Çамрăксен хаçачĕ 23 (6524) № 20.06.2024
Япăх кăмăлпа апат хатĕрлемеççĕ
Мăшăрĕ СВОра пуç хунă хыççăн Шупашкарти Екатерина Платцева хуйха путнипе вырăн тупайман. Начар шухăшсенчен хăтăлас тесе вăл «Катюша» ушкăн йĕркелесе салтаксем валли типĕтнĕ апат хатĕрлеме тытăннă.
Подъездра — пахча çимĕç
Салтаксене вăл унччен те пулăшнă. Упăшкине Михаил Платцева СВОна илсе кайнă хыççăн социаллă сетьри тĕрлĕ ушкăнпа çыхăнса гуманитари пулăшăвĕ пухнă. Çавăн чухне Екатерина пĕр шухăшлă хĕрсемпе паллашнă та уйрăм ушкăн йĕркеленĕ. «Катюша» ят панă ăна вĕсем. Ку Екатерина Плацевăн ячĕпе çеç çыхăнман, «Катюша» — Çĕнтерӳ хĕç-пăшалĕ, унăн палли. «Контактра» вĕсене «Катюша» — помощь ребятам на СВО» ушкăнра шыраса тупма пулать. Унта 5 çамрăк хĕрарăм: Оля Никитина, Любовь Константинова, Любовь Иванова, Елена Васильева. «Укçа хывса кăна мар, мĕнле те пулин ĕçпе те пулăшас килчĕ. Çак туйăм пире пĕрлештерчĕ те. Кăçал нарăс уйăхĕнче эпир пĕрремĕш хут тĕл пултăмăр. Унччен çырăнса кăна калаçнăччĕ. Тӳрех ĕçе тытăнтăмăр. Типĕтнĕ апат хатĕрлесе пĕрремĕш партие нарăсăн 13-мĕшĕнче ăсатрăмăр та ĕнтĕ. Кайран халăх ытларах пахча çимĕç илсе килчĕ, пĕр сушилка çитми пулчĕ. Вара çак хатĕре туянма укçа пухрăмăр. Кашнинех 2-3-шер сушилка ĕçлет. Хамăрăн штаб е склад çукки ĕçе йывăрлатать паллах. Пурте килте аппаланатпăр. Кухньăра иртсе çӳреме те çук ĕнтĕ. Сушилкăсем кăна мар, курупкасем, витресем лараççĕ», — каласа пама пуçларĕ Любовь Иванова. Екатерина Платцева хăй пурăнакан подћездра пĕлтерӳ çакнă: «Хисеплĕ кӳршĕсем! Эпĕ СВОри салтаксем валли типĕтнĕ апат хатĕрлетĕп. Кунти пахча çимĕç — вĕсем валли». Подћездра ларакан тулли банкăсене, михĕсене никам та тĕкĕнмест кăна мар, çынсем хăйсем те илсе килеççĕ. Кӳршĕсем пулăшма та тăрăшаççĕ: тымар çимĕçе кам — шуратать, кам — пĕçерет. «Дача сезонĕ пуçланиччен пĕр кинемейпе питĕ лайăх ĕçлерĕмĕр. Вăл çимĕçсене ирхине илсе кайрĕ те каçхине пĕçерсе илсе килчĕ. Çимĕçсене эпир пĕтĕмпех пĕçерсе типĕтетпĕр. Кайран кашнине виçсе кашăкпа хутаçа тултаратпăр. Типĕтнĕ апат хатĕрлесси — вăхăта илекен ĕç. Ингредиентсене малтан веçех тасатмалла, турамалла, пĕçермелле. Сушилкăра купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман типĕтме вăтамран — 10 сехет, çĕр улми типĕтме 4-6 сехет кирлĕ. Çимĕç калăпăшĕпе 10 хут сахалланать. Уйрăмах тăварланă хăяр пĕчĕкленет: 10 литрлă витререн 1 стакан типĕтнĕ çимĕç тухать. Кун каçипе 4 сушилкăпа 1 михĕ çĕр улми пĕçерсе типĕтме пулать. Вĕрекен шыва ярсан типĕтнĕ çимĕç сарăлать. Кастрюльте пĕçернĕ яшкаран пĕртте кая мар вара. Салтаксем пирĕн пур блюдăна та: яшкасене, çĕр улми нимĕрне — мухтаççĕ. Кам рассольник, кам купăста яшки юратать. Борщ та тĕксĕм хĕрлĕ пулать», — терĕ Екатерина. Йăнăша-йăнăшах вĕреннĕ «Типĕтекенсем — 12 хĕрарăм. Çын ытларах пулсан та чăрмантармасть. Пурте кашни кунах ĕçлеймеççĕ, хăшĕ-пĕри канмалли кунсенче кăна типĕтет. Чылайăшĕ — Шупашкартан, Ольга Никитина — Тренькассинчен, Любовь Иванова — Кӳкеçрен. Типĕтнĕ апата СВОна волонтерсенчен е отпуска килнисенчен парса яратпăр. Елчĕк округĕнчи волонтерсемпе тачă çыхăнура. Вĕсем заявка параççĕ: 20-25 курупка хатĕрлемелле. Пирĕн ĕçе ырă кăмăллă чылай çын хутшăнчĕ. Шупашкар, Патăрьел, Елчĕк, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав округĕсенчен пахча çимĕç кăна мар, техĕмлĕхсем те, вермишель те илсе килчĕç. Апатра чи хакли — какай. Ăна халăхран пухнă укçапа туянатпăр. Пирĕн професси апатланупа çыхăнман. Ку ĕçе унччен пĕлмен, çавăнпа йăнăша-йăнăшах вĕрентĕмĕр. Белгородра ку енĕпе ĕçлекенсем пур. Интернетра пăхса, чатсене хутшăнса вĕрентĕмĕр», — каласа пачĕ Екатерина Платцева. Хăй вăл пĕр фирмăн суту-илӳ представителĕнче ĕçлет. Унăн икĕ хĕрĕ те, асли — 22-ре, кĕçĕнни — 12-ре, типĕтнĕ апат хатĕрлеме пулăшаççĕ. Пахча çимĕç тасатаççĕ, пĕçереççĕ, теркăпа хыраççĕ, фасовкăлаççĕ. Вĕсем кухньăра кăна мар, залра та ĕçлеççĕ. Пĕр пӳлĕмĕ склад пулса тăнă: унта типĕтнĕ çимĕçсем, хăрпăксем, курупкасем... Волонтерсене пахча çимĕç упрама вырăн çукки пăшăрхантарать. Ăçта май килет, çавăнта хума тивет хальлĕхе. Хĕлле, çуркунне пахча çимĕç подћездра та йĕркеллех выртнă пулсан шăрăхра ăна чылай вăхăт тытаймăн. Кишĕр, хĕрлĕ кăшман час типеççĕ. Çимĕçсене сая ярас мар тесен питĕ хăвăрт пĕçерсе типĕтме тивет. «Сухан, ыхра, какай, тăварланă хăяр, купăста типĕтнĕ чухне хваттерте шăршă сарăлать. Уйрăмах шăрăхра килте шăршă-маршă тăнине чăтма йывăр. Малтанах килтисем мăкăртаткаларĕç. Халĕ упăшка та пулăшать, михĕсем йăтать. Çĕр улми те шуратать, леçет, илсе килет… Пĕрмай ĕçлесе хамăр та йăлăхатпăр. Кун пек чухне тӳрех салтаксем пирки шухăшлатпăр: вĕсене тата йывăртарах. Пире тав туса каланă ырă сăмах хавхалантарать, ывăннине манатпăр та çĕнĕ вăйпа ĕçлеме тытăнатпăр. Салтаксем пирĕнпе çыхăнăва тухаççĕ, çырма та, шăнкăравлама та май тупаççĕ. Акă пĕри видео ӳкерсе ячĕ: «Эпĕ штурмран килтĕм, вăй пĕтнĕччĕ. Сирĕн яшкана çирĕм те пĕтĕмпех иртсе кайрĕ, килте пулнă пекех туйăнчĕ. Тавах, хĕрсем», — тенине илтсен, çав куçсене курсан пĕтĕм ывăнни иртрĕ. Кăмăл япăх чухне эпир апат хатĕрлеместпĕр. Лайăх кăмăлпа кăна ĕçлетпĕр. Кашни харпăр хăй килĕнче фасовка тăватпăр. Тепĕр чухне пĕрле пухăнатпăр. Ун чухне вара тӳрех 2 пин порци хатĕрлетпĕр. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Похода çӳретпĕр, палаткăра çĕр каçма кăмăллатпăр»
Нумаях пулмасть Пушкăртстанри Ĕпхӳ хулинче «Ку — пирĕн çемьен» конкурсăн округри çурма финалĕ иртнĕ. Ăна Раççейри Çемье çулталăкĕнче РФ Президенчĕ пулăшнипе «Раççей — пур енлĕн аталанма пулăшакан çĕршыв» проектпа килĕшӳллĕн йĕркелеççĕ. Малтан конкурса хутшăнас кăмăллисем платформа сайтĕнче регистрациленнĕ. Унтан вĕсене тĕрлĕ ĕç пурнăçлама хушусем ярса панă. Федерацин Атăлçи округĕнчен 400 ытла çемье иккĕмĕш тура тухнă. Ĕпхӳре иртнĕ çурмафинала Чăваш Енри 14 çемье хутшăннă. Финала 78-ăшĕ тухнă. Вĕсен йышĕнче — Чăваш Енри 3 çемье: Пермяковсен, Павловсемпе Алексеевсем тата Алексеевсем. Эпир сире Павловсемпе Алексеевсен çемйипе паллаштарасшăн.
Класс ертӳçи хутшăнма сĕннĕ «Эпĕ 1988 çулта Шупашкар хулинче çуралнă. Шкул пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнче вĕрентĕм. Ĕç стажне Проект институтĕнчен пуçларăм. Паянхи кун та проектпа смета енĕпе ĕçлетĕп. 2011 çулта Каçал ен каччипе Николай Павловпа çемье çавăртăм, икĕ хĕр çитĕнтеретпĕр. Эпир чылай çемьерен нимĕнпе те уйрăлса тăмастпăр темелле. Çапах кашни çемьен — хăйĕн тĕнчи, хăйĕн йăли-йĕрки. Çак конкурса хутшăнса эпир хамăрăн йăласемпе паллаштарас терĕмĕр. Мĕншĕн пирĕн команда икĕ хушаматлă-ха? Павловсем: эпĕ, мăшăр Николай тата хĕрĕмĕрсем Кирăпа Карина. Алексеевсем — манăн аттепе анне: Эдуард Федорович, Елена Геннадьевна. Вĕсем пурнăçăн чылай пайне Шупашкарта ирттернĕ. Юлашки вăхăтра Мускавра тĕпленсе пурăнаççĕ. Хальхи вăхăтра çĕршывăн тĕп хулине кайса çӳресси тем мар вĕт. Çавăнпа конкурса хутшăнасси пирки каласан аслисем пĕрре те хирĕç пулмарĕç. Мĕншĕн тесен конкурсăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — виçĕ ăру хушшинчи çыхăнăва кăтартасси те. Анне ĕмĕр тăршшĕпех педагогра тăрăшнă, халĕ те ĕçлет. Шупашкарта пурăннă чухне «Çулталăкри вĕрентекен» конкурса та хутшăннăччĕ. Аттепе иксĕмĕр — инженерсем, мăшăр – технолог. Пĕр сăмахпа, пирĕн пек çемьесем Раççейре миллион. Çапах пирĕн пеккисем те конкурса хутшăнса хăйсене кăтартма пултарнине пĕлтерес килчĕ. Аттепе анне те, пирĕн ачасем те çынпа хутшăнма питĕ юратаççĕ. Çак проект пире тата çывăхлатрĕ. Пĕрремĕш турта çемьепе уявсене еплерех ирттернине видео ӳкерсе ямаллаччĕ. Конкурсĕ пĕлтĕр кĕркунне пуçланчĕ. Ун чухне мĕн тĕрлĕ кăна уяв пулмарĕ: Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ, Амăшĕн кунĕ, Çĕнĕ çул, Раштав… Видео ӳкерес тесе е эпир çемьепе Мускава кайрăмăр, е аттепе анне Шупашкара килчĕç. Пирĕн Шупашкартан инçе мар вырнаçнă ялта çурт пур. Дача тетпĕр ăна. Ăна атте хăй тунă. Унта нимĕн те акса-туса илместпĕр. Хăть хĕлле, хăть çулла пĕрле пухăнса канмалли вырăн вăл