Комментари хушас

11 Çĕртме, 2024

Хыпар 62 (28238) № 11.06.2024

Аэрофлот Шупашкара таврăнать

Çитес виçĕ эрне мероприятисемпе пуян, ку министрсем, патшалăхăн ытти тытăмĕн ертӳçисем хăйсен отпускĕсене планлассине те пырса тивĕ. Çакăн çинчен республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура асăрхаттарчĕ.

Ĕç нумаййи çывхаракан Республика кунĕпе кăна мар, бюджет йĕркелемелли процесс, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине пурнăçласси çивĕч тапхăра кĕнипе те сăлтавланнă. Çавна май Олег Николаев пухăннисене хăйсен тата командисен ĕçне çак самантсене шута илсе йĕркелеме чĕнсе каларĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова мероприятисен çак эрнери планĕпе паллаштарчĕ те — ĕç нумай пуласси унтан та курăнать. Президент çумĕнчи ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйăн Мария Белова-Львовăн визитĕнчен пуçласа Медицина ĕçченĕн кунне уявласси таран. Тата — чылай çул иртнĕ хыççăн Аэрофлот Шупашкара таврăнасси. Çитес эрнекун унăн самолечĕсем пирĕн пата та вĕçме пуçлаççĕ. Шупашкартан Мускава самолет ирхине 7 сехетре вĕçсе тухмалла, тĕп хулана 8 сехет те 35 минутра çитмелле. Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтупа ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа республикăра 626 пушар пулнă, вĕсенче 33 çын вилнĕ, 34-ăн суранланнă. Ку цифрăсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен самай пĕчĕкрех. Çуркунне кивĕ курăка, типĕ çулçа, çӳп-çапа çунтарнă май тухнă пушарсен шучĕ те чакнă. Çапах хăш-пĕр муниципалитета сăмах тиврĕ. Кунашкал тĕслĕхсем Шупашкар хулипе округĕнче, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта нумайланнă. Паллах, айăплисене çирĕп явап тыттарни кăна çавăн пек тĕслĕхсенчен шанчăклăн сыхланма май парать. Типĕ курăка çунтарнăшăн айăплисем тĕлĕшпе административлă 19 материал хатĕрленĕ. Муркаш округĕнче — 7, Çĕнĕ Шупашкарта — 4 протокол. Çав вăхăтрах чылай муниципалитетра пĕр протокол çырма та ерçеймен. Сергей Геннадьевич çанталăк шăрăх тăнине кура паян асăрханулăх пушшех кирлине пайăррăн çирĕплетрĕ. Профилактика енĕпе ĕçлемелле. Паллах, пушарсемпе кĕрешекен тытăмсене кирлĕ техникăпа тивĕçтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе те регион влаçĕсене ӳпкелеме сăлтав çук. Пĕлтĕр республика 5 