Çамрăксен хаçачĕ 22 (6523) № 13.06.2024
Ачасем çине пăхсан ывăнни иртет
Çĕнĕ Шăмăршăра тĕлĕнмелле интереслĕ те хастар, питĕ ĕçчен çемье пурăнать. Унта 4 ача ырă курса ÿсет. Çемье хăйсен хуçалăхĕнче кайăк-кĕшĕк ферми уçнă. Унта павлинсемпе страссем те тытаççĕ.
Хĕрача ӳстерес килнĕ
Марина Васильева Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи чăваш ялĕнче, Хула Çырминче, çуралнă. «Манăн професси нумай. Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ — райпо лавкки. Сутма çавăнтан вĕрентĕм. Кайран та ку ăсталăх питĕ кирлĕ пулчĕ. Эпĕ район центрĕнче Çĕпрелте кукамайпа кукаçи патĕнче пурăнаттăм. Çавăнти культура çуртĕнче 5 çула яхăн ĕçлерĕм. Çав вăхăтра Шупашкара вĕренме килтĕм, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна чăваш филологийĕпе культурологи факультетне кĕтĕм. Эпĕ çемьери — аслă хĕр. Аттепе аннен 8 ача пулнăран мана вĕрентсе кăларма çăмăлах марччĕ те куçăн мар майпа пĕлӳ пухрăм. Юрлама юратнăран эстрада уйрăмĕнче вĕрентĕм. Клубра эпĕ пĕртен-пĕр чăвашчĕ, ыттисем — тутарсемччĕ. Кашни концерта чăвашла, вырăсла, тутарла ертсе пыраттăмăр. Шкулта педагог-организаторта та ĕçлесе куртăм. Эпĕ хула çынни мар. Сессие килсен 1-2 кунранах шăв-шава пула пуç ыратма тытăнатчĕ. Сывлăш çитмест мана унта. Хулара пурăнакан хĕрсене калаттăм: «Эх эсир… Кунта пахчана тухса сухан та татса çиейместĕр». Ялта епле аван! Кофе вĕрететĕп те пахчана тухса ĕçетĕп. Патшалăх экзаменĕ панă кун Шупашкартан яла кайма тухрăм. Каç пулса кайрĕ. Эпĕ ун чухне культура çуртĕнче ĕçлеттĕм. Тепĕр кун Акатуйччĕ, унта хутшăнмашкăн темле пулсан та çитмеллеччĕ. Çула май каякан машинăна лартăм. Çавăн чухне пулас мăшăрпа паллашрăм, Рудольфпа çул тăршшĕпе калаçса кайрăмăр. Эпĕ 24 çул тултарманччĕ, вăл 35-рискерччĕ, Карапай Шăмăршăран. Кайран ман пата çӳреме тытăнчĕ. Кунне темиçе те пырса каятчĕ, ялан çумраччĕ. Халĕ эпир 16 çул пĕрле. Икĕ ывăл çуралнă хыççăн 3-мĕшне хĕр кĕтрĕмĕр. Кĕç-вĕç çуралмаллаччĕ, анчах ăна алла тытса кураймарăмăр. Хырăмра 9-мĕш уйăхра чухне пепке вилчĕ. Хĕрача пăхас килнĕрен пĕр-пĕр тăлăха хамăр пата илсе ашшĕ-амăшĕн ăшшине парнелеме шухăшларăмăр. Документсем хатĕрлеме тытăнтăмăр, усрава илекен ашшĕамăшĕсен шкулне Канаша вĕренме çӳрерĕм. Кĕçех тепĕр хутчен çие юлсан та ку шухăша пăрахăçламарăм. Шăп та лăп çулталăкран Турă тепĕр ывăл пачĕ. Пĕтĕмпех хатĕрччĕ, анчах усрава илмелли ача пулмарĕ — черет кĕтмеллеччĕ. Пĕр кунхине опекăпа попечительлĕх пайĕнчен шăнкăравларĕç. Пирĕн ялти 20-ри хĕрарăмăн ачине приюта ăсатнă-мĕн. Вăл ĕçке ернипе тĕпренчĕкне пăхман, пепке 9 уйăх ача çуртĕнче пурăннă. Çав хĕрарăм анне енчен 3-мĕш сыпăкри тăван лекет. Вара пепке патне çӳреме тытăнтăмăр. Ăна Хусанти çемье те хăйсем патне илсе кайма пăхса хунă иккен. Эпĕ тăванĕ пулнипе мана