсĕм, паллах, аплах мар — 9,8% шайĕнче, анчах çакă та — япăх мар. Ахальтен мар ĕнтĕ, Лариса Рафикова каланă тăрăх, Чăваш Ен ĕç укçин ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе округри чылай региона — Самарсемпе Ульяновск облаçне, пушкăртсене — хыçа хăварнă, Удмуртипе Тутарстан кăна пиртен маларах. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
2024 çул: 6 миллион ытла оттиск
Кăрлачăн 18-мĕшĕнче Шупашкарта массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявларĕç.
Савăнăçлă уяв пуçламăшĕнче отрасльте нумай çул тăрăшса ĕçленĕ ветерансене ырлăх-сывлăх сунчĕç. Уява вицепремьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов уçрĕ, пухăннисене паллă кунсен ячĕпе саламларĕ. — Эпир пурнăçа лайăхлатас тĕллевпе тăвакан ĕçе республикăра пурăнакансем мĕнле йышăнасси МИХсенчен нумай килет. Çак енĕпе пурнăçланă ĕçшĕн пурне те тав тăватăп, — терĕ вăл. — Пĕр самантлăха та чарăнса тăман информаци юхăмĕ улшăннине, çĕнĕ технологисемпе хатĕрсем пурнăçа кĕрсе пынине пĕлетĕп, халĕ пурне те сăнаса тăма питĕ кăткăс. Чи кирли — эсир сăмах вăйне, çав шутра хамăр тăвакан ĕç çине çаврăнса пăхма хистекеннине, çав-çавах парăнса ĕçлетĕр. Вице-премьер патшалăх наградисем пачĕ. Республика Пуçлăхĕн указĕпе килĕшӳллĕн Элĕк округĕн «Пурнăç çулĕпе» хаçачĕн тĕп редакторне Марина Леонтьевăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав хутне Çĕнĕ Шупашкарти «Грани» хаçат редакторĕсем Александр Клейман тата Дмитрий Новак, менеджерĕ Татьяна Петрова, Çĕмĕрлери «Вперед» хаçатăн кăларăм редакторĕ Алексей Мурашкин, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ информаци тытăмне математикăпа тата аппаратпа тивĕçтерессин кафедрин заведующийĕ Татьяна Копышева тивĕçнĕ. — Ĕç кунне çĕнĕ хыпарсенчен пуçлатăп, вĕсене çынсем патне епле çитересси журналистсен ăсталăхĕнчен нумай килет. Эсир вăл е ку шухăша обществăра саратăр, тĕрĕс информаци пĕлтерсе нумай фейкпа кĕрешетĕр, — терĕ Раççей Федерацийĕн сенаторĕ Николай Владимиров МИХ ĕçченĕсен пĕр ушкăнне Тав хучĕ панă май. — Çак ĕç питĕ яваплă. Эпĕ республикăри МИХсен чылай телеграм-каналне çырăннипе пĕрлех прессăпа та паллашса тăратăп, хамăн Федераци Канашĕнчи ĕç çинчен пĕлтеретĕп. Паллах, информаци уçлăхĕнче Чăваш Ен МИХĕсем те курăмлă вырăн йышăнаççĕ, пирĕн журналистсем Раççей шайĕнче çитĕнӳсем тăваççĕ. Аталанса пыракан искусствăлла интеллект экономикăн тĕрлĕ сферине, çав шутра медиаанлăша та, кĕрсе пырать. Мĕншĕн тесен конкуренцие ăнăçлă чăтса ирттерме, отрасльте ăнăçлă ĕçлеме компанисен тăкаксене чакармалла. Сотрудниксем ӳлĕм вăй нумай илекен чылай «хура» ĕçрен пушанĕç те пултарулăхăн кăткăс тĕллевĕсене пурнăçламашкăн вăхăт ытларах пулĕ. Пухăннисене уяв ячĕпе РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков та саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ, журналистсене кăткăс ĕçшĕн тав турĕ: — Эсир çынсене, çав шутра Патшалăх Думин депутачĕсене те, тивĕçлĕ воспитани паратăр, тухăçлăрах, суймасăр ĕçлеме хистетĕр, суйсан — тĕрĕссине, вĕсем мĕнле сăмахсем каланине, мĕнле ĕç тунине пĕлтеретĕр. Хăшĕ-пĕри нумай калаçать, анчах