автоцистерна туяннă. Кăçал çывăх вăхăтра икĕ автоцистерна килмелле, тата виççĕшĕ валли те укçа уйăрнă. Темăна çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн Эмир Бедертдиновăн вăрмансенчи пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă доклачĕ пуянлатрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, сыхлăха тивĕçтерес енĕпе тĕрлĕ мера йышăннă — вăрмансене кĕмелли вырăнсенче шлагбаумсемпе постсем вырнаçтарнинчен пуçласа патруль йĕркелени таранах. Пушар хăрушсăрлăхне уяман чылай тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Çав шутра — вăрмансенче кăвайт чĕртнипе çыхăннă 8 тĕслĕх. Айăплисене 160 пин тенкĕлĕх штрафланă. Ял хуçалăх предприятийĕсене, ытти тытăма хăйсен территорийĕсене вăрмансенчен çĕре 10 метр сухаласа е минерализациленĕ йĕрпе уйăрма хистени те — сыхлăх мелĕ. Анчах хăшĕсем çак требование уямаççĕ-мĕн. Çĕмĕрле округĕнче шăпах çавнашкал пушар пулнă — вут-çулăм хиртен вăрмана куçнă. РЖД филиалĕ асăннă требование уяманнине кура çут çанталăка сыхлакан прокуратурăна та ыйтупа тухма тивнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра вăрмансенче 3 пушар пулнă — вут-çулăм 0,41 гектар çинче алхаснă. Вĕсене сарăлма паман — кĕске вăхăтра сӳнтернĕ. Министр çывăх вăхăтра вăрмансенчи лару-тăрăва пилотсăр вĕçев аппарачĕсемпе усă курса та сăнаса тăма пуçласси çинчен пĕлтерчĕ. 11 БПЛА туянаççĕ, çакăн валли федераци бюджетĕнчен укçа уйăрнă. Темăна пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ пушарсен шучĕ чакни пысăк ĕç кăтартăвĕ пулни çинчен каларĕ. Анчах ку вăхăтлăх усă пулмалла мар — çирĕп йĕркене çаврăнмалла. Транспорт министрĕ Максим Петров юхан шыв навигацийĕпе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ, пассажирсене шыв транспорчĕпе илсе çӳрессине йĕркеленипе паллаштарчĕ. Шупашкар пристанĕ кăçал туристсен 131 теплоходне йышăннă, паян «Валдай» катерсем Хусана, Сĕвене çӳреççĕ. Çакăнпа кăна çырлахасшăн мар. «Чулхула — Чикме — Шупашкар — Ульяновск» маршрутпа кĕçех «Метеор» çӳреме пуçламалла. Паллах, Чăваш Ен тĕп хулишĕн — кăмăллă хыпар. Раççей Правительстви регионсен хушшинчи юхан шыв транспорчĕпе çӳремелли тăкаксен пĕр пайне субсидилес ыйтăва тишкернине кура — пушшех. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Акса пĕтернĕпе пĕрех – çĕр ĕçченне тав

