Комментари хушас

14 Юпа, 2014

«Вĕсем иккĕмĕш сортлă мар»

Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕн картинче эрне кун «Спортăн Олимп вăййисен шутне кĕмен тата наци енĕсем - Стратеги - 2020-е пурнăçа кĕртмелли фактор» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Унăн ĕçне Раççей Федерацийĕн Спорт министерствин, РФ Патшалăх Думин представителĕсем, Раççей субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен пуçлăхĕсем, спорт федерацийĕсен ертÿçисем тата ыттисем хутшăнчĕç. Анлă калаçăва Раççейри Олимп вăййисене кĕмен тата наци спорт енĕсен комитечĕн çум ертÿçи Геннадий Алешин йĕркелесе пычĕ. Президиума унпа пĕрле çаксем йышăнчĕç: РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Светлана Журовăпа Ильдар Гильмутдинов, РФ спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков, Раççей шыв ай спорт федерацийĕн президенчĕ Анна Аржанова.

Раççейре Олимп вăййисен йышне кĕмен спорт енĕсем çав тери йышлă, анчах ку таранччен вĕсене аталантарассипе тимлĕх çителĕклĕ пулман. Çак çитменлĕхрен хăтăлма вăхăт çитнине паян Раççей парламентарийĕ те йышăнать. Çавна май Олимп тупăшăвĕсен йышĕнче çук спорт енĕсем тĕлĕшпе те саккунпа çирĕплетнĕ нормăсемпе правăсене çырса хатĕрлемелли куç кĕрет.

- 2014 çулта Олимп вăййисен йышне кĕмен спорт енĕсемпе Раççей Европăра иртнĕ чемпионатсенче чылай медаль çĕнсе илчĕ. Ылтăннине кăна - 312! Çакă мĕн çинчен систерет-ха? Халăхăн пысăк пайĕ хутшăнакан спорт енĕсемпе вăйăсене пăрăнми /обязательнăй/ ăмăртусен списокĕнче палăртма вăхăт эппин, - шухăшне çирĕплетрĕ «çавра сĕтелре» Павел Колобков.

Светлана Журова вара министр çумĕн шухăшне малалла тăсрĕ. Наци спорт енĕсене ку таранччен ытларахăшĕ халăхăн культура аспекчĕ пек курнă тăк саккун никĕсне хывнă хыççăн вĕсем физкультура содержаниллех пуласса шанать вăл. Пирĕн халăх юратакан вăйăсене аталантарас тĕлĕшпе Патшалăх Думи паян лоббист ролĕнче пулнине асăнчĕ те - ача чухне юратса вылянă лаптапа та, сăмахран, ентешсем кĕçех чăн-чăн пъедестал çине тăма пуçласса ĕненме тытăнтăм.

Раççей йăлана кĕмен спорт енĕсемпе тĕнчере иртекен ăмăртусенче малти виçĕ çĕр-шыв йышĕнче - пĕлтĕмĕр «çавра сĕтелĕн» модераторĕн Геннадий Алешинăн сăмахĕнчен. Пирĕн ентешсене çитĕнÿ кÿме пултаракан спорт енĕсене аталантарас тĕллевпе çине тăмалла эппин. Вĕсене Олимп вăййисен йышĕнче те курас тесен вара чи малтан Пĕтĕм тĕнче вăййисен программине кĕртме тăрăшмалла. Çак шухăша ăша хывса Пушкăрт Республики 2021 çулта Пĕтĕм тĕнчери XI вăйăсене хăйĕн çĕрĕ çинче йышăнассишĕн тăрăшать. Виçĕ претендентран /АПШ, Перу, Раççей/ хăшне суйласа илесси хальлĕхе паллă мар-ха.

«Çавра сĕтелре» тухса калаçакансем наци тата олимпиадăсене кĕртмен спорт енĕсене аталантармалли меслетсене, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Йăлана кĕмен спорт енĕсем сывлăха пиçĕхтерессипе халăхăмăршăн культăрăллă никĕс пулнине, çитĕнекен ăрăва воспитани парас тĕлĕшпе тивĕçлĕ вырăн йышăннине çирĕплетрĕç. Томскран килнĕ хăна Виталий Горбатых калани пурин чунне те вырнаçрĕ: «Вĕсем иккĕмĕш сортлă мар. Çак тĕрĕс мар шухăшран хăтарар халăха».

 

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.