Комментари хушас

21 Çурла, 2024

Хресчен сасси 32 (3022) № 21.07.2024

Хăнасем валли чăваш сăри вĕретнĕ

«Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль — сăра вĕретекен компанисемшĕн те, республика çыннисемпе хăнасемшĕн те паллă пулăм. Шупашкарти юхан шыв портĕнче йĕркеленĕ мероприяти 8 куна тăсăлчĕ.

Фестиваль виççĕмĕш çул иртет. Кăçал унта сăра вĕретекен 20 компани хăйĕн продукцине тăратнă. Вĕсенчен виççĕшĕ пирĕн республикăран пулнă. Уява пĕтĕмпе 48 пин çын хутшăннă, 35 пин литр сăра сутнă. Мускав тата СанктПетербург хулисенчен, Воронеж, Чулхула, Пенза, Самара, Ульяновск облаçĕсенчен, Краснодар крайĕнчен, Мари Эл, Мордва, Тутар тата Пушкăрт республикисенчен 14 делегаци килсе çитнĕ. Фестивальте наци апат-çимĕçĕпе – какай шӳрпипе, хашламапа — хăналанă. Хăнасем фестиваль символне — «хăмла ачине» — хапăл тусах туяннă. Ĕçлĕ программа шайĕнче сăра заводĕнче ĕçлекенсемпе хăмла ӳстерекенсем валли хăмла плантацийĕсенче экскурси йĕркеленĕ. Наци музейĕн ĕçченĕсем чăваш хăмлине вĕретессипе ăсталăх класĕ кăтартнă. Хăмлапа ĕçлекенсем мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулаççĕ-ха? Çак тата ытти ыйтăва «Вырăс хăмли» конференцие пухăннисем сӳтсе явнă. Унта 150 ытла специалист хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ. Хăмлапа ĕçлекен компанисене çулсерен 5 пин тонна хăмла кирлĕ. Хальлĕхе Чăваш Ен кун чухлех тивĕçтереймест-ха. Танлаштармалăх: пĕлтĕр, сăмахран, республикăра «симĕс ылтăна» 192 тонна пуçтарнă. Тĕллевсем пысăк. 2030 çулччен асăннă культурăн лаптăкне 2 пин ытла гектар пысăклатасшăн, 2033 çул тĕлне 3 пин тонна хăмла туса илесшĕн. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, хăмла лартса ӳстерме тата ăна тирпейлеме регионта майсем çителĕклĕ. Акă, сăмахран, тăватă çул каялла республикăра хăмла производствине аталантарма çеç мар, ытти регион валли компетенци центрĕ йĕркелеме те тĕллев лартнă. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче хăмлана тĕпчекен лаборатори ĕçлет. Хальхи вăхăтри техникăпа усă курса культурăн тасалăхне, ДНК концентрацине тĕрĕслеме пулать. Хăмлапа ĕçлекенсене патшалăх енчен те сахал мар пулăшу килет. «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль канма кăна мар, ĕçлĕ хутшăнусем йĕркелеме те пулăшать. Паян çĕршыври хăмлан ытларах пайне ют çĕршывран кӳрсе килеççĕ пулсан хамăр тăрăхра çитĕнтернипе усă курсан аванччĕ. Чăваш Енре хăмла отрасльне аталантарассипе сахал мар ĕç тунă. Пĕлтĕр «ТехМашХолдинг» компани икĕ предприятине комбайнпа тата сушилкăпа тивĕçтернĕ, Патшалăх реестрĕнче ял хуçалăх культурин икĕ çĕнĕ сорчĕ тупăннă. Сăмах май, хăмла отраслĕн ĕç-хĕлне регионăн социаллă экономика аталанăвĕн программине кĕртнĕ. Унпа килĕшӳллĕн 1 миллиард та 800 миллион тенкĕ уйăрнă. Çитес вăхăтра хăмлаçăсемпе çак укçана тĕллевлĕ усă курасси пирки шухăшлаççĕ. Тен, регионта çĕнĕ грантсем те пулĕç. Пулăшупа уйрăм тата пысăк хуçалăхсем те усă курĕç. Пилĕк çулта Чăваш Енри хăмла отрасльне аталантарма 9 миллиард ытла тенкĕ явăçтарма палăртаççĕ. Ку шутран 2 миллиард ытла тенки федераципе республика бюджечĕсенчен тата ытти çăл куçсенчен килет. Малашне хăмла шпалерне юсаса çĕнетмешкĕн республика бюджетĕнчен ял хуçалăх таварне туса илекенсене кăна мар, инвесторсене те пулăшу килĕ. Вĕсен республикăра регистрациленмелле тата пирĕн тăрăхра хăмла туса илессипе тимлемелле. Кун йышши хушăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă. «Маларах хăмла шпалерĕсене çĕнетме уйăракан укçана аграрисем кăна илнĕ. Çакă чылай инвестора чăрмав кӳнĕ. Ку ыйтăва уçăмлатнă хыççăн халĕ эпир усламçăсене те малтанхи утăмсем тума пулăшма хатĕр», — тенĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Хальхи вăхăтра хăмлапа ĕçлекенсене шпалер хăпартма 800 пин тенкĕ таран тавăрса параççĕ. Укçа виçине икĕ хут ӳстерме палăртнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Сиплĕ шыв вырăнне тĕлĕкре курнă

