Комментари хушас

28 Çĕртме, 2024

Хыпар 69-70 (28245-28246) № 28.06.2024

Татьяна ДЕНИСОВА: Чĕлхе ăслăлăхĕнче паян та çивĕч ыйту сахал мар

Çитĕнекен ăрăвăн тăван чĕлхене хисеплес туйăмне вăйлатас, çамрăксен ăс-хакăлĕпе пултарулăхне аталантарас тĕллевпе мĕн тăваççĕ? Чĕлхе ăслăлăхĕ паян мĕнле лару-тăрура, чăваш чĕлхине шкулта вĕрентес енĕпе ĕç- пуç еплерех? Çак тата ытти ыйтăва хускатрăмăр ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Татьяна Денисовăпа.

- Татьяна Витальевна, эсир 20 çул ытла вĕрентӳ тытăмĕнче тăрăшатăр. Ача чухнех педагог пулма ĕмĕтленнĕ-и?

— Шкул çулĕсенчех. Пуçламăш классен учителĕ Людмила Прокопьева пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнчеччĕ, çавăнпа ун пек пулас килетчĕ. Сăмах май, Людмила Ивановна пирĕн, виçĕ пĕртăванăн, пĕрремĕш вĕрентекенĕ пулнă. Шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищине çул тытрăм. Унта чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Роза Трокина интереслĕ уроксем ирттеретчĕ. Вăл доска çине ӳкернĕ схемăсем халĕ те куç умĕнчех. Роза Илларионовна хавхалантарнипе тăван чĕлхепе литература учителĕ пулас шухăш çуралчĕ. Çапла вара пурнăç çулĕ педагогика институтне илсе çитерчĕ.

- Шкулта ĕçлеме тӳр килчĕ-и?

— Педучилищĕре вĕреннĕ чухне педагогика практикине тăван ялти шкулта тухрăм. Генриэтта Вотякова учитель пĕлĕвне тарăнлатма кайсан мана ун вырăнне вăхăтлăха хăварчĕç. Шкулта çулла кану лагерĕ пурччĕ, унта та ĕçлеме тӳр килчĕ. Педагогика институтĕнчи педпрактика та Мăнçырма шкулĕпе çыхăннă. Çапла вара ĕç биографине тăван шкулта пуçларăм. Диплом илсен тăван факультетрах ĕçлеме хăварчĕç, аспирантурăна вĕренме кĕтĕм. Ун чухне Ольга Максимова проректор пире, пулас аспирантсене, хăй патне чĕнсе илчĕ те диссертаци çырса вăхăтра хӳтĕленме сĕнӳ пачĕ.

- Эсир университетра вĕреннĕ вăхăтрах наукăпа кăсăкланнă ĕнтĕ?

— Çапла. Унта çулленех Наука кунĕсем иртетчĕç. Пĕрремĕш курсрах хамăр тăрăхри топонимсене тишкерсе пысăках мар тĕпчев çырнăччĕ. Леонид Сергеев пире кашни занятирех пĕр-пĕр темăпа пĕчĕк шырав тума хушатчĕ. Çапла пĕчĕккĕнпĕчĕккĕн тĕпчевсем тума, ăслăлăхпа кăсăкланма тытăнтăм. В.Г.Егоров ячĕллĕ стипендие тивĕç пулнăччĕ. Аспирантурăра вĕреннĕ чухне Василий Георгиевичăн тăван ялĕнче — Куславкка районĕнчи Энтри Пасар шкулĕнче — пĕрремĕш наука доклачĕ тунăччĕ. Леонид Сергеев профессор мана наука çулĕ çине тухма пулăшрĕ. Вăл питĕ ырă кăмăллă та ăслă çынччĕ. Ăна пурте хисеплетчĕç. Наукăра нумай çĕнĕ ĕç турĕ. Вăл хавхалантарса пынипе чылай çамрăк ăслăлăх çулĕ çине тухрĕ.

- Чĕлхе ăслăлăхĕн хăш пайне тĕпчетĕр? Мĕнле ыйтусемпе кăсăкланатăр?

— Аспирантурăра вĕреннĕ чухне междомети ыйтăвне тĕпчесе кандидат диссертацийĕ çыртăм. Çавăн хыççăн сывлăх сунмалли, сыв пуллашнă чухне каламалли сăмахсене междометисен шутне кĕртме пăрахрĕç. Пуплевре хăш формăсем, хăш пуплев пайне кĕрекен сăмахсем анлă тĕл пулаççĕ, мĕншĕн вăл е ку формăсемпе ытларах усă куратпăр — çак ыйтусене тĕпчетĕп. Чĕлхе ăслăлăхĕнче çивĕч ыйту сахал мар. Шел те, паллă чĕлхеçĕсем пурнăçран уйрăлса пыраççĕ. Вĕсен шухăшне çĕнĕлле калама пултаракан тĕпчевçĕ нумай мар. Морфологире те, синтаксисра та тавлашуллă ыйту чылай. Тĕрлĕ семинарта, ăслăлăх конференцийĕсенче çав ыйтусем тавра калаçатпăр. Тĕслĕхрен, синтаксис енĕпе Иван Андреев калăпланă ĕçсемсĕр пуçне урăхларах каланă шухăшсем çукрах. Çапах ку ыйтупа ĕçлекенсем пур. Акă 2023 çулта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ Алевтина Долгова «Хальхи чăваш чĕлхин синтаксис тытăмĕ» доклад хӳтĕлерĕ. Унта кăсăклă шухăшсем пур, вĕсене пĕтĕмлетсе монографи пичетлесе кăларсан ăна тĕпе хурса вĕренӳ кĕнекисем кăлармалли майсем пулаççĕ. Хальхи вăхăтра наука ĕçне пуçăнакан çамрăксем пур-и?

