Хыпар 139 (28315) № 20.12.2024
Владимир ПУТИН: Пирĕн малаллах ăнтăлмалла
Раççей Президенчĕ Владимир Путин ĕнер йăлана кĕнĕ йĕркепе прессконференци тата «тӳрĕ лини» ирттерчĕ. Ыйтусене маларахах йышăнма пуçланă та — икĕ миллион ытла ыйту пухăннă. Тăватă сехет çурă ытла тăсăлнă калаçура Владимир Владимирович 76 ыйтăва хуравларĕ. Тĕп темăсемпе çыхăннă хуравсен пĕр пайĕпе «Хыпар» вулаканĕсене кĕскен паллаштаратпăр.
Экономика — çĕршыв аталанăвĕн никĕсĕ
Раççей паянхи лару-тăрура хăйĕн ӳсĕм çулне мĕнле майпа упраса хăварма пултарать? Калаçу çак ыйтуран пуçланчĕ. Владимир Путин пĕтĕмпех экономика çинче никĕсленнине çирĕплетрĕ. Вăл вара тулашран витĕм кӳнине пăхмасăр малалла аталанать. Кăçал экономика ӳсĕмĕ 3,9% танлашмалла. Тен, 4% та пулĕ. Çав вăхăтрах еврозонăра ку кăтарту 1% шайĕнче кăна. Анчах çакă лăпланмалли сăлтав мар. Еврозона тĕлĕрет тĕк — аталанăвăн ытти центрĕсем пур, çавăнпа та пирĕн малаллах ăнтăлмалла. Çĕршывра ĕçсĕрлĕх пысăк мар — рекорд шайĕнчи пĕчĕк кăтарту, промышленноç ӳсĕмĕ 4,4% танлашнă. Чылай отрасль кăтартăвĕ тата та пысăкрах. Çапла, инфляци сисчĕвлентерет — «Эльвира 9,3% пулать» терĕ». Анчах пирĕн вăтам ĕç укçи те ӳссех пырать. Çавăнпа инфляцие чакарма тăрăшатпăр — çитес çул вăл пĕчĕкленмелле. Пĕтĕмĕшле илсен вара лару-тăрушăн тăнăçлăхпа лăпкăлăх кăтартуллă. Суверенитет темине çĕкленĕ май Владимир Путин европеецсемшĕн намăс пулнине палăртрĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Германи ертӳçин çуралнă кунне паллă тума кайнă та унта пĕтĕмпех акăлчанла пулнă иккен — калаçусем те, юрă-кĕвĕ те. Раççейрен Президентпа пĕрле пынă казаксен хорĕ кăна нимĕçле юрланă. Нимĕçсем хăйсем те йышăннă: пире намăс... Чылай ют çĕршыв компанийĕ пирĕн патран пăрахса кайнинче вара Президент япăххипе пĕрлех ыррине те курать: çакă пире импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме пулăшрĕ — ку енĕпе кăтартусем курăмлă. Граждансене апат-çимĕç хакĕсем пăшăрхантараççĕ — вĕсем ӳсни куç умĕнче. Раççей ертӳçи çĕршыв апат-çимĕç нумайрах та нумайрах туса кăларнине палăртрĕ. Çав вăхăтрах аш-какай, сĕт юр-варĕ туянасси ӳсет — производство çак ӳсĕме ĕлкĕрсе пыраймасть. Правительствăн, ун шучĕпе, уйрăм отрасльсен аталанăвĕ тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалла. Хаксем ӳсни — кăмăлсăр пулăм, çапах макроэкономика туртăмĕсем аван, эппин, хаксемпе çыхăннă лару-тăрăва та йĕркелĕпĕр. Ял хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçлени те çапла калама май парать. Пĕлтĕр тыр-пул тухăçĕ рекорд шайĕнче пулнă, кăçал та лайăх. Раççейĕн ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ ӳссех пырать. Яла аталантармалли программа пур. Чи кирли — ялта пурăнакансен пурнăç шайне çĕклени, унти ĕç укçине пысăклатни. Ку ыйтусем — кун йĕркинче. Пĕтĕмпех çĕнĕрен çĕклĕпĕр Ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă тема та, паллах, айккинче юлмарĕ. Президент пирĕн çарсем чăннипех патăррăн çапăçнине çирĕплетрĕ — боецсене çĕнтерӳ сунса киле чĕрĕ-сывă таврăнма сунчĕ. Унти лару-тăру халь тĕпрен улшăннă. Курск облаçĕн хĕрарăмĕ тăшмана хăçан хăваласа ярасси, çынсем хăйсен çурчĕсене таврăнасси, арканнă çуртсене çĕнĕрен çĕклесси çинчен ыйтрĕ те — уçăмлă хурав пулчĕ. Президент Курск облаçĕн территорине хăçан тасатса пĕтересси пирки татăклăн пĕлтермерĕ, анчах тăшмана хăваласа ярасси — иккĕленӳсĕр: «Урăхла пулма пултараймасть». Пĕтĕмпех çĕнĕрен çĕклĕпĕр — ун пирки иккĕленӳ пулмалла мар. Çав шутра çынсене çурт-йĕр вырăнне сертификатсем парас ыйтусене те татса парĕç — «мĕн илмеллине пурте туллин илĕç». Президент пусăм туса шантарчĕ: Раççейĕн çĕнĕ территорийĕсене те çĕклĕпĕр. Çулсем, ача-пăча центрĕсем, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем, çулсем — пĕтĕмпех йĕркене кĕртĕпĕр. Халех 21 пин об±екта юсанă, çĕнĕрен тунă ĕнтĕ. Çак ĕçе мĕн пур регион хутшăнать — Владимир Владимирович вĕсене тав турĕ. Çывăх çулсенче тата 20 пин об±ектра ĕçлемелле пулать — «пĕтĕмпех тăвăпăр». Унта халăх валли ипотекăн пĕчĕк процентне упраса хăварнă — ку строительствăна пулăшĕ, ытти çăмăллăх та пулать. Çынсене е хăйсем пурăннă вырăнта, е юнашар хваттерсем памалла. Мариупольте, сăмахран, паян хуçасăр юлнă хваттер нумай — вĕсемпе усă курмалла. Камăн компенсаци илмелли ирĕк пур — никама та кӳрентермĕç. Курск облаçĕнче çапăçакан салтаксене СВОра мар тесе пĕчĕк укçа тӳлени вара Президентшăн кĕтменлĕх пулчĕ — кун пирки вăл пĕлмен иккен. Çакă, ун шучĕпе, йăнăш — «тӳрлетĕпĕр — çĕнĕрен шутласа тӳлевсене иртнĕ уйăхсемшĕн те саплаштарăпăр». Çав шутра тăшманăн Курск облаçĕнче тĕп тунă техникишĕн те хушма укçа тӳлĕç. Ядерлă доктринăна улшăнусем кĕртни çинчен комментари панă май Владимир Путин çакă ядерлă хĕç-пăшалсăр çĕршывсен çавнашкал хĕç-пăшаллă патшалăхсемпе пĕрле Раççее хирĕç ĕçсем тăвассипе çыхăннă яваплăхĕ çинчен аса илтерме тивĕççи çинчен каларĕ. Мĕншĕн тесен çапла хăтланни вĕсене те хăрушлăха кĕртсе ӳкерĕ. Трамппа калаçмалли пур Америкăн çĕнĕ президенчĕпе курнăçасси çинчен калас тăк — унашкал тĕлпулу хăçан пуласси паллă мар-ха. АПШ журналисчĕ «Путин халь Трамп умĕнче хавшакрах» тенине вара Владимир Владимирович татăклăн хирĕçлерĕ: пачах тепĕр майлă, Раççей халь вăйлă. Ку экономикăна та, пирĕн хĕç-пăшала та пырса тивет – «пире хирĕç кĕрешекенсем пирки вара апла калаймăн». Унччен НАТО валли кирлĕ пĕр снаряд 2 евро тăнă, халь — 8. Кунашкал хăвăртлăхпа хакланса пырсан Европа Украинăна хĕç-пăшалпа тивĕçтерес тĕлĕшпе йывăрлăхсем тухса тăрасси те часах. Сирири лару-тăрăва та Президент Раççей выляса яни вырăнне хумасть. Оппозици çак çĕршывра влаçа çăмăллăн ярса илнĕ. Пирĕн унта икĕ çар бази. Анчах Раççей Сирире çапăçман. Эпир унти мĕн пур вăйпа çыхăну тытатпăр — базăсене унтах хăварас ыйтусене тишкеретпĕр. Çакă унти лару-тăру малашне мĕнле аталанассинчен килет. Хамăрăн базăсемпе Сирие гуманитарлă грузсем илсе пымашкăн усă курма пулать — çĕнĕ влаçсене çакăн пек сĕнӳ панă. Пĕтĕмĕшле илсен — «эпир вилни çинчен çӳрекен сас-хура ытла та ӳстерсе кăтартать». Трамппа тĕл пулсан вара «пирĕн пĕрле сӳтсе явмалли ыйтусем пулаççех». Президент ыттисене пӳлсех Америка журналистне тепĕр ыйту пама та сĕнчĕ. Ăна хуравланă май Раççей Украина тĕлĕшпе çураçу шырамашкăн нихăçан та хирĕçлеменнине çирĕплетрĕ. Калаçусем те йĕркеленĕ, анчах Джонсон акăлчан Киева пынă та — унти режима çав калаçусене пӳлмешкĕн ӳкĕте кĕртнĕ. Çапла вара паян Раççейĕн мар, Украинăри вăйсен калаçас кăмăл çукки куçкĕрет. Тĕрĕсрех калас тăк вĕсен «вĕрентекенĕсем» вăрçа малалла тăсасшăн — пĕр украинец юлмиччен. Апла пулин те эпир Украина тĕлĕшпе кирек кампа та калаçма хатĕр. Чăн та, çак çĕршыв президенчĕ паян легитимлă мар. Унпа та калаçма пулать, анчах вăл е ку документсене алă пусас тăк — Радăпа кăна. Китай пирки те сăмах пулчĕ. Президент шучĕпе, пирĕн хутшăнусем нихăçан та хальхи пек лайăх пулман. Сăмах пĕр-пĕрне шанни пирки пырать. Икĕ çĕршывăн сутуилӳ калăпăшĕ çуллен ӳссе пырать. Енсен хушшинчи инвестицисен калăпăшĕ питĕ пысăк. Регионсем те пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытаççĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Продукцие чикĕ леш енне ытларах та ытларах ăсататпăр