Иртнĕ эрнере округсен комиссийĕсем ял хуçалăх ертӳçисемпе пĕрле тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен калчи епле çитĕннине тишкернĕ. Ун хыççăнах, çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Вăрнар, Вăрмар, Елчĕк, Йĕпреç, Канаш, Муркаш, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар округĕсенче Акатуй иртнĕ.

Комиссисем калча лайăх çитĕннине, тымар шайĕнчи нӳрĕк саппасĕ ӳсен-тăрана ӳсме çителĕклине, уй-хирти çум курăка вăхăтра пĕтернине, хуçалăхсенче сăтăрçăсемпе кĕрешес тапхăр пынине, çавăнпа пĕрлех çу уйăхĕн пĕрремĕш çурринче çумăр пĕрмай çунăран техника çурхи ĕçсене пурнăçлайманнине, çавна пула кăçал пĕлтĕрхинчен каярах акса-лартса хăварнине, вăрлăха малтан тăпра кушăрханă лаптăксене, каярахпа айлăмлă вырăнсенче варăнтарнине палăртнă. Пĕтĕмлетӳпе Акатуйра паллаштарнă. Унччен, çĕртмен 7-мĕшĕ тĕлне, çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акмалли-лартмалли кăçалхи плана Йĕпреç (117,3%), Вăрнар (113,1%), Хĕрлĕ Чутай (109,5%), Элĕк (101%), Çĕрпӳ (100,4%) округĕсенче ирттерсе тултарнине палăртас килет. Округсенче Акатуя çĕр ĕçченĕн «Алран кайми аки-сухи» гимнĕпе уçнă. Унăн ялавне Елчĕк тăрăхĕнче ака чемпионĕ Юрий Комиссаров, чи лайăх культура ĕçченĕ Ольга Архипова, пултаруллă спортсмен Александр Константинов çĕкленĕ. Акатуй халăхне ЧР ача прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Юрий Попов тата Петр Краснов, округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертӳçи Вячеслав Трофимов тата Елчĕксен ентешлĕхĕн ертӳçи Юрий Карпов пурне те çурхи ĕçсене вĕçленĕ ятпа саламланă. Аграрисен пысăк пайне награда панă. Агропромра нумай çул тăрăшнăшăн «Çĕр улмине мухтав — Елчĕк» агрофирмăн ĕç тăвакан директорĕ Юрий Галкин, «Победа» общество директорĕ Николай Головин, «Яманчурино» хуçалăх механизаторĕ Юрий Комиссаров, «Прогресс» обществăн водителĕ Владимир Соловьев, «Комбайн» ЯХПК сварщикĕ Станислав Соловьев — РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне, Борис Головин фермер ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçнĕ. Чылай çул вăй хурса агропром аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн «Рассвет» ЯХПК осеменаторне Ирина Аввакумовăна, «Прогресс» обществăн тĕп бухгалтерне Наталия Антоновăна, дояркине Лариса Карсаковăна, «Яманчурино» водительне Вячеслав Васильева, округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалистне Ирина Горшковăна, «Клевер» общество директорне Алексей Емельянова, Технадзор инспекцийĕн пуçлăхне Владимир Мекшеева, Ленин ячĕллĕ ЯХПК дояркине Валентина Мисяковăна, «Комбайн» ЯХПК механикне Валерий Пыркина, машинăпа ĕне сăвакан операторне Надежда Носовăна ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă. «Комбайн» ЯХПК зоотехникĕ Ольга Антонова, «Труд» ЯХПК водителĕ Алексей Воронов, «Çĕр улмине мухтав — Елчĕк» агрофирма слесарĕ Ардальон Галкин, «Сатурн» ЯХПК механизаторĕ Александр Ласточкин, «Эмметево» обществăн пăру пăхаканĕ Светлана Львова, Ленин ячĕллĕ ЯХПК бухгалтерĕ Лариса Немцева, «Нива» агрофирма механизаторĕ Дмитрий Паймин, Евгений Цветков тата Ирина Чайкина фермерсем ЧР Ял хуçалăх министрĕн Тав хутне тивĕçнине пĕлтернĕ. Район аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн патшалăх тата общество деятельне Василий Шадрикова «Елчĕк округĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чысланă. Вăрнар округĕнчи çĕр ĕçченĕсене çур акине вăхăтра вĕçленĕ ятпа ЧР конкуренци политикипе тарифсен службин ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Егоров, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Роман Алексеевпа Владимир Свешников, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Людмила Абрамова саламланă. Акатуй ялавне «Санары» агрофирма водителĕ Александр Харитонов тата Вăрнарти аш-какай комбиначĕн операторĕ Алина Федорова çĕклеме тивĕçлĕ пулнă. Акатуйра ĕç паттăрĕсене чыслассине вăхăт чылай уйăрнă. Округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертӳçин çумĕ Анатолий Мураткин — РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хутне, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн аппаратчикĕ Лариса Лебедева, мастерĕ Лариса Фролова тата аш касакан Андриян Чарков, «Агрохмель» общество рабочийĕ Валерий Семинаров, «Санары» агрофирма водителĕ Александр Харитонов ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Çĕр ĕçĕнчи пысăк культурăшăн тата унта тухăçлă технологисене ĕçе кĕртнĕшĕн Вăрнарти аш-какай комбинатне (гендиректорĕ Николай Аливанов) — I степень Дипломпа, «Мураты» ЯХПКна (гендиректорĕ Геннадий Спиридонов) — II степень Дипломпа, К.Маркс ячĕллĕ ЯХПКна (председателĕ Валерий Шумилов) III степень Дипломпа наградăланă. Çав номинацирех Валентин Павлов, Андрей Петров, Вера Дмитриева фермерсем малти вырăнсене йышăннă.