- Аспирантурăна вĕренме кĕреççĕ-и?

— Шел те, Леонид Сергеев ĕçрен кайнă хыççăн пирĕн университетра «Раççей халăхĕсен чĕлхисем» енĕпе аспирантсене йышăнма пăрахрĕç. Чăваш чĕлхипе кандидат диссертацийĕ çырса хӳтĕлекенсем пулчĕç, анчах пурнăç ĕç вырăнĕсем тупма йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ те, вĕсем наукăра тĕп ĕçри пек тăрăшаймаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра «Танлаштаруллă чĕлхе пĕлĕвĕ» енĕпе вĕренекен аспирантсем пур. Студентсем валли çуллен ăслăлăх сессийĕсем, конкурссем, конференцисем ирттеретпĕр. Вĕсен хушшинче ăслăлăхпа кăсăкланакансем те çук мар. Вĕсене çак ĕçе явăçтаратпăр. Шел те, хальхи вăхăтра бакалавриат хыççăн аспирантурăна илмеççĕ, малтан магистратурăра вĕренмелле. Икĕ профильпе /чăваш тата вырăс чĕлхипе литератури/ вĕреннĕрен чылайăшĕ шкулсенче вырăс чĕлхи урокĕсене ертсе пырать, аспирантурăна та çав çулпах каяççĕ. Чăваш уйрăмне ăс пухма килекенсем пурри савăнтарать.

- Темиçе çул каялла чăваш филологийĕн факультетне вырăс тата истори факультечĕсемпе пĕрлештерчĕç, унтан уйăрчĕç, халĕ каллех пĕр тытăма кĕртрĕç. Ку мĕнпе çыхăннă?

— Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче историпе филологи факультечĕ пысăкчĕ, вĕренекен нумайччĕ, çавăнпа ун чухне уйрăм факультетсене пайланнă. Анчах пурнăç улшăнса пынă май шкулсенчи ларутăру та ылмашăнчĕ, самана та улшăнчĕ, çавăнпа уйрăм факультет пек ĕçлемелли мел сахалланчĕ. Улшăнусем пулсан та эпир хамăрăн ĕçе тума пăрахман, кафедра шайĕнче те унчченхи тивĕçсене пурнăçлатпăр. Çĕнĕлĕх кĕртсе малалла утатпăр. Пирĕн асра — пире вĕрентнĕ ăсчахсен шухăшĕсем, вĕсем хывнă йăласем. Тĕшши, манăн шухăшпа, çав ĕçре. Чăвашлăх анинче пирĕн кафедра хăйĕн вырăнне тупнă. Факультетсем пĕрлешнĕ хыççăн та эпир ку таранччен пурнăçланă нимĕнле ĕçрен те ютшăнман. Чăвашлăхпа çыхăннă паянхи мĕн пур ĕçе хутшăнатпăр, чĕлхе тата литература ыйтăвĕсемпе иртекен мероприятисенче пирĕн студентсемпе преподавательсем яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Олег НИКОЛАЕВ: Халăх ырăпа хаклани – чи пĕлтерĕшли

Чăваш чĕлхи, халăх йăли-йĕрки, регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăмлăхĕсем — çак тата ытти ыйтупа Республика кунĕ умĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енĕн тĕп массăллă информаци хатĕрĕсен ертӳçисене интервью пачĕ.

Кашниех республикăпа мăнаçлантăр

— Олег Алексеевич, хальхи Республика кунĕ умĕн çитесси çинчен те шухăшлани те вырăнлă. Вăл республика 105 çул тултарнипе пĕр килĕ. 100 çулхи юбилей пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв пулнăччĕ. Мĕнлерех плансем?

— Паллах, 105 çула сумлă уявлас кăмăл пур. Мероприятисен тивĕçлĕ планне хатĕрлĕпĕр. Çитес çула мĕне халалласси çинчен те шухăшламалла. Тен, шăпах çак пулăма? Аталанăвăн паянхи хăвăртлăхĕ инвестицисемпе çыхăннă тĕллевсене уçăмлатма май парать. Çав шутра — тĕрлĕ муниципалитетра пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсем тĕлĕшпе.