Çак кунсенче Шупашкарти электроаппарат завочĕн генеральнăй директорĕпе Александр Гореловпа курнăçма тивнĕччĕ те — вăл предприяти экспорт енĕпе анлăн ĕçлеме пуçлани çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ. «РУСЭЛ» холдинг тытăмне кĕрсе «Росатомпа» тачă çыхăну йĕркеленĕ май продукцие чикĕ леш енче — Бангладешра, Турцире, Египетра — тăвакан атом электростанцийĕсем валли ăсатма пуçланă. Çакă завод кăçал РУСЭЛпа пĕрле ĕçлесе илекен укçа виçине иртнĕ çулхинчен икĕ хут çурă пысăклатма, 25 миллиард тенке çитерме май панă. Анчах экспорт енĕпе ЧЭАЗ кăна мар, регионти чылай компани ăнăçлă ĕçлет иккен. Çакă Экспорт канашĕн республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ ларăвĕнче çирĕпленчĕ.
Чăваш Енри компанисем юлашки пилĕк çулта экспорт калăпăшне 70% ӳстернĕ. Çапах, Олег Николаев палăртнă тăрăх, ку енĕпе ĕçлемелли нумай-ха: — Экспорт канашĕпе пĕрле юлашки икĕ çул ытларах тапхăрта пухнă «енчĕке» татах пуянлатмалла. Наци проекчĕсем кӳрекен майсемпе, Раççей Правительстви палăртакан çул-йĕрсемпе çыхăннă ресурссем татах пурри куçкĕрет. Çакă хамăрăн предприятисене вĕсен тĕп ĕçĕ енĕпе пулăшма кирлĕ. Çав шутра — пĕрлехи «Раççейре туса кăларнă» брендпа усă курса, — терĕ Олег Алексеевич Чăваш Ен 2024 çулăн пĕрремĕш çурринче пуçласа тулашри суту-илĕвĕн ӳсĕмлĕ сальдо шайне тухнине, çийĕнчен республика тулашри суту-илӳ тата экспорт аталанăвĕн хăвăртлăхĕпе федерацин Атăлçи округĕнче пĕрремĕш вырăнта пулнине çирĕплетнĕ май. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов каланă тăрăх, «Çĕршывсен кооперацийĕ тата экспорт» наци проектне пурнăçланă май 2019-2024 çулсенче республика экспорта вăй пани куç умĕнче. 2019 çулхипе танлаштарсан, Чăваш Енри компанисен экспорчĕ кăçал 70% хушăнмалла. Çав вăхăтрах импорт 18% пĕчĕкленет. — Экспортшăн пысăк технологисем ытларах та ытларах кăтартуллă — унашкал продукци тӳпи паян 46,4% танлашать ĕнтĕ. Чăваш Ен инçе чикĕ леш енчи çĕршывсен рынокне тухма ăнтăлать — çав патшалăхсене ăсатакан экспорт юлашки пилĕк çулта 67% «ӳт хушнă». Экспортерсен йышĕ те хушăннă — 400-тен 556-а çитнĕ, — пĕлтерчĕ Дмитрий Иванович. Нацпроектсемпе килĕшӳллĕн республика 2019 çултанпа регионăн виçĕ проектне ăнăçлă пурнăçланă: «Промышленноç экспорчĕ», «Çĕршывсен кооперацине тата экспорта аталантармалли системăллă мерăсем» тата «АПК продукцийĕн экспорчĕ». Çак ĕçсем валли пĕтĕмпе 85,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Министр Чăваш Енре экспорта аталантармалли, экспортерсем патшалăх пулăшăвĕн мерисемпе усă курассине ансатлатмалли, ытти çĕршыва хамăрăн продукципе паллаштармалли платформăсем йĕркеленĕ. Регионăн экспорта аталантармалли программине, 2030 çулччен экспорт ĕç-хĕлне вăйлатмалли лайăх условисене тивĕçтермелли стратегие йышăннă. Регионăн 2.0 экспорт стандартне çирĕплетнĕ. Унта 15 инструмент кĕрет, вĕсем пулăшнипе регионти организацисен конкурентлă позицийĕсене лайăхлатма, экспортерсем çине лекекен административлă тиев йывăрăшне чакарма, ытти ĕçе пурнăçлама май килнĕ. Раççей экспорт центрĕ хакланă тăрăх, Чăваш Енĕн машиностроени комплексĕн, хими промышленноçĕн пирĕншĕн йăлана кĕнĕ продукцийĕн малашнехи экспорт майĕсем тата та анлăрах. Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи çĕршывсенче кăна мар, инçе чикĕ леш енчи патшалăхсенче те. Çапла вара, промышленноç министрĕ Сергей Лекарев палăртнă тăрăх, 2030 çул тĕлне республика экспорчĕн калăпăшĕ икĕ хут пысăкланса АПШн 421 миллион долларне çитмелле. Вăл республикăри çичĕ производитель Раççей Промышленноç министерствипе конкурентлăха ӳстермелли корпоративлă программăсене пурнăçламалли килĕшӳсем тунине çирĕплетрĕ — çакă та экспорта пулăшма тивĕç. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та агроэкспорт ӳсни çинчен пĕлтерчĕ. Коронавируспа, санкцисемпе çыхăннă чăрмавсене пăхмасăр АПК продукци экспортне 2019 çултанпа 36% яхăн пысăклатнă. Шайлашуллă хаксемпе пăхсан вăл 209 миллион доллартан иртнĕ. <...>
Николай ДМИТРИЕВ.
♦ ♦ ♦
Кашни çемьере юратупа ăнлану хуçаланччăр
Çемье пурнăçпа телее йĕркелет, çынсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет. Тăван çĕршыва юратасси те çемьерех пуçланать. Раштавăн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ уявра та çак шухăшсене палăртрĕç. Унта республикăри чи лайăх çемьесене Çемье çулталăкне пĕтĕмлетме пуçтарчĕç.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çемьесем çĕршывăн тĕп шăнăрĕ пулнине, вĕсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе чылай ĕç тунине каларĕ. «Ку çулталăкра эпир пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса çĕнĕ тĕллевсем палăртрăмăр. Паллах, вĕсем çемьесене пулăшассипе çыхăннă», — терĕ регион ертӳçи. Тĕслĕхрен, кăçал нумай ачаллă çемьесен реестрне хатĕрлесе çитернĕ, вĕсем валли коммуналлă пулăшу енĕпе çăмăллăхсем çирĕплетнĕ, спорт тумĕпе тивĕçтерме тытăннă тата ытти те. Сăмах май, пирĕн республикăра нумай ачаллă 19 пин ытла çемье пурăнать. Уявра «Çулталăк çемйи — 2024» конкурс çĕнтерӳçисене чысларĕç. Тĕп парнене Çĕнĕ Шупашкарти Максимовсем тивĕçрĕç. Виçĕ ачаллă çемье жюри членĕсене маттур та тăрăшуллă пулнине ĕнентернĕ. «Эпир — пиллĕкĕн. Алăри пӳрнесем пек туслă та вăйлă, çавăнпа телейлĕ. Пĕр-пĕрне пулăшни, ăнланни, юратни, ĕненни пире пĕрлештерсе тăрать», — терĕç вĕсем. Шупашкарти Тихоновсем «Пултаруллă çемье» номинацире мала тухрĕç. Вĕсем çемье ансамбльне йĕркеленĕ. Килĕнче юрă-ташă, кĕвĕ-çемĕ хуçаланать. Чăваш йăли-йĕркине, культурине упрассишĕн тăрăшаççĕ. «Çамрăкранпах концертсене, конкурссене, фестивальсене хутшăнатпăр. Аслă хĕр 5-ре чухне çемьепе юрлама тытăнтăмăр, ӳссен иккĕмĕш хĕрĕ те çак йыша кĕнĕ», — терĕç Валентина Евгеньевнăпа Иван Александрович. 2010 çулта çемье виçĕреш ывăлпа пуянланнă. Владислав, Святослав тата Ярослав юрлама-ташлама ăста, спортпа туслă, шкулта та аван вĕренеççĕ, олимпиадăсене хутшăнаççĕ. Тихоновсем ырă ĕçсенчен те юлмаççĕ. СВО салтакĕсем валли япаласем, çырусем ăсатнă. Валентина Евгеньевнăпа Иван Александрович кукаçи-кукамай ятне илтнĕ, икĕ мăнукпа савăнаççĕ. Пĕлтĕр «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçнĕ. Сăмах май, уяв вăхăтĕнче çак наградăпа Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Макаровсене чысларĕç. 