пирĕн. Хĕлле çемйипех йĕлтĕр сыратпăр, конькипе ярăнма каток çине каятпăр, çулла кашнин велосипед пур. Кашни тĕлпулу пирĕншĕн уяв. Чи малтан уяв сĕтелне мĕнле хатĕрленине ӳкерсе ярса патăмăр. Каярахпа кашни уява мĕнлерех ирттернине ӳкерме тытăнтăмăр. Пирĕн каçхине пурте киле пуçтарăнсан тĕрлĕ сĕтелçи вăййи выляс йăла пур. Çак тарана çитсе эпир унсăр пĕр кун та ирттермен пулĕ. Тата эпир «Крокодил» вăййа юрататпăр. Ку вăййа пурте хутшăнаççĕ. Унта пантомимăпа тĕрлĕ япалана, выльăх-чĕрлĕхе, çынсене сăнарлама юрать. Куракансен вара тупсăмне пĕлмелле. Çемьепе çул çӳреме питĕ юрататпăр. Иртнĕ Çĕнĕ çула Аслă Устюг хулинче кĕтсе илтĕмĕр. Çемьепе Вологда, Ярославль, Йошкар-Ола, Хусан хулисенче пултăмăр. Похода çӳретпĕр, палаткăра çĕр каçма юрататпăр. Анне хăйĕн пурнăçне кĕвĕ- çемĕпе çыхăнтарнă. Манăн кукамай Алевтина Варханова та музыкăна питĕ юратать. Вăл халăх хорĕнче нумай çул юрланă. Халĕ Шупашкар хулинче пурăнать, кĕçех 84 çул тултарать. Уяв кĕрекинче юрă пуçарса яраканĕ — кукамай. Пире хавхалантарса пыраканĕ те вăлах. Юрăсемсĕр уяв епле ирттĕр? Хĕрĕмĕрсем те кукамăшĕ пекех музыкăна юратаççĕ. Кира 5-мĕш класс пĕтерчĕ, Карина – 3-мĕш. Иккĕшĕ те ӳнер шкулне çӳреççĕ, спортпа та питĕ туслă, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Шăпах Каринăн класс ертӳçи пире çак конкурса хутшăнма сĕнчĕ. Эпир онлайн мелпе тăратнă ĕçсем çурмафинала тухнине пĕлсен питĕ савăнтăмăр. Пирĕншĕн мала тухасси мар, ытти çемьен ĕçĕсене курасси, çынсемпе паллашасси тĕп вырăнтаччĕ. Конкурса хатĕрленнĕ май нумай çĕннине вĕрентĕмĕр. Чи малтан вăл пире хамăрăн çемьери кашни çынна тата çывăхрах пĕлме пулăшрĕ, йывăрлăхра алă пама, кирлĕ вăхăтра каçарма, пĕр-пĕрне тата лайăхрах хаклама вĕренсе çитнине те палăртмалла. «Выртакан чул айне шыв юхса кĕмест. Малалла талпăнакан кăна инçе çула парăнтарайĕ», — çак девизпа пурăнать пирĕн çемье. Çапла мар-и-ха? Ялан пĕр вырăнта тапăртатса тăрсан ӳсĕмсем пулмĕç. Малаллах утмалла. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Çын шăппăн путать, пулăшу чĕнсе ĕлкĕреймест
Çăлавçăсем асăрхаттарса тăрсан та кăçал шывра инкек çине инкек пулчĕ. Статистика савăнтармасть: çак уйăх пуçламăшĕнче 11 çын путса вилнĕ, çав шутра — 3 ача.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура шыва кĕнĕ чухнехи хăрушсăрлăх мерисене вăйлатмаллине хытарсах каланă. Çав вăхăтрах вăл республикăри шыв объекчĕсенче çăлавçăсен службин ĕçне тĕрĕслеме хушнă, шыва кĕмелли вырăнсенче хушма мерăсем йышăнмаллине, хăрушсăрлăх ĕçне волонтерсене те явăçтармаллине палăртнă. Çулла пуçланчĕ кăна. Шывра вара ачасем те путрĕç. Çакна кура ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ ларăвĕнче 16 çултан кĕçĕнрех ачасене аслисемсĕр шыва кĕме чаракан мерăна ырланă. Ку — питĕ кирлĕ. 2021-2023 çулсенче Чăваш Енре 21 ача шывра путса вилнĕ. Инкек ан пултăр тесе МЧС ĕçченĕсем тăтăшах рейдсем ирттереççĕ. Хальхинче вĕсемпе пĕрле эпир те, журналистсем, çула тухрăмăр. Атăлта кимĕпе ярăнакан чылай. Рейд вăхăтĕнче тĕрĕслекенсем темиçе катера тата квадроцикла чарчĕç. Çăлавçăсем водитель прави пуррипе çуккине, катерсемпе квадроциклсем техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнипе тухманнине, çăлав жилечĕсем çителĕклĕ пулнине тĕрĕслерĕç. Çакă савăнтарать: шыв мотоциклĕпе ярăнакансен хушшинче йĕркене пăсакансем çултан-çул сахалланаççĕ. «Чăваш Республики юхан шывсемпе, пĕвесемпе тата кӳлĕсемпе пуян. Эпир патрульсене тухнисĕр пуçне ачасене шыв çинче хăйсене мĕнле тытмаллине аса илтеретпĕр. Республикăри пĕтĕм шкулпа çыхăнса ĕçлетпĕр. Çавăн пекех лагерьсенче, университетсенче, колледж-техникумра шыв çинчи хăрушсăрлăх енĕпе занятисем ирттеретпĕр. Аслисемпе вара предприяти-организацире тĕл пулатпăр. Çавăн пекех эпир çулсеренех «Ишме вĕрен» акци йĕркелетпĕр. Шăпăрлансене ишме пĕлни кирлĕ пулнине ăнлантаратпăр», — пĕлтерчĕ РФ МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн ГИМС центрĕнче вăй хуракан Сергей Аршинов. Çăлавçăсем