Шупашкарсемпе сывлăх çинчен калаçнă
Пĕрлехи информаци кунĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕлпулусенчен пĕри Шупашкар хулинче иртнĕ. Унта хула депутачĕсене, общество организацийĕсен представителĕсене, медиаволонтерсене, тĕп хула аталанăвĕшĕн ĕçлекенсене чĕннĕ.
Вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов тата Шупашкар хулин пуçлăхĕ Владимир Доброхотов кун йĕркинчи ыйтусемпе паллаштарчĕç. Тĕлпулура «Пуçаруллă бюджет» программăна пурнăçа кĕртессине, Чăваш Республикинче ГТО нормативĕсене пурнăçлассине, вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарассине сӳтсе яврĕç.
Владимир Степанов хулара пурăнакансен диспансеризаци тухмалли çинчен пусăм тусах каларĕ. Çакă тĕрлĕ чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма май парĕ. Сиплеве иртерех пуçлани те пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре «Цех медицини» проект ĕçлет. Шупашкарти В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ ырă тĕслĕхпе уйрăмах палăрать. Асăннă предприяти ĕçченĕсем производствăран уйрăлмасăрах сывлăх пунктĕнче хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Заводра ĕçлекенсем пĕлтернĕ тăрăх, кунта «больничнăй» илме те, анализсем пама та майсем пур. Сывă пурнăç йĕркине пропогандăлас тĕлĕшпе Пĕтĕм Раççейри «ГТО» физкультурăпа спорт комплексĕн пĕлтерĕшĕ курăмлă. Ку «Демографи» наци проекчĕн «Спорт – пурнăç норми» федераци программин пайĕ шутланать. Шупашкарта çулталăк пуçланнăранпа ГТОпа çыхăннă 129 мероприяти, 12 тĕлпулу, 4 фестиваль ирттернĕ. 30 пин ытла çын нормативсене тултарма пултарнă. ГТО значокĕсене 6 пин ытла çын тивĕçнĕ. Информаци ушкăнне хутшăнакансем предпринимательсене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен сăмах пуçарнă. Пĕчĕк тата вăтам бизнес субћекчĕсем валли вебинарсем тăтăш ирттереççĕ. Вĕсене саккунсен юлашки çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштараççĕ. Республикăри «Манăн бизнес» тата бизнес-инкубатор харпăр хăйĕн ĕçне уçма шутланă çамрăксен ыйтăвĕсене хуравлама яланах хатĕр. Тĕлпулура Шупашкарсене «Пуçаруллă бюджет» программăна мĕнле кĕмелли çинчен каласа панă. Хулара кăçал кăна çавăн пек 11 проекта пурнăçа кĕртнĕ: садиксенче чӳречесене улăштарма, çулсене асфальт сарма, 59-мĕш шкул спортзалне çĕнетме май килнĕ. Уйрăм çынсен çурчĕсем вырнаçнă урамсенче çулсене юсанă, шыв пăрăхĕсене çĕнетнĕ. Чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕччен Шупашкар хула администрацийĕ программăна кĕме ыйтса çырнă заявкăсене пухать. Асăннă программа хулана хăтлăрах тата илемлĕрех тума май парĕ. «Пĕрлехи информаци кунне пуçласа хутшăнтăм. Хула мĕнле хăвăртлăхпа аталанса пынине туйса илтĕм. Çак ĕçе манăн та хутшăнас, юратнă хулана аталантарас килет», – палăртнă Шупашкарти 2-мĕш шкулта 9-мĕш класра вĕренекен. Вăл шкулти «2.21» пресс-центра çӳрет. Ачасем хăйсен ĕçтешĕсемпе тата наставникĕсемпе тĕлпулу çинчен пост вырнаçтарнă ĕнтĕ.
Владимир СТЕПАНОВ, Чăваш Республикин вицепремьерĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ:
— Çулталăк пуçланнăранпа Шупашкарта пурăнакан 30 пин ытла çын ГТО нормисене пурнăçланă. Çакă халăх сывă пурнăç йĕркине пăхăннине палăртать. Анчах пурнăç пахалăхне ӳстерме пулăшакан ытти профилактика мери, калăпăр, диспансеризаци çинчен те манмалла мар. 2024 çулхи 10 уйăхра Шупашкарта пурăнакан 222 пин çын, вĕсенчен 15 пинĕшĕ ĕç вырăнĕсенче, диспансеризаци тухнă. Хамăр сывлăха тимлĕх уйăрни, медицина тĕрĕслевĕсенче пулни чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма, сиплеме пулăшать. Ĕçлекен вăй питти халăх диспансеризаци тухни общество сывлăхне лайăхлатма, чирлекенсен йышне чакарма, çынсен ĕмĕрне вăрăмлатма пулăшать. Çак енĕпе малашне те ĕçлĕпĕр.