56 çул пĕрле пурăнакан мăшăр тăватă ача çуратса ӳстернĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинчи Васильевсен çемье çавăрнăранпа кăçал 51 çул çитнĕ. Вĕсем Шупашкарти телеграф станцийĕнче ĕçленĕ чухне паллашнă. Хальхи вăхăтра Владислав Иванович строительство компанийĕнче инженер-энергетикре тăрăшать, Татьяна Борисовна çыхăну тытăмĕнче нумай çул вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Хĕрарăм сăвăсем çырать, пултарулăх коллективне юрлама çӳрет. Вăл виçĕ кĕнеке кăларнă. Мăшăрĕ те унран тĕслĕх илсе сăвă-калав хайлама тытăннă. «Çемье ăнланупа юратура тытăнса тăрать. Пĕр-пĕрне кашни кун юрататăп темелле», — терĕ савнă мăшăр. Васильевсем икĕ ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсем ашшĕ-амăшне тăватă мăнук парнеленĕ. Кил хуçин тăван ялĕнче — Шупашкар округĕнчи Янашкассинче — çурт хăпартнă. Унта выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, вĕлле хурчĕ ĕрчетеççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем уявсемпе канмалли кунсенче ашшĕ-амăшĕ патне пуçтарăнаççĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Пирĕншĕн кашни салтак çывăх»
Ырă усала çĕнтеретех, çакна кашни кун ытларах та ытларах ĕненетпĕр. Паян чурăс кăмăллă çынсем нумайрах тени те тĕрĕс мар, Украинăри ятарлă çар операцийĕ çакна тата ытларах çирĕплетет. Салтаксене пулăшас, тăван кил ăшшине вĕсем патне çитерес тесе тăрăшакансем питĕ нумаййăн. Патăрьел муниципалитет округĕнче волонтерсен икĕ ушкăнĕ ĕçлет. Хальхинче «СВОи Батыревский район» ушкăнпа (сăн ӳкерчĕкре) тĕплĕнрех паллаштарас килет.
Кил ăшшине илсе çитерекенсем
Пăлакасси-Козловка клубĕнче туллиех япала: матрассем, ăшă тытмалли материалсем, маскировка сечĕсем, медикаментсем, ăшă тумтир тата ытти хатĕр тултарнă курупкасем... Вĕсене Курск тата Белгород енче ятарлă çар операцине хутшăнакансен ыйтăвĕсене пурнăçласа пуçтарнă. Ирхине 9 сехетре культура çурчĕ умне пысăк икĕ машина килсе чарăнчĕ те волонтерсене пулăшма килнĕ арçынсем вĕсене тиеме пуçларĕç. «Ку — «Старый», тепри «Батыр» валли», «Кăна Комсомольскисем илсе килнĕ» текен сăмахсем илтĕнеççĕ. Ĕç вĕресе çеç тăрать. Çакăн пек чухне чăрмантарма та аван мар, паллах, анчах ушкăн администраторĕнчен пĕринпе, Алина Румянцевăпа, калаçу пуçартăмăр. — Пирĕн ушкăнра 7 администратор: Андрей Румянцев, Павел Еливанов, Алексей Голубев, Олег Плешков, Надежда Алеева, Ольга Кувшинова тата эпĕ. Кашнийĕн хăйĕн ĕçĕ пур. Арçынсем япаласем тупассишĕн, вырăна çитерессишĕн яваплă. Андрей Герольдович, Павел Владимирович, Алексей Геннадьевич вара салтаксем патне машинăпа çӳреççĕ. Ентешсем ыйтакан япаласем пурте пирĕн тăрăхра çук, хăшне-пĕрне Шупашкартан илсе килме тивет. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан Данил Артемьевăн тетĕшĕ Дима хулара вĕсене тупса округа çитерме тăрăшать. Олег Васильевич кĕтсе илсе управ пунктне илсе килет. Ольга Николаевна маскировка сечĕсем валли сеткăсем, материалсем тупать. Надежда Владимировна финанс пайне — кам мĕн чухлĕ укçа куçарнине, пухăннине — йĕркелесе пырать. Эпĕ вара текстсем çырса, видеосем ӳкерсе ушкăна лартатăп, арçынсемпе пĕрле салтаксем патне те çитме тăрăшатăп, — терĕ Алина Владимировна. Сăмах май, вăл темиçе хутчен те аякри çул çӳреве тухнă. «СВОи Батыревский район» ушкăна йĕркелесси пирки чи малтан Ольга Кувшинова тата Надежда Алеева сăмах пуçарнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи волонтерсен пĕр ушкăнне салтаксен ыйтăвĕсене тивĕçтерме çăмăлах маррине шута илсе вара тепре туса хунă. Сăмах май, Ольга Николаевнăн ывăлĕ, Надежда Владимировнăн йыснăшĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. — Ушкăна йĕркеленĕ чухнех