Комментари хушас

14 Çурла, 2024

Хресчен сасси 31 (3021) № 14.07.2024

Пахалăхлă çыхăну çĕнĕ майсем парать

21-мĕш ĕмĕрте кĕсье телефонĕпе тата интернетпа хутшăнмасăр ниепле те май çук. Сăн ӳкерчĕк ярса памалла-и, документ вуламалла-и, тăруках кампа та пулсан çыхăнмалла-и — интернет пулăшать! Пĕрре — вăхăт перекетленет, тепре — ансат та меллĕ. Аслă ӳсĕмрисем те пурнăç таппинчен юлмаççĕ. Социаллă сетьсенче пĕр-пĕринпе хутшăнма, калаçма, информацие шырама вĕренеççĕ. Паллах, ялсенчи телекоммуникаци инфратытăмĕ мĕнле шайра пулни те пĕлтерĕшлĕ.

Акă, тĕслĕхрен, 2024 çулта халăх йышĕ 100 çынран пуçласа 500 çын таран пурăнакан ялсенче икĕ çĕнĕ база станцине хута янă. Часах Муркаш округĕнчи Ятман ялĕнчи тата Куславкка округĕнчи Кармăш салисенче пурăнакансем те хальхи вăхăтри пахалăхлă çыхăну мелне туйса илĕç. Контракт тăрăх, база станцийĕсене çулталăк вĕçлениччен вырнаçтармалла. «Цифра экономики» наци проекчĕн «Информаци инфратытăмĕ» регион проекчĕ шайĕнче Чăваш Енре телекоммуникаци инфратытăмне анлăлатас ĕç малалла пырать. «Инçетре вырнаçнă е сахал йышлă ялсенче база станцийĕсене вырнаçтарни цифра танмарлăхне чакарма пулăшать. Пахалăхлă мобильлĕ çыхăну тата интернет пурри вырăнти халăха хутшăнма çĕнĕ майсем парать. Ку шутра – ĕç, патшалăх тата медицина пулăшăвĕ, онлайн вĕренӳ, çывăх çынсемпе хутшăнни», — тет ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Степанов. Палăртмалла: федераци проекчĕ шайĕнче цифра танмарлăхне пĕтерес енĕпе аякра вырнаçнă 375 ялта пурăнакансем хальхи çыхăну пулăшăвĕпе усă кураççĕ. Çирĕплетнĕ йĕрке тăрăх, пирĕн регионти социаллă обћектсене 100 проценчĕпех интернетпа тивĕçтернĕ. Çакă «Цифра экономики» наци проекчĕ республикăра ăнăçлă пурнăçланса пынипе, кашни çын хальхи технологисемпе усă курмалли майсене тивĕçнипе çыхăннă. Интернет пурри — пулăшу. «Аслă шкула онлайн мелпе вĕренме кĕресси» суперсервис пулăшнипе абитуриентсем çĕршыври аслă шкулсене заявлени пама та, ĕç параканпа тĕллевлĕ вĕренмелли килĕшĕве çирĕплетме те пултараççĕ. Ку сервис Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче 4 çул каялла ĕçлеме пуçланă. Абитуриентсем дистанци мелĕпе аслă шкулсене документ пама май пуррине хапăл тусах йышăннă. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ документсене парассине самай çăмăллатать, абитуриента вăхăта перекетлеме пулăшать. Иртнĕ çулпа танлаштарсан аслă шкулсем портал урлă пĕлтĕрхинчен виçĕ хут ытларах заявлени йышăннă. Çак ĕç «Цифра экономики» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланать. Чăваш Енри çамрăксем çĕнĕ йышши цифра хатĕрĕсемпе усă курса Мускав, Питĕр, Чулхула хулисенчи аслă пĕлӳ учрежденийĕсене вĕренме кĕме заявлени параяççĕ. Çав хушăрах хăрушсăрлăх пирки те манмалла мар. Сăмахран, юлашки вăхăтра Чăваш Енри ĕç тăвакан органсен информаципе телекоммуникаци тытăмне çĕмĕрсе кĕнĕ тĕслĕх нумайланнă. Юлашки икĕ çулта кăна ЧР Ĕç тăвакан органсен информаци тытăмĕсене çĕмĕрнĕ 7,8 миллион ытла тĕслĕхе шута илнĕ. Уйрăмах кăçалхи июль уйăхĕнче кун йышши тĕслĕх, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 2,3 хут ӳснĕ. Статистика, кибератакăсенчен сыхланмалли меслетсене лайăхлатма, тимлĕрех пулма ыйтать. Информаци тытăмне çĕмĕрни патшалăх сервисĕн ĕçне йĕркерен кăларнипе тата «хупă» информаци çын аллине лекнипе те хăрушă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


Паллă офтальмолога хисеп туса

Совет тата Раççей офтальмологĕ Святослав Федоров çуралнă кун, августăн 8-мĕшĕнче, Шăмăршă округĕнчи Çĕнĕ Чукал ялĕнчи пĕр çăл куçа унăн ятне панă. Уява ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов пырса курнă.

