Комментари хушас

28 Чÿк, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 46 (6547) № 28.11.2024

Квалификациллĕ специалистсем кирлĕ

«Тивĕçлĕ пĕлӳ илмесĕр медицинăра ĕçлеме пулмасть», — çапла шухăшлать И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра ăс пухакан Татьяна Агапова. Çак кунсенче вăл Пĕтĕм Раççейри «Çулталăкри студент. Медиксем» конкурсра «Сиплев ĕçĕ» номинацире палăрнă.

Конкурс финалĕ чӳкĕн 22-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра иртнĕ. Кăçалхипе вăл 4-мĕш хут йĕркеленĕ, Шупашкарта вара — пĕрремĕш хут. Мероприятие 41 регионти пултаруллă 100 студент хутшăннă. «Çак конкурсра мана преподаватель-наставниксем хутшăнма хистерĕç. Медицина факультетĕнче пĕлӳ илетĕп. Преподавательсем мĕн вĕрентни конкурсра кирлĕ пулчĕ. Хамăн дисциплинăна пĕлни мана тĕрĕслевсем витĕр тухма пулăшрĕç. Конкурсра çĕнтерни пĕлтерĕшлĕ мероприятисене тата хутшăнма хавхалантарать. Халĕ пухнă опыт малашне ĕçре пулăшасса шанатăп», — пĕлтерчĕ конкурс хыççăн Татьяна. Вăл Муркаш округĕнчи Çатракасси шкулне ылтăн медальпе пĕтернĕ, ачаранах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Амăшĕ Венера Александровна тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Вăл Муркаш районĕн тĕп больницинче медицина сестринче-анестезистра вăй хурать. Татьяна Республикăри клиника больницинче ĕçлет. Диплом илсен ординатурăна вĕренме кĕме, анестезиолог-реаниматологра ĕçлеме ĕмĕтленет. Конкурсçăсем тĕрлĕ тапхăр витĕр тухнă: кăткăс задачăсене пурнăçланă, професси ăсталăхне кăтартнă, медицина ăнлавĕсене ансат чĕлхепе ăнлантарса панă. Жюри членĕсем конкурсçăсем теорие мĕнле пĕлнине кăна мар, ăсталăхпа практикăра мĕнле усă курнине те хакланă. Çĕнтерӳçĕсене «Сиплев ĕçĕ», Педиатри», «Стоматологи», «Медицинăпа профилактика ĕçĕ», «Фармаци», «Сестра ĕçĕ» тата «Çулталăкри çамрăк медик» номинацисенче палăртнă. Раççей Çамрăкĕсен союзĕн «Çулталăкри студент» наци премийĕн ертӳçи Валерия Позикова тухса калаçнă. Вăл медицинăна суйланă çамрăксене тав тунă, регион хăйĕн пултаруллă вĕренекенĕсемпе мăнаçланнине палăртнă. Сывлăх сыхлавĕн сферинче надзор енĕпе ĕçлекен федераци службин ертӳçи Алла Самойлова видеоçыхăну урлă калаçнă. Вăл çак пулăм студентсен асĕнче ăшă аса илӳсемпе юласса шаннине пĕлтернĕ. «Паянхи кун пирĕн çĕршывра сывлăх сыхлавĕ хăвăрт аталанса пырать. Патшалăх программисем, наци проекчĕ пулăшнипе çĕнĕ медицина центрĕсем çĕкленеççĕ. Вĕсене инновациллĕ оборудованисемпе тивĕçтереççĕ. Аякри ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсемпе тухтăр амбулаторийĕсем уçăлаççĕ. Çав медицина учрежденийĕсенче квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Сире чунпа парăнса ĕçлеме сунатăп, çĕнĕлĕхсем патне талпăнăр, пĕлĕвĕре анлăлатăр. Вĕсем сире малашне ĕçре кирлĕ пулĕç», — палăртнă вăл. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Сцена çине чăваш тумĕпе кăна тухас килет»

Надежда Сергеева визажист хăйне модель индустрийĕнче шырать. Вăл качча тухнă, 3 ача амăшĕ. ЮТВ телеканал йĕркелекен «Шупашкар миссисĕ», Мускавра иртнĕ «WORLD BEAUTY RUSSIAN» конкурссенче çĕнтернĕ. Надежда сцена çине те юрлама тухать.

