Тантăш 50 (4921) № 19.12.2024
Çĕнĕ çул уявĕ асамлăх парнелет
Йĕри-тавра — тĕлĕнмелле илемлĕ, тĕрлĕ тĕслĕ эреш- сем йăлтăртатни, теттесемпе, кӳлепесемпе капăрлат- нă чăрăш йĕри-тавра карталанса юрă юрлани, тутлă мандарин шăрши, пылак кучченеç… Çакă пĕтĕмпех Çĕнĕ çул уявне аса илтерет мар-и? Ăна аслисем те, кĕçĕннисем те хавхалансах кĕтеççĕ, асамлăха ĕненеççĕ. Хĕл Мучи те кучченеçлĕ хутаççине хатĕрленĕ ĕнтĕ. Туссемĕр! Çĕнĕ 2025 çул çитиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Хĕл Мучи валли çыру шăрçаласа, ăна илемлĕ эрешсемпе хитрелетсе чăрăш айне хутăр-и? Ну, мĕнех, пирĕн асамçă сирĕн ĕмĕте те çывăх вăхăтра чăна çавăрĕ-ха.
Пĕр пин ытла ача пуçтарăннă
Çĕнĕ Çул — чи асамлă, асра юлакан уяв. Ăна ачасем уйрăмах кĕтеççĕ, сăвă-юрă вĕренеççĕ, мĕнле сăнар пулассине шухăшлаççĕ, Хĕл Мучипе Юр пикене тĕл пулма ĕмĕтленеççĕ. Шкулсенче, ача сачĕсенче ăна ирттерме пуçланă та. Çак тунтикун, раштавăн 23-мĕшĕнче, Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ ачасен хаваслă куллипе, савăк кăмăлĕпе, илемлĕ юрриташшипе пуянланчĕ. Вăл кун унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн елки иртрĕ. Кăçал республикăри округсенчен пурĕ пĕр пин ытла ача килме тивĕçнĕ. Вĕсем вĕренӳре, спортра, пултарулăхра пысăк çитĕнӳсем туса палăрнăскерсем, фестивальсенче, конкурссенче, олимпиадăсенче çĕнтернисем, çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансен тĕпренчĕкĕсем. Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕн сцени çак кун чăннипех юмаха çаврăнчĕ темелле. Кунта — Хĕл Мучипе Юр пике, пĕчĕк чăрăшсем, хаваслă юр пĕрчисем, тĕрлĕ сăнар… Çакă мар-и ачасемшĕн пысăк савăнăç? Залра пухăннисене вĕсем пĕр-пĕр асамлăха илсе çитерчĕç тейĕн. Çитсе пыракан Çĕнĕ çулпа ачасене тата ашшĕ-амăшне Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕн çумĕ Марина Лежнина саламларĕ, кунта килнĕ кашни ача тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Паллах, çакă пурне те малалла тăрăшса вĕренме, тĕрлĕ çĕрте пысăк çитĕнӳсем тума хавхалантарать. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
♦ ♦ ♦
Быть волонтером — дарить людям радость
Яркие события, интересные проекты, творческие мероприятия делают школьные годы по-настоящему незабываемыми. И в этом мире школьных событий активные ученики играют ключевую роль. Среди них и ученица 11-го класса Среднекибечской школы Канашского округа Ксения Александрова. Благодаря своей активности ей удалось побывать в международном детском центре «Артек» на медиа-смене, а также стать лидером школьного ученического самоуправления в Канашском округе.
Наставник своей школы Ксения состоит в команде «Движение Первых» и является наставником в своей школе. Она занимается всем этим, чтобы отвлечься от повседневных будней, доставлять людям радость и добро, помогать нуждающимся, не требуя чего-либо взамен. Ее жизненный девиз: «Никогда не сдавайся!»— Мне безумно нравится быть наставником. Да, порой бывает сложно, но у меня прекрасная команда, которая поддержит и поможет в трудную минуту. Благодаря «Движению Первых» я приобрела очень много новых знакомств, у меня стало больше друзей, — делится школьница. Спортивный дух Ксения, помимо учебы, активно занимается и спортом: играет в волейбол и баскетбол. С четырнадцати лет она состоит в школьной команде и является капитаном. Ребята занимают призовые места. Ей нравится спорт. Здесь она чувствует себя частью команды и получает много поддержки от нее. Ксения считает, что повседневные занятия спортом полезны для каждого человека, поэтому необходимо приобщаться к физической культуре с малых лет. Оказывает помощь солдатам Добровольческое движение — эффективная форма вовлечения школьников в социальную активность. И наша героиня тоже принимает участие в волонтерской деятельности. В команде добровольцов она собирает гуманитраную помошь для бойцов специальной военной операции, работает на мероприятиях как помощник. Быть волонтером для Ксении — делать людям добро, дарить им радость и через это ощущать себя нужным обществу человеком. — К сожалению, моя будущая профессия никак не связана с той деятельностью, которой я занимаюсь. Но я хочу поступить в медицинский факультет и помогать людям, — рассказала Ксения. <...>
Кристина ПАВЛОВА.