Çĕрпӳ округĕнчи Виççĕмĕш Вăрманкасси ялĕнче çветтуй Илларион ячĕллĕ çăл куç пур. Сиплĕ шыв ял çывăхĕнчи вăрманти çырмара тахçан мăнастир çĕрĕсем пулнă вырăнта тапать. Унпа сипленме республикăран кăна мар, ытти регионтан та килеççĕ. Чăнласах канлĕ вырăн. Кун пирки тĕплĕнрех София матăшкăна каласа пама ыйтрăмăр.

Мăнастир çĕрĕсем çинче 1675 çулта Çĕрпӳри мăнастир йĕркеленнĕ хыççăн унта пирваях арçынсем пурăннă. Хыççăн 1871 çулта Турă Амăшĕн мăнастирне туса хунă. 1925 çулта çурт хупăннă, 1998 çулта манахсен пурнăçĕ çĕнĕрен чĕрĕлнĕ. Шăп та лăп Тихвин мăнастирĕ аталаннă тапхăрта ку тăрăхра Чăваш Тукайĕн вăрман дачи вырнаçнă. Унăн харпăрлăхĕнче çĕр, вăрман пулнă. Дача çывăхĕнче утар, лаша, чăх-чĕп тата ĕне витисем, пан улми сачĕ, ĕçлекенсемпе манахсен пурăнмалли çурт-йĕрĕ, икĕ мунча ларнă. Пур хуралта та йывăçран çĕкленĕ. Манахсем ялти кулленхи пурнăçпа пурăннă. Анчах та 1918 çулхи февраль уйăхĕнче Çĕрпӳри çĕр комитечĕн йышăнăвĕ тăрăх, Тукай дачине конфискациленĕ. Пĕтĕм çурт-йĕр пĕренисене уйăрса çывăхри ялсенче пурăнакансене валеçсе панă. Мăнастирти хĕрарăмсене /сестрасене/ хăваласа кăларса янă. Улмуççи сачĕ пушанса юлнă. Халăхра çапла калаççĕ: «Сăваплă вырăн пушă пулмасть». Часах дачăн çĕрĕ çине хупăннă мăнастирсенчен манахсем куçса килнĕ. Çĕр пӳрт чавса пурăнма пуçланă, Турра кĕлтунă. Çывăхри ялсенче пурăнакансем мăнастир дачи пулнă вырăна çӳреме шикленнĕ. Çĕрлесерен улмуççи сачĕ тăрринче ăнланмалла мар çутă тăнипе сăлтавланă. Чĕререн тухакан кĕлĕ пĕлĕтелле юпа пек çĕкленнине пурте лайăх ăнланнă. Нумай вăхăт иртнĕ-и, сахал-и — çĕнĕ влаçсем патне таркăн манахсем тата вĕсем ăçта пурăнни çинчен хыпар çитернĕ. Вĕсене персе пăрахса пĕр улмуççи айне пытарнă. Шел те, асап тӳсекенсен ячĕшывĕ, вĕсем хăш йывăç айĕнче канлĕх