Шупашкарти Тĕп, Афанасьев, Çĕнĕ сала пляжĕсене тата Атăл леш енне çитсе килчĕç, шыв хĕрринче канакансене асăрхануллă пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕç, буклетсем валеçрĕç. Хăрушсăрлăх йĕрки ансат: ятарласа хатĕрленĕ вырăнти буйкăсенчен шаларах иртмелле мар, ӳсĕр чухне шыва кĕме юрамасть, аслисен ачасене куçран вĕçертмелле мар. Çаксене пăхăнмасан инкек сиксе тухасси те инçех мар. РФ МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пай ертӳçи Герман Майков пляжра канакансене ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче çеç шыва кĕме юранине ăнлантарчĕ. «Кăçал республикăра 10 пляж хатĕрленĕ, унсăр пуçне округсенче 138 вырăн пур», — пĕлтерчĕ вăл. Çулла малалла пырать, шăрăх кунсем сахал мар пулĕç. Çуллахи кунсем лăпкă та савăнăçлă иртсе кайччăр тесен специалистсен сĕнĕвĕсене асрах тытмалла, кашни çын шыв хĕрринче тимлĕ пулмалла. «Шăрăх кунра çыран хĕррине çитсен чи малтанах тарланă кĕлеткене шыв температурине майĕпен хăнăхтармалла, тӳрех шыва чăмма васкамалла мар», — асăрхаттарчĕ Герман Майков. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра шыв çинче 14 инкек пулнă, 13 çын путса вилнĕ. Иккĕшне çăлса хăварма пултарнă. Маларах каларăм ĕнтĕ: 11-шĕ — ку уйăхра. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, ку кăтарту 33,3% пысăкрах. Инкексен сăлтавĕ тĕрлĕрен: ятарласа хатĕрлемен вырăнта шыва кĕнĕ, ӳсĕр чухне шыва чăмнă... Ачасем вара ытларах чухне ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлсан шывра путаççĕ. Пĕр тĕслĕхех илер. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕмĕрлĕре тата Çĕрпӳ тăрăхĕнче икĕ арçын путса вилнĕ. Вĕсем юраман вырăнта ӳсĕрле шыва чăмнă. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Атте ячĕпе музей уçас тесе тăрăшатăп»
Пурнăç мана интереслĕ ентешпе паллаштарчĕ. Анатолий ПАВЛОВ Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче кун çути курнă. Вăл — отставкăри полковник, Мускаври чăвашсен «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен пĕрлешĕвĕн хастарĕ. Унпа чуна уçса калаçас тесе Мускав облаçĕнчи Чехов хулине çитрĕм.
Ашшĕ — Герой
— Анатолий Николаевич, сирĕн пата ятарласа хăнана килтĕм. Халь ав сирĕн пӳлĕмре ăшшăн калаçса ларатпăр. Стенаран аçăрăн Николай Павловăн сăн ӳкерчĕкĕ çакăнса тăрать... Кăкăрĕ çинче — чылай медальпе орден. Сирĕншĕн вăл яланах тĕслĕх пулнă. Мĕнлерех çынччĕ вăл?
— Атте çав тери сăпайлă, ĕçчен, çав вăхăтрах çирĕп кăмăллăччĕ, мухтанма юратмастчĕ. Ача чухнех вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен каласа панине итлеме юрататтăм. Анчах хăйĕн пирки мар, ытларах пĕрле çапăçнă юлташĕсем, ирĕке кăларнă хуласем çинчен каласа паратчĕ. Вăл 19 çултах вăрçă хирне кĕнĕ, Берлина çитнĕ, тăван тăрăха çĕршывăн чи пысăк наградипе таврăннă. Эпир аттепе пĕр кунра çуралнă. Вăл 1922 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче кун çути курнă. Вăрçă хыççăн унăн пурнăçĕ тăван ялĕпе, Слакпуçпа, çыхăннă. Фронтран таврăнсан вăл Константин Иванов музейĕн директорĕнче, нумай çул ял канашĕн председателĕнче ĕçленĕ, пĕр вăхăт вăрманçăра вăй хунă. Юлашки çулĕсенче шкулта физкультура учителĕнче, военрукра ĕçлерĕ. Хăюллă артиллеристăн вăрçăра хăрушă çапăçусенче вилĕмпе куçа-куçăн нумай хут тăма тивнĕ. Пĕр çапăçу уйрăмах ĕмĕрлĕхех унăн асĕнче юлнă. 1943 çулхи раштав уйăхĕнче Беларуçа фашистсенчен ирĕке кăларассишĕн хаяр çапăçусем пынă. Атте артиллери оруди командирĕ пулнă. Вĕсен ушкăнĕ Гомель облаçĕнчи Дуброва ялĕнчи хаяр çапăçăва кĕнĕ. Фашистсен танкĕсем малалла ыткăннă, çĕр çуннă. Аттесен ушкăнĕ çак тамăкра 5 танка тĕп тунă. 1800 совет салтакĕнчен 62-шĕ çеç чĕрĕ юлнă. Çав шутра — манăн атте те. Йывăр аманса тăнсăр пулнăскере фашистсем вилнĕ тесе шутланă ахăртнех. Çĕрле вăл тăна кĕнĕ, юнашар хăйĕн арканнă пушки, юлташĕсен виллисем выртнă... Атте 8 талăкран хамăрăннисем патне çитнĕ. Ку çапăçу хыççăн аттепе Тураев наводчике Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Узбек ачипе атте пĕрремĕш кунранах туслашнă. Атте Берлина, Варшавăна ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă, ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе икĕ хутчен чысланă, I тата II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсене панă. «Паттăрлăхшăн» медале вăл 19 çулта чухнех тивĕçнĕ. Вăл киле1946 çулта таврăннă. Фронтран килсен аннепе паллашнă. Ун чухне 18 çулти хĕр ялта медсестрара ĕçленĕ. Вăл та — Пелепей районĕнчен, Илккел ятлă чăваш ялĕнчен. Çулталăкран вĕсем çемье çавăрнă. 