Хыпар 131 (28307) № 22.11.2024
Бюджет тупăшĕ 100 миллиард тенкĕ урлă каçать
Кун йĕркине пĕр теçетке саккун проектне кĕртнĕ пулин те Патшалăх Канашĕн ĕнер уçăлнă 30-мĕш сессийĕн республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ пĕрремĕш тапхăрĕнче тишкернисен хушшинче, паллах, республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕн проекчĕ тĕп вырăнта пулчĕ.
Сессие уçнă май ПК Председателĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, бюджет саккунĕ — чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри, вăл пурнăçпа ĕç-хĕле никĕслет. Саккун проектне парламент комитечĕсенче, анлă правительствăра пăхса тухнă, халăх итлевĕнче сӳтсе явнă. Депутатсене унпа пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Вăл хăйĕн докладне 2025 çулхи бюджет социаллă тĕллевлĕ пулнине палăртнинчен пуçларĕ — ку тăкаксен пĕтĕмĕшле виçи 62,4 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Инфратытăм аталанăвне никĕслемелли укçа виçи те пысăк — 33 миллиард тенкĕ. Михаил Геннадьевич экономикăн бюджет укçипе хаклакан пĕлтерĕшĕ ӳсессине çирĕплетрĕ: 21,3 миллиард тенкĕ — кăçалхинчен 16,4% пысăкрах. Министр Владимир Путин Президент кăçал Чăваш Енре пулнă май панă хушусемпе килĕшӳллĕн Шупашкарта хулан клиника больницин çĕнĕ комплексне тума пуçлассине çирĕплетрĕ, çавăн пекех Çĕнĕ хулара пысăк шкул тума, Шуршăлти космонавтика музейне реконструкцилеме те укçа пулĕ. Республикăн амăшĕн капиталне пысăклатма, вăрçă ветеранĕсене Çĕнтерĕвĕн 80 çулĕ тĕлне пĕр хут тӳлев пама та бюджетра укçа пăхса хăварнă. Тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме уйăрнă укçана Мускав кăшт чакарнă-мĕн, анчах ыйту çивĕчлĕхне кура республика çав «минуса» хамăрăн шутпа саплаштарма йышăннă. Çапла вара çитес çулхи бюджет тупăшĕ 100,1 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Ку кăçалхинчен 10,5 миллиард тенкĕ чухлĕ — 12% яхăн, пысăкрах. Тăкаксем тата пысăкрах — бюджет 1,8 миллиард тенкĕлĕх дефицитлă пулать. Хыснара хамăрăн тупăш тӳпи курăмлă — 64,6 миллиард тенкĕ чухлех. Ку виçе ӳсĕмĕ пушшех пысăк — 23% хушăнать. Тăкаксен тытăмĕнче чи пысăкки — вĕрентӳ тытăмĕн тӳпи: унăн тăкакĕсем 29,2 миллиард тенкĕ шайĕнче. Соцполитикăн — 21 миллиарда яхăн, наци экономикин — 17,7 миллиард. Михаил Ноздряков бюджет тытăмĕнче вăй хуракансене ĕç укçипе тивĕçтересси «приоритетсен» шутĕнче пулнине пусăм тусах çирĕплетрĕ. Кăçал ку сферăри вăтам ĕç укçи 45551 тенке çитнĕ, çитес çул ӳсмелле — 50972 тенкĕ пулмалла. Çапла вара ĕç укçин фончĕ кăна 40 миллиард тенкĕрен иртĕ. Çав шутра кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пысăклатассине те шута илнĕ — вăл 22440 тенке çитмелле. Паллах, нацпроектсен теми те сиксе юлмарĕ. Михаил Геннадьевич Мускав вĕсем валли тин çеç уйăрнă укçана Чăваш Ен бюджетне васкавлăн кĕртме тивнине палăртрĕ. Укçа виçи чăннипех пысăк: регионăн 10 нацпроект тытăмне кĕрекен 34 проектне пурнăçлама республика çитес виçĕ çулта 48 миллиард тенкĕ илĕ. «Нумай-и ку е сахал-и?» Çапла ыйтрĕ те — министр хăех хуравларĕ, танлаштарма сĕнчĕ: 2019 çулта, нацпроектсене пурнăçлама тытăннă чухне, Чăваш Ен вĕсем валли виçĕ çуллăха 31,3 миллиард тенкĕ илнĕ. Хальхи виçе, куратпăр, чылай пысăкрах. 13,6 миллиард тенкĕпе регион 2025 çулта усă курĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Прогноз экономикăна усĕмлĕ çул сунать
Правительство çуртĕнче республикăн çитес виçĕ çуллăх бюджечĕн проекчĕн ыйтăвĕпе халăх итлевĕ иртрĕ. Унта влаç органĕсен, общество организацийĕсен, предприятисен представителĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.
