Комментари хушас

24 Раштав, 2024

Хыпар 140 (28316) № 24.12.2024

Фейерверксемпе иртĕхер мар...

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашĕн Владимир Путин Президент ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕ çинчен каланинчен пуçларĕ. Унта пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра калаçу пулнă.

Патшалăх Канашĕ Çемье çулталăкне пĕтĕмлетнĕ. Олег Алексеевич Ĕçлев министерствине, ытти тытăма ПК сӳтсе явнă ыйтусене тĕплĕ тишкерме сĕнчĕ — «çемьесене пырса тивекен, çемьесемшĕн усăллă ыйтусем пирки нумай каларĕç...» Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă тĕллевсене тӳрре кăлармалли ĕçсен планне мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Тĕрлĕ çул-йĕрпе палăртнă тĕллевсемпе никĕсленнĕ 164 мероприяти палăртнă. Вĕсенчен 128-ăшне пурнăçланă ĕнтĕ. Мероприятисем чăннипех анлă: «Березка» тата «Звездный» лагерьсенче ачасен канăвне йĕркелемешкĕн çĕнĕ корпуссем, Çĕрпӳ тата Канаш округĕсенче çĕнĕ икĕ шкул çĕкленинчен пуçласа экономикăна вăй пама тивĕç инвестпроектсене пурнăçлани таран. Олег Николаев та пысăк ĕç тунине çирĕплетрĕ — малашне те çаплах тăрăшмалла. Вăл Çырури плансем тĕрĕсси, вĕсем халăха кирли çирĕпленнине палăртрĕ, çитес çул валли хатĕрлекен Çырура та тĕллевсем пысăк пулассине систерчĕ. Пуçаруллă бюджет проекчĕсене пурнăçлас ыйтупа вицепремьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илчĕ. 2024 çулта 1487 проекта пурнăçлама палăртнă — 2,4 миллиард тенкĕлĕх. Чăн та, муниципалитетсем 8 проекта пурнăçлассине пăрахăçланă. Сĕнтĕрвăррисем клуб тăвас шухăшне улăштарнă, Муркашра пĕр ялти çула юсасси тӳрре тухман. Çавăн пекех Вăрмар, Çĕрпӳ, Шăмăршă, Çĕмĕрле округĕсем те йышăннă проектсемпе ĕçлес шухăшне пăрахăçланă. Çапла вара кăçал 1479 проект тӳрре тухать. 1452-шне вĕçленĕ ĕнтĕ, тата 27-шĕ тĕлĕшпе те хут ĕçĕ кăна юлнă теме пулать. Вăрăм списокра — автоçулсемпе çыхăннă 565, коммуналлă хуçалăха пырса тивекен 256, кану вырăнĕсем йĕркелемелли вунвун проект. Çавăн пекех кӳлĕсемпе юхан шывсене тасатса тирпейлемелли, ачасем валли вăйă-кану вырăнĕсем тумалли, туризма аталантармалли проект чылай. Сергей Геннадьевич çитес çул валли палăртнă проектсем çинчен те сăмах хускатрĕ. Вĕсем валли пĕтĕмпе 3,3 миллиард тенкĕ кирлĕ пулĕ. Хушма укçа уйăрма тивнĕ — резерв фондĕнчен тата 292 миллион тенкĕ уйăрас ыйтăва татса панă, халь ку енĕпе чăрмав пулмĕ. Олег Николаев кăçал тӳрре кăларнă кашни проект уйрăм ялсенче пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Çак ĕçе тĕрĕс йĕркелени, куратпăр, халăха пăшăрхантаракан нумай ыйтăва ăнăçлă татса пама пулăшать. Çĕнĕ çул уявне йĕркелесси çинчен культура министрĕ Светлана Каликова каласа пачĕ. Уяв мероприятийĕсем, тĕрĕссипе, пуçланнă та ĕнтĕ. Раштавăн 20-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 