Комментари хушас

26 Ака, 2013

Ÿкерчĕксенчи хура каç

Вăхăт иртнĕ май сарăхнă пĕчĕк блокнот. Унта - ÿкерчĕксем, вĕсем темиçе çула çутатса параççĕ. Ленинградри Ÿнер академийĕ çумĕнчи ÿнер шкулĕнче вĕреннĕ 14 çулти Дима Бучкин шăнса кÿтнĕ пÿрнисемпе, ручкипе чернилне хăйĕн сывлăшĕпе ăшăтса блокада кунĕсенче тăшман хупăрласа илнĕ хула пурнăçне ÿкернĕ.

Таня Савичева пĕчĕк тетрадь пеккине çырнă йĕркесем çинчен тĕнчипех пĕлеççĕ, вĕсене вуласан чун-чĕре çÿçенет. Ленинградри Оборона музейĕнче те çавнашкал кун кĕнеки упранать. Унăн авторĕ, Петербург художникĕ Дмитрий Петрович Бучкин, халĕ те пурăнать-ха.

«Эпир мар пулсан - кам?»

- Блокадăна эпĕ пĕр вăрăм хура каç пек аса илетĕп. Атте /совет художникĕ Петр Бучкин. - Ред./ çак блокнота çапла каласа парнелерĕ: «Мĕн курнине веçех ÿкер. Эпир мар пулсан кам-ха, Дима?» Çак ĕç вилĕмрен çăлнă та пулĕ мана, хырăм выççи çинчен пĕрмаях шухăшлама паман.

Тепĕр тесен Бучкинсен шăпинче живопиç тĕп вырăн йышăнни унччен те пулнă.

1937 çул, Дима 10-ра. Çĕрле, алăка шаккаççĕ. Хваттере виççĕн кĕреççĕ: «Сире арестленĕ. Пуçтарăнăр», - теççĕ ашшĕне. 58-мĕш статья, ку вăл «халăх тăшманĕ» пулнине пĕлтерет. Нумай-нумай çынпа пĕрле çемйипех тавар вакунĕнче Тюмень облаçне илсе кайнă. Хĕл вĕçĕ, сивĕ, апат çук... Вĕсене хутман барака янă. Çар çыннисем кашни кунах арестленисенчен пĕрне илсе кайнă, никам та каялла таврăнман. Пĕррехинче Бучкин-асли патне те пынă.

- Эпир аннепе темиçе кун çывăраймарăмăр. Аттепе сыв пуллашнăччĕ те ĕнтĕ. Виççĕмĕш кунхине хамăра хамăр та ĕненместпĕр - барака атте кĕрет, чĕрĕ-сывах, кулать, аллинче - хăяр-помидор. Барак стени çине Сталинăн пысăк портретне çапаççĕ.

Лагерь пуçлăхĕ вĕсен патĕнче художник пуррине пĕлнĕ. Ăна «халăхсен çул пуçне» - ÿкерме хушнă.

Бучкинсем Ленинграда таврăннă.

Кĕтмен вăрçă...

Вăрçă Димăн çуралнă кунĕ умĕн пуçланнă.

...Пскова илнĕ, Лугана тăшман йышăннă. Çемьесем çурчĕсене, япалисене пăрахса Ленинграда çуранах утнă - çынсем унта хăрушă пулмасса шаннă.

- Хулара вăрçă пуçланни туйăнмастчĕ те. Лавккасен сентрисем çинче тутлă апат тулличчĕ. Атте пĕррехинче аннене çапла каларĕ: «Саппаслăх апат-çимĕç туянасчĕ. Вăрçă пырать вĕт». Çапах та Хĕрлĕ Çар вăйне ĕненни хăрушлăха туйма паман... Веçех пĕр кунта вĕçленчĕ. Правительство Ленинградра карточка тытăмĕ туса хучĕ.

...Блокадăн пĕрремĕш кунĕсенче чи вăйлисем, сыввисем вилнĕ. Выçлăх нушине тÿссе ирттерме вĕсене уйрăмах йывăр тивнĕ. Тĕп вырăна çăкăр тухса тăнă. «А.И.Куприн - Катюшăна туй кунĕ» /çыравçă Дима амăшĕн çемйипе туслă пулнă/ тесе парнеленĕ кĕмĕл кубока 2 буханка çăкăрла улăштарнă. Тинĕс кушакĕн тирĕнчен çĕлетнĕ кĕрĕке 12 кг вир кĕрпилле сутнă.

Вут хыптаракан бомбăсенчен хÿтĕленме кашни çурт çумĕнче çул çитмен çамрăксенчен ушкăн йĕркеленĕ.

- Пирĕн командăра тăваттăнччĕ - Олег Чубинский, Ленька Кривский, Макс Райкин /Аркадий Райкинăн шăллĕ/. Эпир пĕрремĕш класранах туслăччĕ. Пире çамрăк хĕрарăм, çурт-йĕр кантурĕн пуçлăхĕ, ертсе пыратчĕ. Вăл манăн куç умĕнче вилчĕ. Пÿрт тăрринче чухне пирĕнтен инçех мар бомба çурăлчĕ. Эпĕ пăрăхран çакăнтăм, хĕрарăма взрыв хумĕ пÿрт тăрринчен ÿкерчĕ...

«Шурка Гарбо»

Дмитрий Бучкин художникпа Александра Завьялова /ăна Совет Союзĕнчи Грета Гарбо тенĕ/ актрисăн çемье пурнăçне никамах та ас тумасть темелле. Унăн юратуллă çыхăнăвĕсене, ăна килĕштернисене аса илекен ытларах. Çапах та паян унчченхи мăшăрне, пурте маннă çăлтăра упăшки пулнă Дмитрий Петрович çеç пулăшать.

- Эпĕ ÿнер училищинче вĕреннĕ вăхăтра пирĕн пата театр училищинчи хĕрсем ташă каçĕсене çÿретчĕç. Завьяловăпа çавăнта паллашрăмăр та. Шура мана ăшă чунлă, чăн-чăн çын пулнипе парăнтарчĕ, хресчен çемйинченччĕ вăл.

Çапах та пĕрле вĕсем нумай пурăнайман. Александра чап тĕрĕсленине чăтайман - унăн сăн ÿкерчĕкне Америкăри «Лайф» журналта та пичетленĕ.

- Манран уйрăлса Грузи режиссерĕ патне кайрĕ. Анчах та пурнăçĕ ăнмарĕ вĕсен, манăн çак режиссерăн ывăлне усрава илме тиврĕ...

Паян Александра Семеновна кÿршĕрех пурăнать. Пенси укçи 8 пин тенкĕ çеç. Ăна упăшки пулнă çын пулăшать.

nА.КЛИМЕНКО.

/«Аргументы и факты»/

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.