эсир пулăшнипе сăмахĕсене тишкеретпĕр те — вĕсем пайăр ĕçсемпе çирĕплетменнине ăнланса илетпĕр. Çак уйăх вĕçĕнче республикăна Раççей Тĕп банкĕн специалисчĕсем килĕç, Финанс тата Экономика аталанăвĕн министерствисенче пулса цифра тенкине — çĕршывăн наци валютин çĕнĕ формине — пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе мероприятисен планне уçăмлатĕç. Цифра тенкипе малашне Раççейĕпех усă курĕç, эсир вара çак ĕç епле вăй илни çинчен те пĕлтерсе тăрăр. Шупашкарти Калинин урамĕнче Сергий Радонежский храмне тунине пĕлетĕр ĕнтĕ, анчах укçа пулманран строительство чарăнса тăчĕ. Ыр кăмăллăх тĕллевĕпе ку ыйтăва татса парассишĕн цифра финанс активĕн инструменчĕпе усă курма тытăнтăмăр, çапла майпа çеç ĕç вырăнтан тапранчĕ. Кăсăклансах хайхи актива республикăри предприятисем те туянма тытăнчĕç. Кăçал мар пулин те килес çул храма уçма Шупашкара Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килессе кĕтетпĕр. Чăваш Енри МИХсен ĕçне Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ — Экономика политики, бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Виктор Горбунов пысăка хурса хакларĕ, ĕçе лайăхлатсах пыма ырă сунчĕ, республикăн цифра, информаци политики тата массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрĕн Михаил Степановăн кăкăрĕ çине «Чăваш Республикин Патшалăх Канашне — 30 çул» асăнмалăх медаль çакса ячĕ, «Хыпар» хаçат фотокорреспондентне Василий Кузьмина Хисеп хучĕ парса хавхалантарчĕ. Сăмах май, вăл республика прокурорĕн Тав хутне те тивĕçрĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Шанчăклă юлташсем тĕрев параççĕ
Пичет кăларăмĕнче ĕçлекеншĕн паян статья çырасси кăна мар, хаçат-журнала сарасси те пĕлтерĕшлĕ. Чун витĕр шăранса тухакан йĕркесене ытларах çынна вулаттарас килет-çке.
Халĕ, паллах, пичет продукцийĕпе тĕрлĕ мелпе паллаштарма пулать. Ку ĕçе интернет уçлăхĕнче йĕркелессине йăлана кĕртнĕ. Социаллă сетьсенчи «Хыпар» Издательство çурчĕн страницисенче кĕске анонс вуласан е итлесен çынсем статьясемпе туллин паллашас тĕллевпе кăларăмпа туслашасси пĕрре те иккĕлентермест. Çырăнтару ыйтăвне хускатнă май журналистика ĕçĕнчи пĕрремĕш утăмсем аса килеççĕ. Ун чухне, 25 çул каялла, республикăн кашни тăрăхне çитсе тĕлпулусем йĕркелеттĕмĕр. Пĕр кунра 3-4 çĕре çитеттĕмĕр. Пичет продукцийĕ чун апачĕ пулнине ĕнентерме тăрăшаттăмăр. Ĕмĕрĕпех хаçатра вăй хуракансен тĕслĕхĕпе хавхаланса пĕрлехи ĕçе кăштах та пулин тӳпе хывас килетчĕ. Пысăк коллективăн пĕр пайĕ пулма шанни те хăпартлантарнă-тăр. Каярах почтальонсемпе килĕрен çӳренĕ. Организаци ертӳçисемпе калаçнă. Элĕк тăрăхĕнчи пĕр шкула çитсе кĕнĕччĕ. Каникул пулнине пăхмасăр вĕрентекенсем те пынăччĕ. Мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлсен директор сăмах илнĕччĕ. «Хаçат çырăнмашкăн пурне те преми парăпăр», — тенĕччĕ вăл. Асра юлакан çавнашкал тĕслĕхсем çаплипех чуна ăшăтаççĕ. Федераци шайĕнчи «Çемье тата Раççей пуласлăхĕ» конкурс лауреачĕсем валли йĕркеленĕ çавра сĕтелте çырăнтару ĕçĕн вăрттăнлăхĕсем тавра сăмах пуçарни те манăçмасть. Унта тĕрлĕ регионти журналистсем тухса калаçнăччĕ, хăйсен опычĕпе паллаштарнăччĕ. Çав тĕлпулу пичет кăларăмĕсенче тăрăшакансемшĕн кашни вулакан хаклă пулнине тепĕр хут çирĕплетнĕччĕ. 2025 çулăн пĕрремĕш çурринче «Хыпар» хаçата илсе тăракансене пурне те тав тăватпăр. Çапах ăна почта урлă хăш округра пурăнакансем ытларах çырăннă-ши? Çакă, ахăртнех, пирĕншĕн кăна мар, ыттисемшĕн те кăсăклă. Ытларикун тата эрнекун тухса тăракан «Хыпара» Канаш, Çĕрпӳ, Патăрьел, Элĕк, Вăрнар тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах кăмăллани савăнтарать. Тепĕр индекспа эрнекун пичетленекеннине Елчĕк, Патăрьел, Муркаш, Шупашкар округĕсенче ытларах вулаççĕ. Çав вăхăтрах Шупашкарта тĕпленнисем те чăваш халăхĕн тĕп хаçатне çырăнса илнине палăртмашкăн кăмăллă. Ку йышра влаç тытăмĕнче, культура, вĕрентӳ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем те пур. Альтернатива мелĕпе хаçат çырăнакансене те ырă сăмахпа палăртас килет. Вĕсем те «Хыпар» хаçатăн тиражне пысăклатма пулăшаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ пирĕнпе пĕрле чăваш сăмахне сарма тăрăшни куçкĕрет. Унта «Хыпар» вулакан уйрăмах йышлă. Аграри университечĕ, Строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Вĕрентӳ институчĕ, Акцыновсем ячĕллĕ Шупашкарти ача-пăча ӳнер шкулĕ, Шупашкарти ача-пăча ӳнер 4-мĕш шкулĕ, Карапай Шăмăршăри вăтам шкул, Муркашри вăтам шкул, В.П.Воробьев ячĕллĕ Шупашкарти ача-пăча музыка 2-мĕш шкулĕ, Карапай Шăмăршăри ача сачĕ — ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Пĕрлештернĕ библиотека тытăмĕсем те ку мелпе усă кураççĕ. Шупашкарта тата Шăмăршă, Комсомольски тăрăхĕсенче ĕçлекенсем уйрăмах хастар. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Лидерман Çĕрпӳри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центра «Хыпар» хаçат çырăнса парассине йăлана кĕртрĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ, Вырăс патшалăх драма театрĕ — пирĕн яланхи туссем. Çавнашкалах наци тĕп хаçатне чи нумай çырăнакансен йышĕнче: «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ», «Воддорстрой», «Чăвашçăкăрпродукчĕ», «Дорэкс», «Яманчӳрел», «Променеджмент», «Стратегия 21» УК», «Чăвашьенкрахмал», «Новоюжный», «Промтехстройсервис», «Достояние», «Авангард» /Çĕрпӳ беконĕ/ обществăсем, Кӳкеçри ватă çынсемпе сусăрсен интернат çурчĕ, Муркаш райповĕ, Чăваш Республикин прокуратури, Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Республикинчи филиалĕ, Канаш округĕнчи Киров ячĕллĕ ЯХПК, В.Л.Кузнецовăн хресчен-фермер хуçалăхĕ, Чăвашпотребсоюз, «Санары» агрофирма, Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центр, Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕ, Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ, «Акация» культура çурчĕ, Раççей страхлав компанийĕн республикăри филиалĕ, Шупашкарти «Ровесник» пĕрлештернĕ клуб тытăмĕ, Кӳкеçри культура керменĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем, Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕ, Роскомнадзорăн федерацин Атăлçи округĕнчи управленийĕ. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА, коммерци пайĕн ертÿçи.
