Пушкинпа юнашар драматург
Владислав Николаев драматург, çыравçă, журналист мĕнле пурăнать паян? Мĕн çырать? Çак кунсенче Владислав Дмитриевича хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.
Шухăш килсессĕн вăхăт тупăнать
— Владислав, эсĕ кăмпа татма юратнине пĕлетĕп. Кăмпана кайрăн-и кăçал?
— Çулталăк Мускавра ĕçлесе пурăнтăм. Кăмпа вăхăчĕ пуçлансассăн çынсем социаллă сетьсенче сăн ӳкерчĕксем лартатчĕç те — питĕ кăмпана каяс килетчĕ. Манăн шăллăм Павел Питĕрте пурăнать. Вăл канмалли кунсенче кăмпана кайсан кашни кăмпине хамăр ушкăна сăн ӳкерсе лартатчĕ. «Эсĕ манран кулатăн-и?» — теттĕм вара. Халĕ Шупашкартах ĕçлетĕп. Раççейре çĕнĕ интернет энциклопеди йĕркеленĕ — унăн чăваш пайĕн редакторĕнче ĕçлетĕп. Мухтав Турра, кăмпана кайма вăхăт пур. Юлташсемпе пĕрле Атăл леш енчи вăрмана икĕ хутчен çитсе килтĕмĕр. 5 витре мăнтăр кăмпа татрăмăр. Ун пеккине хамăн пурнăçра хальччен курманччĕ. Мана пур кăмпа та килĕшет. Мăнтăр кăмпа – чи юратнисенчен пĕри. Пахча çимĕç, çырла, кăмпа типĕтмелли хатĕре ятарласа туянтăм. Маринадласа та хутăмăр. Юлташсене, тăвансене валеçсе патăмăр. Кашни кун какай вырăнне кăмпа çиетпĕр.
— Пултарулăх енĕпе ĕçлеме вăхăт пур-и? Мускавра ку енĕпе тăхтав пулмарĕ-и?
— Пулман. Пултарулăх çавăн пек япала: çырăнман чухне хăть килте пул, хăть ăçта — çырăнмасть. Мускавра пушă вăхăт пулмĕ тенĕччĕ. Анчах шухăш килсессĕн вăхăт тупма пулать. Раççейĕн тĕп хулинче икĕ пьеса çырса пĕтертĕм. Вĕсене Чăваш патшалăх академи драма театрне сĕнтĕм. Пĕри — драма, тепри — камит. Пĕри куракана йĕртмелли, тепри култармалли. Паллах, вĕсене режиссерсемпе тачă çыхăнса якатмалла пулать. Тата темиçе кĕнеке кăларас шухăш пур. Хальччен илемлĕ литература кĕнекисене Чăваш кĕнеке издательствинче кăларнă. Унта çулсеренех тухса пынăран сутăнса пĕтмен кĕнекесем те пур-ха. Çавăнпа тематика планне кĕме май килмест-тĕр. Хамăн вăйпа 4 кĕнеке кăларасшăн. Пĕрремĕшĕ – пĕчĕк форматлă кĕсье кĕнеки. Юлташсене, тăвансене, пĕлĕшсене, пĕрле вĕреннисене çуралнă кунпа сăвăласа саламлама юрататăп. Мускавра пĕрне, теприне вуларăм. Пăхрăм та — мĕн чухлĕ сăвă пухăнса кайнă, 60 ытла! Кĕнеке кăлармалăх та пур вĕт-ха терĕм. 110 страницăллă кĕнеке пулчĕ тăчĕ. Ăна типографие панă. Çавăн пекех форматпа ахаль сăвăсен кĕнекине кăларасшăн. Юптарусен кĕнеки хатĕр. Василий Кошкин — Кервен сăвăç редакцилесе пачĕ ăна. Питĕ хитре пулмалла. Хальлĕхе спонсорсене шыратăп — хамăн вăйпа кăна пултараймастăп пуль. Кĕнекине чаплă кăларас килет. Библиотекăсене те тивĕçчĕр вĕсем, сутма та намăс ан пултăр. Тăваттăмĕшĕ – хальччен çырнă калавсем, проза. 6-7 çул каялла хайланă калав йышлă. Вĕсене «Тăван Атăл» журналта, хаçатсенче пичетлекеленĕ, анчах уйрăм кĕнекен кун çути курман. Юлташсем каланă тăрăх, калавсем япăх мар.
— Эсĕ пьесăсем хайланă терĕн. Мĕнле темăпа? Куракана паян мĕн кирлĕ?