8-мĕшĕччен республикăра 1,6 пин ытла мероприяти ирттерме палăртнă, вĕсене 280 пин ытла çын хутшăнĕ. Министр уяв-кану кунĕсенче мĕн пур музей ĕçлессине çирĕплетрĕ. Концерт-театр учрежденийĕсем, библиотекăсем халăха хапăл тăвĕç. Вĕрентӳ организацийĕсем те пушă пулмĕç. Ачасен каникулĕ раштавăн 30-мĕшĕнче пуçланса кăрлачăн 12-мĕшĕччен пырĕ. Çак тапхăрта çулталăк тăршшĕпех ĕçлекен икĕ лагерь ачасене йышăнĕ. Елкăсем, ытти мероприяти... Спортзалсем ачасемшĕн кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те уçă пулĕç. Запорожье облаçĕнчи Чăваш Ен шефа илнĕ Бердянск районĕнчен 45 ача хăнана килнĕ — тунтикун республика Пуçлăхĕн елкинче пулнă. Дмитрий Краснов вице-премьер вара Çĕнĕ çул тапхăрĕ туризм енĕпе кăтартуллă пулнине аса илтерчĕ. Пĕлтĕр çак кунсенче Чăваш Ене 57 пине яхăн турист килнĕ. Кăçал тата ытларах, 70 пин ытла çын, пуласса кĕтеççĕ. Тĕп йыш автотранспортпа килет. Вĕсене йышăнмашкăн Шупашкар, Куславкка, Етĕрне, Çĕрпӳ округĕсенче лайăх условисем хатĕрленĕ. ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов уяв кунĕсенче хăрушсăрлăха уямаллине аса илтерчĕ. Кăçал Чăваш Енре 1292 пушар пулнă, вĕсенче 54 çын вилнĕ. Ку цифрăсем çулталăк каяллахинчен самай пĕчĕкрех, çапах сыхлăх çинчен пурпĕр манма юрамасть. Шел те, ĕçкĕ çав-çавах нумай инкек кӳрет. Пушарсенче вилнĕ çитĕннĕ 52 çынран 42-шĕ ӳсĕр е хĕрĕнкĕ пулни тивĕçлĕ пĕтĕмлетӳсем тума хистет. Çĕнĕ çулхи уяв кунĕсенче инкексен шучĕ çулленех ӳснине кура асăрханулăх тени пушшех кирлĕ. Олег Николаев вара тĕп хула пуçлăхĕ Владимир Доброхотов ку тĕлĕшпе çынсене чĕнсе каланине аса илтернĕ май хăй те çак шухăшпа килĕшнине палăртрĕ: «Эпĕ те фейерверк йышши самантсене май пур таран чакарма ыйтнă пулăттăм. Паянхи ларутăру çапла тума хистет». Спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Рябинина пирĕн спортсменсем кăçал Раççей, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене мĕнле хутшăннине пĕтĕмлетрĕ. Кăтартусем лайăх. Чăваш Енĕн 342 спортсменĕ паян çĕршывăн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче — «рекорд шайĕнчи кăтарту». Çавна май, паллах, сумлă шайра çĕнсе илнĕ награда та нумайрах: ентешсем çулталăк пуçланнăранпа пысăк ăмăртусенчен 2176 медальпе таврăннă. Республика Пуçлăхĕ кăçал бюджетран спортсменсемпе вĕсен тренерĕсем валли уйăрнă командировка тăкакĕсем пысăкланнин сăлтавĕпе кăсăкланчĕ те — ку хальлĕхе никĕс шайĕнчисен шутне кĕмен спорт тĕсĕсемпе ирттернĕ турнирсене те ытларах çӳренине пĕлсен çакна ырларĕ: «Никĕс шайĕнчисен шутне кĕмен спорт тĕсĕсен федерацийĕсем те тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнни лайăх, мĕншĕн тесен пысăк çитĕнӳсен спорчĕ массăллă спорт çинче никĕсленет». <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пĕрисем татса параяççĕ…

