Хыпар 59 (28235) № 04.06.2024
Малашне урăх регионсенчен те хутшăнĕç
«Ялта чи лайăххисем» слет çамрăксене Тăвай тăрăхĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче виççĕмĕш хут пухрĕ. Унта республикăн мĕн пур округĕнчен те ял хуçалăхĕнче, вĕрентӳре, культурăра, сывлăх сыхлавĕнче, муниципалитетпа влаç тытăмĕнче тăрăшакан 1 пин ытла çамрăк çитрĕ. Кăçал çанталăк та савăнтарчĕ, хутшăнакансен кăмăлне çĕклерĕ.
«Слет тĕллевĕ – ялти çамрăксене пĕр лаптăка пухса вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлесси, проектсене пурнăçа кĕртме май туса парасси», — палăртрĕ ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов слета хутшăнакансене уявпа саламланă май. Агрослет географийĕ çултан-çул аталанать, унта хутшăнакансен йышĕ ӳссе пырать. Йĕркелӳçĕсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли пуян программа хатĕрленĕ: уçă калаçусем, çавра сĕтелсем, ăсталăх класĕсем, спартакиада, культура мероприятийĕсем иртрĕç. Кун йышши тĕлпулусенче çамрăксем хăйсен пуçарулăхне кăтартаççĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ. Слета палатка лагерĕн формачĕпе йĕркеленĕ. Ку проект «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕ пулăшнипе пурнăçланать. Слетра 5 дискусси лапамĕ ĕçлерĕ: «Агротуризм», «Кадрсем», «Патшалăх ĕçĕ», «Çемье» тата «Экологи». Унта экспертсем, Чăваш Ен Правительствин ĕçченĕсем, округ пуçлăхĕсем çамрăксемпе хутшăнчĕç, ыйтусене хуравларĕç. Агротуризм секцийĕн ĕçĕ-хĕлне Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева хутшăнчĕ. Уçă калаçу вăхăтĕнче çамрăксем ыйтусене хăюллăн та хастаррăн пачĕç. Вĕсене канăçсăрлантараканни, шухăша яраканни самай пулчĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн директор çумĕ Наталья Бородавина пухăннисене «Фермер шкулĕн» ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ. Тăватă çулта унта 130 вĕренекен пĕлӳ илнĕ. Кăçал проектăн 5-мĕш тапхăрĕ пуçланнă. Хальхинче фермерсем «Хăмла туса илесси» тата «Пахча çимĕç çитĕнтересси» специальноçсемпе пĕрле «Агротуризм» енĕпе пĕлӳ пухĕç. Палăртмалла: занятисем 2 уйăха тăсăлаççĕ. «Агротуризм» енĕпе вĕренекенсем туризм, маркетинг, тараватлăх индустрийĕ енĕпе пĕлӳ илеççĕ, экскурсисенче пулаççĕ, пĕрпĕрин опытне ăса илеççĕ. Хыççăн кашни фермер бизнес-планпа паллаштарать, алла патшалăх документне илсе хăйĕн ĕçне йĕркелеме пултарать. «Фермерсен шкулĕнче» пĕлӳ илнисем çĕнĕ производствăсем уçаççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, çĕнĕ ял хуçалăх продукцине хута яраççĕ. Çапла майпа регион аталанăвне пысăк тӳпе хываççĕ. «Фермер шкулĕнче» вĕренсе 39 çын хăйсен ĕçне аталантарма 254 миллион тенкĕлĕх грант илнĕ. Ку шутра «Перспектива» гранта — 32 çын, «Агростартапа» — 5, 2-шĕ çемье фермине аталантарма тивĕçнĕ. Наталья Бородавина Раççей ял хуçалăх банкĕн «Свое За городом» проекчĕ пирки каласа кăтартрĕ. Ку — ял туризмне аталантаракан тата çак енĕпе ĕçлекенсене пулăшакан платформа. Унта кашни фермер регистрациленме пултарать. Паянхи кун платформăра 2 пин тур тупма пулать. Чăваш Енрен «Ясна» этнокомплекс туристсем валли 6 тур йĕркеленĕ. Онлайн-платформа урлă кĕрсе сертификат туянма та, кирек кама та парнелеме те пулать. «Мелилотус» предприяти ертӳçи Николай Николаев предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе çынсем кăсăкланнине пĕлтерчĕ. Унта чей, пыл, квас кăлараççĕ. Иртнĕ çул предприятире 2 пин ытла çын пулса курнă. Хăшпĕр йывăрлăх та пур. Çынсене йышăнма, продукципе сăйлама уйрăм çурт кирлĕ. Çавăн пекех пуласлăхра çăкăрпа пыл музейне уçасшăн. «Маншăн усăллă калаçу пулчĕ. Кирлĕ информаци чылай. Хам та «Фермер шкулĕнче» агротуризм енĕпе пĕлӳ илетĕп», — терĕ Артем Саблин фермер. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал агромаркет уçасси пирки пĕлтерчĕ. Çакă ял хуçалăх продукцийĕпе суту-илӳ тумалли лаптăк пулĕ. Чăн та, агрослет Чăваш Енре туризма ăнăçлă аталантармалли вырăн пулса тăчĕ. «Паян çак лапамра çамрăксене пухни, пурте пĕрле пуçтарăнни питех те пĕлтерĕшлĕ. Мĕн чухлĕ ыйту, мĕн чухлĕ хурав. Эпир ĕçлеме пултаратпăр, çакна пирĕн кăтартма çеç пĕлмелле. Хăнасем килеççĕ, парнесем туянаççĕ, укçа-тенкĕ хăвараççĕ. Ку — хушма тупăш», — терĕ «ЧР муниципалитетсен пĕрлешĕвĕн канашĕ» ассоциаци ертӳçи Александр Кузнецов. Çавăн пекех «Ялта чи лайăххисем» агрослетăн ĕçлĕ программи шайĕнче Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн регионти уйрăмĕ тата Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ тачă çыхăнса ĕçлесси пирки килĕшӳ çирĕплетрĕç. Унпа килĕшӳллĕн çамрăксен политикине пурнăçлама, çĕнĕ ăрăвăн социаллă пурнăçĕнчи, пултарулăхри тата предпринимательлĕхри пуçарăвĕсене пулăшу кӳме, ял территорийĕсене аталантарма тĕллев лартнă. «Раççей ял хуçалăх банкĕ çамрăксен проекчĕсене аталантарма хушма пулăшу панишĕн хĕпĕртетпĕр», — терĕ Раççейри ял çамрăкĕсен союзĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Анна Никитина. «Ял çамрăкĕсене пурăнма, ĕçлеме тата тăван çĕр çинче çемье çавăрма майсем туса парасси — пирĕн тĕллев. Эпир пĕрле нумай усăллă та кирлĕ ĕç тăвасса шанатпăр. Хальхи çамрăксем хăйсен хастарлăхĕпе тата тĕллеве пурнăçа кĕртессипе палăрса тăнăран чылай ĕç тума пулать», — палăртрĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн регионти филиалĕн директор çумĕ Светлана Павлова. Вĕренӳ программисĕр пуçне муниципалитет командисен хушшинче спартакиада иртрĕ. Спортсменсем 7 дисциплинăра тупăшрĕç: кире пуканĕ йăтассинче, вĕрен туртассинче, волейболла выляссинче, турист çул-йĕрне тухассинче, спорт çемйисен тупăшăвĕнче тата квадроциклсемпе çӳрессинче. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Умра – Республика кунĕ
Çитес вăхăтри мероприятисен пĕлтерĕшне, вăтам професси тата аслă пĕлӳ программине тĕллевлĕн вĕрентесси çинчен калакан килĕшӳсене çирĕплетессине йăлана кĕртессине, Республика кунне хатĕрленсе ирттерессине тата ытти ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура тишкерчĕç.
Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 3-9-мĕшĕсенче Чăваш Енре иртекен мероприятисен пĕлтерĕшĕ пирки ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова пĕлтерчĕ. Сăмахран, çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕ — Эколог кунĕ. Çавна май республикăра экологи фестивалĕ йĕркелĕç, çĕртме уйăхĕн 5-8-мĕшĕсенче СанктПетербургра Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ, çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче — Раççейре Александр Пушкин кунĕ иртĕ. Çавна май Наци библиотекинче «Пирĕн сăмах» фестиваль йĕркелеме палăртнă, çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕ — социаллă ĕçчен кунĕ, çав кунах Чĕмпĕрте Акатуй иртĕ. Çавăн пекех асăннă кун Мускавра РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представительстви тăрăшнипе ятарлă çар операцинчи салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ яма хатĕрленеççĕ. ЧР вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, 2024-2025 вĕренӳ çулне аслă шкулсене тĕллевлĕн вĕренме кĕмелли квотăсем çапларах: йышăнăва 10 аслă шкулăн вĕренӳ программипе çураçтарса пурнăçлаççĕ. Федераци бюджечĕн шайĕнче — 3596 вырăн, тĕллевлĕ квота шайĕнче — 856. Документсене çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 25-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче конкурс списокне хатĕрлеççĕ. 2024 çулхи çĕнĕлĕхсем: «Работа в России» Пĕрлехи платформăра тĕллевлĕн вĕрентме заказчик шырани, килĕшĕве вĕренме кĕрсен çеç хатĕрлеççĕ /авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр/, заказчикăн студента пулăшупа тивĕçтермелле /стипенди шайĕ 2056 тенкĕрен кая пулмалла мар/, вĕренсе тухнă хыççăн 3-5 çул ĕçлемелле /чи пысăк тапхăр — 5 çул/. ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, халĕ ĕçпе тивĕçтерекенсем заявкăсем параççĕ. Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев сăмах илчĕ: маларах строительство компанийĕсем кадр ыйтăвĕ çивĕччи пирки калатчĕç. Халĕ çак ыйтăва татса пама вăхăт çитрĕ, анчах «Работа в России» порталта стройкомпанисенчен заявкăсем çителĕксĕр килет иккен. Канашлура Республика кунне хатĕрленсе ирттерес ыйтăва та пăхса тухрĕç. Çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта экономика форумĕ иртĕ. Ăна кăçалхипе 14-мĕш хут йĕркелĕç. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов каланă тăрăх, форум вăхăтĕнче тĕрлĕ темăпа стратеги сессийĕ, дискуссисем, çавра сĕтелсем ирттерме палăртнă. Çавăн пекех «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав та ĕçлĕ. Вăл 31-мĕш хут иртĕ. ЧР культура министрĕ Светлана Каликова уяв культура мероприятийĕсен тĕлĕшĕнчен пуян пулмалли пирки каларĕ. Вĕсем регион, муниципалитет тата федераци шайĕсенче иртмелле. Сăмахран, Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль, «Руç ăстисем» конкурс, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ, «Эпĕ — хĕрарăм» республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ. «Раççей çăл куçĕсем» фестивале Раççейри 11 регионтан 200 çын, «Руç ăстисем» конкурса 15 регионтан 40 çын килессине пĕлтернĕ те ĕнтĕ. Акатуй вара 10 регионти чăвашсене пуçтарĕ. Тĕп хула та Республика кунне тăрăшсах хатĕрленет. Кун çинчен Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Доброхотов каласа кăтартрĕ. Хулара çине тăрсах тирпей-илем кĕртеççĕ. Унсăр пуçне микрорайонсенче, общество вырăнĕсенче, культура, вĕренӳ учрежденийĕсенче мероприятисем йĕркелеме палăртнă. Ку кăна та мар. Уяв кунĕсенче çавăн пекех спорт кунĕ, чечек фестивалĕ, ача-пăча Акатуйĕ иртĕç. Владимир Анатольевич Мускаври ВДНХра Шупашкар кунне епле уявлани çинчен те каласа кăтартрĕ. Ăна, тĕпрен илсен, тĕп хула йĕркеленнĕренпе 555 çул çитнине халалланă. Уява 17 пин çын пырса курнă. Сасăлав тăрăх, Чăваш Республики чи лайăх регионсен йышĕнче, 4-мĕш вырăнта. Республика кунĕ кăçал Шупашкарта тата Тăвай округĕнче пулĕ. Çавна май общество инфратытăмне аталантарма асăннă тăрăх ЧР Пуçлăхĕн ятарлă грантне тивĕçнĕ. Иртнĕ эрнере тĕп хулара Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль ăнăçлă иртнĕ. «Пирĕн республикăна паллă артистсем, кинорежиссерсем, кинокритиксем килчĕç. Конкурса хутшăннă фильмсемпе пĕрлех «Чапаев» фильма кăтартрĕç. Ăна пур кинозалра та курма май пулчĕ. Кинофестиваль йĕркелӳçисене тав тăватăп», — терĕ культура министрĕ Светлана Анатольевна. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Валдай» çула тухнă
Чăваш Енре çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче туристсен сезонĕ уçăлнă — Шупашкартан Хусана тата Сĕвене пассажирсене илсе çӳрекен «Валдай» теплоход çула тухнă. Вăл кунсерен ирхине сакăр сехетре тапранать. Тутарстанăн тĕп хулинчен каялла Чăваш Ене — 16 сехетре, Сĕверен 14 сехет те 30 минутра тухать.
Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, Атăл юхан шывĕ тăрăх çĕнĕ маршрутсем уçни Чăваш Ене туристсене илĕртме май парать. 2023 çулта Шупашкара Атăл тăрăх 90 пин çын килнĕ. Кăçал «Валдайпа» çула тухма пĕр еннелле билет хакĕ çитĕннисем валли — 680 тенкĕ, 5-10 çулсенчи ачасемшĕн — 340 тенкĕ. Пилĕк çултан кĕçĕнреххисене «Валдая» тӳлевсĕр, анчах уйрăм вырăнсăр, лартаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хăйĕнпе пĕрле тĕпренчĕкĕн çуралнине ĕнентерекен хутне илмелле. Билетсене Шупашкарти юхан шыв порчĕн сайтĕнче те туянма пулать. Аса илтерер: «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн республика туризм инфратытăмне аталантарать. Акă Шупашкар заливне тата Атăлçи тăрăхĕнче чи вăрăм пулса тăнă Мускав çыранне хăтлăлатнă. «Туризм тата тараватлăх индустрийĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн регионта икĕ проект пурнăçлаççĕ: туризм инфратытăмне аталантараççĕ тата туристсем валли продукци туса кăлараççĕ. Республикăшăн ку — пĕлтерĕшлĕ ыйту. 2030 çул тĕлне социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн планĕпе килĕшӳллĕн республикăна пĕр миллион çур туриста илĕртесшĕн», — палăртнă Дмитрий Краснов. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Шыва кĕмелли тапхăра хатĕр-и?
Чăваш Енри пляжсем шыва кĕмелли сезона хатĕр. Шыв хĕрринче канас текенсене кĕтеççĕ вĕсем. Çапла пĕтĕмлетрĕç Чăваш Енри чрезвычайлă лару-тăрăвăн комитечĕн сотрудникĕсем, Чăваш Республикин Общество палатин членĕсем, Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав службин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен администрацийĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ рейдра. Вĕсемпе пĕрле эпир те, журналистсем, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти тата Сĕнтĕрвăрринчи пляжсене çитсе куртăмăр, шыва кĕмелли тапхăра епле хатĕрленнипе паллашрăмăр.
Çӳлерех асăннă виçĕ хулари пляжсене çу уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне йĕркене кĕртнĕччĕ. Шыравпа çăлав службин водолазĕсем юхан шыв тĕпне тĕрĕсленĕ, урана касма е амантма пултаракан япаласене кăларнă. Çавăн пекех шыва та тĕрĕслеме илнĕ. Вăл мĕнле пахалăхлă пулни çитес вăхăтра паллă пулĕ. Шупашкарти тĕп пляжра «Хăрушлăхсăр хула» проектпа килĕшӳллĕн видеосăнав камерисем вырнаçтарнă. Хыттăн каламалли çыхăну йĕркеленĕ. Çавăн пекех электрощит вырнаçтарнă. Вăл шыв тата сывлăшри температурăна, çил хăш енчен вĕрнине кăтартать. Пляжра 5 фонтанчик, душевойсем, хывăнса тăхăнмалли вырăнсем пур. Çăлавçăсемпе полици ĕçченĕсем дежурство тăраççĕ. Медицина ĕçченĕ шыва кĕрекенсене пулăшма хатĕр. Анчах Шупашкарти тĕп пляжра шыва кĕрекенсен çакна асра тытмалла. Юхан шывра тарăн вырăн пур. Унăн тарăнăшĕ 7 метра яхăн иккен. «Çак вырăн кашни çулах куçать. Кăçал вăл çыран еннеллех çитнĕ. Çавăнпа пляжра палăртнă вырăнтан иртме юрамасть. Шыва кĕнĕ чухне асăрхануллă пулмалла. Ачасене хăйсене кăна шыва кĕме ямалла мар. Ашшĕ-амăшĕн пĕрле пулмалла», — палăртрĕ Чăваш Енри шыравпа çăлав посчĕн шыравпа çăлав пайĕн пуçлăхĕ Александр Петрушкин. Çĕнĕ Шупашкарти пляж та шыва кĕрекенсене йышăнма хатĕр. Кунта та юхан шыв тĕпне тасатнă. Ку пляж лăпкă та меллĕ вырăнта вырнаçнă. Кунта шыв юхăмĕ пысăк мар. Тарăн мар. Ачасене шыва кĕме уйрăм вырăн уйăрнă. Шыва кĕрекенсем валли мĕн кирли йăлтах пур темелле: душ, туалет, видеосăнав камерисем, хыттăн каламалли çыхăну… Сăмах май, пĕлтĕр кунта Шупашкарсем те канма çӳренĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен пляж патне хуларан маршрутка çӳреме пуçланă. Çăлавçăсем пляжра ирхи 8 сехетрен пуçласа 19 сехетчен сыхă тăраççĕ. Полици ĕçченĕсем вара талăкĕпех дежурство тăраççĕ. Химиксен хулинчи пляжра хальлĕхе медицина ĕçченне тупайман-ха. Çак ыйтăва татса памалла. Çивĕч тепĕр ыйту та пур: ГЭСран инçех мар пĕр вырăнта /сауна патĕнчен аннă çĕрте/ шыва кĕме юрамасть. Кунта шыв юххи вăйлă. Тарăн вырăн. Карапсем иртсе çӳреççĕ. Юхан шыв тĕпне никам та тĕрĕслемен. Шыва кĕме юраманни çинчен калакан асăрхаттару аншлагĕсем те вырнаçтарнă. Апла пулин те хула çыннисем кунта шыва кĕреççĕ-мĕн. Пĕлтĕр кунта 2 çын путса вилнĕ. Çавăнпа кăçал йĕркене пăсакансене явап тыттарĕç. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Руль умĕнче — ÿсĕр çын…
Транспортпа ӳсĕрле çӳрени çул-йĕр правилисене пăснин чи йывăр тĕслĕхĕ шутланать. Руль умĕнчи ӳсĕр çын — чăн-чăн преступник. Вăл саккуна пĕлсе тăрса пăсать, общество умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратать, айăпсăр çынсен пурнăçне татать, шăпине ĕмĕрлĕх хуçса хăварать…
Шел те, çынсене штрафсене пысăклатни те, уголовлă майпа явап тыттарни те хăратмасть: пурпĕр эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн машинăпа ларса тухса каяççĕ. Чăваш Енре çу уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче «Ӳсĕр водитель» рейд йĕркеленĕ. Çак кунсенче Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем ĕçнин палли пур 48 водителе тытса чарнă. Вĕсенчен çиччĕшĕ, сăмах май, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килĕшмен. Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, чылай чухне ӳсĕрле руль умне 30-35 çулсенчи çынсем лараççĕ. Йĕркене çапла майпа пăсакансене тупса палăртма общество ĕçĕн хастарĕсем нумай пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕсем «Тойотăн» ӳсĕр водителĕ пирки пĕлтернĕ. Тимлĕ çынсем пулăшнипе Шупашкарти Мир проспектĕнче «Сузуки» рулĕ умĕнчи ӳсĕре тытса чарнă. Йĕркене пăснăскер тĕлĕшпе РФ КоАПăн 12.8 статйин 3-мĕш пайĕпе материал хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра, ЧР Шалти ĕçсен министерствин представителĕсем палăртнă тăрăх, çынсем ӳсĕр водитель хăрушлăх кăларса тăратнине ăнланса çийĕнчех полицие пĕлтерни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. 102 телефонпа тӳлевсĕр шăнкăравлама е общество ĕçĕн хастарĕсем йĕркеленĕ «Чăваш Ен Антидилер» телеграм бота çырма пулать. Хыпара çул çинчи патруль службин экипажне тӳрех пĕлтереççĕ. Кун евĕрлĕ хутшăнăва чылай çул каялла йĕркеленĕ, çак тапхăрта вăл хăйĕн тухăçлăхне кăтартса панă. Тепĕр тĕслĕх вара — чуна шăнтаканни… Çăмăлттайлăх виçĕ çын пурнăçне татнă, вĕсен çывăх çыннисен шăпине хуçса хăварнă. Нумаях пулмасть суд Çĕрпӳ округĕнчи 49 çулти арçынна 10 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă. Вăл руль умне ӳсĕрле ларнă, унăн автомашинăпа çӳреме ирĕк паракан удостоверени те пулман. Чăваш Республикин прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, арçын, машинăна пысăк хăвăртлăхпа хăваланăскер, кювета сикнĕ, транспорт çул çинчен тухса кайсан темиçе хут çаврăнса ӳкнĕ. Аварире 44 çулти хĕрарăмăн тата 35 çулти арçыннăн пурнăçĕ татăлнă, 57 çулти пассажира медицина учрежденине илсе çитереймен… Шел те, ӳсĕр водитель айăпа çийĕнчех йышăнман. Вăл руль умĕнче аварире йывăр аманнă 23 çулти каччă ларнине ĕнентерме тăрăшнă. Следовательсем çапах та вăл суйнине ĕнентерме пултарнă. Çитес вăхăтри вунă çула унăн пĕтĕмĕшле режимлă колонире ирттерме тивĕ. Снаряд пĕр вырăна икĕ хут ӳкмест теççĕ. Эрех ĕçнисен тĕлĕшпе вара ку каларăш вăйне çухатать ахăртнех. Çын пĕрре ӳсĕрле машинăпа çула тухать, унтан тепре, виççĕмĕш хут… Юлашкинчен вĕсен тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма, транспортне туртса илме тивет. Пĕлтĕр, сăмахран, республикăра саккуна киревсĕр пăснă çынсен 150 яхăн автомобильне патшалăх тупăшне хывнă. Шупашкар хулин Калинин районĕн прокуратури акă 37 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Хайхискер руль умне ултă хутчен ӳсĕрле ларнă. 2018 çулта ăна эрех ĕçнĕ хыççăн машинăпа çӳренĕшĕн суд виçĕ хутчен айăпланă, ирĕкрен хăтарнă. Колонирен тухсан та хайхискере ăс кĕмен. Водитель прависĕр каллех «Жигулипе» хула урамĕсем тăрăх çил кăларса çӳренĕ. Пĕррехинче вара ăна ÇÇХПИ сотрудникĕсем тытса тарнă. Анчах та вăл вĕсенчен тарнă, чылайччен право хуралĕн органĕсенчен пытанса пурăннă. Çапах та çакланнă… Следстви вăхăтĕнче арçын ӳкĕннĕ, машинине ӳсĕрле руль умне тепĕр хут ларма илĕртесрен шикленсе сутнине пĕлтернĕ. Апла пулин те суд ун тĕлĕшпе çирĕплетнĕ айăплав «çемçе» мар: ăна виçĕ çуллăха ирĕкрен хăтарнă, транспортпа ултă çул çӳреме чарнă. Суд приговорĕпе Муркаш округĕнчи 24 çулти арçынна та колоние ăсатнă. Вăл ӳсĕрле руль умне виçĕ хутчен ларнă. Автоинспекторсен аллине юлашки хут лекнĕ чухне унăн маларахри «ӳсĕр» преступленийĕшĕн илнĕ айăплав вăхăчĕ те тухман пулнă. Çавăнпа хальхинче суд машинăпа ӳсĕрле ярăнма юратаканскере пĕтĕмĕшле режимлă колоние пĕр çулталăк çурăлăха яма, машинăпа пилĕк çуллăха çӳреме чарма йышăннă. «Киккирикне хĕртнĕ» хыççăн транспортпа çула тухнă Вăрнар округĕнчи 42 çулти арçын та колоние лекнĕ. Маларах ӳсĕрле руль умне ларнăшăн айăпланнăскер кăçалхи нарăс уйăхĕнче каллех тракторне тапратса тухнă. Ял урамĕпе кĕрлеттерсе пыракан «йăл кулăллă» тракториста автоинспекци сотрудникĕсем тытса чарнă. Суд приговорĕпе килĕшӳллĕн ăна колони-поселение 9 уйăхлăха ăсатнă. Кунсăр пуçне унăн транспорт рулĕ умне икĕ çул çурă ларма юрамасть. Автотранспорта ӳсĕрле çӳретекенсене тата та çирĕпрех те айăплама пултараççĕ. Акă Канаш арçыннине çирĕп режимлă колоние икĕ çуллăха хупнă, пилĕк çуллăха руль умне ларма чарнă. Вăл ӳсĕрле авари тунă, çав