— Хальхи театра юратакана, спектакль курма кăмăллакана мĕн кирлине пĕлместĕп. Хамăн мĕн çырас килнине çыратăп. Театрта ĕçлекенсем, паллах, камит ыйтаççĕ. Мĕншĕн тесен çынсем театрта канасшăн. Анчах кунта пĕр япала пур. Камит, мыскара çырма питĕ йывăр. Яланах калатăп: «Çынна култарма йывăр, йĕртме çăмăлрах!» Камитре шухăш тени те пулмаллах. Пĕлместĕп, мĕнле пулса тухрĕ, анчах хама килĕшет. Кула-кулах çыртăм. Тепри драма. Çын пурнăçĕ çавăн пек. Ыран мĕн пулассине пĕлместпĕр. Кунта çамрăк, маттур, пултаруллă, вăй питти хĕрарăма шалкăм çапать. Ку драма вăл çак чиртен мĕнле тухни, хĕн-асап курни çинчен. Ăна юратнă çынни пăрахнă тата ытти те. Вăт çавăн çинчен çыртăм. Вăл куççуль кăлармалли, анчах çав вăхăтрах пурнăç çинчен шухăшламалли драма. Кирек камăн та пулма пултарать ун пекки. Кунта асăрхануллă пулмалли, пĕр-пĕрне пулăшмалли, пăрахмалла марри çинчен каланă. Тĕп вырăнта — çынлăх ыйтăвĕ.
Сакăр спектакль лартнă
— Владислав, эсĕ журналистикăра нумай çул ĕçленĕ. Пьеса çырас ĕçе мĕнле кĕрсе кайрăн?
— Эпĕ, тĕрĕссипе, çамрăклах çырнă. Шăллăмсене /тăваттăн юлтăмăр, пĕри çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ/ хам çырнă сценкăсемпе концертсем те ларттараттăм. Клубра та çавăн пек концерт икĕ хутчен кăтартнăччĕ. Студент чухне пĕр пьеса çырма пуçланăччĕ. Анчах ăна вĕçлемен. Кайран вăл пьесăна якатса çитерсе театра кайса панăччĕ. Халĕ те пырать вăл: «Пихампар чунĕ манрах». Малтан вăл «Кашаман» ятлăччĕ. Каярах ăна улăштарма тиврĕ. 2009 çулта çырса пĕтернĕччĕ «Кашаманне». Эпĕ ăна хамăн тусăма, пĕрле вĕреннĕ Станислав Васильева кăтартрăм. Ун чухне вăл Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕнче ĕçлетчĕ. Станислав питĕ ырларĕ. Анчах «ку пьесăна Чăваш драма театрĕнче лартмалла тесе шухăшлатăп» терĕ. Кайрăм драма театрне. Илемлĕх ертӳçи Валерий Яковлев çукчĕ. Кайран шăнкăравларĕ: «Вуларăм, килĕшрĕ. Анчах калаçмаллисем пур. Килсе каяймастăн-и?» Темиçе кунран тĕл пултăмăр. «Ку пьесăна мюзикл пек куратăп, ĕçлеме хатĕр-и?» — шухăшне палăртрĕ вăл. Сăвăсем çырма тиврĕ. Юрий Григорьев кĕввине хайларĕ те питĕ лайăх мюзикл пулчĕ. Халĕ те пырать-ха вăл. Çав хушăра А.Пушкин произведенийĕпе /«Чул хăна»/ «Дон Жуан юратăва парăннăскер» спектакль лартрĕç. Унăн ум сăмахне çырса пама ыйтнăччĕ Валерий Николаевич. Каланă — тунă. Астăватăп-ха: кăсăклă самант пулса иртнĕччĕ. Арбатра, театра аннă çĕрте, тем пысăкăш афиша çакса хунăччĕ. «Дон Жуан юратăва парăннăскер», сăн ӳкерчĕк вырнаçтарнăччĕ. «Авторсем — Александр Пушкин, Владислав Николаев», — тесе çырнăччĕ. «О-о! Пушкинпа юнашар тăратăн!» — кулнăччĕ юлташсем. Шел, çавăнта кайса сăн ӳкерсе илмен. Паян манăн пьесăсемпе 8 спектакль лартнă. Шупашкарти пур чăваш театрĕнче те лартнă темелле. Чăваш патшалăх драма, Çамрăксен театрĕсенче — виçшер, Пукане театрĕнче икĕ спектакль.
— Сăвăсем, калавсем, пьесăсем çыратăн, статьясем, тĕрленчĕксем хайлатăн. Хăш жанр ытларах килĕшет?