Манăн шухăшпа, çак 5 çула витĕр çыхăнтаракан идеологи кирлĕ. Ĕçри паттăрлăх, телейлĕ ачалăх, экологи темисем пулчĕç. Çитес çул çак самантсене пĕрлештерекен, пĕтĕмлетекен тема кирлĕ пек... Тепĕр енчен, çитес пилĕк çуллăх валли никĕс хывмалла. Кăçал çитес 6 çул валли комплекслă программа хатĕрленине шута илсен — пушшех.

— Эсир республикăна темиçе çул ертсе пыратăр. Ăна халь тата 10-15 çултан мĕнле куратăр?

— Паянхи республика çирĕп утнине, эпир 2020 çулта палăртнă тĕллевсем патне ăнтăлнине куратăп. Çав плансене, манăн шухăшпа, аван пурнăçларăмăр. Правительство, республикăн ертсе пыракан команди мĕн тумаллине пĕлеççĕ, умри горизонтсене кураççĕ.

Прогноз тăвасси — пархатарсăр ĕç. Регионăн çакнашкал сăнарне куратăп: Чăваш Енĕн кашни çынни кунта пурăннипе мăнаçлантăр, вăл аталантăр тесе пĕтĕмпех тутăр. Кунта килекенсем вара республикăна килĕштерччĕр, вĕсен Чăваш Ене татах таврăнас килтĕр. Çакă пурнăçăн мĕн пур енне пырса тивет.

Чăваш пулса юлар

— Чăваш Ене юратнипе çыхăннă калаçăва тăсам. Регион — наци республики. Унăн хăйне евĕрлĕхне пурте палăртаççĕ, çакна Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ те çирĕплетрĕ. Мĕн чухлĕ çын пухăнчĕ! Çак уйрăмлăха, национальноçа мĕнле упраса хăвармалла?

— Эсир халĕ калани пирки, тĕрĕссипе, темиçе çул каялла эпир ĕмĕтленнĕ кăна. Культура хавшать, йăласем, чĕлхе çухалать теттĕмĕр. Тăван чĕлхесем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессин пуçаруçи эпĕ пулнă. Ăна критиклекенсем те тупăннăччĕ, саккун чĕлхесем вуçех пĕтесси патне илсе çитерĕ тетчĕç. Саккуна хирĕç çынсемпе «çавра сĕтелсем» те ирттертĕмĕр. Саккун ирĕк тата майсем парать — юлашки çулсенче вĕсене тӳрре кăларма пултартăмăр. Çынсем наци тумне тăхăнма, чăваш пулнине кăтартма, чи кирли — чăвашла калаçма вăтанмаççĕ. ВДНХри Акатуйра Алексей Московский юрăç сцена çинче чăвашла кăна калаçрĕ, унта пулнă темиçе пин çын ăна ăнланать — кашни юрра пĕрле юрларĕç. Пысăк хор сасси инçетренех илтĕнчĕ. Çакă — тĕп кăтарту: çынсем чĕлхене пĕлеççĕ, вăл вĕсене килĕшет. Вăтанмаççĕ кăна мар, хавхаланса юрлаççĕ те. Çак туртăма малалла аталантармашкăн пирĕн паян пĕтĕмпех пур. Эпир чăваш чĕлхине вĕренмелли тытăма ăна ăнланассине тата унпа усă курассине тивĕçтерессине тĕпе хурса çĕнĕрен йĕркелерĕмĕр. Вĕренӳ кĕнекисем, методика материалĕсем — пĕтĕмпех вĕрентӳ стандарчĕсене тивĕçтереççĕ. Паллах, вĕрентекенсемпе те ĕçлетпĕр. Шкулсем, интереслĕ методикăсем тупакан вĕрентекенсем валли грантсем пур. Радио, телекурав, литература... Тин çуралнă пепкесем валли хатĕрленĕ парнесем. Мана «парнешĕн пысăк тав» тесе час-часах çыраççĕ. Çав шутра — ача çуратма республика тулашĕнчен килнисем те. Вĕсем парнепе питĕ кăмăллă. Çав çынсене парне кӳнипе çука юлмастпăр. Ку енĕпе малалла ĕçлемелле. Нацилĕх анлăшне сармалла: тумтир, чĕлхе, ытти енĕпе.

— Ытларах çын чăвашла калаçтăр тесен пирĕн тата мĕн тумалла?

— Эпир компетенцисен центрĕ пулнă май ытти региона, диаспорĕсене ытларах пулăшмалла. Çакă, манăн шухăшпа, наци чĕлхипе усă курассине анлăлатма тивĕç. Эпир çапла тума пултаратпăр, тăвăпăр та. Диаспорăсен, регионсен ертӳлĕхĕ енчен пуçару пулсан ку ĕçе кăмăллăрах йышăнĕç. Çакă тивĕçлĕ хунавсемпе савăнтарĕ. Ульяновск облаçне, Тутарстана, Пушкăртстана учебниксемпе тивĕçтертĕмĕр ĕнтĕ. Сăнавлă экземплярсене халĕ Самарсем илсе кайрĕç. Вĕсем пирĕн практикăпа усă курма хатĕр пулсан çак пуçарăва малалла тăсăпăр. Лайăх тĕслĕхе аса илтерем: пĕлтĕр шкул ачисем пуçарнипе Шупашкарти гимназире чăвашла калаçмалли шкул уçăлчĕ. Ачасем чĕлхепе питĕ кăсăкланаççĕ — чăвашла калаçаççĕ, сăвă-юрă вĕренеççĕ, ташлаççĕ… Ытти шкулта çакнашкал пуçарусем пулсан хаваспах пулăшăпăр.

