Комментари хушас

26 Раштав, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 50 (6551) № 26.12.2024

Юр пике-психолог асамлăха ĕненет

Иртнĕ çулсенче Татьяна Засурская Çĕнĕ çул умĕн Юр пике тумне тăхăнса ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене парнесемпе савăнтарнă. Кăçал та çавăн пек çемьесене çитме, урамра иртен-çÿрене савăнăç кÿме палăртнă вăл.

Парикмахер та Татьяна профессипе — педагог-психолог. Çак ĕçре вăл 7 çул тăрăшать. «11-мĕш класра чухне манăн çынсемпе ĕçлес килнине ăнланма тытăнтăм. Пĕрле вĕренекенсенчен нумайăшĕ экономист е юрист пулма ĕмĕтленетчĕ. Эпĕ психолог пулма шухăшларăм. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлӳ илтĕм. Çав вăхăтрах парикмахер курсĕнче вĕрентĕм. Çур кун вĕренеттĕм, тепĕр çуррине парикмахерскинче ĕçлеттĕм. Ку професси те мана кирлĕ пулчĕ. Халĕ хамăн ачасен, çывăх çынсен çӳçне касатăп», — хăйĕн пирки каласа пама пуçларĕ Татьяна. Диплом илсен вăл тăван тăрăхне таврăннă. Халĕ Татьяна Етĕрнере пурăнать, кунтах ĕçлет. Унăн икĕ ывăл, Ростиславпа Радомир, çитĕнет. Асли — 12-ре, кĕçĕнни — 10-ра. Татьяна Шупашкара час-часах килет, кунта пултарулăх каçĕсем йĕркелет, уявсене ертсе пырать. Татьянăна пурнăçри йывăрлăхсем поэзипе кăсăкланма хистенĕ. Малтан вăл ытти çын сăвă вуланине итленĕ кăна, кайран хăй те вулама пуçланă. «Ун пек чухне чунра çăмăл пулнине туйрăм. Çав тапхăрта манăн кăмăл хуçăкчĕ. «Таня, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать. Эсĕ маттур», — терĕ пĕррехинче пĕр çын. Унăн сăмахĕсем çунатлантарчĕç. Сăмах вăйĕ, чăнах та, пур иккен. Çĕр çинче çавăн пек çынсем пур — вĕсене ĕненес килет», — аса илчĕ Татьяна. Вăл Етĕрнери ача садне воспитателе ĕçлеме вырнаçнă. Унта çулталăк вăй хунă. «Садике ача сахал çӳреме пуçларĕ, 3 ушкăна хупрĕç. Ĕçлекенсен йышне чакарчĕç. Ĕçрен кайрăм. Куншăн питĕ кулянтăм. Çĕнĕ ĕç шырарăм. Парикмахерские вырнаçрăм. Ку ĕç питĕ килĕшетчĕ. Çын хушшинче пулма юрататăп. Вĕсемпе калаçни çĕнĕ кĕнеке уçнă пекех. Кашни çын хăйне евĕр интереслĕ», — чунне уçрĕ педагог-психолог. Парикмахерскинче 2-3 уйăх ĕçлесен Етĕрнере ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă ачасене ӳстерекен çемьесемпе ĕçлекен психолог вакансийĕ пурри çинчен вуласа пĕлнĕ вăл. Халĕ çавăн пек çемьесене пулăшать. «Пурнăçа çĕнĕлĕх кĕни яланах хумхануллă-çке. Вырăнти опека органĕсенче ĕçлекенсемпе паллашрăм. Коллектив мана лайăх йышăнчĕ. Хамăн ĕçе майĕпен хăнăхса пытăм. Опека органĕсемпе пĕрле ача çĕнĕ çемьере хăйне мĕнле туйнине, вăл унччен тата халĕ мĕнле условисенче пурăннине тĕрĕслетпĕр. Малтанах ачасене шеллеттĕм, кашни тĕслĕхе чĕре çывăхне илеттĕм. Хăшĕ-пĕрин ашшĕ-амăшĕ пурнăçран уйрăлнă, ача тăлăха юлнă. Ашшĕ-амăшĕ пур çĕрте ача вĕсене кирлĕ марри вара — чи хăрушши. Эпир ачасене 18 çул тултариччен пăхса тăратпăр. Пирĕн округра пĕр-пĕр çемье ача хӳтте илсен опека органĕсем мана кун пирки пĕлтереççĕ. Эпĕ вĕсемпе паллашатăп. Вĕсене психолог пулăшăвĕ кирлĕ-и е çук-и — ыйтса пĕлетĕп. Кирлĕ пулсан килĕшӳ тăватпăр. Çемьесемпе яланах çыхăну тытатăп. Вĕсем ман пата тĕрлĕ ыйтупа шăнкăравлама пултараççĕ. Опекун ирĕк парсан ачасемпе уйрăм та калаçатăп. Эпир Шупашкарти вĕренӳ тата ачасене комплекслă майпа пулăшакан центра пăхăнса тăратпăр. Çемьесемпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр. Пирĕн патра ача хӳтте илнĕ çемьесен клубĕ те ĕçлет. Кашни ача çĕнĕ çемьере хăйне хăтлă туйтăр тесе тăрăшатпăр. Шăпăрлансене ача садĕнчи, шкулти лару-тăрăва та хăнăхма пулăшатпăр. Ачасене юратман çын ку ĕçре вăй хураймасть, мĕншĕн тесен кашни тĕслĕхе чун витĕр кăларма тивет. Мĕнле те пулин хавхалану пурри лайăх. Мана вара пултарулăх вăй парса тăрать. Эпĕ сăвăсем вулатăп», — малалла тăсăлчĕ калаçу. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Раççей çураçу шырама нихăçан та хирĕç пулман»

