Комментари хушас

28 Чÿк, 2024

ОМС системинчи цифра трансформацийĕ

Кăтартусем, перспективăсем

Ятарлă медицина страховани тытăмĕн цифра трансформацийĕ — патшалăх управленийĕн пĕлтерĕшлĕ задачисенчен пĕри. Вăл çынсене цифра мелĕпе пулăшу илме май парĕ, çавăн пекех ОМС системин тухăçлăхне ӳстерĕ. Цифра ландшафчĕ ОМС патшалăх информаци, ОМС территори фончĕсен информаци тытăмĕсенчен, медицина организацийĕсенчен тата страхлакан медицина учрежденийĕсенчен тăрать.

ОМС тытăмĕн 30 çулхи кун-çулĕнче унта упранакан информаци те, унпа ĕçлекенсем те улшăнса тăнă. Ăна тĕрлĕ технологисемпе усă курса аталантарнă. Çавна май цифра системи пĕр çĕрте мар, тĕрлĕ вырăнта упраннă, вăл ОМСпа усă куракан Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансен ыйтăвĕсене татса пама пултарнă. Федераци шайĕнче пирвайхи даннăйсем çукки ОМС системинчи граждансене ансатрах мелпе пулăшу илме май паракан цифра сервисĕсене хатĕрлеме чăрмантарнă.

2022 çулта ОМС тытăмĕнче цифра улшăнăвĕсем пуçланнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсенчен пĕри — ятарлă медицина страхованийĕпе усă куракансен хушшинчи информаци шутне чакарни, ылмашăну протоколĕсен тата даннăйсен формачĕсен стандартизацийĕ, аналитика хăвăртлăхĕ тата пахалăхĕ ӳсни. Пĕрлехи информаци лапамĕ йĕркеленĕ май регионти информаци системисен пĕлтерĕшлĕ функцисене федераци шайне куçараççĕ. Мĕн пур субћектри сведенисем патшалăх информаци тытăмĕн Федерацин ОМС фончĕн базинче пухăнса пыраççĕ. Çавна май çынсем цифра мелĕпе тĕрлĕ пулăшăва тивĕçееççĕ. Çакă ОМС системин тухăçлăхне ӳстерет.

Ятарлă медицина страхованийĕн патшалăх информаци системин çумĕнче çĕнĕ хушма системăсем йĕркелесси темиçе тапхăрпа иртет. 2024 çулта субћектсенче хута ярас ĕç пурнăçланать.

Страхланнă çынсен федераци регистрĕ пĕрремĕш хушма система пулса тăчĕ. Вăл страхланнă çынсен регионти сегментне пĕрлештерсе 2022 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнчен ОМСăн цифра полисĕ çине куçма май пачĕ.

Цифра полисĕ — страхланнă çынсен пĕрлехи регистрĕнче упранакан сведенисен докуменчĕ. Унта çак даннăйсемпе усă курма май паракан графика кочĕ /штрих-код/, полисăн пĕрлехи номерĕ кĕрет.

Çакнашкал полиса смартфонра та упрама пулать, ку питĕ меллĕ — телефон яланах ал айĕнче. Поликлиникăра тата больницăра медпулăшăва тивĕçмешкĕн çак электрон документа кăтартни те çителĕклĕ.

Полисри информацие тата ятарлă штрих-кода илме Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче е хăвăр страхланнă медицина организацийĕнче пĕлме пулать.

Тепĕр хушма система тата ОМСăн патшалăх информаци системин пĕлтерĕшлĕ пайĕ — пациентăн Цифра медицина профилĕ. Унта тĕрлĕ медицина системинчи даннăйсем упранаççĕ, çав шутра мĕнле медицина пулăшăвĕ илни те, электрон медицина картти те. Халĕ пациентăн Цифра медицина профилĕ ОМС тытăмĕнче страхланнă мĕн пур çыннăн пур. Ăна информаципе пациентăн пурнăçĕ тăршшĕпе тултарĕç. Паянхи кун та ăна даннăйсемпе пуянлатаççĕ, çав шутра историлле сведенисемпе те.

Цифра профилĕн системинче çын мĕнле чирсенчен сипленни, унăн сывлăхĕ пирки информаци упранать. Ку тухтăрсене амаксене хăвăрт тупса палăртма тата пациента кирлĕ пек сиплеме, темиçе çуллăха прогноз тума пулăшать. Даннăйсене тишкерни çын вăл е ку чирпе аптăрас хăрушлăх пуррипе çуккине палăртма пулăшать. Кашнин уйрăмлăхĕсемпе условисене шута илĕç. Сăмахран, пациент епле сипленни, сывлăхне епле тимлени, ăна тĕрĕслени — пĕтĕмпех Цифра медицина профилĕнче курма пулĕ.

