Хресчен сасси 39 (3029) № 09.10.2024
Пуласлăх ветерансене те шухăшлаттарать
Шупашкар округĕнче ЧР Агропромышленноç ветеранĕсен союзĕн правленийĕн вырăна тухса йĕркелекен ларăвĕ иртрĕ.
Ăна союз председателĕ Александр Самылкин ертсе пычĕ. Унта республикăри 21 округран 19-шĕнчен представительсем хутшăнчĕç. Тутаркасси уйрăмĕнче пухăнса ĕçленĕ ятпа вĕсене округ пуçлăхĕ Владимир Михайлов саламларĕ, муниципалитетра промышленноçпа ял хуçалăхĕ епле аталанни çинчен каласа пачĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин экономика тишкерĕвĕпе прогноз пайĕн ертӳçи Алексей Александров аграрисем Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илни çинчен пĕлтерчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, район больницин тĕп врачĕ Владимир Викторов сывлăх сыхлавне епле йĕркелени, уйрăммăн илсен пенсионерсене медпулăшу парассипе çыхăннă ыйтусене мĕнле йĕркепе татса пани çинчен хыпарларĕ. «Ветерансене регистратурăра е уйрăмсенче çирĕплетнĕ йĕркене пăсса йышăнмасан тӳрех ман пата кĕрĕр. Ыйтусене татса паратпăрах», — терĕ Владимир Николаевич. Ларура Чăваш патшалăх аграри университечĕ АПК организацийĕсене кадрсемпе тивĕçтерессине епле йĕркелени пирки тунă отчета та итлерĕç. «Пирĕн пата вĕренме кĕме кăçал 6553 заявлени пачĕç, — терĕ йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ Надежда Алтынова. — Çак йышра республикăран çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килнисем те пур. 2024 çулта Чăваш Енри вăтам шкулсенчен 4896 ача вĕренсе тухнă. ЧПАУра вĕренес тĕллевпе пĕр вырăна йышăнассишĕн вăтамран 6,3 çын кĕрешрĕ. Паллах, конкурс вăл е ку факультетра тĕрлĕрен пулчĕ. Сăмахран, инженери факультетĕнче пĕр вырăншăн — 9-ăн, ветеринари факультетĕнче 12-ĕн тупăшрĕç. Чи пысăк балл пухнисем бюджетран уйăракан укçапа тӳлевсĕр вĕренеççĕ. Паянхи кун тĕлне вĕренме 1046 студента илтĕмĕр, çав шутран 635-шĕ — тӳлевсĕр, ытти тӳлевлĕ ăс пухĕ. Юпа уйăхĕ вĕçлениччен куçăн мар майпа вĕренме йышăнăпăр. АПК организацийĕсем ЧПАУран аслă пĕлӳллĕ специалистсем хатĕрлесе пама ыйтнăран кăçал 135 вырăн уйăрса хунăччĕ, 132 çынна илтĕмĕр. Ку йышра хамăр муниципалитетсенчен те, Мускав облаçĕнчен те пур. Вĕренме кĕмешкĕн хатĕрлемелли тытăм ача сачĕсенче, вăтам шкулсенче, аграри техникумĕсенче йĕркеленсе кайрĕ. Ача сачĕсен 129 ушкăнĕнче — агролаборатори, вăтам шкулсенче 32 агрокласс ĕçлеççĕ, факультетсене кĕмешкĕн 500 яхăн ача хатĕрленет». Председатель çумĕ Валериан Соловьев союзăн 2024 çулхи июнь уйăхĕнче иртнĕ отчетпа суйлав конференцийĕн йышăнăвне мĕнле пурнăçланине тишкерчĕ. Унта çĕнĕ правлени суйланă, 14 пунктран тĕллевсем йышăннă. Халĕ правлени вĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлет. Лару Шупашкар округĕнче иртнĕрен союзăн кунти уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлне те пăхса тухрĕç. Святослав Егоров ертӳçĕ отчет туса пачĕ. «Уйрăма 2014 çулта йĕркелерĕмĕр, — терĕ вăл. — Ăна 10 çул ертсе пыратăп, унта 17 çын шутланать, организаци ĕçне хастар хутшăнаççĕ, уйăхсерен взнос тӳлеççĕ. Союз членĕсем Иван Архипов «Прогресс» колхоза ертсе пынă Валентин Васильев çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май — çавра сĕтел, Алексей Смирнов «Кадыковский» совхоза ертсе пынă Александр Доманина асăнса тĕлпулу йĕркелерĕç. Ростислав Данилов — округăн общество палатин председателĕ, союз йĕркелекен мероприятисене пĕрре те сиктермест, çуллен Ватă çынсен кунне паллă тума АПК ветеранĕсене пухать. Урай Макаçри Христофор Макаров «Астăвăм» комплекса тăвассине йĕркелерĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕсене, округăн хисеплĕ гражданĕсе не чысларăмăр, Юрий Плотников хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçĕхĕлĕпе паллашрăмăр. Çывăх вăхăтрах Апаш территори уйрăмĕнчи хисеплĕ граждансен аллейине уçăпăр. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Вăйли çĕнтертĕр
«Хыпар» чăваш халăхĕн хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн октябрĕн 11-13-мĕшĕсенче кире пуканĕ йăтассипе Пĕтĕм Раççейри 39-мĕш турнир иртет. Хăйĕн шухăш-кăмăлне Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн президенчĕ, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей КИРИЛЛОВ пĕлтерчĕ:
— Эпĕ Куславккара çуралнă. Кире спорчĕпе 15 çулта интересленме пуçланă. Манăн наставник Иван Краснов тренер пулнă. «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртусене пĕрремĕш хут 1987 çулта хутшăннă. Унта Куславкка районĕн чысне хӳтĕленĕ. Шкул хыççăн Ленинградри физкультура çар институтне вĕренме кĕтĕм. Чи вăйлă кире пуканĕ йăтакансемпе паллашрăм. Хула чысне пĕрре мар хӳтĕленĕ. Часах Çар вăйĕн, Раççей тата тĕнче чемпионĕн ячĕсене тивĕçрĕм. Сумлă ăмăртăва Чăваш Енре ирттерни ахальтен мар. Пирĕн республикăран кире спорчĕн 100 ытла Раççей спорт мастерĕ тухнă. Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн тата хамăн ятран çитес спорт уявĕпе ăшшăн саламлатăп. Ĕненетĕп: çитес турнир та хастар та маттур спортсменсемпе савăнтарĕ. Пурне те ăнăçу сунатăп!
♦ ♦ ♦
Унăн ĕçĕсене Дагестанри ту çинче курма пулать
Александр Яковлевăн хăваран авнă чĕр чунĕсене Мускавра, Дагестанра, Хусанта, Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта курма пулать. Вĕсен йышĕнче — пăлан, ăмăрт кайăк, барс… Карçинккисем вара çĕршывĕпех саланнă.