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулталăк вĕçĕнче анлă пресс-конференципе пĕрле «тӳрĕ лини» ирттерет. Кăçал вăл 4 сехет çурă пычĕ, Владимир Владимирович 76 ыйтăва хуравларĕ. Раççейре пурăнакансем ыйтăвĕсене раштавăн 8-мĕшĕнчех ярса пама пуçланă. Пурĕ икĕ миллион ытла ыйту çитнĕ. Вĕсене чăн мар ăс-хакăл интеллекчĕ йышăнма тата суйлама пулăшнă. Пирĕн республикăран прессконференцие Чăваш наци телерадиокомпанийĕн журналисчĕсем Юлия Важенинăпа Алексей Александров хутшăнчĕç.

Ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕ — чи пĕчĕкки

Мĕн хумхантарать-ха паянхи кун Раççейре пурăнакансене? Ятарлă çар операцийĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ, çĕршывсен хушшинчи политика, вĕренӳ тата медицина, культура, коммуналлă хуçалăхпа çул-йĕр... Тĕрлĕ тытăма пырса тивекен ыйтусем пулчĕç. Президент çĕкленĕ пĕрремĕш тема — Раççей экономики. Раççейре ĕçсĕрлĕх кăтартăвĕ, ытти çĕршывпа танлаштарсан, чи пĕчĕкки: 2,3%. Промышленноç ӳсĕмĕ 4,4% танлашнă, тирпейлекен промышленноç — 8,1%. Владимир Путин палăртнă тăрăх, Раççейри экономика çирĕп: çĕршыва тĕрлĕ майпа хăратма хăтланаççĕ пулин те вăл аталанса пырать. Пĕлтĕр экономика ӳсĕмĕ 3,6% пулнă, кăçал çак кăтарту 3,9% танлашма пултарĕ. Хаксем «Тӳрĕ линие» çитнĕ ыйтусенчен нумайăшĕ хаксем ӳснипе çыхăннă. Ку уйрăмах хĕвел тухăçри регионсенче /Камчатка крайĕ, Сахалин, Иркутск облаçĕсем/ пурăнакансене хумхантарать. Çынсене çăкăр, çăмарта, пулă, çу, топливо хакĕсем ӳсни кăсăклантарчĕ. Раççей Президенчĕ пĕлтернĕ тăрăх, хаксем ӳснинче об±ективлă тата суб±ективлă сăлтавсем пур. Паллă ĕнтĕ: рынокра сĕнни çынсен тупăшĕпе пĕр килмелле е çынсем туянма пултарни туса кăларакан тавар калăпăшĕпе килĕшсе тăмалла. Анчах юлашки вăхăтра тупăш тата ĕç укçи хăвăрт ӳссе пынă, производство таварпа тивĕçтерсе ĕлкĕреймест. «Эпир хамăра какайпа 100 проценчĕпех тивĕçтеретпĕр. Ку — лайăх кăтарту. Анчах мĕнпе çыхăннă ку? Пирĕн çулталăкра пĕр çын 80 килограма яхăн какай çиет, тĕнчипе вăтам кăтарту — 42 килограмм. Юлашки вăхăтра 2 хут нумайрах какай çиме пуçланă. Хаксем ӳсни, тĕрĕссипе, кăмăллăх мар, япăх япала. Анчах макроэкономика кăтартăвĕсене упраса хăварса ку ыйтăва та татса парасса шанатăп», — терĕ Президент. Патшалăх пулăшĕ «Çĕнтерӳ çывăх вăхăтра пулать-и?» — кăсăкланчĕ журналистсенчен пĕри. Владимир Путин çак ыйту нумайăшне хумхантарнине каларĕ. Ыйтăва