Хыпар 87-88 (28263-28264) № 9.08.2024
Кирпĕч çав-çавах хисепре
Хăватлă экскаватор ывăнмасăр ĕçлет те — тăм тиенĕ черетлĕ КамАЗ самантранах тапранса Муркашри кирпĕч заводне çул тытать. «Предприяти талăксерен 200 тонна тăмпа усă курать. Тĕрĕссипе, кирпĕч производстви çакăнтан — карьертан – пуçланать», — ăнлантарать завод директорĕ Алексей Ефимов.
Муркашăн тăк — паха!
Чăн та, ку тăм кăмакана кĕриччен инçе-ха — унăн «пиçсе» çитмелле, сахалтан та çур çул кĕтмелле. Анчах предприяти территорийĕнче чĕр тавар саппасĕ çителĕклĕ — нумай уйăхлăха. Тепĕр енчен, кирпĕч вăл — тăм кăна мар. 20% патнелле — Атăлтан кăларнă таса хăйăр, 5% — шамот, кирпĕч ванчăкĕ. Тата, çак йĕркесен авторĕ шутлама та пултарайманни, хĕвел çаврăнăш хуппи – 15%. Ăна Чăваш Енри тип çу тăвакансенчен туянаççĕ, кӳршĕ республикăсенчен те кӳреççĕ. Анчах хатĕр кирпĕчре хĕвел çаврăнăш пĕрчисене шырани вырăнсăр. «Хĕвел çаврăнăш хуппи чĕр тавара çăмăллатать. Вăл кирпĕче хĕртнĕ чухне çунса каять, çапах продукци пахалăхне тивĕçтерет — ăна çирĕпрех тăвать», — технологи вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать Алексей Геннадьевич. Тăм хутăшне ятарлă валецсем авăртса вĕтетеççĕ — чăмаккасăр пластилин евĕр хутăш пулать. Производствăн кашни тапхăрĕнче технологие пăхăннине тимлĕ сăнаççĕ. Çак тĕрĕслев карьертанах пуçланать, мĕншĕн тесен тăм пахалăхĕ те тĕрлĕ. Тĕслĕхрен, ытлашши хăйăрли. Е, тата та япăхраххи, карбонатсем. Вĕсем кăмакари пысăк температурăра «сирпĕнсе» кирпĕче ватаççĕ — кунашкал чĕр тавар производство валли юрăхсăр. Завод лабораторийĕ чĕр тавар пахалăхне хаклать, пулас кирпĕч валли ямалли хутăшсен пропорцине палăртать. Сăмах май, лабораторире хатĕр продукцие те тĕрĕслеççĕ: пресс айĕнче — «хуçса» тата хĕстерсе. Ванать тĕк, эппин, брак. «Анчах пирĕн ун пекки пулмасть», — терĕç завод специалисчĕсем. Хатĕр тăм цеха каять — ăна преслаççĕ, формăлаççĕ. Унтан чĕрĕ кирпĕче ăшă сывлăшпа типĕтеççĕ. Камерăсенчен тухнăскере, авă, рабочисем хĕртмелли вакунсем çине куçараççĕ. Кирпĕч ăшă, анчах хальлĕхе тĕттĕм сăрă тĕслĕскер. Юлашки тапхăр — хĕртесси. Кăмакара 900 таран градуслă вĕрире кирпĕч хĕрлĕ тĕс тата керамика чул пахалăхĕсене илет. Талăкран тинех кăмакаран хатĕр кирпĕч тухать. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ăнăçу командăран нумай килет
Професси кунĕ умĕн тухăçлă ĕçлекен строительство организацийĕсем çинчен «Хыпарта» çырса кăтартасси нумай çул каяллах йăлана кĕнĕ. Ăна малалла тăсса Шупашкарти «Устра» тулли мар яваплă общество» компанисен ушкăнĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратпăр.
