Броня çинчи ят
Нина Сагайдак Алексей Пояркова пĕрремĕш хут тĕл пулнăранпа сахал мар вăхăт иртрĕ. Партизанран нимĕнле хыпар та çук. «Шанмаççĕ-ши? - шухăшларĕ Нина. - Пире, пионерсене, пĕчĕк ача вырăнне хураççĕ...»
Шухăша путнăскер кăвайт умне пырса тăнă çынна та асăрхамарĕ. Кĕтмен çĕртен пулнăран талт сикрĕ.
- Ырă кун пултăр.
- Сывлăх сунатăп, - терĕç Нинăпа Толя палламан ватă çынна.
- Ăшăнатпăр-ха эппин... Манăн та юрать-и?
- Тархасшăн.
Ватă çын юнашар пырса ларчĕ, кам ăçтан пулнине ыйтса пĕлчĕ... Унтан Нина патне çаврăнчĕ:
- Атя-ха минутлăха. Çавăнта, прачакра, манăн лав çаврăнса ÿкрĕ. Пулăш-ха, тархасшăн... Арçын ачи, эсĕ вара кăвайта пăх, ан сÿнтĕр. Часах таврăнăпăр.
Нина ватă çын хыççăн утрĕ. Йывăç хыçне пăрăнсан лешĕ чарăнчĕ те ыйтрĕ:
- Ну, тепĕр хут сывлăх сунатăп, Нина... Çаплах паллаймарăн-и? Эпĕ хайхи Алексей-ха... Ку вара, - партизан сухалне тата шурă çÿçне тĕллесе кăтартрĕ, - вăхăтлăх мас-карад. Парик тăхăнтăм. Шкулта пьеса лартнине ас тăватăн-и? Эпĕ унта асаттене выляттăм. Куратăн-и, кирлĕ пулчĕ... - Алексей кулса илчĕ.
- Яла кайрăм, вăрттăн. Каçхине Щорса çитесшĕн-ччĕ, сан пата...
- Ман пата?
- Çапла... Питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçпе. Куратăн-и, епле ăнать мана: ăнсăртран сана кунта тĕл пултăм.
Алексей Нинăна çак кунсенче Щорс станцине Гитлер эшелонĕ çитессине пĕлтерчĕ. Ун çинчен май пур таран ытларах хыпар пуçтармалла. Çĕнĕ çар чаçне лекме аслисене йывăртарах вĕт-ха.
Алексей партизансене мĕн кăсăклантарнине хĕр ачана тĕплĕн ăнлантарчĕ, ку ĕçе пурнăçлама тĕрлĕрен сĕнÿ пачĕ, хыпарсене ăçта çитермеллине пĕлтерчĕ.
- Ну, тепре тĕл пуличчен, Нина! - терĕ те вăл чăрăшлăха кĕрсе çухалчĕ.
Нина кăвайт патне çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнчĕ. «Тĕрĕсех-ши вара? Мана мĕн тери яваплă ĕç пачĕç... Ăна пурнăçлаймасан?.. Пурнăçлатăн, пурнăçлатăн... - хăйне хăй хуравларĕ. - Эсĕ фашистсене чĕререн кураймастăн вĕт!»
Толя аппăшĕ çине сисчĕвленсе пăхрĕ. Тинех ыйтрĕ:
- Ватă çын вара ăçта?
- Кайрĕ... Çĕр улми пиçрĕ те пуль? Кăларса ил.
Уяв ячĕпе!
Октябрь революцийĕ пулнăранпа çулталăк çитсе пырать. Нина патĕнче пионерсен вăрттăн отрячĕ пуçтарăнчĕ: Лельăпа Толя Губенкосем, Лида Шеховцова, Валя Брегунец, Зоя Шамко... Вĕсем уява лайăх «паллă тăвас» терĕç.
- Çĕр листовка çыртăмăр, - пĕлтерчĕ Леля. - Анчах каçсерен полицейскисем кашни картана, кашни юпана тĕрĕслеççĕ...
- Иртнинче эпир çирĕм листовка çыпăçтартăмăр, - палăртрĕ Лида Шеховцова. - Ирхине пăхрăмăр та - çиччĕ çеç юлнă. Нумайăшне полицейскисем тăпăлтарнă. Кунта мĕн те пулин шухăшласа кăлармалла.
- Чим, юлташсем, пĕлетĕп! - савăнăçлăн кăшкăрчĕ Нина. - Акă мĕнле...
Хĕр ача хăйĕн шухăшне юлташĕсемпе пайларĕ. Çав ирхине хулана таврари ялсенчен питĕ нумай хресчен пуçтарăннăччĕ. Пасар кунĕ. Сасартăк хула çийĕн хĕр ачан янăравлă сасси илтĕнсе кайрĕ:
- Юлташсем! Туссем! Сире Аслă Октябрь революцийĕн уявĕпе саламлатпăр! Ирĕклĕхе, тăван çĕр-шыва юратакансем пурте пире итлĕр!