♦ ♦ ♦
«Чăваш хаçат-журналне сыхласа хăварма çăмăл мар»
«Хыпар» Издательство çурчĕн коллективне Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлама кăрлачăн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн аслă сотрудникĕ Алексей Леонтьев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин ертӳçи Анатолий Данилов тата ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров килчĕç.
«Хыпарăн» 1-мĕш номерĕ 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Николай Никольский редакциленипе кун çути курнă. Издательство çурчĕ халĕ 9 хаçата, 2 журнала тата 1 интернет-кăларăма кун çути кăтартать, коллективра 50 ытла çын ĕçлет. — Республика хаçат-журналĕн редакцийĕсем Шупашкарти В.Володарский урамĕнчи кивĕ Пичет çуртĕнчен çĕннине, И.Яковлев проспектĕнче тунине, 1978 çулта куçса килчĕç. Виççĕмĕш хута, халĕ кунта «Хыпар» Издательство çурчĕ вырнаçнă, сĕтелпукан хăпартса вырнаçтарма эпĕ те, редакцие практикăна килнĕскер, хутшăнтăм, — аса илчĕ Валерий Комиссаров. — Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер 1979- 1988 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакцийĕн корреспондентĕнче ĕçлерĕм. Унта тăрăшнисенчен паянхи тĕлпулăва Алексей Леонтьев тата халĕ те «Хыпарта» ĕçлекен Юрий Михайлов хутшăнаççĕ. В.Комиссаров 1988 çултанпа журналистсен союзĕн правленийĕн яваплă серетарĕ пулнă, 1992 çултан тытăнса паянчченех — унăн председателĕ. Союз историйĕпе наградисем, вăл журналистика ветеранĕсене кӳрекен пулăшу, журналистсен «Пĕтĕм Раççей» фестивалĕ çинчен каласа пачĕ, пичетре «тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, профессири ăсталăхĕ пысăк шайра пулнăшăн тата 65 çул тултарнă май» çак йĕркесен авторне, «Çамрăксен хаçачĕн» корреспондентне Алина Ильинана, Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçачĕн сотрудникĕсене Галина Егоровăна, Галина Михайловăна, Мария Романовăна ЧР Журналистсен союзĕн Хисеп хутне парса чысларĕ. 2024 çулхи ĕç-хĕл çинчен Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Виктория Вышинская отчет турĕ. — Коллектив хăйĕн умне лартнă тĕллевсене ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра пурнăçланине лайăх ăнланать, çавăнпа СВОна хутшăнакансене пулăшма тăрăшать. Вĕсемпе Пичет çуртĕнче тĕлпулусем йĕркелетпĕр, ĕçтешсем пухнă укçапа танк взвочĕ валли гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлерĕмĕр, эпир янă сантехника материалĕпе танкистсем çăвăнса тасалмалли вырăн тунă, — пĕлтерчĕ Виктория Анатольевна. — Взвод командирне дронсенчен хӳтĕленмелли РЭБ хатĕрĕ туянма