хуравлама пуçличчен вăл журналистсене ятарлă çар операцине, салтаксен паттăрлăхне çутатнăшăн тав турĕ. Владимир Владимирович фронтра лару-тăру палăрмаллах улшăнса пынине, салтаксем кунсерен тăваткал километр лаптăксене çĕнсе илнине, ятарлă çар операцине пуçланă чухне лартнă тĕллевсем патне çирĕппĕн утнине палăртрĕ. Владимир Владимирович Курск облаçĕнче шар курнисене патшалăх пулăшассине каларĕ. Çав шутра — Украина çарĕсем персе аркатнă çуртсенче пурăннă çынсене те. Ял-салана, вĕсен инфратытăмне тата социаллă пĕлтерĕшлĕ об±ектсене çĕнетĕç. «Урăх региона пурăнма куçас текенсене пулăшăпăр. Çак тĕллевпе 108 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă. Пĕрремĕш тӳлевсене панă ĕнтĕ. Администраци уявсенче те ĕçлĕ, çынсемпе тĕл пулса ыйтусене татса парĕ, çав шутра — сертификатсем парассине те», — палăртрĕ Владимир Владимирович. Патшалăх СВО салтакĕсене тӳлевсем парассине ансатлатма тăрăшĕ. Курск облаçне контртерроризм операцийĕпе килĕшӳллĕн хӳтĕлекен çар çыннисене вĕсен йышне кĕртĕç. Унччен вĕсем СВО участникĕ пек тӳлев илмен. Çĕршыв ертӳçи ятарлă çар операцийĕнче аманса сусăр юлнă çынсене пулăшасси пирки те каларĕ. Чи малтанах вĕсене ĕçпе тивĕçтерессине пăхса тухĕç: ITсферăра, медицинăра тата ытти тытăмра ĕçлеме майсем туса памалла. Президент Раççейре çемьесене пулăшас енĕпе тухăçлă мерăсем йышăннине палăртрĕ. 18 çул тултарман ачасене тата пепке кĕтекен хĕрарăмсене пособи параççĕ. Кун пек пулăшăва 10 миллион ытла шăпăрлан тата ача кĕтекен 320 пине яхăн хĕрарăм илсе тăрать. Амăшĕн капиталĕн программи тĕнчипе те çук. «Медицинăпа, ачалăхпа, амăшлăхпа çыхăннă пĕтĕм системăна аталантаратпăр. Малашне те аталантарăпăр», — терĕ Владимир Владимирович. Президент палăртнă тăрăх, банксем çынсене çăмăллăхлă программăсемпе усă курма хирĕçлеймĕç: тĕслĕхрен, çемье ипотеки, IT йышшисемпе. Владимир Путин тӳрĕ эфир вăхăтĕнче темиçе çемьерен килнĕ ыйтусене, çурт-йĕрпе тата пособисемпе çыхăннисене, пăхса тухма сăмах пачĕ. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Лерăн йăл кулли — пурнăçăмри чи пысăк награда»

Валерия Никифорова хăйĕн донорне курма ĕмĕтленнĕ. Андрей Антонов хăй икĕ çул каялла пулăшнă хĕрача хăрушă чиртен сывалса телейлĕ пуласса шанса пурăннă. Çĕнĕ çул умĕн пурнăçланайман пек туйăнакан ĕмĕт те чăна çаврăнать. Раштав уйăхĕнче 17-ри Лера хăйне пурнăç парнеленĕ Андрейпа тĕл пулнă.

