Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса
"Çамрăк çемье" программăпа килĕшÿллĕн кăçал пирĕн республикăра миçе çемье свидетельство илĕ-ши? Федераци мĕн чухлĕ укçа уйăрнă-ши?" - Çĕрпÿ, Елчĕк районĕсене командировкăна кайсан çак ыйтăва хускатрĕç асăннă тăрăхсенче пурăнакансем.
ЧР Строительство министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх - федерацин "Пурăнмалли çурт-йĕр" тĕллевлĕ программин 2011-2015 çулсем валли йышăннă "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программине пурнăçа кĕртмешкĕн Чăваш Ене 2014 çулта федераци бюджетĕнчен 126,6 млн тенкĕ куçарнă. Унсăр пуçне çак тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен софинансировани мелĕпе 210,0 млн тата муниципалитет йĕркеленĕвĕсен бюджечĕсенчен 63,0 млн тенкĕ уйăрнă. Çак кĕмĕле муниципалитет йĕркеленĕвĕсене саккунра палăртнă йĕркене тĕпе хурса валеçсе панă. 2014 çулта ку программăпа килĕшÿллĕн 600 ытла çамрăк çемье социаллă тÿлеве тивĕçме, пурăнмалли кĕтес условийĕсене лайăхлатма пултарать. Районсемпе хуласенче черет çитнĕ çемьесене асăннă свидетельствăсене парас енĕпе ĕçлеççĕ.
Социаллă тÿлев виçи çемье миçе çынран тата вăл хăш муниципалитет йĕркеленĕвĕнче черетре тăнинчен килет. Кашни районта çурт-йĕр хакĕ тĕрлĕрен-çке. Шупашкар хулинче, тĕслĕхрен, çурт лартма е туянма паракан социаллă тÿлевĕн расчет хакĕ кăçалхи виççĕмĕш кварталта 20182 тенкĕрен 30002 тенкĕ таран ÿснĕ. Çапла вара çĕнĕ хака тĕпе хурса Чăваш Енĕн тĕп хулинчи пĕр ачаллă çамрăк çемье 567 пин, икĕ пепкелли 756 пин, ачаллă пĕччен амăшĕ 441 пин тенкĕлĕх социаллă тÿлеве тивĕçет.
Аса илтеретпĕр: патшалăх пулăшăвĕн çак мелĕпе усă курас тесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ĕмĕтлисен черетĕнче тăмалла, мăшăрсен 35 çултан аслăрах пулмалла мар. Ачасăр çемьесене хваттерĕн вăтам хакĕн 30, пепкеллисене вара 35% чухлĕ социаллă тÿлев параççĕ.
И.СЕМЕНОВА