Комментари хушас

22 Çурла, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 32 (1362) № 22.08.2024

Мĕнпе асра юлчĕ Шупашкарăн 555 çулхи юбилейĕ?

Тӳпере «Вĕршĕнсем», Атăлта парăслă кимĕсем ăмăртса ишрĕç, урам тăрăх вара пĕр вĕçĕм çын утрĕ çак кун. Çемьесем, шурă çӳçлĕ мăшăрсем, хĕрсемпе каччăсем, ачасем — пурне те пухрĕ Шупашкар хулин 555 çулхи юбилейĕ. Мĕнпе асра юлчĕ-ха юратнă хулан çавра çулĕ? Эпир чи кăсăклă мероприятисем пирки кĕскен каласа кăтартăпăр.

«Çăлтăрпа — зарядка»

Шупашкар — спорта юратакансен хули. Юлашки çулсенче унăн уявĕнче пĕр-пĕр паллă çынпа зарядка туни те çакнах çирĕплетет. Кăçалхипе ăна вун виççĕмĕш хут йĕркелерĕç. Спорта кăмăллакансем Хĕрлĕ тӳремре пухăнчĕç. Мероприятие республикăри пултаруллă спортсменсем — Алексей Германов, Владислав Поляшов, Иван Соловьев тата Александр Федоров, çавăн пекех ЧР фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина, «Шупашкар хурчкисем» баскетбол ушкăнĕн членĕсем ертсе пычĕç. Вĕсем кăна мар паллах! Зарядка çăлтăрсăр иртмест-çкеха. Кăçал Раççейри театрпа кино актерĕ Анатолий Гущин унăн хăни пулчĕ. «Хам Чăвашра çуралнăран сире республикăна капăрлатса пынăшăн тав тăватăп. Хула çулсеренех илемленет. Кунта пурăнакан кашни çын хулашăн тăрăшать», — тенĕ уявпа саламланă май «Дальнобойщики», «Приключения солдата Ивана Чонкина» сериалсенче палăрнă Çĕнĕ Шупашкартан тухнă актер. Сăмах май, хула юбилейĕнче Анатолий Гущина регион ертӳçи Олег Николаев хушăвĕпе «ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ» ятпа чысларĕç. «Вĕршĕнсем» авиашоу Чаплă профессионал пилотсен ушкăнĕ тӳпере мĕн хăтланма пултарнине курмашкăн хăшĕ-пĕри ниме пăхмасăр, çав шутра пăкăсене те, заливалла талпăннă. Нумайăшĕ çуранах утнă. «Вĕршĕнсен» ăсталăхĕпе киленме çĕр-çĕр çын пухăнчĕ. Çак ушкăн Шупашкара тăваттăмĕш хут хăйне евĕр майпа саламларĕ пулин те Миг-29 самолетсене сăнама яланах кăсăклă. «Пĕрре кăна мар курнă вĕсене. Яланах чун-чĕрере мăнаçлăх, хаваслăх туйăмĕ çуралать. Кун пек авиашоу нихăçан та йăлăхтармасть. Яланах курас та курас килет ăна», — шухăшне палăртрĕ тĕп хулара пурăнакан Иван Григорьев. Пухăннисем пилотсене хавхалантарса: «браво!» «маттурсем!» «чаплă!» тесе кăшкăрчĕç. «Вĕршĕнсем» вара Шупашкар тӳперен еплерех курăннине видеотрансляципе кăтартрĕç. Тĕрлĕ вĕçев элеменчĕсем пурнăçласа тĕлĕнтерчĕ хастар команда, салютпа та, тюльпан çеçки çурăлнă евĕр вĕçсе те саламларĕ. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


«Ачасен çитĕнĕвĕсем аталанма хавхалантараççĕ»

Учитель кунĕнче кăçал республикăри 11 вĕрентекене сумлă лару-тăрура чыслама палăртнă — вĕсем, Раççей Çутĕç министерстви çирĕплетнĕ тăрăх, 200 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Конкурсантсене çирĕп критерипе тĕрĕслесе суйланă — педагогăн ĕçре хăйĕн методика хатĕрĕсем пулмалла, урокра тĕрлĕ вĕрентӳ технологийĕпе усă курмалла, учителĕн пĕлĕвне вĕçĕмсĕр ӳстерсе тăмалла. Паллах, тĕп вырăнта — ачасен çитĕнĕвĕсем, вĕсем олимпиадăсенче çĕнтернисене те шута илнĕ. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче — Элĕк округĕнчи Юнтапари вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Альжбета Краснова та. Тĕплĕнрех паллашар-ха пултаруллă педагогпа.

Альберт, Альжбета, Ассель…

— Альжбета Николаевна, чи малтанах сирĕн ят вăрттăнлăхне пĕлес килет.

