Комментари хушас

22 Çурла, 2024

Тантăш 32 (4903) № 22.08.2024

«Эткер» уйлăхĕ чăваш ачисене пухрĕ

Шупашкарти «Эткер» ачапăча тата çамрăксен пултарулăх центрĕнче кăçал та Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнакан ачасем валли «Эткер» профиллĕ смена ĕçлет. Вăл çурла уйăхĕн 11-24-мĕшĕсенче ĕçлет. Асăннă программăна хутшăнакансем чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, ӳнер тĕнчипе, историйĕпе паллашаççĕ, тĕрлĕ ăсталăх класĕнче, занятисенче пулаççĕ, экскурсисене тухаççĕ.

30-а яхăн ача пĕлӳ илет

Сменăна Чĕмпĕр, Самар, Тюмень облаçĕсенчен, çавăн пекех Пушкăрт, Тутар, Чăваш Республикисенчен ачасем килме кăмăл тунă. Чи малтан вĕсем чăваш чĕлхи вĕренĕвĕсенче пулнă, вăйăсем урлă пĕр-пĕринпе паллашнă, унсăр пуçне хăйсен регионĕсем çинчен ятарлă проект хатĕрлесе каласа кăтартнă. Сменăра пурĕ 30-а яхăн ача. Хăнасем валли анлă программа хатĕрленĕ. Акă нумаях пулмасть Шупашкарти «Асамат кĕперĕ» курав центрне çитсе килнĕ. Унта вĕсем тĕрлĕ вăхăтри ӳнерçĕсен ĕçĕсене курнă, тĕплĕн паллашнă. Инди хĕрарăмĕн тумĕ — сари — хĕрачасене уйрăмах илĕртнĕмĕн. Ăна тăхăнса асăнмалăх сăн ӳкерĕнме те кăмăл тунă чăваш чунĕллĕскерсем. Паллă чăваш поэчĕн Константин Ивановăн ятне пĕлмен, ун пирки илтмен ача пур-ши?.. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн йĕркисем кашни вуламассерен чун хĕлĕхĕсене вăратаççĕ пек. Курав центрĕнче ачасем ăна мультимеди формачĕпе курнă. Хăнасене çав тери килĕшнине пĕлтереççĕ Ирина Диарова тата Александр Степанов вĕрентекенсем. Поэмăна вырăсла вулаканĕ — «Дива» ушкăн ертӳçи Руслан Соловьев. Вăл та залра ларни хăнасемшĕн кĕтменлĕх пулнă. Паллах, асăнмалăх сăн ӳкерĕнмесĕр мĕнле сыв пуллашăн-ха? Çакăн пек пысăк калăпăшлă ĕçшĕн куракансем ăна тав тунă. «Эткер» уйлăхра канакансем валли лекцисем те иртнĕ. Черетлĕ тĕлпулăва «Пĕлӳ» пĕрлешӳ йĕркеленĕ. Вĕрентӳ институчĕн проректорĕ Инесса Ядранская ачасене чăваш чĕлхипе, культурипе, халăхăн кун-çулĕпе çыхăннă хисепсен пĕлтерĕшĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă, республикăн çитĕнĕвĕсемпе, унăн паллă çыннисемпе паллаштарнă. Шупашкарти 40-мĕш шкулăн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Александр Степанов пирĕн халăх культурин чи паха енĕсемпе мĕн авалтан пыракан хаклăхсем çинче чарăнса тăнă. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Словно на карусели сказок

Театр – это то место, где у человека происходит очищение души. Зритель видит себя в одном из героев, сравнивает с ним, думает над его поведением, размышляет и делает выводы. Именно на сцене актер, перевоплощаясь в тот или иной персонаж, показывает нам другую судьбу, иную жизнь, дает испытать разные эмоции. Где еще, если не на сцене, по-настоящему «оживают» куклы? Ведь и через них мы видим когото другого или же себя. В пятницу, 16 августа, на сцене Чувашского театра кукол открылись Международный фестиваль «Карусель сказок» и Фестиваль-форум для особенных зрителей «Одинаковыми быть нам необязательно». Это стало для пришедших большим праздником.

Трем знаковым событиям

В этом году фестивали проходили с 16 по 19 августа. Участниками стали творческие коллективы из пятнадцати регионов страны: города Москва, Белгородской, Владимирской, Ростовской, Ульяновской, Ярославской областей, из Краснодарского края, республик Башкортостан, Марий Эл, Мордовия, Татарстан, Удмуртия, Чувашия. Кроме того, страны зарубежья представили Азербайджан и Казахстан. Фестиваль «Карусель сказок» был посвящен 225-летию со дня рождения великого русского поэта Александра Пушкина, 80-летию со дня блокады Ленинграда и 555-летию города Чебоксары. У всех было замечательное и прекрасное настроение, вокруг царила радостная и веселая атмосфера. На торжественном мероприятии участников поприветствовали почетные гости – депутат Государственной Думы Алла Салаева, заместитель министра культуры по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики Надежда Павлова, депутат Государственного Совета Чувашской Республики Николай Угаслов, председатель Союза женщин Чувашии Наталья Николаева, Уполномоченный по правам ребенка в Чувашской Республике Алевтина Федорова, председатель Союза театральных деятелей Чувашии Сергей Павлов, заведующий сектором по делам инвалидов Министерства труда и социальной защиты Чувашской Республики Екатерина Кириллова. Все они пожелали участникам отличного настроения, заряда бодрости, интересных встреч и знакомств, ярких впечатлений. А Алла Салаева выразила желание ввести в Фестиваль школьных театров «Асам» номинацию «Лучший инклюзивный театр». Про трагедию блокады Ленинграда, о семье Все мероприятие было окутано радостной и теплой атмосферой. Праздник украшали завораживающее театральное представление, чувашские танцы… Чувствовалось, что каждый гость ждал этих фестивалей с нетерпением. Инклюзивная медиакоманда «Солнцепек» города Чебоксары на открытии представила две постановки: «Белые панамки» – это про трагедию блокады Ленинграда. А второе представление про семью. – Когда в первый раз встретился с медиакомандой «Солнцепек», я был еще маленьким. Меня не хотели туда отпускать. Повзрослев, начал посещать ее регулярно. В этом фестивале я участвую впервые в составе команды. Хочется отметить, что мы готовились к выступлению очень слаженно, ведь наша команда дружная. Помимо выступлений, я также участвую в мастерклассах, получаю массу приятных впечатлений, – поделился с нами член медиакоманды Василий Колпаков. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   