пачĕç. Çапла вара 3-ри Ксюшăна илсе килтĕмĕр. Ывăлсене кура вăл мана тӳрех «мама» теме тытăнчĕ. Малтанах хăратчĕ, ютшăнатчĕ. Йывăрлăхсем пулчĕç. Кăштах вăхăт иртсен пĕтĕмпех йĕркене кĕчĕ. Шкула кайма тытăнсан ача уçăлчĕ», — каласа пачĕ Марина Александровна. Алăра ӳстернĕ Марина пĕр вăхăт паллă брендăн косметикине сутнă. Ку бизнесăн хăйĕн кăткăслăхĕ пулнă, пĕрмай тухса çӳреме тивнĕ. Ачасем валли вăхăт ытларах уйăрас тесе ĕçе пăрахăçлама шухăшланă вăл. Мĕнпе тупăш тумалли пирки чылай пуç ватнă нумай ачаллă амăшĕ. Интернетра Забайкалье крайĕнче пурăнакан, инкубаторпа чĕпĕсем кăларакан блогера пăхса ларнă хыççăн тăрук пуçне шухăш пырса кĕнĕ: «Çурçĕрте чĕпĕсем ĕрчетеççĕ те эпĕ мĕншĕн пултараймастăп?» Чăх мар, кăркка чĕппи кăларассипе ĕçлеме тытăннă вăл. Какайĕ те усăллăрах, диета ашĕ шутланать. Çав вăхăтрах йӳнĕ те мар. Сутаймасран хăранă паллах. Косметикăпа ĕçленĕ чухнех телеграмра хăйĕн каналне тытса пынă та çавă ăна бизнеса аталантарма питĕ пулăшнă. Ун чухне Маринăн 200 ытларах подписчик пулнă, халĕ вĕсен шучĕ 800-тен иртрĕ. Казахстанран, Беларуçран, Раççейĕн кашни регионĕнчен çырăннисем пур. «Семейная ферма. Инкубируем сами» каналта Марина Васильева ял пурнăçĕ, хăйсен ферми, çемйи пирки сăн ӳкерчĕксемпе видеосем вырнаçтарать. «Ĕç пуçарма, халăха усă кӳме хăрамалла мар. Хĕрарăм пĕтĕмпех пултарать. Хытă тăрăшсан, çывăх çынсем пулăшсан кирек епле ĕç те ăнăçу кӳрет», — тесе шухăшлать Марина. Вĕсен ферминче цесаркăсем, путенесем, 10 тĕрлĕ ăратлă чăх, экзотика кайăкĕсем те пур. Çулталăкра 600 ытла кăркка чĕппи кăлараççĕ вĕсем. Таврашра пурăнакансем вĕсенчен хаваспах экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие те, чĕпĕсене те туянаççĕ. Кайăк кăвакал тата мулард кăвакалĕсен çăмартисене те инкубатора хураççĕ. Хуçалăхра — 4 павлин, 3-шĕ — аçа. Утă уйăхĕнче вĕсем çулталăк тултараççĕ. Экзотика кайăкĕсене туянас текенсем пур-мĕн. Анчах пĕрремĕш хутчен хăйсем инкубаторта кăларнăскерсене сутмаççĕ. Чĕпĕсем чирленĕ чухне алăра йăтса çӳресе ӳстернĕ. Хуçисене хăнăхнă вĕсем. Тепĕр иккĕшне, аçипе амине, Канаш округĕнчен туяннă. Ами çăмарта тума тытăннă ĕнтĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Эпĕ яланах хитре кĕлетке çинчен ĕмĕтленнĕ»
Мария Филиппова И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн экономика факультетĕнче вĕренет. Спортпа вăл ачаранпах туслă, бодибилдинг вара уншăн çĕнĕ чĕнӳ пулса тăнă. Çине тăрса тренировкăсем туни — акă унăн çитĕнĕвĕсен вăрттăнлăхĕ. Хăшĕ-пĕри унăн чун киленĕçне ăнланмасть пулин те вăл хăйĕн пурнăçĕнче тĕрĕс çул суйланинче иккĕленмест. Мария Раççей кубокне çĕнсе илме ĕмĕтленет.
Пурнăç йĕркине тĕпрен улăштарнă
— Мария, хăш самантра бодибилдингпа интересленме пуçларăн? Мĕншĕн-ха, сăмахран, спортăн урăх тĕсне суйламан эсĕ?
