Комментари хушас

14 Юпа, 2014

Ĕçтешлĕх - спортри çитĕнÿсен никĕсĕ

Ирина ВИНЕР-УСМАНОВА, Пĕтĕм Раççейри художество гимнастикин федерацийĕн президенчĕ, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ:

Президент çумĕнчи канаш ларăвĕ темле керменсенче, çавнашкал тĕллевлĕ пысăк залсенче мар, шăпах Пăр спорт керменĕнче тата Олимп резервĕн шкулĕнче иртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку питĕ кăмăллă, пирĕн Президент яланхи пекех пĕтĕмпех тĕрĕс тăвать.

Форум пирки калас тăк - кунта пин-пин çын килни, Раççей Олимп вăййисенче çĕнтернĕ хыççăн вĕсем форума хутшăнас тени тĕрĕс. Раççей спорт енĕпе чăннипех аслă çĕр-шыв пулса тăчĕ. Форум ирттерни çĕнĕ çыхăнусем, паллашусем парнелет, çĕнĕлĕхсем кÿрет, тренировкăсем, ăмăртусем пулаççĕ - эппин, малалла куçатпăр.

Алексей СОРОКИН, «Раççей-2018» йĕркелÿ комитечĕн генеральнăй директорĕ:

2018 çулхи футбол чемпионатне хатĕрленесси планпа килĕшÿллĕн пырать. Паллах, тĕп ĕçсем малашне-ха. Хатĕрленÿ тапхăрне вĕçлесе пыратпăр. 2015 çулхи утă уйăхĕнче шăпа ямалла. Чемпионата ирттерме 11 хула тата 12 стадион хутшăнаççĕ. Ĕçсен хăвăртлăхне 2018 çул çывхарнă май пысăклатса пырăпăр.

2018 çул тĕлне мĕн тумалла? Чи малтанах - стадионсен, спорт инфратытăмĕн строительстви. Тата - транспорт, хăна çурчĕсем, энергетика. Пирĕн программа инфратытăмăн мĕн пур енне пырса тивет.

Чăваш Енре тĕнче чемпионатне хутшăнакан командăсен бази пулмалла. Вăл «Спартак» стадионта вырнаçĕ, унта командăсем пурăнĕç, тренировкăсем тăвĕç.

Карлос Энрике КАРДИМ, Бразили Республикин Спорт министерствин ятарлă консультаци офисĕн ертÿçи, уйрăм ыйтусемпе ĕçлекен посол:

2018 çулхи футбол чемпионачĕ пек пысăк мероприятисем йĕркелесси наци интеграци енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕнче чемпионачĕ Раççейре кăна мар, пĕтĕм континентра иртĕ. Футбол чемпионачĕ пĕтĕм çĕр-шыв халăхне çывăхланма пулăшĕ.

Винфрид НАСС, 2006 çулта Германире иртнĕ футбол тĕнче чемпионачĕн йĕркелÿ комитечĕн пайĕн ертÿçи:

Раççей лайăх стадионсем тума пултарни, вĕсене тăвасси пирки пĕртте иккĕленместĕп. Чи кирли - тивĕçлĕ атмосфера йĕркелесси, хăнасем кунта хăйсене килти пек туйччăр. Раççейре инфратытăм питĕ лайăх. Вăл халех пур, малашне вара тата лайăхрах пулĕ.

Манăн анлă Раççей çĕр-шывне мар, йĕркелÿçĕ-хуласене сĕнес килет: вĕсен ертÿçисен хăйсен тăван хулисене 15-20 çултан мĕнлерех пулмаллин ÿкерчĕкне курмалла, тĕнче чемпионатне хатĕрленнипе çыхăннă шанăçпа мĕнлерех усă курасси пирки шухăшламалла.

Олег САИТОВ, бокс енĕпе икĕ хут Олимп чемпионĕ, Сахалин облаçĕн спорт министрĕ:

Чăваш Енре спорт ĕçне лайăх йĕркеленине пĕлетĕп - Сахалин облаçĕн тĕслĕх илмелĕх пур. Çавăнпа сирĕн ертÿçĕсене хамăр пата йыхравласшăн - пирĕн спорт инфратытăмĕпе паллашчăр.

Эпир спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрне тăватпăр - 2018 çулта Корейăра иртекен Олимп вăййисене хатĕрленмелли центр пулать. Çав шутра - трамплинсен комплексĕ, йĕлтĕр трасси, биатлон комплексĕ. Пирĕн олимпиецсем шăпах унта хатĕрленĕç.

Чăваш Ен специалисчĕсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма чĕнесшĕн. Эпир хамăр ĕç çинчен каласа парăпăр, вĕсем Чăваш Енри çитĕнÿсемпе паллаштарĕç. Чăваш Енре мана питĕ килĕшрĕ. Шупашкар - тирпейлĕ те таса хула. Çынсем тарават, волонтерсем тăрăх хаклатăп - çамрăксем уçă кăмăллă. Пăсăлнăскерсем мар. Çакăнта, пАлексей ВОРОБЬЕВ, Мускав хулин физкультурăпа спорт департаменчĕн ертÿçи: аллах, республика ертÿçисен, кунта пурăнакансен тÿпи пысăк.

Алексей ВОРОБЬЕВ, Мускав хулин физкультурăпа спорт департаменчĕн ертÿçи:

Йĕркелÿ, хатĕрленÿ ĕçне, логистикăна питĕ пĕлсе пурнăçланă. Манăн шухăшăмпа - паянхи кун тĕлне чи лайăх форумсенчен пĕри. Çакна хăйĕн сăмахĕнче РФ спорт министрĕ Виталий Мутко та çирĕплетрĕ. Питĕ кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ тата усăллă форум.

