Комментари хушас

5 Çĕртме, 2024

«Халăх хисепĕ»

Шупашкарта «Халăх хисепĕ» конкурс старт илнĕ. Ăна çулсерен Хула кунĕ тĕлне йĕркелеççĕ. Пĕрремĕш хут вăл 2009 çулта иртнĕ. Унтанпа 750 çын çĕнтерӳçĕпе лауреат пулса тăнă.

Конкурса хула çыннисем килĕштереççĕ. Ку тупăшу вĕсем Шупашкарăн социаллă пурнăçне тата экономикине пысăк тӳпе хывакан граждансене, предприятисемпе организацисене, ыр кăмăллăх йăли-йĕркине тытса пыракансене, ыттисене ку çулпа утма хавхалантаракансене хисепленине палăртнине кăтартать. Конкурса хутшăнмалли тĕп паллă: пурнăçа кĕртнĕ проектсем Шупашкар хулишĕн пĕлтерĕшлĕ тата халăхшăн тухăçлă пулни. 2024 çул — Чăваш Республикин тĕп хулишĕн юбилейлă çулталăк. «Халăх хисепĕ — 2024» конкурса Шупашкар хулин 555 çулне уявланă май ирттереççĕ. Ăна Раççейре Çемье, Чăваш Енре Экологи культурин тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕсене халалланă. Конкурс çĕнтерӳçисене 12 номинацире палăртаççĕ. Тупăшура мала тухнисене çурла уйăхĕнче Шупашкар хулин 555 çулхи юбилейне паллă тунă кунсенче чыслаççĕ. Ăмăртăва хутшăнмалли йĕркепе Шупашкар хулин администрацийĕн сайтĕнче паллашма пулать. Документсене çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен Шупашкарти Карл Маркс урамĕнчи 36-мĕш çуртра, 108-мĕш пӳлĕмре йышăнаççĕ.

www.hypar.ru 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.