Комментари хушас

13 Çурла, 2024

Хыпар 89 (28265) № 13.08.2024

Хăтлăх ĕçĕсем уксахлаççĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тав сăмахĕсенчен пуçларĕ — Курскпа çыхăннă çивĕч лару-тăрăва çывăха илнĕшĕн пурне те тав турĕ.

Чăваш Ен тăшман тапăннă Курск облаçĕ валли ыр кăмăллăх грузĕ пухса ăсатнă. «Пирĕн пулăшу унта çитнĕ ĕнтĕ — ĕçтешсем тав тăваççĕ. Украина националисчĕсем çапла хăтланса Раççей халăхне хăратас тĕллев тытнă. Самай пысăк сиен кӳнĕ, гражданла халăх хушшинче те вилнисем пур. Пирĕн тĕллев — унти халăхпа пĕрле пуласси, пулăшу аллине тăсса парасси. Республикăра çынсене пулăшас кăмăл пысăк. Ыттисен ыратăвне чĕрене çывăха илсен кăна çапла ĕçлеме пулать. Унта пулăшу ăсатассине йĕркеленĕшĕн муниципалитетсене, Ĕçлев министерствине тав тăватăп. Пур çĕрте те ыр кăмăллăх пулăшăвĕ пухакан пунктсем уçнă», — терĕ Олег Николаев ку ĕçе малалла тăсассине, эпир çĕнтерессине çирĕп ĕненнине палăртнă май. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту — çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтересси. Транспорт министрĕ Максим Петров пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулăн пĕрремĕш çурринче республикăри çулсем çинче 413 авари пулнă, вĕсенче 55 çын пурнăçĕ татăлнă. Тĕп сăлтавĕсенчен пĕри — çул-йĕр правилисене уяманни: хăвăртлăх пысăкки, водительсем çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухни, транспорт хатĕрĕсен хушшинчи дистанцие уяманни, çуран çынсене çул урлă каçарса яманни... Паллах, çулсен инфратытăмне хăрушсăрлăха тивĕçтермелле йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал регион пĕлтерĕшлĕ çулсен 52 километрне юсама палăртнă. Вырăнти пĕлтерĕшлисене — тата 85 километр. Çавăн пекех çулсен 20 километр тăршшĕ сыпăкĕсене çĕрле те çутатса тăмалла тума пăхнă. 4 кĕпере юсамалла. Çак ĕç пырать, министр шучĕпе, вăл инкексен шутне чакарма та пулăшмалла. Водительсен дисциплинине вара фото-, видеофиксаци камерисем пулăшнипе çирĕплетĕç. Çулсем çинче пĕтĕмпе стационарлă 278, куçса çӳрекен 32 комплекс, 511 камера ĕçлеççĕ. Максим Петров пĕлтернĕ тăрăх, хăлăхсăр водительсене штрафламашкăн çулталăк пуçланнăранпа 914,6 пин ытла йышăну тунă, штрафсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 598 миллион тенкĕпе танлашнă. Олег Николаев тĕп хула урамĕсенче пысăк грузовиксене çул çинчех лартса хăварнă тĕслĕх нумаййипе кăмăлсăрланчĕ: «Кун пирки каласа та йăлăхрăм ĕнтĕ. Ăçта килнĕ унта лартса хăвараççĕ, транспорт çул çинчех çĕр каçать. Хам та руль умне ларса çӳретĕп те — куратăп: Мускав, Максим Горький проспекчĕсенче, Университет урамĕнче... Кĕпер çинчех лартса хăварнине те куртăм. Йĕркене уяманнисене штрафламалла, унсăрăн хула йывăр груз турттаракан транспортăн пысăк парковкине çаврăнĕ». Шкулсене çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлес ыйтупа вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Скочилова сăмах илчĕ. Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче 152 пин ытла ача парттăсен хушшине ларĕ, çав шутра 14,5 пинĕшĕ 1-мĕш класа килĕ. 727 шкултан 646-шĕ ачасене йышăнма хатĕр ĕнтĕ — вĕсенче халь тивĕçлĕ тĕрĕслев ирттереççĕ. Ыттисенче юсав ĕçĕсемпе, территорисене хăтлăлатассипе, ыттипе çыхăннă ĕçсем пыраççĕ. Çав шутра — терроризмран сыхланассине тивĕçтерес тĕллевлĕ ĕçсем те. Шкулсене çĕнĕ учебниксемпе тивĕçтерессине те татса панă. Вĕрентӳ программи çĕнĕ предметсемпе пуянланать — «Вероятность и статистика» тата ОБЖ. Вĕсене вĕрентмелли кĕнекесене туянма 50 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Шкул автобусĕсем çинчен сăмах пулчĕ. Кивелнисене çĕннисемпе улăштараççĕ. Кăçал Вĕрентӳ министерстви çĕнĕ 10 автобус илме заявка панă, Мускав 9-ăшне ырланă. Шкулсен картишĕсене, территорийĕсене хăтлăлатас енĕпе пысăк ĕç пырать. Ку ĕçсене 59 шкулта пуçарнă. Çакăн валли республика бюджетĕнчен 1 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Светлана Скочилова пытармарĕ: 12 шкулти ĕçсене вăхăтра вĕçлесси иккĕленӳллĕ. Хăшĕсем ку енĕпе контракт та туман-ха. Çийĕнчен вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков çунакан кăвайта краççын сапрĕ. Вăл иртнĕ çул вĕçĕнче шкулсенчи пушар хăрушсăрлăхне, терроризмран сыхланассине тивĕçтерме, çакнашкал ытти ĕç валли 325 миллион тенкĕ уйăрнине аса илтерчĕ. Анчах çурла уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне çак укçан 80 миллион тенкипе кăна усă курнă-мĕн — «хăшĕсене ку ĕçе йĕркелеме сакăр уйăх та çитмен...» Территорисене хăтлăлатмалли, «ытти тăкаксем» тесе уйăрнă укçана та хальлĕхе касса енĕпе 11% патнелле кăна ĕçе кĕртнĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Симĕс ылтăн – чăваш мулĕ

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарăн юхан шыв портĕнче пĕтĕм çĕршыври «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль уçăлчĕ.

Çак кун тĕлне пысăк лапамра «Кăпăк хулине» тунă, вăл кашни икĕ сехетре 3,5 пин çынна йышăнма пултарать. 16 сехете сăра сутмалли, апатланмалли шатерсене республика çыннисем, тулашран килнĕ хăнасем йышăнчĕç. Сăра савăта вĕçĕмсĕр юхрĕ, савăнăçлă хăнасем кăпăклă сăрана рехетленсех ĕçрĕç. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, лармалли вырăнсен шутне икĕ хута яхăн ӳстернĕ, сăра тумалли, апат-çимĕç хатĕрлемелли рецептсемпе, алă ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе 60 предприниматель паллаштарать. Çав кун тĕлне 9 регионти — Воронеж, Чулхула, Пенза, Самар, Ульяновск облаçĕсенчи, Краснодар крайĕнчи, Мари Элти, Тутарстанри тата Санкт-Петербургри — 20 заводран — сăра, общество апатланăвĕн 26 предприятийĕ — вун-вун тĕрлĕ апат-çимĕç, 6 фермер хăйсем туса илнĕ паха продукцие сутма килнĕ. Гастрономи тĕслĕхĕсемпе паллашма пуçласан, пытармастăп, сĕлеке юхрĕ. Анчах сăра ĕçме вăхăт çук. Фестивале ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çитрĕ, кашни шатера кĕрсе продукципе паллашрĕ, компанисен представителĕсенчен производствăна епле йĕркелени çинчен ыйтса пĕлчĕ. Фестивале юрă-кĕвĕ сцени умне пухăнса уçрĕç. — «Раççейĕн симĕс ылтăнĕн» виççĕмĕш форумĕ фестиваль историйĕнче иртнисенчен тарăнрах йĕр хăварĕ, — терĕ Олег Николаев. — Вăл Чăваш Ене çултан-çул ытларах усă кӳрет, хавхалантарать, эпир темиçе çул каялла хăмла туса илес тĕлĕшпе хамăрăн компетенцисене тавăрмалли, аталантармалли çул çине тăрса тĕрĕс тунине çирĕплетет. Кунта çĕршывра сăра вĕретессипе малти вырăнсене йышăнакан сăра тăвакан компанисем пухăнчĕç. Пирĕн пулас ĕçтешсем те, сăра туса кăларассипе кăсăкланакансем те йышлă кунта. Çитес çичĕ кунра хамăрăн плансем, пĕр-пĕринпе килĕшӳ çирĕплетме хатĕрри çинчен калаçăпăр. Малашне импорт куçĕнчен пăхма пăрахăпăр, симĕс ылтăна çĕршыври сăра завочĕсене кирлĕ чухлĕ туса илме тытăнăпăр, хăмла енĕпе Раççейĕн технологи суверенитетне тивĕçтерĕпĕр. ЧР Правительстви хăмлапа ĕçлекен предприятисене ӳлĕм те пулăшĕ. Пухăннисене Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева та саламларĕ: «Фестиваль пурнăçа лайăх йăла пек кĕрсе вырнаçрĕ, пире вăй парать, хăнасене аслă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пирĕн патра пуçтарать». Канмалли вырăна регионсенче суйласа илнисен йышĕ ӳссех пынине палăртнă май фестиваль хăйĕн ăнăçлăхĕпе, пахалăхĕпе, кăсăклă тулли программипе нумай çынна илĕртекен проекта çаврăннине пысăка хурса хакларĕ: «Куратăп — хăмлаçăсен, сăра тăвакансен пĕтĕмпех ăнăçлă пулса пырать. Хăвăртлăха тата ӳстерĕр, çулăр — такăр, фестиваль çĕршывра пуринчен те лайăхрах пĕлекенни, чи çутăраххи пултăр». — Форумра çуллен культура мероприятийĕсем çеç мар, ĕçлĕ мероприяти те чылай йĕркелетпĕр, — паллаштарчĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов вице-премьер. — Пухăннисем çĕршывра туса кăларнă продукципе паллашнă чухне симĕс ылтăн çитĕнтерекенсем отрасль пуласлăхĕпе аталану çулне сӳтсе явĕç. Производствăна ӳстермеллех. Çĕршыв çак культурăран тĕрлĕ продукци туса кăларма явăçтаракан мĕн пур хăмлан 95% чикĕ леш енчен турттарать. Ăна ют патшалăхсенчен илсе тăрас мар тесен чĕр тавар тата хăмла хунавĕн пахалăхне лайăхлатнипе пĕрлех хуçалăхсене производствăна йĕркелемелли ятарлă машинăсемпе епле тивĕçтерессине сӳтсе явмалла. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Пĕрремĕш задани

Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралнă Роман Кудрявцев СВОна хутшăнма РФ Оборона министерствипе 2023 çулта çулталăклăха контракт тунă.