— Эпĕ 8 çул гимнастикăна çӳрерĕм. Унтан 4 çул ирĕклĕ кĕрешӳпе кăсăклантăм. Спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçларăм. Çулталăк каялла, ирĕклĕ кĕрешĕве пăрахсан, ӳт-пĕве пиçĕхтерес тесе тренажер залне кайрăм. Ун чухне бодибилдинг пирки пĕртте шухăшламан. Мĕншĕн шăпах спортăн çак тĕсне суйларăм тетĕр-и? Мĕншĕн тесен мана тренажер залĕнче ӳт-пĕве пиçĕхтерме питĕ килĕшет. Эпĕ яланах хитре кĕлетке çинчен ĕмĕтленнĕ. Манăн сывлăха та çирĕплетес килетчĕ. Малтан хам тĕллĕн тренировкăсем ирттертĕм. Бодибилдингпа мана Вячеслав Осипов тренер туслаштарчĕ. Пĕррехинче вăл ман пата пычĕ те: «Санăн бодибилдинг валли кĕлеткен пропорцийĕсем шайлашуллă. Ăмăртусене хутшăнас кăмăл çук-и?» — тесе ыйтрĕ. Эпĕ ун чухне бодибилдинг çинчен ытлашши нимех те пĕлмен пулсан та тӳрех килĕшрĕм. Малтан, паллах, иккĕленеттĕм, мĕншĕн тесен ку çăмăл ĕç мар. Бодибилдингпа туслашас тесен пурнăç йĕркине тĕпрен улăштармалла, кулленех тренировкăсене çӳремелле, ятарлă рациона пăхăнмалла. Каласа хăвармалла: бодибилдинг пурин валли те мар. Кунта хăйĕн кăткăслăхĕсем пур: пилĕкпе уран шайлашуллă, сыпăсен çирĕп пулмалла.
— Ку таранччен бодибилдингра мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пултăн?
— Ку спортра манран вăйлăраххисем те пур. Çавăнпа бодибилдингра профессионал пулас тесен манăн ĕçлемелле те ĕçлемелле тесе шутлатăп. Паянхи кун тĕлне çĕнсе илнĕ кăтартусем мана, паллах, çăмăллăн парăнман. Пушă вăхăта ытларах тренажер залĕнче ирттерме тиврĕ. Кунне виçĕ хут тренировка тăваттăм, эрнере пĕр кун кăна канаттăм. Çывăрса тăрсанах ирхине, кăнтăрла, каçхине валли апат пĕçерсе хураттăм. Унтан тренажер залне чупаттăм. Халĕ хамăн кĕлеткене кирлĕ шайра тытса тăмашкăн хусканусем тăватăп. Бассейна çӳретĕп, утатăп, велосипедпа ярăнатăп. Сăмах май, эпĕ яланах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннă. Чи йывăр тапхăр маншăн — типĕ вăхăчĕ. Ун чухне шăпах ака-çу уйăхĕсенче ăмăртусене хатĕрлентĕм. Мĕн чухлĕ куççуль юхтартăм-ши? Алă темиçе хут та усăнчĕ. Гантельсене йăтса кĕтесе, никам курман вырăна, тăраттăм та макăраттăм. Мĕншĕн тесен типĕ вăхăтĕнче пулипулми апат çиейместĕн, рационран аш-какая, сĕт юр-варне кăлармалла — çав вăхăтрах тренировкăсем пурнăçламалла. Анчах тĕллев патне талпăнни мана вăйлăрах пулма хистерĕ. Çак сезонра эпĕ 3 ăмăртура хама тĕрĕслесе пăхрăм. Чулхула облаçĕнчи регионсен кубокĕшĕн тупăшса бодибилдинг енĕпе юниорсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнтăм. Унтанпа спортăн çак тĕсне ытларах килĕштерме пуçларăм. Çакă мана ытларах тăрăшма вăй-хăват парса тăчĕ. Çавăн пекех Мордва Республикин Кубокĕшĕн тупăшса малти вырăна тухрăм. Раççей чемпионатĕнче вара чи лайăх 5 бодибилдер йышне кĕтĕм. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Чăваш культурин историне тĕпчет
Нумаях пулмасть эпĕ интернетра интереслĕ çынпа — Максим Кирчановпа — паллашрăм. Вăл Воронеж патшалăх университетĕнче халăхсен хушшинчи çыхăнусен факультечĕн студенчĕсене вĕрентет. Максим чăваш культурин историне тĕпчет. Вăл хăй тĕллĕнех чăваш чĕлхине вĕреннĕ. Унăн йăхĕнче чăвашсем пур. Çамрăк ăсчах хăйĕн ĕçĕнче вырăс, чăваш, акăлчан, нимĕç, испан, каталон, португали, пăлхар, македон, хорват, латыш, грузин, индонези, украин, белорус чĕлхисемпе усă курать.