Йăх пирки — юрă

— Надя, тĕрĕссипе каласан, эпĕ сан пирки нимĕн те пĕлместĕп. Паллашар-ха.

— Эпĕ Шупашкар районĕнчи Анаткас Тăрăн ялĕнче çуралса ӳснĕ. Халĕ Шупашкарта пурăнатăп. Манăн пурнăçра веçех малтан шухăшласа хунă пек пулса пырать. Мăшăрпа 3 ачана ура çине тăрататпăр. Эпĕ визажистра вăй хуратăп.

— Эсĕ илем тĕнчинче çаврăнакан уйрăм планета пекех. Хăвна çак уçлăхра епле тупрăн? Эсĕ — хитре, ăнăçуллă, пурнăçа юрататăн, пĕр вырăнта тăмастăн, тĕллевӳсем патне çирĕп утатăн!

— Юрăран пуçларăм. Манăн тахçанах хамăн йăх çинчен юрă хатĕрлес килетчĕ. Анчах, шел те, ун пирки пĕлсех каймастăп. Çавăнпа хамран тытăнас терĕм. Манăн шухăшпа, несĕлсем пирĕн пурнăçа вăйлă витĕм кӳреççĕ. Вĕсен йăли-йĕркине манмалла мар. Халăхра чăваш культурине сăнлакан юрăсем сахалрах. Çавăнпа манăн сцена çине чăваш тумĕпе тухас килчĕ. Кăçал ЮТВ телеканалпа Данила Ленский шоумен йĕркеленĕ «Чăваш Ен илемĕ» модельсен конкурсне хутшăнтăм. Халĕ Данила хăй йĕркелекен уявсене яланах чĕнет. Унăн проекчĕсенче визажист пек те ĕçлетĕп. «Шупашкар миссисĕ» конкурса хутшăнтăм, мăшăр нумай пулăшрĕ. Жюри членĕсен умне тĕрĕллĕ ал шăллипе кукăль хурса тухрăм. Ăна Шупашкар округĕнчи Анаткас Тăрăн ялĕнче пурăнакан хуняма килĕнче кăмакара пĕçернĕччĕ. Эпир мăшăрпа — пĕр ялтан, кӳршĕ урамран. Пĕр хушаматлă. Качча тухсан хушамата улăштармалла пулмарĕ. Шкул хыççăн Шупашкара куçса килтĕм. 19 çулта чухне мăшăр пӳрнене ылтăн çĕрĕ тăхăнтартрĕ. Йăхпа çыхăннă юрă хатĕрлеме мана Русалина Селентай психолог, кĕвĕ ăсти, юрăç сĕнчĕ. Унпа мана шăпа ăнсăртран паллаштарман пулĕ тетĕп… — Çапла, кашни çын пирĕн пурнăçа мĕн те пулин çĕннине илсе килет.

— Русалина Селентай йĕркелекен этноконцертсенче ташлатăп. Марина Тимукова ертсе пыракан «Тайны Востока» ушкăнра ташлас пултарулăха аталантаратăп. Йăх пирки юрă тăвас шухăш «Ясна» этнокомплекса экскурсие кайсан тĕвĕленчĕ. Русалина автобусра хăй çырнă юрăсемпе паллаштарчĕ. Манăн унпа ĕçлес кăмăл çуралчĕ. Русалина мана 5-мĕш музыка шкулĕнче вокал предметне вĕрентекен Татьяна Шереметьева педагог патне кайма сĕнчĕ. Çавăнтанпа ун патĕнче юрлама вĕренетĕп. Çакна ăнлантăм: юрра халăх кăмăллатăр тесен чи малтан тарăн шухăшлă сăвă кирлĕ, ăна сцена çинче юрланă вăхăтра экран çинче видео кăтартмалла. «Йăх йывăççи» юрра хатĕрленĕ чухне чăваш тĕрриллĕ кĕпе çĕлеттерме саккас патăм. Манăн ĕмĕте пурнăçа кĕртме Екатерина Гикаева модельер пулăшрĕ. Пуç çинче хушпу пулмаллах терĕм.