пĕр-пĕринпе калаçса татăлтăмăр — пулăшу ыйтакан пĕр салтака та хирĕçлеместпĕр. Анчах пĕр услови пур: çар çыннин те, унăн тăванĕсен те ушкăнра пулмалла. Пирĕн ушкăнра хальхи вăхăтра 40-е яхăн салтак. Хаклă япаласем туянса памалла чухне, шел пулин те, черете тăратма тивет. Нумаях пулмасть Патăрьелти Паша Музяков валли, унăн «Музыкант» позывной, пĕрлехи вăйпа усилитель илсе патăмăр. Кивĕ Катекри Артем Кузнецова дронлă пулма пулăшрăмăр. Çак ялти «Крот» позывнойпа çӳрекен Лев Самойлов унчченех автомашина ыйтнăччĕ. Унăн ыйтăвне пурнăçлама та хатĕрленнĕччĕ, шăп çав вăхăтра вăл аманчĕ. Çĕнĕ çул хыççăн тепĕр хут пухма пикенесшĕн. Укçа шута юратать. Çавна май пысăк япаласем илнĕ чухне пирĕнпе пĕрлех тăванĕсем те мĕн чухлĕ нухрат пухăннине сăнаса, пĕлсе тăраççĕ, — терĕ Алина Румянцева. Чи кирли — вăхăтлă пулăшу Волонтерсен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Çынран укçа ыйтасси хăех мĕне тăрать! Çав вăхăтра социаллă сетьсенче чĕрере иккĕленӳ çуратакан тĕрлĕрен видео сараççĕ. Нумаях пулмасть çеç Чулхулара маскировка сечĕсене укçалла сутнине, вĕсен ăшĕнчен ачасем салтаксем валли çырнă çырусем тухса ӳкнине кăтартнăччĕ. Тĕрлĕ шухăшлă, таса мар чунлă çынсем те пур ахăртнех. Алăри пӳрнесем те пĕр тан мар вĕт. Патăрьел муниципалитет округĕнчи ыр кăмăллăх ушкăнĕсенче тăракансем пирки пĕр япăх сăмах та калас килмест. Вĕсем чăннипех те кашни салтака пулăшма, ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшаççĕ. — Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли пухакан укçаран пĕр пус та хамăра илсе курман. Тĕрĕссипе, паян мана çĕнĕ кĕпе те, сумка та, ăçта та пулин канма каясси те кăсăклантармасть. Мирлĕ тӳпешĕн кĕрешекенсене май пур таран ытларах пулăшас килет. Вăхăтра çитернĕ пулăшу мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлине эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр. Пирĕншĕн кашни салтак çывăх, хаклă. Эпир талăкра 24 сехет вĕсемпе çыхăну тытатпăр. Хăшĕ те пулин час çырмасан е телеграм-канала чылай вăхăт кĕмесен шырама пикенетпĕр. Пĕрле службăра тăраканнисенчен ыйтатпăр, çар чаçĕн командирĕсем патне тухатпăр. Пĕр вăхăт Сăкăтра çуралса ӳснĕ, «Старый» позывнойпа çӳрекен Андрей Каруковран сас-хура пулмарĕ. Мăшăрĕ çав вăхăтра епле чăтрĕ-ши? Ăна Курскри волонтерсем урлă шыраса тупрăмăр. Салтаксем ыйтакан заявкăсене пурнăçлассишĕн, вĕсене вырăна çитерессишĕн чунчĕререн тăрăшатпăр. Çанталăк сивĕтнĕ май ачасем матрассем ыйтрĕç. Хĕл валли халь вĕсем позицисем тунă, çывăрмалли михĕре выртса канаççĕ. Тăпраран сивĕ çапать, матрас пулсан пĕрех ăшăрах-çке. Муркаш округĕнчи «Лесная сказка» санатори тĕп тухтăрĕ Ирина Волкова пирĕн ыйтăва татма пулăшрĕ. Çакăншăн еплерех савăнтăмăр! — пĕлтерчĕ Алина Владимировна. Адреспа парса янă, заявкăпа ыйтнă япаласем салтаксем патнех çитнине çирĕплетме «СВОи Батыревский район» ушкăнра видеосем, сăн ӳкерчĕксем пур. Пысăк автомашинăпа малти линиех кĕме çук. Çитменнине, дрон-камикадзесем вĕçсе, йĕрлесех çӳреççĕ. Инкек курасси те часах. Волонтерсене салтаксем ăçта кĕме юранипе юраманнине калаççĕ, маршрут палăртаççĕ. Çавăнпа та кучченеçсене, кирлĕ япаласене хăшне-пĕрне алăранах параççĕ, теприсене ытти салтак урлă çитереççĕ. Каярах пурте видео-фотоотчет тăваççĕ. Чăваш шăрттанне вара пур наци çынни те кăмăлтанах тутанать иккен. Çакна çирĕплетекен видео та пур. Ăна курнă май чунра ăшă туйăм çуралчĕ. <...>
Ольга ПАВЛОВА.
