Комментари хушас

31 Раштав, 2013

Тепĕр теплица - уяв парни

Раштавăн 26-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти «Ольдеевская» агрофирмăра тепĕр теплица хута кайрĕ.

Унăн никĕсне çурла уйăхĕнче çеç янă пулин те 5 уйăхрах кĕленче кăшкарне хăпартнă, тăррине витнĕ - пĕтĕм ĕçе пурнăçланă. Ку лаптăк 2 гектар йышăнать.

- 1980 çулсенче тунă теплицăсене пĕтĕмпех пăсрăмăр, - пĕлтерчĕ агрофирмăн директорсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова. - Çĕннисене хăпартрăмăр. Вĕсем киввисенчен пахарах, предприятие газ, шыв, электроэнерги перекетлеме май параççĕ. Ку теплицăсем икĕ хут ытла çÿллĕрех. Пахча çимĕçе шăварассине, сывлăш нÿрĕлĕхне пĕр шайра тытса тăрассине компьютеризациленĕ. Теплицăсене газпа ăшăтма уйрăм котельнăй турăмăр. Паянхи пурнăç таппипе килĕшсе тăраканскерсене хăпартма 200 миллион тенкĕлĕх кредит илтĕмĕр.

Хăнасем теплицăра хăяр акма хутшăннă. Вĕсене тепĕр уйăхранах сутлăха ăсатĕç. «Шупашкарти хăш-пĕр лавккара, пасарта этикетка çине «Ольдеевская» помидорĕ тесе çырса сутнине пĕлтĕмĕр, - терĕ Евгения Беликова. - Вĕсем раштав уйăхĕнче пирĕнтен пĕр килограмм та илсе кайман. Хăйсем агрофирмăн тесе суяççĕ. Пирĕн пуш уйăхĕнче тин пиçеççĕ. Предприятие Мускавран, Çĕпĕртен помидор туянма килекенсем çакна лайăх пĕлеççĕ.

Мĕнех, çĕнĕ тухăçа кĕтсе илме нумай юлмарĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.