Ăна Владимир Андреев (хаçатăн 1-мĕш страницинчи сăн ӳкерчĕкре) ертсе пырать. Компанисен ушкăнне «Квадрожилстрой» ятарлă застройщик», «СтандартСтрой» тата «Техинагро» тулли мар яваплă обществăсем кĕреççĕ, виççĕшĕ те пурăнмалли çурт-йĕр тăваççĕ. Малтан проектпа смета докуменчĕ хатĕрлеççĕ, ĕç темиçе уйăха тăсăлать. Ăна патшалăхпа муниципалитетăн тĕрлĕ органĕпе килĕштереççĕ, пулас обĕектăн техника условийĕсене илеççĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарти Совет урамĕнче икĕ позицие — 140-шер хваттерлĕ 16 хутлă пурăнмалли икĕ çурта — туса пĕтерĕç. Хваттерсен 90% яхăн маларах туянса хунă ĕнтĕ, çăра уççине 3-мĕш позицире «Техинагро» — авăн уйăхĕнче, 2-мĕш позицире «Квадрожилстрой» çулталăк вĕçĕнче хуçисене савăнăçлă пухура парĕç. Строительство ĕçĕсене 3-мĕш позицире вĕçлесе пыраççĕ, 2-мĕшĕнче вĕсен 70% пурнăçланă. Компанире иккĕшне те палăртнă вăхăт тĕлне пурнăçласси пирки иккĕленмеççĕ, ку ыйтăва компанисен ушкăнĕн ертӳçи Владимир Андреев куллен сăнаса тăрать. Спутник хулара çемьесене пĕр, икĕ тата виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерсем парĕç. Виçĕ пӳлĕмлисене ыттинчен маларах туянса пĕтернĕ. Палăртнă обĕектсене тума 2023 çулхи çуркунне пуçланă. Компани кĕске хушăрах çемьесене 280 хваттер туса парĕ. Апла тăк вăл кал-кал ĕçлет, республикăн çулталăкра пурăнмалли çурт-йĕр тумалли планне пурнăçлассине курăмлă тӳпе хывать. Çĕнĕ Шупашкарти Совет урамĕнчи позицисенче эконом класри хваттерсем кăна мар, комфорт класрисем те пулĕç, çавăнпа вĕсене хаклăрах материалпа тăвĕç, çуртсен архитектура концепцийĕ маларахринчен уйрăлса тăрĕ. «СтандартСтрой» застройщик çак уйăх вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 2-мĕш микрорайонта строительство пуçлĕ. Çӳлерех асăннă организацисем хăйсен умне лартнă тĕллевсене пурнăçлаççĕ. Кашнин директор, тĕп инженер, производствăпа техника пайĕн пуçлăхĕ, тĕп энергетик, тĕп бухгалтер, прораб, çурт тăвассипе çыхăннă ытти специалист пур. Команда вĕсемсĕр ăнăçлă ĕçлеймест. Компанин çулленхи тĕллевне мĕнле пурнăçлаççĕ? Ыйтăва «Квадрожилстрой» ятарлă застройщик» общество директорĕ Ирина Андреева хуравлама килĕшрĕ. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Электрон формат: меллĕ, тухăçлă, ăнăçлă
Чăваш энергосбыт компанийĕ малашне квитанцисене абонентсем патне интерактив мелĕпе çитерĕ. Клиентсене электрон формата куçарни — тытăма цифровизациленин пĕр пайĕ.
ЧЭСКăн ĕç тăвакан директорĕ Дмитрий Константинов ытларикун массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май пĕлтернĕ тăрăх, компани клиентсемпе çыхăну тытмалли хатĕрсене пĕрлештерекен экотытăм йĕркелеме пуçланă. «Унăн никĕсĕнче — кăтартусен пĕрлехи бази. Унпа ки¬лĕшӳллĕн клиентăн «ĕç пӳлĕмĕ», моноблоксем, информатсем, сасă робочĕсем, пĕрлехи коммуникаци центрĕ, банк тата расчет тытăмĕсен хутшăнăвĕсен хатĕрĕсем, ГИС ЖКХ сервис ĕçлеççĕ. Ĕç-хĕле çапла йĕркелени уйрăм кашни счетпа тӳлев виçипе тата докуменчĕсемпе çыхăннă информацие абонент патне хăвăрт çитерме май парать. Коммуналлă тăкаксемшĕн тӳлесси те, консультаци илесси те ансатланать», — каласа кăтартрĕ Дмитрий Константинов. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕ май çурла уйăхĕнчен абонентсем чексене электрон мелпе илме пуçлĕç. Квитанцисене унчченхи пек почта урлă валеçмĕç. Çавна май граждансен энергосбыт компанийĕн сайтĕнче /lknew.ch-sk.ru/ person-auth/ е смартфона вырнаçтарнă ятарлă приложенире кабинет уçмалла. Унта усă курнă электроэнергишĕн мĕн чухлĕ тӳлемелли курăнать. Сăмах май, тӳлев банк комиссийĕсĕр каять. Паллах, ку абонентшăн самаях курăмлă перекет. Çавăн пекех сайтра счетчик кăтартăвĕсене пĕлтерме, квитанцие хут çине пичетлеме пулать. Счетчик