♦ ♦ ♦
«Вăл пирĕншĕн – чи лайăх ертуçĕ»
Виктор Петров Шупашкар округĕнчи Мăштавăшпа Шăнкас ялĕсен халăхне пĕр чăмăра пухса тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе явать, чылай ĕç пурнăçлать. Вăл — асăннă ялсен старости. Виктор Геннадьевичпа паянхи ял пурнăçĕ çинчен калаçрăмăр.
«Эскизне хамах хатĕрлерĕм»
— Ялта тĕрлĕ çын пурăнать. Кашнийĕн хăйĕн шухăш-кăмăлĕ, тавра курăмĕ. Виктор Геннадьевич, икĕ ялпа ĕçлеме çăмăлах мар-тăр?
— Чăн та, çăмăлах мар. Хамăр ял çыннисем, Мăштавăшсем, мана ăнланма пуçларĕç. Шăнкассемшĕн эпĕ — çĕнĕ староста. Çапах та ерипен пĕр-пĕрне хăнăхса пыратпăр. Масара тирпейлеме тухмашкăн чĕнсе чата çырса ятăм. Тĕлĕнтĕм: кӳршĕ ялтан 20-30 çын тухрĕ. Мăштавăшсем те сăваплă çак ĕçе çавăн чухлех хутшăнчĕç. Пирĕн икĕ ял валли — пĕр масар. Çапла вара килĕштерсе, кăмăллăн ĕçлерĕмĕр. Çавна май икĕ ял çыннисене те тав тăвас килет манăн.
— Староста ĕçне епле пуçăнтăр? Халăх хăй суйларĕ-и?
— 2010 çулта хамăр ялта Уйăп Мишшин музейне йĕркелерĕмĕр. Ун чухне староста тивĕçне Виталий Ананьев пурнăçлатчĕ. Паллах, çурта хăпартма ял халăхĕпе пĕрле хам та хутшăннă-ха. Пĕррехинче Виталий Михайлович: «Мана кăштах пулăшаймастăн-ши?» — терĕ. «Мĕн пулчĕ?» — кăсăклантăм эпĕ. «Çурт тăрри юхтарать-ха», — пăшăрханарах калаçрĕ вăл. Виталий Михайлович хăйĕн пӳрчĕ тăррине юсама пикеннĕ пулĕ тесе шухăшларăм тӳрех. «Мĕн кирлĕ? Шифер-и?» — каллех интереслентĕм. «Çук-ха, музей тăррине юсамалла», — пулчĕ хурав. Эпĕ хирĕçлемерĕм, музее çул тытрăмăр. Çитрĕмĕр те — тĕлĕнтĕм: ни маччи, ни урайĕ çук темелле. «Çын ырă ĕç тума пуçланă, эппин, пулăшмалла, ĕçе малалла тăсмалла», — шухăшларăм хампа хам. Çапла майпа ĕçе тытăнтăмăр. Каярахпа ял çыннисем те хутшăнчĕç. Музее йĕркене кĕртнĕ хыççăн витринăсем те тупма май килчĕ. Паянхи кун музей ĕçлет. Унта шкул ачисем те, студентсем те килеççĕ. Хамăр тăрăхран çеç мар, кӳршĕ округран та. Сăмах май, Уйăп Мишши ячĕпе музей таврашĕнче асăну хăми те уçнăччĕ. Ял-йыш мана старостăна суйласан поэта асăнса палăк лартма шут тытрăм. 2018 çулта ял халăхĕпе çак ĕçе пурнăçларăмăр. Çавна май Уйăп Мишшин тăванĕсене, наци телекуравне чĕнтĕмĕр. Çав çул эпир ял уявне пуçласа ирттертĕмĕр. Ăна асра юлмалла йĕркелерĕмĕр. Мăштавăшра халĕ 117 кил. Ытларахăшĕ çуллахи вăхăтра ялта пурăнать, хĕл каçма хулана каять. Çакнашкал мероприятисем ирттерме вара чылайăшĕ хутшăнать. Сăваплă çак ĕçе ентешсем таврари ялсенчен те килсе курчĕç ун чухне. Пĕри те тепри хăйсен паллă çыннисене асра хăварас тĕллевпе палăксем уçма шут тытрĕç. Акă Апашри ветерансен канашĕн ертӳçи Мария Иванова Паçпакра çуралса ӳснĕ Борис Алексеев артиста халалласа палăк лартма сĕнӳ пачĕ. Эпĕ эскизне туса хатĕрлерĕм, халăха унпа паллаштартăм. Ун хыççăн саккас патăмăр. Палăк йĕри-таврашне те брусчатка сарса тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Ял халăхĕ питĕ тăрăшса ĕçлерĕ. 2022 çулта Паçпак ял уявне палăртнă чухне Борис Алексеев палăкне уçрăмăр. Иртнĕ çул Толиккасси ялĕнче Георгий Орлов çыравçăн палăкĕ çĕкленчĕ. Каллех ял-йыш тăрăшнипе пурнăçланчĕ ку ĕç. Уява Георгий Федоровичăн тăванĕсене те чĕнтĕмĕр. Ырă, ăшă сăмахпа тав турĕç вĕсем пире.
