Комментари хушас

6 Çĕртме, 2024

Хула юбилейне халалласа юрă çырнă

Сергей Аршинов МЧСра 18 çул вăй хурать. Вăл — 4 пĕлӳ илнĕ çын. Сăвăсем шăрçалама Сергей Аршинов иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех, Чулхулари юхан шыв училищинче вĕреннĕ чухне, пуçăннă. Пĕтĕмпех КВН команди валли тăватă йĕркеллĕ сăвă çырса панинчен пуçланнă.

Шыва çывăх пулас килнипе

Паянхи кун вăл Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн ГИМС центрĕнче ĕçлет. «Атте Вячеслав Владимирович юхан шыв флотĕнче вăй хунă. Çĕнĕ Шупашкарта буксир çинче ĕçленĕ. Вăл мана 5 çултанпа хăйĕнпе пĕрле ĕçе илсе çӳретчĕ. Атăл манăн юратнă вырăнччĕ. Çавăнпах эпĕ çитĕнсен шыв çинче ĕçлес тĕллевпе пурăнаттăм. Шупашкарти 14-мĕш шкулта 8 класс пĕтерсен Чулхула облаçĕнчи юхан шыв училищине вĕренме кĕтĕм. Пассажирсене илсе çӳрекен пысăк теплоходсенче практика тухрăм. Унтан салтак аттине тăхăнма вăхăт çитрĕ. Службăна Сывлăш оборонин çарĕсенче ирттертĕм, радиотелеграфист пултăм, — пуçларĕ калаçăва вăл. — Юхан шыв училищинче пире «пулăç», «пулă» тата «юхан шыв» сăмахсемпе усă курса сăвă çырма хушрĕç. Шухăшлама 1 минут пачĕç. Манăн пуçра тӳрех сăвă йĕркисем çуралчĕç. Эпир 1-мĕш вырăна тивĕçрĕмĕр».

Унăн пултарулăхĕ ыттисене те килĕшнĕ. Вăл хăй те сăвă çырма килĕшнине ăнланнă. Ытларах ĕç пирки, МЧС ĕçченĕсен кулленхи пурнăçĕ çинчен тата патриотлăх темипе çырать вăл. Вĕреннĕ вăхăтра Сергей пĕр шухăшлă çынсене тупнă, сăвă çыракансемпе туслашнă. «Пирĕн вăхăтра кĕсье телефонĕсем пулман. Блокнот, тетрадь çине çырса пĕр-пĕрин патне çыру çӳрететтĕмĕр. Сăмахран, юлташ тетраде мĕн те пулин сăвăласа çыратчĕ те мана тăхтавра тыттаратчĕ. Эпĕ те ăна сăвă йĕркисемпех хуравлаттăм. Çапла юрăсем те çырăнма пуçларĕç. Пĕр курсра вĕреннĕ юлташсемпе паянхи кун та çыхăну тытатпăр. Сăмахран, Сергей Федосеевпа халĕ те пĕрпĕрин патне çырусем çӳрететпĕр. Вăл повара вĕреннĕ, эпĕ машина уйрăмĕнче ăс пухаттăм», — малалла каласа пачĕ вăл. Салтакран таврăнсан Сергей Аршинов карап çине ĕçлеме вырнаçнă. Унта 11 çул тĕрлĕ должноçра вăй хунă. «Унтан пулă хуçалăхне ĕçлеме куçрăм. Шыв патне çывăхрах пулас килчĕ. Дежурный технологра ĕçленĕ вăхăтра ГИМСăн штатра тăман общество инспекторĕнче вăй хутăм. Унтан мана патшалăх ĕçченĕн должноçне шанчĕç. 2020 çултанпа тĕрĕслевпе надзор пайне ертсе пыратăп», — хăйĕнпе паллаштарчĕ Сергей Вячеславович. Вăл мăшăрĕпе Валентинăпа пĕр ывăла ура çине тăратнă, халĕ пĕр мăнукпа савăнса пурăнаççĕ.