— Пĕррехинче интернетра хăваран авнă чĕр чунсене куртăм. Манăн та çак ĕçе пуçăнас килчĕ, анчах ниепле те хăюлăх çитереймерĕм. Чĕр чунсене ачаранах юрататăп. Ялта кукаçине килти выльăх-чĕрлĕхе пăхма пĕрмай пулăшнă. Александр Котельников ăста ĕçĕсемпе хавхалантăм. Ĕмĕте хăвăртах пурнăçа кĕртес килчĕ. Халиччен хăваран тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталанă-ха, анчах чĕр чунсене пачах урăх техникăпа авса çыхмалла. Кун пирки информаци сахал пулнăран пĕрчĕн-пĕрчĕн пухма, нумай вуласа пĕлме тиврĕ. Виктор Зыков тата Татьяна Невоструева ăстасем хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, роликсем ярса пачĕç. Вăй-хал çитерсе Александр Котельниковран та сĕнӳ-канаш ыйтрăм. Пулăшрĕ, ăс пачĕ. Иртнĕ çул хăваран Республика кунĕ тĕлне Çĕнĕ Шупашкар хула символне пакшана авса çыхрăм. Ку — манăн пĕрремĕш ĕç. Ĕçе пуçăниччен сăн ӳкерчĕк, видео чылай пăхрăм, тишкертĕм. Чĕр чун эскизне ӳкертĕм, пакшана пластилинран ăсталарăм. Хама скульптор е художник евĕрех туйрăм. Кашни хăва хулли кăранташпа ӳкернĕ евĕр тейĕн. Вăхăчĕ самай кирлĕ пулчĕ. Çемье пулăшса, хавхалантарса пычĕ. Уява килнĕ хула çыннисем, хăнасем ĕçĕме хапăл туса йышăнчĕç, 2 метра яхăн çӳллĕш пакшапа пĕччен те, çемьепе те сăн ӳкерĕнчĕç. Паллах, ытти ăстаран вĕренмелли чылай-ха. Композицисене ăсталанă май тĕнче чăнласах илемлĕ те тĕрлĕ иккенне туйса илетĕн, — хăйĕн чун киленĕçĕ пирки сăмах пуçарчĕ Александр. Икĕ çул каялла Александр Яковлев Мускаври куравра Дагестан çыннипе Муртазалипе паллашнă, интернетпа çыру çӳретнĕ. Чăваш Енри ал ĕç ăстин ĕçĕсемпе хавхаланнăскер хăваран чĕр чунсем ăсталама ыйтнă. Ĕненетĕр-и, халĕ Александр ĕçĕсене — ăмăрт кайăка, тискер вăкăра тата Кавказ барсне — Дагестан тăвĕсем çинче курма пулать. Александр ют тăрăхра кăçал çуркунне мăшăрĕпе пĕрле пулнă. Чĕр чунсене инçе çула илсе тухма çăмăл килмен, анчах палăртнă вырăна кăлтăксăр илсе çитернĕ. «Кашнинех Дагестанра пулса курма, тусен хăватне, çут çанталăк илемне, ку тăрăхри çынсен ырă кăмăллă, ăшă чун-чĕрисене туйса илме сунатăп», — пĕлтерчĕ çул çӳревпе çунатланнă ăста. Хыççăн Хусанти кану паркĕнче пăлансен çемйи те тĕпленнĕ. «Композици ахальтен çуралман, — тет нумай çул шкулта атте канашĕнче тăрăшаканскер. — Пăлан — атте — хӳтĕлевçĕ. Унăн хӳттинче — мăшăрĕпе ачисем». «Александр, композицисем мĕнле çуралаççĕ, йывăр-и вĕсене калăплама?» — ыйтрăм эпĕ. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Инсульт паллисене пĕлме — тăватă хăнăхтару
Инсульт — хăрушă чир. Нумайăшĕ инсульт вăхăтĕнче çын ӳкет те вилет тесе шухăшлать, анчах ку апла мар. Чăн та, хăш чухне чир питĕ хăвăрт аталанать. Тепĕр чухне вăраххăн та сисĕнмесĕр иртет. «Унăн малтанхи паллисене сиссе юлсанах инкеке сирсе яма пулать», — пĕлтерет Республикăн медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ Антонина ТАБАРДАК.