♦ ♦ ♦
Паллă пулăмпа асра юлнă кун
Раштавăн 20-мĕшĕ улттăмĕш класра вĕренекенсемшĕн паллă кун пулчĕ. Халĕ çамрăк армеецсен отрячĕ Денис Курсов ячĕпе хисепленет. Денис Курсов ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă. Шăпах çавăн хыççăн ăна «Паттăрлăхшăн» орденпа чысланă.
Амăшĕ Надежда Курсова Денисăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл лайăх вĕреннине, спортпа туслă тата шанчăклă юлташ пулнине, йывăр вăхăтра пулăшма яланах хатĕррине, мĕн пĕчĕкрен Тăван çĕршыва юратнине аса илчĕ. «Анне, эпĕ те хӳтĕлеме каймасан, кам-ха?» — тенĕ çамрăк каччă контракт çирĕплетиччен. Вăхăт шăвать, анчах ашшĕпе амăшĕн суранĕ халĕ те тӳрленмен. Шкулта пĕрле вĕреннĕ, пĕр парта хушшинче ларнă юлташĕ Алексей Никифоров Питĕр хулинче пурăнать. Тăван тăрăха килнĕскер çывăх юлташне ăшă сăмахсемпе аса илчĕ. Денис ырă кăмăллă, чăн-чăн тус пулнине палăртрĕ. «Чĕр чунсене питĕ юрататчĕ. Ветеринар пуласшăнччĕ, строитель профессине алла илчĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах унта хăй ирĕкĕпе кайрĕ», — терĕ вăл. Çамрăк армеецсен командирĕ Вера Большакова Надежда Юрьевнăран хăйсен отрядне Денис Курсов ятне пама ирĕк ыйтрĕ. Улттăмĕш класра вĕренекенсем çамрăк патриотсен йышне кĕнĕ май, Тăван çĕршыва юратма, уншăн юрăхлă çын пулма, паттăр та хастар çитĕнме, тăрăшса вĕренме, ушкăн ятне тивĕçлĕ тытса пыма шантарчĕç. Çамрăк армеецсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, командир хушнисене пурнăçларĕç, стройпа юрласа утрĕç, плац-концерт кăтартрĕç. <...>
Настя СЕМЕНОВА. Вăрнар округĕ, Санарпуç шкулĕ.
♦ ♦ ♦
Яланах пĕрле пулар!
Акă çулталăк вĕçленчĕ тесен те юрать. Çĕнĕ çулччен пилĕк кун кăна юлчĕ. Ĕненес те килмест, çапла-и? Вăхăт мĕн тери хăвăрт шăвать. Сисĕнмерĕ те, тепĕр çул хыçа та юлчĕ.
Сирĕн аллăрта — хаçатăн кăçал тухнă юлашки номерĕ. Хаклă тусăмăрсем, эсир пуртан пирĕн «Тантăш» яланхи пекех хăйне евĕр интереслĕ те пуян тухса тăчĕ. Çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ хыпарпа, сăвă-калавпа, ӳкерчĕк-вăйăпа пуян пулчĕ. Çулталăк вĕçленнĕ май пĕтĕмлетӳсем тăватпăр. Мĕнле çĕ¬нĕлĕхсем илсе килчĕ, мĕнпе асра юлчĕ вăл? Мĕнле çитĕнӳсем, мĕн лайăххи пулнă кăçал? Тен, нимех те пулса иртмен. Чи кирли — эсир тасасывă, юнашар çывăх çынсем пулни, килĕшӳре пурăнни. Кашни кун шкулти шăнкăрав сассипе урока ларни, тус-тантăшпа хутшăнни те аван, çапла-и? Пирĕн ырă йăла пур. Çулталăк вĕçĕнче яланах лауреатсене палăртатпăр. Кăçал çак ята Александра ФЕДОРОВА (Шупашкар, 3-мĕш лицей) тивĕçрĕ. Саламлатпăр! Çитĕнӳсем сунатпăр! <...>
Елена АТАМАНОВА, ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...