укçа парса ятăмăр. Кăçал çĕршыв Аслă Çĕнтерӳ 80 çул тултарнине уявлать, ăна халалласа хаçатсенче материалсем çулталăк тăршшĕпех пичетлĕпĕр. Чăваш тĕррин кунĕнче ĕçе эрешлĕ кĕпепе килсе вăл чăваш культурин пĕр пайĕ пулса тăнине çирĕплетрĕмĕр. Издательство çуртĕнче республикăн культура министрĕпе Светлана Каликовăпа тата ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа — пресс-конференцисем, федераци ведомствисен ертӳçисемпе «тӳрĕ линисем» ирттертĕмĕр. Ку ĕçе кăçал малалла тăсăпăр. Тăрăшса ĕçленĕ журналистсене Виктория Вышинская — Издательство çурчĕн, пресс-служба ертӳçи Ольга Нягина — РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри тĕп управленийĕн, Маргарита Мельникова пресс-секретарь ЧР Ĕçлев министерствин Тав хучĕсене парса савăнтарчĕç. 1991-2014 çулсенче «Хыпара» ертсе пынă Алексей Леонтьев унăн историне иртнĕ 10 çулта институтра тĕпченине, чăваш пичечĕ çинчен ăслăлăх статйи чылай пичетленине пĕлтерчĕ. — Ковид тапхăрĕнче Николай Никольский тата ыттисем редакциленĕ «Хыпарăн» 65 номерĕнче пичетленнĕ мĕн пур статьяна компьютерпа çапрăм, — терĕ вăл. — Пурне те «Хыпар» Издательство çуртне парнелеме кăмăл пур, вĕсем мана наукăн 5-6 статйине çырма пулăшрĕç. Хальхи Вăрмар округĕнче çуралса ӳснĕ Даниил Демидов çинчен ытларах пĕлме май килчĕ. Вăл 1906-1907 çулсенче «Хыпар» редакцийĕн штатĕнче ĕçлемен, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухакансен класĕнче пĕлӳ илнĕ, хаçатăн 65-мĕш номерĕнче Д.Демидов «Юлташ» псевдонимпа асăннă шкул ертӳçине Иван Яковлева хирĕçле «хăрушă» статья пичетлеме пултарайман. «Хыпарта» «Юлташ» псевдонимпа малтанхи номерсенченех пичетленнĕ автор «Хыпарăн» юлашки редакторĕ Василий Иванович Иванов-Кривов пулнă. Çавна вăл тата Даниил Демидов çырнисен стиль уйрăмлăхне палăртса çирĕплетме май килчĕ. Журналистика кафедрин ертӳçи Анатолий Данилов ЧПУ 2025 çулхи пĕрремĕш çур çулта «Хыпара» тата «Çамрăксен хаçатне» илсе тăма 200-шер экземпляр çырăнса илнине пĕлтерчĕ, «Хыпартан» писательсем, тĕпчевçĕсем йышлăн тухнине палăртрĕ. <...>
Юрий СЕРГЕЕВ.
♦ ♦ ♦
«Хамăн ывăлсем пекех хаклă»
«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем СВОна хутшăнакан çар çыннисемпе, волонтерсемпе час-часах тĕл пулаççĕ. Вĕсемпе пĕрлех кĕмĕл волонтерсем те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма килеççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн патра Шупашкар округĕнчи Чăрăшкассинчи волонтерсен ушкăнĕн ертӳçи, Çырмапуç ял тăрăхĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Галина Королькова та пулчĕ.
