Комментари хушас

12 Утă, 2024

Хыпар 75-76 (28251-28252) № 5.07.2024

Çурт валли панă лаптăкра çурт пулмалла

«Тен, çĕнĕ ученăйсем çуралĕç!» — çапла каласа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пĕчĕк ачасем валли йĕркеленĕ агролабораторисен ĕçне тата тухăçлăрах тумалли пособисем кăларма сĕнчĕ. Ку калаçу Ачалăх вунă çуллăхĕпе çыхăннă мероприятисене пурнăçлакан канаш ларăвĕнче пулчĕ. Унта ытти темăпа пĕрлех ачасене, çамрăксене кĕнекепе туслаштарас ыйтăва та тишкерчĕç.
Культура министрĕ Светлана Каликова пĕл¬тер¬нĕ тăрăх, юлашки вăхăтра 14 çулчченхи ачасем библиотекăсене çÿресси палăрмаллах хушăнни сисĕнет. Çакăнта тĕслĕх библиотекăсен тÿпи курăмлă та — Олег Николаев унашкаллисем кашни муниципалитетрах пулмалли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Ытти ĕçпе пĕрлех вĕсем «йывăр» ачасемпе ĕçлемелли вырăнсем пулса тăмалла — «унсăрăн отчетсем лайăх пулĕç, ачасемпе çыхăннă çивĕч ыйтусем вара çаплипех юлĕç — çакна шута илме ыйтатăп». Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре «Культура» нацпроектпа килĕшÿллĕн 18 тĕслĕх библиотека уçнă. Виççĕшĕ — ача-пăча библиотекисенче. Кăçал тата 10 библиотека уçăлмалла.
Библиотекăсем Пĕтĕм Раççейри «Культура — ачасем валли» проекта хастар хутшăннине палăртма кăмăллă. Вĕсем паян Пушкин карттипе те ĕçлеççĕ: çулталăк пуçланнăранпа 44 пин ытла билет сутнă — 9,4 миллион тенкĕлĕх. Регион ертÿçи çавăн пекех муниципалитет тата хула округĕсен пуçлăхĕсене раштавăн 1-мĕшĕччен ачасен «НЕБ.Ачасем» наци электрон библиотекин виртуаллă вулав залĕсене уçассине тивĕçтермелли çинчен аса илтерчĕ. Çакă Чăваш Ен ачисене Раççей, регионсен шайĕнчи кăларăмсемпе чăрмавсăр паллашма май парĕ. Хальлĕхе унашкал майсене республикăри 39 библиотекăра йĕркеленĕ.
Ачасен вулавне аталантарассине Цифра министерстви те хăйĕн тÿпине хывать. Михаил Степанов министр ку енĕпе «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçĕ курăмлине палăртрĕ — унăн «Çамрăксен хаçачĕ», «Тантăш» тата «Тетте» кăларăмĕсем чăвашла вулакана илĕртеççĕ. 2023 çулта патшалăх саккасĕпе ачасемпе çамрăксем валли пĕтĕмĕшле 33,1 пин экземплярлă тиражпа 32 кĕнеке кăларнă. Паха хайлавсем ытларах пулччăр тесе республикăра\ ачасемпе çамрăксем валли хатĕрленĕ чăвашла ал çырусен конкурсне çуллен ирттереççĕ.
