Комментари хушас

21 Çĕртме, 2024

«Цифра энергорегионĕ» – потребитель валли

«Чăваш Республикин çирĕп аталанăвĕн мегапроекчĕсем: Цифра энергорегионĕ» — çак ятпа ĕнер Шупашкарти Пăр керменте стратеги сессийĕ иртрĕ.

Сессие уçнă май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕ Владимир Путин паянхи условисенче аталану тĕлĕшпе маларах палăртнă плансем упранса юлассине çирĕплетнине аса илтерчĕ. Ку, паллах, регионсене те пырса тивет. Апла тăк пысăк тĕллевсем палăртса вĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе нимĕнле иккĕленӳ те пулмалла мар. Цифра энергорегионĕпе çыхăннă проект тĕлĕшпе те çавнах каламалла. Сăмах аталанăва никĕслекен отрасль пирки пырать.

Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, умра — питĕ пысăк ĕç: проектсемпе çыхăннă наука тĕпчевĕсенчен тытăнса çĕнĕ процессене ĕçе кĕртесси таран. Ресурссемпе тирпейлĕ усă курассине тĕпе хунипе пĕрлех производствăна энерги хăвачĕсемпе туллин тивĕçтермелле. «Потребительсене шанчăклăн энерги парса тăрасси — уйрăм тимлĕх зонинче», — пусăм туса палăртрĕ регион ертӳçи. Çак ĕçе ыранхи технологисен никĕсĕ çинче, наукăна тĕпе хурса пурнăçламалла. Отрасль цифровизацийĕ электроэнерги валеçессин хăвачĕсемпе виçеллĕ тата вырăнлă усă курма май парас шанчăк пысăк, çав вăхăтрах çĕнĕ хăватсем те ĕçе кĕмелле.

«ТЭП-Генераци» компани гендиректорĕ Александр Кондратьев пухăннисене хайхи цифра энергорегионĕн проекчĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ăна пурнăçа кĕртни республикăна аталанăвăн çĕнĕ майĕсемпе тивĕçтермелле. Çак проект çурални ăнсăртран мар. Халĕ электролинисем çинчи вăл е ку вырăнти авари çинчен çынсем телефонпа шăнкăравласа пĕлтереççĕ, авари служби тин ĕçе пуçăнать. Апла пулмалла мар — электричество парса тăрас тĕлĕшпе чăрмавсем тухса тăни çинчен энергетиксен хайхи телефон шăнкăравĕччен маларах пĕлмелле. Подстанцисен оборудованийĕ кивелсе çитнĕ, унăн 30% — 1950 çулсенче вырнаçтарниех. Ăна çĕнетмелле. Электроэнергие шута илмелли приборсене «ăслисемпе» улăштармалла.

Электроэнерги валеçессине шайлашуллă тумалла. Хальлĕхе вара кирлĕ çĕрте вăл çителĕксĕр, кирлĕ мар çĕрте — ытлашшипех. Промышленноç министрĕ пулнăскер, Кондратьев Çĕнĕ Шупашкарта ку енĕпе чăрмавсем тухса тăнине, çĕнĕ производствăсене киловатсемпе тивĕçтермешкĕн унта хăватсем çитменнине аса илтерчĕ. Цифра энергорегионĕн проекчĕ çак тата ытти ыйтăва сирме пулăшĕ. Çав шутра — аварисене сирмелли вăхăта 20% кĕскетмелле, электроэнерги çухатăвĕсене 15% чакармалла, 3 миллиард тенкĕ ытла инвестици илсе килмелле. Çийĕнчен налуксен калăпăшĕ те 1,3 миллиард тенкĕлĕх пысăкланĕ.

Стратеги сессийĕн ĕçне хутшăннă хыççăн Олег Николаев «Шупашкар-Арена» территорийĕнче уçăлнă «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава пăхса çаврăнчĕ. Унта вун-вун предприяти хăйсен продукцине кăтартрĕ, аслă вĕренӳ заведенийĕсем, ыттисем хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕç.

Курмалли, чăнах та, нумай. Олег Николаев «Элара» завод экспозицийĕ патĕнче самай вăрахлăха чарăнса тăчĕ. Унăн гендиректорĕн çумĕ Наталия Партасова завод паян кал-кал ĕçлени çинчен каласа савăнтарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 7 миллиард тенкĕлĕх продукци туса кăларма та ĕлкĕрнĕ — иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 30% нумайрах. «Хăшĕсем çакна ятарлă техникăпа çыхăнтарма пăхаççĕ. Пачах апла мар, гражданла продукци калăпăшĕ те пысăк. Халĕ электроэнергетика, нефтехими отраслĕсем валли ĕçлетпĕр. Вак-тĕвек мар — темиçешер миллиард тенкĕлĕх саккассем», — терĕ Наталия Юрьевна.