Çăлавçăн ĕçĕ çăмăл мар

«Шыв çинче йĕркене пăснине тĕрĕслетпĕр. Пĕчĕк кимĕсемпе карапсене, пляжсене, сооруженисене, кимĕ станцийĕсене тата ыттине сăнаса тăратпăр. Кимĕçĕсене регистрацилетпĕр, экзаменсем йышăнатпăр», — калаçăва тăсрĕ Сергей Вячеславович. Çăлавçăн ĕçĕ çăмăл мар: рейдсене çӳремелле, инкек вырăнĕсене тухмалла, йывăрлăха лекнисене пулăшмалла, çухалнисене шырамалла… Канмалли кунсенче те ĕçе тухма тивет. Тем валли те вăй-хал çитерет Сергей Аршинов. Вăл пулла çӳреме юратать. Отпуск çитсен вăл яланах юратнă чун киленĕçĕ валли вăхăт тупма тăрăшать. Ывăлĕпе е юлташĕсемпе пулла çӳрет. Сергей Аршинов пысăк ĕмĕтсемпе пурăнать. Унăн пурнăçлама палăртнă шухăш нумай. «Шел те, шывра путса вилекен ачасем пур. Çавăнпа шăпăрлансене тата ашшĕамăшне асăрхаттарас килет. Пирĕн уйрăм 35 пин ачапа çамрăка пăхса тăрать. Вĕсем шкулта, колледжсенче, техникумсенче, вузсенче вĕренеççĕ», — терĕ вăл. Сергей Аршинов Чăваш наци радиовĕн хумĕсем çинче ача-пăча валли «Хăрушсăрлăх çĕршывĕнче — çул çӳревре» кăларăм ертсе пырать. «МЧСа ĕçлеме килсенех ĕçре усă курмалли интереслĕ меслетсем шырама пуçларăм. Мĕн те пулин çĕннине шухăшласа кăларас килетчĕ. Çапла радиокăларăм хатĕрлес шухăш çуралчĕ. Ачасен хушшинче пурнăçа çăлса хăварас енĕпе нумай енлĕ кĕрешӳ йĕркелерĕмĕр. Ăмăртăва 2013 çултанпа ирттеретпĕр. Çавăн пекех памяткăсем хатĕрлетĕп. Унта хамăн сăвăсене кĕртетĕп. Кун пек памяткăсене ачасем лайăх йышăнаççĕ, вĕсем çăмăллăн вуланаççĕ. Унтан пуçаруллă ушкăнпа куç курман ачасем валли Брайль шрифчĕпе çырнă кĕнеке кăларма шухăшларăмăр. Хуплашка çинче QR-код пур. Ăна телефонпа сканерласа мĕн çырнине итлеме май пур. Çавăн пекех пысăк сас паллисемпе çырнă кĕнекесем кăлартăмăр. Радиокăларăма хамăрăн пресс-службăн ĕçченĕ Ольга Нягина, Валерий Галямин, кăларăм редакторĕ Алина Герасимова, Настя Нягина, сасă режиссерĕ пулăшнипе эфира кăларатпăр. «Кашни кăларăмрах хăрушсăрлăх темипе çыхăннă ыйтусене хускататпăр. Кăларăма халалласа сăвăсем çыратăп, тупмалли юмахсем, юмахсем хатĕрлетĕп. Ытти ĕçе Алина Герасимова редактор пурнăçлать. «Хăрушсăрлăх çĕршывĕнче — çул çӳревре» радио хумĕсем çине иккĕмĕш çул тухать. Кун пек пĕлтерĕшлĕ кăларăмсене эпир унччен те йĕркеленĕ. Вĕсем урăх ятпа тухнă», — каласа кăтартрĕ вăл. Сергей Аршинов тĕрлĕ пултарулăх конкурсне хутшăнса опыт пухнă. «Шупашкарта «Мелодия чутких сердец» фестиваль иртнĕччĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ регионтан хутшăнчĕç. Вăл темиçе кун пычĕ. Пĕр кунхине ман пата ĕçтеш Андрей Барабанов пулăшу ыйтма пычĕ. Ман тӳрех пуçра юрă йĕркисем çырăнчĕç. Вăл куплетне çырчĕ. Пирĕн юрă итлекенсен кăмăлне кайрĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Ку юрра Пĕтĕм Раççейри «Человек доброй воли» конкурса ярса патăмăр та 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр», — калаçăва тăсрĕ Сергей Вячеславович. Пĕтĕм Раççейри «Знание. Автор» конкурсра та çĕнтернĕ вăл, чи лайăх сăвă çыракансен йышне кĕнĕ. Çавăн пекех Мускавра ВДНХра иртнĕ конкурсăн гала-концертне хутшăннă. Сергей Вячеславович Олег Газманов, Денис Майданов, Игорь Матвиенко тата ытти паллă артистпа пĕр сцена çинче тăнă. Шупашкар хулин 555 çулхи юбилейне халалласа кăçал «Шупашкар хичĕ» конкурс йĕркеленĕ. Ăна хула администрацийĕпе «Тăван çулсен радиовĕ» йĕркелет. Заявкăсене çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăннă. Конкурса çурла уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Сергей Аршинов хăйĕн командипе унта хутшăнма кăмăл тунă. Эпĕ вара юрра пĕрремĕш итлекенсенчен пĕри пултăм. «Ку — пирĕн пĕрлехи пултарулăх ĕçĕ. Эпĕ сăввине хайларăм. Музыкăна Александр Быковскипе Валерий Галямин хыврĕç. Конкурса хатĕрленнĕ май пĕр-пĕр «фишка» шухăшласа кăларас килчĕ. Сăвва тӳрех хушса юрламаллинчен çырма пуçларăм. Хулан гербне тĕпчерĕм, ун çинчи кашни символ мĕне пĕлтернине вуласа пĕлтĕм те çакна сăвăра çыртăм. Куплетсем çырма вара вăхăт самай уйăрма тиврĕ. Килĕшмест те — туртса пăрахатăп. Апла пулин те тепĕр уйăхран юрă хатĕр пулчĕ. Эпĕ хамăрăн хулана юрататăп. Мĕншĕн тесен эпĕ кунта çуралнă. Асанне Çĕрпӳ районĕнче пурăннă. Анне — Иваново облаçĕнчен. Атте аннепе паллашсан ăна Чăваш Ене илсе килнĕ», — терĕ пултаруллăскер.