— Сцена çине пĕрремĕш юррупа тухсан чунра еплерех туйăмсем хуçаланчĕç?

— Сцена çине пĕрремĕш хутчен сурпан тытса ташлакан пикесемпе Наталия Яркеева юбилей ячĕпе йĕркеленĕ концертра тухрăм. Хĕрсемпе илем конкурсĕсенче туслашнăччĕ. Унтах манăн хĕрĕм те пур. Юрă вĕçленнĕ чухне вăл сурпан тытса манпа юнашар пырса тăрать. Ушкăнра Чăвашра çуралман, кунта пурăнма куçнă вырăс пики те пур. Вăл ĕлĕкхи чăваш тумĕпе эрешĕсене пасарта туяннă. Ача кĕтекенскер чăваш тумĕпе пирĕнпе сцена çине тухать. «Атмосфера» модельсен шкулне ертсе пыракан Вера Павликова «Чăваш Ен топ-моделĕ» конкурсра юрлама чĕнчĕ. Сирĕн сăвăпа çырнă юрра шăрантарнисĕр пуçне «Чăваш Ен» сăввăра та вуларăм. Куççуль тухрĕ. Эпĕ «Атмосфера» модельсен шкулĕнче «Леди» курса ертсе пыратăп. Шупашкар хулинче иртнĕ «Grandmother Чувашии» конкурс финалĕнче юрларăм. Паллă модельер Игорь Дадиани манăн алла чуптуса: «Эсир юрлани чуна тыткăнларĕ», — тесе çунат хушрĕ. Унти музейра мачча çӳллĕш туса лартнă йăх йывăççине курса тĕлĕнтĕм.

— Чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă тĕрлĕ паллă çулна уçса пырать тетĕн.

— Тĕрлĕ майпа килекен паллăсене ĕненетĕп. Ку тĕнчере нимĕн те ахаль пулса иртмест. «Йăх йывăççи» юрра кĕлĕ евĕр кашни кун итлетĕп. Куççуль пăчăртанса тухать. Кĕвĕре арçын сасси те пур. Вăл маншăн куçа курăнман энергирен тунă стена пекех туйăнать. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Тĕрĕ хуйха манма пулăшать»

«Манра Хусан чăвашĕн, тутарĕн, вырăсĕн юнĕ чупать пуль. Ку манăн сăмах мар, кукаçи çапла калатчĕ. Палламан çынсенчен нумайăшĕ эпĕ вырăс тесе шухăшлать», — хăйĕнпе паллаштарчĕ Зоя Цветкова.

