Комментари хушас

4 Раштав, 2024

Хресчен сасси 47 (3037) № 04.12.2024

Экологи культурин çулталăкне пĕтĕмлетрĕç

2024 çул Чăваш Республикинче Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăк пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев 2023 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче ятарлă Указ кăларчĕ, çавна майăн Министрсен Кабинечĕ тĕп мероприятисен планне йышăнчĕ: «Чи лайăх эколог», «Чăваш Республикинчи экологи тĕлĕшпе чи яваплă предприяти», «Республикăн муниципаллă организацийĕсенче экологи культурин символĕ пулса тăракан экологи обČекчĕн территорине чи лайăх тирпей-илем кĕртекен» конкурссем, экоуроксем, экотурнирсем, фестивальсем, конференцисем, конкурссем, экскурсисем, олимпиадăсем, слетсемпе субботниксем ирттерме палăртрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Канашра «Экологи» нацпроекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тумалли ĕçсене пăхса тухнă.

Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăка пĕтĕмлетрĕç. Кăçал 2000 ытла экомероприяти ирттернĕ. 2019 çултанпа «Экологи» наци проекчĕ пурнăçланать. Чăваш Республикинче вăрман 632 пин га йышăнать. Ку тĕнчери кăтартусенчен те пысăкрах. Республикăра вăрмана çĕнетес тĕлĕшпе сахал мар вăй хураççĕ. Халĕ çĕнĕрен лартнă хунавсен лаптăкĕ каснă вăрмансенчен ытларах /2019-2024 çулсенче 7,5 пин га çинче çĕнĕрен хунавсем лартнă/. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăнăвĕ тăрăх, 2024 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Сĕнтĕрвăрринче вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекен специалистсене хатĕрлемелли «Вăрман, вăрманпа парк хуçалăхĕ» ятарлă уйрăм уçăлчĕ. Профориентаци тĕлĕшпе сахал мар вăй хураççĕ. Шкул лесничествисен 17 пĕрлештернĕ уйрăмĕ ĕçлет, унта — 300 ытла çын. Республикăн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕксене упрас тĕлĕшпе те, шыв-шур обћекчĕсене таса тытас тĕлĕшпе те сахал мар ĕç туса ирттереççĕ — юхан шыв вăррисене тасатас тĕлĕшпе /Етĕрне тăрăхĕнче Сăр вăррине 800 м тасатнă, çывăх вăхăтра Çĕмĕрле тата Улатăр тăрăхĕсенче тасатма тытăнаççĕ/. Анлă Атăл шывне тасатасси мĕнле-ха? Чылай хуласенче тасатакан сооруженисем кивелнĕ. «Атăла тасатасси» регион проекчĕ тăрăх, Чăваш Енре 2019 çултан пуçласа 2024 çулччен Атăл шывне тасатакан сооруженисемпе 3 хут ытларах ĕç тума палăртнă. Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов хăйĕн докладĕнче çапла каларĕ: «Эпир сирĕнпе çак Экологи культурин тата çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курмалли çулталăкра пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр: коммуналлă хытă каяшсене тирпейлес тĕлĕшпе çĕнĕ инфраструктура йĕркелени, вăрман хуçалăхĕн фондне, уйрăм çут çанталăк территорийĕсемпе шыв ресурсĕсене упраса хăварни, обществăра экологи культурине çĕклени. Эпир çак тематика çулталăкĕнче пурнăçланă ĕçсемпе Раççей экологи рейтингĕнче 7-мĕш вырăн йышăнатпăр. Экологи çулталăкĕнче туса ирттерме йышăннă пĕтĕмĕшле ĕçсен 82% пурнăçларăмăр. Атăл шывне тасатмалли 7 çĕнĕ сооружени туса лартрăмăр. Паллах, чăрмавсемпе те тĕл пултăмăр. Тăвай округĕнчи Соломинка юхан шывĕ çинчи гидротехника сооруженине кăçал тĕпрен юсаса пĕтеретпĕр. РФ Президенчĕ Владимир Путин 2030 çул тĕлне коммуналлă хытă каяшсене пĕтĕмĕшпех сортировка туса пĕтерме, çав шутра пĕрре тăваттăмĕш пайне тепĕр хут усă курма задача лартнă. Эпир ку ыйтупа ĕçлетпĕр, паянхи кун инфраструктура хатĕрлетпĕр. Канаш, Патăрьел, Муркаш округĕсенче ятарлă участоксем палăртнă, производство ĕçĕсем пуçланнă. Канаш муниципаллă округра çÿп-çапа суйламалли сооружени тума пуçланă. Вăрмана упрас тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсене 46% ирттерсе тултартăмăр. 7,5 пин га çинче çĕнĕ вăрман çитĕнет. Юлашки 4 çулта вăрманта пысăк пушар тухма памарăмăр. Пушар сÿнтерекен машинăсем туянма кăçал 4 хут ытларах укçа-тенкĕ уйăрнă. Кăçал лесотехникăна йăлтах çĕнетрĕмĕр. Паян вара пирĕн тĕп тĕллев — вăрманта ĕçлекенсен шутне сыхласа хăварасси». <...>

Людмила САЧКОВА.

♦   ♦   


«Чир-чĕре сарăлма çанталăк пулăшать»

Кăçал уй-хирте мĕнле чир-чĕр тата сиенлĕ хурт-кăпшанкă аталаннине асăрхарăр? Паянхи кун республикăра вăрлăх пахалăхĕ мĕнле шайра? Кĕрхисем хăйсене мĕнле туяççĕ? Çакă тата ытти ыйтусене Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçин çумĕпе, ял хуçалăх наукисен кандидачĕпе Олег Исаевпа сÿтсе явăпăр.