Усрава, опекăна илнĕ ачасемпе çыхăннă ĕç-хĕлпе вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров паллаштарчĕ. Паян республикăра тăлăх, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă 2294 ача. Тĕп йыш, 93%, çемьесенче. Тивĕçлĕ тытăмсем çав çемьесенчи лару-тăрăва сăнасах тăраççĕ. Шел те, кăçал кăна çемьесем ачасене тавăрса панă 8 тĕслĕх пулнă. Пĕлтĕр çавнашкал 12 тĕслĕхе шута илнĕ. Министр кунашкалли юрăхсăррине палăртнă май çавăн пек тĕслĕхсен шутне чакарас тĕлĕшпе ĕçленине çирĕплетрĕ. Ачасене усрава илекенсем валли ятарлă шкул та йĕркеленĕ.
Виçĕ тата ытларах ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ыйтупа строительство министрĕ Михаил Коледа сăмах илчĕ. Шел те, пурне те лаптăксемпе тивĕçтересси чăрмавлă. Уйăрнă лаптăксене инфратытăмпа тивĕçтермелле — ку енĕпе те ĕç уксахлать. Нумай çĕрте электричество, шыв, газ, çулсем çук. Анчах вĕсем пур вырăнсенче те çĕнĕ ял-поселок ÿссе ларни курăнмасть — çынсем çурт-йĕр çĕклеме васкамаççĕ.
Олег Николаев çав лаптăксенчи çурт-йĕр тĕлĕшпе республика федераци Правительстви умĕнче яваплă пулнине аса илтерчĕ: «Пире пулăшаççĕ, пирĕн строительствăна тивĕçтермелле». Анчах Мускав умĕнче ку енĕпе мухтанмалли çукрах — уйăрнă 4,5 пин лаптăкра пĕтĕмпе те 20 çурт кăна хăпартнă. «Çĕр вĕçĕмсĕр пушă выртма пултараймасть, — терĕ Олег Алексеевич. — Ку ресурссемпе тивĕçтерекен компанисемпе тытакан хутшăнусене те пырса тивет. Вĕсем унта линисем илсе пыраççĕ, эпир кирлĕ хăватсене резервлатпăр, анчах потребитель çук. Çавна май хайхи компанисен тăкакĕсене бюджет шучĕпе саплаштарма тивет». Бюджет укçи вара, пĕлетпĕр, пушшех шута юратать.
Сăмах нумай ачаллă çемьесене тивĕçтермелли 10,2 пин ытла лаптăк пирки пырать те — Олег Алексеевич шучĕпе, кашни пÿрт вăтамран 100 тăваткал метр пулсан та вĕсенче строительство ĕçĕсене туни региона çурт-йĕр çĕклемелли пысăк программăна пурнăçлама май парĕччĕ. Çавна май вăл ку енĕпе яваплăх зонисене уйăрмалли çинчен каларĕ, çак ĕçе Патшалăх Думинче тишкерекен документпа çураçтарма сĕнчĕ. Унта, çĕршыв парламенчĕн аялти палатинче, çĕр лаптăкĕн хуçасăрлăх паллисене çирĕплетмелли çинчен калаçаççĕ. Хуçасăр çĕрпе мĕн тунине вара ăнлантарма кирлĕ мар... Кунашкал практика ытти регионта çук-и — çакна та тишкермелле. «Çĕре çурт строительстви валли панă тăк — унта çурт пулмалла», — татăклăн палăртрĕ Олег Николаев.
Николай КОНОВАЛОВ