Пӳрт тулли илем

Шăпа çынна такампа та тĕл пултарать... Зоя Петровнăпа ăнсăртран паллашрăм. Патăрьел тăрăхĕнчи тĕрĕ ăстисем çинчен ыйтсан тӳрех Зоя Цветковăн ятне асăнчĕç. Çак тăрăхра алă ĕç ăстисене пĕрлештерекен ремесленниксен гильдийĕн пайташĕ вăл. Зоя Петровна Йăлăм ялĕнче пурăнать. Унпа паллашма килнех кайрăм. Аслă кинĕ Татьяна маншăн экскурсовод вырăнне пулчĕ. Аслă Пăла юхан шывĕ хĕрринче, улмуççисем ешерекен сад çумĕнче вырнаçнă Цветковсен кил-çурчĕ. Çуркунне кунта ытармалла мар хитре вырăн пулни каламасăрах паллă. Алкум алăкне уçсанах куç умне чечеклĕ палас тухса тăчĕ. Умрах савăтсем çинчи чечексем куçа илĕртрĕç. Малалла иртсе пӳрт умĕнчи пӳлĕме кĕтĕмĕр. Унта стенаран тĕрленĕ ӳкерчĕксем çакăнса тăраççĕ. Тирпейлĕ, илеме юратакан çынсем пурăнни куçкĕрет. Пӳртре пире кил хуçи Зоя Петровна кĕтсе илчĕ. Ытла та стайлă, çӳллĕ чипер хĕрарăма курсан малтан хам та вăл вырăс тесе шухăшларăм. Пĕлетĕр-и, Цветковсен килĕнчи илем пирки каласа кăтартма сăмах та çитмест. Вĕсем патне кĕрсен юмах тĕнчине лекнĕн туйăнать. Алăк каррисенчен пуçласа стенаран çакăнса тăракан пысăк кавир таранах — йăлтах алăпа тĕрленисем. Кил хуçи хĕрарăмĕпе калаçу пуçариччен кил-çурта йăлт пăхса çаврăнтăм. Хĕресле тĕрлени, лап тĕрĕлли, вĕтĕ шăрçапа тĕрлени... Çекĕлпе çыхнă çеçкесем, кăлăк чăххипе чĕпписем… — пурне те тытса пăхас килет. «Эпĕ çамрăк чухнех тĕрленĕ. Малтанхи вăхăтра анне тĕрленĕшĕн вăрçатчĕ. Кайран вăл та çак ĕçпе «чирлесе» кайрĕ. Эпĕ Патăрьел районĕнчи Татмăш ялĕнче Петрпа Нина Никифоровсен çемйинче çуралнă. Анне çак ял хĕрех пулнă. Кукаçи /вăл Леонти ятлă пулнă/ вăрçă вăхăтĕнче колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Такам çăхав панипе тĕрмере те ларнă. Вăрçă вăхăтĕнче анне ун патне Улатăра апат леçме кайнине каласа паратчĕ. Пĕррехинче вăл чутах кашкăрсен çăварне лекмен. Питĕ вăйлă хăраса ӳкни ăна вилĕмрен çăлса хăварнă. Кукаçи усрава илнĕ ача йăхĕнчен пулнă. Унăн ашшĕ пурăннă вăхăтра арçынсем салтакра 25 çул тăнă. Ашшĕ таврăннă çĕре арăмĕ ватăлнă. Ача çуратайман. Вара вĕсем Хусантан тăлăх арçын ачапа хĕрачана илсе килнĕ. Вăт çавăнтан пуçланнă аннен йăхĕ. Вĕсен йăхĕнчи çынсем пурте тенĕ пекех вырăс сăнлă. Кукаçисемпе пĕр урамрах пурăннă эпир. Манăн вĕсене пулăшма час-часах кайма тиветчĕ. Урай çуса кĕпе-йĕм, чӳхесе параттăм. Кукамай ялан алă чăмăркки пысăкăш сахăр катăкĕ парса яратчĕ. Киле çитсен ăна ыттисемпе пайласа çиеттĕмĕр. Пиллĕкĕн пĕртăван ӳснĕ эпир. Эпĕ — чи асли. Кӳршĕри Анюта аппа больницăра фельдшерта ĕçлетчĕ. Ăна кура пĕчĕк чухнех медсестрана вĕренме ĕмĕтленеттĕм. Ялти шкулта 8 класс пĕтерсен килтисене медучилищĕне каяссине пĕлтертĕм. Атте-анне çурт тума тытăннăччĕ, вăй çитерейместпĕр тесе мана вĕренме ямарĕç. Анюта аппан хĕрĕ вĕренме кайрĕ, мана та пĕрле илсе каясшăнччĕ. Анюта аппа укçине те хăй парса тăма хирĕç марччĕ. Килтисем ямарĕç. Хам