кăтартăвĕсене энергосбыт компанийĕн муниципалитетсенчи уйрăмĕсенче вырнаçтарнă информатсем тата моноблоксем урлă пĕлтерме май пур. Абонентсем патне утă уйăхĕшĕн килекен квитанци, Дмитрий Константинов каланă тăрăх, маларахри документран уйрăлса тăрĕ. Пĕрремĕш пайĕнче çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн чухлĕ парăм пуррине кăтартнă. Иккĕмĕш пайĕнче QR-код пичетленĕ. Вăл пулăшнипе энергосбыт компанийĕн сайтĕнче регистрациленме, ятарлă кабинет уçма пулать. Цифра технологийĕсене алла илесси аслă ăру çыннисемшĕн кăткăс пулмĕ-и? Электроэнергишĕн тӳлесси вĕсен умне йывăрлăхсем кăларса тăратмĕ-и? Журналистсен çак ыйтăвĕсене уçăмлатнă май Дмитрий Александрович компани специалисчĕсем муниципалитетсенче ăнлантару ĕçне йĕркеленине пĕлтерчĕ. Вĕсем шкулсенче, предприятисенче, лавккасенче халăхпа тĕл пулаççĕ, абонентăн «ĕç пӳлĕмне» уçма, унпа усă курма вĕрентеççĕ. Сăмах май, Çĕрпӳ хулинче пурăнакан Василий Федорова шăпах компани ĕçченĕсем çĕнĕ технологисемпе усă курма меллĕ, ăнăçлă тата тухăçлă пулнине ĕнентернĕ. «Эпĕ çутăшăн яланах почтăра тӳленĕ. Çавăнпа мана гаджетпа усă курма май пурри питех кăсăклантарман. Специалистсем манăн кăмăла çавăрчĕç. Паллах, малтанах хирĕç пултăм-ха. Анчах пĕлес килни çĕнтерчĕ. Вĕсем телефон çине приложени вырнаçтарса пачĕç, электроэнергишĕн мĕнле тӳлемеллине тата счетчик кăтартăвĕсене мĕнле пĕлтермеллине ăнлантарчĕç. Йывăрри нимĕн те çук иккен. Питĕ меллĕ», — каласа кăтартрĕ ĕç ветеранĕ. Ватă çынсен, Дмитрий Александрович палăртнă тăрăх, ачисем, мăнукĕсем пур. Вĕсем пулăшма пултараççĕ. Красноармейски округĕнче пурăнакан Алиса Андреева акă амăшĕшĕн яваплăха хăй çине илнĕ. Вăл энергосбыт компанийĕн приложенине телефона вырнаçтарнă хыççăн хăйĕн тата амăшĕн хуçалăхĕнчи уйрăм счетсене кĕртнĕ. «Анне пĕчченех пурăнать. Ватă çынна килтен тухса çӳреме çăмăл мар. Пирĕн ялта тата почта уйрăмĕ те çук. Кӳршĕ яла кайма тивет. Тӳлевсене электрон формата куçарни, манăн шухăшпа, питĕ лайăх. Халĕ кирек хăш вăхăтра та килтен тухмасăрах хамшăн та, аннешĕн те тӳлеме пултаратăп. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
«Ÿт-пĕве те, чуна та сиплетпĕр»
Паян хамăр пата хăнана ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне, Шупашкар районĕн больницин тĕп тухтăрне, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн Шупашкар округĕнчи уйрăмĕн ертӳçине, медицина наукисен кандидатне Владимир Викторова чĕнтĕмĕр.
Йăхран йăха тăсăлакан професси — Владимир Николаевич, тухтăр пулас ĕмĕт хăçан, епле çуралчĕ? Сирĕн йăхра çак профессипе ĕçлекенсем татах та пур пулĕ. — Тухтăр пуласси манăн çуралсанах паллă пулнă. Мĕншĕн тесен паянхи кун çак професси пирĕн йăхра ултă сыпăка тăсăлать. Сăмахран, эпĕ — пиллĕкмĕш сыпăкри врач, ачасем — улттăмĕш. Кукаçи Виталий Германов — виççĕмĕш сыпăкри медицина ĕçченĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, паллă совет хирургĕпе Александр Вишневский академикпа операцисем тума хутшăннă. Сăмах май, Александр Васильевич — Вишневский маçне шутласа кăлараканĕ. Анне Луиза Витальевна та ачаран тухтăр пулас тĕллевпе пурăннă. Анчах унăн ĕмĕчĕ пурнăçланайман. Вăл ачисем çине куçнă. Анне тăван ялта, Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăвара, библиотекăра 40 çул ытла ĕçленĕ. Пирĕн йăхра медицинăра тăрăшакансем — 45 çын. Вĕсенчен 35-ĕшĕ тухтăр. Çак 35 тухтăртан 14-шĕ — стоматологсем. Шăл тухтăрĕн династине пуçараканĕ вара — эпĕ. Чăн та, аннен йăмăкĕ Анна Леонтьева хăй вăхăтĕнче шăл тухтăрĕнче ĕçленĕ, кайран психиатрие куçнă. Пирĕн çемьере халĕ 6 стоматолог: эпĕ, мăшăр Елена, хĕрсемпе кĕрӳсем. 