Ют тăрăхран та килеççĕ

«Экологи культурин тата çут çанталăкпа упраса усă курмалли çулталăкра çăл куçсене тирпей-илем кĕртессипе, тĕпчессипе тата хăтлăлатассипе çыхăннă проектсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Çак ĕçе республикăри пур муниципалитет та, предприятисемпе организацисем те, ахаль çынсем те хутшăнма пултараççĕ. Паянхи кун çăл куçсене тĕпчес ĕç пырать. Хыççăн вĕсен реестрне, интерактивлă карттине йĕркелĕç. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçлени çеç çут çанталăка упраса тата сыхласа хăварма пулăшĕ», — палăртнă министр. Пирĕн хушăра пуçаруллă çынсем пурри савăнтарать. Шăмăршă округĕнчи «Çăл куçсен айлăмĕ» организаци директорĕ Татьяна Федорова тăрăшнипе шкул ачисене тата ял-йыша явăçтарса ку тăрăхри çăлсене хăтлăлатма май килнĕ. Халĕ кунта округ çыннисем кăна мар, туристсем те килсе çут çанталăк илемĕпе киленме пултараççĕ. Çĕнĕ Чукал ялĕ çăл куçсемпе пуян. Анчах кашнинех пăхмалла, тирпейлемелле. Унсăрăн вĕсем типме, юшкăнланма пултараççĕ. Телее, пуçаруллă та хастар ял-йыш çине тăрса ĕçленипе çăл куçсем тепĕр хут вăй илеççĕ. Паянхи кун вырăнти халăх вăйĕпе 50 ытла çăл куçа тасатма май килнĕ. Вырăс географи обществин вырăнти уйрăмĕн председателĕ, географи наукисен кандидачĕ Инна Никонорова каланă тăрăх, календарьте тепĕр паллă кун пулĕ. Çулсерен Святослав Федоров офтальмолог çуралнă кун çак вырăна пухăнма, сăвап тума сăлтав пур. Святослав Николаевич талантлă, пултаруллă тухтăр пулнă. Тĕрлĕ хулара «Куç микрохирургийĕ» наукăпа техника комплексĕн филиалĕсене уçнă. Регионсене тухса çӳренĕ, куç чирĕсене сиплемелли çĕнĕ меслетсене вĕрентнĕ. «Операци — пултарулăх процесĕ. Икĕ пĕр пек операци нихăçан та пулмасть», — тенĕ сиплевçĕ. 1960 çулта чăваш хĕрачин Лена Петровăн куçне искусственнăй хрусталик вырнаçтарассипе Совет Союзĕнче пĕрремĕш ăнăçлă операци ирттернĕ. 1987 çулта Святослав Федоров «Социализм Ĕçĕн Геройĕ» ята тивĕçнĕ. Патшалăх Канашĕн депутатне темиçе хут суйланнă. Святослав Федоров ячĕпе «Куç микрохирургийĕ» МНТК тата нумай профильлĕ центр хисепленеççĕ. Мускавра тата Санкт-Петербургра унăн ячĕпе парк, сквер пур. Филиалсем ĕçлекен хуласенче офтальмолог бюстне вырнаçтарнă. Мускавра, Дон çинчи Ростовра, Шупашкарта тата Калугăра урамсем унăн ячĕпе хисепленеççĕ, асăну хăмисем вырнаçтарнă. Халĕ акă Шăмăршă округĕнчи çăл куç та унăн ячĕпе тапса тăрĕ. «Çăл куçа манăн атте Святослав Федоров ятне пама шут тытнăшăн питĕ хĕпĕртетĕп. Ку — тĕрĕс йышăну. Вăл çут çанталăка çав тери юратнă. Уй-хирсемпе, вăрмансемпе, кӳлĕсемпе, юхан шывсемпе çырмасемпе киленнĕ», — пĕлтернĕ саламлă çырура Святослав Федоровăн хĕрĕ Ирина Федорова. Клавдия Бычкова «Куç микрохирургийĕ» наукăпа техника комплексĕнче 1987-2022 çулсенче ĕçленĕ. Халĕ вăл — тивĕçлĕ канура. Унăн Святослав Федоровпа час-часах хутшăнма тивнĕ: «Святослав Николаевич ăшă кăмăллă, хăватлă, халăха юратакан çынччĕ. Нумай çул пĕрле ĕçленĕ, пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ. Çăл куç патне илсе çитерекен çул яланах такăр пултăр». Çăл куç таврашĕ — кану вырăнĕ те. «Çын çак илеме куртăр тата туйтăр тесе Святослав Федоров нумай тăрăшнă. Сиплĕ шыв ĕçни кăна мар- çке, çак вырăнта пĕр-пĕринпе курса калаçни те мĕне тăрать. Историне пĕлме, тăван тăрăха тĕпчеме хистет, юрату туйăмĕ çуратать. Çăл куçсем те вĕсене пăхнине кура тав туса хăнасене йыхравлĕç. Вĕсене ачасем, мăнуксем валли упраса, сыхласа хăварасчĕ. Шывĕ яланах таса пултăр», — пĕлтерчĕ МНТКра ĕçлекен Людмила Ямбатрова. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экологĕ Александр Дмитриев каланă тăрăх, çăл куçсем çут çанталăкра хăйĕн çулне шыраса çĕр айĕнчен тапса тухаççĕ. Çăл куç тапса тăнă вырăнсенче ĕлĕк ялсем йĕркеленнĕ. Шывсăр нимле те май çук-çке. Вăл чĕр чуна та, ӳсен-тăрана та кирлĕ. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   