— Максим, хăвăнпа тата çемйӳпе паллаштарсам. Ăçта çуралнă эсĕ, ăçта вĕреннĕ?
— Анне Воронежра çуралса ӳснĕ, атте – Киров облаçĕнчен. Эпĕ Воронежри 2-мĕш гимназире вĕреннĕ. Кайран Воронеж патшалăх университечĕн истори факультетĕнче ăс пухнă. Мана шкулта вĕреннĕ чухнех истори, литература, чĕлхесем килĕшетчĕç. Истори çăмăллăнах парăнатчĕ. Литературăпа тата чĕлхесемпе университетра тата ытларах кăсăкланма пуçларăм. Мана темĕн те интереслентерет: национализм историйĕнчен пуçласа политика исламĕ таранах. Çак интерессем чĕлхесемпе тата литературăпа кăсăкланнипе çыхăнса тăраççĕ. Тен, эпĕ историк-ĕçтешсенчен уйрăлса тăратăп, мĕншĕн тесен ĕçсене çырнă чухне илемлĕ литература тексчĕсемпе усă куратăп, тĕпчевсенче вара рецензентсен шухăшĕпе «питех вырăнлă мар» чĕлхеллĕ цитатăсем илсе кăтартатăп.
— Статьясемпе монографисен списокне тишкерсен эсĕ çулталăкра 60-70 публикаци, хăш чухне — 90 та, пичетлесе кăларни курăнать. Çулталăкра 10-15 публикаци кăларакан ăсчах та сайра тĕл пулать. Епле ĕлкĕретĕн? Вăй мĕнле çитеретĕн? — Маншăн ку ĕç питĕ интереслĕ. Ĕçлеме юрататăп.
— Эсĕ Индонези, Иран, Латви, Грузи, Бразили, Болгари, Испани, Румыни, АПШ тата ытти çĕршыв çинчен статьясемпе кĕнекесем кăларатăн. Мĕн çинчен çырмаллине епле суйлатăн? Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă çавăн чухлĕ материал мĕнле шыраса тупатăн?
— Ку пĕрре пăхсан кăна тĕрлĕ тематика пек курăнать. Çак çĕршывсемпе çырнă манăн тĕпчев ĕçĕсене национализм историйĕн, модернизаци, интеллектуаллă истори ыйтăвĕсем пĕрлештереççĕ.
— Ку енĕпе ĕçлесе миçе чĕлхе вĕрентĕн? Санăн нихăçан та лингвистикăпа ĕçлес, ыттисене ют чĕлхесем вĕрентес килмен-и?
— Эпĕ темиçе чĕлхеллĕ çăл куçсемпе усă куратăп. Чĕлхесем мана урăх культурăна лайăхрах пĕлме пулăшма пултарнипе интереслĕ. Лингвистика занятийĕсем пирки калас тăк, кунта кăштах хăйне евĕр лару-тăру. Эпĕ ятарлă ушкăнра вĕреннĕ, манăн икĕ диплом: историк тата акăлчан чĕлхин учителĕ. Лингвистикăпа наука пек ĕçлеме-и? Кунта тата интереслĕрех. Истори факультетĕнче пире латин чĕлхине вĕрентнĕ. Вăл — эпĕ пĕр виçĕ хутчен тытса тин экзамен панă пĕртен-пĕр предмет. Çакна пулах пĕртен-пĕр хутчен стипендисĕр юлтăм. Кайран манăн чĕлхесем пирки статьясем шăпах романистикăпа çыхăннăччĕ. Монографисенчен пĕри роман чĕлхисене çĕнĕрен латинлассипе çыхăннăччĕ.
— Чĕлхесене ăса хывнă чухне мĕнле мелсемпе усă куратăн? Вĕсемпе, ăслăлăх ĕçĕсене шута илмесен, тăтăшах усă куратăн-и?
— Чĕлхесене учебниксем тăрăх вĕренетĕп, ытларах — кивĕ кĕнекесемпе. Маларах Югослави университечĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕрен пирĕн учрежденин библиотекинче македонла, сербла, хорватла, болгарла çырнă кĕнекесем тата учебниксем пур. Сăмахсене акăлчанла, украинла, белорусла, болгарла, македонла тата латышла куçарма пултаратăп, ытти чĕлхепе сасăпа вулаятăп. Манăн ĕçре чĕлхесене пĕлни пĕлтерĕшлĕ, вĕсем мана çăмăллăнах парăнаççĕ. Хăш-пĕр предмета акăлчанла ертсе пыратăп. Ытларах — экономика занятийĕсенче. Ку — халăхсен хушшинчи çыхăнусен факультечĕн хăйне евĕрлĕхĕ.
