Комментари хушас

11 Юпа, 2014

Хăнасен шухăшĕ

Павел КОЛОБКОВ, Раççей спорт министрĕн çумĕ, фехтовани енĕпе Олимп чемпионĕ: "Халĕ "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр” физкультурăпа спорт комплексне чĕртсе тăратас ĕç çĕр-шывĕпех пырать. Паллах, ку енĕпе Чăваш Ен - лидерсенчен пĕри. Икĕ эрне каялла республикăн тĕп хулинче 200 яхăн ĕç коллективĕ нормативсене пурнăçланă, ку процеса пин ытла çын хутшăннă. Çавăнпа ГТО нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи куна Чăваш Енре ирттерни ăнсăртран мар. 4-ран пуçласа 8 норматив таран ăнăçлă тултарнисене çывăх вăхăтрах ГТО паллисене парăпăр. ГТО комплекс кĕçех физвоспитанин çĕнĕ тытăмĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăрасса шанатăп”.

Александр КАРЕЛИН, Раççей Геройĕ, виçĕ хут Олимп чемпионĕ, кĕрешÿçĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ: "Чăваш Енре пултаруллă та уçă кăмăллă çынсем. Муниципалитетра çакăн пек спорт комплексĕ пулни питĕ аван. Пăр керменĕ те, Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕ те лайăх лару-тăрура, ăна федераци программипе килĕшÿллĕн тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Хула питĕ илемлĕ, çынсем те хитре. Унсăр пуçне вĕсем спортпа туслине те шанас килет”.

Николай ВАЛУЕВ, Раççей боксерĕ, тĕнче чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ: "Чăваш Енре ГТО нормативĕсене пурнăçлакансен уявĕнче эпĕ пĕтĕм ÿсĕм категорине куртăм, çамрăксене те, аслăрах çулти çынсене те. Çакă питĕ савăнтарать, хавхалантарать, мĕншĕн тесен Раççей чăнласах та спорт çĕр-шывĕ. "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр” комплекса чĕртсе тăратса эпир манăçа тухма пуçланине тепĕр хут аса илетпĕр. Ку комплекс вăя тĕрĕслесе пăхнипе пĕрлех хамăра шанаслăха та ÿстерет".

Виктор КУДРЯВЦЕВ, СССР тата Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ /пăр çинче конькипе эрешлесе ярăнас енĕпе/: "Шупашкарта çулталăкĕпех ĕçлекен пăр катокĕ пурри лайăх, çапах кунта конькипе эрешлесе ярăнасси вăйлă аталанман-ха. Секци уçнипе çеç çырлахмалла мар, хальхи йышши шкул кирлĕ. Чăваш Енре эпĕ пĕрремĕш хут. Кунта мана йăлтах килĕшрĕ. Шупашкар таса та симĕс хула. Хамăн сăн ÿкерчĕке республикăра тухса тăракан хаçатра курсан тĕлĕнсех кайрăм!"

Алексей УРМАНОВ, пăр çинче конькипе эрешлесе ярăнас енĕпе Олимп чемпионĕ: "Шупашкарти "Çĕнĕ ăру" пăр катокĕнче ăсталăхне туптакан ачасем япăх мар ярăнаççĕ, эппин, вĕсен тренерĕсем тĕрĕс çулпа пыраççĕ. Пăр катокĕн ячĕ те хăйĕн пĕлтерĕшне туллин уçса парать. Манăн шухăшăмпа - Чăваш Ен спортăн çак енĕпе те Олимп чемпионĕсене "çитĕнтерме" пултарать. Сирĕн республикăра халĕччен пулса курманччĕ. Ĕнер Шупашкар тăрăх çÿрерĕм. Ас тăвăм çулăмĕ патĕнче чарăнтăм, панорамăпа килентĕм - питĕ хитре!"

Светлана ЖУРОВА, Олимп чемпионки, РФ Патшалăх Думин депутачĕ: «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум чăннипех хавхалану кÿрет. Пĕр енчен вăл - илĕртÿллĕ уяв, çав вăхăтрах - пĕрлехи ĕç лапамĕ те. Анчах халĕччен çакнашкал мероприятисенче эпир спорт тытăмĕн шалти ыйтăвĕсене сÿтсе яваттăмăр тăк ку хутĕнче риторика улшăнчĕ. Уçă калаçусем ытларах пулни сисĕнет. Çапла пулмалла та. Спорта нумайăшĕ политика тесе хаклать пулин те вăл унăн айккинчи тытăм. Хайхи форум евĕр мероприятисем вара тăнăçлăхшăн кар тăма йыхравлаççĕ».

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.