Хăрушă диагноз

Ку истори чăннипех те телейпе вĕçленекен юмаха аса илтерет. Вăрнарта пурăнакан Валерия Никифорова валли Шăмă мими донорĕсен федераци регистрĕнче донор шыранă. Çурăм мимин трансплантацийĕ унăн пурнăçне çăлмалли пĕртен-пĕр шанчăк пулнă. Кун пек тĕслĕхре 10 пин çынран пĕрин кăна генотипĕ пĕр килме пултарать. Лера валли донор хăвăрт тупăннă. Вăл Чăваш Енрен пулни — чăннипех те асамлăх. Валерия усал чирпе 7 çул кĕрешнĕ. 2015 çулта унăн хăрушă диагноз çирĕпленнĕ: лейкоз /юн ракĕ/. Çак сăмах Никифоровсемшĕн çĕр чĕтреннĕ евĕр янăранă. «2015 çулччĕ, çанталăк шăрăхчĕ. Валерия 1-мĕш класс пĕтернĕччĕ. Çурла уйăхĕ çитрĕ. Ăнсăртран Лера начарланма, пĕрмаях ывăннине туйма пуçларĕ. Çывăрнă чухне сăмсинчен юн каятчĕ. Çурлан 20-мĕшĕнче 8 çул тултарчĕ. Çуралнă кунне тусĕсемпе, аниматорпа паллă турăмăр. Тепĕр кунхине Лера мĕншĕн хавшакланса пынине пĕлес тесе анализсем пама кайрăмăр. Юн илчĕç. Кайран пĕр тăхтамасăр васкавлă медпулăшупа Шупашкара Республикăри ача-пăча клиника больницине ăсатрĕç. Унта çитсен капельница лартрĕç, юн плазмине ячĕç. Халĕ те йăлтах куç умĕнче… «Тунтикунччен кăна пурăнаять», — терĕ тухтăр. Унччен пĕр эрне те çукчĕ. Ура айĕнчи çĕр çухалса пычĕ. Анчах хама алла илмеллине ăнлантăм. Ăçта каяссине часрах татса пама хушрĕç: Мускава е Кирова. Унта та, кунта та пĕлĕшсем çукчĕ. Кайран Мускавра аппан пĕр класра вĕреннĕ тусĕ пулнине пĕлтĕмĕр. Пуçра йăлт арпашăнчĕ, пăтранчĕ… Мĕншĕн? Мĕн пулса иртет? Упăшка килте марччĕ, Питĕре ĕçлеме кайнăччĕ. Вăл каçхине килме тухса ирхине больницăна çитрĕ. Ирхине Лерăна пункци турĕç. Тухтăрсем хутсемпе, документсемпе чупма пуçларĕç, пире Мускава ăсатма хатĕрлерĕç. Каçхине васкавлă медпулăшу машинипе ячĕç. Лерăпа эпĕ кайрăм, упăшка юлчĕ: килте 6-ри хĕрĕмĕр тата çулталăк та тултарман ывăлăмăр пур-çке-ха. Çул çинче йывăр пулчĕ, çапах çитрĕмĕр. Дмитрий Рогачев ячĕллĕ гематологи, онкологи тата иммунологи ача-пăча центрне вырттарчĕç. Хамăрпа пĕрле пĕр пĕчĕк хутаç япала кăначчĕ. Нимĕн те пуçтарса ĕлкĕреймерĕмĕр. Каллех пункци илчĕç. Мĕнле диагноз? Ăна мĕнле сиплемелле? Кунта мĕн чухлĕ выртăпăр? Капельницăсем, хутсем, пурте темĕн ăнлантараççĕ… Манăн пуçра вара — пăтă. Лера хăйне питĕ япăх туйрĕ. Тавах аппана Марийăна. Йăлтах килсе пачĕ: тумтир, чашăк-тирĕк… Химиотерапин кашни курсĕ Лерăшăн питĕ йывăр пулчĕ. Аппетичĕ çукчĕ, çăварĕнче пӳрлешкесем пулнăран та çиеймерĕ, шыв та йĕркеллĕ ĕçеймерĕ. Юнлă хăсрĕ, начарлансах пычĕ. Пĕчĕккĕн хăнăхма пуçларăмăр. Çынсемпе калаçкаларăм. Хăш-пĕр амăшĕ ачипе кунта темиçе уйăх выртать иккен. Вĕсемпе калаçса, чирлĕ ачасене курса пирĕн чир хăрушă иккенне ăнлантăм. Пурте хавхалантарчĕç: çывăх çынсем, тухтăрсем, тăвансем. Пире лайăхах пĕлмен çынсем те шăнкăравларĕç, çырчĕç. Темиçе тапхăр витĕр тухрăмăр. Пĕрремĕшĕнче, 2015 çулта, химиотерапи курсĕ 9 уйăха тăсăлчĕ. 