Бюджет проекчĕпе пĕрремĕш вицепремьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Унăн ку ыйтупах çак трибуна умне Патшалăх Канашĕн кĕçнерникунхи сессийĕнче те тухма тивессине, пирĕн хаçат сесси ĕçне çутатассине кура докладри йышлă цифрăна асăнни вырăнсăр пуль. Уйрăм самантсем çинче чарăнса тăнипех çырлахар. Калăпăр, Лапсар тăкăрлăкне юсасси пирки панă ыйту çинче. Михаил Геннадьевич ăна хуравланă май асăннă çула пăхса тăма 30 миллион тенкĕ уйăрнине аса илтерчĕ. Унччен реконструкци ятпа палăртнă ĕçсем капиталлă юсава çаврăннă. «Проект ĕçĕсем кĕçех вĕçленмелле — капиталлă юсав хакĕ 1,7 миллиард тенкĕ патнелле пулĕ. 5 километра юсамалла. Икĕ тапхăрпа. Пĕрремĕш тапхăрта — çул тăршшĕн 50%. 753 миллион тенкĕлĕх — ку укçана 25-26-мĕш çулсем валли бюджетра пăхнă ĕнтĕ». Иккĕмĕш тапхăр тăкакĕсене Çул-йĕр фондĕнче 26-27-мĕш çулсем валли палăртмалла — об±екта çак виçĕ çуллăхра хута ямалла. Тепĕр вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов вара халăх итлевĕнче республикăн социаллă пурнăçпа экономикăн 2025-2027 çулсенчи аталанăвĕн прогнозĕпе паллаштарчĕ. Сессире ку тема янăрасси иккĕленӳллĕ — вăл экономика çитес çулсенче утмалли çула мĕнлерех курни интереслĕ. Сăмахне министр экономикăн кăçалхи кăтартăвĕсене аса илтернинчен пуçларĕ. Промышленноçăн 10 уйăхри производствин индексĕ 116,4% танлашни шанăç кӳрет. Ял хуçалăх кăтартăвĕ те çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ӳсĕмлĕ пулмалла. Ку ĕç укçин вăтам виçине те çĕклеме пулăшать — вăл иртнĕ çулхи çак тапхăртин 120,8% шайĕнче. Çитес çулсенчи пăшăрхану çуратма пултаракан самантсене вице-премьер инфляципе, ĕç рынокĕпе, укçа-кредит политикипе çыхăнтарать. Пысăк тĕллевсем — наци проекчĕсемпе çыхăннăскерсем. Çĕнĕ 19 нацпроектран 8-шĕ — çĕршыв технологисем тĕлĕшпе лидер пулассине тивĕçтермеллисем. Çав шутра — «Пилотсăр авиаци системисем», «Апат- çимĕç енĕпе хăрушсăрлăха технологисем енĕпе тивĕçтереси». Вĕсене пурнăçлама патшалăх 43 триллион тенкĕ уйăрать. 5 проект — социаллисем, 6-шĕ — экономикăна тĕпе хураканнисем. Вĕсенчен чылайăшне Чăваш Ен те хутшăнать. Калăпăр, «Çĕнĕ материалсем тата хими». Ун валли уйăракан 2,9 триллион тенкĕрен 120 миллиардне регионсем илĕç. Министр республика ытларах нацпроекта хутшăнма тĕллев лартнине çирĕплетрĕ. Тĕп капитала хывакан инвестицисем те, регионăн шалти продукчĕ те çуллен пысăкланса пымалла. 2023 çулхипе танлаштарсан, ВРП 2027 çул тĕлне 136,8% ӳсмелле — 757 миллиард тенке çитмелле. Республика импорта хамăрăн продукципе улăштарас, экспортпа çыхăннă ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕ пулĕ. Тĕп тĕллевсен шутне Дмитрий Иванович промышленноç, тирпейлекен производствăсен ӳсĕмне кĕртрĕ. Пĕлтĕр промышленноç производствин индексĕ 30% патнеллех пулнăччĕ, кăçал та пĕчĕк тееймĕн, çитес çулсенчи прогноз унашкалах мар, анчах, ун шучĕпе, иртнĕ çулсенчи «çӳллĕ базăна» кура хаклас тăк — 2025-2027 çулсем валли палăртнă 4,1-4,6% хушăм та курăмлă ӳсĕм пулмалла. Промышленноçăн кал-кал ĕçне, иккĕленмест вăл, кластерсем пулăшмалла. Ку отрасльти 9 кластер ĕçлет ĕнтĕ — вĕсем кадрсен хăватне, технологисене, аталану валли кирлĕ ытти майсене пĕрлештереççĕ. Кадрсем тенĕрен, Чăваш Енре паян 4 вĕрентӳпе производство тата 3 вĕрентӳ кластерĕ ĕçлет — предприятисене ĕçлекенсемпе тивĕçтерес енĕпе вĕсем тĕлĕшпе шанчăк пысăк. Тепĕр тема — республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи. Унта пăхнă икĕ теçетке мероприяти валли Мускав уйăрнă 5 миллиард тенкĕ тĕрлĕ çăл куçран тата 20 миллиард тенкĕ явăçтарма май панă. Кĕçех уйрăм çĕнĕ программăпа ĕçлеме пуçлатпăр. Унта — 5 мероприяти. Чи малтанах — промышленноç: патшалăх ăна оборудовани енĕпе модернизацилеме пулăшĕ. Импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе тимлĕх пулĕ — инженерипе çыхăннă предприятисене йӳнĕ кивçен укçапа пулăшĕç. Пысăк ĕç — хăмла çитĕнтерессине аталантарасси. «2030 çул тĕлне симĕс ылтăнăн Совет Союзĕн вăхăтĕнчи калăпăшне тавăрмалла», — уçăмлатрĕ Дмитрий Краснов. Уйрăм программăра çавăн пекех туризма аталантарма та хушма укçа пулĕ. Ку ыйтушăн хăй ертсе пыракан ведомство тӳррĕнех яваплине кура министр республикăри туристсен юхăмĕ 2,5 хут пысăкланнине аса илтерчĕ — аталану майĕсем анлă. Программа укçипе Атăл çинче Сĕнтĕрвăрринче тата Куславккара причал стенкисем тума усă курĕç. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Саппасри офицершăн СВО – кулленхи кирлĕ ыйту
Шупашкар хула администрацийĕн Ленин районĕнчи управине ертсе пыма кăçалхи утă уйăхĕнче Афганистанри çапăçусен ветеранне, шалти ĕçсен пайĕсен пуçлăхĕ пулнă Геннадий Маслова шаннă. Вăл «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.