— Санăн тĕпчевсенче чăваш культурин историйĕ уйрăм вырăн йышăнать. Мĕншĕн шăпах çак темăпа ĕçлеме шутларăн? Тата мĕншĕн Çеçпĕл Мишшин поэзине тимлĕх уйăратăн?
— Пĕтĕмпех ăнсăртран пулса тухрĕ: 2004 е 2005 çулта библиотекăра Çеçпĕл Мишшин сăввисен пуххи алла лекрĕ те… пуçланчĕ вара. Пĕр пĕчĕк кĕнеке те çитрĕ мана. Çеçпĕл пултарулăхне эпĕ доктор диссертацийĕнче те, кайранхи тĕпчевсенче те пăхса тухнă.
— Чăваш Енре пурăнмасăр чăваш чĕлхине ăса хывма йывăр пулмарĕ-и? Чăваш чĕлхине хăв тĕллĕн вĕренме материал çителĕксĕр пек туйăнмарĕ-и? — Çапла, йывăрлăхсем пулчĕç. Анчах ĕçленĕ май Чăваш кĕнеке издательствинчен нумай кĕнеке саккаспа илтĕм. Унсăр пуçне мана Борис Чиндыков чылай кĕнеке ярса пачĕ. Вăл пулăшнипе эпĕ чăваш культури çине çĕнĕлле, урăхла пăхма тытăнтăм.
— Сана университетра вĕрентме килĕшет-и?
— Пĕтĕмĕшле илсен, хут ĕçĕсемпе нумай аппаланма тивнине шута илмесен, студентсене вĕрентме килĕшет. Хут ĕçĕ вăхăта нумай илет. Ку питĕ ывăнтарать, чылай вăхăт йышăнать. Студентсемпе хутшăнма кăсăклă. Уйрăмах — наукăпа кăсăкланакансемпе. Анчах, шел те, юлашки вăхăтра ун пеккисем питĕ сахал. <...>
Максим КУЗНЕЦОВ, Хусан ăслăлăх центрĕн ĕçченĕ.
♦ ♦ ♦
«Пĕр ача чухне йывăрччĕ: вĕренме те каймалла…»
Çапла калать халĕ 6 ача амăшĕ Алсу Чабаева
«Пирĕн çемьене Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшӳллĕн «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе чысланине пĕлсен чун хăпартланчĕ», — хавхаланса калаçăва пуçларĕ Йĕпреç тăрăхĕнчи Буинск поселокĕнче пурăнакан Алсу Чабаева.
Аслисем кĕçĕннисене пăхма пулăшаççĕ
Минзаит Хасиятулловичпа Алсу Зиятдиновна Чабаевсем ултă ача çитĕнтереççĕ. Асли Равиль тахçанах шкул пĕтерсе ăшă йăваран тухса кайнă. Вăл Тăван çĕршыв умĕнчи салтак тивĕçне те пурнăçласа килнĕ. Кĕçĕнни хĕрĕ Сафия пĕчĕк-ха. Чабаевсен çемйи çинчен ыррине çеç илтрĕм. Килĕшӳллĕ, пĕрпĕрне ăнланса, пулăшса пыракан çемье кăна ял хушшинче хисепе тивĕçме пултарать. Эпĕ ытларах Алсупа калаçрăм. Ара, хĕрарăм мар-и-ха кил вучахне тытса пыраканни? Алсу Зиятдиновна Буинск поселокĕнчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине 23 çул вĕрентет. Иксĕмĕр те чĕлхеçĕсем /эпĕ шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ/ пулнăран пĕр-пĕрне ăнланма, пĕр чĕлхе тупма йывăрах пулмарĕ. Хăйĕнпе паллаштарма ыйтсан вăл ачалăхĕ хăй ӳснĕ вăхăтри шăпăрлансенчен нимпе те уйрăлса тăманнине каларĕ: «Эпĕ 1976 çулта Буинск поселокĕнче çуралнă. Атте-анне мана ватлăх енне сулăнсан çуратнă, вĕсем тахçанах çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Икĕ пиччепе икĕ аппа пурăнаççĕ. Çумра аттепе анне пурринчен ырăраххи мĕн пултăр? Ачасене те яланах: «Эсир эпир пуртан телейлĕ», — тетĕп. Шкулта вĕреннĕ чухне вĕсем манăн çумрахчĕ. Эпир ача чухне ял пурнăçĕ кĕрлесе тăратчĕ. Шкулта виçĕ сменăпа вĕренеттĕмĕр. Поселокра аслисем валли темиçе тĕрлĕ производство ĕçлетчĕ. Пирĕн ялта тĕрлĕ халăх пурăнать: вырăссем, чăвашсем, тутарсем. Чиркӳ те, мечĕт те пур. Эпир шкулта вĕреннĕ вăхăтра тутарсем те пирĕнпе пĕрле Мăнкуна уявлатчĕç, çăмарта хĕрететчĕç, чăваш ачисемпе пĕрле таканкки çинче сикетчĕç. Курбан-байрам е Ураза-байрам çитсен