Комментари хушас

24 Раштав, 2013

Çĕрпе пĕлĕт хушшинче, Кÿкеç музейĕнче

Çамрăклăхăн чи çÿллĕ вĕçевĕ, çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕ - ТУЙ! Икĕ чĕре Гименей çыххине тĕвĕлеççĕ, пурнăçа урăхла хаклама вĕренеççĕ. Чун вĕçевĕ те улшăнать - мăшăр çунат хушăнать. Çамрăклăхăн чи пĕлтерĕшлĕ уявне, çут тĕнчере çĕнĕ çемье чăмăртаннине нихăçан асран каймасла паллă тăвасси - кашнин ĕмĕчĕ. Ĕлĕкхи туй самани иртсе кайрĕ пулех çав. Ар çын туйне, хĕр туйне кĕрлеттерсе, ратнесене пĕрлештерсе чăваш туйне янраттарса, тăван-хурăнташа çĕклесе çĕнĕ хăта юрлаттарса-ташлаттарасси ĕнерхи куна куçрĕ. «Çут тĕнчере мĕн пурри - пурте вăхăтран хăрать, вăхăт вара пирамидăсенчен хăрать» каларăш та кивелчĕ. Пирамидăсем те ватăлчĕç.

Тăван халăха та ытлашшипех ватă тетпĕр, чăваш яш-кĕрĕмĕ те хĕр упраçĕ вара çап-çамрăк та хитре-хастар. Çамрăклăх - яланах ем-ешĕл. Апла туйсем кĕрлесех тăрĕç.

Тĕнче уçлăхĕнче мĕнле те, Çĕр çинче вара кашни япалан пуçламăшĕ пур. «Бичурин тата хальхи самана» музей Диониспа Афродита ывăлĕпе, мăшăрлану-çемье турри Гименейпа çыхăну тытма пуçлани Павелпа Анна Кудряшовсен туйĕнчен тытăннă.

Çамрăксем Мăшăрлану керменĕнче пĕр-пĕрне юратни, килĕшсе пĕрлешни çинчен хут пусрĕç те музея çул тытрĕç. Вĕсене унта «Апаш ен» фольклор ушкăнĕ кĕтсе илчĕ. Туй маткисенчен те вăш-вашрах хĕрарăмсем мĕнле тăсса ячĕç туй юррине, ар çыннисем епле пуçларĕç кĕвĕ янраттарма - çамрăк мăшăр хăйсем XXI ĕмĕр çыннисем пулнине, 2013 çулта туй тунине те манса кайрĕ. XX ĕмĕр пуçламăшне, халăх культурин кервенлĕхне кĕрсе ÿкрĕç Павелпа Анна тата туй халăхĕ. Музей заведующийĕ Ирина Удалова иртнĕ саманасенчен хальхи тапхăра лекнĕ вăхăт çул çÿревçинех аса илтерчĕ. Хăйĕн туйне вăл чăнласах икĕ ĕмĕр каялла ирттермен-ши текен ыйту-шухăш та çуралчĕ ун хастарлăхĕнчен тĕлĕннĕ май. Юрĕ, Удаловăн хастар пулмалла - хушамачĕ çавăн пек, ыттисем вара/ Ăçтан кăна пурне те пĕлсе пĕтереççĕ/

Туй мешехисен тылли витĕр тĕрĕс-тĕкелех тухсан çамрăк арăм юлташĕсемпе хĕр парни хатĕрлерĕ. Упăшкине вара телей таканне туптарттарчĕç. Ача вăййи çеç пулнă иккен тимĕрçленни: тепĕр тĕрĕслевре Павелăн уйран çÿп- çинче «асаннелле» çу уçламалла, кайран кăмакара купăста яшки пĕçермелле! Ыттисем вара çак вăхăтра савăнаççĕ те кулаççĕ, хăнасем «Апаш ен» артисчĕсемпе юрласа та ташласа туй карти çавăрттараççĕ. Музейăн «Чăваш картишĕ» туй улăхне тухрĕ.