Сергей Артамонов вице-премьер пыл производствине аталантарас ыйтупа ирттернĕ канашлăва 30 ытла утарçă, Патшалăх ветслужбин, Россельхознадзорăн, округсен ертӳçисем хутшăннă.

Утарçăсен пыл хурчĕ ĕрчетмелли материал туянса курнă тăкакĕн 40% патшалăх саплаштармалли йĕрке килес çул та вăйрах тăрассине пĕлтернĕ, тивĕçлĕ органсен представителĕсем федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн вĕллесене 2025 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен маркировкăласа пĕтерме ыйтнă. Палăртнă кун тĕлне 34 пин çемьерен «Хорриот» тытăмра 2,3 пинне çеç шута илнĕ. Россельхознадзор управленийĕ кăçал пыл хурчĕсем вилни çинчен 25 çăхав йышăннă. Пысăкрах пайĕ ял хуçалăхĕнче рапса сăтăрçăсенчен хими препарачĕпе хӳтĕленипе çыхăннă. Çăхавсене Улатăр, Йĕпреç, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Комсомольски округĕсенче шута илнĕ. Ытларах препарат нормине пăхăнас енĕпе мар, сăтăрçăсемпе кĕрешме пуçласси çинчен утарçăсене вăхăтра пĕлтерес тĕлĕшпе йĕркене пăснă. Саккуна пăхăнман кашни тĕслĕхшĕн асăрхаттарнă, хăшĕ-пĕрне штраф тӳлеттерсе явап тыттарнă. Çав вăхăтрах хуçалăх ертӳçисен енчен те ӳпкев пур: «Им-çам сапасси çинчен маларах хыпарланă пулин те хăш-пĕр утарçă мĕншĕн вĕлле анине хупмасть е урăх вырăна куçармасть?» Çапах та чылай округра ял хуçалăх культурисем туса илекен хуçалăхсен ертӳçисем тата утарçăсем тĕл пулса сăтăрçăсемпе хăш кунсенче кĕрешессине сӳтсе яваççĕ, хуртсем нектар пуçтарнă сехетсенче вăл уй-хирте химикат пĕрĕхтерме чарăнасси пирки калаçса татăлаççĕ. Пĕр-пĕрне хисепленĕрен хуртсем вилмеççĕ. «Мĕншĕн пĕрремĕшсем ыйтăва çапла татса параяççĕ, иккĕмĕшсем татса параймаççĕ? — тенĕ Сергей Артамонов. — Çав ĕçе тума вăхăт çитсен тĕл пулăр, пыл хурчĕсене сиенлес мар тесе пĕр сăмах тупăр, ыйтăва маларах татса памасан кайран çăхав ан çырăр. Сăтăрçăсемпе кĕрешнĕ тапхăрта калаçса тăмаллах, пĕр-пĕрин ĕçне хисеплемелле». Утарçăсемпе аграрисен çыхăнăвне йĕркелеме канашлура Чăваш Республикин Пыл хурчĕ ĕрчетекенсен союзне йĕркелеме, ку ĕçе пурнăçлама компетентлă органсенчен ĕç ушкăнĕ туса хума йышăннă — вăл вĕлле хурчĕсене сиенленĕ тĕслĕхсене тишкерĕ, хуçалăх ертӳçипе утарçа пĕр сĕтел хушшине лартĕ. Утарçăсем сăтăрçăсемпе кĕрешнĕ чухне усă курмалли сĕнӳсене хатĕрлесе округсен библиотекисене çитерме ыйтнă. Вице-премьер çак ĕçе пурнăçлама Чăваш патшалăх аграри университетне сĕннĕ. Тепĕр ыйту — хăйсен ĕçне йĕркелесе янă кил хуçалăхĕсене аталантармалли программăна вĕллене илсе хăпартмалли тата пыл уçламалли оборудовани туянса курнă тăкакăн 40% патшалăх субсидийĕпе саплаштарассине кĕртесси. Сергей Артамонов ветслужбăна пыл хурчĕсем вилнине тĕпчемелли оборудовани туянма укçа мĕн чухлĕ кирлине палăртма хушнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пĕчĕк ялăн тĕшши тутлă,

е Йĕпремсен старости – пĕрремĕш

Вăл Трак тăрăхĕнче пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрать. «Пысăк чĕреллĕ, ылтăн алăллă çын», — теççĕ ун пеккисем çинчен. Сăмахăм Красноармейски округĕнчи Йĕпрем ялĕн старости Елена Александрова çинчен. Нумаях пулмасть «Чи лайăх староста» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Елена Александровна 100 çынран сахалрах пурăнакан ялсен старостисен хушшинче 1-мĕш вырăна тухнă.