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне тухтăр пулатăп тесе сочинени çырнине лайăх астăватăп. Çавăнтанпа эпĕ хамăн шухăша улăштарман. Ăна улăштарас шухăш та пулман. Манăн пичче Олег Николаевич та — тухтăр. Пиччепе иксĕмĕр киле пĕр кунра икĕ тухтăр дипломĕ илсе килтĕмĕр. — Шупашкар районĕн больници çирĕп алăра пулни палăрать. Специалистсем çителĕклĕ-и? «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем епле ĕçлеççĕ? Çамрăк кадрсене явăçтарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçлатăр? — Асăннă больницăна 1991 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн мăшăрпа пĕрле килтĕмĕр. Каярахпа тĕрлĕ ĕçре вăй хунăран коллективран пĕр вăхăт уйрăлма тиврĕ, унтан шăпа каллех тĕл пултарчĕ. Кунта килнĕ хыççăн çирĕп тытăм йĕркелеме пуçларăмăр. Тĕп врач, унăн çумĕсем, уйрăмсен ертӳçисем, тĕп медсестра, аслă медсестра, тухтăрсем, медсестрасем, санитаркăсем — пурин те пĕр ушкăнра, пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Ун чухне ĕç те кал-кал пырать, атмосфера та лайăхланать. Кун пек коллектива çын та туртăнать. Паянхи куна пирĕн кадр ыйтăвĕ çивĕч мар. Вĕсемпе тивĕçтерессине 100 процента яхăн çитерсе пыратпăр, 11 тухтăр паянхи кун декрет отпускĕнче. «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем ĕçлеме пуçланăранпа пирĕн пата 118 çын килнĕ. Тĕллевлĕ направленипе вĕренекенсене стипенди тӳлетпĕр: медицина факультетĕнче ăс пухакансене — 3-шер, медколледжрисене — 2-шер, ординатурăрисене 5-шер пин тенкĕ. Паянхи кун тĕллевлĕ направленипе пирĕн 50 ытла çын вĕренет, малтанах вара виççĕнччĕ. Вĕсене тӳлесе тăма укçа уйăртăмăр. Паллах, çак йĕркен кирлĕлĕхĕ пирки бухгалтерсене асăрхаттарма тиврĕ. Çавна май ĕçлесе илме пуçларăмăр, дисциплинăна хытартăмăр. Медицинăра вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен больницăна çын пулăшу илме килет. Сывлăх – пуриншĕн те чи хакли. Медицина ĕçченĕн çынна юратмалла. Çакă тĕп принцип пулмалла. Асăннă программăсемпе килнĕ 118 медицина ĕçченĕнчен 54-шĕ халĕ пирĕн патра ĕçлеççĕ. Çамрăксене эпир вĕрентме тăрăшатпăр, вĕсен çумне ăста тухтăрсене, медсестрасене çирĕплететпĕр. Унсăр пуçне яшсемпе хĕрсене хамăр пата явăçтарас тĕллевпе студентсен «Вита» отрячĕ иккĕмĕш çул ĕçлет. Студентсем тĕрлĕ регионтан килеççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, 4 тăрăхран пуçтарăннăччĕ, кăçал — 5. Утă, çурла уйăхĕсенче медицина ĕçченĕсем ытларахăшĕ отпуска каяççĕ. Вĕсене шăпах студентсем улăштараççĕ те. Эпир вĕсене шалу тӳлетпĕр, хушма тӳлевсемпе тивĕçтеретпĕр. Кайран практика та пирĕн патрах тухаççĕ. Çапла майпа коллектива та хăнăхаççĕ. Пĕлтĕрхи студентсенчен иккĕшĕ пирĕн патра ĕçлеме юлчĕ. «Вита» отрядри студентсем фельдшерсемпе пĕрле куçса çӳрекен комплекссемпе ялсем тăрăх диспансеризаци ирттерме те хутшăнаççĕ. Çавăн пекех ял-йыша инкекре пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентеççĕ. Хам та пĕрле каятăп, вĕсене айккинчен сăнаса тăратăп. Кирлĕ чухне вĕрентме те тивет. Çакна та каласа хăварма кăмăллă: пирĕн ĕçченсен шалăвĕ хулара вăй хуракансен укçинчен кăшт сахалрахчĕ. Кăçал вара РФ Президенчĕ Владимир Путин пысăк пулăшу кӳчĕ: ятарлă указпа тухтăрсене — 50 пин, медсестрасемпе фельдшерсене 30 пин тенкĕ тӳлессине вăя кĕртрĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Спорт халăхсене пĕрлештерет»
Хăй вăхăтĕнче вăл чăваш наци кĕрешĕвне аталантарма вăй-халне, хăватне, вăхăтне шеллемен. Нухрат тупса çӳллĕ шайри ăмăртусем йĕркеленĕ, çамрăк ăрăва хавхалантарнă. Вăл паян та спортăн çак тĕсĕшĕн хыпса çунать. Сăмахăм Раççей кĕрешӳ федерацийĕн президентĕнче чылай çул ĕçленĕ, тĕнче шайĕнчи категориллĕ судья Виталий Васильев çинчен.
Çын тăвайман ĕç илĕртĕвĕ
— Виталий Петрович, кĕрешӳ чи авалхи спорт тĕсĕ шутланать. Чăвашсенни пек кĕрешӳ тата мĕнле халăхсен пур?