пурте, вырăсĕ-чăвашĕ, тутарсем патне хăнана çӳретчĕç. Ялти культура çурчĕ хупăнма пĕлмен. Пĕрле пухăнса мĕн тĕрлĕ кăна уяв ирттерменши? Халĕ поселокра çын сахал. Хупăннă çурт нумай. Шкула 80 ачаран ытла мар çӳрет. Эпĕ шкулта аван вĕреннĕ. Мана ытларах математика килĕшетчĕ. Ку предметпа аван пулса пыратчĕ. Пĕрре пире кĕçĕн класри ачасем патне урок итлеме илсе кайрĕç. Математика тата литература урокĕсене итлерĕмĕр. Çавăн чухне хам валли пĕтĕмлетӳ турăм: математика питĕ «типĕ» наука, унта хăвăн шухăшна хушса калама пулмасть. Литература шăпах манăн валли пулнине ăнлантăм. Тата пирĕн класс ертӳçи те Мария Козлова филологчĕ. Çакă та ĕмĕтĕме çирĕплетме пулăшрĕ-тĕр. Пирĕн класра 34 ачаччĕ. Эпĕ тантăшсем урока вĕренмесĕр килнине е тăхтав вăхăтĕнче алхасса чупса çӳренине курман. Кĕнекесем кăларса хураттăмăр та урока хатĕрленсе лараттăмăр. Учительсем те пирĕнтен тĕлĕнетчĕç. Ытти класс ачисене тăхтав вăхăтĕнче ятарласа пире кăтартма илсе килетчĕç. 1993 çулта вăтам шкул пĕтертĕм. Учитель пулас ĕмĕт сĕвĕрĕлмерĕ. Хусана вĕренме кайрăм. Воспитатель дипломне илтĕм. Шупашкара таврăнсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вырăс филологийĕн факультетне вĕренме кĕтĕм. 2001 çултанпа манăн пурнăç шкулпа çыхăннă. Çак профессие суйланăшăн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Çĕнĕрен алла специальноç илмелле пулсан та çакнах суйлăттăм. Çак тарана çитсе виçĕ выпуск кăлартăм. Хальхи вăхăтра пиллĕкмĕш классене ертсе пыратăп. Паллах, класра пирĕн вăхăтри пек 34-шар ача мар халĕ. Ушкăна 10 ача пуçтарăнсан та тавах темелле. Манăн шухăшпа, çемьере 1-2 ача пулни çĕршыв пуласлăхĕшĕн çителĕксĕр. Пирĕн çемьере — 6 ача. Ку сахал та, нумай та мар. Аслисем кĕçĕннисене пăхма пулăшаççĕ. Пĕр ача чухне вара пире питĕ йывăрччĕ. Вĕренме те каймалла, алăра кăкăр ачи те пур. Мăшăр ун чухне Çурçĕре вахта мелĕпе ĕçлеме çӳретчĕ. Кăкăр ачине асаннепе хăварса Шупашкара каяттăм. Юрать, мана мăшăр та, хуняма та вĕренме пăрах тесе пĕр сăмах та каласа курман. Пачах тепĕр май, йывăр пулсан та вĕренсе пĕтермешкĕн хавхалантаратчĕç. Халĕ те мăшăр мана пур ĕçре те пулăшса пыма тăрăшать. Унсăран ултă ачана çитĕнтерме çăмăлах мар. Пирĕн, тутарсен, аслисене хисеплес йăла питĕ çирĕп. Паянхи кун та çамрăксем ашшĕамăшĕн сăмахĕнчен иртмеççĕ. Эпир те аслисем вĕрентнине тĕпе хурса пурăннă, халĕ ачасем пирĕн сăмаха итлеççĕ. Çак тарана çитсе ачасенчен «çук», «тумастăп», «кирлĕ мар», «кайран» сăмахсене илтсе курман. Пирĕн ачасем ĕçпе пиçĕхсе ӳсеççĕ. Акă паян та вĕсем ашшĕпе пĕрле пилорамăна кайнă», — каласа кăтартрĕ Алсу Зиятдиновна. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Ăсатма кайсан чун ыратрĕ, хам та макăртăм»
Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Серенкассинче пурăнакан Владимирпа Алевтина Ярылкинсем пĕрлешнĕренпе кăçал 34 çул çитнĕ. Вĕсем икĕ ача çуратса ӳстернĕ. Хĕрĕпе ывăлĕ çитĕнсе çитсен, пӳртре ача-пăча сасси янăрама пăрахсан, Владимир Николаевичпа Алевтина Викторовна ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă шăпăрлансене çемьене илме шухăшланă. Ромăшăн, Катьăшăн, Сашăшăн, Витьăшăн тата Дашăшăн вĕсем чăн-чăн ашшĕ-амăшĕ пулса тăнă.