Лапамри шăв-шав сасартăк шăпланчĕ. Савăнăçлă сăн-питлĕ çынсем репродуктор енне çаврăнчĕç. Тин çеç унтан тĕрĕслĕх, шанăç сăмахĕсем тухрĕç.
Палламан диктор вара малалла калать:
- Хаклă ентешсем! Хĕрлĕ Çар хаяр çапăçусем ирттерет. Коммунистсен партийĕ пĕтĕм халăха тăшмана хирĕç çĕклерĕ. Çапăр фашист йĕксĕкĕсене! Сире партизан отрячĕсем кĕтеççĕ...
Çухалса кайнă полицейскисем ним тума аптăрарĕç. Тăна кĕрсен халăха хăвалама, пăшалтан пеме тытăнчĕç. Лапама гестапо пуçлăхĕ вирхĕнсе çитрĕ. Машинăран тухнă-тухманах аслă полицейские кăшкăрса тăкрĕ:
- Ăçта, ăçта оратор? Мĕншĕн арестлемен?!
Çамрăк сасă хула çийĕн çаплах янăрарĕ-ха.
- Мĕн? Радио? Ман хыççăн! - терĕ те гитлеровец клуб енне ыткăнчĕ.
- Клуба хупăрласа илĕр! - хушу пачĕ вăл полицейскисене. Хăшне-пĕрне шала тĕрĕслеме кĕртсе ячĕ. Часах вĕсем тухрĕç те аллисене икĕ енне сарчĕç çеç:
- Никам та çук унта, майор господин! Радиоузел ĕçлемест. Вăл юсавсăр.
- Диктор! Диктор ăçта? Шыраса тупăр!
Тепĕр сехетрен гестапо пуçлăхĕн пÿлĕмне шурса кайнă, чĕтрене ернĕ мĕскĕн хĕрарăма тĕксе кĕртрĕç.
- Акă диктор, майор господин...
- А-а-а! Большевик! Партизанка?! - кăшкăрса ячĕ майор.
- Çук, çук, герр майор! Эпĕ - нимĕç. Эпĕ айăплă мар... Тархасшăн, итлĕр...
Çак вăхăтра вара пионерсем Нина Сагайдак хваттерне пуçтарăнчĕç, анчахрах мĕн пулса иртни çинчен хĕрсе кайса калаçрĕç. Ир-ирех клуб çуртне сăнама пуçланине аса илчĕç. Акă радист-салтак çитрĕ. Ун хыççăн - кунта пурăнакан Нелли Пеннер нимĕç хĕрарăмĕ. Унăн вырăнти радио передачисене ертсе пымаллаччĕ. Шăп çичĕ сехетре радист-салтак апата кайнине пĕлчĕç пионерсем. Нелли пĕчченех. Çак вăхăтпа усă курса радиоузела тапăнмалла.
Неллие ĕнентерме йывăр маррине тата вăл хăравçă пулнине шута илсе Нина хăйĕн шухăшне каларĕ. Толя Губенкон Нелли палласа илмелле мар тăхăнмалла, ăна упăшкипе «инкек» пулнине пĕлтермелле. Вăл тÿрех каймасан ятарлă паллăпа чи вăйлă виçĕ ача вирхĕнсе кĕмелле те сутăнчăка илсе тухмалла.
Телее, ытлашши чăрманма тивмерĕ. Хăраса ÿкнĕ Нелли клубран чупса тухсанах Нина Сагайдак унăн вырăнне йышăнчĕ те микрофонран ентешĕсене хавхалантармалли, çĕнтерĕве шанмалли сăмахсем каларĕ. Урамра хуралта тăракан пионерсем полицейскисем çывхарнине пĕлтерсенех Нина аппаратурăна юрăхсăра кăларчĕ те чÿречерен картише сикрĕ.
Паллă мар патриоткăн хĕрÿллĕ сăмахĕсем Щорс çыннисене шанчăк тата савăнăç парнелерĕç. Çак хыпар самантрах çывăхри ялсене саланчĕ.
Гестаповецсем тулхăрчĕç кăна. Хулара, таçта çывăхрах вăрттăн организаци ĕçлет, анчах унăн йĕрĕ çине ниепле те ÿкме май çук. Çамрăк тавăруçăсен ĕçĕ курăмлансах пырать. Гестапо пуçлăхĕ тарăхнипе вырăн тупаймасть.
- Кахалсем! Пурне те фронта ăсататăп, вилме! - кăшкăрчĕ вăл хăйне пăхăнакансене. - Эсир фюрершăн çапла ĕçлетĕр-и? Сăмсăр айĕнче партизансем çÿреççĕ, вĕсене уйăрса та илейместĕр вĕт! Халех мĕн те пулин шухăшласа тупăр!
