Комментари хушас

23 Çу, 2024

Тантăш 19 (4890) № 23.05.2024

Слет чи маттуррисемпе хастаррисене пухрĕ

Çамрăк корреспондентсен слечĕ — «Тантăш» хаçат тусĕсем кашни çулах чăтăмсăррăн кĕтекен уяв. Кăçал ăна «Тетте» журнал никĕсленнĕренпе 30 çул çитнине халал- ларăмăр. Вăл улттăмĕш хут иртрĕ. Пирĕн пата хăнана республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кăçал 150 яхăн ача килсе çитрĕ. «Тантăш» лауреачĕшĕн, конкурс çĕнтерÿçисемпе хастар юнкорсемшĕн, хăнасемшĕн вăл хаваслă кулăпа, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа, ырă тĕслĕхсемпе асра юлчĕ.

УПА, ТИЛĔ, ЙЫТĂ, КУШАК Ачасем яланхиллех мероприяти пуç ланиччен чылай маларах пуçтарăнма тытăнчĕç. Пуринчен малтан Елчĕк округĕнчи Аслă Елчĕк, Çĕнĕ Пăва шкулĕсен вĕренекенĕсем çитрĕç. Урамра çу уйăхĕ хуçаланнăран-и — кăçалхи слета нихçанхинчен ытларах ача килчĕ. «Тантăшпа» «Теттене» шкул ачисем чунтан юратни çакăнтан та палăрать. Çырас ăсталăха аталантарма пулăшакан, яланах хавхалантаракан, кашни номертех Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене юратма хистекен пичет кăларăмне ачасем малти вырăна хуни хамăра та савăнтарать. Хăнасене юмахри сăнарсем — хаваслă Упа, Тилĕ, Йытă, Кушак — кĕтсе илчĕç. Кашниех вĕсемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнме тăрăшрĕ. Илĕртÿллĕ те ырă сăнарсемпе ачасем пĕрле вылярĕç те, ташларĕç те. ЧИ МАТТУРРИСЕНЕ ЧЫСЛАРĔÇ Слет яланхи пекех «Асамат тĕнчи» ªушкăн ертÿçи Людмила Кинерº «Тантăш» гимнне шăрантарнипе пуçланчĕ. Палăртса хăварасшăн, çак илемлĕ юрра Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи çырнă, кĕвĕлекенĕ — Людмила Кинер. Слета килнĕ ачасене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев ăнăçу сунчĕ. Вăл «Тантăш» хаçат ачасене журналистика çулĕ çине тăма пулăшнине палăртрĕ. Слета килнисене малашне те хаçатпа тачă çыхăну тытма, кăларăмсемпе туслă тата яланах маттур пулма чĕнсе каларĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА

♦   ♦   


«Тетте» журналпа журналпа туслă пулнă

Кĕçĕн ÿсĕмри ачасен журналĕ «Тетте» 1994 çулта тухма тытăннă. Ăна çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче регистрациленĕ. Унăн формачĕ самаях пысăкчĕ, хальхи «Теттепе» танлаштарсан малтанхи журналăн страницисем сахалрахчĕ. Кăларăмăн тиражĕ 10 000 экземпляр пулнă. Шкулта ĕçленĕ май, эпĕ журнала хаваспах çырăнаттăм, статьясем те ярса параттăм. «Тетте» журналăн иккĕмĕш номерĕнчех манăн «Кристина» ятлă калав «Çут çанталăк тусĕ пул!» рубрикăра кун çути курнăччĕ. Тĕрлĕ çулта унта манăн чылай юмах пичетленчĕ. Галина Платонова тĕп редактор çак кăларăмпа тачă çыхăну тытнăшăн 2006 çулта «Тетте» тусĕ» хисеплĕ ята парса та чысланăччĕ. Унсăр пуçне Владимир Федоров мана журнал страницисем çинче «Виçĕ чĕлхе — виçĕ ăс» рубрикăра акăлчан чĕлхи урокĕсене ертсе пыма сĕнчĕ. Темиçе çул журналта тĕрлĕ темăпа вулакансене акăлчан чĕлхине çăмăлрах вĕрентме тăрăшрăм: хальхи пек уйрăм сăмахсене мар, предложенисем туса, вĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса ăнлантартăм. Ун пек чухне çеç вĕренекен лайăх астуса юлать. Малтанах чăвашла, кайран вырăсла, унтан акăлчанла, хыççăн акăлчанла çырнине тĕрĕс вуламашкăн вырăсла сас паллисемпе палăртрăм. Страницăна Александр Плеханов художник илемлетсе пычĕ. Унăн хăйне евĕрлĕ ÿкерчĕкĕсем акăлчан чĕлхине çăмăлрах вĕренме пулăшрĕç. <...>

Галина ЗОТОВА

♦   ♦   


Наш билет в будущее

В рамках Всероссийской акции «Неделя без турникетов» и федерального проекта по ранней профессиональной ориентации «Билет в будущее», выпускники нашей школы побывали на экскурсии на одном из предприятий города Чебоксары. Экскурсовод очень доступно и интересно рассказал о его работе. Ребята посетили цеха, учебный центр, познакомились с производством и инновационными разработками микропроцессорных устройств, комплексов релейной защиты и автоматики для энергообъектов, получили ответы на интересующие их вопросы. Таким образом выпускники узнали, что устройства релейной защиты необходимы для обеспечения надежной и экономичной работы энергосистем и энергетического оборудования, а также бесперебойного электроснабжения потребителей в электросетевых организациях. <...>

Ольга НИКОЛАЕВА

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.