Комментари хушас

7 Çĕртме, 2024

Электросамокатпа çула тухар-и?

Анчах унпа пур вырăнта та çÿреме юрамасть

Юлашки вăхăтра хулара пурăнакан çамрăксем электросамокатсемпе анлăн усă кураççĕ. Шупашкарти парксенче тата вĕсен çывăхĕнче куçса çӳремелли çак хатĕре кăмăллакансене кулленех куратпăр. Мускав çыранĕнчи хăтлăлатнă çул çинче электросамокатпа çӳрекен тата ытларах.

Электросамокатсемпе самокатсене «утлансан», тем тесен те, пирĕн пурсăмăрăн та çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла. Хӳтĕлев хатĕрĕсемпе /шлем, чĕркуççие тата чавсана тăхăнмаллисем/ усă курмалла. «Майĕпен çӳремелли вырăна» /сехетре 15 çухрăм таранччен/ кĕнĕ чухне хăвăртлăха чакармалла. Усă курма илнĕ хатĕре прокат вырăнне вăхăтра илсе çитермелле. Электросамокат çине икĕ е ытларах çын тăмалла мар. Вĕсемпе усă курма паракан сервиссен ĕçне тĕрĕслемелле. Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулин администрацийĕнче иртнĕ пĕтĕмĕшле ларура электросамокатсемпе çыхăннă çак тата ытти ыйтăва пăхса тухнă.

Кăçалхи пуш уйăхĕнчи аукционпа килĕшӳллĕн хула администрацийĕн «Вуш» тулли мар яваплă уçă обществăпа килĕшӳ тунă. Çавна май тĕп хулара 489 вырăнта 2 пин электросамокат вырнаçтарма йышăннă. Электросамокатсем палăртнă вырăнсенче ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пулĕç. Хăвăрттăн куçса çӳремелли хатĕрсене епле вырнаçтарнине тĕрĕслеме хулан Калинин, Ленин тата Мускав районĕсен управленийĕсене тата потребитель рынокне тата предпринимательлĕхе аталантаракан управление шаннă.

Ларура пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар хулинче 16 вырăнта самокатсемпе çӳреме юрамасть. Вĕсем: Хĕрлĕ тӳрем, Раççей Федерацийĕнчи халăхсен культура пуянлăхĕн тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă объектсем /историпе культура палăкĕсем/ вырнаçнă çĕрте, парксемпе скверсенче, лапамсенче, бульварсенче, стадионсенче, 1,5 метр сарлакăш велосипед çулĕсемпе тротуарсем çук вырăнта, юхан шыв хĕррисенче, производство объекчĕсенче, масарсенче, вĕренӳ организацийĕсен картишĕнче.

Шупашкарта 2023 çулхи çуркуннепе çулла тата кĕр кунĕсенче электросамокатсемпе çынсем 1 миллион хут усă курнă. Усă курма илнĕшĕн пĕр минутшăн вăтамран 6 тенкĕ тӳлемелле. Электросамокатсене ытларах чухне 8 сехетрен пуçласа 10-ччен, 17 сехетрен пуçласа 21-ччен тара илеççĕ. Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Доброхотов самокатсемпе тата электросамокатсене пула суранланнисен статистикине тĕрĕслесе-тишкерсе тăма ыйтнă. «Çакă пире прокат сервисĕсемпе адреслă ĕçлемелли графика палăртма пулăшĕ», — палăртнă вăл.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.