Асатте сасси
— Ман асатте Василий Маслов 1908 çулта çуралнă, вăрçăччен Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырма ялĕн Совечĕн председателĕ пулнă, 1942 çулта Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хӳтĕлеме тухса кайнă, Сталинград патĕнче пуç хунă. Çакăн çинчен мана атте Вячеслав Васильевич каласа панăччĕ, шкулта вĕреннĕ çулсенче маншăн çеç мар, пуриншĕн те асатте тата ытти паттăр ырă тĕслĕх шутланнă. Совет халăхĕн, Хĕрлĕ çарăн тата флотăн 1941-1945 çулсенчи паттăрлăхĕ çинчен учительсем пире час-часах каласа панă. Эпĕ 7, 8, 9-мĕш классем хыççăн «Зарница» тата «Орленок» вăйăсене хутшăннă, отряд командирĕ пулнă, пире, гимнастерка тата пилотка тăхăннăскерсене, тĕрлĕ дистанцире чуптарнă, тăршшĕне сиктернĕ, волейболла, футболла выляттарнă, автоматран пертернĕ. — Вăйăсем арçын ачасене çар хĕсметне хатĕрленме пулăшнă. Ят тухнисем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе хăйсен кăмăлĕпех пурнăçланă. 1991 çул хыççăн вара шкул предмечĕсен йышĕнчен НВПна кăларчĕç, çитĕнекен ăрăва çар воспитанийĕ пама пăрахрĕç. Тĕрĕс турĕç-ши? — Кун пирки ăслă пĕр çын çапла каланă: «Хăйĕн çарне тăрантарманнисем-тумлантарманнисем ют патшалăхăнне тăрантарĕç-тумлантарĕç, çичĕ ют çарĕ пире алăра тытса тăрĕ». Призывниксенчен хăшĕ-пĕри пĕр тапхăрта Тăван çĕршыва хӳтĕлеме Конституцире палăртса хунă тивĕçрен пăрăнса çӳренине НВП предметне пĕтернипе те ăнлантаратăп. Эпир çитĕннĕ чухне патриотлăх воспитанине лайăх йĕркеленĕрен, тен, асатте мана сас парсах тăнăран шкул хыççăн Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тĕллев лартрăм, ракета çарĕсен Хусанти çар инженери команда аслă училищине вĕренме кĕтĕм, 5 çул вĕрентĕм. Службăна 1988 çулхи çурла уйăхĕнче Туркестан çар округĕнче, СССРăн Туркменистан чиккинче, пуçларăм. Мана та ыттисемпе пĕрле юпа уйăхĕнче Афганистана командировкăна ячĕç. «Çапăçма кăмăл пур-и?» — тесе пирĕнтен никам та ыйтман. Хушăва пĕр сăмахсăрах пурнăçламаллине офицерсемпе салтаксем командирсем каламасăрах ăнланнă. Ют çĕршыв паспортне пире пĕр кунрах туса пачĕç, иккĕмĕш кун ракета установкисене самолета тиерĕмĕр, виççĕмĕш кун генерал Тăван çĕршыва чĕрĕ-сывă таврăнма ырă сунчĕ те — сывлăш транспорчĕ тӳпене çĕкленчĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Вулакан чунĕ ыйтнине тивĕçтермелле»
Кăçалхи юпа уйăхĕнче Пушкăртстанри чăвашсен хаçачĕ «Урал сасси» йĕркеленнĕренпе 35 çул çитрĕ. Унăн тĕп редакторне — Пушкăрт Республикин пичет тата массăллă информацин тава тивĕçлĕ ĕçченне Юрий Михайлова хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.