— Наци спорт кĕрешĕвĕ кашни халăхăн пулнă. Эпир Аслă Елчĕкре мĕн пĕчĕкрен ирĕклĕ мелпе кĕрешсе ӳснĕ. Тутар-пушкăрт кĕрешĕвĕпе Чăваш Ен чемпионатне ирттеретчĕç. Эпир пĕр уйăх ал шăллипе çыхăнса кĕрешеттĕмĕр те ăмăртăва хутшăнаттăмăр. Çавăнпа эпĕ тутар-пушкăрт кĕрешĕвĕ пуррине пĕлнĕ. Халĕ вĕсен кĕрешĕвне «кореш» теççĕ. «Кĕр» тымартан пулнă вăл. Кĕр — тĕрĕк сăмахĕ, хăюллă, харсăр, пуян тенине пĕлтерет. Пирĕн те ĕлĕкех чăваш наци кĕрешĕвĕ пулнă. Малтанах Акатуй уявĕсене ирттернĕ. 1889 çулта пачăшкăсем ăна ирттерме чарнă. Мĕншĕн тесен хăватлă çынсем кирлĕ пулман. Пуç таякансемпе, пăхăнакансемпе çырлахма хирĕçленĕ. Кĕрешекен вара пăхăнмасть. Çав çулах чăвашсене, çармăссене, ирçесене тимĕрçĕ ĕçне тума чарнă. Вĕсем хĕç тунă-çке… Халăхсен хăватлăхне пĕтернĕ. Кĕрешӳ – хăватлă спорт тĕсĕ шутланать. 1936 çулта Акатуя ирттерме ирĕк панă. Çав вăхăтрах: «Пире кĕрешӳ кирлех-ши?» – текенсем тупăннă. Çавăнпа вăл аталанайман. Ĕлĕк кĕрешӳ мелĕпе салтаксем усă курнă. Вĕсем пиçиххи çыхса çӳренĕ. Каннă вăхăтра вылямалла тенĕ пек пиçиххинчен тытса кĕрешнĕ.
— Чăваш Енре наци кĕрешĕвĕ хăçан çĕнĕрен аталанма пуçланă?
— Пĕрре хулара чарăнура тăратăп та — ентешĕм Николай Петров тытса чарчĕ. «Манăн пуçа шухăш пырса кĕчĕ. Эпĕ чăваш наци кĕрешĕвне аталантарасшăн. Пĕрле ĕçлер-и?» – сĕнчĕ самбăна, каратэне кăмăллаканскер. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти спорткомплексра кĕрешӳ енĕпе пĕрремĕш чемпионат ирттерме хатĕрленет-мĕн. Мана ку интереслентерсе ячĕ. Астăватăп: унта 19 çын 5 виçе категорийĕнче вăй виçнĕччĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерствин дипломĕпе чысларĕç. Анчах медальсем хатĕрлеменччĕ. Капла мар-ха терĕм. Елчĕксен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннисем пурччĕ. Вĕсене хам ятран укçан преми патăм. Мана ун чухне тренерта ĕçлеме чĕнчĕç. Эпĕ Новомосковск хулинчи физкультура техникумне пĕтернĕ. Шăпах кĕрешӳ енĕпе пĕлӳ илнĕ. Мана çын тăвайман япалана пурнăçласси яланах килĕшетчĕ. Сăмах май, салтакра эпĕ пограничник пулнă. Пĕчĕккĕн ĕçе кӳлĕнтĕм. Малтан Самар облаçне кайрăмăр. Унта Акатуй пулатчĕ. Тĕллев лартрăмăр: Акатуйсенче наци кĕрешĕвĕ пулмаллах! Самар облаçне кайма Николай Игнатьевич микроавтобус тупнăччĕ. Вăл çул çинче çĕмĕрĕлсе ларчĕ. Пирĕнпе Иван Христофоров артист та пурччĕ. Пĕрремĕш турнира çавăнта ирттертĕмĕр. Маршрут автобусĕпе таврăнма тиврĕ. Çул çинче пĕлтерӳ куртăмăр. Ульяновск облаçĕнче Акатуй пыратьмĕн. «Манăн спорт вăййисене ирттерме çынсем çук», – терĕ пире Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăваш наци автономийĕн спорт комитечĕн председателĕ Николай Тимряков. Эпĕ ку енĕпе специалист пулни пирки каларăм. Çапла судья пулса пăт пуканне йăттартăм, пиçиххисем çыхса кĕрешӳ ирттертĕмĕр. Кире пуканне 20 çын йăтрĕ. Алексей Михайлов чăваш чи вăйли пулчĕ. Кĕрешсе такана та вăлах илчĕ. Çапла кĕрешĕве Чĕмпĕр облаçĕнче те аталантарса ятăмăр. 2002 çулта республикăра Кĕрешӳ федерацине регистрацилерĕмĕр. Пĕрремĕш президентне Николай Петрова турăмăр. 2005 çулта Самар облаçĕнче кĕрешӳ федерацине туса хутăмăр. Эпĕ кашни 3 çулта чăвашсем пурăнакан регионта федераци йĕркелемелле тесе тĕллев лартнăччĕ. Акатуйсенче кĕрешӳ турнирĕ ирттерме палăртнăччĕ. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче турнир ирттерме тытăнтăмăр. Регионсем тăрăх çӳреттĕмĕр. Самар облаçĕнчи Акатуйра турнир ирттереттĕмĕр. 2001 çулта унти чăваш шкулĕсенче вĕренекен ачасен хушшинче спартакиада тата фольклор смотр-конкурсне йĕркелесе ятăмăр. Ун чухне 175 шкулччĕ. Пĕрремĕш мероприяти 4 куна пычĕ. Унта кире пуканĕ йăттартăмăр. Çăмăл атлетикăпа ăмăрттартăмăр. Волейболла, футболла выляттартăмăр, кĕрештертĕмĕр. Çак ăмăрту унта паянхи кунчченех пырать. Вăл кашни çул çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртет. Паян та çӳретĕп унта. Пĕр çул кăна каяймарăм. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Сăртлă-туллă Дагестан, ытарайми Грозный
Тĕрĕссипе, Дагестан, Чечня республикисене çитсе курма тахçанах ĕмĕтленеттĕм. Мускаври ВДНХри «Раççей» куравра та вĕсен илĕртӳллĕ лапамĕсем патĕнчен лăпкăн пăрăнса иртеймерĕм. Чеченсен «Чабор М-3» автомобилĕ çинче черет тăрсах сăн ӳкерĕнетчĕç. Дагестан Республикин авалхи Дербент хулин сăн-сăпачĕ, унта пурăнакансен наци тумĕ — бурка, мулаххай — кама кăна илĕртмерĕ-ши? Ума лартнă тĕллевĕм кăçал кĕтмен çĕртен пурнăçланчĕ. Пушкăртстанра çуралса ӳснĕрен те-и, мана сăртлăтуллă вырăнсем ытларах илĕртеççĕ. Вăхăт хĕсĕкрехчĕ пулин те эрнелĕхе илнĕ отпускра пĕр тăхтамасăр çак регионсене вĕçтертĕм.
Авалхи Дербент Дагестанри çул çӳрев Дербент хулинчен пуçланчĕ. Раççейри чи авалхи хула шутланаканскер Каспи тинĕсĕн хĕвел анăç пайĕнче Суходол юхан шывĕ çинче вырнаçнă. Хăй ĕмĕрĕнчи темиçе вăрçа пăхмасăрах лайăх упраннă Дербент уçă тӳпе айĕнчи чăн-чăн музей евĕр туйăнчĕ. Кунта сехечĕ-сехечĕпе çӳресе яланах мĕн те пулин çĕнни тупма пулать. Чи малтан эпир тинĕс хĕрринчи Нарын-Кала крепоçне курма васкарăмăр. Перси похочĕ вăхăтĕнче Дербентра Пĕрремĕш Петĕр те пулнă-мĕн. Кунта 18-мĕш ĕмĕрти хан керменĕ, 10-мĕш ĕмĕрти мунчасем, 18-мĕш ĕмĕрти канцеляри çурчĕсем, çĕр айĕнчи тĕрме упранса юлнă. Крепоç территорийĕнчи ĕмĕрхи çуртсем питĕ те илемлĕ. Нарын-Кала кунти чи çӳллĕ сăрт çинче вырнаçнă, çавăнпа кирек ăçтан пăхсан та хула ал тупанĕ çинчи пек курăнать. Крепоçе пăхса çаврăннă хыççăн вĕçĕ-хĕррисĕр вăрăм картлашкапа магалсем /çынсем пурăнакан авалхи урамсем/ патне антăмăр. Дербентра ку чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри. Вăл мечĕт таврашĕнчи авалхи хĕвел тухăç хулин пысăк мар районĕ. Дербентра 9 магал. Вĕсем пурте хулан ту-сăртлă пайĕнче, Дербент крепоçĕн чул стенисен хушшинче вырнаçнă. Тĕлĕнмелле, хĕсĕк урампа утса пынă чухне алăк уçăлать те унтан çын килсе тухать. Вĕсен кил-çурчĕ ку, чул стенасен хушшинче вырнаçнăскер. Ни хваттер, ни çурт теме çук. Магалсем тăрăх уçăлса утма пире питĕ килĕшрĕ. Урамсем хĕсĕк пулнăран кунта автомобильпе çӳреме кăткăсрах — тăвăр çĕрте вăл хĕсĕнсе ларма та пултарать. Çавăнпа та эпир машинăна ту çинче хăвартăмăр. Тĕлĕнтермĕш Нарын-Кала крепоçне пăхса çаврăннă çĕре каç пулчĕ. Пире питĕ ăнчĕ, кунта пурăнакан шиитсен хăйне евĕр культурипе те паллашма май килчĕ çитнĕ кун. Вĕсене çуллахи вăхăтра /утă уйăхĕн 28-мĕшĕччен/ каçхине тата ятарлă кунсенче çеç курма май пур иккен. 