пурпĕрех ĕçлесе укçа пухăп та вĕренме кайăп теттĕм. Кирпĕч заводĕнче, колхозра ĕçлесе пăхрăм. Вĕренме каймашкăн укçа пухмалла вĕт. Медсестра пулма пӳрмерĕ мана. Пĕррехинче райпоран яла пуху ирттерме килчĕç те районта поварсен, сутуçăсен курсне уçасси пирки пĕлтерчĕç. Мана çавăнта пыма чĕнсе хăварчĕç. Кайрăм. Çавăнтанпа манăн пурнăç суту-илӳпе çыхăнса кайрĕ. Хамăн ĕç стажне Тури Туçари столовăйĕнче пуçларăм, район центрĕнчи ресторанра 35 çул ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухрăм. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 49 çул çурă. Çав вăхăтрах Шупашкарта сутуçа вĕренсе тухрăм. Татмăшран район центрне çитме çăмăлах марччĕ. Ун чухне автобуссем çӳреместчĕç. Ĕçе ирех тăрса каяттăм, тĕттĕмре 7-8 çухрăм утаттăм. Центра çитме Йăлăм ялĕ витĕр тухмаллаччĕ. Ирхине яла пырса кĕрсен ман умран яланах çăпаталлă, кĕски тăхăннă хĕрарăм хăйĕн йыттипе иртсе каятчĕ. Каçхине киле утнă чухне те вăлах каялла таврăнатчĕ. Малтанах куçа курăнать пуль тесе те шухăшлаттăм. Кайран çынах пулнине курсан лăплантăм. Çав хĕрарăм кам пулнине çынсенчен ыйтса пĕлме шухăшламан та пуль çав. 1976 çулта Йăлăм каччипе Иван Цветковпа çемье çавăртăм. Мана килĕшме килсен çав хĕрарăма курсан тĕлĕнсех кайрăм. Вăл упăшкан амăшĕ Матрена Дмитриевна иккен. Ăна хĕр чухнех, 1948 çулта, Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă. Вăл Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралнă, колхозра бригадирта ĕçленĕ. Унăн бригади республикăра чи пысăк тухăç тыр-пул туса илнĕ. Уншăн вăл Ленин орденне те илме тивĕçнĕ. «Ялав» журнал хуплашки çине унăн сăнне пичетлесе кăларнă. Çак журнала Матрена Дмитриевнăн пулас упăшки курнă. Вăл пĕр шухăшламасăр велосипедпа хĕре илме кайнă, Йăлăма çитнĕ. Эпĕ час-часах курнă вăхăтра Матрена Дмитриевна шăпах бригадирта ĕçленĕ. Çапла эпĕ Социализмла Ĕç Геройĕн ятне илнĕ бригадирăн кинĕ пулса тăтăм. Питĕ килĕштерсе пурăнаттăмăр ватăсемпе. Манăн упăшкасăр пуçне çемьере тата 5 ача пурччĕ. Упăшка асли пулнăран уйрăлса тухма шухăшларăмăр. Пăла юхан шывĕ хĕрринче пĕр çурт вырăнĕ пурччĕ. Тахçан унта çынсем пурăннă. Анчах шыв çурнăран çырма пулса кайнăччĕ. Хыçалта çĕр улми лартма вырăн та çукчĕ. Пĕрех хăрамарăмăр. Мăшăр машинăпа тăпра турттарса çырмана хупларĕ. Çыран хĕррине тикĕслеттерчĕ. Унта сад ĕрчетрĕмĕр. Халĕ кунта канмалли вырăн пекех тесе мухтаççĕ. Çурта та çĕнетрĕмĕр. Пилĕк ача, 3 ывăл та 2 хĕр, ӳстертĕмĕр. Анчах ашшĕ хальхи пурнăçа кураймарĕ. 2001 çулта пурнăçран уйрăлчĕ. 52 çулта кăначчĕ. Каçхине йĕркеллĕ çывăрма выртнă çын ирхине çук пулнине йышăнма ытла та йывăр. 47 çулта мăшăрсăр тăрса юлтăм. Юлнă çын пурăнать. Пилĕк ачана пĕчченех çитĕнтертĕм. Çемьеллĕ те турăм. Халĕ пирĕн 11 мăнук», — пĕр хăпартланса, пĕр хурланса каласа пачĕ Зоя Цветкова. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Пирĕн пата лайăх пурнăçран килмеççĕ»