«Урал сасси» Н.Бичурин премине тивĕçнĕ
— Юрий Николаевич, «Урал сасси» кун-çулне аса илер-ха. Ăна йĕркелеме пулăшнă хастар чăвашсене те асăнса хăварни вырăнлă пулĕ. — Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1989 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче кун çути курнă. Ятарлă редактор пулманран ăна общество редколлегийĕн вăйĕпе тĕрлĕ районта — Авăркас, Пишпӳлек, Пелепей тăрăхĕсенче — нимелле кăларнă. Шел те, çак йышри ентешсенчен чылайăшĕ паянхи кун пирĕн хушăмăрта çук. Çапах та вĕсен ячĕсене асăнса хăвармаллах: Алексей Кондратьев профессор, Александр СавельевСАСпа Микул Ишимбай çыравçăсем, Иван Тарасов, Николай Леонтьев, Владимир Аптраман журналистсем, «Çĕршыв çулĕ» хаçатăн экс-редакторĕ Александр Федоров, çавăн пекех Пушкăрт Республикин Аслă Канашĕн ун чухнехи депутачĕ Савген Саватнеев. 1990 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче республика парламенчĕ «Урал сасси» хаçата патшалăх шайĕнче кăларса тăмашкăн йышăну тунă. Хаçат учредителĕсем Пушкăрт Республикин Аслă Канашĕ тата Министрсен Кабинечĕ пулнă. Хальхи вăхăтра Пушкăртстан Правительстви шутланать. Унăн тивĕçĕсене Пичет агентстви пурнăçлать. 1989 çулхи юпа уйăхĕнчех Пелепей хулинче «Малалла» хаçат тухма тытăннă. Ăна йĕркелеме пире, çамрăк специалистсене, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухнех чĕнсе илнĕччĕ. Эпĕ çемьепех — мăшăрпа Лидия Ивановнăпа тата ывăлпа Сентиерпе — инçе çула тухрăмăр. Хаçат патшалăх шайĕнче пичетленме тытăнсассăн асăннă аслă шкултан вĕренсе тухакан Валерий Петров Пушкăртстана пычĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, «Урал сасси» хаçатăн малтанхи номерĕсене эпир, Чăваш Енрен кайнисем, кăларса тăнă. — 35 çул хушшинче, паллах, улшăнусем пулнах. Паянхи кун мĕнлерех лару-тăру? Миçен ĕçлетĕр, тираж еплерех? — Паян «Урал сассине» ытларах вырăнти кадрсем кăлараççĕ. Çакна палăртмалла: хăй вăхăтĕнче Пушкăрт патшалăх университечĕн /халĕ Ĕпхӳ наукăпа технологисен университечĕ/ Çтерлĕри филиалĕнче тутар-чăваш филологийĕн уйрăмĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хатĕрлеме тытăнчĕç. Çавна май çак специалистсем пирĕн патра та ĕçлеме пуçларĕç. Халĕ коллективра 6 çын вăй хурать: яваплă секретарь Надежда Родионова, Ирида Новиковăпа Инга Алексеева корреспондентсем, хаçат калăплавçи тата сайт администраторĕ Татьяна Иванова, Виктор Скворцов водитель тата эпĕ. Тираж — 800 ытла экземпляр. 1994-1995 çулсенче «Урал сасси» 4 пин ытла тиражпа тухса тăнă. Çакă чи пысăк кăтарту пулнă. Паллах, юлашки вăхăтра вулакансен йышĕ чакни сисĕнет. Çав вăхăтрах Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсен шучĕ те самаях чакрĕ. Юлашки çырав тăрăх унта халĕ 80 пин чăваш пурăнни паллă. Чăваш кăларăмĕ çеç мар, ытти чĕлхепе тухакан хаçат-журнал та тиражне çулсерен çухатса пырать. Сăмах май, Пушкăртстанра ултă чĕлхепе — тутарла, пушкăртла, чăвашла, вырăсла, çармăсла, удмуртла — хаçатсем пичетленеççĕ. Тутарла, пушкăртла, вырăсла тухакан хаçатсен калăпăшĕ пысăк пулсан, ыттисем — пĕчĕкрех. Вĕсем тĕрлĕ тĕспе, эрнере пĕр хутчен кун çути кураççĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: «Урал сасси» 1999 çулта Чăваш тавра пĕлӳçисен Н.Я.Бичурин премине, 2013 çулта Н.В.