Комментари хушас

19 Раштав, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 49 (1379) № 19.12.2024

«Класа кĕнĕ чухне сцена çине тухнăн туяттăм»

— Эпĕ вăрçă кĕрленĕ вăхăтра 1942 çулта Канаш районĕнчи Уçырма ялĕнче çуралнă. Пурнăç йывăрланса çитсен аннепе Фекла Кузьминичнăпа атте Илья Семенович Мурманск хулине тухса кайнă. Мана, çулталăк çурă тултарнăскере, хăварман ĕнтĕ. Апат-çимĕç енчен кансĕр пулнă ун чухне. Эпир асаннесем патĕнче пурăннă. Унта тата аттен шăллĕ, йăмăкĕ пулнă. Пӳрчĕ пĕчĕк. 1944 çулхи çу уйăхĕнче эпир ялтан тухса кайнă. Ун чухне тепĕр тăватă çемье пĕрле пынă. Аттене куçĕ япăх курнăран ăна фронта илмен. Вăл броньпа юлнă. Мурманска çитсен аттепе анне хулана çĕнĕрен çĕклес ĕçре тар тăкнă, — пуçарчĕ калаçăва тивĕçлĕ канури Римма Викторова.

Чутах путман

— Вăрçа пула унта йăлтах ишсеватса пĕтернĕ. «Мĕнле çитрĕмĕр хулана, пирĕн ентешсем эй, чупаççĕ лавккана. Унта тем пур. Анчах апат- çимĕçе тăшмансем йăлтах бензин, краççын сапнă. Хăшĕсем пĕрех çирĕç, выçă пулнă-ха та. Çапла наркăмăшланса çемйисемпех пурнăçран уйрăлчĕç вĕт», — каласа кăтартатчĕ анне. Вăхăт иртнĕ май ялтан атте пирки элеклесе çăхав çырса янă. Çурла уйăхĕнче ăна арестленĕ те Çĕпĕр еннелле ăсатнă. Атте унта нумай пурăнайман, ăна халăх тăшманĕ тесе персе вĕлернĕ. «Хĕветле, çак хĕрачана тем тесен те яла илсе çитер», — тенĕ вăл аннене пирĕнпе сыв пуллашнă чухне. Анне хутла пĕлмен, алă пусма çеç пĕлнĕ, — сăмахне малалла тăсрĕ вăрçă ачи. — Унти пурнăçа кăштах астăватăп. Анне ĕçре чухне ялти пĕр çемьен аслă ывăлĕ Миша мана астунă. Вăл урама тухса чупнă, арçын ачан манпа, пĕчĕкскерпе, ларас килмен ĕнтĕ. Пĕр самант халĕ те асра: мана чашăкпа апат лартса панă. Эпĕ ăна икĕ алăпа сăптăратăп. «Кушать хочу! Кушать хочу! Хлеба нету!» — кăшкăратăп хам, йĕретĕп. Кăмака хыçĕнче тем пысăкăш йĕкехӳресем чупатчĕç. Вĕсенчен хăраса çари! те çари! çухăраттăм. Пĕррехинче эпĕ урамри туалет шăтăкне анса кайрăм. Ура шуса кайнă та… Чутах путса вилмен. Юрать, анне мана туртса кăларнă. Çак инкек хыççăн хăрах хăлха илтми пулчĕ. 1947 çулта яла кайрăмăр, пуйăспа çула тухрăмăр. Пĕр станцире анне шыв илме анчĕ, анчах вăл çитиччен пуйăс тапранчĕ… Анне тепĕр станцире хăваласа çитрĕ мана, ăна милиционерсем пулăшнă. Вакуна кĕнĕ те пĕр вырăнта шак хытнă вăл: унти ĕçме-çимене йăлтах вăрланă иккен. Çул тăршшĕпе ыйткалама тивнĕ. Ял вĕçне çитрĕмĕр те тăратпăр çапла. «Ăçталла каяс — тăван киле-ши е хуняма патне-и? Эй, качча кайнă килех утам-ха терĕм», — каласа кăтартатчĕ кайран анне. Эпĕ ун чухне чăвашла пĕлмен. Йăран çинчи кишĕре çăлса кăларнă та: «Морковь маленькая!» — тесе кăшкăрнă тет. Пӳ-сипе тантăшсенчен чылай пĕчĕкрех пулин те аптăраман эпĕ: 4-мĕш класра чухнех ĕне сума вĕрентĕм, урай сĕртĕм, ĕне те сунă, сĕтне сутнă, пĕчĕк çавапа пăрçа çулма каяттăм колхоза. Кайран 6-мĕш класа çитсен каникулта кирпĕч заводĕнче ĕçлерĕм. Кĕнекететрадь туянма укçа кирлĕ пулнă. Шкулта 7-мĕш класчен вĕрентĕм. Пичче авлансан çуртра хĕсĕнме пуçларăмăр. Çавна май аннепе кукамай килне кайрăмăр. Унта тата тытамакпа чирлĕ аппа пурăнатчĕ. Эпĕ педучилищĕне вĕренме кĕресшĕнччĕ, анчах йĕркеллĕ тум пулманран палăртнине пурнăçлаймарăм. Çĕпĕре укçа ĕçлесе илме тесе кайрăм. Унта вара епле тертленнĕ! Сухăр витри йăта-йăта ура ыратакан пулчĕ. Çулталăкран таврăнсан хамăн шалупа çи-пуç туянтăм, педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Професси илсен вăтам шкула ĕçлеме ярасшăнччĕ мана — хирĕçлерĕм. Аннепе аппана епле пăрахса каям-ха? Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Октябрьски шкулĕнче çулталăк ĕçленĕ хыççăн Канаш районĕнчи Сухайкассине куçрăм, хыççăн — тăван яла. Вара пурнăç тăршшĕпе унта тăрăшса ĕçлерĕм. «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ», «Çулталăк вĕрентекенĕ» ятсемпе те чысларĕç. 37 çул ачасене пĕлӳ патăм. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