Тăван çĕршыва, атте-аннене, тăвансене суйламаççĕ. Ăçта ĕçлессине вара хамăр татса паратпăр. Паян эпир шăпах ĕçпе çыхăннă хăш-пĕр самант пирки калаçăпăр. Редакци тĕпелĕнче — Чăваш Енри Патшалăх ĕç инспекцийĕн пуçлăхĕ Алексей МЕТЕЛКИН. Ведомство йĕркеленнĕренпе раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче 30 çул çитĕ.

«Кашнине пулăшмаллах»

— Алексей Игоревич, пысăках мар коллективпа республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене пăхса, асăрхаса тăма епле ĕлкĕретĕр?

— Паянхи кун Патшалăх ĕç инспекцийĕнче тĕрĕслевсем ирттерме полномочисемлĕ 17 служащи тăрăшать. Çапла, коллектив пысăк мар, инспекци пăхса тухакан ыйтусем вара анлă: ĕçлекенсен правине пăсни, производство инкекĕ, прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле тĕрĕслевсене хутшăнни… Мĕн пур округа тухса çӳреме тивет. Тĕллеве тĕплĕ те вăхăтра пурнăçлас тесен хăвăрт ĕçлеме, пĕрмай аталанма тивет.

— Кашни çырăва пăхса тухса вăхăтра хуравламалла. Ĕлкĕрейменнипе алăран кайтăр тесе çырса пама тивмест-и?

— РФ Правительствин 336-мĕш йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, кашни çыру тăрăх хамăр тĕллĕн тĕрĕслеве тухаймастпăр — прокуратурăран ирĕк илмелле. Тĕрĕслев пулманни пирки пĕлтерсен малтанах халăх кăмăлсăрланнине илтме тӳр килетчĕ. «Чарусем вĕсем сире пырса тивеççĕ, пире мар», — тетчĕç. Çапах эпир федерацин 248-мĕш саккунĕпе усă курса ĕç паракансенчен ăнлантарса çырма ыйтатпăр. Хăш-пĕр пуçлăх ĕçлекенсен правине пăснине йышăнать, йăнăшне тӳрлетме тăрăшать. Кăçал кăна çакăн пек тĕслĕх 100 ытла пулчĕ.

— Çырса панине ĕненетĕр ĕнтĕ…

— Сăмах вĕççĕн çырнине кăна ĕненместпĕр паллах. Банкран тӳлев докуменчĕсем ыйтса илетпĕр. Заявлени çыраканран та ыйтса пĕлетпĕр. Предприяти ертӳçине чĕнсе илсе калаçатпăр, вăл саккуна пăснине ăнлантаратпăр. Пирĕн пата лайăх пурнăçран никам та килмест. Кашнин хăйĕн нуши е айăпĕ. Хуйхăпа килекен çынна пирĕн пулăшмаллах. Хамăн кашни инспектора та ячĕшĕн хут çырса лармалла мар тесе калатăп. Пулăшайманнисем те пулнă-тăр. Хăш-пĕр ертӳçĕ каланине ăнланмасть, пирĕн çырăва хуравламасан та пултарать. Юрать, ун пеккисем сахалрах, ытларахăшĕ айăпне йышăнать. Пысăк предприятисенче кун пек ыйту çук, ытларах уйрăм предпринимательсем тытса тăракан организацире ăнланманни, ĕçлекенĕн правине пăсни тĕл пулать. Хамăр енчен çынна пулăшма май килмесен ăна суда тухма сĕнетпĕр. Тавăçа мĕнле çырмаллине, суда мĕнле документсем леçмеллине, епле калаçмаллине ăнлантаратпăр.