Никольскин I степень орденне тивĕçнĕ. Хастар чăвашсем пулăшаççĕ — Çырăнтару тапхăрĕнче вăй хурса ĕçлеме тивет-тĕр. Ăна мĕнле йĕркелетĕр? Чăваш хастарĕсем ку тĕлĕшпе пулăшаççĕ-и? — Çырăнтару вăхăчĕ нихăçан та çăмăл мар. Вулакансене хавхалантарас тĕлĕшпе конкурссем, акцисем ирттеретпĕр. Акă кăçал «Контактра» «Урал сасси» манăн пурнăçра» конкурс йĕркелерĕмĕр. Вăл социаллă сетьсенче подписчиксен шутне ӳстерме пулăшать. Ытти организацинни пекех пирĕн те сайт, ятарлă страницăсем пур. «Контактра» подписчиксен йышĕ — 14 пин, «Одноклассникире» — 1,5 пин, «Телеграмра» — 200 ытларах. Унпа эпир нумаях пулмасть ĕçлеме тытăнтăмăр. Кашни çур çулта «Пушкăрт Республикин издательство çурчĕ» хысна предприятийĕ хаçатжурнал çырăнтарас тĕллевпе лотерея ирттермешкĕн укçа-тенкĕ уйăрать. Унпа эпир пысăках мар парнесем туянатпăр. Лотерея вылявне 150-200-шер çын хутшăнать. Вăл вулакансене редакципе çыхăну йĕркелеме пулăшать. Çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче хамăр та алă усса лармастпăр: вăхăт тупса ялсене çитетпĕр, кил тăрăх çӳретпĕр. Вулакансемпе курса калаçатпăр, хаçат çырăнтарма тăрăшатпăр. «Хăвăр килнĕ те çырăнмаллах ĕнтĕ», — теççĕ пĕрисем. «Хамăр халăха хамăрăн хисеплемелле», — вĕрентеççĕ теприсем. Манăн шухăшпа, çакăн пек тĕлпулусен пĕлтерĕшĕ пурах. Вĕсем вулакансемпе çывăхарах паллашма май туса параççĕ. Çыхăну уйрăмĕсем хупăнни, почтальонсем çитменни, паллах, пире те ура хурать. Ара, хаçатшăн укçа тӳленĕ, ăна вара вулакан патне илсе çитереймеççĕ. Çапла майпа халăх унран сивĕнет. Ял çыннисем кун пирки тĕлпулу вăхăтĕнче уççăн калаççĕ. Эпир вĕсене лăплантарма тăрăшатпăр. Пирĕн Пелепейре информаци центрĕн çырăнтару пайĕ пур. Унта «Белебеевские известия» тата «Урал сасси» хаçатсене альтернативлă майпа çырăнтараççĕ. Хакĕ те йӳнĕрех. Анчах ку мелпе Пелепейре пурăнакансем çеç усă курма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен ятарлă почтальонсем хулара çеç валеçеççĕ. Çырăнтару вăхăтĕнче пире пулăшакан хастар чăвашсем те пур: Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕнчи «Базы ЯХПК» ООО ертӳçи Вадим Соколов, Пишпӳлек районĕнчи «Родник» агрофирма директорĕ Сергей Михайлов, Пишпӳлек районĕнчи «Урожай» ООО ертӳçи Юрий Иванов. Паллах, кашни районта çакăн пек 2-3 хастар ентеш пулсан тираж шучĕ татах та ӳсĕччĕ. Анчах, ман шухăшпа, ку майпа ытлашши усă курмах та кирлĕ мар. Енчен те çырăнса паракан хаçат вуламасăр усăсăр выртсан? Ăна кивĕ хута çавăрни çеç пулать- çке. Çавăнпа та эпир йыша ӳстерессишĕн мар, кашни номере усăллă вырнаçтарассишĕн тăрăшатпăр. Вулакансен списокне хатĕрлетпĕр. Сăмах аслă ăру пирки пырать. Пытармастăп: çамрăксем хаçат вулани сисĕнмест. Шкулта тăван чĕлхе урокĕсене кĕскетни, ялта ачасем вырăсла калаçни япăх витĕм кӳретех. — Вулакансен ӳсĕмĕ пирки калаçар-ха. — Хаçата ытларах 50-70 çулсенчи çынсем вулаççĕ. Вăл вăхăтра çитмесен пирĕн пата шăнкăравлаççĕ. Эппин, «Урал сассине» юратаççĕ, кĕтеççĕ. Чун апачĕ шутланать хаçат. Çакă пире те ĕçлеме хавхалантарать. Вулакансем кăларăмри саламсемпе те тĕплĕ паллашаççĕ. Тăванĕн-хурăнташĕн çуралнă кун пулнине пĕлсен хăйсем те ăна хаçат урлă саламлаççĕ. Ытларах пĕр-пĕр çемье, çын çинчен çырнă материалсене вулама кăмăллаççĕ. Çавăн пекех «Литература страници» те кăсăклă вĕсемшĕн. Номертен номере эпир пысăках мар калавсем пичетлетпĕр. Нумаях пулмасть Владислав Николаевăн «Пуян арăм» калавĕ кун çути курчĕ. Вырăнти авторсен хайлавĕсемпе те усă куратпăр. Вулакан чунĕ ыйтнине тивĕçтерме тăрăшмалла пирĕн. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Ялсем пушанса пыни чуна ыраттарать»
Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Элĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Николай Сергеев хăй вăхăтĕнче Элĕк районĕнчи «Сорма» хуçалăха, «Сельхозхими» пĕрлешĕве, ун хыççăн «Яргунькинский» совхоза ертсе пынă. Пултарулăхне кура вăл каярахпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ таран ӳснĕ.
Вĕрентни — ĕмĕрлĕхе
— Николай Макарович, «Сорма» хуçалăх тилхепине шанса панă чухне эсир 28 çулта çеç пулнă. Сире ял çыннисем суйланă-и е пуçлăхсем лартнă-и? Яваплă çак ĕçе пуçăнма шикленмерĕр-и?