«Интернат тăван кил пекех çывăх»

Оксана Гайнулина [Золотова] — ачаранах иккĕмĕш ушкăнри инвалид. Вăрнар поселокĕнче çуралса ӳснĕскер вунă çул ытла Кӳкеçри ватăсемпе сусăрсен интернат çуртĕнче пурăнать.

«Пичче Сергей пулăшнипе 6 çулта чухне çеç утма вĕреннĕ эпĕ, — пуçларĕ калаçăва Оксана Борисовна. — Вăл çар хĕсметне кайсан аннепе пĕрле урама уçăлма тухаттăмăр, пӳлĕмре утса çӳреттĕмĕр. Эпĕ «ура туяннишĕн» çывăх çыннăм питĕ савăнатчĕ. Пĕррехинче вăл ман пирки пичче патне çыру çырнă. Лешĕ питĕ хĕпĕртесе: «Оксана утма пуçлани мана та хавхалантарчĕ. Ку пулăма пĕтĕм ротипех палăртрăмăр», — тенĕ. Пичче мана 6 çултах вулама та вĕрентнĕ. Çакăншăн ăна тав тăватăп. Халĕ библиотекăран пĕрмаях кĕнеке илсе вулатăп». Шел те, пиччĕшĕн кун-çулĕ кĕске пулнине пĕлтерчĕ хĕрарăм. «Хуйхă пĕччен çӳремест» тенешкел ун хыççăн амăшĕ те нумаях пурăнайман, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Йывăç çуртра кăмака хутса пурăнма пултарайман хĕр. Çитменнине, шыв та самай аякран йăтмалла пулнă. Малтанхи вăхăтра кӳршĕсем илсе килсе панă ăна. Çакнашкал пурнăç сусăршăн хĕн пулнине ăнланнă вăл. Çавăнпах районти социаллă хӳтлĕх пайĕнчен пулăшу ыйтнă. Тĕрлĕ документ пуçтарма ăна виççĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Володя та пулăшнă. Çапла майпа Оксана Кӳкеçри ватăсемпе сусăрсен интернат çуртне лекнĕ. Кунтах пулас мăшăрĕпе Николай Гайнулинпа паллашнă. Вăл Куславкка тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. 2011 çулта ЗАГСра çырăннă хыççăн интернат ертӳçисем çамрăк мăшăра ятарлă пӳлĕм уйăрса панă. Оксанăпа Николай сакăр çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннă. Шел те, 2019 çулта Николай Равилович йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă. «Паллах, упăшкана манаймастăп, час-часах аса илетĕп ăна», — тет хĕрарăм. Утма йывăр пулсан та интернатра йĕркелекен мероприятисене пурне те хутшăнать Оксана Борисовна. Ахальтен мар ăна учрежденин тĕп корпусĕн иккĕмĕш хучĕн старостине çирĕплетнĕ. Кунта вăл йĕркелĕхе, пӳлĕмсенчи тирпейлĕхе сăнаса тăрать. Нумаях пулмасть вара интернатри инвалидсен обществин ертӳçин ĕçне те шанса панă ăна. Ку тивĕçе тӳрре кăларма тăрăшнине палăртрĕ Оксана Гайнулина. Çакна та каламалла: «Демографи» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май асăннă учреждени ĕçченĕсем ватăсемпе сусăрсене часчасах тĕрлĕ курава, концерт-спектакльсене, музейсене илсе çӳреççĕ. Çавна май вĕсем пĕр-пĕринпе туслашаççĕ, тавра курăма аталантараççĕ. Администраци вара машинăпа яланах тивĕçтерме тăрăшать. Интернатра пур енлĕн аталанма условисем çителĕклине палăртрĕ Оксана Борисовна. Сăмахран, сĕтел çи вăййи çеç темиçе тĕрлĕ. Унсăр пуçне шашка вăййи те аталаннă. Оксана хăй те кăмăллать ăна. Ахальтен мар вăл ку тĕлĕшпе яланах малтисен шутĕнче. Хăй каланă тăрăх, шашкăлла выляса виçĕ çул çĕнтерӳçĕ пулнă. «Кунта тунсăхласа, пăшăрханса ларма вăхăт çук, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Е спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ, е пĕр-пĕр мероприятие хатĕрленмелле, е маскировка тетелĕ çыхмалла. Пилĕк арçын тата эпĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хӳтĕлев хатĕрĕсем çулталăк ытла хатĕрлетпĕр. Çавăн пекех эпир çар çыннисем патне çырусем те çыратпăр. Вĕсем килĕсене ырă-сывă таврăнччăрах». Шупашкар округĕнчи Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ интернат ĕçченĕсене тата унта пурăнакансене материалпа тивĕçтерет. Хастарсем чи малтан маскировка тетелĕ çыхас тĕлĕшпе вырăнта ăсталăх класĕ ирттернĕ. Паянхи куна 40-е яхăн çыхнă ăна кунта. Хатĕррисене вырăнти Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ илсе каять, салтаксем патне ăсатать. Сăмах май, Пĕтĕм тĕнчери сусăрсен кунĕнче маскировка тетелĕ çыхакансене Шупашкар округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов Тав хучĕпе чысланă, вĕсен йышĕнче Оксана Гайнулина та пур. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Пĕчченлĕхе туймастăп»

— Ман мăн асатте Пилеш Лекçейĕ, ман асатте — Пилеш Ваççи, ман атте — Пилеш Кулийĕ, ун хĕрĕ, эп — Пилеш Тани, — сăвăлла йĕркесенчен пуçларĕ сăмах çăмхине сӳтме Шупашкарта кун кунлакан Татьяна Иванова. Чылайăшĕ ăна Пилеш Тани ятпа паллани те вăрттăнлăх мар. Хăй хайланă сăвви-калавĕсенче шăпах çак ята палăртать вăл. Поэтесса хăйĕн йăх-несĕлĕсене хисеплесе çавăн пек хăйне евĕрлĕ хушма ят илнĕ-мĕн.