Пире ыттисенчен уйăраканни пайтах

— Пирĕн республикăна ытти регионтан мĕн уйăрать, хăш брендсем — пирĕн мăнаçлăх?

— Чи йывăрринчен пуçлар — тракторсем. Пысăккисем — унашкаллисене тĕнчере виçĕ вырăнта кăна тăваççĕ: Катерпиллар, Коматсу тата Шупашкар. Иккĕмĕшĕ, паллах, электротехника. Тепĕр çул-йĕр — хими. Çĕнĕ меслетпе водород перекиçĕ туса кăларакан производство хута ятăмăр. Çĕнĕ продукци. Пирĕн хăмлан пĕлтерĕшĕ те ӳссех пырать. Эпир хăмлапа ĕçлекен компетенцисен центрĕ пулса тăратпăр — ун пеккисем тĕнчере те темиçе кăна. Хамăрăн хурсемпе те мăнаçланма пултаратпăр. Хам та тĕлĕнтĕм: Раççейри хур ашĕн 70% Чăваш Енре туса илетпĕр иккен. Севок сухан та — 75%. «Акконд» пылак çимĕçсемпе паллă, халĕ вара çак бренд сĕт юр-варĕпе те палăрса пырать. Çĕнĕ çул-йĕрсем çинчен калас тăк — пирĕн «Çеçпĕле» асăнмалла. Цистернăсем кăна кăлармасть, йывăр станоксемпе Раççейĕн космос программине пурнăçлама пулăшать. Нумаях пулмасть кăна пĕчĕк предприяти пулнăскер çавнашкал ĕçсене пурнăçлать! Е тата — икĕ çул каялла йĕркеленĕ машиностроени кластерĕ. Çак тапхăрта вĕсем электричествăпа ĕçлекен вилкăллă электропогрузчик тума пултарчĕç. Çак тĕлпулăва «Абат» технопарка уçнă хыççăн килтĕм. Вăл та пĕчĕк предприятирен Раççейри апат-çимĕç оборудованийĕ хатĕрлекен тĕп предприяти çӳллĕшне ӳснĕ. Çитес çулсенче интереслĕ брендсем, интереслĕ продукци татах пулĕç.

— Брендсем çинчен калаçрăмăр та — блогосферăра «Чăваш Ен символĕ мĕн?» текен ыйтăва час-часах сӳтсе яваççĕ-и?

— Пирĕн тĕрĕ — вăл Чăваш Ене кăтартма кăна мар, Раççее тĕрĕпе пĕрлештерме те май пачĕ. Тĕрленĕ карттă ВДНХра пирĕн пĕрлĕхе сăнарларĕ. Халĕ те унтах-ха — çынсене савăнтарать. Росконгресс унăн оригиналĕн никĕсĕ çинче цифра версине те хатĕрленĕ — кашни регион характеристикине хушса интерактивлă карттă тунă. «Газпром» пирĕн карттăпа СанктПетербургри газ форумĕнче усă курнă, вăл та хăйĕн куравĕ валли унăн интерактивлă версине хатĕрленĕ. Карттă пĕрлĕхе çирĕплетнипе пĕрлех хăй тĕллĕн аталанакан проекта çаврăнчĕ.

Эпир — ĕçчен те сăпайлă халăх

— Чăваш халăхĕ мĕнпе уйрăлса тăрать, наци характерĕн хăш енĕсем сире тĕллевсене пурнăçлама пулăшаççĕ?

— Чăвашсем питĕ ĕçчен, анчах питĕ сăпайлă — сахалпах çырлахаççĕ. Эпир чăннипех çавнашкал, пире ачаран çапла вĕрентнĕ.

— Демографи ыйтăвĕ пирĕн патра кăна мар, нумай регионта çивĕч. Сирĕн шухăшпа, ку енĕпе мĕнле утăмсем кирлĕ?

— Питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйту. Эпĕ кӳршĕсене, тутарсене, мухтатăп — вĕсем ку енĕпе маларах ĕçлеме пуçланă, юлашки темиçе çулта ӳсĕмлĕ демографи палăрать. Вĕсем çамрăксем республикăра ытларах юлччăр, специалистсем ытти çĕртен те килччĕр тесе ĕçлеççĕ. Ку — аксиома. Пирĕн те кунта çын хăйĕн пултарулăхĕпе туллин усă курмалли условисем йĕркелемелле, ĕç интереслĕ, пурнăç хăтлăрах пултăр. Президент та халăха упрамалли тĕллевсем лартать. Эпир унччен пурнăç тăршшĕпе Раççейри вăтам шайран юларах пынă, иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх вара — хăваласа çитнĕпе пĕрех. Кăçал çав вăтам шайран иртмешкĕн пĕтĕмпех тăватпăр. Сывлăх сыхлавне аталантармалла, физкультурăпа спорта... Юлашки çулсенче спортпа туслă халăх йышĕ палăрмаллах ӳсрĕ. Çыннăн, паллах, хăйĕн те тăрăшмалла: диспансеризаци, профилактика... Çапла тумашкăн пĕтĕмпех пур. Ку сферăра улшăнусене пурнăçа кĕртетпĕрех. Анчах статистика ку енĕпе ырă улшăнусем пуррине халех палăртать. <...>

Дмитрий МОИСЕЕВ, Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Каш кашлать Килтĕш паркĕ

«Çут çанталăк, экологи пирки пӳлĕмре калаçса ларни вырăнсăр. Атя, тăван тавралăх ытамне тухар. Пĕвесене, ращасене курса çаврăнăпăр. Ку тĕлĕшпе эпир пуян», — терĕ Етĕрне округĕнчи Килтĕшре пурăнакан Александр Андреев. Вăлах — Етĕрне округĕн депутачĕ те.

