Комментари хушас

16 Юпа, 2014

Пайтаçă завод-фабрика хăпарттăр

Çынсене ĕçпе тивĕçтернĕшĕн ăна халăх хисеплетĕр

Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици хывассине вăйлатас тĕлĕшпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Унта федераци субъекчĕсене инвестици кÿрессине еплерех йĕркеленине палăртакан наци рейтингне Чăваш Ен хутшăнассипе, туризм инфратытăмне тăвассипе, кредит илсе инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Михаил Игнатьев кăçал наци рейтингĕн эксперчĕсем, институчĕсем, стратегиллĕ пуçарусен агентстви пилот проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ регионсене çеç мар, мĕн пур субъекта хак парассине пĕлтерчĕ. «Çавна май кун йĕркинчи ыйтусем пирĕншĕн уçăмлă, - терĕ. - Вĕсем пурнăçпа тачă çыхăннă. Наци рейтингĕ лартакан ыйтусене тĕпе хурса хамăр ĕçе вăйлатмалла. Пирĕн ÿсĕмлĕ аталану кăтартăвĕсене шута илсе пĕр вырăнта чарăнса тăмалла мар, малаллах талпăнмалла, Чăваш Енĕн ĕçлĕ талккăшне татах сармалла. Ăна хушса пырасси нумай сăлтавран килет. Çапах та чи кирли - республикăна инвестици хывакан харпăрлăхçăсене тухăçлă ĕçлеме май тăвасси».

Çĕр-шывсен шайĕнчи экономика санкцийĕсен тапхăрĕнче бизнесменсем нумай çул тавăрмалли кредитпа çыхланасшăн мар, ăна темиçе çуллăха çеç илеççĕ. Çавăнпа инвесторсене экономикăна явăçтарма йывăр. «Производство умне çавнашкал чăрмав тухса тăчĕ пулин те пирĕн суйласа илнĕ çулпа малаллах каймалла, - терĕ М.Игнатьев. - Кирек хăш предпринимателе продукци туса кăларма е пулăшу ĕçĕ пунăçлама пулăшмалла. Чăваш Ен экономики аталаннă, социаллă пурнăçпа политика лару-тăрăвĕ çыпăçуллă-килĕшÿллĕ, инвестици хываслăх тĕветкеллĕхĕ пĕчĕк. Республикăн промышленноçри, строительствăри, агропромри, уйрăммăн илсен - ял хуçалăхĕнчи, потребительсен рынокĕнчи ĕç кăтартăвĕсем пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Тупăшсем 3,6% пысăкрах».

Стратегиллĕ пуçарусен агентстви çак уйăхра регионсен инвестици хываслăхне тишкерме тытăнать. Тĕпчеве специалистсене явăçтарать. Нумаях пулмасть çак агентство 3 çул тултарнă. «Вăл Чăваш Ене ырă сунса аван хак пачĕ, кăçал кăмăлĕ улшăнма пултарать. Эпир каялла чакма пултаратпăр. Ÿсĕм çулĕнчен пăрăнас мар тесен республикăн тĕнчепе, çĕр-шывпа тухăçлă хутшăнса ĕçлемелле, хамăр çитĕнÿсене кăтартмалла, ырă ĕçсемпе паллаштарма именмелле мар».

Малашне субъектсен инвестици хываслăхне хак панă чух статистика кăтартăвĕсене çеç мар, предпринимательсемпе экспертсен шухăшне те шута хурĕç. Рейтинг пĕтĕмлетĕвне регионсенчи ĕçлĕ çынсем витĕм кÿресси куç кĕрет. Çавăнпа республика Пуçлăхĕ экономика кăтартăвĕсене лайăхлатмалли çула анлăлатма ыйтрĕ. Уйрăммăн илсен производство пуçармалли мĕн пур норматив-право документне çĕнетес тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçлама, инвестици хывма кансĕрлекен административлă чăрмавсене пĕтерме, строительство пуçламашкăн ирĕк памаллли вăхăта пĕчĕклетме чĕнсе каларĕ. Ял-хула территорийĕсем мĕнле пулассине маларах тĕплĕн палăртма, инвесторсем патшалăхран илекен пулăшу пахалăхне лайăхлатма ыйтрĕ.

Михаил Игнатьев туризма аталантарассипе çыхăннă ыйту çинче те чарăнса тăчĕ. «Чăваш Енре туристсем йышлăн пуçтарăнаççĕ, - терĕ вăл. - Кашни тăваттăмĕш - ĕç тĕллевĕпе килекенни. Пурте çĕр каçса каяççĕ. Паллах, кунта апатланаççĕ, канаççĕ. Вĕсене лайăх пăхмалла. Сервис пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулсан çеç пирĕн пата татах килĕç».

Экономика министрĕ Владимир Аврелькин кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăва тишкернĕ май хăй ертсе пыракан ведомство пуçарнипе экономика аталанăвне, инвестици хываслăхне палăртас тĕллевпе тĕрĕслев рейтингĕ йĕркеленине, влаç органĕсен ĕçне пилĕк балпа тата тăватă критерипе хакланине пĕлтерчĕ. Хальлĕхе ыйтăма хутшăннă 100 яхăн респондент пĕр енĕпе те «4» паллă лартман. Çынсем ял-хулана, фабрика-завода инвестици хывасси, производствăсем йĕркелесси, çынсене ĕçпе тивĕçтересси, ытти ыйтăва татса парасси кирлĕ пек пулса пыманнине пытарман. «Вăл е ку ĕçе пурнăçлама камсем ура хунине хушаматран-ятран калăр?« - ыйтрĕ М.Игнатьев. Анчах министр хуравлаймарĕ. Республика Пуçлăхĕ ăна айăплисене уççăн каламаншăн асăрхаттарчĕ.

Культура министрĕ Вадим Ефимов туризм инфратытăмне хывас ĕç еплерех пынипе паллаштарчĕ. «Стромон-Китр» общество директорĕ Юрий Ковалев Муркаш районĕнче кану объекчĕсем хăпартнă чух тухса тăракан чăрмавсем çинчен каласа кăтартрĕ. Çĕнĕ проектсене çул парас тĕлĕшпе ĕçлекен стратегиллĕ пуçарусен агентствин ертÿçи Владислав Семенов Шупашкар çыранне йĕркене кĕртмелли проекта тĕплĕн сÿтсе явса пурнăçа кĕртме сĕнчĕ. Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн, «Юрма» тата «Ольдеевская» агрофирмăсен, «СУОР», «Букет Чувашии» обществăсен ертÿçисем çитес çулсенчи инвестици программисемпе паллаштарчĕç.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.