инкекре çын пурнăçĕ татăлнă пулнă, айăпланнин вăхăчĕ иртиччен тата икĕ хутчен руль умне ларнă. Шел те, эрех ĕçсе ӳсĕрĕлсен виççĕмĕш хут çăмăлттайланса çак утăма тунă. Ӳсĕр водительсен хушшинче хĕрарăмсем пурри вара пушшех шухăшлаттарать. Вĕсем хăйсене, арçынсемпе танлаштарсан, çул çинче тата та кăрарах тытаççĕ. Айăпне «çемçетес» тĕллевпе влаç представителĕсене «туянма» хăтланакансем те, чышкăпа «тĕрĕслĕхе» хӳтĕлеме тăрăшакансем те тĕл пулаççĕ. Киревсĕр тĕслĕх — Улатăр округĕнчи хĕрарăмсем. Çул-йĕр патруль службин инспекторĕсем пĕлтĕр чӳк уйăхĕнче Чуварлей ялĕ патĕнче пĕр машинăна чарнă. Унăн водительне, ӳсĕрскере, служба машини çине административлă протокол хатĕрлеме чĕннĕ. Хĕрарăмăн автомашина салонĕнчи пассажир, каллех ӳсĕрскер, полици сотрудникĕсемпе хирĕçме пуçланă. Сăмахпа кăна çырлахман, инспекторăн аллине тапса хуçнă… Хĕрарăмсене иккĕшне те айăпланă. Канаш округĕнчи 39 çулти хĕрарăм та айăплавран пăрăнса иртеймен. Пĕлтĕр раштав уйăхĕнче автоинспекторсем правасăр водитель тытса пыракан автомашинăна чарнă. Анчах та арçын полици ĕçченĕсем ыйтнипе машинăран тухман, алăксене питĕрсе хунă, хыçала куçса ларнă. Салонри хĕрарăм водитель вырăнне йышăннă, машинăна тапратса малалла вĕçтернĕ. Анчах инçех каяйман: юр хӳсе кайнă çул çинче путса ларнă. Автомашинăри арçын та, хĕрарăм та ӳсĕр пулнă. Вĕсене тытса чарнă чухне хĕрарăм полици сотрудникне икĕ хутчен пуçран тата хулпуççирен çапнă, полици уйрăмне илсе çитерсен тепĕр сотруднике уринчен тапнă. Çавна май чăрсăр хĕрарăм колонипоселение икĕ çуллăха лекнĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Урокра Хаяр Иван патша вăхăтĕнчи укçана кăтартать
«Пирĕн ĕç кунĕ шкулта мар, килте вĕçленет», — тет Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра историпе обществознани предмечĕсене вĕрентекен Артем Максимов. Артем Владимирович нумаях пулмасть республикăри «Çулталăк учителĕ – 2024» конкурсра çĕнтерчĕ. Ăна хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.
Мăшăрĕ те педагог
— Артем Владимирович, эсир вĕрентекен пулма ача чухнех тĕллевленнĕ-и? Мĕншĕн истори учителĕ пулас терĕр?
— Эпĕ Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ, 6-мĕш гимназире пĕлӳ илнĕ. Ача чухне педагог пуласчĕ тесе шухăшламан. Мана истори предмечĕ килĕшетчĕ. Эпĕ пуян çемьерен мар. Çавăнпа тӳлевсĕр вĕренме кĕме ĕмĕтленеттĕм. Аттепе аннене укçа тӳлеттерес килместчĕ. Историпе экзамена аван тытма пултаратăп пулĕ теттĕм. Анне Елена Николаевна бухгалтерта вăй хурать. Атте Владимир Егорович — сварщик. Атте Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ — Етĕрне тăрăхĕнчен. Вĕсем хăй вăхăтĕнче кунта хула тума килнĕ. Анне — Каçал тăрăхĕнчен. Çапла И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне истори факультетне вĕренме кĕтĕм. Истори пĕлĕвĕ илсен тĕрлĕ сферăра ĕçлеме пулать теттĕм: музейра та, архивра та. 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне шкула практикăна каймалла пулчĕ. Мана шкулта Елена Цибуля историпе питĕ лайăх пĕлӳ панă, манăн класс ертӳçи те пулнă. Халĕ те ĕçлет-ха вăл. Эпĕ тăван гимназие суйларăм. Пĕр ушкăнра вĕренекен Александр Карповпа 6-мĕш гимназие пĕрле кайрăмăр. Кăçал вăл педагогсен республика конкурсĕнче «Çулталăк методисчĕ- 2024» номинацире çĕнтерчĕ. Мана практика килĕшнĕччĕ. 5-мĕш курсра чухне тепĕр практика пулчĕ. Ун чухне те кăмăла килнĕччĕ. Вара шкула ĕçлеме каясси çинчен ĕмĕтленсе пурăнаттăм. Алла хĕрлĕ диплом илнĕ, кăшт каннă хыççăн ронона ĕç шырама кайрăм. Малтан химиксен хулинчи 10-мĕш шкулта 8 çул ĕçлерĕм. 2021 çулта РФ Президенчĕн грантне — 200 пин тенке — тивĕçрĕм. Раççейри чи лайăх 9 учитель йышне кĕтĕм. Мана 18-мĕш лицей директорĕ Наталья Бахмисова асăрханă. Наталья Олеговна шăнкăравласа хăйсен патне ĕçлеме чĕнчĕ. Пĕр çĕрте 8 çул тăрăшнă хыççăн ĕç вырăнне улăштарас килместчĕ. Эпир ун чухне Юхан шыв бульварĕнче пурăнаттăмăр. Кĕçех мăшăрăмпа пысăкрах хваттер илтĕмĕр. Ун чухне пирĕн виççĕмĕш ача çуралмаллаччĕ. Сăмах май, аслă хĕрĕмĕр халĕ 6-мĕш гимназире 2-мĕш класс пĕтерет. Ывăл кăçал 1-мĕш класа каять. Эпир ăна 18-мĕш лицее ярасшăн. Кĕçĕнни 3 çулта, садике çӳрет. Эпир Совет урамĕнчи çурта куçрăмăр. Вăл 18-мĕш лицейрен инçех мар, вунă минут çеç утмалла. 2022 çулта директор шăнкăравласа тепĕр хут чĕнчĕ. Эпĕ хирĕçлерĕм. Тепĕр çулталăкран тепре шăнкăравларĕ. Юлашкинчен килĕшрĕм. Чĕнеççĕ, сĕнеççĕ тĕк мĕншĕн каяс мар терĕм. Килтĕм те — мана йăлтах килĕшрĕ. Шкулта Çар мухтавĕн музейне ертсе пыма шанчĕç. Икĕ çул каялла ăна юсаса çĕнетнĕ. Халĕ 5-мĕш «г» класăн ертӳçи тата эпĕ.
— «Çулталăк вĕрентекенĕ-2024» конкурса епле лекрĕр?