Асăннă тытăма хута яни, унти информацие пахалăхлă анализ туни страхланнă çынсене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парĕ. Çакă наци тĕллевне — 2030 çул тĕлне пурнăç ӳсĕмне 78 çул таран ӳстерессине — пурнăçлама пулăшĕ.

Хушма системăсенчен виççĕмĕшĕ — страхланнисен информаци сервисĕ. Унпа вĕсем хăйсен прависене хӳтĕлемелли инструмент пек усă курма пултараççĕ. Страхланнисен прависене хӳтĕлессипе виçĕ шайри представительсем ĕçлеççĕ, вĕсем — страхлакан медицина организацийĕсен ĕçченĕсем. Сервиссемпе федераци шайĕнче усă курни пациентăн чир пуррипе çуккине тупса палăртма пулăшать. Ку вăраха кайнă чирсемпе нушаланакансене тимлессине ансатлатĕ, вĕсене профилактика мелĕсем пирки ытларах пĕлме май парĕ, диагноза та чир шала кайиччен палăртма пултарĕç.

Даннăйсене пĕрлештерни, тухтăрсемпе пациентсене кирлĕ информаципе хăвăрт тивĕçтерни, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ӳстерни тата çынсемпе уйрăммăн ĕçлени — çакă йăлтах страхланнă граждансен сывлăхне çӳллĕрех шайра тимленине кăтартать.

Цифра медицина профилĕнче тата хушма системăсенче тĕрлĕ кăтартăва, вĕсен улшăнăвне тишкерни ОМС полисĕпе медицина пулăшăвне вăхăтра, кирлĕ пек, условипе килĕшӳллĕн тивĕçтерме пулăшать. Кунсăр пуçне сывлăх сыхлавĕнче тата ОМС тытăмĕнче управленипе тĕллевсене палăртассипе çыхăннă процессен тухăçлăхне ӳстерет.

ОМС тытăмĕнчи цифровизаципе килĕшӳллĕн кĕртнĕ çĕнĕлĕх пирки асăнса хăвармасăр май çук. 2020 çулта çĕршывра чир-чĕре тупса палăртас ĕçре чăн мар ăс-хакăл сервисĕсемпе усă курма пуçларĕç. Вăл тĕпчевсен пысăк бази çинче никĕсленнĕ, унта цифра ӳкерчĕкĕсем миллионĕ-миллионĕпе упранаççĕ.

Чăн мар ăс-хакăл диагноз çирĕплетмест, çакна тума тухтăрсен çеç ирĕк пур. Вăл цифра ӳкерчĕкĕсем тата пациентăн чир историйĕн даннăйĕсене шута илсе амака хăвăртрах тата тĕрĕсрех тупса палăртма пулăшать. Хальхи технологисем тата процессене автоматизацилени чире малтанхи тапхăртах тупма май параççĕ, эппин, чирлĕ çыннăн сывалас шанăç ӳсет.

2024 çултанпа маммограмма тунă чухне ОМСпа усă куракансем чăн мар ăс-хакăл тĕрĕслевĕ витĕр тухма пултараççĕ. Палăртмалла: хальхи вăхăтра çак çăмăллăхпа усă курасси анлă сарăлса пырать.

РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата ятарлă медицина страхованийĕн фончĕ чăн мар ăс-хакăл технологийĕсемпе малашне анлăрах усă курма пуçлассине ырласа йышăнаççĕ. Халĕ, çитес çул валли патшалăх гарантийĕсен программине хатĕрленĕ чухне чăн мар ăс-хакăлпа урăх енсемпе усă курас майсене те пăхса тухаççĕ. Маммографисĕр пуçне кăкăр шăммин флюорографине, кăкăр тĕлĕнчи органсен тата пуç мимин компьютер томографине ОМС тытăмне кĕртесшĕн.

Пирĕн çĕршыври Сывлăх сыхлавĕнчи экспертсен шухăшĕпе, Раççей Федерацийĕнче чăн мар ăс-хакăл диагностикине ОМС программине кĕртни медицина пулăшăвĕн пахалăхне ӳстерĕ, кашнинех усă курма май парĕ.

www.hypar.ru

Ульяна ПЧЕЛКИНА, Чăваш Енри ятарлă медицина страхованийĕн территори фончĕн специалисчĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.