— Хăйне евĕр ятшăн атте, тĕрĕсрех, вăл та мар-ха, унăн аппăшĕ «айăплă». Вĕсем кĕнекежурналпа туслă пулнă. Нумай çырăнса илнĕ, нумай вуланă. Атте Николай Григорьевич колхозра водительте ĕçленĕ, çав хушăрах алла калем тытма кăмăлланă. Сăвви-калавне çырнă темиçе хулăн тетрадь упранатчĕ унăн. Хайлавĕсем район хаçатĕнче тăтăшах пичетленетчĕç. Анне Анастасия Семеновна дояркăра вăй хуратчĕ. Нумай вуланипех пире атте хăйне евĕрлĕ ятсем панă. Пичче, шел ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ унăн, Альберт ятлăччĕ. Эпир ăна Алик тесе чĕнеттĕмĕр. Йăмăк — Ассель, хамăр хушăра вара Альбина. Пурин те çапла иккĕлле ят пулнă пирĕн. Иккĕмĕш пепкине кĕтекен аннене мăнакка, аттен аппăшĕ, тархасласах Альжбета ят хума ыйтнă. «Хĕр çуралсан çапла çыртаратпăрах», — ĕмĕтленнĕ вăл. Çут тĕнчене, ыйтса илнĕ пекех, хĕр килнĕ. Атте, çывăх тăванĕн кăмăлне хăварас мар тесе, ял канашĕнче мана Альжбета ят хума палăртнине каланă. Анчах та лешсем кĕнекене пăхаççĕ те — ун пек ят çук иккен! Ял канашĕ Шĕмшешре, эпĕ çуралнă Ишпарайккăран 5-6 çухрăмра вырнаçнă. Атте ӳркенмен, киле таврăннă та «Тăван Атăл» журнала алла илнĕ. Альжбета ята унăн аппăшĕ шăпах çавăнта курнă иккен. Тепĕр кунхине атте каллех ял канашне тухса кайнă. Хальхинче мана ят хурсах килнĕ вара вăл. Тĕллевне пурнăçланă-ха, анчах та Альжбета ята каличчен чĕлхе хуçăлать вĕт! Урамра вылянă май ача-пăчан мĕнле чĕнмелле? Вăт çавăнтанпах икĕ ятпа çӳретĕп эпĕ те: хут çинче Альжбета, хамăр хушăра та, ĕçре те — Альта, Альта Николаевна. Ятăмри варринчи сас паллисене кăларса çапла иккĕмĕш ят тупса панă мана аттем.

— Питĕ кăсăклă. Учитель пулас кăмăл вара нумай чухне ачалăхра вĕрентекенсене юратнипе çыхăннă. Сирĕн те çаплах пулнă-и?

— Çапла, питĕ тĕрĕс каларăр. Саккăрмĕш класс таран ялти шкулта вĕреннĕ эпĕ. Вăл Ишпарайккăраччĕ, анчах Сурăмпуç Шĕмшешре шутланса тăратчĕ. Пуçламăш классенче пире Мария Кирилловна вĕрентетчĕ, юнашарти Хирлеппуç Мĕлĕш ялĕнчен çӳретчĕ вăл. Мĕн тери килĕштереттĕм ăна. Питĕ ăслăччĕ, хитреччĕ вăл. Ăна курса манăн та вĕрентекен пулас килетчĕ, чăнах. Вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пыраттăм. Çавна куратăр 6-7-мĕш классенче мана вырăс чĕлхи учителĕ ачасен тетрачĕсене тĕрĕслеме те шанатчĕ. Çав тери килĕшетчĕ ку ĕç! Ӳссе çитсен, вĕрентекен пулса тетрадь тĕрĕслеме ĕмĕтленеттĕм. <...>

М.МИХАЙЛОВА калаçнă.

♦   ♦   


Чăваш Енре – тăван килти пек

Мĕн тери телейлĕ-çке Шупашкар ачисем! Вĕсем ытти регионсене е ют çĕршывсене каймасăрах унти пукане спектаклĕсене курма пултараççĕ. Кашни çулах Хула кунне халалланă мероприятисен вăхăтĕнче тĕрлĕ тăрăхри артистсем Чăваш Енĕн тĕп хулине килеççĕ, сцена çинче пуканесене хускатаççĕ, калаçтараççĕ. Çакă йăлтах «Юмахсен каруççелĕ» тата «Пĕрешкел пулма кирлех мар» Пĕтĕм тĕнчери фестивальсен вăхăтĕнче пулса иртет. Кăçал та çав мероприятисене курма çурла уйăхĕн 16-19-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх пукане театрне пĕчĕк куракансем пуçтарăнчĕç, вĕсемпе пĕрле вара, паллах, аслисем те.

