Комментари хушас

10 Утă, 2024

Хыпар 74 (28250) № 9.07.2024

«Ачасене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтаратпăр»

2024 çула çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе хушу алă пусса çирĕплетнĕ. Унăн тĕллевĕ — çемье хаклăхне упрасси, хÿтĕлесси, мĕншĕн тесен çемье — обществăн çирĕплĕхĕпе çĕршыв аталанăвĕн никĕсĕ.

Пирĕн республикăра та çемье хутшăнăвĕсене çирĕплетес, вĕсенчи йăла йĕркене упрас тĕллевпе нумай мероприяти ирттереççĕ. Патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕпе çемьесем пурăнмалли условисене лайăхлатаççĕ. Çавна май нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿсни палăрать.

Акă Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Ишеккассинчи Валентина Плисова хăйĕн çемйипе паллаштарчĕ: «Пирĕн пилĕк ача: асли вун улттăра, иккĕмĕшĕ вун тăваттăра, тепри вун виççĕре, кĕçĕннисем — сакăр тата ултă çулсенче. Мăшăрпа эпир шкулта вĕреннĕ вăхăтрах паллашрăмăр. Унтанпа чылай çул иртрĕ. Эпĕ «Ромашка» ача садĕнче воспитатель пулăшуçинче тăрăшатăп, ачасен ашшĕ аякри хулана ĕçлеме çÿрет. Пушă вăхăта эпир çемьепе ирттерме тăрăшатпăр. Час-часах велосипедпа ярăнатпăр, çырлана çÿретпĕр. Пысăк конкурссенех хутшăнман пулсан та спорт ăмăртăвĕсенчен, наци кросĕнчен юлмастпăр. Вĕсене ачасене мероприятисене явăçтарас тĕллевпе хутшăнатпăр».

Мăн Этменри Плисовсем те — нумай ачаллă çемье. Вун сакăр çул пĕр пĕрне ăнланса кун кунласа çĕр çĕрлекенсем ултă ачана пурнăç парнеленĕ. Асли вун саккăр тултарать, кĕçĕнни вара çулталăка та çитеймен-ха. Нумай ачаллă амăшĕ «Рябинушка» ача садĕнче вăй хурать. Мăшăрĕ кил хуçалăха тытса пырать. Çемье пĕрле пуçтарăнса час-часах тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явать. Ачисем çывăх çыннисене çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартаççĕ. «Ачасем сывă пулни, çемьере пĕр-пĕрне ăнланса пурăнни, кăмăлтан ырă сунни — чи пысăк телей», — палăртрĕ ачасен амăшĕ Надежда Юрьевна.

Çирĕм пĕррери Дарья Федорова Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл — асли. «Манăн икĕ шăллăмпа икĕ йăмăк пурришĕн хĕпĕртетĕп. Шăллăмсенчен пĕри — вун тăхăр, тепри сакăр çулта. Йăмăксем вара — вун пиллĕкре тата вун пĕрте. Анне Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Елюккассинчен Елчĕке качча килнĕ. Хăй вăхăтĕнче аттен йăмăкĕ Елюккасси яшĕпе çемье çавăрнă та манăн çывăх çыннăмсем те çапла майпа паллашнă. Пĕр-пĕрне килĕштерсе мăшăрланнă. Анне кил хуçалăхра тăрмашать, хăш-пĕр чухне ялти клуба пулăшма çÿрет. Атте тивĕçлĕ канура пулсан та ятарлă çар операцине хутшăнать», — çемйи çинчен каласа кăтартрĕ Дарья.

Ялта пурăнаканăн пушă вăхăт сахалли паллă. Анчах Федоровсем пĕрле канма та вăхăт тупаççĕ. Юратнă ĕçпе аппаланаççĕ, вăл кашнинех пур: кам мĕн тăвать… Пĕрле кăмпа-çырлана час-часах çÿреççĕ. «Çемье пурнăçра — чи хакли. Унта ялан юнашар пулакансем, кирек мĕнле лару-тăрура пулăшакансем пурăнаççĕ. Çемье, тăван кил сана хăть те хăш вăхăтра кĕтнине, саншăн тунсăхланине туятăн. Атте-анне, пĕртăвансем — чи хаклă çынсем», — чунне уçрĕ Дарья Федорова. <...>

Александра СУДАКОВА, Кристина ЯРУСОВА

♦   ♦   ♦


«Хăйĕн тымарне хисеплекен халăхăн пуласлăхĕ пур»

Вырсарникун Тутарстанри Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче чăваш культурин республика Уявĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ регионти чăвашсем хутшăннă.

