Комментари хушас

22 Юпа, 2024

Хыпар 119 (28295) № 22.10.2024

Ĕç укçи 57,7 пин тенке çитнĕ

Республика промышленноçĕ ӳсĕм çулĕпе малалла утать. Çакна вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ планеркăра çирĕплетрĕ. Канашлура социаллă пурнăçпа экономикăн кăçалхи тăхăр уйăхри аталанăвне пĕтĕмлетрĕç.

Промышленноç çав-çавах ӳсĕмлĕ

Промышленноç производствин виçĕ кварталти индексĕ 117% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ тата пысăкрах — 119%. Çийĕнчен Дмитрий Краснов промышленноç производствин пĕлтĕрхи индексне тӳрлетни çинчен пĕлтерчĕ. Промышленноç 27% хушăннă теттĕмĕр, вăл тата пысăкрах-мĕн — 30% шайĕнче. Тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ те ӳснĕ: 32 кăна мар — 37%. Промышленноç отраслĕсене илес тĕк — лидерсем улшăнман темелле: кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче электроникăпа оптика изделийĕсем туса кăларасси 2 хут ӳснĕ, хатĕр металл изделисем тĕлĕшпе ку кăтарту 1,5 хут пысăкланнă, сĕтел-пукан хатĕрлекенсем 1,3 хут нумайрах продукци туса кăларнă. Система йĕркелекен предприятисем ăнăçлă ĕçлеççĕ — вĕсен тĕп йышĕн производстви иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пысăкрах. Промышленноçăн тиесе ăсатнă продукцийĕ 400 миллиард ытла тенкĕлĕх — пĕлтĕрхинчен самай нумайрах. Министр ĕçе муниципалитетсен тӳпине кура та тишкерчĕ. Çĕмĕрле хули производствăна 1,8 хут ӳстернĕ. Вăрмарсем — 1,6 хут. Ку округ кăтартăвĕнче насуссем туса кăларакан производство тӳпи курăмлă-мĕн — çакă пĕтĕм округ экономикин кăтартăвне малалла туртать. Çавăн пекех Шупашкар тата Канаш хулисен кăтартăвĕсен ӳсĕмĕ пысăк. «Уксахлакансем» те çук мар. Вĕсен шутĕнче Дмитрий Иванович Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка, Пăрачкав, Çĕрпӳ округĕсене асăнчĕ. Ял хуçалăхĕ тĕлĕшпе комментари кĕске пулчĕ: çăмарта туса илесси, сĕт сăвасси хушăннă, аш-какай — кăшт чакнă. Строительство отраслĕн мухтанмалли çукрах. 38 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нумай сахалрах. Пĕлтĕрхи шайран иртнисем йышлă тееймĕн: Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисем тата темиçе муниципалитет округĕ. Пурăнмалли 587,6 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — иртнĕ çулхи виçĕ кварталтинчен кăшт сахалрах. Асăннă кăтартăвăн çурри — уйрăм çынсем хута янă тăваткал метрсем. Çурт-йĕр тăвассине 17 округ ӳстернĕ, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисем, Çĕрпӳ, Елчĕк, Комсомольски, Куславкка округĕсем чакарнă. Авăн уйăхĕнчи инфляци 5,5% танлашнă. Пулăшу ĕçĕсен хакĕ уйрăмах нумай хушăннă. Предпринимательлĕх вăй илсех пыни савăнтарать. Хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсемпе пĕрле шута илсен МСП субъекчĕсен йышĕ 116 пинрен те иртнĕ. Çак сферăра ĕçлекенсен йышĕ 16% хушăннă. Çакăнта, иккĕленмест вице-премьер, предпринимательлĕхе патшалăх ытларах та ытларах пулăшнин витĕмĕ те курăмлă. Ĕçсĕрлĕх 3,1% шайĕнче. Ĕç вăйĕн кирлĕлĕхĕ чакни те сисĕнет-мĕн. Кăмăлли — ĕç укçи ӳссех пыни. Авăн уйăхĕнче республикăра ĕç укçин вăтам виçи 57,7 пин тенкĕпе танлашнă — çулталăк каяллахинчен 20% пысăкрах. Инфляцие кăларса шутласан шалу ӳсĕмĕн чăн виçи 11% танлашать. Ĕç укçи 4 хулара тата 10 округра хушăннă. Шел, чакнисем те çук мар — Çĕмĕрлесемпе Йĕпреçсен. Шалу ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 5-мĕш вырăнта. Вăхăтра усă курмалла Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков 9 уйăхри ĕçе бюджета мĕнле пурнăçлани урлă хакларĕ. Тӳрех палăртрĕ: çулталăк вĕçленсе пынă май бюджетăн тăкак пайĕ пăшăрхану çуратать. Республика бюджетне тӳрлетӳсем кĕртнĕ май тăкаксене самаях пысăклатнине кура укçапа вăхăтра усă курас тĕлĕшпе те обязательствăсем хушăннă. Çав шутра нацпроектсем тĕлĕшпе те ĕçе вăйлатмалла. Вĕсем валли уйăракан укçа пысăк — 15,2 миллиард тенкĕ ытла. Хальлĕхе унăн çурринчен кăшт пысăкрах пайне кăна тӳленĕ, тăкакланă. Хамăрăн тупăшсем самай ӳснине палăртма кăмăллă. Куншăн, Михаил Геннадьевич шучĕпе, чи малтан ĕç укçи пысăкланнине тав тумалла: шалу пысăкрах — налук та ӳсĕмлĕ. Бюджет тăкакĕсен 69% яхăн пайĕ — социаллă сферăна каякан укçа. Тăкаксем хăш сферăсем валли кайнине палăртнă май вăл вĕрентӳ валли нумай укçа уйăрнине çирĕплетрĕ. 7,1 миллиард тенкĕ — ыттипе пĕрлех çак укçа шкулсен строительстви валли: «Республика харăсах вунă шкул строительствипе ĕçленине астумастăп», — терĕ кун пирки министр. Унсăр пуçне — садиксем, вĕрентĕвĕн ытти объекчĕ. Тата — культура çурчĕсем, ФАПсем, котельнăйсем, Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркĕ, водовод... Олег Николаев паянхи ĕç çитес çулхин никĕсне хывнине палăртрĕ. Çĕнĕ наци проекчĕсемпе ĕçлеме пуçлассине кура яваплăх пушшех пысăкланать, çавна тĕпе хурса вăл кăçал валли палăртнă ĕçсене туллин пурнăçлас тĕлĕшпе пĕтĕмпех тумалли çинчен асăрхаттарчĕ. Республикăн адреслă инвестици программине мĕнле пурнăçланипе строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов паллаштарчĕ. Ун валли кăçал 7,4 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çав шутра 4,8 миллиард — федераци хыснинчен. Укçапа усă курасси каярах юлса пынине Владимир Михайлович халь пурнăçланă ĕçсемшĕн çеç тӳленипе, подрядчиксене укçана аванс шучĕпе паманнипе сăлтавларĕ. Программăра — кăçал тата çитес çул вĕçлемелли 115 строительствăпа реконструкци об±екчĕ. Республика бюджетне нумаях пулмасть иккĕмĕш хут улшăнусем кĕртнĕ май тата 49 об±ект хушăнать. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан вĕсем тăрăх та раштава кĕнĕ çĕре контрактацие тивĕçтерессине çирĕплетрĕ. Программăри ĕçсене пурнăçлас тĕлĕшпе министерствăра эрнесерен штаб пухăнать — çивĕч ыйтусене подрядчиксемпе, муниципалитетсен ертӳлĕхĕпе пĕрле сӳтсе яваççĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Манăн тăван ялта пурăнас килет»

