Комментари хушас

11 Ака, 2024

Программистсем пустуй сăмах вакламаççĕ

Пилĕк ачаллă çемьере çитĕннĕрен-ши Елена Федорова мĕн пĕчĕкренех хăй тĕллĕн йышăну тума хăнăхнă. Шкултан киле парса янă ĕçсене никам хистемесĕрех хатĕрленĕ, вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пынă. Муркаш районĕнчи Отикасси шкулĕнче ăс пухакансенчен Елена пĕртен-пĕр «отличница» пулнă. 9-мĕш класчен — ялта, 10-11-мĕшсенче Муркашри лицейра вĕреннĕ вăл. Професси пирки шухăшлама вăхăт çитсен хĕр никам сĕнмесĕрех, пулăшмасăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне çул тытнă. «Анне бухгалтерта тăрăшатчĕ, аппа экономист специальноçне алла илчĕ. Эпĕ суйланă факультета вĕренме кĕрес текен нумайччĕ пулин те документсене кайса патăм. Шăпах çав вăхăтра унта бизнес тата информатика енĕпе бакалавриат уçăлнăччĕ. Унта та документсем тăратрăм. Çак факультета тӳлевсĕр майпа вĕренме кĕрсе ИТ енĕпе пĕлӳ илтĕм. Бизнес тата информатика енĕпе тăрăшакан çын программистсемпе заказчиксен хушшинчи специалист темелле. Заказчик хăйне мĕн кирлине нумай чухне ăнлантараймасть, ку ĕçе шăпах бизнес-аналитик пурнăçлать. Заказчик курăмĕпе шухăшне программа разработчикĕсем патне ИТ-чĕлхипе илсе çитерет», — каласа кăтартрĕ хальхи вăхăтра Шупашкар хулинчи пĕр ИТ-компанире программистра вăй хураканскер. Муркаш районĕнчи Шупуç ялĕн пики анлă сарăлнă профессисенчен пĕринпе паллаштарчĕ.

Вĕрен те вĕрен

— Елена, программировани мĕнпе кăсăклăха?

— Код çыратăн та… вара программа пулса тăрать. Программист нимрен нимĕр тăвать. Пирĕн компани больницăсем, аптекăсем, страхлакан компанисем валли программăсем çырать. Эсĕ тунă ĕç çынсене пулăшнине, вĕсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатнине ăнланни малалла ĕçлеме хавхалантарать. Бакалавриатра вĕреннĕ хушăра программа çырасси шутсăр кăсăклантарчĕ. Кайран магистратурăна кĕтĕм. Мана, çамрăк специалиста, пĕр ИТ-организацие йыхравларĕç. Хушнă заданисене йăлтах пурнăçлама тăрăшаттăм-ха, анчах çăмăл марччĕ. Мансăр пуçне компанире 1С программист çукчĕ, ыттисем урăххисемпе ĕçлетчĕç. Тепĕртакран организаци ертӳлĕхĕ мана разработчике вĕренме ячĕ. Программа çырас ĕçе пĕлӳ илнĕ май хăнăхса пытăм. Нумаях пулмасть пысăкрах должноçа куçарчĕç мана, халĕ разработчиксен уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлатăп. Хамăн професси яланах çĕннине вĕренме тивнипе уйрăмах кăсăклă. Ку тытăмра ĕçлекенĕн ăсталăх чикки çук. Вĕрен те вĕрен. Сăмах май, халĕ эпĕ вебпрограммирование ăса хыватăп. Çĕнĕ должноç тивĕçĕсене те вĕренсе пыратăп.

— Пысăк яваплăхлă професси сирĕн. Шиклентермест-и ку?

— Çук. Çĕнĕ должноçа куçни вăл аталану, ӳсĕм.

— ИТ арçын ĕçĕ шутланать теççĕ. Сире каччăсем ĕçтешĕрсем мĕнле йышăнаççĕ?