— Хальхи вăхăтра ĕç укçи тӳлеменнипе регионта лару-тăру мĕнлерех?

— Министерствăсемпе, ведомствăсемпе пĕрле пирĕн инспекци те ĕç укçи тĕлĕшпе парăмлă организацисене тĕрĕслесех тăрать, вĕсем — уйрăм реестрта. Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 14 организацире (çак йышра панкрута тухма хатĕрленнисем те пур) 444 çын умĕнче 13,65 млн тенкĕ ĕç укçи парăмĕ пур. Çулталăк пуçланнăранпа парăм 25% чакнă. Кăçалхи кăрлачра 18 организацири 492 çын умĕнчи парăм 18,14 млн тенкĕччĕ. Унчченхи çулсенче çак хисеп 100 млн тенкĕрен каçса кайни те пулнăччĕ. Парăма кĕрекен организацисем çултан-çул чакса пычĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан ведомствăсен хушшинчи ятарлă комиссин витĕмĕ те пур кунта. Вăл шăпах шалăва туллин тата вăхăтра тӳлесси, килĕшӳ çырмасăр ĕçлессине чакарасси енĕпе тимлет. — Сирĕн пата пулăшу ыйтма килекенсен йышĕ ӳсет. Ыйту нумайланса пынипе е сире шаннипе çыхăннă ку? — Кăçалхи 10 уйăхра инспекцие 1836 çыру килнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăрта — 1513. РФ Правительствин 336-мĕш йышăнăвĕ тухнă хыççăн çынсем пирĕн пата килме пăрахаççĕ пуль тесе хăранăччĕ. Пулăшу ыйтакансен шучĕ чакмарĕ. Ман шухăшпа, халăх пире шаннипе çыхăннă ку. Тепĕр енчен, инспекторсене ĕç ытларах тиенет. Кашни çырăва тĕплĕн те вăхăтра тишкермелле вĕт. Ĕçлекенĕн правине пăснине асăрхасан ăна пулăшма пĕтĕм мерăсене йышăнмалла. Ĕç прависем тĕлĕшпе лару-тăрăва ытларах мĕн пăсать-ха? Шалу тӳлеменни тата ĕç сыхлавĕнчи йĕркене пăсни. Кăçал инспекцие 241 çын (пĕлтĕрхи çак тапхăрта 273) — ĕç укçи парăмĕпе, 58 çын (пĕлтĕрхи çак тапхăрта 71) ĕç сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусемпе килчĕç. Кун евĕр ыйтусем сахалланса пынине палăртмалла. Консультацие килекенсен йышĕ вара ӳсет. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Унăн ĕçĕсене Третьяков галерейинче курма пулать

Анастасия Кудряшова искусство тĕнчинче Настасья ятпа палăрнă. Хĕр Чăваш Енре пултарулăх куравĕсене, фестивальсене йĕркелеме пулăшать, живопиçпе, сăн ӳкерессипе, кинорежиссурăпа кăсăкланать. Настьăн ĕçĕсене Чăваш Енре çеç мар, Санкт-Петербургра та, Мускавра та курма май пур. Вăл Третьяков галерейинчи «Россия-Горизонты» экспозицие хăйĕн икĕ ĕçне тăратнă.

Пултарулăха суйланă

— Настя, эсĕ 20 çулта çеç-ха. Искусство тĕнчине епле пырса кĕнине каласа пар-ха.