Инсульт тĕрлĕрен пулать. Пĕрремĕшĕ – ишеми инсульчĕ. Юн тымарĕсем хупланса лараççĕ, юн организма пыма пăрахать, клеткăсен пĕр пайĕ вилет. Е тата юн пусăмĕ пысăк пулнăран юн тымарĕ çурăлать. Икĕ тĕслĕхре те пуç мимин ĕç-хĕлĕ йĕркерен тухать. Чир вучахне кура çын калаçма пăрахать, куç курми пулать, комăна кĕрсе ӳкет, çын вилме пултарать. Инсульт вăхăтĕнче пĕрремĕш пулăшăва малтанхи 4 сехетре çитерсе ĕлкĕрмелле. Çак хушăра пуç мими вилмест-ха, пациента кулленхи пурнăçа каялла тавăрас шанчăк пысăкланать. Инсультăн малтанхи тапхăрĕнче çыннăн пуç миминчи 2 миллиона яхăн клетка вилет, сехетрен чирлĕ çын 120 миллион клетка таран çухатма пултарать. Асра тытмалла: пациента сехет хушшинче больницăна илсе çитерсен çак чиртен сывалас шанчăк икĕ хут ӳсет. Статистика тăрăх, çынсен 50 проценчĕ кăна инсульт паллисене уйăрса илеет. Чăнласа инсульт паллисене кирек кам та асăрхама пултарать. Çынна тăватă ансат хăнăхтару пурнăçлама ыйтмалла. Малтанах йăл! култармалла, çăварĕ чалăшнипе чалăшманнине сăнамалла. Икĕ алăна харăс çĕклеттермелле. Кăлтăксем пурри тӳрех курăнать. Кирек епле предложение сăмах вĕççĕн калаттармалла, чĕлхе-çăварĕ мĕнле хускалнине сăнамалла. Инсульт паллисене асăрхасассăн тӳрех медицина пулăшăвĕ чĕнтермелле. Ĕлĕк ку чире апоплекси тенĕ. Латинла куçарсан «удар» тенине пĕлтерет. Çавăнпа та инсульта уйăрса илмелли меслете те çак ятах панă. <...>
Вера МИХАЙЛОВА.
♦ ♦ ♦
Лашасене маркировка тумалла: учета тăратмалла
Кăçалхи сентябрь уйăхĕнчен çĕнĕ ветеринари йĕркисем вăя кĕнĕ. Çĕнĕлĕх кролик тата лаша усракансене пырса тивет.
Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Раççейри 500 ытла предприяти кролик ĕрчетессипе тимлет. Ку выльăх тĕрлĕ чир сарать. Калăпăр, уртаракан чир, пастереллез, листериоз, туляреми, цистицеркоз. Вăхăтра профилактика тата диагностика ĕçĕсем ирттерни чир-чĕре сарăлма памасть. Çĕнĕ йĕрке тăрăх, кроликсене чăхчĕппе пĕр пӳлĕмре тытма юрамасть, кролик тытакан тата чăх-чĕп витисен хушшинче 150 метртан кая мар пулмалла. Унсăр пуçне чăх-чĕпе ирĕкре кролик тытакан вырăнтан 200 метр аякра çӳретмелле, ытти чĕр чунпа пĕр витере усратăр пулсан вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрмалла, кашнин хăйĕн вырăнĕ пулмалла. Кролик ĕрчетекенĕн хăйĕн предприятине уйрăм зонăсене пайламалла. Унта производство тата кроликсем валли апат хатĕрлемелли вырăн, тислĕк упрамалли лаптăк, администраци çурчĕ, кроликсене карантинра тытмалли тата чирлĕ чĕр чуна сыватмалли тата дезинфекципе ветеринари препарачĕсене тытмалли вырăнсем пулмалла. Ветеринарипе профилактика пунктне ытти об±ектран 50 метр аякра вырнаçтармалла, ăна çӳллĕ карта тытса çавăрмалла. Çĕнĕ ветеринари правилисем тăрăх, кролик аçа е ама пулнине те шута илмелле. Ветеринарсем чĕр чуна тĕрлĕ чир-чĕртен вакцинацилесси пирки те аса илтереççĕ. Унсăр вĕсен хуçисем паха какай сутма, ытти региона илсе тухма ветеринари хутне илеймĕç. Вакцинаци тăвассинчен пăрăнакансене вара административлă яваплăх кĕтет. Лаша усракансене тата ĕрчетекенсене пырса тивекен хăш-пĕр йĕрке сентябрьтен вăя кĕнĕ, ытти пункт çитес çултан ĕçлесе кайĕ. Хуçалăхсемпе предприятисенчи лашасене маркировка тумалла тата учета тăратмалла. Çакă уйрăм хуçалăхсене те пырса тивет. Документ тăрăх, лаша вити пурăнмалли çуртран уйрăм пулмалла. Енчен те хуçалăхра 2 лаша пулсан юнашар çуртăн хушши 3 метртан кая пулмалла мар, пысăк хуçалăхсен 100 метртан аякра пулмалла. <...>
Вера МИХАЙЛОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...