тупни паллă мар. «Пире кĕлтусан Агния сывалĕ» Çăл куçа мĕнле майпа шыраса тупма май килнĕ-ха? София матăшкă интереслĕ истори каласа пачĕ. Шупашкарта пурăнакан пĕр хĕрарăма тĕлĕк курăннă. Пушă вырăн, часовня, манахсен пӳлĕмĕсем, улмуççи сачĕ... Ку вырăн пирки пачăшкăран ыйтсан ăна Çĕрпӳ тăрăхĕнче пулса курма сĕннĕ. 2004 çулта çав вырăн тепĕр хут курăннă. Ку хутĕнче — Лидия матăшкăна. — 2003 çулта мăнастирте пурăнакан игуменья Агния йывăр чирленине пĕлтĕмĕр. Унăн усал шыçă аталаннă. Уншăн кунĕн-çĕрĕн кĕлтурăмăр, вăл сываласса шантăмăр. Çуркунне Лидия матăшкă тĕлĕк курнă. Вăрман, манахсем тăраççĕ пек. Мăнастир хуçи Лидия матăшкăна: «Пире кĕл тусан Агния сывалĕ», — тенĕ. Çак сăваплă вырăна шырама пурте пĕрле çула тухрăмăр. Ку Тукайри вăрман дачи пулнă. Çак вырăна тӳрех тупма май килмерĕ. Тупсан вара кĕлтума, панихидăсем юрлама пуçларăмăр. Шел пулин те, игуменья пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Çăл куç шыраса малалла хĕресле çул çӳреве тухрăмăр. Унта сумлă, хисеплĕ нумай çын хутшăнчĕ. Кунта çăл куç тапни пирки чылайăшĕ пĕлнĕ. Виççĕмĕш Вăрманкасси ялĕнче пурăнакан Карп Яковлев вăл ăçта вырнаçма пултарнине кăтартрĕ. Унта пысăках мар кӳлĕччĕ, ку çăл куç марччĕ. 2006 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче çăла шыраса тупма май килчĕ. Тепĕр çултан Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава çăл куçа асап тӳснĕ çветтуй Илларион /Троицкий/ ячĕпе сăвапларĕ. Вăл ĕлĕкхи пан улми сачĕ çывăхĕнче вырнаçнă», — пĕлтерчĕ София матăшкă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Салтаксен умĕнче куççуле пытараттăм»

Нумаях пулмасть çар госпиталĕнче вăй хуракан Валентина Комиссаровăран çыру илтĕмĕр. Ăна пичетлемесĕр май çук. Кашни йĕрки чуна çӳçентерет, куççуль кăларать.