Тăван тăрăхне таврăннă
Алевтина Калкассинче çуралса ӳснĕ, Владимир — Серенкассинче. Кӳршĕ ялсенче пурăннă, пĕр шкулта вĕреннĕ, пĕр-пĕрне палланă пулсан та малтанах туслă çӳремен. Çапах шăпа вĕсен çулне хăйне евĕр лару-тăрура пĕрлештернĕ. Алевтина 8-мĕш класс хыççăн Калинин облаçне /1990 çултанпа — Тверь облаçĕ/ ветеринара вĕренме кайнă. Унта унăн иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ вĕреннĕ. Диплом илсен чăваш хĕрĕ унтах ĕçлеме юлнă. Вăл тăрăхра чăваш нумай пулнă-ха, анчах Алевтина аякра чухне асламăшĕ пурпĕрех лăпкă пурăнайман. «Тăвансем çук унта. Атя, каялла кил», — тенĕ вăл мăнукне. Калинин облаçĕнче тăватă çул вĕреннĕ, виçĕ çул ĕçленĕ хыççăн Алевтина чăматанне пуçтарса каялла Чăваш Ене çул тытнă. Тăван тăрăха таврăнма ăна ку кăна хистемен-тĕр. Пĕррехинче яла отпуска килсен вăл пĕр шухăшламан çĕртен Владимирпа туслашнă. Аякра чухне пĕр-пĕрин патне çырусем çӳретнĕ. Каччă та савнине яла таврăнма ыйтнă. Алевтина яла килсен вырăнти «Путь Ильича» колхоза декрет отпускне кайнă хĕрарăм вырăнне ветеринара вырнаçнă. Владимир унтах водительте ĕçленĕ. Çемье çавăрсан Ярылкинсен Лиля çуралнă. Вăл качча кайнă, мăшăрĕпе икĕ ача ӳстереççĕ. Ывăлĕ Денис хăйсемпе ялтах пурăнать. «Лиля юридици енĕпе 7 çул вĕренчĕ. Малтан — коопераци тухникумĕнче, унтан — коопераци институтĕнче. Халĕ ачапа декретра ларать. Денис авланма васкамасть-ха. Малтан Мускавра «Халăх фронтĕнче» ĕçлерĕ, халĕ хамăр тăрăхра водительте тăрăшать», — ачисемпе паллаштарчĕ Алевтина Викторовна. Арçын ача пĕрмаях кĕтнĕ Лиля техникумра вĕреннĕ чухнех: «Атя, анне, ача усрава илер», — теме тытăннă. Вĕсен ушкăнĕнчи пĕр хĕрĕн çемйи шăпăрлансене хӳтте илнине кура унăн та çак шухăш çуралнă. Алевтина Викторовна ун чухне ку сĕнĕве питех шута хуман. Кайран кумăшĕ çак темăна хускатнă, «Ачасене каникула илсе килсе пăх-ха», — тенĕ. 2011 çулта Алевтина Ярылкина кумăшĕпе Пăрачкаври ача çуртне кайнă, директорпа курса калаçнă. «Мана пĕр çемьери икĕ ача кирлĕ», — тенĕ Алевтина Викторовна. Вĕсене Ольăпа тата Витьăпа калаçтарнă. Аппăшĕпе шăллĕ каникула пыма килĕшнĕ. Документсене хатĕрлесен вĕсене илме кайнă. Ун чухне Ярылкинсене тепĕр ачана та илме сĕннĕ. Çапла вĕсем унтан виçĕ шăпăрланпа таврăннă. Ашшĕ-амăшĕн хӳттисĕр юлнă Настьăна, Ольăна тата Витьăна кĕске вăхăтлăха та пулин çемье ăшшине туйма май парсан Алевтина Викторовнăн ача опекăна илес шухăш çирĕпленсе çитнĕ. «Пире вĕсем хăвăртах хăнăхрĕç. Малтанхи кун кăштах вăтанкаларĕç. Мана «мама» та, «тетя Аля» та тесе чĕнкелерĕç. Каникул пĕтсен каялла леçрĕмĕр. Каясшăн марччĕ, макăрчĕç. Хамăн та чун ыратрĕ, ăсатма кайсан йĕтĕм. Кайран каникула татах ачасем илсе килтĕмĕр: Леша, Никита, Коля… Хăшĕпĕрин ятне манса та кайрăм. Кашни каникултах ачасем илсе килтĕмĕр», — аса илчĕ ырă чунлă хĕрарăм. Ун чухне каникула килнĕ Витя халĕ Ярылкинсен çемйинче пурăнать. 