— Илемлĕ литература хавхалану килнĕ чухне çырăнать. Журналистикăра ялан çырмалла. Уншăн сана укçа тӳлеççĕ. Хаçата тултарас пулать. Санăн çырас килет-и, килмест-и… Пьеса, калав, юптару çырасси хăвăнтан, хавхалануран килет. Манăн пĕтĕмпех тапхăр-тапхăрпа. Пуçланса каять юптару тапхăрĕ. Пĕрин хыççăн тепри çырăнать. Унтан сăвăсем… Юлашки вăхăтра пĕр сăвă та хайламан-ха. Пулать çавăн пек, кунне 2-3 сăвă çырăнать. Мĕнрен килет çакă? Эпĕ ăна хам та пĕлместĕп. Нихăçан та: «Юптару çырасха паян», — темен. Эпĕ ун пек палăртса хураймастăп. Çуралнă кунпа саламласа халал сăввисем çырнисем пулкалаççĕ. Çынни лайăх тăк питĕ хăвăрт çырăнать. Тепĕр чухне нушаланатăп, пĕрех пулмасть. Хăшĕ-пĕри кӳренет вара. «Çынсен ячĕпе çыратăн, манăн ятпа çырмарăн», — теççĕ.
Пьеса — йывăр жанр
— Кала-ха, пьеса çырасси йывăр-и?
— Кирек мĕнле литература произведенийĕ те çырас пулсассăн чи малтанах никĕсĕ кирлĕ. Мĕн çырмаллине, епле хайламаллине, техникине пĕлес пулать. Сăвă техникине те аван тĕшмĕртетĕп темелле. Çынсен техникăна пăхăнмасăр çырнă сăввисене вуласан çӳçенсе илетĕп — сăвă мар, сăмах пуххи. Тепĕр чухне ятлаççĕ мана: «Кама кирлĕ санăн рифму, ритму — шухăшĕ пултăр!» Çав шухăшах çăл куç пек юхса тăмалла та çырма пулать вĕт-ха. Сăвăсене сăвă техникипе усă курса хайлатăп. Çынна ырă тăвас тесе тăватăн вĕт. Çын кăштах юлхавланса çырнине те ырăпа йышăнать пуль-ха. Мĕншĕн тесен кашни кун сăвă халалламаççĕ, анчах манăн пĕчĕк шайра çырас килмест. Пьеса та çавăн пекех. Эпĕ çынсен пьесисене вуланинчен пуçланă. Театра студент чухнех юратнă. Пьесăсем мĕнле çырмаллине вĕрентекен пĕр-икĕ кĕнеке вуласа тухрăм. Кирек ăçта та чи малтан шухăш. Ăна ярса илсен ĕç каять. Пьеса çырассинче йывăрлăх нумай. Чи малтанах икĕ сехет вылямалăх материал тăвас пулать. Сăмах купи кăна мар, ĕç, конфликчĕ кирлĕ — артистсене вылямалăх пултăр. Пĕри пĕр сăмах калассишĕн кăна ан тухтăр. Манăн çырса хунă 12-13 пьеса выртать. Вĕсен кашнин хăйĕн вăхăчĕ пур. Хальлĕхе вăхăчĕ çитмен-ха. Чăваш драма театрĕнче «Чуххăм Ванькка авланать» спектакль паянхи кун та пырать. Вăл пьесăна эпĕ 2010 çулсен пуçламăшĕнче çырма пуçланă. Ăна юлташа Станислав Васильева парасшăнччĕ. Пĕрремĕш пайне çырса пĕтертĕм те тӳрех ун патне йăтса кайрăм. «Владик, питĕ лайăх, лартатпăр кăна, иккĕмĕш пайне çырса пĕтер!» — терĕ. Ак тата, ĕçĕм пăчланчĕ те ларчĕ. Каймасть те каймасть. Ун пек те, кун пек те çырса пăхатăп. Çырни чи малтан хăвна килĕшмелле. Ку вара хама та килĕшмест те, çынна мĕнле кайса парам? Станислава ĕçрен кăларса ячĕç. Манăн пьеса çаплах çырăнмасть. «2015-2016 çулсенче «Салам» ирĕклĕ чăваш хаçачĕ кăларса тăтăм. Çавна хупсассăн те савăннипе, те хурланнипе юлташсемпе чей ĕçме пухăнтăмăр. Çавăн чухне литература çинчен сăмах пуçартăмăр. Театр, спектакльсем çинчен калаçрăмăр. Çавăн чухне такам тем персе ячĕ. Шухăш тăнк! пырса çапрĕ пуçа. Ун чухне Стас та пурччĕ пирĕн йышра. «Стас, ăнлантăм мĕнле çырмаллине», — терĕм. Темиçе кунра çырса пĕтертĕм. Валерий Яковлев патне илсе кайрăм…
— Мĕнле пĕтĕмпех ерçетĕн, хăш вăхăтра çыратăн?
— Ытларах çĕрле çыратăп. Уйрăмах пысăк калăпăшлă япаласем – пьесăсем, калавсем — çĕрле çырăнаççĕ. Юптарусем, сăвăсем ытларах çул çинче ăса килеççĕ. Çывăрма выртсан, çывăрса кайиччен питĕ тухăçлă тапхăр маншăн. Телефон çине çырма пуçлатăн та тепĕр чухне çырсах пĕтеретĕн.