Юбилей тĕлне сăвă çырма ыйтаççĕ

Сергей Аршиновран юбилей тĕлне сăвă çырма та ыйтаççĕ. «Малтанах кичем е савăнăçлă сăвă çырмаллине ыйтса пĕлетĕп. Унтан вĕсене пурнăçĕ пирки каласа пама ыйтатăп. Пĕрре юлташ мăшăрĕ валли сăвă çырма ыйтрĕ. «Чуна пырса тивмелли», — терĕ. Çырса патăм. Тепĕртакран вăл ман пата шăнкăравларĕ. «Мĕн туса хутăн? Санăн сăввуна вуласан мăшăр та, хăнасем те макăрчĕç, хам та куççульлентĕм», — терĕ вăл. Эпĕ юлташ мĕн ыйтнине пурнăçланă кăна вĕт. Ача чухне флот пирки вулама юрататтăм. Фантастика произведенийĕсене те кăмăллаттăм. Çакă та пулĕ мана тавра курăма анлăлатрĕ. Сăвă çырассинче те пулăшса пычĕ», — сăмах çăмхине сӳтрĕ вăл. Сергей Аршинов пĕрремĕш юрăсене штатра тăман инспекторта ĕçленĕ чухне хайланă. «Сăвăсене ĕçтеше Андрей Барабанова кăтартрăм, вăл «Служу Отечеству» ушкăнра юрлать. Вăл вĕсене юрра хыврĕ. Ытти артист та çырса пама ыйтрĕ — хирĕçлемерĕм. Раиса Казакова юрăç валли те сăвă йĕркисем çырса патăм», — терĕ вăл. 2015 çултанпа унăн сăввисемпе 20 ытла юрă хайланă. Сăввисем вара 200 ытла та пухăннă пулĕ. Вĕсен шутĕнче кĕскисем те, вăрăммисем те пур. Сăвă валли сюжетсене вăл чăн пурнăçран илет. Сăмахран, Пĕтĕм Раççейри патриотла хайлавсен авторĕсен арт-лабораторийĕ валли çырнă «Чăн-чăн каччă» сăвва вăл МЧС ĕçченĕсене халалланă. «Йывăр пушар хыççăн ĕçтешсен хăрăмлă пичĕсене, вĕсен кăмăл-туйăмне куратăн, калаçнине итлетĕн. Çак сăвă шăпах харсăр йĕкĕтсем, çынна çăлас тесе хăйсене шеллемесĕр вутта кĕрекенсем çинчен», — чунне уçрĕ Сергей Вячеславович. Сергей Аршинов яланах хусканура пулма тăрăшать, пĕр вырăнта ларма юратмасть. «Чупса çӳретĕп, мĕн те пулин тăватăп пулсан хама лайăх туятăп. Хăш чухне ĕçре сĕтел хушшинчен тухма вăхăт çук: çырусене хуравлатăн, хут ĕçĕсемпе ĕçлетĕн. Ун пек чухне вара манăн кĕлетке ыратма пуçлать. Манăн яланах хусканура пулмалла. Çавăнпа ытларах утма тăрăшатăп», — çапла вĕçлерĕ калаçăва Сергей Вячеславович.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.