Букварь авторне — палăк
— Ял старостин тĕрлĕ енлĕ пултаруллă пулмалла иккен…
— Çапла, ĕçленисĕр пуçне эпĕ Шăнкасри культура çурчĕ çумĕнчи «Шур акăш» ушкăна та çӳретĕп. Тепĕр чухне куракансене кăлтăрмачшоу кăтартатăп. Уявсене икĕ ялпа пĕрле ирттеретпĕр. Пирĕн ырă йăла пур: ватă çынсене юбилей ячĕпе саламлама çӳретпĕр. Вĕсем питĕ савăнаççĕ. Акă Платка ялĕнче пурăнакан Анастасия Михайловăна 100 çулхи юбилейпе саламлама кайрăмăр. Вăл — Кесарий Михайловичăн мăшăрĕ. Кесарий Михайлов вара — букварь авторĕ. Унсăр пуçне вăл манăн пĕрремĕш учитель шутланать. Юбилей вăхăтĕнче юратнă вĕрентекене чысласа палăк лартас шухăш çуралчĕ. Унпа Платка халăхне паллаштартăм, хам та пулăшма шантартăм. Никам та хирĕç пулмарĕ. Çапла вара иртнĕ çул Кесарий Михайловичăн палăкне уçрăмăр. Асăннă палăксене пĕтĕмпех ял халăхĕн укçи-тенкипе турăмăр. Паллах, хам та пулăшрăм. Регион Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕр çулхине ял тăрăхĕсене пулăшса 100-шер пин тенкĕ уйăрчĕ. Эпир унпа ача-пăча лапамĕ валли тĕрлĕ инвентарь туянтăмăр. Вĕсене Мăштавăшра вырнаçтариччен вара чылай тăрăшма тиврĕ. Çырмаллă вырăна тикĕслеме экскаватор, машинăсем тара тытса ĕçлерĕмĕр. 2021 çулта ача-пăча лапамне уçрăмăр.
— «Пуçаруллă бюджет» программăпа халиччен мĕн тума май килчĕ?
— Мăштавăшра та, Шăнкасра та çул тунă, унсăр пуçне пушар гидранчĕ те. Урамсенче çутă йĕркеленĕ, масар çуртне хăпартнă. Укçатенкĕ çитсе пыманран Мăштавăшра çул-йĕре çулталăкрах туса пĕтереймерĕмĕр: малтан вак чул хутăмăр, тепĕр çул асфальт сартăмăр. Çавăн пекех кăçал пĕр çăл куçа юсарăмăр, Çырма урамĕнче шыв пăрăхĕ хутăмăр, шыв башнине те тĕпрен юсама тиврĕ. Çăл куçа хамăр пуçарупа «пурнăç патăмăр». Ăна бетон кăшăлсем ярса хăтлăлатрăмăр. Пирĕн вĕсем — виççĕ. Çитес çулсенче ыттисене те юсăпăр.
— 2025 çулхи тĕллевсемпе паллаштарăр-ха.
— Каларăм ĕнтĕ, çăл куçсемпе ĕçлемелле. Унсăр пуçне ялсене тирпей-илем кĕртме тăрăшатпăр. Пĕвене йĕркене кĕртесшĕн. СВОна хутшăнакан салтаксене халалласа Апаш ялĕнче палăк лартасшăн, ытти палăка та юсаса, тирпей-илем кĕртесшĕн. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...