Шупашкарти форума çĕр-шыв Президенчĕ Владимир Путин килни, кунта физкультурăпа спорт канашне ирттерни Чăваш Ен спорт регионĕ пулса аталаннине çирĕплетет. Мускав делегацине ертсе пынă май мана Спорт министерстви ирттерекен сăнав çинчен каласа пама кăмăллă пулчĕ. Мускав паян - хăйĕн 2012-2018 çулсенче физкультурăпа спорта аталантармалли программине пурнăçлакан сăнав площадки. Çак форум пĕтĕм Раççейре физкультурăпа спорта аталантарма пулăшасса шанатăп.

Андрей ИВАНОВ, Камчатка крайĕн спорт министрĕ:

Форум ăнчĕ, йĕркелÿ енĕпе çÿллĕ шайра иртет. Эпир - хĕллехи хула, çавна май спортăн хĕллехи енĕсемпе хамăр пекех çине тăрса ĕçлекен регионпа хутшăнма питĕ кăмăллă. Акă мĕншĕн ку Камчатка крайĕшĕн те усăллă, интереслĕ пулĕ.

Тÿрех калам: тараватлăх енĕпе эсир питĕ маттур. Спорта илес тĕк - сирĕн аталанас ăнтăлу пысăк. Спорт социаллă пурнăç енĕпе пысăк пĕлтерĕшлине ăнланатăр - Камчатка крайĕ пекех. Чаплă керменсем, шкулсем, пысăк кăтартусем - эпир те вĕсем патне талпăнатпăр. Пирĕн пĕрешкелли нумай.

Мана хăвăрт çĕклемелли конструкцисемпе, универсаллă спорт комплексĕсемпе çыхăннă опыт кăсăклантарчĕ. Сирĕн лайăх опыт, предприятисем, производство пур - çак опыта тишкеретпĕр.

Владислав ПАВЛОВ, Тверь облаçĕн физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ:

Чăваш Республикинче эпĕ темиçе хут та пулнă. Юлашки çулсенче çĕнĕ спорт объекчĕсем нумай çĕкленни савăнтарать. Çакă регион ертÿçисем физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тимлĕ пулнине çирĕплетет. «Раççей - спорт çр-шывĕ» форум тĕлĕшпе çакна палăртам: спортпа çыхăннă мероприятисене, культура программине пĕтĕçтернĕ те - республикăпа хăйĕнпе те, кунти спорт аталанăвĕпе те паллашма май пур. Форум йĕркелÿçисем спорт чăннипех лайăххине ĕнентерме пултарчĕç. Чăваш Ен опычĕ Раççей регионĕсене физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе пысăк усă кÿрĕ.

Роман ТЕРЮШКОВ, Мускав облаçĕн физкультурăпа спорт енĕпе тата çамрăксемпе ĕçлекен министрĕ:

Эпĕ Шупашкарта иккĕмĕш хут. Хула хитреленсех пырать. Чи кирли - республикăра чылай çул ĕнтĕ спорт инфратытăмĕ вăйлă аталанни. Чăваш Ен кунта спорта юратакансен шучĕ ÿссех пынине çирĕплетет. Спорт резервне хатĕрлемелли тытăм çĕнелет. Чăваш спортсменĕсен çитĕнĕвĕсене сăнасах пыратпăр. Чăваш Ен представителĕсем çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисен, Олимп командин йышĕнче яланах пур. Халĕ кунта пысăк темиçе инвестици проекчĕпе ĕçлеççĕ.

Республика физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе лидерсен шутĕнче. Çавăнпах РФ Президенчĕ Владимир Путин спорт форумне кунта ирттерме палăртнă. Питĕ пысăк ĕç пурнăçланă.

Валерий РУХЛЕДЕВ, Пĕтĕм Раççейри хăлха илтменнисен обществин ертÿçи, Пĕтĕм тĕнчери хăлха илтменнисен спорчĕн комитечĕн президенчĕ:

Шупашкар тап-таса, илемлĕ. Кунта ырă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ. Хам та ачаранпах спортсмен, çавна май республикăпа хула администрацийĕсене, Физкультурăпа спорт министерствине спорта пур енлĕн пулăшса пынăшăн, тивĕçлĕ условисем йĕркеленĕшĕн тав тăватăп.

Форумра пуринчен ытла курав килĕшрĕ, унта çитес çул Ханты-Мансийскра Хăлха илтменнисен хĕллехи Олимп вăййисене ирттерессипе çыхăннă реклама та пулчĕ. Халĕ хула администрацийĕ, Раççей Спорт министерстви, Олимп комитечĕ çав вăйăсене ирттерме хатĕрленеççĕ. Пире пурте пулăшма тăрăшни кăмăллă.

Ертÿçĕсен ĕçĕн пахалăхĕнчен нумай килет. Чăваш Ен пире пулăшни савăнтарать. Кунта бадминтон енĕпе лайăх спортсменсем пур. Пирĕн Болгарире, Тайваньте, Австралире иртнĕ çуллахи вăйăсенче Чăваш Ен бадминтонисчĕсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Олимп чемпионĕсемпе призерсем йышлă. Çав спортсменсене çитĕнтернĕ тренерсемпе курнăçрăмăр. Вĕсене спортсменсен ăсталăхне ÿстерес, хăлха илтменнисен спортне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав тăватăп. Чăваш Ене спортра кăна мар, социаллă политикăра та ăнăçусем сунатăп.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.