Çĕр улмине калушпа улăштарнă

Алла хутпа ручка тытасси Татьяна Николаевнăшăн — ачаранах пыракан йăла. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл сăвăсемпе калавсем çырма пуçăннă, аслăрах классенче вĕсем «Тантăш» хаçатра кун çути курнă. Каярахпа хастар хĕр хăй çуралса çитĕннĕ Шăмăршă районĕн хаçачĕпе çыхăну тытнă, вунă çул халăх корреспонденчĕ пулса тăван, Пăчăрлă Пашьел ялĕн хыпарĕсене пĕлтерсе тăнă. Малашне тен, пурнăçне журналист ĕçĕпе те çыхăнтарĕччĕ-и? Çапах саманана тата лару-тăрăва пула пикен урăх çул суйлама тивнĕ. — Ялти шкулпа сыв пуллашсан куçăмсăр майпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче журналист тата вĕрентекен профессийĕсене алла илтĕм. Çав вăхăтрах ялти пĕлӳ çуртĕнче ачасене чăваш чĕлхипе литература тĕнчипе паллаштартăм. Анне Нина Петровна культура çуртĕнче тăрăшатчĕ, эпĕ те унпа пĕрле ĕçлерĕм. Тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ, хам вĕрентекен яшсемпе хĕрсене явăçтарса тăван культурăпа тĕплĕнрех паллаштарнă. Пурнăç таппи çапла ыйтнă ун чухне, таçта та ĕлкĕрнĕ, — калаçрĕ пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнă Татьяна Николаевна. — Çав вăхăтрах Шупашкарти коопераци институтĕнче компьютер курсĕсем витĕр тухрăм. Район хаçатне ĕçлеме чĕнсен килĕшмерĕм, шкултах юлтăм. Курссем вĕçленсен тĕп хулана çул тытрăм, шкулта ачасене тăван чĕлхене ăса хывма пулăшрăм. Ун чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, çăмăл марччĕ. Чылай çĕрте шалу тӳлеместчĕç, укçа вырăнне пĕр-пĕр япала е апат-çимĕç паратчĕç. Атте-анне çĕр улми сутатчĕ те ăна калушпа, кĕпе-йĕм çумалли порошокпа улăштаратчĕ. Тепĕр чухне арпус тиенĕ фурăсем килетчĕç — ăна «иккĕмĕш çăкăрпа» улăштаратчĕç. Çыннăн пурăнмалла пулнă-çке-ха, ача-пăчана тăрантармалла… Пăтрануллă тапхăрччĕ. Эпир, ачасем, çулла йĕтем çинче, хăмла плантацийĕсенче ĕçлесе пăртак укçа тăваттăмăр, унпа анне çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне япаласем туянса паратчĕ. Самани Татьяна Николаевнăна хăех вĕрентӳ çулĕ çине тăратнă. Куншăн паянхи кун та хĕпĕртет вĕрентекен: çак ĕçре хăйне тупнă- çке вăл. Телей тупма — хулана Хĕр пĕр иккĕленмесĕрех Шупашкара тухса кайнă. Ун