— Пĕррехинче пирĕн пата çĕнĕ программист йĕкĕт вырнаçрĕ. «Хамăн пурнăçра пуçласа хĕрсене разработчиксене куратăп», — шалтах тĕлĕннĕччĕ вăл. Манăнни пек специальноçлă пикесенчен хăшĕ-пĕри тĕлĕнет. Ĕçе вырнаçсанах хĕрсем яшсенчен ытларахчĕ кунта. Кайран вĕсен йышĕ пĕр пекленчĕ. Халĕ вара разработчиксенчен чылайăшĕ — каччăсем. Ку тытăмра хĕрсем те ĕçлеме пултараççĕ — çирĕплетсех калатăп. ИТ специалистсенчен нумайăшĕ арçынкаччă пулни вĕсен техникăлла шухăшлавĕпе çыхăннă-тăр. Кунта çакна та палăртам: программистсем икĕ ушкăна пайланаççĕ: система тата бизнес программисчĕсем. Пĕрремĕш йышрисем платформа хатĕрлеççĕ, кайран ытти айтишник унпа ĕçлет. Система программисчĕ пулма йывăр. Ку ĕçе кашниех тума пултараймасть. Пирĕн организацире унашкал специалист 2-3 çын çеç. Эпĕ бизнеспа логикăшăн яваплă. Арçын ĕçтешсем чиперех йышăнаççĕ, пĕр шайрах калаçаççĕ, тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе яваççĕ. Пирĕн ĕçре пурте пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, коллектив çемьери пек туслă. ИТ-специалистсен ушкăнпа ĕçлеме пĕлмеллех.

Чылайăшĕ — интроверт

— Сирĕн ĕçре чи кăткăсси мĕн-ши?

— Тепĕр чухне хутран-ситрен программăра йăнăшсем тухаççĕ. Вĕсен сăлтавне тӳрех тупса палăртма кăткăс. Тишкернĕ, тĕрĕсленĕ май вăхăт чылай кирлĕ пулма пултарать. Эпĕ çемьеллĕ, икĕ ачаллă хĕрарăм. Кунĕпе ĕçре. Каçхине ачасене тимлемелле. Çавăнпа çĕннине ăса хывма йывăр, вăхăт çитмест. Ку енĕпе арçынсене çăмăлрах пек туйăнать. — Тус-юлташăрсемпе тăванăрсем сирĕн профессие мĕнле йышăнаççĕ?

— Вĕсен çывăх çынни, эпĕ, çакнашкал ĕçре тăрăшнишĕн мăнаçланаççĕ, мухтанаççĕ. Шел пĕртен-пĕр пиччепе атте манăн çитĕнӳсемпе савăнаймаççĕ… Пичче эпĕ 8-мĕш класра чухне пурнăçран уйрăлчĕ, каярах атте çĕре кĕчĕ. Анне питĕ нумай ĕçлетчĕ, ачисемпе ларма унăн вăхăт та пулман. Университета вĕренме кĕмешкĕн документсене хамах кайса патăм. Халĕ çынсемпе хутшăннă чухне вăл манпа мăнаçланнине туятăп. Эпĕ аннерен тĕслĕх илсе çитĕннĕ, унăн тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхĕ мана куçнă пулинех. — Программистшăн мĕнле енсем пĕлтерĕшлĕ?

— Аналитикăллă тата абстрактлă шухăшлама, вăрах вăхăт пĕр вырăнта ларса пусăрăнса ĕçлеме пĕлмелле. Код çырса хатĕрлес умĕн вăл мĕнле пуласса палăртса хумалла. Пултарулăх та ют мар уншăн — программăна тĕрлĕ мелпе çырма пулать-çке, унта çирĕп чикĕсем çук. Кунсăр пуçне тимлĕх пысăк пулмалла. Кода йĕркеллĕ çырас тесен çав процеса пуçĕпех кĕрсе каймалла-ха та. Программистăн командăра ĕçлеме пĕлмелли пирки маларах каларăм ĕнтĕ, мĕншĕн тесен ĕçĕн пĕр пайне — пĕр çын, икккĕмĕш пайне тепри пурнăçлать.