* * *

«Шупашкарти çемье»

Чăваш Республикин тĕп хулинче пурăнакан Трофимовсем — спортпа туслă çемье. Петр тата Наталья виçĕ ача ÿстереççĕ. Мăшăр ывăлĕпе икĕ хĕрне те пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине хисеплеме вĕрентет.
Трофимовсем «Шупашкарти çемье» конкурсăн «Спорт» номинацийĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартма хатĕрленеççĕ. Фестиваль утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре иртĕ. Мероприятие Раççейри Çемье çулталăкне тата Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 555 çул çитнине халалланă.
Фестивале тĕп хулара пурăнакан çемьесем хутшăнаççĕ. Вĕсенчен кашниех вăл е ку енĕпе палăрса тăрать. Пĕрисем юрра-ташша ăста, теприсем ăс-хакăл вăййисенче палăрнă, виççĕмĕшсем спортра çитĕнÿсем тунă. Конкурсра та вĕсем хăйсене çывăх номинацисенче: пултарулăх, спорт, ăс-хакăл — тупăшĕç. Çĕнтерÿçĕсене çемье пĕрлĕхне кăтартакан хаклă парнепе чыслĕç.
…Трофимовсен çемйинче спорт пысăк вырăн йышăнать. Кил хуçипе мăшăрĕ иккĕшĕ те — çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕсем. Петр —\тĕнче тата Европа кубокĕсен кĕмĕл призерĕ, Раççей тата Чăваш Республикин чемпионачĕсен темиçе хут чемпионĕ тата призерĕ. Наталья — хăвăрт утас енĕпе Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, Чăваш Енри ăмăртусенче пĕр хутчен çеç мар малти вырăнсене йышăннă. Ачисем те ашшĕ-амăшĕн çулĕпе çирĕп утаççĕ. Спортра пĕрремĕш утăмсем кăна тăваççĕ пулин те республика, Раççей шайĕсенчи ăмăртусенче палăрнă. Çемье спорт туризмĕпе кăсăкланать. Трофимовсем тренер ĕç-хĕлне те туса пыраççĕ, çитĕнекен ăрăва хăйсен спортри опычĕпе çитĕнÿ тума хавхалантараççĕ. Вĕсем патĕнче 40 ытла ача ăсталăхне туптать.
Натальйăпа Петр çирĕплетнĕ тăрăх, ачасене спортпа туслаштарас тесен хăвăн тĕслĕх кăтартмалла. Çавăнпа вĕсем куна зарядкăран пуçлаççĕ. Çак йăла вĕсене кунĕпех çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа çÿреме пулăшать. Трофимовсем вĕренекенĕсен ашшĕ-амăшĕ валли те ăсталăх класĕсем йĕркелеççĕ.
«Шупашкарти çемье» фестиваль унта хутшăнакансемшĕн кăна мар, курма пыракансемшĕн те интереслĕ пулĕ», — шантараççĕ Шупашкар хула администрацийĕн ĕçченĕсем. Тĕп сцена çинче юрă-кĕвĕ янăрĕ, ăсталăх класĕсем ĕçлĕç, фотозонăсем пулĕç, крафт-маркет уçăлĕ. Ачасем спорт, вăйă, батут паркĕнче вăхăта усăллă ирттерме пултарĕç. Пĕчĕккисемшĕн лего хули, «Панда» батут, «Сăмавар» ярăнчăк уйрăмах интереслĕ пулĕ. Лукоморье таврашĕнчи вунă метрлă юман патĕнче канма кăмăл пур-и? Патша тронĕ çине ларса курас килет-и? Тен, совет саманинчи «Çăмарта хăвалакан кашкăр» электрон вăййа выляс килет? Уяв йĕркелÿçисем çак йăпанусем пулассине те шантараççĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА

* * *

Орденлă пулчĕç

«Ача пăхиччен чул касатăп», — тенĕ ваттисем. Ытларикун Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли «Шурă чулсем» центра пухăннă çемьесем вара йывăрлăхран хăрамаççĕ. Унта республикăри нумай ачаллă çемьесен иккĕмĕш форумĕ иртрĕ.
Патшалăх пулăшăвне туйччăр
Республикăра нумай ачаллă 18 пин ытла çемье пурăнать. «Юлашки виçĕ çулта РФ Президенчĕн йышăнăвĕсене шута илсе нумай ачаллă çемьесем валли хушма 17 çăмăллăх кĕртрĕмĕр. Çав шутра пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма пулăшакан мерăсем те пур», — терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Вăл авăнăн 1-мĕшĕ умĕн патшалăх пулăшăвне илме тивĕç çемьесенчи ачасене шкул тата спорт тумĕпе тÿлевсĕр тивĕçтерессине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне вĕсене физкультурăпа спорт учрежденийĕсене çÿремешкĕн çăмăллăх парĕç. Ача пособийĕ илекенсен йышĕ те пысăкланнă. Пĕлтĕр ăна 56 пин çемье илнĕ, кăçалхи 5 уйăхра çеç çак тÿлеве илнисен шучĕ 61 пинрен те иртнĕ. «Социаллă контракт çемьесен тупăшне ÿстерме пулăшать. Тата вăл ыранхи куна шанчăкпа тинкерме май парать. Унпа усă курса 16 пин çын хăйĕн бизнесне пуçарнă. Çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Раççейри Çемье çулталăкĕнче кашни çемьене патшалăх пулăшăвне туйма майсем туса памаллине палăртрĕ. Юлашки çулсенче çак тĕллевпе нумай ĕç турăмăр. Ача сачĕсем, шкулсемпе искусство шкулĕсем, библиотекăсем çĕнелеççĕ. Кĕçĕн ăру сывă, çирĕп, анлă тавра курăмлă ÿстĕр», — терĕ Олег Алексеевич.
«Нумай ачаллă Чăваш Ен» форумра грантсен пулăшăвĕпе пурнăçлакан проектсен куравĕ ĕçлерĕ. Шупашкарти 7-мĕш ача сачĕн воспитателĕсем агролаборатори ĕçĕпе паллаштарчĕç. «Пирĕн пата çÿрекенсем 3 çултан пуçласа пахча çимĕç акаççĕ, калча ÿстереççĕ, хурт-кăпшанка микроскоппа пăхса тĕпчеççĕ», — терĕç воспитательсем.
Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекин директорĕ Татьяна Вашуркина Олег Алексеевича «Чăваш Ен писателĕсем — ачасене» электрон библиотека пирки каласа кăтартрĕ. «Раççейри кун пекки урăх çук. Кĕнекесене ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ, хайлавсен аудиоверсийĕ те пур. Онлайн вулавăшра чăваш фольклорне тĕпе хурса ÿкернĕ мультфильма, пазлсемпе сăмах каçмăшсене çăмăллăнах тупма пулать. Вĕсемпе паллашас тесен регистраци тухмалла мар», — терĕ Татьяна Геннадиевна.
65 çул пĕрле пурăнаççĕ
«Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа Çĕнĕ Шупашкарти Отмаховсен çемйине чысларĕç. Николай Федорович — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Анастасия Ивановнăпа вăл 65 çул пĕрле пурăнать. Кил хуçи пурнăç тăршшĕпе «Химпромăн» транспорт цехĕнче вăй хунă. Анастасия Ивановна ача сачĕсенче воспитательте ĕçленĕ.
Вĕсем Мари Республикинче çуралса ÿснĕ. 1956 çулта кирпĕч заводĕнче паллашнăскерсем икĕ çул туслă çÿренĕ те çемье çавăрнă. Отмаховсем 2 ача пăхса ÿстернĕ. Халĕ вĕсен тăватă мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук. Çемье çĕршыв тăрăх çул çÿреме юратнă, хуçалăх тытса тăнă. «Чи кирли — пĕрле пулни. Савăнăçпа хуйхăра юнашар пулмалла, чирлесен те, сывă чухне те пĕр-пĕрин пирки шухăшламалла», — сĕнÿ пачĕ çамрăксене вăрçă ветеранĕ.
Вăрнар тăрăхĕнчи Çĕнĕ Мĕлĕш ялĕнче пурăнакан Степановсем те орденлă пулчĕç. Николай Ивановичпа Зоя Степановна мăшăрланнăранпа 60 çул иртнĕ. «Çĕнĕ Мĕлĕшрен тухса кураймарăм, ют ял валли юрăхлă пулаймарăм — хамăр ял каччипех çемье çавăртăм», — йăл кулса калаçрĕ кил хуçи арăмĕ. Зоя Степановна — 80-ра. Пурнăç тăршшĕпех ветеринарта, зоотехникра тăрăшнăскере халĕ те выльăх-чĕрлĕх чирлесен пулăшма ыйтаççĕ. Вăл никама та хирĕçлемест — май пур таран пулăшать. Николай Иванович — ăста платник. Степановсем 9 сурăх усраççĕ.
«Упăшка питĕ ĕçчен. 86 çула çитрĕ пулин те килте лармасть, хăйĕн валли ĕç шырать. Юрать, кĕçĕн ывăл пулăшать. Асли йĕрке хуралĕнче ĕçлерĕ. Шел те, унăн пурнăçĕ кĕске пулчĕ», — терĕ Зоя Степанова. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн аллинчен орден илме тивĕç пулнăшăн савăннă.
Куславкка округĕнче тĕпленнĕ Николайпа Антонина Сергеевсене те «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕç. Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакан Татьяна Матвеева вара Чăваш Республикин амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллине илчĕ. Татьяна Петровна — çичĕ ача амăшĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Ольга Петрова Элĕк тăрăхĕнчи Стекольщиковсен тата Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Урхас Кушкăра пурăнакан Роман Никитинпа Валерия Чучакова çемйине ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Нумай ачаллăскерсем форум ĕçне хутшăннăшăн савăннине пытармарĕç.
Ольга КАЛИТОВА