— Маларах эпĕ Элĕкре парти райкомĕнче инструкторта ĕçлеттĕм. Ятарлă курса вĕренме ячĕç. Пĕррехинче ман пата пĕр хĕр пычĕ те: «Сире Валентин Агафонов чĕнет. Çак заняти хыççăн ун патне пырăр-ха», — терĕ. Вăл Валентин Алексеевичăн секретарĕ пулчĕ-тĕр. Заняти вĕçленсен чĕннĕ çĕре кайрăм, йышăну пӳлĕмĕнче кĕтме те тиврĕ. Кăшт вăхăт иртсен ял хуçалăх министрĕ хăй патне чĕнчĕ. «Халĕ Элĕке каятпăр», — терĕ вăл. Урăх калаçу пулмарĕ. Эпĕ çул тăршшĕпе пуçа ватса пытăм. «Мĕн пулнă-ши? Нимĕн те туман-çке эпĕ?» — шухăш пăраларĕ пуçа. Çул çинче те калаçмарĕ вăл. Хам вара ыйтма хăяймастăп — çамрăк. Акă, парти райкомне çитрĕмĕр. Валентин Агафонов пĕрремĕш секретарь Николай Иванов пӳлĕмне кĕчĕ, унтан мана чĕнсе илчĕç. «Атя, Чăваш Сурăмне каятпăр», — терĕ пуçлăх кĕскен. Эпĕ каллех шухăша путрăм. Яла çитес умĕн Николай Порфирьевич мана колхоз пухăвĕ пулассине систерчĕ. Клуб тулли халăх пуçтарăннă. Алексей Никитина, колхоз председательне, ĕçрен кăларчĕç. Малалла Николай Иванов сăмах илчĕ. «Парти райкомĕнче эпир çакăн пек йышăну турăмăр, — терĕ вăл васкамасăр. — Колхоз председателĕ пулма Николай Сергеева сĕнесшĕн». Эпĕ çухалса кайрăм: «Мĕнле-ха капла? Эпĕ кунта никама та пĕлместĕп-çке». Ял халăхне манпа паллаштарнă хыççăн хама сăмах пачĕç. Нимĕн калама пĕлмерĕм. «Эпĕ сирĕн ялта çуралса ӳсмен, — терĕм. — Пĕлĕшсем те çук. Çавăнпа та ĕçлеме пултараймастăп». Хирĕç калама та хăрарăм. Çапла майпа «тилхепене» тыттарчĕç пĕрех. Киле çитсен мăшăра пĕлтертĕм. «Мĕн çухатнă эпир унта?» — тесе йĕме тытăнчĕ вăл. Пĕр-икĕ эрне ĕçе каймарăм. Партком секретарĕ киле пычĕ. Каярахпа пĕрремĕш секретарь хăй патне чĕнтерчĕ. «Эпир сана парти тĕлĕшпе айăплама пултаратпăр», — терĕ вăл хытарса. Мĕн тăвас? Килĕшмех тиврĕ. — Ĕçе мĕнрен тытăнтăр? — Хуçалăх пысăкчĕ, 500-е яхăн ĕçчен. Халĕ унта 122 çын вăй хурать. Ĕçе мĕнрен пуçламалли пирки чылай шухăшланă хыççăн хваттер хуçине малтанхи колхоз председателĕсене пĕр-пĕр шăматкун чĕнсе килме хушрăм. Хайхискерсем тăваттăн пуçтарăнчĕç. «Эпĕ — çамрăк председатель. Каçарăр, халăхпа мĕнле ĕçлемеллине пĕлместĕп. Пĕлӳ пур, анчах хăнăху çук», — терĕм. Пурте мана ăнлантарма, вĕрентме тытăнчĕç. Сейфран «çуттине» кăларса кăштах хăналарăм вĕсене. Тĕлпулу кăмăллă иртрĕ. Малашне «сигнал» парсанах мана пулăшма пыратчĕç. Эпĕ вĕсен сĕнĕвĕсене пĕтĕмпех шута илнĕ, усă курнă. Çавăн пекех «Правда» колхоз председателĕ Сергей Шлябин та чылай пулăшрĕ. Атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн тата ун хыççăн колхоза ертсе пынă. Вăл Сергей Александровичпа туслă пулнă. Кун пирки мана Сергей Шлябин хăй пĕлтерчĕ. Çавна май сĕнӳ-канашпа та пулăшрĕ. «Чи малтан хăвна йĕркеллĕ тыт, — терĕ вĕрентсе. — Çакăн хыççăн çынсемпе калаçма та кăмăллă. Иккĕмĕшĕнчен, çынна пӳрнепе те ан тĕкĕн, ан кӳрентер. Кирек мĕнле пулсан та. Виççĕмĕшĕнчен, хуçалăх укçине хăвăн шалăвупа ан пăтраштар, 1 тенкĕ те ан ил». Çак сăмахсем ман пуçа ĕмĕрлĕхех вырнаçрĕç. Вĕсене тĕпе хурса ĕçлерĕм. Çавăн пекех вăл кашни отрасле лайăх пĕлмелли çинчен асăрхаттарчĕ, çак шутрах — çын психологине те. «Халăхпа ĕçлесси вăл — чи йывăрри, — терĕ Сергей Александрович. — Пирĕн ĕçре ĕçесси- çиесси те пулать. Хăвна йĕркесĕр тытсан çак пулăма çур çул манса каймаççĕ. Çавăнпа çирĕп пул, ятна ан яр». <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Бодибилдинг – спорт тата илем
«Хам ытла та çÿллĕ пулнинчен ача чухне вăтанаттăм, – каласа кăтартать Ирина Гердо. – Çавна пулах пĕкĕрĕлсе çÿреме те тытăннăччĕ. Юрать, атте-анне çакна вăхăтра асăрхарĕ, тÿрлетме май тупрĕ. Халĕ çакăншăн савăнатăп çеç. Çакна мана турă панă вĕт, апла унпа усă курма пĕлмелле. Мĕн çиес килнине çиетĕп эпĕ, нимĕн те тиркеместĕп. Çынсем спорт залне начарланмашкăн çÿреççĕ пулсан, эпĕ – ÿт хушма». Ирина бодибилдингпа туслашнăранпа çулталăк кăна çитнĕ-ха, апла пулин те пысăк çитĕнÿсем тăвать.