680 çулта Ирак хулинчи Кербелере пысăк çапăçу пулнă. Мухаммад имам Хусейн пророкăн мăнукĕн пуçне касса татнă. Пĕрле унăн çыннисем те вилнĕ. Çав тапхăртанпа шиитсем паянхи кунчченех хурланаççĕ те. Ку йăла-йĕркене ниçта та манман. Шах Мухаррам каçĕнче пророк мăнукне асра тытса çак мероприятие ирттереççĕ. Хĕвел ансан хура тум тăхăннă арçынсемпе хĕрарăмсем, ачасем урама тухаççĕ. Çакăнтах кăвайт чĕртеççĕ. Арçынсем ретĕн тăрса хура тата хĕрлĕ ялавсем йăтса утаççĕ, хурланнине пĕлтерекен йĕркесене пĕр вĕçĕм вулаççĕ, хăйсене ал тупанĕпе чĕре тĕлĕнчен çапса куляннине пĕлтереççĕ. Хайхи арçынсем урампа анса вырăнти авалхи Джум мечĕт еннелле утрĕç. Кунта пурăнакансем хăйсен йăли-йĕркине питĕ çирĕп пăхăнаççĕ. Арçынсен тепĕр ушкăнĕ ĕмĕт пурнăçлантăр тесе урама тухнă. Ку йăла-йĕркене ирттернине эпир те куртăмăр. Çак кун сĕтел хатĕрлесе çурт алăкне уçсах хураççĕ. Çынсем хăнана кĕнĕшĕн савăнаççĕ кăна. Кирек кама та хăналама тăрăшаççĕ. Сĕтелĕ çак каç тутлă апат-çимĕçпе йăтăнать. Пире те чылай çемье хăнана чĕнчĕ. Çапах чул хушшинчи пӳрте кĕме иментĕмĕр. Хĕрарăмсем урама тухса пылак çимĕçпе — пахлавапа, халвапа, лукумпа, тĕрлĕ мăйăрпа – хăналарĕç. Шăрăхпа, çул çинче ывăннипе те пуль — Дербента çитсенех апатланас шухăш пулмарĕ. Хăна çуртне вырнаçса чей ĕçнипех çырлахрăмăр та урамра ытла тĕттĕмлениччен экскурсие васкарăмăр. Каçхи апата центрти наци апат-çимĕçĕпе пуян кафене чарăнтăмăр. Кунта официантсем — каччăсем кăна. Наци апатĕнчен курзе тутанса пăхма тĕв турăмăр. Вăл пире пельмене е мантыне аса илтерчĕ, анчах та пĕчĕкрех тата урăх кӳлепеллĕ, айккинчен хитрен чĕпĕтсе тухнă. Курзене тĕрлĕ пахча çимĕç хушса пăру какайĕнчен хатĕрлеççĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, официант турилккене туп-тулли тултарса ман ума хайхи наци апатне пырса лартрĕ. Тĕлĕнтермĕш! Кун чухлĕ апата пирĕн патра виçĕ çын валли хатĕрлеççĕ. Маларах пĕлмен эпир, кунта порцисем калама çук пысăк иккен. Çисе яманнине каччă асăрхарĕ те: «Сире пирĕн апат килĕшмерĕ-и, хамăр алăпа хатĕрленĕ ăна эпир», — терĕ пăшăрханнă пекрех. Курзе питĕ килĕшнине каласан ăшшăн йăл кулчĕ. «Апла контейнера хурса парар пуль, килте çиетĕр», — терĕ ырă та ăшă кăмăллăскер. Сĕтел çинче — сахăр, хутсăр канфет туллиех. Ăна чей, кофене кирек мĕн чухлĕ чăмтар. Паллах, контейнершăн та никам та укçа ыйтмасть. Апачĕ те хаклă мар. Кашни утăмрах чуду сутаççĕ. Вăл пирĕн икерче аса илтерет, чусти çемçе те çӳп-çӳхе, ăшне е тăпăрчă, е тутлă кавăн тата ешĕл çимĕç тултарнă. Ăна та пĕр порци саккас памалла мар кунта, вăл виçĕ е тăватă çынлăх пулĕ. Çисе яраймасан контейнерпа киле илсе кайма сĕнеççĕ. Мĕн тери тарават та ырă чунлă Дагестанри çынсем! Музейсемпе, чиркӳсемпе, мечĕтсемпе, керменсемпе пуян Дербент мана Стамбул хулине аса илтерчĕ. Чăн-чăн музей тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав ăна. Хăйĕн паллă та илемлĕ вырăнĕсемпе кирек кама та илĕртет Дербент. Кунта пулнă май тӳрех темиçе пин çуллăха лекнĕнех туйрăм хама. Авалхи крепоçсемпе башньăсем, мечĕтсем, керменсем. Дербент урамĕсемпе уçăлса çӳресси — чăн-чăн киленӳ. Кунта кашни кĕтесре — нумай ĕмĕрхи истори. Пирĕн патри пек сеть лавккисем кураймăн. Дербент хулинче икĕ вырăнта кăна, фирма лавккисенче, ирхи вунă сехетрен пуçласа каçхи саккăрччен иçĕм çырлинчен тунă хĕрлĕ, шурă эрехпе коньяк туянма пулать. Каçхи сакăр сехет хыççăн ниçта та нимле эрех-сăра та тупса илеймĕн. Лавккасенче спирт хушнă нимĕнле шĕвек те тек сутмаççĕ. Вĕсен вырăнне — тем тĕрлĕ тутлă сĕткен. Урамсенче ӳсĕр çынна, пирус туртакана та кураймăн. Хĕрсемпе хĕрарăмсем – пурте хитре вăрăм кĕпесемпе е юбкаблузкăпа, тутăрпа. Вĕсем джинс шăлавар, шорты, çăтă тумтир тăхăнмаççĕ. Кĕписем те пурин те вăрăм çанăллă. Интереслĕ, мĕнпе апатланаççĕ-ши – Дагестан хĕрарăмĕсем пурте çинçешке те хитре кĕлеткеллĕ. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Çут çанталăк пурне те савăнтарать, лăплантарать»