Ялта халăха пухăнмалли вырăн пулман

Çак кунсенче Елена Александровнăпа тĕл пулса калаçма май килчĕ. Вăл Йĕпрем ялĕн старостинче 2019 çултанпа ĕçлет. «Унччен те ахаль ларман. 1990 çулта «Чамыш» вокал ушкăнне юрлама çӳреттĕм. Клуб пулманран лавккара е урамра пухăнса репетицисем ирттереттĕмĕр. Ун чухне пире Илья Степанов композитор пуçтарнă. Эпир хăй вăхăтĕнче концертпа таçта та çитнĕ. Мари Эл тăрăхне те кайнăччĕ. Хамăр таврари ялсенче, кӳршĕри районсенче халăха савăнтарнă. Илья Романович пурнăçран уйрăлсан та Акатуйсене, уявсене хутшăнма пăрахман. Старостăра ĕçлеме пуçласан ун чухне Красноармейски районĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Александр Кузнецов пире хавхалантарса ячĕ. Пирĕн ялта татса паман ыйту нумайччĕ. Çăлĕсем юрăхсăра тухнăччĕ. Йĕпремре шыв пăрăхĕ çук. Нумайăшĕ скважина чавнă паллах. Анчах ялта çăл чавманнисем те пур вĕт-ха. Çăлĕсем кирлех. Ял пĕви çуркунне татăлса каять тесе пĕрмаях хăраса тăраттăмăрччĕ. Ялта халăха пухăнмалли вырăн та çукчĕ. Чи малтан ял хушшинче çул сартăмăр. 2019 çулта проектне турăмăр. 2020 çулта пире çул туса пачĕç. Сăмах май, «Пуçаруллă бюджет» — питĕ лайăх программа. Халăх çул тусан питĕ савăнчĕ. Ун хыççăн пĕчĕк клуб тăвас терĕмĕр. Унччен вăл конюх пӳрчĕ пек кăначчĕ. Ял çыннисем унта спектакльсем те лартнă… Кайран юхăнчĕ. Ĕçлекен те никам та çукчĕ. Çамрăксем хуланалла тапрĕç. Александр Кузнецов пире смета хатĕрлеме сĕнчĕ. Чăн та, документсем турăмăр, укçине пуçтартăмăр. Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă тенешкел, пĕчĕк ялта халăх питĕ туслă. Халăхпа ĕçлеме çăмăл», — çапла пуçларĕ калаçăва Елена Александровна ĕç-хĕлĕпе паллаштарма ыйтсан. Йĕпрем ялĕнче пĕтĕмпе 60 кил. Хĕл каçса пурăнаканнисем — çуррине яхăн. Ыттисем çулла килсе çӳреççĕ. «2020 çулта клуб валли халăхран укçа 20 процент пухрăмăр. 2021 çулта программăна кĕртсе клуб тума пултартăмăр. Унтан пĕвене те тирпейлес терĕмĕр. Пĕвине, йывăртарах пулсан та, турăмăр. Ун чухне тимĕрсем хакланнăччĕ. Хамăр подрядчиксене тупрăмăр, гидросооруженисĕр бетон ункăсем хурса, çĕнĕрен проект туса, тĕпне экскаваторсемпе тасатса пĕвене тутарттартăмăр. Проекта çĕнĕрен тума тивнине кура вăхăт нумай иртрĕ. Чӳк уйăхĕнче çеç ĕçлеме пуçларăмăр. Вăл çул çумăрлă пулчĕ, пурне те туса пĕтереймерĕç. 2023 çулта веçех туса пачĕç. Шывĕ аванах тулчĕ. Халĕ пирĕн питĕ пысăк пĕве. Унсăр пуçне халăхпа укçа пуçтарса яла кĕмелли хапхана çĕнетрĕмĕр, карта тытрăмăр. Ялти виçĕ çăла та тирпейлерĕмĕр. Пĕринне юписене çĕнĕрен лартрăмăр. Тепринче ункăсене çĕнĕрен ятăмăр. 5 ял халăхĕнчен 500-шер тенкĕ пуçтартăмăр та çĕнĕ çăван картине тытма пултартăмăр, пӳртне çĕнĕрен турăмăр», — хавхаланса калаçрĕ маттур староста. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


«Театра Раççей шайне кăлартăн»