Ĕçе хăнăхса ÿснĕ Ирина Ильина (хĕр чухнехи хушамачĕ) Элĕк округĕнчи Мăн Вылă салинче нумай ачаллă çемьере иккĕмĕш пепке пулса кун çути курнă. Владимир Арсентьевичпа Юлия Николаевнăн унсăр пуçне тата иккĕн, Александрпа Наташа, çитĕннĕ. «Эпир мĕн ачаран ĕçе хăнăхса ÿснĕ, – тăсăлать калаçу. – Атте-анне сурăх нумай усратчĕ – 300 таранах, вĕсене асăрхасси пирĕн тивĕç шутланнă. Урамра йытă хăваласа çÿресси пирĕншĕн кăтартуллă пулман. Пĕчĕк чухне çакăншăн, тен, ÿпкелешнĕ те пулĕ. Халĕ вара, хыçалалла çаврăнса пăхнă май, çывăх çыннăмсене çакăншăн тав сăмахĕ кăна калатăп. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарни кăмăла çирĕплетнĕ, халĕ ку тĕрлĕ йывăрлăха парăнтарма пулăшать. Кирек мĕнле ĕçрен, тепри, калăпăр, çаврăнса утĕччĕ, эпĕ вара тытатăп та тăватăп». Ĕçе хăнăхнă ачасем спортпа та шкулта вĕреннĕ чухнех çывăх туслашнă. Наташа хăвăрт утассине кăмăлланă. Пĕртăван Семеновсен ячĕллĕ Олимп резервĕсен шкулĕнче ăсталăхне туптанă, разряд та тултарнă. Иринăна та Олимп илĕртнĕ. Шкултах хĕрсем вĕренÿре ĕлкĕрсе пынипе кăна çырлахман, эстафетăсене хутшăннă, волейболла, баскетболла вылянă. Мăн Вылăри шкулта тăхăр класс вĕреннĕ хыççăн Ирина Шупашкара çул тытать. «Мана ял çырлахтарма пăрахрĕ, çĕнни патне туртăнаттăм, çÿллĕшсене парăнтарас килетчĕ. Шупашкарти апатлану тата коммерци техникумне вĕренме кĕтĕм. Пĕр уйăх макăртăм… Эпĕ анне çумне хăнăхнă ача пулнă. Ялта йăлт ывăç тупанĕ çинчи пек вĕт. Сана пурте пĕлеççĕ. Пушшех те – анне шкулта ĕçленĕ, аттене те палламан çын çук-тăр. Хулара вара эсĕ никам та мар. Йăлт çĕнĕрен пуçламалла. Йывăр пулчĕ. Хăш транспорт ăçталла кайнине те пĕлместĕп. Палламан çынсем патне пырса калаçма вăтанатăп. Шăп çак вăхăтра хамăн шикленĕве çĕнтерме вĕрентĕм. Çак утăма тунăшăн паян пĕрре те ÿкĕнместĕп». Пурнăçри хастарлăхĕ хĕре çĕнтерĕве туптама хăнăхтарать. Техникумра вĕсем пĕрле вĕренекенсемпе баскетбол команди йĕркелеççĕ. Республикăри ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен хушшинче хĕрсем виççĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Ĕнтĕ администраци те вĕсене пулăшма пуçлать, форма, лайăх мечĕксем туянса параççĕ. 2015 çулта Ирина техникумран вĕренсе тухнă хыççăн коопераци институтне çул тытать. Куçăн мар майпа. Çав вăхăтра ĕçе вырнаçать. Аслă шкулта вĕреннĕ май çынпа хутшăнма, пĕр чĕлхе тупма, калаçса татăлма хăнăхать. Халĕ, хăй каланă тăрăх, вăл темĕн те сутма пултарать. Акăлчан чĕлхин шкулĕнче ĕçлекенскер курссем сутас енĕпе тăрăшать. Çĕнтерме кăна Манăн çапах та пĕлес килет – ял хĕрачине бодибилдинга мĕн илсе çитернĕ-ха? «2022 çулта каччăпа паллашрăм, – таврăнатпăр иртнĕлĕхе. – Вăл спортсмен, пауэрлифтинг енĕпе аталанать. Спорт залне çÿрет. Эпĕ те çÿреттĕм-ха, анчах та капла кăна, пурнăçран юлас мар тесе… Эпĕ питĕ начаркка пулнă. Мана ялан «ай, ытла имшер» тетчĕç. Эпĕ начар пулса ывăнса çитрĕм, кăштах ÿт хушас килчĕ. Тĕрĕсрех, тĕртĕмсене аталантарас килчĕ. Спорт залне хайхи каччăпа пĕрле çÿреме пуçларăмăр. Ман пата пурте пыраççĕ, эпĕ мĕнпе туслă пулнипе кăсăкланаççĕ, модельсемпе танлаштараççĕ, «фитнесбикинипе аппаланатăн-и?» тесе ыйтаççĕ. Мĕн вара вăл? Эпĕ ун чухне ăна пĕлмен те. Çук-çук, мĕн эсир? Мана ун пекки-кун пекки пачах та килĕшмест. Мана ку кирлĕ те мар». Вăхăт иртет. Хĕр палăртнă тĕллевне пурнăçлать – спортзалта çур çул аппаланнă хыççăн пилĕк килограмм хушать. 