— Эпĕ кунашкал конкурссене пĕрре кăна мар хутшăннă. Малтанах муниципалитет шайĕнче вăй виçнĕ. 2019 çулта 2-мĕш вырăна тухнăччĕ. Тепĕр çулхине хамăн вăя тĕрĕслеме татах сĕнчĕç. 2020 çулта 3-мĕш пултăм. «Текех хутшăнмастăп, ыттисене çул памалла», — терĕм ун чухне. 2024 çулта каллех хутшăнма ыйтрĕç. Сĕнеççĕ тĕк хутшăнмаллах терĕм. Хула шайĕнче çĕнтертĕм. Ун хыççăн республика конкурсне кайрăм. Пурĕ 26 педагог вăй виçрĕмĕр. Конкурсра урок ирттермеллеччĕ. Эпĕ хама 11-мĕш классене пама ыйтрăм. «Политика партийĕсем» темăпа урок ирттерес терĕм. Символикисене кăтартса политика партийĕсем çинчен каласа патăм. Партисен карттусĕсене малтанах хатĕрленĕччĕ. Суйлав ирттермелли урна та тупнăччĕ. Суйлавпа çыхăннă вăйă та ирттертĕм. Мăшăрăм Мария Геннадьевна сĕннипе вĕренекенсемпе паллашма маларах кайрăм. Урокчен ачасемпе 15 минут калаçрăм. Çакă мана пулăшрĕ. Пирĕн урокра çыхăну пурччĕ. Мария маншăн юлташ та, пулăшакан та, тĕрев те. Вăл конкурса хатĕрленме нумай пулăшрĕ. Вĕрентекенсем те хавхалантарнă. Çĕнĕ Шупашкарти учительсем вăйлисен йышĕнче. 2018 çултанпа пирĕн хулари педагогсем асăннă конкурсра яланах чи лайăх 5 учитель йышне кĕреççĕ. Хулари вĕрентĕвĕн мониторинг центрĕ команда пуçтарать. Хатĕрленӳ енĕпе ĕç ушкăнĕ йĕркелетпĕр. Хамăрăн чат та пур. Эпир мăшăрпа уроксене пĕрле хатĕрленетпĕр. Мария та истори енĕпе пĕлӳ илнĕ. Эпĕ конкурса арăмпа, директорăн вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен çумĕпе, ытти ĕçтешпе пĕрле кайрăм. Çак тупăшура çынна психологи енчен пулăшу кирлĕ. Кашни кун икшер конкурс пулчĕ. Урок панă хыççăн ăсталăх сехечĕ ирттермеллеччĕ. Урокра усă куракан интереслĕ меслетсене кăтартмаллаччĕ. Эпĕ лавккаран икĕ укçа пухмачĕ туяннăччĕ. Малтан эпĕ пĕрне çĕмĕртĕм. Çапла майпа хам финанс енчен йăлтах ăнкарайманнине, укçа пуçтарайманнине кăтартрăм. Кайран пĕтĕмпех ăнланса илсе çĕнĕ пухмача укçапа тултарма пуçларăм… Кайран пĕтĕм вăя пухса юлашки конкурса кайрăм. Малтанхи çулсенче «Çулталăк учителĕ» ята тивĕçнисемпе калаçмалла пулчĕ. Вĕсем пире ыйтусем пачĕç. Лайăх хуравлама тăрăшрăм. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче эпĕ çĕнтерни çинчен каларĕç.
— Куншăн савăнтăр-и? Кăмăллă-и?
— Хĕпĕртерĕм. Конкурсра çĕнтерни — лайăх пулăм. Мĕншĕн тесен кун пек конкурса пĕр хутчен хутшăнатăн. Тепĕр енчен ĕç вĕçленменха. Федераци шайĕнчи тапхăра хатĕрленмелле. Вăл авăн уйăхĕнче Саратов хулинче иртĕ.
Уроксене музейра ирттерет
— Сирĕн вĕренекенсем ППЭ аван тытаççĕ, олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ… — Çапла, çĕнтерӳçĕсемпе призерсем пур. Лицеистсем муниципалитет шайĕнче темиçе хут та çĕнтернĕ. Республика шайĕнчи конкурсра та призер пулнăччĕ. Çав хĕрача пĕлтĕр обществознанипе 100 балл пухрĕ. Тепĕр хĕрачан историпе 94 балл пулчĕ.
— Уроксене çĕнĕлле епле ирттеретĕр?
— Вĕрентекенĕн пурнăçпа тан утма тăрăшмалла. Ачасене историри кăсăклă пулăмсем çинчен каласа парса интереслентерсе яма тăрăшатăп. Анчах вĕçне çитичченех каламастăп. Киле кайсан интернетра шыраççĕ, вулаççĕ. Музей ертӳçи пулнă май урокра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă экспонатсене кăтартатăп. Уроксене музейра ирттеретĕп. Чăваш патшалăх педуниверситетĕнчи шырав ушкăнĕ пĕлтĕр Волгограда кайнă. Паттăр салтакăн вил тăприне, каскине, харпăр япалисене тупнă. Уйрăм çыннăн япалисене кăтартнине чĕре çывăхне илеççĕ вĕренекенсем. Сăмахран, салтак кашăкĕ. Каскине пуля е патрон шăтарнă. Çын пулнă… Çын çук та… Историе кăмăлтуйăмпа çыхăнтармалла. Анчах çакă виçеллĕ пулмалла.
— Сирĕн вĕренекенсем истори енĕпе вĕренме кайни пулнă-и?
— Пĕр ача географи учителĕ пулнăччĕ. Кăçал тепĕр вĕренекен «Паттăрлăх орденĕ» илчĕ. Вăл ятарлă çар операцине хутшăннă. Тепĕр çамрăк Мускавра çар академийĕнче вĕренет. Шкула тĕлпулăва килсен чĕререн тав турĕ. «Эсир пире тĕрĕс вĕрентнĕ. Вузра шкулта вĕреннĕ темăсенех ăса хыватпăр», — терĕ. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Ампарта музей йĕркеленĕ
Музей — аваллăха шанчăклă упракан вырăн. Вăл пире тавра курăма аталантарма, илем патне туртăнма пулăшать. Трак тăрăхĕнчи Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче Елена Васильева тавра пĕлӳ музейне йĕркеленĕ. Çак кунсенче унта çитсе курма тӳр килчĕ.