2016 çулта ремиссие тухрăмăр, унтан киле таврăнтăмăр. Çулталăкран Шупашкарти больницăна лекрĕмĕр, унтан каллех Мускава ăсатрĕç. Шăмă мимине куçарса лартмашкăн Лерăна операцие хатĕрлерĕç. Унччен химиотерапин икĕ курсĕ пулчĕ. Пирĕн, ашшĕпе амăшĕн, донор пулма юрать. Ашшĕне суйларăмăр. 2017 çулхи кĕркунне операци турĕç. Лера вăй илсен, сиплев вĕçленсен киле ячĕç. Çулталăкран тĕрĕсленме кайрăмăр. Каллех — рецидив. Ку хыпар аçа çапнă евĕр пулчĕ. Больницăна вырттарчĕç. Каллех — химиотерапи, радиотерапи… Хальхинче эпĕ донор пултăм. Çĕнĕ çул умĕн операци турĕç. Лайăхах иртрĕ. Кун хыççăн Лерăна пĕрмай тĕрĕслесе тăчĕç, капельницăсем лартрĕç, уколсем турĕç... Пурăна киле Лера каллех çиме пăрахрĕ, начарланма тытăнчĕ. Ун валли ют донор шырама пуçларĕç. Вăл регистрта хăвăртах тупăнчĕ. Паллах, ку пирĕншĕн питĕ пысăк савăнăç пулчĕ. Шанчăка çухатмарăмăр. Чи йывăрри — санăн ачу ыратнипе нушаланнине курни. Эсĕ вара нимпе те пулăшаймастăн. Лерăн ыратăвне хам çине илсе çăмăллатас килетчĕ», — куççульпе аса илчĕ амăшĕ. 2022 çулта Лерăна виççĕмĕш операци тунă. Йывăр пулсан та вăл парăнман, хăрушă чирпе кĕрешнĕ. Ашшĕпе амăшĕ те хĕрне хавхалантарнă. Хăйсен чунĕ вутра çуннă пулсан та çакна кăтартман. Дария Михайловнăпа Дмитрий Валерьянович Лерăпа больницăра черетпе выртнă. Лерăпа ашшĕ чи кĕçĕннине Ангелинăна больницăра пĕрремĕш хут курнă. Дария ăна çуратсан больницăран часах тухайман, ача реанимацире 2 уйăх выртнă. Çав вăхăтра Лера Мускавра сипленнĕ, виççĕмĕш операцие хатĕрленнĕ. «Мăшăр пирĕн валли кĕтмен парне тума шухăшланă. Пĕчĕк Ангелинăпа пирĕн пата килессине мана систерчĕ, анчах Лерăна кун пирки каламарăм. Шăпах çуралнă кунĕччĕ унăн. Дария Ангелинăпа тепĕр кунхине çитрĕ», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Дмитрий Валерьянович. Тепĕр уйăхран Лерăна операци тунă. Сиплев вĕçленсен Валерия киле таврăннă. Халĕ вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ветеринара вĕренет. Пушă вăхăтра çĕлеме, ӳкерме юратать. Никифоровсем Лерăна пурнăç парнеленĕ арçынна тав тума икĕ çул ĕмĕтленнĕ. Ун пирки нимех те пĕлмен: арçын, тĕреклĕ — çавă çеç. Халĕ вăл ăçтан пулнине, мĕн ятлине те пĕлеççĕ. «Чир хыççăн вăйлăлантăм, чылай япалана ăнлантăм. Атте-аннене, йывăр вăхăтра пире пулăшнă тăвансене, туссене, пĕлĕшсене тав тăвас килет. Манăн донора — чĕререн тав! Пач палламан çын пулăшма килĕшни маншăн питĕ хаклă», — терĕ Валерия. Вăл ун валли картина ӳкернĕ, ун çине «Валерийăран. Манăн çăлавçа» тесе çырнă. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Юр çукки те кӳлепесем ăсталама чармасть