— Айтишниксенчен чылайăшĕ интроверт, вĕсем çынпа хутшăнма юратмаççĕ теççĕ…

— Эпĕ те хама интровертсен йышне кĕртетĕп. Тепĕр тесен, кашни çынра экстраверт та, интроверт та пур, çыннăн кăмăлĕ çак енсен шайлашăвĕнчен килет. Эпĕ вăхăта пĕччен ирттерме кăмăллатăп, пĕчченлĕхре тунсăхламастăп. Шавлă вырăнта пулнă, çынпа чылай калаçнă хыççăн манăн пĕчченлĕхре канмалла. Апла пулин те çынпа хутшăнма юрататăп. Студентлăхра эпĕ мобильлĕ çыхăну салонĕнче ĕçлерĕм. Унта пĕрмай çынсемпе калаçма тиветчĕ. Киле таврăнсан вара шăплăхра лараттăм, пĕр сăмах чĕнме кăмăл юлмастчĕ. Айтишниксем, чăнах та чĕмсĕртерех, хăйсен тĕнчинче пулма кăмăллаççĕ вĕсем. Программистсем пустуй сăмах ваклакан çынсем мар.

Нейросетьпе усă курмасть

— Мăшăрăр та ИТ-тытăмра тăрăшать-и?

— Çук. Эпир шкулта ăс пухнă вăхăтрах пĕрпĕрне тĕл пулнă. Пĕррехинче хĕр тусăн ялне хăнана кайсан унта Иванпа паллашнăччĕ. Ташă каçĕнче вăл мана ташша чĕннĕччĕ. Анчах эпир хĕрпе каччă пек хутшăнман. Çичĕ çул иртсен пирĕн çыхăну çĕнĕрен вăй илчĕ. Вăхăт иртсен вăл мана хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Ваньăн профессийĕ пултарулăхпа çыхăннă, вăл сĕтел-пукан дизайнерĕ. Пирĕн шухăшлав та расна.

— Арăмĕ программист пулнине мĕнлерех йышăнать вăл?

— «Эпĕ нихăçан та программистсене ăнланмăп», — тесе шӳтлет. Ман çумма айтишниксем пирки халăхра анлă сарăлнă халапюмаха çыпăçтарать. Сăмах май, вĕсем, çав шутра эпĕ те тарăн та анлă темăсемпе калаçма юрататпăр. Тĕнче тытăмне, социаллă проблемăсене, тĕне тата ыттине те сӳтсе явма кăмăллатăп. Унашкал темăсем упăшкашăн кичем пек туйăнаççĕ. Маншăн вара пачах тепĕр майлă. Эпир пĕр пек пулманни шăпах пире пĕрлештерет те ĕнтĕ. 5 çулти ывăлпа 2-ри хĕр пĕрчине çитĕнтеретпĕр.

— Пĕчĕк ачасене пăхасси, хĕрарăм тивĕçĕсене пурнăçласси, çавăн пекех яваплă ĕçре тăрăшасси çăмăл мар ахăртнех.

— Пытармастăп: çăмăлах мар. Уйрăмах вĕренме вăхăт тупас енĕпе йывăрлăхсем пур. Кунĕпех компьютер умĕнче ĕçлетĕн, килте ачасене тимлетĕн… каç пулса каять. Ун чухне компьютер умне вырнаçас та килмест. Çавăн пек ритмпа пурăнсан канмашкăн май тупни пĕлтерĕшлĕ. Нумаях пулмасть мăшăрпа иккĕн çеç Стамбула кайса килтĕмĕр. Эпĕ мĕн пур ĕçрен вăхăтлăха канма пултартăм. Кайран çĕнĕ вăйпа ĕçе пуçăнтăм. Йывăрлăхсем мана хăратмаççĕ, ун пек чухне ĕçлеме пушшех кăсăклă.

— Ĕçре нейросетьпе усă куратăр-и? Малашне искусствăллă ăс-тăн программистсене улăштарма пултарать-и?

— Нейросетьпе ĕçлеместĕп. 50 çултан тен, вăл айтишниксем вырăнне программăсем çырма пуçлĕ. Анчах хытă иккĕленетĕп. Система программисчĕсене вара нихăçан та искусствăллă ăс-тăн улăштараймĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.