«Акконд», Муркашри чăх-чĕп фабрики, вăй агрегачĕсен завочĕ, ытти предприяти — кашнин представителĕ республика ертӳлĕхне хăйсен ĕçĕпе хавхаланса паллаштарчĕ. Олег Николаев Шупашкарта туса кăларма пуçланă çĕнĕ трактора та пахалама пултарчĕ, ăна Узбекистана ăсатма пуçламалли контракта пурнăçлассипе кăсăкланчĕ.

«Хыпар» корреспонденчĕн курав уссипе çыхăннă ыйтăвне хуравланă май Олег Николаев çакнашкал экспозицисем çыхăнусем йĕркелеме пулăшнине палăртрĕ. Тепĕр чухне юнашар ĕçлекенсемех пĕр-пĕрин продукцине, майĕсене пĕлмеççĕ — çакăнта хутшăну йĕркелеççĕ. Паян, авă, Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсен шăла кариесран хӳтĕлекен канфет кăларма пуçламалли проекчĕпе паллаштарнă. «Çакăнтах калаçусем ирттертĕмĕр теме те пулать. Студентсен проекчĕ пирки кондитер предприятийĕсенчен пĕрин представителĕсемпе калаçрăмăр та — вĕсем тишкерме шантарчĕç», — кăмăллăн пĕлтерчĕ ЧР Пуçлăхĕ.

ШУХĂШ

«Цифра энергорегионĕ» проекта пурнăçласси нумай енĕпе Чăваш энергосбыт компанийĕпе çыхăннă. Çавна май умри тĕллевсем çинчен «Трансэнергопром» компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорĕнчен Елена Климашевскаяран ыйтрăмăр.

— Ку проекта малтанах сеть компанийĕсем пуçарнă, — пĕлтерчĕ Елена Валентиновна. — Ыйтăва сӳтсе явнă май Чăваш энергосбыт компанийĕсĕр ĕç кăлараймассине ăнланнă — пире ĕç сессине кĕртрĕç.

Паянхи сессире пуян докладсем пулчĕç. Умри ĕçсене укçапа тивĕçтересси çинчен те калаçма пулать ĕнтĕ. Эпир ЧЭСК тупăшне кăна мар, Чăваш патшалăх сеть компанийĕн тата «Россетин» «Чăвашэнерго» филиалĕн тупăшне те йĕркелетпĕр. Тата — электроэнергин курттăм рынокне хутшăнакансен тупăшне. Унта электроэнергин коммерци учечĕн автоматизациленĕ системи тĕлĕшпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ, вак рынок пирки вара апла калаймăн. Электроэнерги валеçессин 3,2% кăна автоматизациленĕ системăпа тивĕçтернĕ. Кунашкал хăвăртлăхпа утсан коммерци учечĕн автоматизациленĕ системи тĕлĕшпе пĕтĕмĕшле цифровизаци çулĕпе инçе каяймăпăр. Ку пирĕншĕн те, электросетьсемшĕн те япăх. Эпир электроэнергипе усă курнин тулли ӳкерчĕкне курмастпăр.

Паян укçапа мĕнле усă курасси тавра калаçу пулчĕ. Манăн шухăшпа, тĕрĕс йышăну пулатех. Çав шутра — «ун вырăнне мĕн?» ыйту хуравĕ тĕлĕшпе те. Ун вырăнне вара — тупăш пайĕ пысăкланни. Коммерци çухатăвĕсене чакарни кăна тупăша 10-15% пысăклатмалла. Паллах, укçана потребительсенчен пухса — тариф шучĕпе — илме пулать. Анчах тупăша учета лайăхрах йĕркелесе пысăклатни тĕрĕсрех. Электроэнерги сутнин усси тарифпа килĕшӳллĕ пултăр, ăна пысăклатма ан хистетĕр. Кирек мĕнле пулсан та ку потребителе пырса тивмелле мар, уншăн лайăх пулмалла.

Çитес çулсенче пирĕн Шупашкар агломерацийĕнче электроэнергие автоматизациленĕ майпа шута илмелли 300 пин «ăслă» прибор вырнаçтармалла. Укçа уйăрсан çапла тума вăй çитересси пирки иккĕленместпĕр. Çак укçа каялла таврăнĕ, ку — шутпа çыхăннă, таврăнакан истори.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.