Шупашкар округĕнчи Вăрманкассинчи Селедкинсем раштав уйăхĕнче куллен журналистсене йышăнаççĕ. Кăнтăрла мар, каçхине... Мĕншĕн тесен пĕтĕм илеме ун чухне курма пулать.

Фантази ассан

Юлашки 3 çулта вĕсем патне Пĕрремĕш каналтан ӳкерме килеççĕ, сюжета «Доброе утро» кăларăмра кăтартаççĕ. Халĕ ĕнтĕ Мускав журналисчĕсем килсе курмасăр Çĕнĕ çула хатĕрленсе çитнĕн те туйăнмасть Селедкинсемшĕн. Акă иртнĕ кĕçнерникун хăнасем персе те çитнĕ. Çак эрнере вырăнти телевидени те килсе кайнă. Пĕтĕмпех 13 çул каялла, Ирина çак яла пурăнма килсен, пуçланнă. Вĕсем Çĕнĕ çул умĕн кил умне капăрлатма тытăннă. Ун чухне пĕтĕмпех çурт кĕтессинче ӳсекен чăрăш /30 çултан иртнĕскер икĕ хутлă çуртран та çӳллĕ/ гирлянда çакнинчен пуçланнă. Ăна ахаль лампочкăсенчен /пурĕ 24/ акварельпе сăрласа хăйсем ăсталанă. «Халĕ вăл пирĕн талисман. Эпир унпа типтерлĕ усă куратпăр. Çĕнĕ çул каçĕнче тата журналистсем килсен кăна çутатпăр», — терĕ Ирина. Тепĕр çулхине балкон карлăкне гирляндăпа илемлетнĕ. Кунран ытла тек нимĕн те хитрелетме май пулассăн туйăнман ăна. Анчах кашни çулах унăн пуçне çĕнĕ шухăш пырса кĕнĕ, кил умĕ капăртан та капăртарах пулса тăнă. Хĕл ларсанах Селедкинсем ĕçе пуçăнаççĕ. Илем кĕртес ĕç виçĕ эрнене яхăн тăсăлать. Çултан-çул теттесемпе капăрчăксен арчи пуянлансах пырать. Халĕ вĕсен 50-а яхăн гирлянда. Пĕтĕмĕшле тăршшĕ 300 метртан та иртнĕ. Вĕсем пурте диод лампăллă. «Капăрлатмалли япаласем кăçал темех илмен эпир. 2-3 гирлянда кăна туянтăмăр. Пĕтĕмпех 12 çул пухса пынисем, ал айĕнчи япаласем. Çавăнпа тăкаксем пысăк теме çук», — палăртрĕ Ирина. Раштав-кăрлач уйăхĕсенче çутăшăн килекен квитанцие курсан та хăраса ӳкмеллиех çук иккен — лампочкăсем çутта нумай «çимеççĕ». Кашни çулах вĕсем çĕнĕ композици шухăшласа кăлараççĕ. Ятарласа план тумаççĕ. Пĕтĕмпех хăй еккипе пулса пырать. Пĕр ĕçе пикенсен фантази ассах каять вара, тытса чарма та çук-мĕн. Урамри юр çитмесен пахчаран, картишрен, кӳршĕсен умĕнчен сĕтĕреççĕ. Алă айĕнчи япаласенчен те çакăн пек илем ăсталама пулать. Акă «пальма» тума та йывăр мар. Авăр, тимĕр патаксем, мишурапа гирлянда кăна кирлĕ. Виçĕм çул «Кăвак кӳлĕ» композици илем кӳнĕ кунта. Шыва кăвак коллер янă та «кӳлĕ» пулса тăнă. Унта юр кĕлеткесем вырнаçтарнă. «Ашшĕпе» «амăшĕ» виçĕ «ачине çунашкапа туртса кайнă пек туса кăтартнă. Хоккейла вылякан юр кĕлеткесем