чухне шăпах Хула кунĕ пулнă. Ĕç вырăнĕ тупнăтупнах Таня. Кунта унччен те сессие, курссене килсе çӳренĕрен хула урамĕсем ял хĕрачишĕн ют пулман. Малтанхи вăхăтра вăл амăшĕн тусĕ патĕнче пурăннă, каярахпа çывăх çыннисем пӳлĕм туянса панă. Хĕре ăннă — вăл пĕр шкула чăваш чĕлхипе литература вĕрентме вырнаçнă. Нумай-и, сахал-и вăхăт иртнĕ — амăшĕ Татьянăна яла таврăнма ыйтнă. Унта та педагогсем кирлĕ пулнă. Хĕр итленĕ, таврăннă. Анчах чунĕ хуланаллах туртнăран виçĕ çултан каллех чăматан пуçтарса вокзала çул тытнă. Хĕрарăм иртнĕ самантсене йăл кулса аса илчĕ: — Хулана хамăн телее тупма, пулас мăшăра тĕл пуласса шансах кайрăм-тăр, — шӳтлерĕ вăл. — Мĕн тетĕр? Чăнах та тупрăм вĕт! Хĕр тус пĕр каччăпа паллаштарчĕ те… хутшăнма пуçларăмăр. Унăн пурăнмалли вырăн çукчĕ ун чухне, çавна май хамăн пӳлĕме кĕртрĕм. Савни хапха умне килчĕ темелле. Васьăпа пĕр-пĕрне килĕштерсе вун виçĕ çул пурăнтăмăр, хĕр пĕрчине Катьăна пурнăç парнелерĕмĕр. Шел, мăшăр йывăр чире çĕнеймерĕ, çамрăкла çĕре кĕчĕ. Юрать, хĕрĕм пур. Вăл кадет шкулĕнче вун пĕрмĕш класра ăс пухать. Малашнехи пурнăçне йĕрке хуралĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленет. Çулсеренех Самарăра иртекен Çĕнтерӳ парадне хутшăнать. Мăшăра сивĕ тăпрапа хупласан та алă усма тăрăшмарăм. Юратнă ĕçпе хĕр пĕрчийĕм хавхалану параççĕ. Тăван яла тăтăшрах çӳреме тăрăшатăп. Халĕ анне кăна пурăнать, атте пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Вĕсем пире, виçĕ хĕрне /эпĕ асли/ тĕрĕс воспитани панă. Çывăх çыннăмсемпе мухтанатăп, вĕсем манран тĕнчене юрăхлă çын тунă. Яла кайсан вара хулана пачах урăх шухăшкăмăлпа таврăнатăн — улшăнатăн, çĕнелетĕн. Тăван тăрăх хăйне майлă хăват парать, — чунне уçрĕ поэт чунĕллĕ вĕрентекен. Хальхи вăхăтра Татьяна Николаевна — кĕçĕн классен вĕрентекенĕ, çывăх тусĕ. Пур ӳсĕмри ачапа та пĕр чĕлхе тупма пултарать опытлăскер. Алă усма, кичемленме пачах та вăхăт çук унăн. Уроксем, мероприятисем, кружоксем… Киле педагог каçхи сакăр сехетсенче кăна çитет. Пĕр енчен ку аван-ха, тунсăхлама, хуйхăрма май çук. Çапах та пĕччен йывăçа çил те лăскать теççĕ. Татьяна Николаевнăн тепĕр хут çĕнĕрен çемье çавăрма кăмăл пур-ши вара?

