Комментари хушас

17 Юпа, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 40 (1370) № 17.10.2024

Кире пуканĕ вăйлисене кăна пăхăнать

Кире спорчĕпе туслисем иртнĕ кану кунĕсенче Шупашкарти маунтинбайк центрне «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри 39-мĕш турнира пуçтарăнчĕç. Помост çинче 19 регионтан килнĕ тĕрлĕ ӳсĕмри пăхаттирсем тупăшрĕç.

Паттăрсем — çĕршыв мăнаçлăхĕ

Турнирта ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Николай Петрова аса илчĕç. Пуç хунă ентешсен ячĕсене асра тытса пĕр самант шăп тăчĕç. Елчĕк округĕнчи Тӳскел каччи тимĕр вăййипе туслă пулнă. Спорт лапамĕнче ăсталăха туптаса спорт мастерĕн кандидачĕн ятне тивĕçнĕ, республика чысне тĕрлĕ турнирта хӳтĕленĕ. «Хыпар» турнирĕнче те пĕрре мар пьедестал çине хăпарнă. Хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнăскер 2022 çулта Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан алла пăшал тытнă, анчах пĕлтĕр пĕр çапăçура ăна вилмеллех амантнă. Паттăр аслă лейтенанта Раççей Геройĕн ятне панă. Ăна асăнса пĕлтĕртенпе Елчĕкре кире пуканĕ йăтассипе ăмăрту ирттереççĕ. Помост çине ятарлă çар операцине хутшăннă пăхаттир те тухрĕ. Вăл — Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпа каччи Василий Кириллов. Салтак çар операцийĕнче пĕрремĕш кунсенченех тăшманпа кĕрешнĕ. Контракт вăхăчĕ вĕçленсен киле таврăннă. Пĕлтĕртенпе унта командировкăсене çӳрет. Унчченхине аса илсе пушă вăхăт тупăнсанах алла кире пуканĕ тытать. «Хыпар» турнирĕнче вăл лайăх çитĕнӳсем тунă, шăпах 2019 çулта спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. «Çар операцийĕ пуçланнă хыççăн спорт иккĕмĕш вырăна куçрĕ. Икĕ çула яхăн тренировкăсем те туман, ăмăртусене те хутшăнман. Паян хамăн вăя тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм», — терĕ Олег Федоровпа Борис Глинкинăн вĕренекенĕ. Ашшĕсенчен тĕслĕх илнĕ Куславккари Максим Егоров кире спорчĕпе 5-мĕш класра туслашнă. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Иван Краснов пырса ăсталăх сехечĕ ирттерни ăна спортзала кайма хавхалантарнă. Унăн ашшĕ Юрий Валерьянович та çамрăк чухне кире пуканĕ йăтнă, республика командипе тĕрлĕ турнира хутшăннă. 15-ри яш кăçал Раççейри шкул ачисен спартакиадинче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Унта вăл спорт хатĕрне 126 хут сулласа çĕкленĕ, 86 хут тĕртнĕ. Çамрăк Питĕрти çар училищине вĕренме кĕресшĕн, çавăнпа спортра çитĕнӳсем туни ăна ĕмĕтне пурнăçлама пулăшасса шанать. РФ Кире спорчĕн федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пĕтĕмлетĕвĕпе Максим Егоров «2024 çулхи чи лайăх спортсмен» ята тивĕçрĕ, унăн вĕрентекенĕ Иван Краснов — чи лайăх тренер. Спорт мастерĕн кандидачĕсем Владимир Гусевпа Денис Пикуль Санкт-Петербург чысне хӳтĕлерĕç. Питĕрти çар институтĕнче пĕлӳ илекенскерсене Джони Бенидзе тренер спортра пысăк çитĕнӳсем тума пулăшать. «Атте йывăр атлетикăпа, пауэрлифтингпа туслăччĕ. Эпĕ те ăна кура штанга йăтма пуçларăм, кайран кире спортне куçрăм. Йывăр атлетика маншăн çăмăлах марччĕ. «Спорт тĕнчепе паллашма май парать», — тетчĕ атте. Хăй те çĕршыв тăрăх нумай çӳренĕ. Чăнах та, тĕрлĕ хулара пулса курни тавра курăма аталантарать. Шупашкара та хаваспах килтĕм. Кунта та кăтартăва лайăхлатрăм», — хыпарларĕ 20 çулти Владимир. Вăл Санкт-Петербург чемпионачĕсемпе кубокĕсенче палăрнă тăк Денис Пикулĕн çитĕнĕвĕсем пысăкрах. 21-ри яш çĕршыв ăмăртăвĕсенче, тĕнче кубокĕн тупăшăвĕсенче призерсен йышне лекнĕ. Алла ручка тытать Аслă ăрурисем те помост çинче маххă памарĕç. Акă, Владимир хулинчи Александр Константинов ветерансен йышне кĕрсен те спорта пăрахман. «Спорт сывлăха тĕреклетет, ĕçлеме вăй-хал хушать, кире пуканĕ йăтсан хăвна яланах лайăх туятăн», — терĕ 71-ри пăхаттир. Вăл Пĕтĕм Союзри инженерипе строительство институтĕнчен вĕренсе тухсан заводра инженер-технологра нумай çул вăй хунă. Хальхи вăхăтра та ахаль лармасть — пĕр предприятире ĕçлет. Александр Константинов Шупашкарта пĕрремĕш хут мар, кунта унăн тус та нумай. Спорт ветеранĕ пирĕн хулара таса та хитре, çыннисем ырă кăмăллă пулнине палăртрĕ. Çакна каласа хăвармалла: Александр Владимирович пушă вăхăтра сăвă-калав çырать. Вăл — РФ Писательсен союзĕн членĕ. Унăн виçĕ кĕнеки кун çути курнă. Кăçал пичетленсе тухнине Шупашкара та илсе килнĕ, ăна юлташĕсене парнеленĕ. Вăл кире спортне халалласа сăвă та хайланă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ, Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