Хăйĕн ирĕкĕпе

Унăн çарти опыт маларах та пулнă: 2008 çулта Раççей çарĕн полкне çыхăнупа тивĕçтернĕ. «Федерацин çĕнĕ регионĕсене хӳтĕлеме хамăн ирĕкпе кайрăм», — терĕ вăл. Малтан Луганск облаçĕнче автоматпулеметпа çапăçура усă курма, медпулăшу пама хăнăхнă, темиçе эрнерен ытти контрактникпа пĕрле Донецк халăх республикинчи чаçе çитнĕ. «Малти линие пĕрремĕш кунах ямарĕç. Унта çĕрле пĕр ушкăна ăсатрăмăр, — аса илчĕ Роман. — Тепĕр кунне командир тăватă салтака — Комсомольски, Куславкка, Красноармейски тата Шупашкар чăвашĕсене — Авдеевка хулине атакăлакансем патне ертсе кайрĕ. Унта çитсенех задани пулчĕ: хими заводне штурмлакансене патрон леçсе памалла. Хатĕрленме тытăнтăмăр. Ещĕксенчен михĕсене патрон силленĕ чухне унта та кунта снаряд-мина çурăлма тытăнчĕ. Малтан çĕр çине чул пек ӳкрĕмĕр, пуç çийĕн ванчăксем шăхăрса иртрĕç. Вăл-ку çурăлса сывлăша сирпĕннине хăвăрт хăнăхса пытăмăр. Задание епле пурнăçламаллине малтан — рота командирĕпе штаб пуçлăхĕ, Авдеевка енне çула тухиччен пире ертсе кайнă офицер ăнлантарчĕç. Акă, химзавод патнелле васкатпăр. Эпир бронежилетпа, автоматпа, çумра патронташ, салтака кирлĕ ытти япала çакса янă. Кашнин хулпуççийĕ çинче — малалла-каялла усса янă тулли михĕ, вăл 44 килограмм таять. Çур çула кĕтменлĕхсĕрех çитрĕмĕр. Пире ăсатнă офицер малалла каймалли çула кăтартрĕ, пĕр-пĕрин хушшинче 7 метртан сахал мар дистанци тытса пыма хушрĕ те каялла — чаç еннелле — васкарĕ». Ушкăн малаллах кайнă. Роман, çӳллĕ те тĕреклĕ çамрăк, задание пурнăçлама çула тухнă ытти салтакран вăйлăрах та, çирĕпрех те. Лешсем, ырханккасем, самай лутрарах. Роман вĕсем чупнине пăхса пырас, амансан медпулăшу парас, пĕр миххе те хăварас мар тесе ушкăн вĕçĕнче пынă. Мина-снаряд инçетре те, çывăхра та ӳке- ӳке çурăлнă — ванчăксем пуç çийĕпе ши! те ши! шăхăрса иртнĕ, таçта автомат-пулемет вĕçĕмсĕр шатăртатнă. Леш тĕнчере мар! «Акă, ушкăн пуçĕнчи пĕрремĕш салтак пирĕннисен позицийĕнчи блиндажа анчĕ, ун хыççăн — иккĕмĕшĕпе виççĕмĕшĕ, — тет Роман. — «Тинех çитрĕмĕр, пурте сывă — тавах Турра!» — çиçĕм пек вĕлтлетсе иртрĕ шухăш пуçра. Блиндажа çитме 13 е 15 метрччĕ — умрах АГСран кăларса янă граната çурăлса шартлатнине илтрĕм — куç хуралса килчĕ, хама тĕлĕкри пек туятăп, кайран мĕн пулнине астумастăп». Роман тăнран кайса тиевĕпе çĕре тĕшĕрĕлсе аннă, юн юхтарса мĕн чухлĕ выртнине пĕлмест. Тăна кĕрсен çаврăнса çурăмĕпе çĕр çине тăсăлса выртма вăй çитернĕ — апла тăк вилмеллех аманман! Куçне уçса тӳпене тинкернĕ. «Эпĕ леш тĕнчере-ши?» — чĕтренсе илнĕ Роман, аллисемпе чăтма çук ыратакан тăнлавĕпе урисене тыта-тыта пăхнă — пӳрнисем юнпа пĕвеннĕ. Çав самантра вăл блиндажран такам кăшкăрнине илтнĕ: «Эй, салтак, пирĕн позицие тăшман мĕн пур йышши установкăран çулăм тăкнă чухне мĕншĕн мишень пулса выртатăн? Пуçу çине тепĕр «парне» ӳкессе кĕтетĕн-и? Халех тăрса шу малалла?» Роман тăнлавĕнчен юн фонтан пекех пĕрĕхнĕ, шăлаварĕн мал енĕ — лачкам юн! Кайран госпитальте хăйне ванчăксем ура пӳрнинчен пуçласа тăнлавне çитиччен шăтарса кĕнине, шăмă тунине ик тĕлтен ватса салатнине пĕлнĕ. Роман блиндажри командир ªАçтăрхан каччин хушамат-ятне ыйтса пĕлме хăйне çăлсан та меллĕ вăхăт пулманº хушăвне пурнăçламаллах тесе малаллах талпăннă, пĕр урипе тĕртĕннĕ, тепри сĕтĕрĕнсе пынă. Тăрăшни сая кайман — малалла виçĕтăватă метр шăвайнă. Акă, ăна пулăшма блиндажран ентешĕсем сиксе тухнă. Пĕрремĕшĕ патрон миххине ярса тытнă та унталла сĕтĕрнĕ. Иккĕмĕшĕ аллисенчен туртса темиçе метра куçарма ĕлкĕрнĕ çеç — мина-граната çывăхрах çурăлма тытăннă, вĕсен каялла вирхĕнсе блиндажа сикме тивнĕ. Неонацистсем кунта хытă персе тăнăран Романа çийĕнчех медпулăшу пама май килмен, вăл ури çине тăрайман. Пулăшма мĕншĕн иккĕмĕш хут тӳрех тухман? Мĕншĕн тесен Романа пĕр салтака та çухатмасăр çăлма тăрăшнă. Аçтăрхан каччи ăна малалла шума татах хавхалантарнă, унпа калаçма пăрахман: «Уру тытмасть тĕк тăма ан хăтлан. Çитме нумай юлмарĕ, тавай, шăватпăр! Аллу-урупа ĕçлетпĕр. Пуçларăмăр — пĕрре шурăмăр. Маттур! Иккĕ шурăмăр — питĕ лайăх! Виççĕ шурăмăр. Блиндаж патне çитме нумай мар. Халь вăй пух. Пухрăн-и? Пуçларăмăр — тăваттă шурăмăр!..» Çав самантра сывлăшри дронсем куçланă Романа вилĕмрен çăлассишĕн пирĕннисем тăшман çине вут-çулăм пĕрĕхтерме тытăннă. «Мана шуса çитме хавхалантарнăшăн, хӳтĕлесе патрон-мина шеллеменшĕн ачасене хам виличченех тав тăвăп, — терĕ вăл. — Чавсасемпе, пĕр урапа малалла хыттăн туртăнса шурăм. Тăшман эпĕ уçă вырăнта выртнине курнă, çавăнпа ман çине тĕрлĕ хĕç-пăшалран чарăнмасăр персе тăчĕ». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Пуля шăхăрса иртнине манаймасть

Социализм патшалăхĕсен (СССР, Болгари, Венгри, ГДР, Польша) Варшава килĕшĕвĕпе пĕрлешнĕ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсем 56 çул каялла, 1968 çулхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче, «Дунай» çар операцийĕ пуçланă, 21-мĕшĕнче чикĕ урлă каçса Чехословаки Социализм Республикине (ЧССР) кĕнĕ, 36 сехетрен нумай ял-хулана йышăннă.