«Ку çуртра ĕлĕк пысăк ампар пулнă. Унпа халĕ питех усă курмастпăр. Çавăнпа ăна пăсмалла мар-ши тесе шухăшлаттăм. Анчах çак утăма тума алă çĕкленмерĕ. Ăна аттепе анне тунă-çке-ха. Аваллăхпа кăсăкланма пуçлани акă мĕнрен пуçланчĕ. Пĕррехинче ял старостин мăшăрĕ, иккĕмĕш сыпăкри пиччен арăмĕ Наталья Кузьмина утă пуçтарма чĕнчĕ. Пĕрисен картишне кĕтĕмĕр. Вĕсен пысăках мар ампар пур. Ĕлĕкхи япалисене ун умне кăларса хунăччĕ. «Ара, манăн та ампарта мĕн чухлĕ япала упранать», — шухăшларăм ун чухне. Çапла эпĕ те ăпăр-тапăра кăларса хутăм. Ĕлĕк усă курнă савăт-сапа, ĕç хатĕрĕ самаяхчĕ. «Ку япаласене пире сутăр-ха», — терĕç çăл тасатма килнĕ çынсем. Паллах, хирĕçлерĕм. Хĕвеллĕ пĕр кун ампартан пĕтĕмпех кăлартăмăр. Унтан йăлт тасатрăмăр. Наталья Кузьмина, Раиса Кузьмина, хĕр тусăм Светлана Карпова пулăшрĕç. Светлана Федоровна килĕнчи япалисене чылай пачĕ. Вĕсене пĕчĕк урапапа туртса килтĕмĕр. Экспонатсене виçĕ çул пуçтаратпăр ĕнтĕ. Сăпкана чылай вăхăт шырарăмăр. Унтан Григорий Корнилов патне çул тытрăмăр. «Эсир манăн сăпка пуррине ăçтан пĕлетĕр?» — тĕлĕнчĕ вăл эпир пырсан. Вĕсен сарай тăрринче сăпка пуррине пире такам каланăччĕ. Çапла кайса ыйтса илтĕмĕр. Экспонат питĕ нумай, анчах шутне пĕлместĕп, ятарласа шутламан», — пĕлтерчĕ Елена Владимировна. Çĕнĕ Выççăлккăсем музея 2025 çулта ялăн 130 çулхи юбилейне уявланă чухне савăнăçлă ларутăрура уçма палăртаççĕ. Унччен кунта ытларах хăтлăх кĕртесшĕн. Тумалли пур-ха кунта: калăпăр, сăпка çакмалла, ялпа, унăн çыннисемпе çыхăннă ĕлĕкхи сăн ӳкерчĕксене пухса рамăна вырнаçтармалла. «Эпĕ çакăнта çуралса ӳснĕ. Çемьере ултă хĕр эпир. Эпĕ — тăваттăмĕшĕ. Тăван киле пăрахас килмест. Аттепе анне пурнăçран уйрăлнă. Атте — водительте, анне колхозра ĕçленĕ. Çывăх çыннăмсем тирпейлĕ пулнă. Хуçалăха çирĕп тытнă. Темĕн те пулнă вĕсен. Акă, тырă упрамалли лар. Асаннепе аннен арчисем. Качча кайнă чухне пире те арчасем илсе панă. Вĕсем çĕнĕрех те кунта лартмарăмăр. Ĕлĕкхи чăматансемпе паллашма кăсăклă. Йывăçран ăсталани те пур. Акă ачалăхăма аса илтерекен уйран çӳпçи. Кунашкаллипе мĕн чуль çу уçламан-ши? Кĕнчелеççи, кăмакана çăкăр хывмалли йывăç кĕреçе, аласем, кăвас, чуста çăрмалли, пыл упрамалли чĕрессем, çăкăр пĕçермелли формăсем, алтăр, сăра пички, кăмпана çӳремелли илемлĕ карçинккасем, тырă авăртмалли ал арманĕ, кунтăксем, çип чĕркемелли хатĕрсем, пир тĕртмелли станок… Пирĕн анне алă ăсти пулнă. Унран тĕртнĕ япала чылай юлнă. Вырăн таврашĕсене те тĕртнĕ вăл. Урайне сармаллисем те пур. Çăпатасем, сăхмансем, пир кĕпесем, сурпансем», — калаçăва тăсрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Елена Васильева музей ял историйĕпе паллаштаракан вырăн пултăрччĕ тесе тăрăшать. Вĕрентекенсемпе шкул ачисене те, кăмăл тăвакансене те хапăлласах йышăнасси çинчен пĕлтерет. Калăпăр, музейра уроксем ирттерме пулать. «Нумаях пулмасть ял пуçĕнче пӳрт пăсрĕç. Унта шкул ачисем чернилпа çырнă ĕлĕкхи тетрадьсем тухрĕç. Вĕсене илсе килтĕмĕр. Шăрçа пек илемлĕ çырнă», — калаçăва хутшăнчĕ Наталья Кузьмина. Музейпа паллаштарма ялти хастар хĕрарăмсем те пухăннă. Çакна та каламалла: Çĕнĕ Выççăлккăра 43 кил кăна. Çав тери туслă пурăнаççĕ вĕсем. Пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ. Уявсенче пурте пĕрле савăнаççĕ. «Ялта çакăн пек музей тума шухăшлани питĕ савăнтарчĕ. Çине тăрсах пулăшасчĕ тетпĕр. Ачасемпе мăнуксемшĕн те паха вырăн ку. Вĕсем кунта килсе ĕлĕкхи япаласемпе паллашма пултараççĕ», — шухăшне палăртрĕ Светлана Федоровна. Елена Владимировнăн аппăшĕ Маргарита та Çĕнĕ Выççăлккă йĕкĕтне качча тухнă. Вĕсем Шупашкарта пурăнаççĕ. Канмалли кунсене яла килеççĕ. «Ампарта малтан чӳрече пулман. Аппапа йысна чӳречесем касрĕç. Хитре карăсем çакрăмăр. Чӳрече хашакĕсене илсе килсе паракансем те пулчĕç. Ампарта ĕлĕк тырă, çăнăх, сахăр песукĕ, тăвар упраннă. Чуста çăрмалли савăт-сапа пулнă», — каласа кăтартрĕ Елена Владимировна. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
Амăшĕн пилне тĕпе хурса пурăнаççĕ
Пултаруллă, хастар çемьесем кашни тăрăхрах пур. Патăрьел округĕнче те чылай вĕсем. Шăпах çак йыша кĕрет те ĕнтĕ Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Иванпа Александра Белковсен çемйи.