— Олег Николаевич, кăçал тырпул пуссинче мĕнле чир-чĕр тата сиенлĕ хурт-кăпшанкă алхасрĕ?

— Пирĕн специалистсем 432 пин гектар çинче фитомониторинг ирттерчĕç. Пĕрчĕллĕ культурăсен хушшинче ытларах çăнăхлă сывлăм тата кĕрен тутăх чирĕсем сарăлни палăрчĕ. Тĕслĕхрен, çăнăхлă сывлăм — 11 пин гектар çинче, кĕрен тутăх — 6 пин гектар çинче. Çĕр улми çинче альтернари тата фитофтора чирĕсем. «Иккĕмĕш çăкăра» 3 пин гектар çинче тĕрĕслерĕмĕр. Ку шутра — альтернари чирĕ 280 гектар çинче, фитофтора 60 гектар çинче тухрĕ. Чир-чĕре сарăлма ытларах тĕтреллĕ çанталăк, ир-каç сывлăм ÿкни пулăшрĕ. Сиенлĕ хурткăпшанкăсенчен пĕрчĕллĕ культурăсен хушшинче çăкăр хăнкăли — 24 пин гектар çинче, ÿсен-тăран пăрçи — 14 пин гектар çинче, трипс — 27 пин гектар çинче, ÿсен-тăран пыйти — 14 пин гектар çинче тупса палăртрăмăр. Горчицăпа рапс йышши культурăсем çинче купăста кĕви вăйлă сарăлнине асăрхарăмăр. Вăл 6 пин гектар çинче палăрчĕ. Шăмăршă тăрăхĕнче 70 гектар çинче саранча палăрчĕ. Ку, паллах, çанталăкпа, пирĕн тăрăхра темиçе çул çу уйăхĕсем ăшă та типĕ тăнипе, хĕлле шартлама сивĕсем çуккипе çыхăннă. Чир-чĕртен, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран тухăçа сыхласа хăварас тесен ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен тĕрĕсленĕ вăрлăха çеç акмалла, вăрлăхăн репродукци пысăк пулмалла, акас умĕн им-çамламалла. Çавăн пекех пусă çаврăнăшне пăхăнмалла. Чирпе, хурт-кăпшанкăпа, çум курăкпа вăхăтра кĕрешмелле. Апатлантарма та манмалла мар.

— Паянхи кун вăрлăх пахалăхĕ мĕнле шайра?

— Çитес çул çуркунне акса хăварма 48500 тонна вăрлăх кирлĕ. Хальлĕхе 94% тивĕçтернĕ. Вăрлăхсене пирĕн специалистсем 60% тĕрĕсленĕ, 70% — кондицире. Уйрăмах çак ĕçе Патăрьел, Каçал, Вăрмар, Елчĕк, Тăвай округĕсенче аван йĕркеленĕ. Ку тăрăхри тĕрĕсленĕ вăрлăх кондицие тивĕçтерет. Çав хушăра таса мар, çÿп-çаплă тата нÿрĕккисем — 30%.

— Кĕрхи культурăсем хăйсене мĕнле туяççĕ?

— Кĕрхисене республикăра 80 пин гектар акса хăварнă. Вĕсенчен 51% хăйсене аван туяççĕ, 41% — вăтам шайра, япăххисем те пур. Çанталăк типĕ тăнине кура вăхăтра шăтайманни чылай. Çавна май аграрисене ял хуçалăх культурисене сентябрь варриччен акса хăварма ыйтасшăн. Кăшлакан чĕр чуншăн кĕрхисем тутлă апат. Лару-тăрăва тишкерсе тăмалла, сăтăрçăсемпе вăхăтра кĕрешмелле. Халĕ çак ĕçе ирттерме кая юлтăмăр. Раççей ял хуçалăх центрĕн специалисчĕсем кĕркунне 24 пин гектар кĕрхи культурăсене тĕрĕсленĕ. Çурринче шăши йăвине асăрханă. Вăтамран 1 тăваткал метр çĕр лаптăкĕнче 6 йăва таран. Ку сахал мар. Сад-пахча ăстисене те сĕнÿ парас килет. Шăшисем йывăç- тĕме ан кăшлаччăр тесе тĕм таврари юра лайăх таптамалла. Йĕпе юр çĕр çумне çыпăçса ларнăран шăшисем йăвисенчен тухаймаççĕ, шар кăтартмаççĕ.

— Олег Николаевич, сутма палăртнă вăрлăха кăçал мĕн чухлĕ тĕрĕсленĕ?

— Кăçал республикăра вăрлăхлăх культурăна 32 пин гектар çинче ÿстернĕ. Пирĕн республикăшăн ку лайăх кăтарту. Хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура, рапс, горчица, сухан севок çитĕнтереççĕ. Предприятисем вăрлăха хăйсем акаççĕ пулсан вĕсене тĕрĕслев протоколĕ паратпăр. Çакă ял хуçалăхĕ кондицие ларнă, паха вăрлăх акнă тесе çирĕплетет. Сутлăх вăрлăха тĕрĕслеттерекенсене — сертификат. Малтанах хуçалăхсенчен заявка йышăнатпăр, уйăрса илнĕ вăрлăха аккредитациленĕ лабораторире унăн шăтаслăхне, тасалăхне тĕрĕслетпĕр. Хыççăн протоколпа усă курса килĕшÿ сертификачĕ паратпăр. Унпа ял хуçалăх предприятийĕсем вăрлăха сутма пултараççĕ. Малашне вара сертификат та, тĕрĕслев протоколĕ те суту-илÿ тума ирĕк документ шутланĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.