Комментари хушас

16 Юпа, 2014

УНТАНПА 60 ÇУЛ ИРТНĔ ПУЛСАН ТА...

(Степан Михайлович МИХАЙЛОВ артист, баянист тата драматург çуралнăранпа 100 çул çитрĕ)

Чăваш пукане театрĕн историйĕпе интересленнĕ май, эпĕ кам-кам патне çыру çырман-ши? Тата ăçта кăна пулса курман-ши?

Пĕррехинче, ку вăл 1986 çулхине, Чăваш патшалăх пукане театрĕн малтанхи артисчĕсенчен пĕри Степан Михайлович Михайлов (1914-1982 ) пурăннă адреспа кайрăм. Мана унăн мăшăрĕ Анна Константиновна - вырăс хĕрарăмĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Унпа кăмăллăн калаçрăмăр. Вĕсем Степан Михайловичпа икĕ ывăл çитĕнтернĕ иккен: Виктор тата Владимир. Халь, паллах, вĕсем пĕри те пирĕн хушăмăрта çук. Çамрăклах ашшĕ пекех ÿнер тĕнчин çул-йĕрне суйласа илекенĕЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Степанович Михайлов пулнă. Вăл Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вăй хунă.

Сыв пулашнă май Анна Константиновна мана С.М.Михайловăн сăн ÿкерчĕкĕсене тата икĕ пьесине пачĕ. Пĕрне 1955 çулта çырнă. "Сÿнми юрату е Пухвирĕн кулас килет" ятлăскер. Тепри çак хайлавăн 1964 çулхи куçарăвĕ. Ăна "Сказка о неугасимой любви" тесе ят панă.

Унтанпа, Степан Михайлов хăйĕн чăвашла пьеса-юмахне çырнăранпа 60 çул çитет пулсан та, хальлĕхе çак сăнарсем сцена çине тухайман-ха. Хайлава шкулсенчи драма ушкăнĕсем хапăл тăвасса, куракансен умне тухасса шанас килет.

Степан Михайлович Михайлов 1914 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче хальхи Тăвай районне кĕрекен Вăрманхĕрри ялĕнче çуралнă. 1945-1946 тата 1955-1959 çулсенче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче артист тата баянист пулса ĕçленĕ. "Телей çулĕ" (авторĕсем - Мария Ухсайпа Илле Тукташ), "Сăмалук" (С.Преображенский), "Тилĕпе Кашкăр" (М.Туберовский), "Виçĕ тус-тантăш" (С.Мерзляков), "Çарăк" (О.Высотская), "Иван - хресчен ывăлĕ" (Б.Сударушкин) спектакльсенче вăл сахал мар вылянă. Кашни лартăмах кĕвĕпе илемлетнĕ. Артистсене юрлаттарнă.

Кайранхи çулсенче С.М.Михайлов Республикăри куçса çÿрекен колхоз театрĕнче тата Чăваш патшалăх филармонийĕнче вăй хунă.

Геннадий КИРИЛЛОВ,

ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Автор архивĕнчи сăн ÿкерчĕксенче:

Степан Михайлов (70-мĕш çулсем)* Пукане театрĕн ĕçченĕсем: Степан Михайлов, Семен Григорьев (Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ), Виталий Никоноров, Елизавета Орлова (Чăваш АССР тава тивĕçле артистки), Зоя Никонорова тата музей ĕçченĕ (тăраççĕ), ларакансем: Федор Ефимов, Лидия Шакова (Узбек ССР тава тивĕçлĕ артистки), Лидия Петрова (Козлова) К.В.Иванов пурăннă çурт-музей умĕнче. Пушкăртстан Республикинчи Слакпуç ялĕ. 1956 çул.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.