178 сантиметр çÿллĕшскер 52 килограмм таять… Паллах, питĕ сахал ку. Пĕлĕшĕ ăна пауэрлифтинга чĕнет. Хĕр малтан килĕшет. Анчах та ку унăн кĕлеткипе килĕшсе тăманни тÿрех палăрать. Çак вăхăтра ăна тренер асăрхать. Çапла кăçалхи нарăсра Ирина пĕрремĕш хут бодибилдинг енĕпе сцена çине тухать – вĕсем ăна «позировани» теççĕ. «Мана пачах та килĕшмерĕ, – аса илет Ирина. – Кĕлетке-çурăм виçĕ кун ыратрĕ. Кравать çинчен тăраймастăп. Бодибилдинг çинчен калас тăк, унта пропорцисем тĕп вырăнта – çинçе пилĕк, ырхан алă-ура, кирлĕ çĕртре «какай» та пулмалла. Эпĕ вара шăпах çапла çуралнă. Çакна пăхмасăр спорт залне каллех капла кăна çÿреме пуçларăм. Тренер малалла ĕçлеме хавхалантарать. Каллех çĕнĕрен пуçларăмăр. Ятарлă купальник, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак туянтăм. Çăвĕпех тренировкăсем ирттертĕмĕр. Авăн уйăхĕнче Вăтам Атăл кубокĕшĕн старт пачĕç. Чăваш Республикине кÿршĕ регионсенчен килчĕç. Дебютшăн чăннипех «вау!» пулчĕ. Тренер та, хам та питĕ кăмăллă. Эпĕ икĕ категорире тупăшрăм. 8-10 судья чи лайăххисене суйларĕç. Камăн пилĕкĕ çинçерех, çурăмĕ сарлакарах… Ку кăна сахал, хăвна кăтартма пĕлмелле, çавăнпа грим та, макияж та пĕлтерĕшлĕ. Сăнара пĕтĕмĕшле хак параççĕ. Мана ăнчĕ – эпĕ çĕнтертĕм! «Фитнес-модель» категорире, регламентпа килĕшÿллĕн, купальникпе тата кĕпепе тухрăмăр сцена çине. Хам шанса тăнă пекех, унта эпĕ пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Анчах мана ку çырлахтармасть, манăн тĕртĕмсен енĕпе те ăмăртас килет. «Фитнес-бикини» категорире шăпах çакна хак параççĕ. Кунта тÿрех икĕ виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Икĕ медальпе чысланă хыççăн хама хам каларăм: «Ирина, чарăнмастпăр, малалла ĕçлетпĕр». Эпĕ вĕт ятарласа калăпламастăп кĕлеткеме, пилĕке çинçетес тесе аяк шăммисене кăларттармастăп. Турă панă… Тепĕр кун Йошкар-Олара иртекен ăмăртусене хутшăнма тухса кайрăмăр. Унта конкуренци татах та вăйлăрахчĕ. Модель тĕлĕшпе иккĕмĕш вырăн йышăнтăм, бикини енĕпе 4-5-мĕш вырăна юлтăм. Чăн та, çакăншăн пĕрре те пăшăрханмарăм, икĕ кун умлă-хыçлă ăмăртма çăмăл мар. Ăмăрту пуçланиччен эрне малтан «типме» пуçлатпăр. Организмри шĕвеке хăвалама кунне 5-6 литр шыв ĕçмелле. Каярахпа пачах тепĕр май – сахал ĕçмелле. Ăмăрту кунĕнче эпĕ талăкра пĕр стакан кофе ĕçнипе çырлахрăм. Тата 30 грамм типĕ рис çирĕм. Тĕрĕссипе, пăлханнине пула апат çиес те килмест. Иккĕмĕш кун, ăмăрту хыççăн, хырăм хăй çинчен аса илтерет. Кĕпене хывмасăр гримеркăна чупатăп – пĕлетĕп, манăн унта круассан пур… <...>
Рита АРТИ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...