— Операцие килĕшӳ пĕрлĕхĕн 70 дивизийĕ, 500 пине яхăн çын хутшăннă, — аса илчĕ «контрреволюционерсене» пăчлантарма васканисенчен пĕри Юрий Ильин, Йĕпреç районĕнчи Эконом поселокĕнче çуралса ӳснĕскер. — Пĕрремĕш эшелонра кăна ССР Союзĕнчен — 170 пин, Польшăран — 40 пин, ГДРтан — 15 пин, Венгрирен — 10 пин, Болгарирен 5 пин офицерпа салтак шутланнă. Çул çинче командир хушмасăр пеме чарчĕç, «пăлхавçăсем» пирĕн çине вутхĕм сирпĕтме тытăнсан çеç хурав пама хушрĕç. Пирĕн артиллери полкĕ Венгрире 21-мĕшĕнче вырăнтан тапранчĕ. Çав кун казармăра наряда хутшăнма хатĕрленсе канаттăм. Батальон командирĕ мана асăрхарĕ те: «Чехословакире коммунистсене çакаççĕ, эсĕ вара пĕç тăратса выртатăн — халех Ленин пӳлĕмне кĕр!» — терĕ. Салтаксене буржуази чехсемпе словаксен патшалăхне пĕтерме тĕллев тытнине, хăрушлăха сирсе яма вĕсем совет правительствинчен пулăшу ыйтнине пĕлтерчĕç. Полк автотранспортпа çур сехетренех çула тухрĕ, офицерсен арăмĕсемпе ачисем, ыттисем пире макăрса ăсатрĕç. ЧССР чикки урлă каçсан асфальт çинче çак сăмахсене вуларăмăр: «Вы оккупанты, это наша земля!» Чылай балконра — хĕрлĕ ялавсем, вĕсем çине — ЧССР компартийĕн I секретарĕн Александр Дубчекăн, либералсен реформине пуçласа янăскерĕн, Чехословаки президенчĕн Людвик Свободăн ячĕсем. Йиглава хули айккине çитсен полкран пирĕн пехота пулăшу ыйтрĕ. ЧССРн танк чаçне çавăрса илтĕмĕр. «Вăл «пăлхавçăсен» енне куçма пултарать», — терĕç разведчиксем. Çав задание пурнăçласан Емнице хули патĕнче окоп-землянка чаврăмăр, унта икĕ уйăха яхăн иртрĕ. Эпир тăнă вăрманта пирĕн постри салтак Англин разведчикне, полк территорине кĕнĕскере, тытса чарчĕ. Зуев командир часовоя строй умĕнче тав турĕ. Вăл салтаксене хамăр ятарлă операцие хутшăннине тăвансене çырса пĕлтерме чарчĕ, çапах çыру хĕррине «Чехословакия» сăмах çырса ятăм. Эпĕ çарта 1967 çултанпаччĕ, ятарлă операциччен тупăран тата автоматран пеме, граната ывăтма, штыкпа атакăлама вĕренсе çитрĕм, çавăнпа çапăçăва кĕме хăрамарăм. Телее, пеме тӳр килмерĕ. Чехсен танк чаçĕ енче автомат сасси илтĕнсен кăна полка сасартăк ура çине тăратрĕç. Анчах раципе часах çапла пĕлтерчĕç: «Нимех те пулман, пĕр салтак хир сысни тытма хăтланнă çеç». 1968 çулта ЧССР либералсен реформине анлăн сарнă. Социализм çĕршывĕсем унта ФРГ тата Америка енчен çил вĕрнине — буржуази ЧССРа социализм тĕллевĕсенчен пăрма тăрăшнине, Варшава договорĕ пĕрлештернĕ патшалăхсене, вĕсен экономика канашне хăрушлăха кĕртсе ӳкерме хăтланнине — тӳрех ăнланса илнĕ. Кун пирки пирĕн çĕршыв ертӳлĕхĕ мĕнле шухăш-ĕмĕт тытни компартин Тĕп комитечĕн политбюровĕн членĕн, ЧССР кураторĕн Кирилл Мазуровăн аса илĕвĕнчен лайăх курăнать: «ЧССР тĕлĕшпе тĕрлĕрен шухăшлаттăмăр, анчах пире Прага ĕçне хутшăнас тĕллев çывăхлатрĕ. СССР чиккинче буржуази парламент республикине туса хума ĕмĕтленекенсем çинчен шухăшлама та йывăрччĕ». — Нумай çул иртсен çакна пĕлтĕм: политбюро Чехословакие çар кĕртме 1968 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче йышăннă, — аса илчĕ Ю.