Ыр çын вилет — ят юлать

Асăннă ял çырма-çатраллă тăрăхра вырнаçнă. Тĕрĕсрех, пур енче те вар. Ахальтен мар ял çынни çыран ан ишĕлтĕр тесе хăй вăхăтĕнче пикенсех йывăç лартнă. Сăмах май, шăпах çав вăхăтра «Ленинская искра» хуçалăх ертӳçи Аркадий Айдак, «Заветы Ильича» колхоз председателĕ Вячеслав Александров тата ыттисем çак тĕлĕшпе ĕçлеме тытăннă. Етĕрне тăрăхĕ пĕр-пĕринпе ăмăртса йывăç лартнă тесен те юрать пулĕ. «Аркадий Павловичран тата Вячеслав Александровичран чылай сĕнӳ-канаш ыйтнă эпĕ. Паллах, вĕсем пек тăрăшса ĕçлемен пулин те май килнĕ таран вăй хунă», — терĕ сăпайлăн Александр Борисович çула тухнă май. Акă эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 40 çул çитнине халалласа лартнă парк умĕнче чарăнтăмăр. 268 Каш кашлать Килтĕш паркĕ «Çут çанталăк, экологи пирки пӳлĕмре калаçса ларни вырăнсăр. Атя, тăван тавралăх ытамне тухар. Пĕвесене, ращасене курса çаврăнăпăр. Ку тĕлĕшпе эпир пуян», — терĕ Етĕрне округĕнчи Килтĕшре пурăнакан Александр Андреев. Вăлах — Етĕрне округĕн депутачĕ те. чăрăшпа хыр халĕ тӳпенелле кармашаççĕ. Юнлă вăрçă хирне Килтĕш ялĕнчен 526 çын кайнă, 268-шĕ таврăнайман. Шăпах вĕсене халалласа шкул ачисем 1985 çулта «Çĕнтерӳ паркĕ» уçнă. «Тӳперен пăхсан 40 цифра курăнать, — сăмах вакларĕ депутат. — Парк уçас шухăш ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕн Анастасия Алексеевăн пулнă. Вăл питĕ тăрăшуллă çынччĕ. Сăмах май, çуллахи вăхăтра шкул çумĕнче ачасем валли ĕç лагерĕ йĕркеленĕччĕ. Унта çырла, тĕрлĕ калча çитĕнтеретчĕç. Çырласене ачасем пуçтарса Элĕкри улма-çырла комбинатне ăсататчĕç. Çапла, Анастасия Алексеевна ачасене çут çанталăка юратма вĕрентнисĕр пуçне ĕçлеме те хăнăхтарнă. Вăл вĕренекенсемпе пĕрле хăй те хунавсем лартнă. Зоя Иванова завуч вара шкул ачисемпе йывăçсене пăхса тăнă: шăварнă, çум курăкран тасатнă. Шел те, ача сахалланнăран вырăнти шкул хупăнчĕ. Халĕ вĕсем Советскине çӳреççĕ». Çулăн икĕ айккипе хыр, чăрăш кашлать. Хĕллехи вăхăтра çула юр ан хуплатăр тесе лартнă вĕсене. Çакă — Александр Борисович «Дружба» хуçалăхра председательте ĕçленĕ чухне ял çыннисемпе, шкул ачисемпе тунă пĕрлехи ĕç. Юнашарах вара — Ефремов аллейи. Леонид Ефремов хăй вăхăтĕнче «Коммунизм» колхоз председателĕнче, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕнче, «Ядринский» спиртзавод директорĕнче тăрăшнă. Шел те, 58 çултах пурнăçран уйрăлнă. 2014 çулта ăна асăнса ял халăхĕ 1 пин тĕп хунав — хыр, хурăн, пилеш, улмуççи — лартнă, вĕсене пăхса тăнă: хăрнă хунавсене сыввисемпе улăштарнă, çум курăкран тасатнă. Леонид Афанасьевич çуралнăранпа кăçалхи çу уйăхĕнче 70 çул çитнĕ. Ун ячĕпе Ефремов аллейи уçнă, карта тытса çавăрнă. Хисеплет, манмасть ăна ял çынни. Эппин, вăл вилмен, халăх чĕринче ĕмĕрлĕхех пурăнать. «Ыр çын вилет — ят юлать», — тени çакă мар-и? Килтĕшре çут çанталăка юратакан çынсене уйрăммăн та палăртма пулать. «Çакăнтан инçех мар чăх ферми пулнă ĕлĕк, — терĕ Александр Андреев. — Унта Микула пичче /хушаматне астумастăп/ хуралçăра тăнă. Канăçсăр чунлăскер пушă вăхăтра ăçта май килнĕ — унта çăка лартнă, каярахпа ытти йывăç та. Халĕ ăна «Микула вăрманĕ» теççĕ. Хăй тахçанах вилнĕ ĕнтĕ, ячĕ вара пурăнать». Паттăрсен аллейи Масар — сăваплă вырăн. Çакна тĕпе хурса ял çыннисем унта тирпей-илем кĕртме çӳреççĕ. Хирĕçлекен тупăнмасть ун пек чухне. «Пуçаруллă бюджет» программăпа пĕлтĕр унта çулăн сыпăкне тунă. Çавăн пекех кĕлĕ ирттермелли çурт та пур. Ĕç хатĕрĕсем те унтах упранаççĕ. Хĕллехи вăхăтра хутса ăшăнма кăмака та вырнаçтарнă. Хăш чухне асăну кунĕсене те çакăнтах ирттереççĕ. «Масара пысăк йывăç лартма хушман, — терĕ Александр Борисович. — Йĕри-тавра кунта хырпа чăрăш çеç çитĕнет. Акă Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă икĕ салтака илсе килсе пытарчĕç. Тепри Советскинчи çăвара канлĕх тупрĕ, тăваттăмĕшĕ хыпарсăр çухалнă. Вĕсем пурте СВОна пирĕн тăрăхран кайнă. Сăмах май, ятарлă çар операцийĕнче неонацистсене хирĕç 25 çын çапăçать пирĕн. Вĕсене халалласа унчченхи ферма вырăнĕнче кăçал çуркунне 1 пине яхăн йывăç лартрăмăр. Ку сĕнĕве вырăнти хресчен-фермер хуçалăхĕн ертӳçи Валерий Григорьев пачĕ. Малтан СВОра вилнисене асăнса аллея тума палăртнăччĕ. Каярахпа шухăша улăштартăмăр. Ара, унта хутшăнакан кашни салтак паттăр-çке. Çавна май «Паттăрсен аллейи» ят пама шухăш тытрăмăр. Килтĕш территори пайĕн ертӳçипе Николай Алексеевпа калаçнă хыççăн йывăç лартмалли куна палăртрăмăр, ял çыннисене пĕлтертĕмĕр. Çу уйăхĕнчи пĕр кун ял-йышпа тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Çамрăк ăрăва та явăçтартăмăр. Мускавран аслашшĕ-асламăшĕ патне хăнана килнĕ ачасем те пирĕнпе пĕрле вăй хучĕç. Хунавсене Чăваш Енри пĕр питомникрен илсе килтĕмĕр. Пĕрисем вĕсене кăларса тăчĕç, теприсем лартрĕç. Машинăсем хунавсем турттарчĕç. Ял-йышпа ĕçлеме питĕ кăмăллă пулчĕ. Кайран пурте пĕрле чей ĕçрĕмĕр, ачасене пылак çимĕçпе хăналарăмăр. Паллах, йывăçа лартнипе çеç мар, пăхса çитĕнтермелле. Çавна май малашне ăна çум курăкран тасатăпăр, хăрнисем вырăнне урăххисене лартăпăр». «Паттăрсен аллейинчи» çамрăк хунавсене те кайса куртăмăр Александр Борисовичпа. Хырсемпе чăрăшсем, пилешсем тымар лайăх янă. «Чĕрĕлеççĕ», — вĕсене пăхса савăнчĕ депутат. Эппин, ĕç харама кайман. Вĕсем çултан-çул вăй илсе çирĕпленĕç. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Çут çанталăка хирĕç каяймăпăр

Ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертӳçисем çĕртме уйăхĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре нӳрĕк сахал ӳкнĕшĕн пăшăрханса нумай калаçрĕç. Унăн саппасне çу тата çĕртме уйăхĕсенче Чăвашгидрометеоцентр мĕн чухлĕ шута илнĕ? Ыйтăва гидрометеорологипе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Марина Китарьева хуравлать.