Вăл тăван ялне питĕ юратать. Упамса çĕр çинчен ан çухалтăр тесе чунне пама хатĕр. Ахальтен мар кашни ыйтăва ял халăхĕпе сӳтсе явать, тумалли ĕçе пĕрле пурнăçлать. Ял уявĕсем те унсăрăн иртмеççĕ. Патăрьел округĕнчи Упамса ялĕн старостипе Игорь Вавиловпа курнăçса калаçма кăмăллă пулчĕ.

Мăнаçлă палăк

— Игорь Петрович, эсир чылай çул ял старостинче тăрăшатăр. Ял-йыш суйларĕ-и сире? Çак ĕçе пурнăçлама тӳрех килĕшрĕр-и?

— Малтанах старостăра Федор Белков пенсионер ĕçлетчĕ. Вăл ывăнчĕ пулас, хăйне улăштарма ыйтрĕ. Чăн та, чылай ĕç турĕ халăхпа. Яланах пĕрле вăй хунă эпир. Каярахпа ял çыннисем мана: «Санăнах ĕçлемелле старостăра, килĕш», — терĕç. Çапла вара килĕшмех тиврĕ. Ялта çын сахал пулнăран çулсерен ĕçлеме йывăрланса пырать. Пире ертӳçĕсем те пулăшаççĕ. Çакăншăн вĕсене чун-чĕререн тав тăвас килет.

— Халиччен ял-йышпа мĕнле ĕçсем туса ирттертĕр? «Пуçаруллă бюджет» программăпа кăçал мĕн тума май килчĕ?