2013 çулта Владимирпа Алевтина ăна опекăна илнĕ. Унччен маларах вĕсем виçĕ ачана çемье ăшшине парнеленĕ. «Манăн пĕчĕкрех ачасене хӳтте илес килетчĕ. Мăшăр хирĕç пулмарĕ. Вăл шăпăрлансене питĕ юратать. Малтан Шупашкара кайса ача усрава илекен ашшĕ-амăшĕн шкулĕнче вĕрентĕмĕр. Унтан ача çурчĕсене кайса пăхрăмăр. Пире пĕртăван Ромăпа Катьăна илме сĕнчĕç. Вĕсем малтан Шупашкарти реабилитаци центрĕнче пурăннă, унта курнăçса ĕлкĕреймерĕмĕр — Çĕмĕрлери ача çуртне куçарчĕç. Унта кайса калаçрăмăр, вĕсем пирĕн çемьене пыма килĕшрĕç», — иртнĕ саманта куçĕ умне кăларчĕ Алевтина Викторовна. Ахăртнех, ун чухне 1-мĕш класа каякан Ромăпа 5 çулти Катьăшăн чи асамлă Çĕнĕ çул пулнă. Вĕсене Ярылкинсем 2012 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче илсе килнĕ. Арçын ача малтан вăтанкаланă, хĕрача вара ун чухнех çынпа хутшăнма питĕ юратнă. Владимир Николаевичпа Алевтина Викторовнăна вĕсем тӳрех «папа», «мама» теме пуçланă. Вырăсла калаçаканскерсем пурăна киле чăвашла та хăнăхнă. «Вĕсем амăшĕпе Шупашкарта хваттерте пурăннă. Рома малтанах ăна сăнран кăштах астунине калатчĕ. Хваттерне кайсан амăшĕн сăн ӳкерчĕкне тупсан аса илчĕç. Катя унта пурăнать халĕ, юридици енĕпе 1-мĕш курс пĕтерчĕ. Амăшĕн сăн ӳкерчĕкĕ ун патĕнчех упранать. «Ан пăрах, асăнмалăх пултăр», — терĕм. Амăшĕ чĕрĕ-и е çук-и — пĕлместпĕр. Шырава патăмăр — тупаймарăмăр», — малалла каласа кăтартрĕ Алевтина Викторовна. Çав çулах Ярылкинсем Витьăна опекăна илнĕ. Каникулта пулнă хыççăн арçын ача вĕсене пĕрмаях кĕтнĕ. Çуллахи каникула тепĕр ачана, Сашăна, илсе килнĕ. Ăна та документсем хатĕрлесе опекăна илнĕ. Витьăна илсе килнĕ чухне аппăшĕ Оля шкултан вĕренсе тухнă. Вăл халĕ çемьеллĕ, ачасем çуратнă. Витя та шкултан вĕренсе тухса ăшă йăваран кайнă, Канашра хăйĕн хваттерĕнче пурăнать, каменщикра ĕçлет. Саша — Витьăн юлташĕ. Вĕсем Пăрачкаври ача çуртĕнче пурăннă. Витя хăйне çемьене илсе каятпăр тесен тусне те хăйĕнчен хăварас темен, иккĕшĕ директор патне кайса калаçнă. Çапла Ярылкинсем ăна та илсе килнĕ. Вĕсем те тӳрех «мама», «папа» теме тытăннă. Саша Етĕрнере вĕреннĕ, кĕçех диплом илĕ. Рома кăçал 3-мĕш курс пĕтернĕ, çитес çул дипломлă специалист пулĕ. Вăл та, Рома та тракторпа çӳреме права илнĕ. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...