«Пирĕн кану кунĕсем çук, — терĕ Галина Васильевна. — Акă Çĕнĕ çул каникулĕнче 7 маскировка сетки, 7 мăшăр нуски çыхрăмăр, дронран хӳтĕленмелли 44 утиял касрăмăр, вĕсенчен 20-шне çĕлерĕмĕр. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчех ĕçлеме тытăнтăмăр, пĕр кун та канман». Галина Королькова — Чăрăшкассинчи культура çурчĕн ертӳçи. Волонтерсен ушкăнне вăл 2023 çулта йĕркеленĕ. «Апашсем маскировка сетки çыхма тытăнчĕç те — пирĕн те вĕсенчен юлас килмерĕ. Çавна май вĕсем патне вĕренме çӳрерĕм. Каярахпа вара хамăр тăрăхра ушкăн йĕркелерĕм. Унта Çырмапуçсем, Карантайсем те хутшăнаççĕ. Эпир маскировка сетки çыхнисĕр пуçне аялти кĕпе-йĕм, футболка, дронран хӳтĕленмелли утиял çĕлетпĕр. Çĕвĕ машинисене Иван Иванов предприниматель туянса пачĕ, вăлах материалпа та тивĕçтерет. Çĕнĕ çул умĕн хамăр ентешсем валли 20 посылка хатĕрлесе ятăмăр. Тĕрлĕ япалапа пĕрлех пылак апат-çимĕç те чикрĕмĕр, çавăн пекех тăварланă хăяр-помидор, йӳçĕтнĕ купăста, варени… Унсăр пуçне — дронран хӳтĕленмелли 71 утиял. Салтаксемшĕн нимĕн те шел мар. Вĕсене тăван тăрăха ырă-сывă таврăнма сунатпăр. Кучченеçсене ентешсем патне илсе çитерекенĕсем — Иван Иванов тата Василий Николаев. Сăмах май, вĕсем чăваш ялавĕпе çула тухрĕç. Çар çыннисене кашнине кучченеçе алăран панă. Сăн ӳкерчĕк тунă. Вĕсене пире те ярса пачĕç. Тав туса çырса, видео ӳкерсе ячĕç. Ентеш-салтаксен кашнийĕнех телефон номерĕ пур манăн. Телеграм-канал урлă çыхăну тытатпăр. Пĕр-икĕ кун çыхăнăва тухмасан çухататăп вĕсене. Вара ăçтине пĕлтерме ыйтса çырса яратăп. «Ют ачасем çук», — теççĕ халăхра. Чăнах та, хамăн ывăлсем пекех хаклă вĕсем маншăн. Хальхи вăхăтра пирĕн икĕ салтак госпитальте сипленет. Вĕсемпе эрнере пĕр хутчен çыхăнса илетĕп», — малалла сыпăнчĕ калаçу. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Вутпа çÿрекен трактор
Шупашкарта пурăнакан Владимир Батленов пăспа ĕçлекен «Булгар» машина схемине тунă. Федерацин «Роспатент» служби уншăн тата двигатель пайĕсемшĕн автора 6 патент панă. Вăл «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравларĕ.
— Улттăмĕшне 2024 çулта илтĕм. Машина проектне тăвассишĕн 50 çул муталантăм, — терĕ Владимир Ильич. — Кашни узелăн, çав шутра пăс кăлармалли установкăн, ытти пайăн, пĕтĕм машина схемине «Роспатента» тăратрăм, вăл тишкерсе двигателе сериллĕ производствăна кĕртме май пуррине палăртрĕ.
— Машинăна ăçта ĕçе кĕртме пултараççĕ?
— Схемăна тĕпе хурса фермерсемпе кил хуçалăхĕсем валли пĕчĕк тата вăтам хăватлă трактор туса кăларма пулать. Унăн автономиллĕ электростанцийĕн хăвачĕ 15-30 киловатпа танлашать. Калăпăр, машина пысăк мар çĕр лаптăкне (10 га таран) сухалама пултарать. Пĕчĕк фермăсене электричество час-часах парса тăма чарăннăран чăрмав тухса тăрать. Кун пек чухне пирĕн машина электричество илсе тăма пулăшĕ. Пысăкрах ферма валли киловатт ытларах паракан двигатель кирлĕ.
— Вăл мĕнле йĕркепе ĕçлет?