Ăмăрт кайăкпа Чĕкеç юратăвĕ

Космоса иккĕмĕш хут вĕçнĕ хыççăн Андриян Николаев уйăхĕпе отчет çырнă. Часах диссертаци хӳтĕлеме вăхăт çитнĕ. Вăл техника наукисен кандидачĕн наука степеньне илнĕ. Космонавтăн пурнăçĕнче тепĕр тапхăр пуçланнă.

1974 çулта Андриян Николаев космонавтсене хатĕрлекен Ю.А.Гагарин ячĕллĕ центр ертӳçин пĕрремĕш çумĕнче тăрăшнă. Паллах, космоса виççĕмĕш хут вĕçме те ĕмĕтленнĕ, анчах ертӳлĕх çамрăк космонавтсене çул пама йышăннă. Тĕп ĕçсĕр пуçне ентешĕмĕр общество ĕçĕнче палăрнă. РСФСР Аслă Канашĕн депутатĕнче тимленĕ.1981 çулта космосри тĕпчев ĕçĕнче çитĕнӳ тунăшăн ăна СССР Патшалăх премине панă. 1992 çулхи август уйăхĕнче Андриян Григорьевичăн саппаса тухма тивнĕ. Виталий Севостьянов сĕннипе вăл РФ Патшалăх Канашĕн мандат комиссийĕн аппаратĕнче ĕçлеме пуçланă. Пĕрлехи ĕç 12 çула тăсăлнă. 3-мĕш номерлĕ космонавт вĕçев историсене темиçе кĕнекере сăнланă. Ку шутра — «Встретимся на орбите», «Космос — дорога без конца» тата «Притяжение Земли». Андриян Николаев пĕр хутчен авланнă. Мăшăр пулма уçлăхра пулнă пĕрремĕш хĕрарăма Валентина Терешковăна суйланă. Валентина — Ярославль облаçĕнчен. Вăл парашют спорчĕпе кăсăкланнă, парашютпа 90 хут сикнĕ. 1962 çулта хĕр космонавтсен конкурсне хутшăннă. Йĕрке тăрăх, космонавт пулма 30 çултан кĕçĕнрех, 170 сантиметр çуллĕш таран тата 70 килограмм таран таякан çынсене суйланă. Хĕрарăма космоса ярас шухăша Сергей Королев йышăннă. 50 çынран шăпах Валентинăна суйланă. Космоса вĕçесси пирки унăн тăванĕсене пĕлтермен, кун пирки радиопа илтнĕ. Уçлăхра «Восток-6» караппа кăлтăксем пулнă, анчах Валентина йывăрлăхсене хыçа хăварнă. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

www.hypar.ru

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.