1948 çулта аппа Светлана кун çути курнă. Атте Константин Иванов музейĕн директорĕнче ĕçленĕ чухне çамрăк çемье унтах пурăннă, аппа çуралсанах пĕр вăхăт поэт кравачĕ çинче çывăрнă тетчĕç. Виçĕ çултан аттене ял канашĕн председательне лартнă, вĕсем çĕнĕ çурт çавăрнă. Унтан аппасем Альăпа Люда çуралнă. Эпĕ вара — питĕ кĕтнĕ ывăл, тăваттăмĕш ача. Ман хыçран йăмăкпа шăллăм, Вальăпа Юра, ӳсрĕç. Эпĕ 6 çул тултарсан аттепе анне çĕнĕ çурт, Нарспи çăл куçĕпе юнашар, лартрĕç. Унта пурăнма куçнине хальхи пек астăватăп. Аттен 100 çулхи юбилейĕ тĕлне, 2022 çулхи çурлан 25-мĕшĕнче, тăван кил вырăнĕнче Мухтав паркне тата аттен палăкне уçрăмăр. Пĕтĕм ял пухăнчĕ, Мускавран, Ĕпхӳрен, Чĕмпĕртен сумлă хăнасем килчĕç.
— Константин Иванова пула сирĕн ял Слакпуç ялĕ тĕнчипе палăрнă. Аçăр та музей ертӳçинче поэзи асамлăхĕпе тулса ĕçленĕ пулĕ.
— Тĕрĕсех. Атте паллă сăвăçа астăвакан çынсене лайăх пĕлнĕ. Вăрçă хыççăн ялта Иванова астăвакансем пурăннă-ха та. Атте Ухсай Яккăвĕпе те питĕ туслă пулнă. Вăл вăрçăран капитан званийĕпе таврăннă. Аттерен 11 çул аслăрахскер каярахпа Шупашкара пурăнма куçнă. Яла килсен кашнинчех тĕл пулса нумайччен калаçса ларатчĕç. Ялта икĕ чаплă сăвăç ячĕпе музейсем пур. Манăн çутă ĕмĕт — Мухтав паркĕнче, атте палăкĕ çумĕнче, музей уçасси. Вăл — Совет Союзĕн Геройĕ, унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр юлмалла. Музей проекчĕ пур, кăшкарне тимĕртен туса лартнă. Пĕрремĕш хутра атте ячĕпе музей пулĕ. Унпа çыхăннă мĕн пур материал хальлĕхе килте упранать. Иккĕмĕш хутĕнче Слакпуç ялĕнчи ветерансен паттăрлăхне халалланă стендсем пулĕç. Укçа-тенкĕпе никам та пулăшманнине пула музей-пирамидăна уçаймарăмăр-ха хальлĕхе. Хам пухнă укçана, 1 миллион ытла тенке, Мухтав паркне уçма тăкакларăм. Шăллăмпа Юрăпа аттерен тĕслĕх илсе çар офицерĕн профессине суйларăмăр.
— Çакна ăнлантăм: сирĕн çар çынни пулас ĕмĕт шкултах çирĕпленнĕ…
— Ун чухне 9-мĕш класра ăс пухаттăм. 8-мĕш класс хыççăн агроном пулас шутпа Пелепейри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕтĕм. Анчах атте каялла киле тавăрчĕ. Вăтам пĕлӳ илмеллех тесе çине тăчĕ. Халь уншăн ăна тав тăватăп. Ун чух ялта икĕ çар çынниччĕ. Степанов капитан шкула тĕлпулăва килчĕ, офицер профессийĕ çинчен хавхаланса каласа пачĕ. Аттестат илсен Чĕмпĕрти танк çар училищине çул тытрăм. Эпĕ кая юлса çитнĕ иккен, ыттисем пĕр экзамен тытма ĕлкĕрнĕ. Кăмăл хуçăлчĕ. Киле таврăнсан аттене: «Çар училищине каймастăп», — терĕм. Атте пурпĕрех çине тăчĕ. Çурла уйăхĕнче Саратов облаçĕнчи Вольск хулинчи тыл çар училищине кайма çар комиссариатĕнчен направлени пачĕç. 20 çамрăк кайрăмăр. Экзаменсене лайăх тытса курсант пулса тăтăм. Çапла çар пурнăçĕ пуçланчĕ, киле те ямарĕç, çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче присяга тытрăмăр. Училищĕрен вĕренсе тухсан Горький хулине службăна ячĕç. Унта 7 çул пултăм. Малтанхи çулсенче çăмăл марччĕ. 1980 çулта капитан званипе Германие ракета бригадине куçарчĕç, унта 2 çул службăра пултăм. Майор должноçĕпе Германири совет çарĕн тĕп госпиталĕнче службăна малалла тăсрăм. 2 çултан подполковник должноçĕпе Магдебург хулине куçарчĕç. Унта ывăлăм çут тĕнчене килчĕ. Германире 5 çул службăра тăнă хыççăн Ленинградри Хрулев ячĕллĕ тылпа транспорт çар академине вĕренме ячĕç. Ăна пĕтернĕ хыççăн Мускав облаçĕнчи Чехов хулинчи çар чаçне килтĕм. 1991 çулта полковник званине пачĕç. 1999 çулта генерал должноçĕпе тивĕçлĕ канăва тухрăм.