— Килĕшекен, чуна çывăх çынна тĕл пулсан çемье чăмăртама хирĕç мар эпĕ, — хуравларĕ ыйтăва 48 çултискер. — Пурнăç ĕçрех иртет темелле. Телей хăш вăхăтра килессе калама çук. Хăшĕ-пĕри ăна ватлăхра та тупать. Эпĕ пĕчченлĕхе туймастăп. Икĕ класа вĕрентнисĕр пуçне тĕрлĕ олимпиадăна, конкурссене хутшăнатпăр. Юхма Мишши çыравçă ертсе пыракан писательсен союзĕн мероприятийĕсенчен юлмастăп. Унта 2014 çултанпа тăратăп. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Сусăрланса калаçайми пулсан та...

Николаевсен çемйи — амăшĕпе Татьянăпа хĕрĕ Даша — хула варринчи кивĕ «хрущевкăра» кун кунлать. Кĕр тата хĕл кунĕсенче ку çурт уйрăмах салху, сӳрĕк курăнать, кирпĕчĕсем шăрт тейĕн, тăрри вара çил çинче пĕтĕм тĕнчене тарăхнăн йăнлать. Хĕрне пĕччен çитĕнтерекен амăшĕн кун каçипех ĕçре вăй хума тивнĕ, каçхине те килте тăман, хушма ĕçе васканă. Йывăрлăхсене пăхмасăр Николаевсен килĕнче юратупа ăшăлăх хуçаланаççĕ, кун пекки тепĕр чаплă çуртра та çук.