Ĕçе тиркемелле мар
Иван Васильевич амăшĕпе çеç ӳснĕ. Елена Павловна ывăлне мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. «Арçын ачан пĕтĕм ĕçе тума пĕлмелле, нихăшне те тиркемелле мар», — çапла вĕрентнĕ вăл ăна. Çавăн пекех Елена Павловна тĕпренчĕкне хастар та тарăн пĕлӳллĕ çын пулма пилленĕ. Иван Васильевич çуллахи каникул вăхăтĕнче «Труд» колхоз уй-хирĕнче лашапа улăм турттарнине халĕ те аса илет, ытти ача-пăчапа ăмăртмалла вăй хунине куç умне кăларать. Аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра вăл республикăри чи пултаруллă комбайнерсенчен пĕрин Николай Груздевăн пулăшуçинче тăрăшнă. Çавна май Хисеп хучĕ, парне илме пĕрре мар тивĕçнĕ. Ун пирки Коля тете час-часах: «Ку ача вăр-вар», — тетчĕ. Ванюш хуçалăх ĕçĕнче çеç мар, кил-тĕрĕшре те амăшне пулăшнă. Вăл мĕн хушнă — пĕтĕмпех пурнăçланă, кутăнлашса тăман. Унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Василий Яковлев /Велвокай/ пулнă. Сăмах май, Василий Егорович — Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсен ашшĕ. Вăл сăвă-калав çырнисĕр пуçне балалайка ăста каланă. Вĕренекенĕсене те çак кĕвĕ инструменчĕпе туслаштарнă. Иван Белков та унпа кĕске вăхăтрах калама вĕреннĕ. Уявсенче сцена çине тухнă. Пĕр концерт та унсăр иртмен. Иван Васильевич 8 çулта чухне çуркунне çинчен юрласа куракана савăнтарнине манман-ха. Вăхăт иртнĕçемĕн арçын ача аллине купăс тытнă, баян калама вĕреннĕ. Малалла сцена çине хут купăспа тухма пуçланă, ял халăхне пултарулăхĕпе савăнтарнă. Хальхи вăхăтра вара Белковсен мăнукĕсем тĕрлĕ инструмент— гитара, хут купăс, баян, клавишлă хатĕр — калаççĕ. «Аслашшĕне хывнă», — тет ял-йыш вĕсем пирки. Иван Белков вĕренӳре те «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Ахальтен мар класс ертӳçи Анатолий Григорьев ун пирки шӳтлесе: «Института вĕренмесĕрех диплом пама юрать ăна», — тенĕ. Шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Иван Васильевич, техникăна кăмăллаканскер, Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумне çул тытнă. Ун хыççăн вара — И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи биологи факультетне. Пĕлĕвне ӳстерес тĕлĕшпе Киров тăрăхне икĕ хутчен вĕренме кайса килнĕ вăл. Аслă шкулта пĕлӳ илнĕ хыççăн Киров облаçĕнчи Юрья поселокĕнче хĕсметре пулнă. Чăваш каччи унта та хастарлăх кăтартнă. Ахальтен мар ăна комсорга суйланă. Çавăн пекех вăл çар чаçĕн ялавĕ умĕнче сăн ӳкерĕнме тивĕçнĕ. Ун чухне салтакшăн çакă чи пысăк награда шутланнă. Иван Васильевич çарпа политика хатĕрленĕвĕн отличникĕ, пĕрремĕш класлă специалист пулнă. Çавна кура амăшĕ ывăлĕпе чăннипех мăнаçланнă ĕнтĕ. Анчах ял-йыш умĕнче мар, хăйпе хăй çеç. Елена Павловна питĕ сăпайлă хĕрарăм пулнă. «Ĕçчен çын ĕç тупать», — тенешкел салтакран таврăнсан каччă вырăнти вăтам шкула вырнаçнă. Ачасене ял хуçалăх машинипе, тракторпа çӳреме хăнăхтарнă, çав вăхăтрах биологи вĕрентнĕ. Пурнăç çулĕ ăна Куйбышев облаçне те илсе çитернĕ. Каярахпа, Патăрьеле куçса килсен, вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех 7-мĕш профтехучилищĕре мастерта, аслă мастерта, инженерта вăй хунă. Шанса панă ĕçе яланах тивĕçлĕн пурнăçланă. Çавăнпах ăна тĕрлĕ наградăпа чысланă, вĕсен йышĕнчех РФ Вĕрентӳ министерствин Хисеп хучĕ, «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль. Вăл — ĕç ветеранĕ. Ял-йыш та ăна хисеплет. Çавăнпах Иван Васильевича Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн депутатсен пухăвĕн депутатне икĕ хутчен суйларĕç. Çырма-çатрана тасатса йĕркене кĕртес, урамсенче çул-йĕр тăвас тĕлĕшпе халăхпа пĕрле вăй хучĕ. Ялти чиркĕве хăпартма та пулăшрĕ, чунне парса ĕçлерĕ. <...>
Светлана ФРОЛОВА. Патăрьел районĕ.
♦ ♦ ♦
Тăван тăрăхпа мăнаçланасси ачаран пуçланать
«Анне каланă тăрăх, пирĕн икĕ хутлă йывăç çурт Хĕрлĕ тӳремре пулнă. Каярахпа атте çав вырăна илсе кайнăччĕ, эпир йышăннă пӳлĕмсене кăтартнăччĕ. Авалхи сăн ӳкерчĕксенче çав çурта кăтартма пултаратăп. Унтах Надежда Крупская ячĕллĕ парк та пулнă», — аса илӳре ачалăхне таврăнчĕ Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕн ертӳçи Лариса Рябинина.
Çула май – кафене
Унти çуртсене пăсма йышăнсан çемье Андриян Николаев космонавт урамĕнчи çурта куçнă. Хĕрача Сĕнтĕрвăрринчен килекен кукамăшĕпе Введени чиркĕвне çӳренĕ. 2-мĕш автобуспа çула тухнине манман вăл. «Эпĕ Шупашкарти 35-мĕш шкулта вĕреннĕ. Чи лайăх пĕлӳ çурчĕсенчен пĕриччĕ вăл. Туслă çемьере çитĕннĕрен шăллăмпа иксĕмĕрĕн çуллахи вăхăтра пионер лагерьне каясах килмен. Пире килте атте-анне çумĕнче хăтлăччĕ. Çемьере каçсерен е канмалли кунсенче Атăл хĕррине çитиччен çуран утасси çирĕпленнĕ. Çав йăлана хамăрăн ачасемпе тăсатпăр. Капла хула уяв çи-пуçĕ тăхăннине курма пулать. Ача чухне çула май «Мороженăй» кафене кĕреттĕмĕр. «Чăваш Ен» хăна çурчĕ çывăхĕнче «Пельменная» пурччĕ. Çав вырăн та пире килĕшетчĕ. Сăмах май, ăна чылайăшĕ астăвать», — тăсăлчĕ пирĕн калаçу. Аслă Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне тĕп почтамт патĕнче кĕске фильмсем кăтартнă. Çурт стенипе экран вырăнне усă курнă. «Пĕтĕм хула унта кино курма çӳретчĕ», — ачалăхне куç умне кăларчĕ Шупашкар çынни. «Сувар» ансамбльте ташланă Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Сувар» ансамбльте вăл 13 çултанпа пултарулăхне туптанă. «Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче хальхи «Олимпийский» стадионра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене саламлатчĕç. Эпир те коллективпа уява хутшăнаттăмăр. Пĕлтерĕшлĕ çав самантсем ăс-тăнра яланлăхах çырăнса юлнă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...