Раштавăн 20-мĕшĕнче СССР халăх артисчĕ, Раççей тата Чăваш Республикин патшалăх премийĕсен, Пĕтĕм Раççейри театрсен «Ылтăн маска» премийĕн лауреачĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертӳçи, режиссерĕ Валерий Яковлев пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Тин çеç, юпа уйăхĕнче, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче унăн юбилей каçне чаплăн паллă турăмăр. Маларах вара, авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Валерий Николаевич юбилей уявне ĕçтешĕсемпе, çывăх тăванĕсемпе, ял çыннисемпе тăван тăрăхĕнче, Шăмăршă округĕнче ирттерчĕ. Тăван ялĕнче, Виçпӳрт Шăмăршăра, пулса курчĕ, тăван килне кĕрсе тухрĕ, ялйышпа, тăванĕсемпе чунĕ каниччен калаçрĕ. Çапла, халăх хисеплетчĕ ăна. Çакă «Чăваш кĕввипе» юбилей каçĕнченех курăнчĕ. Лăк тулли зал ура çине тăрса саламларĕ ун чухне Валерий Яковлева. Чăваш патшалăх академи драма театрне ăна юлашки çула ăсатма та чылай çын пухăнчĕ. Валерий Николаевичăн тупăкне сцена çине вырнаçтарнă, унтах — çывăх çыннисем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем. Экран çинче унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне кăтартакан кадрсем пĕрин хыççăн тепри туха-туха тăраççĕ. Тĕрлĕ спектакль сыпăкĕсем куç умĕнчен каймаççĕ. Ара, 60 çул хушшинче мĕн чухлĕ роль калăпланă, режиссер пулса мĕн чухлĕ спектакль лартнă вăл çак сцена çинче! Çавăнпах ĕнтĕ юлашки çула та унтанах ăсатрĕç ăна. Хурлăхлă митинга культура министрĕ Светлана Каликова уçрĕ. «Валерий Николаевичăн пĕтĕм пурнăçĕ театрпа çыхăннă: вăл артист, режиссер, художникпостановщик, педагог. Чăваш театрĕ аталантăр, артистсен пултарулăхĕ ӳссе пытăр тесе пĕтĕм вăйран тăрăшнă. Хăйĕн анлă тавра курăмĕпе, чĕлхе пуянлăхĕпе, чун илемĕпе тыткăнлатчĕ. Вăл пирĕнтен уйрăлса кайни чăваш халăхĕшĕн пысăк çухату. Унăн çутă сăнарĕ яланах чĕрере упранĕ», — терĕ Светлана Анатольевна. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Валерий Яковлевăн çемйипе, тăванĕсемпе пĕрле хурланни çинчен пĕлтерчĕ: «Пирĕншĕн çакă питĕ пысăк çухату. Пушшех — Валерий Николаевичăн çемйишĕн, театр коллективĕшĕн тата республикăри театр пĕрлешĕвĕшĕн. Вăл пысăк чĕреллĕ, ăста çын пулнă. Актер пулса тĕрлĕ сăнар калăпланă, унсăр пуçне режиссер пулса тĕрлĕ пьеса лартнă. Чи малтанах эпир ăна асра юлнă спектаклĕсемшĕн тав тăватпăр. Эпĕ хам та унăн сăнарĕсенчен тĕслĕх илнĕ. Эпир Валерий Николаевича пурте асра тытăпăр. Унăн ĕçне малалла тăсăпăр. Йывăр тăпри çăмăл пултăр». Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов Валерий Николаевич чăвашлăха, культурăна аталантарас, чăваш театрне çĕклес тесе нумай тăрăшнине пĕлтерчĕ. Вăл Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн депутачĕ пулнине те аса илчĕ. Çур çул каялла сессие пынине, пуринпе те калаçнине, сĕнӳ-канаш панине, пулăшнине куç умне кăларчĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕн коллективĕн ячĕпе хурлăхлă телеграмма чылай килнĕ. Вĕсен йышĕнчех Раççей Федерацийĕн сенаторĕнчен, Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ пулнă Николай Федоровран, РФ Патшалăх Думин Финанс енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕнчен Анатолий Аксаковран, Патшалăх Думин депутатĕнчен Алла Салаевăран, РФ Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕнчен Владимир Машковран, Пушкăртстан тата Калмăк наци театрĕсен коллективĕсенчен… Вĕсем пурте театр коллективĕпе, Валерий Николаевичăн çемйипе, тăванĕсемпе пĕрле чунтан хурланни çинчен пĕлтереççĕ. «Виççĕмĕш кун Раççейри ĕçтешсем пирĕнпе пĕрле кулянаççĕ, пăшăрханаççĕ, — терĕ Чăваш Республикин Театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Сергей Павлов. — Вĕсем пурте Валерий Николаевича хисепленĕ. Эпир вĕренсе тухнăранпа икĕ теçетке çул çитет. Халĕ тинех çакна ăнланса пыратпăр: мĕн тери ăста çын пĕлӳ панă пире! Тепĕр чухне ăна кӳреннисем те пулнă-тăр. Дисциплина çирĕп пулни килĕшместчĕ пире. Валерий Николаевич кашни вĕренекене лайăх пĕлетчĕ, витĕр курса тăратчĕ. «Сире ĕç кăна пулăшма пултарать», — тетчĕ вăл. Тавах, сире! Эсир вĕрентни яланах пирĕнпе пĕрле пулĕ. Эсир вара пире, театра çул уçса, пулăшса пырăр». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.