Йĕпреçсен Акатуйĕнче çĕр ĕçченĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин пай пуçлăхĕ Сергей Радюков, округ пуçлăхĕ Игорь Семенов, Йĕпреçсен ентешлĕхĕн ертӳçи Антонина Краснова, райпо председателĕ Ольга Гурьева алă çупса кĕтсе илнĕ, округ ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлекен аграрисене награда парса чысланă. Агропромра нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцин Хурамал уйрăмĕн ертӳçи Валерий Кузюков — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ята, «Заря» агрофирма рабочийĕ Евгения Ананьева, «Красный партизан» колхоз рабочийĕ Вера Андреева, тĕп бухгалтерĕ Галина Антонова, слесарĕ Анатолий Захаров, «Империя» агрофирма рабочийĕ Венера Захарова, доярки Мария Радюкова, «Рассвет» обществăн тракторисчĕпе водителĕ Сергей Красновпа Анатолий Кузнецов тата рабочийĕ Анатолий Федоров, «Патман» ЯХПК рабочийĕ Николай Николаев, чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станцин Пысăк Упакасси уйрăмĕн ветфельдшерĕ Марина Борисова ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Калча пахалăхĕн конкурсĕнче пĕрремĕш вырăна ял хуçалăх предприятийĕсен хушшинче «Заря» агрофирма (ертӳçи Рафис Айсын), ХФХсен хушшинче Борис Петров фермер, ял хуçалăх предприятийĕсен хушшинче 2023 çулта экономика ăмăртăвĕнче «Красный партизан» колхоз (ертӳçи Николай Иванов) çĕнтернине, тĕрлĕ номинацире «Профессире чи лайăххи» ята тивĕçнисен йышне пĕлтернĕ. Канашсен Акатуйĕнче пуçтарăннисене çур акине вĕçленĕ ятпа Патшалăх Канашĕн депутачĕ Артем Владимиров, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин, округ пуçлăхĕ Сергей Михайлов, Канаш хулин пуçлăхĕ Виталий Михайлов, Канашсен ентешлĕхĕн ертӳçи Юрий Тарасов, округри хисеплĕ çынсем саламланă. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов Канашсене сухалакан-акакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкне пысăклатнăшăн мухтанă, çĕнĕ çитĕнӳ тума ырă суннă, ЧР Пуçлăхĕн саламĕпе паллаштарнă, награда панă. Çурхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн 500 гектар ытла çĕр çинче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерекен ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсен хушшинче «Канмаш» агрофирма (гендиректорĕ Андрей Лапшин), Киров ячĕллĕ ЯХПК (председателĕ Герман Владимиров), «Хучель» общество (директорĕ Леонид Иванов) малти вырăнсене йышăннине, «Çĕр ĕç культури» номинацире «Çĕр улмине мухтав — Канаш» агрофирма (ертӳçи Евгений Терентьев) çĕнтернине хыпарланă. 500 гектартан сахалрах çĕр çинче тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем çитĕнтерекен ял хуçалăх организацийĕсемпе ХФХсен хушшинче малтисен ретĕнче — Валерий Никонов фермер, «Путь Ленина» ЯХПК (председателĕ Александр Романов), «Агат» пĕрлĕх (Николай Ильин). «Çĕр ĕç культури» номинацире Александр Владимиров фермера хавхалантарнă. АПК ветеранне Валерий Долгова, нумай çул «Канаш» колхоз агрономĕ тата председателĕ, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ертӳçи пулнăскере, «Канаш округĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса савăнтарнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Тундрăна каяттăм та çухалаттăм»

Вениамин Медведев ӳнерçĕ 10 çул Сĕнтĕрвăрринче пурăнать. Патăрьел районĕнчи Анат Туçара çуралнăскер Пермь хулинче пĕлӳ илнĕ, нумай çул Чукоткăра ĕçленĕ. «Чăваш Ене таврăнсан çуралнă тăрăхра мар, Сĕнтĕрвăрринче тĕплентĕм. Хула Атăл хĕрринче вырнаçнипе илĕртрĕ. Картинăсем ӳкеретĕп, куравсем йĕркелетĕп. Манăн пултарулăхпа кăсăкланакансем пур», — терĕ паллă ӳнерçĕ.