— Унăн энерги парса тăмалли никĕсĕ питĕ ансат. Пăс машинине кирек кам та ĕçлеттерме пултарĕ. Вăл вутта е çĕр кăмрăкне çунтармалли тата хĕртсе пăс кăлармалли камерăсенчен тăрать. Питĕ вĕри газ пухăнса пĕрремĕшĕнчен иккĕмĕшне куçать те пăс кăлармалли камерăна хĕртет, пысăк температурăна пула юнашар камерăри шыв пăсланать. Насус ăна, 90-80 градус таран ăшăтнăскере, пĕрмай кунта хăвалать, форсункăран вăл пăс кăлармалли камерăна сирпĕнсех кĕрет. Ăна хĕртсех тăнăран унăн температури пĕрмай 300-370 градус шайĕнче тăрать, кунта хăвăрт куçса тăракан шыв пĕр самантрах пăсланать. Системăри, çав шутра камерăри, пăс пусăмĕ 10 атмосферăран ытла мар. Вăл вĕри пăса турбинăпа поршень двигательне çитерет, унта сарăлнă пăс энергийĕ роторпа поршене кашни минутра 500 çаврăм таран çавăрса механизм энергийĕ тăвать. Ротор валĕ электричество энергийĕн генераторĕпе çыхăннă, вăл ĕçлесе каять те электричество пама пуçлать. Механизм энергийĕ тунă пăс турбинăпа поршень двигателĕнчен пăс кондесаторне таврăнать те сивĕнсе шыв пулать, унтан насуспа малтан — шыв бакне, хыççăн каллех пăс кăлармалли камерăна форсунка витĕр çитет. Двигательте шыв тата пăс çапла вĕçĕмсĕр çаврăнаççĕ. Хăватлăрах электроэнерги кирлĕ тĕк ун çумне электричество ытларах тăвакан генератор вырнаçтармалла. Трактор аккумуляторне, хунарне, датчиксене, ыттине ĕçлеттерме çеç кирлĕ пулсан электроэнерги 1-2 киловатт та çитет, трактор кустăрмисене çавăрттарма, груз турттарма, çĕре плугпа сухалама е пилорамăна ĕçлеттерме механизм энергийĕ нумайрах кирлĕ. Мĕнле хăватпа ĕçлекен машина тăвасси çак тĕллевсенчен тухса тăрать.
— Шасси çинче передача курупки пулмалла-и?
— Унсăр машинăпа çул çӳреймĕн — хăвăртлăха пысăклатаймăн тата пĕчĕклетеймĕн. Куçса çӳрекен транспорт тĕллевне пурнăçлама шасси çине хăватлă двигатель вырнаçтармалла. Кун пек чухне вутă е çĕр кăмрăкĕ ытларах çунтармалла. Халĕ мĕн чухлĕ кирлине тĕп-тĕрĕс калама йывăр. Ăна перекетлесси çунтараканран нумай килет. Калăпăр, опытлă ватă кочегар — икĕ хут сахалрах, çамрăкки икĕ хут нумайрах çунтарса электроэнерги пĕрешкелех илĕç. Двигатель хăвачĕ чылай условирен килет.
— Схемăпа двигатель тунă-и? Ăна ăçта пухмалла?
— Туман-ха. Турбинăпа поршень двигательне завод условийĕсенче кăна тума пулать. Унăн пайĕсене янтăласа пуçтарас шухăшпа ăстасем патĕнче пулнăччĕ. «Пирĕн станоксем çĕмĕрĕлсе пĕтрĕç — вĕсене тимĕртен калăплаймастпăр, малтан хăвăр туса кăтартăр», — терĕç. Пластикран двигатель турăмăр, атмосферăринчен чылай ытларах хĕснĕ сывлăшпа ĕçлеттерсе Китай генераторĕнчен 5 ватт электроэнерги илме пултартăмăр. Чăн та, «малтан хăвăр туса кăтартăр» текенсем курма пымарĕç. Вĕсен хушшинче министр та пурччĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...