«Бичурин тата хальхи самана» музейра туй тунин ытарлăхĕ вăхăт машинине хута янинче, халăх культурин хевтине çамрăклатнинче кăна мар. Иакинф атте - Никита Бичурин - Китайран таврăнсан манах клобукне хывасшăн, ăслай тĕпчевçи пурнăçĕпе пурнасшăн пулнă. Ирĕк илеймен. Мĕн тăван: пирĕн аслă ентешĕн малаш шăпине Таса Синод тата Раççей императорĕ татса панă. Музей туй мешехине пуçарса янине вара хальхи саманара тинех аслă ăсчах-манах кăмăлне тивĕçтернĕ тесех каламалла.

Музей çурчĕ - Никита Бичуринăн килĕ. Хăш çĕр-шывран кăна килмеççĕ кунта. Чăваш Ене «Тÿпеай тĕнчин» хăни çитсен, вăл Кÿкеçри музее кĕрсе тухатех. Хăна-вĕрлене, куракансене яланах тарават Бичурин çурчĕ. Хаваслă туйсем кĕрленине Иакинф аттен вилĕмсĕр чунĕ савăнса пăхса тăнăнах туйăнать. Чаплă уяв курма унăн тусĕ-сем те пуçтарăннă пек. Вут та пăрăç Александр Пушкин пырса çитмесĕр мĕнле чăтса тăтăр? Карл Брюллов та хăй вăхăтĕнче Хусан кĕпĕрнине кайса картина ÿкерменшĕн пăшăрханать пуль? Тен, вара «Помпей юлашки кунĕпе» мар, «Чăваш туйĕ» шедеврпа çынсен асĕнче юлатчĕ вăл?

Павелпа Анна туйĕ хыççăн «Бичурин тата хальхи самана» музей çамрăк мăшăрсене малашне те туя чĕнме, уяв çунатне аталантарма-сарма шут тытнă П.И.Чайковский çурт-музей опытне те аса илнĕ ĕçченсем. Унта туя театрти пек йĕркелеççĕ. Кÿкеçри Мăшăрлану керменĕ музейпа юнашарах. ЗАГС уйрăмне поселокри çынсемсĕр пуçне, районтан та, Шупашкартан та мăшăрланма килеççĕ. Заявлени паракансем вара Кудряшовсен туйĕпе паллаштаракан фотоальбома та тытса пăхма пултараççĕ. Ыранхи çут пурнăçа иртнĕ ĕмĕр çути витĕр тухас текенсем тупăнсах тăраççĕ. Ытти тăрăхран, Мускав-Питĕр-тен килнĕ хăнасем те тулли кăмăллăн юлаççĕ иртнĕ вăхăт тата халăх культурин кĕтречĕ- ытамне лексен: чупса çÿресе туй тăваççĕ! Хăш-чух кĕтменни те сиксе тухкалать. Пĕррехинче хивре пике чăваш тумне тăхăнасшăн пулман, тепрехинче çĕнĕ çын тĕрлеме пĕлмен. Ку пăтăрмах мар, уяв илемне пăсмасть. Ăçтан пăсан ĕнтĕ: туя килсен пач урăх тĕнчене лекнĕ çынсем чунпа çунма тытăнаççĕ, музей ĕçченĕсене хастарлăхĕпе хĕтĕртсе кăна тăраççĕ. «Хальччен кун пек туйра пулса курман!» - тесе хаклакансем хушшинче Мускав «десанчĕсем» те пур.