Арестсем пуçланчĕç. Сахал мар каччăпа хĕре тĕрмене хупрĕç. Анчах вĕсенчен пĕри те нимĕн те каламарĕ. Нина Сагайдак ушкăнĕн-чи пионерсем асăрханулăхне çухатмарĕç.
Нина ташши
Хĕр ача нимĕçле аван пĕлет, кирлĕ çынпа туслашма та ăста. Музыкант пулнă Гербер лейтенант ун умĕнче чунне уçма та хăю çитерчĕ, пиччĕшĕ 1934 çулта Гитлер концлагерĕнче вилнине пĕлтерчĕ. Гербер çак вăрçа чунтан кураймасть, вăл вĕçленессе чăтăмсăр кĕтет, каллех юрă-кĕвĕ ĕçĕпе аппаланма ĕмĕтленет. Нина вара балета юратни çинчен каларĕ.
- О, фрейлейн балет юратать-и?! Пирĕн командир пекех. Нина фрейлейнăн çак кунсенче концерта хутшăнас кăмăл çук-ши? Пирĕн шеф та савăнĕччĕ.
Нимĕçсем çинчен ытларах пĕлес тĕллевпе хĕр ача ку шухăшпа килĕшрĕ. Çак калаçу хыççăнах вăл А.Крейн балетĕнчи Лауренси партине хатĕрленме пуçларĕ. Нинăн ĕçĕсем еплерех пынине пĕлес тесе Герберпа юлташĕ час-часах ун патне çÿрерĕç.
- Вăрçă вĕçленĕ те театрсем уçăлĕç, - терĕ Гербер. - Ун чухне эпĕ сирĕн спектакльсене курма пырăп.
- Эсир вăрçă хăçан вĕçленессине пĕлетĕр-и-ха? Хăçан пирĕн хулара лăпкă пулĕ? «Партизансем, партизансем», - тени кăна илтĕнет атту.
- О, ан хăрăр, фрейлейн, - мăн кăмăллăн хуравларĕ Гербер юлташĕ. - Ыранах пире чечексемпе кĕтсе илме пултаратăр. Эпир вăрмантан чĕрĕ партизанпа таврăнăпăр, сире валли парне пулĕ.
Çĕрле Нина хуларан вăрттăн тухрĕ. Пытана-пытана Тĕлĕксен юхан шывĕ тĕлне çитрĕ. Çакăнта вăл пĕр йывăç хăвăлне çыру хăварчĕ, паллă мар «почтальон» вара ăна отряда çитернĕ. Çамрăк патриотка вăхăтра пĕлтернипе халăх тавăруçисем карательсене тивĕçлипе кĕтсе илчĕç. Гербер лейтенанта та амантрĕç. Çавăнпа концерт унсăрах иртрĕ. Госпитальтен таврăнсан вăл каллех концерт ирттерес шухăш пулнине палăртрĕ, Нинăна та чĕнчĕ.
Паллах, çакăн пек куракансем умĕнче ташлама ĕмĕтленменччĕ Нина. Анчах хирĕçлемерĕ. Мĕншĕн тесен вăл Гитлер начальствине ташăпа тĕлĕнтернĕ вăхăтра хамăрăннисем тĕрмене тапăнса аманнă юлташне çăлма палăртса хунă. Концерт. Зал лăк тулли.
- Бра-во! Бра-во, Ни-на! Бра-во!
Патрультисем те хăйсен вырăнĕ çинчен мансах чÿ-речерен пăхкаларĕç. Нина ташлать те ташлать, хăйне пĕр шухăш çеç хумхантарать: «Ĕлкĕрĕç-ши пирĕннисем?» Партизансен вара пĕтĕмпех ăнăçлă пулса пычĕ.
Хулара облавăсем пуçланчĕç. Тытса чарнă каччăсенчен пĕрне Нина çăмăл çеç ĕç хушасшăнччĕ. Анчах вăл хăравçă пулнине кура ăна явăçтарас темерĕ.
Полици пĕрремĕш хут ыйтса тĕпченĕ чухнех çав каччă Нина ятне каларĕ.
Гитлеровецсем хăйне хĕрхенмессе туйрĕ хĕр ача. Пур пĕрех вĕсенчен хăрамарĕ. Темĕнле асаплантарсан та отряда сутмарĕ. Фашистсем пионера персе вĕлерчĕç.
Икĕ çултан пирĕн çарсем Берлин патне çитрĕç. Пĕр танкĕн брони çине хĕрлĕ сас паллисемпе «НИНА САГАЙДАК» тесе çырнă.
Б.АДАМОВИЧ.