Тăватă çул тыткăнра пулнă «Атте Варсанофий Медведев Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнче çуралса ӳснĕ. 4 çулта чухне вăл çурма тăлăха юлнă. Ашшĕ тепĕр хут авлансан ăна амаçури амăшĕ пăхса ӳстернĕ. 1938 çулта Варсанофий салтак аттине тăхăннă. Вăрçă пуçлансанах ăна тăшманпа çапăçма куçарнă. Житомир таврашĕнче хĕрӳ çапăçусене кĕрсен дивизи тăшман ункине лекнĕ. Артиллеристсем хамăр çарсем патне тухма пултарнă. Çурла уйăхĕнче атте хĕрӳ çапăçăва лекнĕ. Хĕрлĕ çар салтакĕсем пĕр патронсăр юлнă. Çапла чăваш каччи тыткăна лекнĕ. Тăватă çула яхăн вăл Польшăри, Германири, Австрири, Югославири лагерьсенче асапланнă: заводсенче пилĕк авнă, ял хуçалăхĕнче, стройкăра ĕçленĕ… Аттен куккăшĕ те Тĕнчен пĕрремĕш вăрçинче Германире тыткăнра пулнă. Арçын унта нуша курни пирки куççуль витĕр каласа кăтартнă. «Малашне вăрçă тухсан манăн тăвансем тыткăна лексе ан асапланччăр», — тенĕ вăл. Анчах аттен те çав нушанах курма тивнĕ. Ун чухне тыткăна лекни ята янипе танлашнă. Фашистсен лагерĕнче миçе совет салтакĕ пулнине палăртма йывăр. Нимĕçсем документсене тĕп тунă. Польшăри 319-мĕш шталагĕнче çеç 200 пин ытла салтак пулни çинчен калаççĕ. Вĕсенчен çурри чирлесе пурнăçран уйрăлнă е фашистсем асаплантарса вĕлернĕ. 1945 çулхи ака уйăхĕнче атте юлташĕпе пĕрле лагерьтен тарнă. Хамăрăннисем патне пĕр эрне утнă. Штабра вĕсене тĕрĕсленĕ, тĕрлĕ ыйтăва хуравлаттарнă. Атте Тăван çĕршыва хирĕçле ĕçсем туманнине ĕнентернĕ. Вăрçă чарăнсан тепĕр çулталăк вăл миномет полкĕнче службăра тăнă. Яла таврăнсан Варсанофий колхозра вăй хунă, шкулта платникре ĕçленĕ. Çав вăхăтрах вăл ял хĕрĕпе Елизавета Жеребцовăпа çемье çавăрнă. Анчах хăшĕ-пĕри тыкăнра пулнăскере ура хума хăтланнă, хĕсĕрлени те пулнă. Çавăнпа çамрăк çемье вербовкăпа Пермь хулине тухса кайнă. Эпĕ 2 çулта çеç пулнă. Малтанах общежитисенче, бараксенче пурăнтăмăр. Атте столярта, платникре, рабочире тăрăшрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вунă çул ытла çул-йĕр организацийĕнче ӳнерçĕре ĕçлерĕ. Ачаранпах ӳкерме юратнăскер 1964-1967 çулсенче Искусствăсен халăх университетĕнче укçа тӳлесе вĕренчĕ. Унăн хăш-пĕр ĕçĕ халĕ те çывăх тăванĕсем патĕнче упранать. Ватлăхра атте аса илӳсем çырнă. Вĕсем 14 томлăх пухăннă! Ĕмĕрĕпе вырăссен хушшинче пурăннăскер тăван чĕлхе пуянлăхне туймашкăн чăваш классикĕсен кĕнекисене тупса туяннă. Хăшĕ-пĕрин кĕске содержанине те çыратчĕ. Атте 90 çулта вилчĕ. Пурăннă чухне вăл хăйне Анат Туçа масарĕнче пытарма ыйтрĕ. Унăн юлашки ыйтăвне пурнăçларăм. Хăлха илтмен, калаçман ачасене вĕрентрĕм Виçĕ пĕртăван ӳсрĕмĕр. Эпĕ асличчĕ. Çемьене пулăшам тесех 15 çулта чухне машина тăвакансен заводне пырса кĕтĕм. Манăн специальноç çукчĕ. Кирек епле ĕçе пурнăçлама хатĕр пулнине пĕлтертĕм. Шăпăрпа витре тыттарчĕç те картиш шăлма ячĕç. Çапла эпĕ те укçа ĕçлесе илме пуçларăм. Палланă пикесем иртсе пынă чухне вăтанаттăм, анчах урам шăлма чарăнмастăм. Каярахпа мана слесарь тивĕçне шанса пачĕç. Каç¬ хи шкулта вĕрентĕм, студире ӳкертĕм. Хамăн пурнăçа живопиçпа çыхăнтарасса пĕлеттĕм. 