Вăл та, ку та чăрмантарчĕ

— Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче тӳпенелле пăхса: «Çумăр çу! Çумăр çу!» — тесе нумай ялта ыйтнă. Унтанпа этеме тăрантаракан ӳсен-тăраншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăр çĕр ĕçченне шухăша ярса, кулянтарса е тарăхтарса иртсе кайрĕ. Ял хуçалăх продукцийĕн производствинче тымар таврашĕнчи нӳрĕк саппасĕ пысăк пĕлтерĕшлине шута илсе ун çинчен сăмах пуçарар. — Кăçалхи ака уйăхĕнче муниципалитетсенче, Шупашкарсăр пуçне, çанталăк типĕ тăчĕ, çумăр сахал çурĕ, тăпран çиелти сийĕнче нӳрĕк ирĕлнĕ юртан пулчĕ. Çу уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне вăл Шупашкар, Улатăр, Патăрьел, Канаш, Пăрачкав метеостанцийĕсен, Вăрнар тата Çĕрпӳ агрометеопосчĕсен (вĕсем асăннă округсенче йĕркелекен тĕпчевшĕн яваплă) таврашĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн 20 сантиметр тарăнăшĕнче культурăсене çитĕнме çителĕклехчĕ. Çу уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунĕнче тăпрана йĕпетсе çунă çумăра курман уй-хир юлмарĕ-тĕр. Нӳрĕк саппасĕ çĕре чи нумай Шупашкарта 50 миллиметр, е иртнĕ çулсенчи вăтам нормăран пилĕк хут ытларах, ытти муниципалитетра сахалрах, Патăрьелте чылай сахалрах ª14º пухăнчĕ. Нӳрĕк вырăнĕ-вырăнĕпе икĕ, виçĕ, тăватă хут нумайрах ӳкнĕрен пĕрремĕш вунă кун чĕрĕ сывлăш явăннипе палăрса юлчĕ. — Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнчен çумăр çума тытăннăран çурхи ĕçсем чарăнса тăнине, çанталăк сивĕтнĕрен тăпра хăвăрт типейменнине, çурхи ĕçсем чарăнса тăнине астăватпăр. — Çапла, 4 тата 5-мĕшĕсенче республикăра температура сывлăшра — 1-5, сухаланă çĕрĕн 2 сантиметр тарăнăшĕнче Улатăрта — 8, ытти округра — 5, техника кăпкалатнă тăпра çинче 7 градус таран сивĕ пулчĕ. Кунсăр пуçне эпир курăк çинчи температурăна та виçетпĕр, 5-мĕшĕнче Шупашкарта 5 градус сивĕччĕ. Сивĕ культурăсен вегетацине чарса лартрĕ, вĕсене сиен те кӳчĕ. Сăтăр витĕмĕ тĕрлĕрен. Сивĕ пĕр-икĕ кун çеç тăнă тăк вĕсене сиенлейместчĕ, пирĕн патра вăл 3, 4, 5, 9, 10-мĕшĕсенче пулчĕ, кăнтăрла 4 градус таран çеç ăшăтрĕ. Эпĕ Чăвашгидрометеоцентрăн Тутаркассинчи сăнав лаптăкĕнчи люцерна 4-мĕшĕнче ытти чухнехи пекех ӳснине лайăх астăватăп. 7-мĕшĕ тĕлне вара чи вăрăм турачĕ-çулçи сарăхнинчен тĕлĕнтĕм, вăл шăннине ăнланса илтĕм. Кайран сарăхнисем хăрчĕç. Тритикале çулçине те тăм илнĕччĕ, вăйлах сиенленменрен калчи аванах çитĕнчĕ. Сăнав лаптăкĕнчен таврăнсан тĕпчевсен журналне уçрăм, иртнĕ çулсенче сывлăшри, тăпрапа курăк çинчи температурăпа кăсăклантăм. Пăхатăп: кăçалхи çу уйăхĕ 2022 çулхи евĕрех сивĕ пулнă. Ун чухне республикăра 1 миллион та 5 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ. Канашра ытларах çунă — Марина Анатольевна, иртнĕ çулсенчи çу-çĕртме уйăхĕсенчи сывлăш температурине аса илеймĕр-ши? — 2020 çулхи çу тата çĕртме уйăхĕсенче маларахри нумай çулхи вăтам нормăран вăл 1 градус пĕчĕкрехчĕ. Ун чухне республикипе тырă тухăçĕ кашни гектартан 33,3 центнерпа танлашнă. Çав çитĕнĕве тума пĕчĕкрех температура та пулăшнă-тăр. 2021 çулхи çу уйăхĕнче нормăран — 3,5-4, çĕртмере 4 градус ăшăрах пулнă ªçав çул тырă сахалрах — 582 пин тонна — пухса кĕртнĕº, тырă тухăçĕ енĕпе рекордлă 2022 çулхи çу уйăхĕ нормăран 4 градус сивĕрех, çĕртме уйăхĕнчи температура норма шайĕнче тăнă. Ял хуçалăхĕшĕн ăнăçлă 2023 çулхи çу уйăхĕнче нормăран 1-2 градус ăшăрахчĕ, çĕртме уйăхĕнчи сывлăш температури 2 градус пĕчĕкрехчĕ. 