— Тивĕçлĕ канăва тухсан вăй питти арçыннăн, паллах, татах ĕçлес килет.
— Мана Чехов хулинчи фирмăна генеральнăй директорта ĕçлеме чĕнчĕç. Тип çу сутма пуçларăмăр. Украинăран цистернăсемпе илсе килеттĕмĕр, уйрăм савăта ярса сутаттăмăр. Тăванла çĕршывпа хутшăнусем татăлсан ку ĕçе пăрахрăм та Мускаври станоксем тăвакан завод поликлиникине генеральнăй директорта ĕçлеме вырнаçрăм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем, çĕршывра лару-тăру çăмăл мар. Заводпа пĕрле поликлиникăна та хупрĕç. Кафе уçрăм, ун валли çурт арендăна илтĕм. Шел те, ăна конкурентсем çунтарса ячĕç. Пурнăçра темĕн те курма тиврĕ, пурпĕр пуç усмарăм. Лăпкă пурăнма юратмастăп. Мускаври «Мослифт» предприятие ĕçе кĕтĕм, хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен инженер пултăм. Кайран тĕрлĕ çĕрте тăрăшрăм. Юлашки çулсенче килте ларма юрататăп темелле. Атте ячĕпе музей уçас тесе тăрăшатăп халĕ. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Аннӳ санăн чĕрӳнте, асунта пултăр»
«Ашшĕсĕр ача — çурма тăлăх, амăшĕсĕр — хăр тăлăх», — тесе ахальтен каламан ваттисем. Шупашкар округĕнчи Çĕньялти Егорпа Миша питĕ ир амăшĕн хӳттисĕр юлнă. Ачасен ашшĕсем вĕсемпе хутшăнман, интересленмен. Кукамăшĕ Татьяна Коробко хăйĕн тăван тĕпренчĕкĕсене никама та парас килменнипе вĕсене хăех опекăна илнĕ.
Яланах юнашар
Амăшĕ пуçне йывăр суранлатнă хыççăн тăна кĕмесĕрех пурнăçран уйрăлнă. Çамрăк пулнă вăл. Кукамăшĕ май килнĕ таран мăнукĕсене хăйĕн ăшшине панă. Хуйхă курнă ачасем амăшĕ çуккине ытлах ан туйччăр тесе яланах юнашар пулма тăрăшнă. Миша амăшĕсĕр — 17-ре, Егор 10 çулта тăрса юлнă. «Эпĕ вĕсене итлеме тăрăшнă, шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ, тĕрĕс çул çине тăма пулăшнă. Пĕрле канашланă. Паллах, йывăр пулнă. Вĕсене хуйха путма парас мар тесе алсиш-нуски çыхтараттăм, вăрмана кăмпа-çырла татма илсе çӳреттĕм. Чунри ыратăва кăшкăрса кăларма чармастăм. Çапла кăшт та пулин лăпланасса шанаттăм. Унтанпа 7 çул та иртрĕ», — чунне уçрĕ сăпайлă хĕрарăм. Паллах, Татьяна Михайловна та хĕрне çухатнăшăн хуйхăрнă. Анчах вăл шăлне çыртса чăтнă, хуйха кĕрсе ӳксен мăнукĕсем унăн пулăшăвĕсĕр пурăнайманнине ăнланнă. Арçын ачасене ӳстерме çăмăл мар вĕт, вĕсене салтака ăсатса кĕтсе илмелле. Егор амăшĕ пурнăçран уйрăлнине питĕ йывăррăн йышăннă, стресс пулнипе калаçма та пăрахнă. Кукамăшĕ тĕрлĕ майпа унăн кăмăлне çавăрма, кашни утăмра тенĕ пек юнашар пулма тăрăшнă. Арçын ача кукамăшне «анне» тесе чĕнни те пулнă, анчах хĕрарăм ăна сăпайлăн çапла ăнлантарнă: «Эпĕ санăн аннӳ мар, кукамайу. Аннӳ санăн чĕрӳнте, асунта пултăр». Вăл вулатчĕ, задачăсем шутлатчĕ, анчах кăмăлĕ пĕрмай пусăрăнчăкчĕ, калаçмастчĕ. Çавна пулах шкулта ачасем валли ал ĕç кружокне йĕркелерĕм, çыхмашкăн вĕрентме пуçларăм. Егора ан кӳрентерччĕр тесе сăнаттăм. Майĕпен ача амăшĕ çуккине хăнăхса пычĕ. 9-мĕш класран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрĕ, — мăнукĕсемшĕн хĕпĕртенине пытармарĕ Татьяна Михайловна. — Çемьери пысăк хуйхă йĕрсĕр иртмест паллах. Йывăр вăхăтра Егора пĕрле вĕренекен юлташĕсемпе ытларах хутшăнтарма тăрăшаттăм. Шкултан таврăннă хыççăн тантăшĕсемпе стадиона футболла выляма çӳреме пуçларĕ. Вĕсем каç пуличченех тупăшатчĕç. Егора ялти клубра тĕрлĕ уява ертсе пыма шанатчĕç, сăвăсем те вулатчĕ. Пĕрре сывлăха çирĕплетмелли санаторие кайсан вăл юратнă шкулĕшĕн питĕ тунсăхларĕ. Кайран ăна пĕтĕм класс «Таврăннă ятпа, Егор!» плакатпа