— Малтан кадет класĕнче вĕрентĕм. Унтан лицейра ăс пухрăм. Каярахпа Шупашкарти коопераци техникумĕнче юрист профессине алла илтĕм. Унтан Раççей патшалăх правосудийĕн университетне прокурора вĕренме кĕтĕм, анчах ăна пĕтереймерĕм. Хамăн малашлăха ку сферăра курмарăм. Мана политикăра та, пултарулăхра та ĕçлеме килĕшетчĕ. Суйлама вăхăт çитсен иккĕмĕшĕ маншăн интереслĕреххине ăнлантăм. Искусствăра çĕршывшăн ытларах çитĕнӳсем тума пултарăп тесе шухăшларăм. Çапла хамăн пурнăçа ытларах пултарулăха халаллама тытăнтăм.

— Эсĕ искусство енĕпе ятарлă пĕлӳ илмен. Мĕнле майпа культура ĕçне путрăн-ха?

— Эпĕ ачаранах ӳкереттĕм, пĕчĕк калавсем çыраттăм. Анчах ку маншăн чун киленĕçĕ кăна пулнă. Эпĕ хама тĕрĕслĕхшĕн çунакан çын пек кураттăм. Вĕреннĕ вăхăтра хамăн ӳкерчĕксене интернетра вырнаçтараттăм. Çынсем манăн ĕçсене лайăх енчен хаклатчĕç, ку вара мана хавхалантаратчĕ.

— Санăн çемьере кам та пулин пурнăçне пултарулăхпа е мĕнле те пулин ăсталăхпа çыхăнтарман-и?

— Эпĕ çемьере пĕччен ӳсмен. Манăн шăллăм Тимофей пур. Вăл — 10 çулта. Атте Александр строительте ĕçлет. Анне — Елена, вăл чылай вăхăт воспитательте вăй хунă, халĕ заводра менеджерта тăрăшать. Анне енчи тăвансем пурте пултарулăхра палăрнă. Кукаçи Николай Степанов ӳкерме ăста пулнă. Анне те ӳкерме юратнă, художник пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах вăл вăхăтра пултарулăхра аталанма майсем çителĕклех пулман. Анне тăватă ачаллă çемьере çитĕннĕ, пурнăç йывăр килнĕ. Халĕ унăн ĕмĕтне ав эпĕ пурнăçлатăп.

— Пултарулăхра аталанассинче сана ытларах кам витĕм кӳнĕ?

— Манăн ачалăх кукамайпа кукаçи патĕнче, Вăрмар тăрăхĕнчи Кивĕ Шулханта, иртрĕ. Паянхи кун кукамай кăна пурăнать. Ăна Надежда Степанова тесе чĕнеççĕ. Вăл «Рябинушки» ансамбле юрлама çӳрет. Кукамай шкул пĕлĕвне кăна илнĕ. Унăн пурнăçĕ йывăр килнĕ. Вăл амăшĕпе пĕрле сĕтел-пукан фабрикинче тăрăшнă, аслисемпе тан ĕçлесе сывлăхне те хавшатнă. Хăй вăхăтĕнче унăн пултаруллă культура ĕçченĕ пулас шанчăк пысăк пулнă. Кукамай пурнăçа, чĕр чунсене юратни, унăн ырă кăмăллăхĕ, çынсене хисеплеме пĕлни мана та куçнă тесе шухăшлатăп. Мана вăл ачаранах хавхалантарса тăнă. Мĕнпе кăсăкланма май пуррине кăтартса пынă. Кукамай мана вырăссен тата чăвашсен культурине хисеплеме вĕрентнĕ.

— Санăн пултарулăхна Раççейри паллă çынсем те асăрханă.

— Чăнах та, 16 çулта чухне манăн ĕçсене паллă çынсем асăрхама тытăнчĕç. Сăмахран, картинăсене Тихон Жизневский, Леонид Бичевин, Никита Павленко актерсем туяннă. Манăн ĕçсем килĕшнине пĕлтернĕ вĕсем. <...>

Юлия ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.