Китайри циркра та ташланă

Ольга Соборова пĕррехинче урампа утнă чухне ăнсăртран юпа çинче кăсăклă пĕлтерӳ асăрханă: чечетка ташлама студире вĕренекенсен ушкăнне йĕркелеме пуçланă-мĕн. Ольга халĕ те çав пĕлтерӳ хучĕ çинче йăрăс пӳллĕ ташлакан арçын мĕлкине ӳкернине астăвать. Ун чухне хĕр 14 çулта пулнă. Унăн тӳрех куçĕ çунма пуçланă. «Атя, ку студи ăçта вырнаçнине кăтартатăп», — тенĕ ăна хĕр тусĕ. Ольга кирлĕ вĕрентекене хăвăрт тупайман, «Пионерсен керменĕнче» виçĕ кун шыранă ăна. Юлашкинчен тинех ăннă пикене, вăл паллă балетмейстерпа, хореографпа Арслан Вагаповпа тĕл пулнах.

Ют çĕршыва кайсан «Ташă мĕнне эпĕ тăватă çултах, анне мана ташă студине çавăтса кайсан, пĕлтĕм. Пĕр ирхине аннепе Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменне васкарăмăр. Унта çитсен анне мана чешкă, юбка тăхăнтартрĕ. Ташлама вĕренме килнисем, ман пекех пĕчĕк хĕрачасем, карталанса чупнăран тусан мăкăрланни халĕ те куç умĕнче. Урайне хăма сарнăччĕ. Вĕрентекен кăшкăрса тем ăнлантарать… Манăн вара чăтма çук çывăрас килет. Эпĕ те ыттисемпе пĕрле чупрăм вара. Ташă мана çаврăнăçуллă пулма тата çан-çурăма илемлĕ тытма кăна мар, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма та, астăвăма аталантарма та вĕрентрĕ, — пуçларĕ калаçăва ташлама юратаканскер. — Анчах хамăн педагога тупма çăмăл пулмарĕ. Эпĕ ăнсăртран асăрханă пĕлтерӳ шăпа парниех пулчĕ-тĕр. Арслан Степанович патĕнче ăсталăха аталантарма пуçласан вăл чăннипех манăн педагог пулнине туйрăм. Çапла майпа халăх ансамблĕнче степ-балет ташлама пуçларăм. Чечетка та вĕрентĕм. Вăл вăхăтра ку ташă Чăваш Енре аталансах кайманччĕ, çавна май ăна вĕренни уйрăмах хаклă пулчĕ. Майĕпен хамăрăн репертуар йĕркеленчĕ. Пĕччен ташламалли номерсем те пурччĕ манăн. Эпир ют çĕршывсенче ĕç шырама пикентĕмĕр, хамăра унта аталантарма тĕллев лартнăччĕ. Çапла майпа эпĕ Китайри цирка лекрĕм. Ун чухне эпĕ шкултан вĕренсе тухса Санкт-Петербургри туризмпа сервиз институчĕн Шупашкарти филиалĕнче куçăн мар майпа вĕренеттĕм. 22 çулта контракт çырса Китая çулталăклăха ташăçăра ĕçлеме тухса кайрăм. Эпĕ пĕр сайтра хамăн сăн ӳкерчĕксене вырнаçтарнăччĕ. Пĕррехинче манпа палламан çын çыхăнчĕ те Китайра ĕçлеме сĕнчĕ. Вăл ташăçăсене пухатчĕ. «Сайтри сăн ӳкерчĕксенче эсирех-и?» — ыйтрĕ вăл. Эпĕ хуравларăм. Унтан вăл: «Сире Китайри циркра кĕтетĕп», — тесе шăрçаларĕ. Çав самантра эпĕ диван çинче выртаттăм, тăнă пулсан тĕлĕннипе тĕшĕрĕлсе анаттăм ахăр. Шок пулчĕ. Кайран телефонпа калаçрăмăр, вăл манăн