кĕтсе илчĕ. Егор амăшĕ вилнĕ хыççăн чĕмсĕрленчĕ пулин те тантăшĕсем ун патне туртăнатчĕç». Егор кăçал 17 çул тултарать. Вăл Шупашкарти электромеханика колледжĕнче ăс пухать. Вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пырать, стипенди илсе тăрать. Пушă вăхăтра тăван шкулне волейболла выляма çӳрет. Лаша спорчĕпе те кăсăкланать. Ирхине тăрсанах вăл Çĕньялти шкул тавра 5 çаврăм чупмасăр колледжа çул тытмасть. Çакна ăна кукамăшĕ хăнăхтарнă. Унăн та 18 çул тултарсан салтак аттине тăхăнма вăхăт çитет-çке-ха, çавăнпа ӳт-пĕве пиçĕхтермелле. «Егор укçа пуçтарса хăйĕн валли компьютер туянчĕ. Пĕлтĕр çуллахи каникулта кану базинче лаша витинче ĕçлерĕ. Хĕллехи вăхăтра та, чĕнсе илсен, пулăшма кайса килкелерĕ. Çулла экзаменсене ăнăçлă тытсан ăна унта каллех ĕçлеме чĕнеççĕ», — каласа кăтартрĕ кукамăшĕ. Асли Миша халĕ 24 çулта ĕнтĕ, тĕп хулара тĕпленнĕ, Шупашкарти коопераци институтĕнче куçăн мар майпа вĕренет. Салтакран таврăнсан вăл пĕр организацие автомобильсем сутакан менеджера вырнаçнă. Миша хĕсметрен пĕлтĕр таврăннă, тӳрех авланнă. Кĕçех çамрăксем кукамăшне кĕçĕн мăнукпа савăнтарĕç. Мишăпа мăшăрĕ «Çамрăк çемье» программăпа килĕшӳллĕн хваттер илмешкĕн черете тăнă. Вĕсем ура çине çирĕп тăрассишĕн тăрăшаççĕ. Мишăпа Егорăн йăмăк пур. Аня кăçал 11 çул тултарать. Вăл амăшĕ пурнăçран уйрăлнă чухне 3 çулта пулнă. Аня ашшĕпе Саратов хулинче пурăнать. Вĕсен хушшинче çĕр-çĕр çухрăм пулсан та çывăх çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнма пăрахмаççĕ. Мăнукĕсен ырă пуласлăхĕшĕн тăрăшать «Мăнуксемпе мăнаçланатăп. Мана вĕсем питĕ хĕрхенеççĕ. «Мĕн те пулин туса пулăшмалла мар-и?» — тесе ыйтсах тăраççĕ. Миша яланах хăнана киличчен шăнкăравлать, çула май лавккаран мĕн туянмаллипе кăсăкланать. Эпĕ вĕсене ачаранах ĕçе хăнăхтарнă. Пĕчĕкрех чухне хĕлле йĕлтĕрпе ярăнаттăмăр, çулла вăрмана çӳреттĕмĕр», — каласа пачĕ Татьяна Михайловна. Кукамăшĕ мăнукĕсене спортпа туслаштарма тăрăшнă, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтарнă, сиенлĕ йăласемпе ан туслашчăр тесе вĕрентнĕ. Татьяна Михайловнăн ватăлма юрамасть — мăнукĕсене курса савăнмалла унăн, вĕсен ырă пуласлăхĕшĕн тăрăшмалла, çавăнпа чунпа çамрăк пулнине палăртрĕ. Вăл ĕçсĕр ларма юратмасть, яланах мĕнпе те пулсан аппаланма тăрăшать, тĕрлĕ пуçарăва хутшăнать. «Егор кадет класĕнче вĕреннĕ чухне эпир ачасене, учительсене çуралнă кунпа саламлаттăмăр. Колледжра та эпир çакна ырă йăлана кĕртрĕмĕр. Егор пĕр курсра вĕренекенсен списокне хатĕрлерĕ. Камăн çуралнă кун çитет — кашнинех саламлатпăр. «Пирĕн патра кун пекки нихăçан та пулман», — тав тунăччĕ пĕрре вĕсен ушкăн кураторĕ Вероника Петровна. Эпĕ урăхла пултараймастăп. Хам та ĕçлетĕп, ыттисене те ĕçе явăçтарма тăрăшатăп»,— пĕлтерчĕ Татьяна Михайловна. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Атте, илсе кай мана кунтан!»
Пĕчĕк Славик Владимир Леонидовича курсанах ыталанă
Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Пĕчĕк Этмен ялĕнче пурăнакан Владимирпа Алена Богатеевсем виçĕ хĕр çуратнă. Вĕсен арçын ача та ӳстерес килнĕ. Опекăна илесси пирки чи малтан Алена Ивановна шухăшланă. Кун пирки мăшăрне каланă, вăл та хирĕç пулман. Çапла вĕсем ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă 4 арçын ачана çемьене илнĕ. Йывăрлăхне сахал мар курма тивнĕ вĕсен, анчах йăлтах парăнтарнă — паянхи кун пысăк çемье туслă, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнать.