1967 çулта Пермьри ӳнер училищине вĕренме кĕтĕм. Диплом ĕçне хӳтĕлесен мана направленипе Пермь облаçĕнчи Екатерининск салинчи шкула ĕçлеме ячĕç. Рисовани, черчени, ĕç урокĕсене ирттереттĕм. Хастар та пултаруллă пулнă-тăр. Çапла мана асăрхарĕç те облаçăн вĕрентӳ пайне чĕнсе илчĕç. «Эпир сана илтмен тата калаçайман ачасен шкулĕнче ĕçлеттересшĕн», — терĕ пуçлăх. Унта шалу та пысăкрахчĕ. Сусăрсен шкулĕнче пӳлĕмре шăна вĕçнĕ сасă илтĕнетчĕ. Ачасемпе мĕнле пуплемеллине пĕлмерĕм. Вĕренекенсем алă вылятса калаçма хăнăхтарчĕç. Çур çултан хăнăхса çитрĕм. Пурнăçри çав тапхăр чĕрере тарăн йĕр хăварчĕ. Пӳлĕмсенче 6-8-шар ачаччĕ. Вĕсем ташлатчĕç, ӳкеретчĕç, алă вылятса юрлатчĕç. Питĕ пултаруллăскерсемччĕ. Анчах манăн çĕннине курас килетчĕ, ыттисем мĕнле пурăннине курма тĕллевлентĕм. Тĕнче хĕррине çитнĕ Эпĕ Тува тăрăхĕнчи Туран хулине çитрĕм. Çак вырăн тĕнче хĕрри тесе шухăшлаттăм. Шкулта ĕçлерĕм, пушă вăхăтра этюднике çакаттăм та Саян тăвĕсене ӳкерме каяттăм. Çурçĕр мăнаçлă та илемлĕ. 1980 çулта хамăн тахçанхи ĕмĕте пурнăçа кĕртрĕм — Чукоткăри Анадырь хулине çитрĕм. Тинех хамăн вырăна тупнине ăнлантăм. Тундрăна каяттăм та çухалаттăм, этюд хыççăн этюд çыртăм. «Русская Кошка» маяка лекрĕм. Унта виçĕ çемье çеç пурăнатчĕ. Черетпе хурал тăтăмăр. Чи кирли — ӳкермешкĕн вăхăт çителĕклĕччĕ. Вăрăмтуна тапăнни, ӳпре пĕлĕт пек явăнни те чăрмантармарĕ. Кашни пушă кунах этюдникпе утаттăм: тинĕсе, тӳпене, шыв çывăхĕнче выртакан моржсене сăнлаттăм. Пĕррехинче пӳлĕм алăкĕнчен шаккарĕç. «Эпĕ — Рыбачук», — терĕ кĕрсе тăнă арçын. Раççей халăх художникĕ, Инçет Хĕвел тухăçĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ Иван Рыбачук пулчĕ иккен. «Ну, Вениамин, Турă сана нумай панă. Ниçта пăрăнмасăр çак çулпа ут», — сĕнчĕ вăл сыв пуллашнă май. Çав тапхăртах И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнерпе графика факультетне вĕренме кĕтĕм. Хĕллехи сессие вĕçсе килеттĕм те çуллахи зачетсемпе экзаменсене те тӳрех тытаттăм. Хампа пĕрле ĕçсене илсе килеттĕм. Преподавательсем вĕсене тĕлĕнсе сăнатчĕç: «Çут çанталăкра çакнашкал тĕссем пур-им вара?» — тетчĕç. Манăн картинăсене институтăн ӳнер фончĕ валли те хăварнăччĕ. Диплом ĕçне хӳтĕлеме вĕçсе килтĕм. Чукоткăра тунă этюдсем студентсен ĕçĕсенчен уйрăлса тăратчĕç. Чăваш халăх художникĕ Николай Овчинников живопиç курсĕн кураторĕччĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   