ертӳçĕпе ĕç условийĕсене сӳтсе яврĕ. Ют çĕршывра пултарулăх енĕпе ӳсрĕм, виçĕ уйăхрах солист пулса тăтăм. Цирк номерĕсене уçаттăм. Паллах, чылай апата çиме юрамастчĕ, хамăра чарма тиветчĕ. Хама формăра тытас тесе тепĕр чухне вуçех апат çиместĕм. Залра тренировкăсенче чылай вăхăт тар тăкнă. Манăн чи кăсăклă цирк номерĕ ятарлă çаврашка ăшĕнче ташлассиччĕ. Шалта вара эпĕ пĕччен мар, мотоциклистсемпеччĕ. Вĕсем эпĕ ташланă хушăра хăйсен транспорчĕпе çаврашка ăшĕнче ярăнатчĕç: çӳлте, йĕри-тавра… Вĕсем ман çине ӳкес хăрушлăх пысăкчĕ, мĕншĕн тесен Китайра эпир пурăнакан тăрăхра сывлăш нӳрĕклĕхĕ пысăкчĕ, çавна май мотоцикл ураписем шăватчĕç. Искусство çавнашкал япала, теветкеллĕх те пур унта. Тепĕр тесен, çав тапхăр ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. Кайран Раççее таврăнсан, хам ĕçленĕ цирка час-часах тĕлĕкре кураттăм. Эпир вырăнти чĕлхене пĕлменрен пирĕнпе куçаруçăсем ĕçлетчĕç. Аякри тăрăхра аннешĕн питĕ тунсăхлаттăм, юрать ун чухне çемье çавăрма ĕлкĕрейменччĕ эпĕ. Çывăх çынсене çулталăк кураймарăм, çакă чи йывăрри пулчĕ. Пирĕн артистсен ушкăнĕнче тĕрлĕ халăх çыннисем куракансене савăнтаратчĕç. Пурте цирк çумĕнчи общежитире пурăнаттăмăр. Çак тапхăр маншăн хĕсмет пекех пулчĕ: аннерен уйрăлса аякка тухса кайрăм-ха та. Питĕ чаплă опыт илтĕм. Мана малалла ĕçлемешкĕн те контракт çырма сĕнчĕç, шалу та ытларах тӳлеме шантарнăччĕ. Китай ертӳлĕхĕ пире мĕн кирлипе тивĕçтеретчĕ, çул çинчи тăкаксене саплаштаратчĕ. Хамăрăн ушкăнпа ытти çĕршыв кураканĕсене те савăнтартăмăр — Испанире, Андоррăра пултăмăр. Анчах эпĕ тăван тăрăха таврăнтăм, çемье çавăртăм. Ташăçăн ĕмĕрĕ кĕске çав. Кун пирки мана вĕрентекенĕм Арслан Степанович та каланă. «Çутă та илемлĕ карьера — кĕске вăхăтлăха çеç. Санăн пултарулăху — ĕçченлĕхре, маттурлăхра», — тетчĕ. Эпĕ ташăсăр пурăнма пултараймастăп, тĕрĕссипе, ăна пăрахас шухăш нихăçан та пулман. Çемьеленсен ачасем çуралчĕç… Çав тапхăрта ташласси пирки тек ĕмĕтленмелле маррине ăнлантăм. Анчах хамăн пĕлӳпе ăсталăха эпĕ ыттисене пама пултаратăп вĕт-ха! Çавăнпах педагогика енĕпе вĕренме кĕтĕм. Хореограф мар, воспитатель тата пуçламăш классен вĕрентекенĕн профессине илтĕм. Каярахпа хамăн ушкăна пухрăм, тренер пек ĕçлеме пуçларăм. Халĕ ку енĕпех тăрăшатăп, хĕрсене кĕлетке илемлĕхне упрама пулăшатăп. Ушкăнпа эрнере икĕ хут пухăнса тренировка ирттеретпĕр», — паллаштарчĕ хăйĕнпе 38 çулти ташă ăсти. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Чуста çăрнине те, кин кĕртнине те кăтартрĕç

Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет хастарĕсем пуçарнă регионсен хушшинчи «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» фестиваль улттăмĕш çул ăнăçлă пурнăçланать. Çакна юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕмĕрле округĕнчи Якуртушкăнь культура çуртĕнче иртнĕ кăçалхи пĕтĕмлетӳ те тепĕр хут çирĕплетрĕ. Комитет хастарĕсем ялсенчи чи пултаруллă чăваш хĕрарăмĕсен тупăшăвне Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне халалласа ирттерме йышăнчĕç.

Чĕмпĕрте те иртнĕ Унăн тĕллевĕ — ял хĕрарăмĕсем самана таппипе тан утнине, вĕсем общество пурнăçне хастар хутшăннине, халăхăмăр пуянлăхне, ырă йăли-йĕркине ăса хывса пурăннине, çепĕç те пуян чĕлхемĕре юратнине, çемьери хутшăнусене çирĕплетсе пынине кăтартса парасси. Фестиваль Раççейри Çемье çулталăкĕпе килĕшӳллĕн те иртрĕ. Мероприяти регионсен хушшинче иртнĕрен юлашки икĕ çулта ăна икĕ тапхăрпа йĕркелерĕмĕр. Пĕрремĕшне Чăваш Енре — пуш уйăхĕнче Елчĕкри культура çуртĕнче, иккĕмĕшне республика тулашĕнче – çу уйăхĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнче йĕркелерĕмĕр. Унта вун тăватă маттур хĕрарăм тупăшрĕ. Палăртма кăмăллă: хастарсем пилĕк тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухрĕç. Фестивале çӳллĕ шайра ирттерме Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левыйпа культура ĕçченĕсем тата пултарулăх ушкăнĕсем пулăшрĕç. Сăмах май, Елчĕксем çамрăксене йăла-йĕркене упрас ĕçе ачаранах явăçтараççĕ, вĕрентсе пыраççĕ. Ахальтен-им, аслă классенче ăс пухакан арçын ачасем салтак юррине тата салтак ăсатас йăлана ăса хываççĕ, авалхи юрă ташăсен вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Ку тăрăхри яш-кĕрĕм музыка инструменчĕсене ăста калать. Паян каччăсенчен йĕркеленĕ пултарулăх ушкăнĕсем Елчĕк енре тивĕçлĕ вырăн тупнă. Чĕмпĕр енчи чăваш хĕрарăмĕсем фестивале пĕрремĕш хут хутшăнчĕç, апла пулин те чăваш тĕнчин асамлă вăйне туйнине, халăхăмăр эткерлĕхне тата Иван Яковлевăн «Чăваш халăхне панă халалне» асрах тытнине, хăйсен тӳрĕ тивĕçне туллин пурнăçланине уççăн кăтартрĕç. Тупăшăва хутшăннă ултă хĕрарăмран пĕрне, Марина Борисовăна, Чăваш Енре ирттернĕ финала йыхравларăмăр. Унта малтанхи тапхăрта чи нумай балл пухнисем хутшăнаççĕ. Кăçал ăмăртăва 14 маттур ял хĕрарăмĕ хутшăннă пулсан финала пиллĕкĕн тухрĕç. Вĕсен йышĕнче — Йĕпреç енĕн илемлĕ те çепĕç хĕрарăмĕ Ирина Шумихина, Канаш тăрăхĕн маттурĕ Нина Николаева, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Марина Борисова, Людмила Григорьева – Етĕрне тăрăхĕнче пурăнакан ӳркенмен ял хĕрарăмĕ, Елчĕк енĕн илемĕ тата тăван тăрăхшăн тимлекен Татьяна Васильева. <...>

Юлия МАРЕЕВА, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.