Музей туйĕн мешехи çулла çеç пуçланнă пулин те, йăлана кĕнĕ йĕркесем те пур ĕнтĕ. Ĕçченсем Н.Я.Бичурин залĕнче кĕске экскурси ирттереççĕ (хăнасен кăмăлĕ пулсан вăл анлă программăпах йĕркеленет). Качча тухакан хĕре туй тутăрĕ «тĕрлеттереççĕ», антиквар арчана хуртараççĕ те кайран ыттисене кăларса кăтартаççĕ. Музейри чи хаклă экспонатсенчен пĕринпе - фортепианопа - туй кĕвви каламалла. Пианино вара хăй вăхăтĕнче Григорий Лисковăн пулнă, инструмента 99 çул! Кĕвĕ каласси ытла кăткăс тесе ан шутлăр. Тĕлĕнмелле те, кашни туйрах фортепиано калама пĕлекен тупăнать. Пĕррехинче çамрăк упăшка ача чух музыка шкулне çÿренине аса илсе ларчĕ-ларчĕ тет те - чип-чиперех каласа пачĕ тет! Туйра никам та пианино калама пĕлмест пулсан телейлĕ мăшăра инструмент умне ларса сăн ÿкерттереççĕ. Тепĕр мешехе - авалхи патефона ярса çамрăк мăшăра ташлаттарни.

Пусăран шыв ăсни, çĕнĕ çын кăмакаран куршак кăларса мăшăрне сăйлани, уйран уçлани тата ытти ĕç-пуçпа эрешленет туй кервенĕ. Республика кунĕ хыççăн «Чăваш картишĕнчи» чуччу чапа кĕчĕ. Чăваш Ен кунĕн-че вăл заливра, «Юрă-кĕвĕ улăхĕнче» ларчĕ. Патшалăх ертÿçисем те ярăнса пăхрĕç унпа. Музейра туй тăвакан кашни çамрăк мăшăр халĕ чуччу ярăнать. «Пурăнăç ăнса пытăр! Чун, нихăçан та ватăлмасăр, çунатланса вĕçтĕр! Юрату асамĕ вĕресе тăтăр! Чуччу ярăнни - пĕлĕте хăпарни!» - çак ытарăшсене палăртать çунатлă мешехе. Телейлĕ мăшăрсем «Чăваш картишĕнче» ларакан ахаль чуччупах çĕрпе пĕлĕт хушшине çитсе килеççĕ. Кашни туйрах экспромт вылявĕ чысра, фантази енчен аптраман фотографсем тем те шутласа кăлараççĕ.

«Бичурин тата хальхи самана» музейпа Гименей «кантурĕ» малалла та алла-аллăн аталанса ĕçлесси, çĕнĕ йăла-йĕрке кĕртесси музей паркĕн малашлăхĕпе те çыхăннă. Бичурин çуртне хирĕç капăр парк пулмалла. Унта телей çăрисем çакмалли тимĕр йывăç ÿссе ларĕ. Мăшăрсем асамат кĕперĕ айĕн çавтăнса тухĕç, арăмĕ-сене ал вĕççĕн çĕклесе тухас текен упăшкисене те чару пулмĕ. Пысăкрах чуччу та тăрĕ кунта. Çамрăксем мункунта чуччу мĕнле ярăннин мешехисене те чĕртсе тăратма шутлаççĕ ĕçченсем. Тен, упăшки тата арăмĕ енчисен ушкăнĕсен лапталла вылямалли уйтăш та пулĕ. Туй анлăшĕ сарăлсан чăваш вăййин ытарĕсене те вăйлатмалла. Кам пĕлет, музей çумĕн- че туй ансамблĕ те йĕркеленсе кайĕ, артистсем республика анлăшпех çĕнĕ мăшăрсене уяв туса парĕç?

- Музейри туй йăли-йĕрки пĕр вĕçĕмсĕр аталанать. Кашнинчех тем çĕнни тупăнать, пĕр ытар тепĕр-не çуратать. Кашни туйăн хăйĕн характерĕ. Туй халăхĕ музее килсен темле асамлă тĕнчене кайса курнă пекех туйсан - савăнатпăр. Çамрăк мăшăрсене кăштах ăмсанатпăр та: хăй вăхăтĕнче çакнашкал май пулнă пулсан, эпир те хамăр туя кунта ирттереттĕмĕр, - йăл кулать хушамачĕпе те, чунĕпе те хастар Ирина Удалова, музей заведующийĕ.

Олеся ВОИ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.