Вĕсен пурнăçĕ яланах кун пек пулман. Даша астăвасса — амăшĕн сывлăхĕ яланах хавшанă, ăна чир нушалантарнă. Анчах вăл ӳпкелешмен. Ара, камах ӳпкелешĕн? Дашăн ашшĕпе амăшĕ пĕрлешмесĕр пурăннă, арçын эрех-сăрапа иртĕхнĕрен Татьяна унран уйрăлнă. Тепĕр чухне хĕрарăм ăна хăйĕн ахаль те пĕчĕк шалăвне катса кăш-каш кивçен укçа паркаланă… Ара, ачин ашшĕ-çке-ха. Хĕрхеннĕ. Ырă чĕреллĕскер кашни чĕрĕ чуна шеллет. Çавăнпах вĕсен килĕнче сакăр кушак хӳтлĕх тупнă. Пĕррехинче Даша ыйхă витĕр амăшĕн пӳлĕмĕнче палламан çынсем калаçнине илтнĕ. Вĕсен сассисем шăппăн, анчах çирĕппĕн янăранă. Хĕрачан ăшă утиял ытамĕнчен уйрăлас килмен — тен, сасăсем тĕлленнĕ çеç? Амăшне вара çав каç больницăна илсе кайнă. Вăл хĕрне СМС çырса янă: вăхăтлăха хăйĕн аппăшĕ Светлана патĕнче пурăнма ыйтнă. Çывăх çынни часах таврăнайман. Даша Света аппăшĕпе кун кунланă. Амăшĕ килне пачах урăх çын пулса çитнĕ больницăран: вăл аран утайнă, хăй тĕллĕн тумланайман тата… калаçайман. Татьяна сусăр пулса тăнă. Çулталăк ытла Николаевсене тăванĕсем, юлташĕсем, кӳршисем пулăшнă. Дашăн ашшĕ пĕрре те килмен. Хĕрачан амăшне ăнланма, тумлантарма, пăхма хăнăхма тивнĕ. — Сас паллисене уйрăммăн каласа вĕсенчен сăмах тума вĕрентĕмĕр, анчах аннен чĕлхи уçăлмарĕ, — кулянать Даша. Халĕ Татьяна «çук» сăмаха, тата хĕрĕн ятне çеç калаять. Кунсăр пуçне Дашăна çапла калама мехел çитерет: «Эпĕ сана юрататăп». Çакна тума мĕн тери йывăр пулĕ ăна. — Эпĕ сухан турама та пĕлместĕм вĕт, — сăмахне малалла тăсать пике. — Кухньăра анне сулахай аллипе кăтартатчĕ, эпĕ вара сухан, кишĕр ваклаттăм. Купăста турама вара халĕ те юратмастăп, тирпейлĕ пулмасть вăл. Пĕверпе те çаплах, кăштах шăнтнине касма меллĕрех. Çурма фабрикат час-часах туянатпăр, хăш чухне аннепе фаршран хамăрах катлет тăватпăр. Халĕ эпĕ борщ та пĕçерме пĕлетĕп! Нумаях пулмасть Николаевсем патне социаллă ĕçченсем пырса кĕнĕ. — Мана тӳрех ача çуртне ăсатасшăнччĕ. Анчах эпĕ аннене пăрахса каймастăп терĕм, — аса илет хĕр. — Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Опека органĕсенчи хĕрарăм специалистсем амăшне те, хĕрне те хĕрхеннĕ. Анчах епле-ха пĕрле пурăнĕç вĕсем? Хĕрачи пĕчĕк вĕт-ха. Тепĕр тесен, ача çуртĕнче ырри кĕтĕ-им ăна? Татьянăн çывăх юлташĕ, унти пурнăçа тутанса курнăскер, нумай шухăшламан — Дашăна опекăна илнĕ. — Ăçта виççĕ, унта тăваттă та, — тенĕ виçĕ ачаллăскер. Халĕ Николаевсен çемйи кил хуçине тӳлекен пенсипе тата Дашăна хӳтлĕхе илекене паракан укçапа пурăнаççĕ. Ку коммуналлă тăкаксемшĕн тӳлеме, хăйсем тата кушакĕсем валли апат-çимĕç, тум туянмашкăн кăна çитет. Кăçал çулла Даша хăйне опекăна илнĕ амăшĕн тусĕпе пекарньăра ĕçленĕ. Укçа, нумай мар пулин те, илнĕ. — Даша питĕ сăпайлă. Хăй сайра хутра çеç мĕн те пулсан ыйтать, — каласа кăтартать хĕрачан опекунĕ Наталья. — Урăх хулана ăмăртусене каймалла чухне çеç укçа ыйтать вăл. Сăмах май, хĕр каратэпе кăсăкланать, кĕрешӳ ăсталăхне туптать. Амăшĕ куншăн пăшăрханать — каратэ каччăсен спорчĕ-ха та. Дашăна ăна пăрахма та сĕннĕ, анчах пике суйланă çултан пăрăнасшăн мар. <...>

Ольга ПАСТУХОВА, Шупашкарти çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕн пай пуçлăхĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.