* * *

Каникул вăхăтĕнче те практика тухма хатĕр

Нумаях пулмасть хăйсем те студент пулнă тухтăрсем практикăри опыт профессире ÿсме пулăшнине лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа поликлиникăна, больницăна пынă студентсене хапăл тусах кĕтсе илеççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти стоматологи поликлиникинче И.Н.Улья¬нов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн стоматологи факультечĕн студенчĕсем практика тухаççĕ. 53 çамрăк — 2, 3 тата 4-мĕш курссенче ăс пухакансем — тĕрлĕ специализаципе ĕçе хăнăхаççĕ. Тĕслĕхрен, иккĕмĕш курссем — пĕтĕмĕшле стоматологи клиника практикинче, виççĕмĕшсем — профилактика стоматологийĕнче, тăваттăмĕшсем — клиника практикинче.
Смена пуçлансанах студентсем тухтăрсем тавра пуç¬тарăнаççĕ. Виççĕмĕш курсра вĕренекен Лейсан, Ирина тата Рая Анастасия Павловăпа Юлия Васильева стоматолог тухтăрсен ĕçне пăхса тишкереççĕ. Вĕсене ыйтусем параççĕ, йывăрах мар манипуляцисенче пулăшаççĕ, тухтăрсене усă кÿме тăрăшаççĕ.
Студентсен йышĕнче тĕрлĕ çĕршывран килнисем пур. Акă Амир Кешаварз — Иранран. Вăл 40 çулта пулин те вĕренме тĕллев тытнă. Арçын Чăваш Ене киличчен металлургра ĕçленĕ. Кунта вĕренме йывăр мар-ши ăна?
— Вырăсла лайăх пĕлменни çеç кăшт чăрмавлă. Çавăнпа чĕлхене тăрăшсах вĕренетĕп, — йăл кулчĕ Иран çынни.
Умар Шарипов Таджикистанра çуралса ÿснĕ. Вăл хирург-стоматолог пулма ĕмĕтленет.
— Практика вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшатăп. Кунта мана стоматологие ăса хывма пулăшакан Лариса Пудовкинăна тав тăватăп. Май пулсан каникул вăхăтĕнче те практикăна тăсма хатĕр эпĕ, — пĕлтерчĕ Умар.
Александра Максимова вара Анастасия Павлова стоматологăн ĕçне сăнама кăмăллать. Тухтăр веçех кăтартса ăнлантарса пырать, опычĕпе студентсене паллаштарать. Вăл çамрăксене пациентсемпе хăйсене шанса ĕçлеме вĕрентет.
Сиплев профилактикин уйрăмĕн заведующийĕ Оксана Григорьева практикăри студентсем тăрăшуллă, яваплă пулнине палăртать. Çак енсем пациентсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ те. Çĕнĕ Шупашкарти стоматологи поликлиники «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне ĕçе кĕртсе пулас специалистсене хатĕрлеме нумай пулăшать.
Етĕрне округĕн К.В.Волков ячĕллĕ тĕп больницинче те çамрăксем практикăра медицина вăрттăнлăхĕсене ăса хываççĕ. Вĕсем – ЧПУн медицина факультечĕн тÿлевсĕр майпа тĕллевлĕ вĕренекен студенчĕсем. Çак çамрăксен вĕренĕвĕпе çыхăннă финанс ыйтăвĕсене, ординатурăра пĕлÿ илессине тата диплом илсен ĕçе вырнаçассине Етĕрне больници пĕтĕмпех хăйĕн çине илнĕ. Ăна «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Çак округра çуралса ÿснĕ Кристина Жандаровăпа Ольга Егорова иккĕшĕ те ЧПУн медицина факультечĕн иккĕмĕш курсне хыçа хăварнă. Етĕрне больницинче хĕрсем практикăра виççĕмĕш хут ĕнтĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухсан çамрăк тухтăрсем ĕçлеме çак больницăна кайĕç.
— Кашни тапхăр витĕр тухмалла. Малтан эпир кĕçĕн медицина персоналне пулăшнă, ун хыççăн — медсестрасене. Тепĕр çул вара тухтăрсене пулăшăпăр, вĕсен опытне ăса хывăпăр, — каласа кăтартрĕ Кристина Жандарова. Ольга Егорова университет пĕтернĕ вăхăта вара специализацие суйлассине, хальлĕхе пĕтĕмпех килĕшнине, çынна пулăшасси сăваплă ĕç пулнине палăртрĕ.
Сăмах май, Етĕрне больници медицина профессине тĕллевлĕ вĕрентме кăçал ултă вырăн уйăрнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.