Сана «анне» тесе чĕнĕп

Пĕрремĕш кунхинех çапла каланă усрава илнĕ хĕр пĕрчи

«Пирĕншĕн ют ачасем çук, пурте хамăрăн», — теççĕ Йĕпреç округĕнчи Эйпеç ялĕнче пурăнакан Венерăпа Валерий Денисовсем. Вĕсем пурнăç сукмакĕпе алла-аллăн тытăнса 24 çул пĕрле утаççĕ. Тăватă ачана çитĕнтерсе ура çине тăратаççĕ, вĕсенчен иккĕшне хăйсен хӳттине илнĕ.

Канаша кайса вĕреннĕ

Арина кăçал И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультетĕнчен вĕренсе тухать. Хальхи вăхăтра диплом ĕçне хӳтĕлеме хатĕрленет. Ывăлĕ Егор вырăнти вăтам шкулти 10-мĕш класран вĕренсе тухнă. Лерăпа Вика вара пĕчĕкрех-ха: пĕри — 12 çулта, тепри — 6-ра. Икĕ хĕр пĕрчи ăшă çак «йăвара» телей тупнă та. «Хуняçа пирĕнпе пĕрле пурăнатчĕ. Вăл вилчĕ те кил-çурт пушанчĕ. Ачасем çитĕннĕ май килтен вĕçсе тухса каясси шиклентерчĕ, — калаçăва хутшăнчĕ кил хуçи арăмĕ. — Çавна май ача усрава илме шут тытрăм. Çакăн пирки упăшкана пĕлтертĕм. Вăл малтанах хирĕçлерĕ. Шухăша пурнăçлас тĕллевпе иксĕмĕр те Канашра ятарлă курсра вĕрентĕмĕр. Чăн та, мăшăрăн шухăш-кăмăлĕ çавăн хыççăн улшăнчĕ, вăл текех хирĕçлемерĕ. Çапла вара 2018 çулхи юпа уйăхĕнче Йĕпреç больницинчен 7 уйăхри Викăна илсе килтĕмĕр. Пĕчĕкскере епле ӳстермелле-ши тесе малтан пăшăрхантăм. Валерка ун пирки шухăшлама та пултараймарĕ, вăл питĕ савăнчĕ. Вика хăй те ашшĕне сĕре юратать. Ăна ӳсме кичем ан пултăр тесе тепĕр ача илме шухăшларăм. Ара, Егор çитĕннĕ, унпа вылямасть. Урамра та ун валли ача çук. Хам тĕллĕн шухăшласа çӳренĕ вăхăтра, 2021 çулта, район администрацийĕн опекăпа попечительлĕх уйрăмĕнчен шăнкăравларĕç. Тепĕр хĕрача тăлăха юлни çинчен каларĕç. Эпĕ хирĕçлемерĕм, пĕчĕкскере шеллерĕм. Çав вăхăтрах мăшăрпа, ачасемпе калаçрăм. Вĕсем хирĕç пулмарĕç. Çавна май хĕрачан кун-çулĕпе паллашмасăрах ăна илсе килтĕм, пĕлӳ илме ялти шкула вырнаçтартăм. Лера, хăюллăскер, мана пĕрремĕш кунранах «анне» тесе чĕнме пуçларĕ. Амăшĕ вилнине пĕлсе тăрсах. «Мана Венера аппа тесе чĕн», — сĕнтĕм эпĕ ăна. «Çук, эсĕ манăн анне сăнлă, санăн çӳçӳ те унăнни пекех. Çавăнпа сана «анне» тесе чĕнĕп», — терĕ вăл. Ун чухне Лера 2-мĕш класра вĕренетчĕ. Вĕренӳре питех ĕлкĕрсе пырайман, уроксене сиктернĕ, сас паллисене те пĕлсех каймастчĕ. Кун пирки шкултан панă характеристикăра та çырнă. Эпĕ вара ăна пăхман та. Кăçал Лера 5-мĕш класран вĕренсе тухрĕ. Халĕ вăл вĕренӳре «4» тата «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Паллах, ăна çак шая çитерме çăмăл пулмарĕ. Ачасем те чылай пулăшрĕç. Сăмахран, ывăлăм Егор Лерăна акăлчан чĕлхине лайăхрах ăнланма хăнăхтарчĕ. Тăрăшни сая каймарĕ, çак предметпа халĕ хĕрĕм «5» çеç илет. Вĕрентекен ăна малашне олимпиадăна хутшăнма хатĕрлесшĕн. Вика та савăнтарать пире. Кăçал вăл вырăнти «Аистенок» ача сачĕпе сыв пуллашрĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкула кайĕ. Вăл пĕчĕкренех сăвă илемлĕ калассипе палăрать, чылай конкурса хутшăнать. Чăвашла сăвă та вĕренетпĕр. Кăçал «Хунав» конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Республика шайĕнчи Вера Кузьмина ячĕллĕ конкурсĕн муниципалитет шайĕнчи ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăна тухрĕ, ăна регионти финал валли суйласа илчĕç. Çак хĕр пĕрчисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтересчĕ. Ку ĕçре мана мăшăр, ачасем пулăшса пыраççĕ. Эпĕ пĕччен мар». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.