Ильин. — Ыйтăва татса пама ăна ЧССРн партипе патшалăх деятелĕсем хистенĕ. Политбюро çурлан 18-мĕшĕнче совет çарĕн дивизийĕсене Чехословакие кĕртесси пирки йышăну кăларнă, ăна çав кунах Варшава килĕшĕвĕ пĕрлештерекен патшалăхсен Мускаври канашлăвĕнче те ырланă. Операци тĕллевне офицерсемпе салтаксене çапла ăнлантарчĕç: «Влаçа хăйсен аллине илнĕ контрреволюционерсем ЧССР чиккине татнă, НАТО çарĕсем унта 21-мĕшĕнче кĕрсе каясшăн, совет çарĕн кĕртмелле мар». НАТО диверси пуçлама вăрах хатĕрленнĕ. «Социализм лагерĕпе СССР хăрушсăрлăхне пирĕн ФРГ тата Австри чиккисенчех тивĕçтермелле, — тенĕ çав кунсенче партин генсекретарĕ Леонид Брежнев, малтан совет çарне Прагăна кĕртессине чылай хушă хирĕç пулнăскер. — ФРГ енче нимĕçсемпе американсен 21 дивизийĕ тăрать, чехословаксен вара хӳтĕленме шанчăкли нимех те çук. Вĕсем патне çар кĕртсе социализмла Чехословакие хӳтĕлесе хăварăпăр. Тата пирĕнпе шӳтлеме юраманнине кашниех ăнланса илĕ. ФРГ чиккинче пирĕн 10 дивизи тăрсан пач урăхла калаçĕç». Соцçĕршывсен ертӳçисем ЧССР ертӳлĕхне пĕтĕм тĕнче тата Европа хăрушсăрлăхĕн тытăмĕ чăл-пар саланма пултарассине 1968 çулхи пуш- çурла уйăхĕсенче аса илтерсех тăнă. Вĕсен пăшăрханма пысăк сăлтав пулнă. Çар академийĕн профессорĕ, отставкăри генерал Владимир Б嬬лоус ун чухнех çирĕплетнĕ тăрăх, 1968 çул тĕлне НАТО Европăра 7 пине яхăн атом бомби хатĕрлесе хунă, ФРГ çарĕ кăна 500 пин çынран тăнă, НАТОн Европăри çарĕ ЧССРа кĕме хатĕр пулнă. Америка çарĕсем Чехословаки чикки патĕнче тăнă. Çурлан 20-мĕшĕнче çĕрле Джон Паркер генерал НАТОн тĕп штабĕнче самолетсенчен атом бомби çакса яма хушнă, командирсем патне соцçĕршывсем çине бомба пăрахма пуçласси çинчен хушу çитернĕ. — Эпир окоп-землянкăра çĕр каçнă чухне НАТО Чехословакие кĕме ФРГра план хатĕрленине, ăна тума разведслужбăн 300 яхăн сотрудникĕпе политика канашçине явăçтарнине, ЧССРта 75 пин «пăлхавçа» ертсе пыма чикĕ урлă НАТОн 200 ытла специалистне, 300 ытла шпионне каçарнине пĕлмен, — терĕ совет çарĕн ветеранĕ. — Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсен патшалăх департаменчĕ пĕлтернĕ тăрăх, 1968 çулхи çулла Чехословакире вĕсен 1500 гражданинне шута илнĕ, çурлан 21-мĕшĕ тĕлне йыш 3 пине çитнĕ, ытларахăшĕ — ЦРУ агенчĕсем. 1968 çулăн пĕрремĕш çурринче ФРГ чикки урлă ЧССРа 368 пин турист каçнă, анчах нумайăшĕ унта пач урăх тĕллевпе пынă. НАТО юнлă пăлхав йĕркелеме ФРГра хĕç-пăшал хатĕрленĕ, ăна Чехословакие турттарнă. Социализм çĕршывĕсене Чехословакие НАТОран маларах çар кĕртсе хăйсен интересĕсене хӳтĕлесе хăварнăшăн паян та мăнаçланатăп. Операци ирттермен тĕк ЧССР влаçне Америка тата ФРГ майлă вăйсем туртса илетчĕç, Чехословакие Варшава килĕшĕвĕн пĕрлĕхĕнчен кăларттаратчĕç, НАТО «вирусĕ» Европăри ытти социализм патшалăхĕсене те сиенлетчĕ — виççĕмĕш тĕнче вăрçине пуçлама чарса тăнă Варшава килĕшĕвĕн пĕрлĕхĕ саланас хăрушлăх ун чухнех тухса тăратчĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.