2024 çулхи çу уйăхĕ нормăран 3-4 градус сивĕрех тăчĕ, вегетаци мĕншĕн вăрахланнине пурте ăнлантăмăр. Çĕртме уйăхĕнче сывлăш температури норма шайĕнче е 1-2 градусран кая мар ăшăрах пулчĕ тесе шухăшлатпăр, мĕншĕн тесен маларахри икĕ теçетке кун нормăран ăшăрах пулчĕ. Паллах, кун пек чухне тăпраран нӳрĕк ытларах пăсланать, унăн саппасĕ хăвăртрах пĕчĕкленет. Çумăр çуса нӳрĕк саппасне тивĕçтермесен çак пулăм тырра начар витĕм кӳрес хăрушлăх пур. — Ертӳçĕсемпе агрономсем пĕлтернĕ тăрăх, çулçă вĕçĕ хуралнине чылай хуçалăхра шута илнĕ. Сиен калăпăшне эпир хальлĕхе пĕлместпĕр. Каялла кăшт таврăнар-ха: ака уйăхĕнчи нӳрĕк саппасĕ пирки мĕн калатăр? — Çумăр сахал çурĕ, сывлăш типĕччĕ, юр шывĕ çĕре хăвăрт сăрхăнчĕ, çĕр часах типрĕ. Нӳрĕк иртнĕ нумай çулти вăтам нормăран 70-85% çеç, Шупашкарта 155% ӳкрĕ. Çу уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунлăхĕ йĕпе-сапаллă иртнине каларăм. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вунă кунлăхĕсем вара ăшă та типĕ тăчĕç, çавăнпа нӳрĕк саппасĕн пĕр пайĕ пăсланса пĕтрĕ, иккĕмĕшĕпе ял хуçалăх культурисем усă курчĕç. Çумăр пĕрре те çумарĕ, çу уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне чылай лаптăкри 20 см тарăнăшĕнче нӳрĕк саппасĕ сахаллансах пычĕ. Унăн саппасне кĕрхи культура пуссинче — 28-35, нумай çул çитĕнекен курăк лаптăкĕнче — 18-31, çурхи культура уйĕнче 18-33 миллиметр шута илтĕмĕр. Вăл республикăн çурçĕр енчи округĕсенче, Шупашкар çывăхĕнчи Тутаркасси тата Канаш тăрăхĕсенче пĕчĕкленсе юлчĕ. Чăн та, телей Канашсем çине каярахпа çитрĕ. Эпир сăнаса тăракан Тутаркасси уйĕнче нӳрĕк саппасĕ 18 миллиметрччĕ. Вăл вегетаци валли ытти округра та пурччĕ-ха, иртнĕ нумай çулхи вăтам нормăран кăшт çеç пĕчĕкрехчĕ. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунĕнче те нӳрĕк муниципалитетсенче, Патăрьелпе Улатăр округĕсемсĕр пуçне, ӳсен-тăрана ӳсме çителĕклĕ ӳкрĕ. Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне унăн саппасĕ округсенче, кăнтăр енчисемсĕр пуçне, упранса юлчĕ. Чăн та, вăл Патăрьелпе Çĕрпӳ округĕсенче хăвăртрах сахалланчĕ. — Тĕксĕм кăвак пĕлĕтсем çĕртме уйăхĕнче республика çийĕпе йышлăн иртрĕç. Кашни ялах çумăр илсе килчĕç-ши? — Вăл округсен пысăкрах пайĕнче культурăсен тымарне çитиех витерчĕ. Шел те, лайăх çумăра Улатăрпа Патăрьел тăрăхĕсенче курмарĕç. Пăрачкав Улатăртан инçе мар, анчах унта тăпрана шӳтерсех çунă. Çу уйăхĕнче республикăн пысăкрах пайĕнче çумăр çуса иртнĕ нумай çулти нормăран — 80-90%, Шупашкарта — 130%, Пăрачкавра 115% çунă. Пирĕн метеопунктсем вăл вырăнĕ-вырăнĕпе çунине шута илчĕç.

— Çĕрпӳ, Комсомольски, Патăрьел округĕсенче пурăнакансем çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш вунă кунĕнче çумăр ытларах Канаш таврашĕнче çунине асăрханă, ку хыпара «Чăвашгидрометеоцентра» çитерчĕç-и?

— Эпĕ те сăнарăм та Канаш çийĕпе çумăр пĕлĕчĕсем ытларах иртнине асăрхарăм, часах çак пулăма пирĕн метеопункт пĕтĕмлетĕвĕ çирĕплетрĕ: çĕртмен малтанхи вунă кунĕнче кунта нӳрĕк 50 миллиметра яхăн е çав тăрăхри иртнĕ нумай çулти нормăран 5 хут нумайрах ӳкнĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.