Сурдокуçарупа та спектакль лартаççĕ

Хальхинче ку фестивальсене Александр Пушкин çуралнăранпа — 225 çул, Ленинград блокадине сирнĕренпе — 80 çул тата Шупашкара никĕсленĕренпе 555 çул çитнине халалланă. Кăçалхи спектакльсем пукане театрĕн искусствин çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕç, урам театрĕ те пулчĕ. Унта Раççейĕн 15 регионĕнчи тата Казахстанпа Азербайджанри пукане театрĕсем хутшăнчĕç. Фестивале илсе килнĕ ĕçсене сумлă жюри хакларĕ. Вĕсем — театр критикĕсем, «Ылтăн Маска» Раççей Наци театр Премийĕпе Фестивалĕн эксперт канашĕпе жюри членĕсем: Екатерина Морозова /Мускав/, Александр Вислов /Мускав/, Нияз Игламов /Хусан/ тата Чăваш Республикин Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов. — Пукане театрĕ драма театрĕпе тан — вăл професси енчен те, шухăш тĕлĕшĕнчен те пĕр вырăн пулса тăрать. Пукане театрĕсен ушкăнĕсемпе калаçнă чухне эпĕ те вĕсене кăсăклантаракан япаласемпех интересленетĕп. Хатĕрленĕ программа паянхи пукане театрĕсен темисене питĕ лайăх кăтартса парать пек туйăнать, — палăртрĕ фестивальсен жюри членĕ Екатерина Морозова мероприятие уçнă кунхине. Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче жюри çичĕ спектакле курса хакларĕ. Унсăр пуçне театрсен ĕçченĕсем валли квалификацие ӳстерме «Театрта социаллă проект хатĕрлесси» темăпа дискусси лапамĕ ĕçлерĕ. Унта 20 ытла театр ертӳçи хутшăнчĕ. Çав вăхăтра фойере кашни ача алă ĕçĕпе аппаланма пултарчĕ: пукане ăсталама, ӳкерчĕксене сăрласа илемлетме, вĕтĕ шăрçаран мĕн те пулин тума. Владимир облаçĕн пукане театрĕ пĕчĕк куракансем валли «Лучше лети. Проект 19» спектакль илсе килнĕ. «Поиграем в Красную Шапочку» спектакле сурдокуçарупа хатĕрленĕ. Хускану чĕлхипех вĕсем асамлă юмахпа паллаштарчĕç. Хăш-пĕр спектакль онлайн мелĕпе иртрĕ. Шăматкун Владимир облаçĕн пукане театрĕ «Звонок в прошлое» спектакль лартрĕ. Ку ĕç шухăша яраканскер пулчĕ. Хальхи вăхăтри арçын хăй лайăх пĕлекен хĕрарăм патне шăнкăравлать, анчах унпа пĕр ятлă хĕрача патне лекет. Темиçе хутчен шăнкăравласа тинех калаçма тытăнсан хайхи хĕрача урăх вăхăтран пулни палăрать. Иккĕшĕ те пĕр хуларах пурăнаççĕ, анчах паллă вырăнсене сăнланă чухне уйрăмлăхсем асăрхаççĕ. Çапла калаçсан-калаçсан хĕрача Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пурăнни сисĕнет. Ун чухнехи йывăр та асаплă пурнăçпа паянхи тулăх кунсене танлаштарни шухăша ярать, хальхине хаклама хистет. Чĕлхесен пĕр пеклĕхĕ хавхалантарать Çав кунах Казахстанри Актюбинск облаçĕн «Алакай» пукане театрĕ те спектакльсемпе савăнтарчĕ. Виçĕ çултан аслăрах куракансем валли хатĕрленĕскер артист ĕçне уçса пачĕ.

— Эпир вун пиллĕкĕн килсе çитрĕмĕр. Чăваш Ен пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕ. Çул вăрăм пулчĕ. Çĕрлехи вăхăтра килтĕмĕр пулсан та мĕнле йышăнни савăнтарчĕ. Куншăн Чăваш патшалăх пукане театрне тав тăватпăр. Чăвашсем те, пирĕн пекех, тĕрĕк халăхĕ. Пирĕн чĕлхесем пĕр евĕрлĕрех. Çавăнпа хăш чухне пĕр-пĕрне çур сăмахран та ăнланма пултаратпăр. Чăваш Республикинче пирĕн тăвансем пурăннă пекех туйăнать. Шупашкар Актюбинск облаçĕнчен инçе вырнаçнă пулсан та кунта хамăра килти пекех туятпăр, — терĕ Диас Абулхатов актер. Казахстанран килнĕ пултарулăх ушкăнĕ тепĕр спектакльне Лакрей паркĕнче лартрĕ. «Наурыз новый день» ĕç халăх пурнăçĕнчи йăлайĕркепе çыхăннă, çавăнпа та кураканшăн питĕ кăсăклă. Чĕлхесен пĕр пеклĕхĕ çинчен пĕр пуçланă калаçăва малалла тăсас килет. Фестивале тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсенчен азербайджансем те хутшăннă-çке. Чăн та, артистсен инçе çула тухма май килмен, вĕсем фестиваль валли спектакле ятарласа ӳкернĕ, ăна онлайн мелпе курма пулчĕ. Çапах та Азербайджанран та икĕ çынран тăракан делегаци килсе çитнĕччĕ: Нахчыван патшалăх музыкăпа драма театрĕн директорĕ, актер тата режиссер Ширзад Абуталыбов тата Азербайджан çыравçи тата журналисчĕ Вугар Хаквердиев. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.