— Журналистикăран каймалла пулнăшăн чун хурланмарĕ-и?
— Çук, пĕрре те. Чăн та, манăн хальхи ĕç журналистикăпа кăштах çыхăннă.
— Эсĕ журналистикăра миçе çул ĕçленĕ?
— Икĕ теçетке ытла. Ăçта кăна вăй хуман! Министерствăра, Перекет банкĕнче, Мускавра мунчара та ĕçленĕ.
— Шăпа пĕрех журналистикăна çавăрса килчĕ.
— Çырмасăр пĕрех пурăнаймастăп ĕнтĕ. Хальхи çыравçăсем, çав шутра эпĕ те, чун ыйтнипе çеç çыратпăр.
— Йăхра, çемьере çыракан пулнă-и?
— Пулман. Аттепе анне питĕ ытарлă калаçаççĕ. Вĕсене итлени — савăнăç. «Санăн нимĕн те шухăшласа кăлармалла мар. Килмелле те аçупа аннӳ хыççăн диктофонпа çыртарса çӳремелле», — тет кӳршĕллĕ пурăнакан Ирина аппа. Вĕсем ятлаçнă чухне те ытарлă вăрçăнаççĕ, çамрăксем пек мар. Вĕсене итлесен кулас килет. Шăллăм Павел журфак пĕтерчĕ, анчах журналистика енĕпе каймарĕ, полицире хĕсметре тăрать. Питĕрте пурăнать. Андрей çамрăклах çĕре кĕчĕ. Сергей строительство енĕпе Мускавра ĕçлет. Эдик Хусанта пурăнать, Росгвардире тăрать. Паян вăл командировкăра, ятарлă çар операцийĕнче.
— Мĕнле ĕмĕтсемпе пурăнатăн?
— Енчен те тытса пăхмалли япала çинчен калаçатпăр пулсассăн — çурт туса пĕтерес килет. Пуçланă та йывăррăн пырать-ха. Пултарулăх ĕçне илес тĕк пьесăсемсĕр, сăвăсемсĕр, калавсемсĕр пуçне пуçланă романсемпе повеçсем те пур. Пурнăç лайăхлансан кашни çул пĕрер кĕнеке кăларас килет. Пĕчĕккисене кăна мар, вуланмалли пысăк калăпăшлă япаласем çырас килет. Аслă ăрурисем, кĕнеке вулама юратакансем романсем, повеçсем ыйтаççĕ. Вĕсемпе ларас пулать. Театрсем валли пьесăсем те шăрçаласшăн. Алăпа тытса пăхмалла маррине илес тĕк, паллах, аттепе аннен, çывăх çынсен, пурин те сывлăхĕ çирĕп пултăр. Вĕсен лайăх пулсассăн манăн та лайăх пулать.
— Ăçтан вăй илетĕн? — Кăмпа татма, милĕк хуçма каятăп. Пуç канать унта. Ялта пулни — кану. Шăплăх, сывлăш мĕне тăрать! Тасалăх унта. Атте-анне, кӳршĕсем… Юлташсемпе, кӳршĕ-аршăпа мунча кĕретпĕр. Çакă — рехет.
— Санăн юлташ питĕ нумай.
— Ку — аттерен Дмитрий Леонидовичран. Унăн ялан юлташ нумай пулнă. Эпир çакна курса ӳснĕ. Юлташлăх, вĕсемпе пухăнса кĕрекере ларасси, хăна пăхасси — йăлтах аттепе аннерен. Кӳршĕсемпе питĕ туслă пурăнатпăр. Пĕчĕк уяв-и, пысăк-и — хăпăл-хапăл пуçтарăнатпăр. Ĕлĕкренех çапла — мунча хамăр çемьепе кăна кĕнине астумастăп та. Пулнă-ши ун пекки?
— Саншăн мĕнле — çулсем хăвăрт иртеççĕ пек-и?
— Питĕ хăвăрт. Вăхăт иртнĕçемĕн çын улшăнать теççĕ. Анчах хальлĕхе мĕнле çырнă — çавăн пекех çыратăп. Мĕнле ĕçленĕ — çавăн пекех ĕçлетĕп. Мĕнле çывăрас килнĕ — халĕ те çавăн пекех çывăрас килет. Паян та будильниксĕр тăраймастăп.
— Çырнине мăшăр мĕнле йышăнать?
— Йĕркеллĕ. Хулара ӳснĕ вăл. Чăвашла пĕлет, анчах вулаймасть. Театра питĕ юратать. Ачасем те театра юратаççĕ. Манăн пьесăсемпе спектакль урлă кăна паллашаççĕ.