Çăл куçсем те тапсах тăччăр

Çĕр тĕпĕнчен тапса тухакан çăл куçсем çут çанталăкăн пуянлăхĕ шутланаççĕ. Анчах вĕсене те тимлĕх уйăрмасан, тавралăха таса та тирпейлĕ тытмасан типсе ларас хăрушлăх пур. Çавна май çынсем кăна мар, чĕр чунсем те шар кураççĕ. Шыв та çут çанталăк пуянлăхĕ шутланать. Апла ăна упрамалла, хакламалла. Çакна нумаях пулмасть Тăвай округĕнче иртнĕ «Хура çăл куçсем» экологипе географи фестивалĕ та çирĕплетет.

Сăмах май, кăçалхипе ăна иккĕмĕш хут йĕркеленĕ. Унта шкул ачисемпе çамрăксем, вĕрентекенсемпе хастарсем чылайăн пуçтарăннă. Паллах, пурин те пĕр тĕллев: çут çанталăка сыхласси, ăна упрасси, çак çăл куçсен пуласлăхĕшĕн тăрăшасси. Фестивале хутшăннă кашни çынах çут çанталăкăн çывăх тусĕ пулнине ĕнентерчĕ те. Вăрмар округĕнчи Кĕлкешри Чулкаç уйрăмĕн шкулĕнче ăс пухакансем хастар пулнине палăртма кăмăллă. Тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ, тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ, çав шутра экологипе çыхăннисем те пур. Тăван тавралăхшăн тăрăшма, çут çанталăка пулăшма вĕсене килĕшет. Çавăнпах ĕнтĕ «Хура çăл куçсем» фестивальтен те айккинче юлман — Светлана Романова тата Леонид Корнилов вĕрентекенсем хавхалантарнипе çакăн пек пысăк мероприятире хăйсен хастарлăхне кăтартнă. Кĕлкешри Чулкаç шкулĕн уйрăмĕн чысне Марина Кузьмина, Максим Архипов тата Роман Микка вĕренекенсем хӳтĕленĕ, кунта та вĕсем маттур пулнине кăтартнă. Паллах, йышпа кирек епле чăрмава парăнтарма та йывăр мар. «Хура çăл куçсем» фестиваль савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ. Чи малтанах Тăвай тата Тăрмăш ялĕсем хушшинче юхса выртакан тăватă çăл куçа тасатнă, тирпейленĕ тата çĕнелнĕ хыççăн уçнă. Ку территорире пурĕ тăватă çăл куç. Халĕ кунта шывĕ таса, тăп-тăрă. Çĕр айĕнчен тапса тăракан çăл куçсен пуласлăхĕ ытларах çынран килет. Эпир пăхса, тирпейлесе тата тасатса тăрсанах вĕсем те çĕнĕ сывлăш çавăрса илнĕн туйăнаççĕ мар-и? Этем те, чĕр чун та шывсăр пурăнаймасть. Апла çакăн пирки шухăшлама тиветех. «Ĕçчен çынран ĕç хăрать» — теççĕ ваттисем. Фестиваль шайĕнчех кунта экологи акцийĕ те йĕркеленĕ. Çăл куçсем тавра тирпей-илем кĕртес ĕçе пурте хаваслă кăмăл-туйăмпа хутшăннă. Пурĕ 20 çӳп-çап миххи пуçтарнă вĕсем. Çынсем хăйне евĕрлĕ уява килнĕ кăна мар, çут çанталăкшăн та пысăк ĕç туса хăварнă. Чи интересли тата кăсăкли — тĕрлĕ конкурса хутшăнни. Вĕсенче хăнасем филворд тухнă, Раççей, Чăваш Ен тата Тăвай округĕн карттисене пуçтарнă, тунката тăрăх мĕнле йывăç пулнине пĕлнĕ, курăкчечеке аса илнĕ, «Çут çанталăк сассисем» тупăшура ăмăртнă. Раççей географи обществи ирттернĕ ăсталăх класĕнче фестивале хутшăнакансем çăл куç тĕсне, унăн шăршине, температурине, витĕр курăннине тата вăл мĕнле хăвăртлăхпа юхнине палăртма хăнăхнă. Çакă кĕçĕннисене çеç мар, аслисене те интереслентернĕ. Кăтартусем тăрăх, Чулкаç шкулĕн уйрăмĕн вĕренекенĕсем çак фестивальте хăйсен хастарлăхне кăтартса пурĕ 24,5 балл пуçтарнă, иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Çĕнтерӳçĕсене дипломпа, асăнмалăх парнепе хавхалантарнă. Унсăр пуçне ачасем «Чăваш Ен çăл куçĕсем» конкурспа килĕшӳллĕн «Таса çăл куçсем» тавраша хăтлăх кĕртмелли проекчĕсене ӳкернĕ. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.