Валентина Комиссарова Турă амăшĕн Хусанта тупнă турăшăн кунĕнче çуралнă, вăл çитĕннĕ ялта мăнастир пур. Малтанах — Муркаш районĕнчи Каршлăхри ача-пăча санаторийĕнче, унтан çак тăрăхри ĕç тата вăрçă ветеранĕсен интернат çуртĕнче ĕçленĕ хĕрарăм. Çĕршывра тулли мар мобилизаци пуçлансан ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма хапăл тунă. Ырă ĕçе пуçăнма ăна Каршлăхри арçынсен мăнастирĕнче тăрăшакансем те пилленĕ. — Салтаксем валли кĕлĕ тумалли пиçиххисем пачĕç те çар комиссариатне ячĕç. Эпĕ салтаксене ăсатса тата кĕтсе илеттĕм. Часах посылкăсем пуçтарма пуçларăмăр. Малтанах Надежда Геннадьевнăпа çыхăну çӳретрĕмĕр, унтан ыр кăмăллăх фончĕпе ĕçлеме пуçларăмăр. Вырăнти клубра кружок йĕркелерĕм. Шкул ачисемпе пĕрле окоп çуртисем ăсталарăмăр, çăм арласа нуски тата пиçиххисем çыхаттăмăр. Ĕçрен никам та пăрăнса юлмастчĕ. Кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче администраци ĕçченĕсем те, Мăн Сĕнтĕр территори уйрăмĕнче пурăнакансем те пулăшатчĕç. Пĕлтĕрхи февраль уйăхĕнче маскировка тетелĕсем çыхма пикентĕмĕр. Ĕçе пуçласа яма çăмăл пулмарĕ. Алă вăйĕ çитместчĕ. Паллакансем кивĕ тетел, тĕттĕм кăвак пусма татăкĕсем пырса паратчĕç. Пулă тытмалли тата волейболла вылямалли кивĕ тетелсене усă кураттăмăр. Пусма татăкĕсемпе Валентина Сутесова тата Александр Трифонов тивĕçтеретчĕç. Халĕ тетел тата спанбонд туянма укçа-тенкĕ пухатпăр. Материалсемпе ытларах спонсорсем тивĕçтереççĕ. Тетелсене çут çанталăк тапхăрне кура çыхатпăр. Салтаксем час-часах тав туса видеосем яраççĕ. Паллах, хĕпĕртетпĕр, хавхалансах черетлĕ ĕçе пуçăнатпăр. Тетел çыхма Вăрманкасси, Треньккă, Мăн Шашкар, Çатракасси, Чуманкасси, Турай ялĕсенче пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ, — çырнă Валентина Анатольевна. Паянхи кун тĕлне Мăн Сĕнтĕрсем 300-е яхăн тетел тата 100-е яхăн нашлемник çыхнă. Хастарсене ятранах палăртас килет: Галина Захарова, Наталья Цветкова, Анна Егорова, Зинаида Сорокина, Василиса Яргейкина, Тамара Буянова, Валентина Краснова, Татьяна Краснова, Юлия Викторова, Эльвира Смирнова, Марина Васильева, Рената Сибякова, Вера Николаева, Анфиса Осипова, Ольга Мамуткина, Ольга Богданова, Татьяна Блинова, Надежда Большакова тата Надежда Афанасьева. Пĕлтĕр отпуск вăхăтĕнче Валентина Комиссаровăна Мускав облаçĕнчи пĕр госпиталĕн филиалне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. «Пĕрремĕш кунсем йывăр килчĕç. Пациентсен камăн алли-ури çук, теприн пуçне шăтарнă. Госпитальте ĕçлекенсем манăн пит çăмарти тăрăх хуллен юхса анакан куççуль тумламĕсене курсан салтаксен умĕнче кăтартмалла маррине асăрхаттарчĕç. Чăтма йывăрччĕ те урама çӳп-çап тăкма тухсан чун каниччен йĕреттĕм. Эпĕ нейрохирурги тата травматологи уйрăмĕсенче тасалăхпа тирпейлĕхшĕн яваплăччĕ. Палатăри салтаксем чылай чухне салху пулнине асăрхарăм. Вĕсемпе пĕрмай калаçма, шӳтлеме тăрăшаттăм. «Манăн 55 çулхи юбилей тĕлне сирĕнтен парне кĕтетĕп. Эсир кулнине курас килет», — терĕм пĕррехинче палатăна кĕрсен. Ак тамаша! Ĕçе килсен Женя палатăна йыхравларĕ. Пĕлетĕр-и, мана унта салтаксем йăл кулса кĕтсе илчĕç, канфетпа сăйларĕç. Чунăмра çав самантра хаваслăх хуçаланчĕ. Унта 15 кун ĕçлерĕм. Август уйăхĕнче кардиологипе реанимаци уйрăмĕсенче вăй хума йыхравларĕç. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

www.hypar.ru

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.