Виçĕ хĕр Владимирпа Алена пĕр шкулта вĕреннĕ. Аленăн амăшĕ клубра киномеханикре ĕçленĕ. Хĕрĕ ăна пулăшма çӳренĕ, билет сутнă. Çавăн чухне куç хывнă та каччă Аленăна. Хĕр 11-мĕш класс пĕтерсен Шупашкарти кулинари училищине вĕренме кайнă. Çав тапхăрта вĕсем туслăха татман, хĕрпе каччă пек çӳренĕ. Пулас хунямăшĕ те ĕçчен те сăпайлă хĕре вĕçертес темен ахăртнех — Аленăна диплом илсенех, раштав уйăхĕнче, хăйсен колхозне вăйпах тенĕ пек повара ĕçлеме чĕннĕ. Юлия Александровна хăй унта агроном пулнă, Владимир трактористра тăрăшнă. Кăрлач уйăхĕнче хĕрпе каччă хут уйăрттарнă, пуш уйăхĕнче пĕтĕм тăванне кĕрекене пухса савăннă. Алена Ивановна хунямăшĕпе 18 çул пурăнса ун пирки пĕр сивĕ сăмах та каламасть. «Мана юрататчĕ, хĕрĕ вырăнĕнчех усрарĕ. Хăйĕн икĕ ывăлччĕ, тепри ун чухне аякра пурăнатчĕ», — терĕ Алена Ивановна. Богатеевсен аслă хĕрĕсем Светăпа Олеся Шупашкарти медколледжра вĕреннĕ. Халĕ хăйсен профессийĕпех медсестрара ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ те çемье çавăрнă, тĕп хулара тĕпленнĕ. Кĕçĕнни Юлиана килтех-ха, кăçал 10-мĕш класс пĕтернĕ. Утма та пĕлмен Ун чухне Алена Ивановна 37 çулта пулнă, текех ача çуратасси пирки шухăшламан. «Тен, сан валли юлташ кирлĕ? Арçын ача шырама пуçлар мар-и?» — ача опека илме сĕннĕ вăл упăшкине. Мăшăрĕ те çак шухăшпа хавхаланнă. Кун хыççăнах вĕсем опекăпа попечительлĕх органĕсенче ĕçлекенсемпе курса калаçнă, Богатеевсене документсем хатĕрлеме хушнă. «Документсене пуçтарсан арçын ача шырама пуçларăмăр. Пире малтан Вăрмарти реабилитаци центрне ячĕç. Эпĕ, упăшка тата аслă хĕрĕмĕр Света кайрăмăр. Пирĕн валли арçын ачана, Данила, пăхса хунăччĕ. Ун валли парнесем илтĕмĕр. Кĕтĕмĕр те — урăх арçын ача, Славик, чупса тухрĕ. «Атте, илсе кай мана кунтан!» — тесе ыталарĕ Вовăна. Упăшка куççульленчĕ те чăтайманнипе урама тухса кайрĕ. Эпир тепĕр арçын ача патне килнĕ вĕт-ха. Мĕнле пулмалла? «Анне, мĕн тăвăпăр халь?» — çухалса кайрĕ Света та. Славик пире килĕшрĕ. Анчах вĕсем — тăватă пĕртăван, пĕр-пĕринчен уйăрмассине каларĕç. Икĕ кунран опекăран шăнкăравларĕç те ачасене уйăрма йышăннине пĕлтерчĕç, тăватă уйăх кĕтме хушрĕç. Килĕшрĕмĕр. Тăватă пĕртăванран асли ун чухне шкултан вĕренсе тухатчĕ ĕнтĕ, иккĕмĕшне интерната яма, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшне, Славикпе Максима, çемьене вырнаçтарма палăртнă. Кĕтнĕ вăхăтра кӳршĕ ялти çемье арçын ача шырани пирки пĕлтерчĕç. Вĕсемпе тĕл пулса калаçрăм. Çапла вĕсем — Максим патне, эпир Славик патне çӳрерĕмĕр. Тăватă уйăхран Славике илсе килтĕмĕр. Ун чухне вăл 5 çултаччĕ, садике ятăмăр. Максима кӳршĕ ялти çав çемье илчĕ. Пурăнсан-пурăнсан хамăр округри опекăпа попечительлĕх секторĕн пуçлăхĕ Алевтина Дадюкова шăнкăравларĕ, «Çĕмĕрлере ача пур. Ашшĕ вилнĕ, амăшĕ ывăлне ача çуртне парасшăн. Тен, кайса пăхатăр?» — терĕ. Тӳрех хурав памарăм, мăшăрпа канашларăм. Вова ун чухне чирленĕччĕ те больницăра выртатчĕ. Хирĕç пулмарĕ. Çĕмĕрлене Алевтина Николаевнăпа пĕрле кайрăмăр, Кирилпа курса калаçрăмăр. Ăна унта хăвармарăмăр, çав кунах вăхăтлăх опека туса киле илсе килтĕмĕр. Ăна упăшкана кайса кăтартрăм. Кирилл ун чухне 1-мĕш класа каймалли ачаччĕ. Киле çитрĕмĕр те — 6-ри ача йĕркеллĕ утма та пĕлмест иккен. Мунчара çăвăнтартăм. Кирилл Юлианăпа, Славикпе пĕр çулхи, вĕсемпе пĕр класра вĕренмеллеччĕ. Тепĕр кунхине шкула ямалла тесе ăна Хĕрлĕ Чутая комиссие илсе кайрăм. «Мĕншĕн ытти ача чупать, эпĕ вара чупаймастăп?» — тенĕ Кирилл хамăн аннене. Çав çул шкула яраймарăмăр, садике çӳрерĕ. Çулталăкран чăвашла та калаçма тытăнчĕ. Садикри воспитательсемпе пĕрле тăрăшса ачана пĕр çулта ура çине тăратрăмăр. Тепĕр çулхине шкула ярас тесе каллех комиссие кайрăмăр. 23 ача хушшинче Кирилл чи пысăк балл илчĕ. Кăçал 9-мĕш класс пĕтерчĕ. Чăваш чĕлхи экзаменне «пиллĕклĕх» тытрĕ. Паян та ав: «Вырăс чĕлхипе «4» илтĕм. Атте ăçта?» — тесе чупса кĕчĕ пӳрте. Кирилл шкулта лайăх ĕлкĕрсе пырать, ударник. Тăван амăшĕ ăна çулталăкра чухне хăварнă. Кайран ачана Çĕмĕрлери çемье хӳтте илнĕ. Тăван мар ашшĕ ăна питĕ хытă юратнă тет. Анчах Мускавран ĕçлесе таврăннă чухне вăл аварире вилнĕ. Кун хыççăн тăван мар амăшĕ Кирила пăхма хирĕçленĕ. Çапла вăл пирĕн пата лекрĕ», — каласа кăтартрĕ ырă чунлă Алена Ивановна. <...>
Юлия ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...