«Кăмаша» çут çанталăк заказникĕ пирки маларах илтнĕ, анчах пулса курма тӳр килменччĕ. Çак кунсенче Çĕмĕрле тăрăхĕнчи илемлĕ вырăнсемпе килентĕм. Хулари шăв-шав хыççăн çăтмаха лекнĕнех туйăнчĕ. Чăваш Республикин «Чĕр чунсен тĕнчине упракан тата çут çанталăк территорийĕсене тĕллевлĕ сыхлакан дирекци» хысна учрежденийĕн ертсе пыракан инспекторĕпе Сергей Сапаровпа заказникри кӳлĕсемпе юхан шывсен, Сăр хĕррине çитрĕмĕр. Сергей Владимировичран асăннă заказник çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм.
Кунта шашка та пурăнать
«Малтан вăл «Кăмаша» патшалăх сунар заказникĕ пулнă. Ăна 1966 çулта чĕр чунсене, чи малтан шывра тата шыв хĕрринче пурăнакан чĕр чунсене /хăнтăра, шашкăна, ондатрăна/ тата шыв кайăкĕсене упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ. Чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке упрас ĕç епле пулса пынине Чăваш АССРĕн Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи Патшалăх сунар инспекцийĕ тĕрĕслесе тăнă. Ăна пĕтерсен ку ĕç Чăваш Республикин сунар хуçалăхĕн управленине куçнă. 2010 çултан заказнике Юрий Пастуховăн ятне панă. Çĕмĕрле ялĕнче çуралса ӳснĕ Юрий Константинович асăннă тĕллевлĕн сыхлакан территорире егерьте 33 çул ĕçленĕ. Патшалăх заказникĕн флорипе фаунине упраса хăварассишĕн нумай тăрăшнă вăл. Хăйĕн ĕçĕн чăн-чăн патриочĕ пулнă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра пăши, шыври кайăксен шучĕ ӳснĕ. Хир сыснисем, хăнтăрсем, ондатрăсем ĕрченĕ. Шел, ĕçтешĕмĕр служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Ун хыççăн кунта Владимир Бельцов вăй хунă. Заказник Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче вырнаçнă. Сăр хĕррипе Чулхула облаçĕпе чикĕленет вăл. Территори 17000 гектар йышăнать. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Хĕрлĕярпа Березовкăран пуçласа Çĕмĕрле округĕнчи Саланчăк, Петропавловск, Автобус, Егоркино, Тури Кăмаша, Анат Кăмаша, Волга, Ульяновски, Çĕмĕрле ялĕсем патне çитиччен тăсăлать заказник. Тĕп вырăнта — Сăр юхан шывĕн 5 çухрăма тăсăлакан йăлăмĕ. Унта кӳлĕ, шурлăхлă вырăн чылай. Пысăкрах кӳллисем — Старица, Хура кӳлĕ /Черное/, Иваньково кӳлли, Сурка, Кивĕ Сăр тата ытти те. Вĕсен лаптăкĕ 30 гектарпа танлашать. Пысăкрах юхан шывсем — Кăмаша тата Кумажана. Заказникăн ытларах пайĕнче — çулçăллă вăрман. Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ, сайра тĕл пулакан чĕр чунсен шутĕнче — чарлăк йышши шыв кайăкĕ пĕчĕк крачка /крачка/, пысăк ăмăрт кайăк /большой подорлик/, кăвак хăлат /полевой лунь/, сăрă тăрна /журавль серый/, вăрман кăвакалĕ /дупель/, Европа шашки /Европейская норка/, юс /горностай/, Çĕпĕр качаки /косуля сибирская/ тата ыттисем. Сайра тĕл пулакан ӳсен-тăранпа йывăçсен шутĕнче — чăпăл курăкĕ /купальница европейская/, сенкер синюха /синюха голубая/, вăрман улмуççийĕ /яблоня лесная/ тата ытти те», — паллаштарчĕ Сергей Владимирович. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...