те пулнă вĕсен: 17-мĕш номерпе — Харламов, 20-мĕшпе — Третьяк хапхаçă. Коньки сырнă Трусова фигуристка, паллă мультфильмри йĕлтĕр тăхăннă Снеговик-почтовик «кӳлле» пуçтарăннă. Кашни кӳлепене «тумлантарнă», сăрланă. Пĕлтĕр вара кил умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ кермен-крепоç хăпарса ларнă, ăна юр кĕлеткесем сыхланă. Кăçал вĕсем вигвам ªюрта евĕр çуртº ăсталанă. Унта шала каска пуканĕ çине кĕрсе ларма та пулать. Вигвам хăйĕн патне йăлтăр-ялтăр çутăсемпе, йăмăх сăрăсемпе илĕртет. Чарăнса тăрса пăхаççĕ Яланхи пекех йăласене пăсмасăр раштавăн 1-мĕшĕнче капăрлатма тытăннă вĕсем. Анчах çанталăк вĕсен ĕçне темшĕн шеллемест. Çумăр çунăран е ăшăтнăран миçе хутчен ĕнтĕ кӳлепесем куç умĕнчех ирĕлсе кайса хуçисене хурлантарнă. Кăçал вĕсен кун пеккине тӳсес килмен — «йӳçĕ» опыт пур çапах та. Вигвама юртан мар, поликарбонатран ăсталанă. Юр кĕлеткене вара пенопластран тунă. Чи кирли — пурне те тӳнсе каймалла мар çирĕплетнĕ. Вĕсене ыталама та, юнашар тăрса сăн ӳкерĕнме те пулать. Çынсем ятарласа курма килеççĕ кунта. Çăмăл машинăпа иртсе кайнă чухне хăвăртлăха чакарсах пăхса иртеççĕ. Ачасене вара каруççел, пăр тăвайкки илĕртеççĕ. Çунашка та — карта çинчех. Шăпăрлансем унпа ярăнаççĕ те хăйĕн вырăннех çакса хăвараççĕ, тав сăмахĕ калама манмаççĕ. «Малтанхи çулсенче тăвайкки лайăхах пулмастчĕ. Халĕ тĕплĕ тума вĕрентĕм. Юра шăварса пусăрăнтаратăп, лайăххăн хытаратăп», — каласа кăтартрĕ Саша. Тăвайккине кашни çулах купалаççĕ, ăна çулталăк хисепне çырса, сăрласа илемлетеççĕ. Кăçал дюралайт лампăсемпе çуталмалла тунă. Унта уйрăмах каçхине ярăнма интереслĕ. Селедкинсем тунă илеме ачасем çĕмĕрни пулман. Ку савăнтарать паллах. Тата ял çыннисем тав туни хăпартлантарать. Ирина акă мĕн асăрханă: тетте нумайланса пырать. Çынсем те хăйсенне илсе килсе чăрăш çине çакаççĕ. Унчченхи çулсенче пăртан тунă шампань сĕтелĕ пулнă. Унта икĕ хрусталь фужер ларнă. Вĕсене те нихăш çул та никам та тĕкĕнмен. Кунта кашни япала умĕнче чарăнса тăрса пăхас килет. Шел те, çак статья çумне видеосене çирĕплетме çук. Вĕсене, сăмах май, «Çамрăксен хаçачĕн» «Контактри» ушкăнĕнче курма май пур. Сашăпа Иринăн ачисемпе мăнукĕсем аякра пурăнаççĕ те сайра хутра кăна килеççĕ. Çак илемпе те вĕсем видео урлă паллашаççĕ. <...>

Алина ИЛЬИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.