Уява Раççейри Çемье çулталăкне халалланă. Ăна Сиктĕрмери тĕп сцена çинче уçнă. Вăл театрализациленĕ курăнуран пуçланнă: çыннăн çуралнинчен пуçласа мĕн виличченхи пурнăçне кăтартнă. Çавăн пекех чăваш халăхĕн çемьери йăла-йĕркене тата çулталăкри праçниксене сăнланă.

«Кашни уяврах халăх чунĕ палăрать. Раççей пысăк! Унăн анлăшĕнче нумай çын пурăнать. Кашни халăхах хăйĕн чĕлхипе, йăли-йĕркипе мăнаçланать. Хăйĕн тымарне хисеплекен халăхăн пуласлăхĕ пур. Республикăра кашни наци Тутарстанра хăйне килти пек туйтăр тесе пурне те тăваççĕ», — тенĕ Федераци Канашĕн Регламент тата парламент ĕç-хĕлне йĕркелес енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Александр Терентьев.

«Звениговский» ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Иван Казанков çак праçнике виçĕ çул каялла йĕркеленине аса илнĕ. Ăна малалла тăсассине те палăртнă. «Паян кунта тĕрлĕ регионти чăвашсем çеç мар, хăнасем Азербайджанран та килсе çитнĕ. Вĕсене хапăлласа кĕтсе илер», — тенĕ Иван Иванович. Сăмах май, вăл — Уява пуçаракансенчен пĕри, Петĕр Хусанкай поэтăн тăванĕ. Çапла, Сиктĕрме Чăваш халăх поэтне те çитĕнтернĕ. Культура уявне асăннă ялта ирттересси шăпах çавăнпа çыхăннă та. Çакна та палăртма кăмăллă: Иван Казанков тăрăшнипе комплекс улшăнсах пырать. Унта çуллен çĕнĕ об]ектсем çĕкленеççĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА

♦   ♦   ♦


«Пултаруллисем Мускавра телей шырамаççĕ» Вĕсем паян хамăр патрах çитĕнÿ тăваяççĕ

Юрра-кĕвве кăмăллакансем Антон Бельские Чăваш Енре кăна мар, регион тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Вăл аранжировщик, сăвăç, композитор, юрăç, педагог, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçи... Шупашкарта çуралса ÿснĕскер пултарулăхĕпе Раççей, тĕнче шайĕнче палăрнă.

Антон Бельский ăсталăхне Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕ çумĕнчи «Янрав» хор студийĕнче аталантарма пуçланă. Ÿсерехпе музыкăн ытти жанрĕпе кăсăкланма ты тăннă, тĕрлĕ инструмент калама вĕреннĕ.

Шкул пĕтернĕ хыççăн ятарлă музыка пĕлĕвĕ илнĕ. «Манăн ĕç биографийĕ музыка шкулĕнче сольфеджио учителĕнчен пуçланчĕ. Каярахпа «Салют» культура çуртĕнче, Пионерсен çуртĕнче ĕçлерĕм, — каласа кăтартрĕ Антон Юрьевич. — Тĕпрен илсен, манăн ĕç-хĕл ачасемпе çыхăннă. Вĕсене гитара, укулеле, синтезатор калама вĕрентетĕп, эстрада вокалне алла илме пулăшатăп. Вĕсем артист пулмасан та ман патра илнĕ ăсталăх пурнăçра кирлĕ пуласса шанатăп. Юрă занятийĕсем илеме курма, хаклама хăнăхтараççĕ. Эпĕ хам та юрлатăп, гастрольсене çÿретĕп. Манпа пĕрле сцена çине мăшăр, ачасем тухаççĕ».

Антон Бельский хатĕрлекен концертсем, сăмах май, хăйне евĕрлĕхпе палăрса тăраççĕ. Репертуарта хăй çырнă юрăсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çавăн пекех тĕнче классикин произведенийĕсем те янăраççĕ. Куракана уйрăмах тыткăнлаканни — тĕрлĕ халăхăн музыка инструменчĕсем: хулус, ситара, варган тата ыттисем. Пĕр концертра Антон Бельский 23 инструментпа — шăп çавăн чухлĕ музыка хатĕрне алла тытса чун кĕртме пултарать вăл — тухать. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.