Комментари хушас

11 Юпа, 2024

Чăваш халăхĕн хаçачĕн турнирне хутшăнма, пырса курма чĕнетпĕр!

Сумлă спортсменсем вăй виçеççĕ

Республикăн физкультурăпа спорт историне нумай çул каяллах кĕнĕ «Хыпар» турнирĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк.

«Коммунизм ялавĕ» хаçатăн (халĕ «Хыпар») 1984 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче кире пуканĕ çĕклессипе иртнĕ пĕрремĕш ăмăртăвне 7 регионтан 200 яхăн атлет хутшăннăччĕ. Унтанпа 40 яхăн çул иртрĕ. Çав хушăра турнирта республикăри тата унăн тулашĕнчи 9 пине яхăн спортсмен, çав шутра Европа тата тĕнче чемпионĕсемпе рекордсменĕсем, вăй виçнĕ: Киров облаçĕнчи Егор Демышевпа Павел Чуев, СанктПетербургри Иван Марковпа Артем Клепиков тата ыттисем. Иртнĕ 10 çулта Санкт-Петербургри пăхаттирсене пирĕн мухтавлă ентеш, Куславкка районĕн хисеплĕ гражданинĕ, ултă хут тĕнче чемпионĕ, Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ тата тренерĕ Сергей Кириллов хатĕрлет. Вăл та, кире пуканĕ спорчĕн пĕтĕм Раççейри федерацийĕн президенчĕ, «Хыпар» ăмăртăвне килсе çитрĕ. РФ Спорт министерстви тата федераци президиумĕ «Хыпарăн» 39-мĕш турнирĕн тĕп судйи пулма СССР спорчĕн мастерне, Раççей чемпионне, пĕтĕм тĕнчери турнирсен çĕнтерӳçине Юрий Карпова çирĕплетрĕ. Ăмăртусен тĕп секретарĕ — спорт мастерĕ, Пĕтĕм Раççей категорийĕллĕ судья Юрий Бронюков (Хĕрлĕ Чутай), апелляци жюрийĕн председателĕ — ултă хут тĕнче чемпионĕ пулнă, «Хыпар» турнирне тăватă хут хутшăннă Сергей Кириллов.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.