Комментари хушас

15 Юпа, 2014

Уява – пысăк кăтартусемпе

Иртнĕ вырсарни кун çĕр-шывра Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне уявларĕç. Çывăх вăхăтра ăна республикăра та анлăн паллă тăвĕç.

Çĕр ĕç отраслĕнчи патшалăх политики хуçалăхсен мĕн пур формине пулăшассине, ĕç тухăçлăхне ÿстерессине, ял хуçалăх продукцине тарăннăн тирпейлес ĕçе аталантарассине тĕпе хурать. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене патшалăх енчен пулăшасси çулран çул лайăхланса пырать. Çакă Чăваш Енре те агропромышленноç комплексĕн кăтартăвĕсене палăрмаллах лайăхлатма пулăшрĕ. Мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ-ха ăна ĕçченсем?

Кăçал республикăра ял хуçалăх культурисене 9,3 пин гектар ытларах акса хăварса лаптăка 558,6 пин гектара çитернĕ. Çак вăхăт тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене йăлтах кĕлете кĕртнĕ. Пурĕ 568,8 пин тонна пуçтарса илнĕ. Кăтарту иртнĕ çулхипе танлаштарсан 160 пин тонна ытларах. Кĕр уяр та типĕ килни çĕр улмине вăхăтра кăларса пуçтарма май пачĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан унăн кăтартăвĕ пысăкрах. Ял хуçалăх организацийĕсемпе пысăк фермер хуçалăхĕсенче «иккĕмĕш çăкăр» 143,4 пин тонна тухнă. Гектарти вăтам тухăç 163,7 центнерпа танлашнă.

Республикăра «2012-2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси» тата «Хресчен ?фермер% никĕсĕ çинче çемье фермине аталантарасси» программăсемпе усă курса фермер ĕçне пуçăннă 151 çын тата çемье фермине аталантаракан 16 çемье патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. «Агропромышленноç комплексне аталантарасси» наци проекчĕпе выльăх-чĕрлĕх отрасльне çĕклеме 178 инвестици проекчĕ хута кайнă, черетре - 24. Пысăк та пĕлтерĕшлĕ проектсенчен пĕри - «Агрохолдинг «Юрма» пĕрлешÿ. Чăх-чĕп витисене хута яни республикăра пурăнакансене вырăнти çимĕçпех тивĕçтерме май парĕ. Апат-çимĕçе ют çĕр-шывран кÿрсе килме чарни çĕр ĕçченĕсене тавар вырнаçтармалли çĕнĕ рыноксене çул хывма, продукци илессине ÿстерме хистет. Экологи енчен таса çимĕç унта та хăйĕн вырăнне тупасса шанас килет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.