— Халăхпа чылай ĕç пурнăçланă. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн: масарти çурт тăррине, картана улăштарнă, сăрланă, кĕпере хамăр вăйпа юсанă. Иртнĕ çул пĕве чаврăмăр. Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли кӳлĕсене тарăнлатрăмăр. Хамăр пуçтарнă укçапа экскаватор тара тытса ĕçлеттертĕмĕр. Тăпрана тракторсемпе хамăр турттартăмăр. Кăçал «Пуçаруллă бюджет» программăпа Афган, Чечня вăрçисенче тата Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă салтаксене халалласа палăк лартрăмăр. Ял халăхĕ те хирĕç пулмарĕ, округ администрацийĕ те пулăшрĕ. Çав хушăрах программăпа килĕшӳллĕн уйăрнă патшалăх укçи те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Округри Депутатсен пухăвĕн депутатне Сергей Манзуркина та тав тăвас килет. Вăл пире питĕ нумай пулăшрĕ. Палăка утă уйăхĕн вĕçĕнче туса пĕтертĕмĕр, авăн уйăхĕнче уçрăмăр. СВОри салтаксене пулăшса ял халăхĕ клубра маскировка сетки те çыхать, гуманитари пулăшăвĕ те пуçтарать. Салтаксем ырă-сывă таврăнччăр тесе пурте тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть пĕр спонсор Липецкран 50 пин тенкĕлĕх сетка çырăнса илчĕ. Ял çыннисем те укçа пуçтарса материалсем туянаççĕ.

— Упамса — вăрман варринчи пĕчĕк ял. Район центрĕнчен 28 çухрăмра вырнаçнăран унăн малашлăхĕ те çук пек туйăнать. Мĕнпе илĕртрĕ сире тăван ял?

— Манăн атте Петр Михайлович — Чăваш Республикин вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Шел те, тивĕçлĕ канăва тухичченех чирлесе вилчĕ. Эпĕ атте пекех вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме шухăшланăччĕ. Ун пекех Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнчен вĕренсе тухрăм. Пĕр вăхăт йывăç каснă çĕрте тăрăшрăм. Ун чухне вăрман кĕрлесе çеç тăратчĕ. Шел те, манăн шăпа урăхла килсе тухрĕ. Инвалидноçа пула пенсие кайма тиврĕ. Каярахпа колхозра инженерта, шкулта завхозра ĕçлерĕм. Эпир пиллĕкĕн пĕртăван. Виçсĕмĕр Упамсара пурăнатпăр, тепĕр аппа — кӳршĕ ялта. Чи кĕçĕнни — Чулхулара. Эпир пурте тăван яла килĕштеретпĕр. Çуркуннехи, çуллахи вăхăтра питĕ хитре кунта. Чӳречене уçатăн та — кайăк юрри тыткăнлать, тĕрлĕ курăк-чечек шăрши кăмăлтуйăма çĕклет. Пĕр сăмахпа каласан, манăн хамăр ялта пурăнас килет. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Унăн турăшĕсем паллă çул çуревçе упраççĕ

Шупашкарта пурăнакан Владимир Бамбурин — художник та, тимĕрçĕ те, ремесленник та. «Пултарулăха çултан-çул аталантарса пымасан ӳнерçĕ те, ал ĕçĕн ăсти те пулаймăн. Турă панă ăсталăха туптасах пымалла, вара маçтăр пулатăнах», — тет вăл.

Владимир Александрович каланă тăрăх, вăл 5-мĕш класра чухнех йывăçран илемлĕ япаласем касса ăсталама пуçланă. «Шкулта кружок пурччĕ, ăна Евгений Акимов ертсе пыратчĕ. Атте касмалли инструментсем илсе пачĕ. Мăн кукаçи — сĕтел-пукан ăсти, мăн асатте тимĕрçĕ пулнă. Вĕсен ăсталăхĕ мана куçрĕ ахăртнех», — терĕ Улатăр хулинче çуралса ӳснĕ маçтăр.

— Пулас мăшăрăм Алена ӳнер тĕнчине кĕме хавхалантарчĕ. Унпа эпир кӳршĕлле çуртсенче пурăнаттăмăр, анчах пĕр-пĕрне палласах кайман. 15-ре чухне туслашрăмăр. Вăл художество шкулĕнче вĕренетчĕ. Хулапа уçăлса çӳренĕ май эпир ӳнер, ӳкерӳ мелĕсем çинчен калаçаттăмăр. Эпĕ те алла киçтĕк тытрăм, — çамрăклăха аса илчĕ Владимир. Сăмах май, Бамбуринсем 16 çул каялла çемье çавăрнă, ывăл çитĕнтереççĕ. Алена Бамбурина — художник-дизайнер, Шупашкарти ӳнер училищинче пĕлӳ илнĕ. Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче, телерадиокомпанире ĕçленĕ. Халĕ — ирĕклĕ художник. Вăл тĕрлĕ конкурс-фестивальте палăрнă. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр Хусанта живопиç ярмăрккинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Ашшĕ сĕннипе шкул хыççăн Владимир Улатăрти чукун çул техникумĕнче вĕреннĕ. Унта тимĕрпе ĕçлеме хăнăхнă. Каярах йывăçран илемлĕ япала ăсталамалли инструментсем тума тытăннă. Вăл каланă тăрăх, рынокра инструментсем сахал, пуррисем те хаклă, çавăнпа туса пама ыйтаççĕ. Шупашкар ăстин инструменчĕ çирĕп пулнине палăртаççĕ, çĕмĕрĕлсен юсаса парать. Владимир Бамбурин Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Унта ăна Андрей Анохин вĕрентекен ӳкерес ăсталăха алла илме пулăшнă. Живопиç мелĕсене ăса хывас тесе нумай кĕнекене шĕкĕлченине, ун чухне хальхи пек интернет вăй илменнине палăртрĕ. Диплом ĕçĕ валли вăл пачăшкă сăнне ӳкернĕ, анчах вĕрентекенсене унăн картини килĕшмен. Сумлă доцентсем çамрăка урăх ĕç тума сĕннĕ, тӳрĕ кăмăллăскер вĕсен сăмахне итлемен. Комисси членĕсем вара студентăн ĕçне лайăх паллăпа хакланă. Унăн картинисене пĕрремĕш курсра чухнех выставкăна тăратнă. Хальхи вăхăтра ун ĕçĕсем Раççейре кăна мар, АПШри, Китайри коллекцисенче те упранаççĕ. Юлашки çулсенче алла киçтĕк тытма вăхăт çитсе пыманнине палăртрĕ ӳнерçĕ. — Пĕчĕклех православи тĕнĕпе çывăхлантăм, асаннепе чиркĕве çӳреттĕмĕр. Çавăнпа турăшсем ăсталас килетчĕ. Андрей аттепе Федор епископ пил панипе çак ĕçе пуçăнтăм. Асамлă ĕçсем тăвакан Николай çветтуй — пĕрремĕш ĕçсенчен пĕри. Тĕрĕсех туман пулин те ман ĕçе ырларĕç. Педуниверситетра вĕреннĕ вăхăтра мăшăрăмпа пĕрле Улатăрти тата Пăрачкаври чиркӳсене илемлетме хутшăнтăмăр, — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ ӳнерçĕ. Вăл Федор Конюхов валли те турăшсем ăсталанă. Çул çӳревçĕпе социаллă сеть урлă паллашнă, лешĕ чиркӳ тума пуçланине пĕлтернĕ. Хăй те ремесла училищинче йывăçран хитре япаласем тума вĕреннĕ-мĕн. ЧППУран вĕренсе тухсан Владимир Бамбурин 2010 çулта Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче ĕçлеме пуçланă, икĕ çултан ăна хальхи искусство центрĕн заведующийĕн тилхепине шанса панă. Çак тапхăрта вăл художниксен вун-вун куравне йĕркеленĕ, Ĕпхӳре, Чĕмпĕрте, Мускавра командировкăра пулнă. 2023 çулта Хусана ĕçлеме тухса кайнă, Тутарстан наци музейĕнче тĕп художник тивĕçĕсене пурнăçланă. Анчах сакăр уйăхран Шупашкара таврăннă. «Унти пурнăç пирĕн кăмăла каймарĕ. Йĕритавра асфальт, ешĕл лапам сахал, хăтлă картишсем çук. Çурчĕсем те килĕшмерĕç. Хусанта иртен пуçласа каçчен ĕçлеççĕ. Çемьеллисене унта йывăр, маншăн çемье малти вырăнта тăрать. Чун киленĕçĕ пирки те манма тиврĕ. Шупашкартах лайăх. Кунта илемлĕ те хăтлă. Çумрах — юхан шыв, çырма-çатра, вăрман-ката», — шухăш-кăмăлне ирĕке ячĕ вăл. Владимир Александрович авалхи маçтăрсен ĕçне тĕпе хурса кашăксем, тĕрлĕ савăт-сапа тăвать. Тинĕспе çыхăннă япала та сахал мар унăн: улитка, пулă, ытти... Ун ĕçĕсене хăшĕ-пĕри — килти коллекци, теприсем — парнелĕх, виççĕмĕшĕсем музей валли туянаççĕ. Владимир Бамбурин каланă тăрăх, Америкăра, Европăра ал ĕçĕн ăстисем çукпа пĕрех, çавах интересленекенсем пур. Вĕсем унпа социаллă сетьсем урлă çыхăнаççĕ. Вăл е ку япалана мĕнле тумаллине, мĕн-мĕн кирлине ыйта-ыйта пĕлеççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.